Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 18:51

Пуплевӗш: 194; Сӑмах: 1762

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тем тӗрлӗ те шухӑшласа нумай япалана аса илчӗ Григорий фронтран икӗ талӑк хушши тӑван хуторне кайнӑ чух… Ҫеҫенхирте пӗр пӗччен хуйхӑрса пырасран, вӗҫӗмсӗрех Наталья ҫинчен шухӑшласа ӑша вӑркаттарасран хӑйпе пӗрле вӑл ҫул ҫине Прохор Зыкова илсе тухрӗ. Сотня чарӑнса тӑна вырӑнтан тапрансанах Григорий вӑрҫӑ ҫинчен калаҫса кайрӗ, хӑй Австри фронтӗнче чухне 12-мӗш полкра службӑра тӑнӑ вӑхӑта, Румынире ҫӳренисене, нимӗҫсемпе ҫапӑҫнине аса илчӗ. Вӑл пӗр шӑпланмасӑр калаҫрӗ, полкри юлташӗсемпе пулса иртнӗ тӗрлӗрен мыскараллӑ историсене аса илчӗ, кулчӗ…

Ӑсӗпе кӑшт айвантарах Прохор, Григорий чӗлхине халичченхи пек мар ирӗке янинчен тӗлӗнсе, малтанах ун ҫине шанмасӑртарах пӑхкаласа пычӗ, унтан Григорий, тахҫанхи кунсене аса илсе, йывӑр шухӑшсенчен хӑпасшӑн пулнине ӑнланса ҫитрӗ те, хӑй те вара, — тен, ытлашши те тӑрӑшарах пулӗ, — татти-сыпписӗр пакӑлтатма тытӑнчӗ. Тахҫан хӑй Чернигов хулинчи госпитальте выртни ҫинчен питӗ тӗплӗн каласа кӑтартнӑ чух Прохор ӑнсӑртран Григорий ҫине пӑхса илчӗ, унӑн кӗре питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шӑпӑртатсах куҫҫуль тумламӗсем юха-юха аннине курчӗ… Сӑпайлӑх ятне Прохор, темиҫе чалӑш каярах юлса, утне ҫур сехет патне хыҫалтан чуптарса пычӗ, унтан каллех хӑваласа ҫитсе танлашрӗ те, вӑл темскер кирлӗ-кирлӗ мар вак-тӗвек ҫинчен сӑмах тапратасшӑн пулнӑччӗ, анчах Григорий калаҫӑва пачах хутшӑнмарӗ. Вӗсем кӑнтӑрлачченех ҫапла ним чӗнмесӗр, пӗр-пӗрин йӗнерӗсен йӑранисене сӗртӗнкелесе, учӗсене юнашар юрттарса кайрӗҫ.

Григорий чӑтма ҫук хытӑ хыпаланчӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пӑхмасӑр вӑл лашине е ашӑпа е сиккипе хӑваларӗ, хутран-ситрен ҫеҫ ӑна кӑштах уттаркаласа илчӗ. Кӑнтӑрла тӗлӗнче тин, пӗлӗт тӳпинчен тӳрӗ ӳкекен хӗвел пайӑркисем тӳсме ҫук пӗҫертме пуҫласан, вӑл тип варта чарӑнса тӑчӗ, йӗнерне хывса, лашине ҫерем ҫине ячӗ, хайне валли сулхӑн вырӑн тупса, мӗн шӑрӑх тамаличченех ӳпне тӑсӑлса выртрӗ. Пӗр хутчен вӗсем учӗсене сӗлӗ ҫитерчӗҫ, анчах Григорий хальхинче ҫарти йӗркене пӑхӑнмарӗ, ҫакӑн валли уйӑрса паракан вӑхӑта чылай кӗскетсе хӑпӑл-хапӑл ҫитеркелерӗ те каллех ҫул ҫинӗ тапранчӗ. Вӗсен вӑрӑм ҫула чупса тухма хӑнӑхнӑ лашисем те пирвайхи талӑк вӗҫленеспе йӑлт ырханланса кайрӗҫ, малтанхи пек ывӑна пӗлми йӑлттаммӑн ыткӑнса пыми пулчӗҫ. «Капла утсене ӳкерсе вӗлерме те часах. Кам ҫапла ҫӳретӗр-ха? Ӑна, эсреле, хӑйӗнне пӑшӑхтарса вӗлерсен те тем мар, тӳрех урӑххине тытса йӗнерлет, манӑн вара ӑҫтан тупмалла? Лашасене кӑнтарать те ак, шуйттан аҫи, унтан мӗн Татарскине ҫитичченех инҫе ҫула ҫуран лӑпӑстатса е таҫти такам лавӗсем ҫинче силленсе пыр!» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ Прохор.

Тепӗр ирхине, Федосеевски станицӑри пӗр хутор патӗнчен иртсе пынӑ чухне, вӑл, чӑтайманнипе, Григорие ӳпкелешсе те илчӗ:

— Эсӗ нихҫан та хуҫалӑх тытса курман ҫын пек… Ну, кам-ха ӗнтӗ утсене кӑшт та пулин кантармасӑр кунӗн-ҫӗрӗн ҫапла хӑвалатӑр? Кур, йӑлтах, ав, юхса тухрӗҫ. Атя каҫ шуҫӑмӗнче те пулин тӑраниччен ҫитерсе илер.

— Хӑвала, ан юл манран, — терӗ сӳрӗккӗн Григорий.

— Санпа тан ӗлкӗрейместӗп эпӗ, манӑн ав утайми те пулса ҫитрӗ. Тен, канатпӑр кӑшт, а?

Григорий чӗнмерӗ. Ҫур сехет патне учӗсене ним шарламасӑр юрттарса пычӗҫ, унтан Прохор ним хӑрамасӑр евитлесе каларӗ:

— Атя хӑть сывлӑш ҫавӑрма та пулин парӑр! Эпӗ тек кун пек каймастӑп! Илтрӗн-и?

— Хӑвала, хӑвала!

— Хӑҫанччен хӑвалас-ха? Чӗрнисем хӑпӑнса ӳкиччен-и?

— Ан калаҫса пыр!

— Шеллесемччӗ, ну, Григорий Пантелевич! Эпӗ тирне сӗвесшӗн мар-ха хам янаварӑнне, ӗҫӗ халь шӑп ҫавӑн патнелле пырать…

— Ну, мура кай, чарӑн, эппин! Пӑхкала, ӑҫта курӑк авантарах.

* * *

Григорие шыраса Хопер округӗнчи станицӑсем тӑрӑх ҫӗтсе ҫӳренӗ телеграмма питӗ кая юлса пычӗ… Григорий Натальйӑна пытарсан виҫҫӗмӗш кунне тин килне ҫитрӗ. Калинкке умӗнче йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ, пӳртрен ӗсӗклесе чупса тухнӑ Дуняшкӑна утнӑ ҫӗртех ыталарӗ те питне-куҫне пӗркелентерсе каларӗ:

— Уттаркаласа ҫӳре лашана лайӑхрах. Ан ӳле ӗнтӗ! — Унтан Прохор еннелле ҫаврӑнчӗ:  — Каях халь киле. Кирлӗ пулатӑн — калатӑп ун чух.

Ильинична, Мишаткӑпа Полюшкӑна ҫавӑтса, ывӑлне кӗтсе илме крыльцана тухрӗ.

Григорий ачисене ытамласа йӑтрӗ, чӗтрекен сасӑпа лӑплантарса каларӗ:

— Ан макӑрӑр ҫеҫ! Куҫҫуль ҫеҫ ан кӑларӑр! Пепкемсем! Тӑлӑха юлтӑр, эппин? Ну-ну… Пӑрахрӗ пире аннӗр…

Хӑй, ӗсӗклесе ярас килнине аран тӳскелесе, пӳрте кӗчӗ, ашшӗне сывлӑх сунса алӑ тытрӗ.

— Упраса хӑвараймарӑмӑр… — терӗ те Пантелей Прокофьевич ҫав самантрах ҫенӗке лӑкӑштатса тухрӗ.

Ильинична, Григорие курницӑна чӗнсе кӗртсе, нумайччен Наталья ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Карчӑк пурне те пӗлтересшӗн марччӗ, анчах Григорий хӑй ыйтрӗ:

— Эсӗ пӗлетӗн-и, мӗншӗн ҫуратасшӑн пулмарӗ вӑл?

— Пӗлетӗп.

— Ну?

— Вӑл кун умӗн санӑн, леш… Аксинья патне кайнӑ… Аксиньи, ав, йӑлтах каланӑ ӑна…

— Аха… ҫапла-и? — Григорий, хӑмач лӑстӑкӗ пек хӗрелсе, куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхрӗ.

Курницӑран вӑл сӑнран ӳксе, ватӑлнӑ пит-куҫлӑ тухрӗ; чӗтреме пуҫланӑ шупка кӑвак тутине сасӑ кӑлармасӑр мӗкӗлтеттерсе, сӗтел патне пырса ларчӗ, ачисене чӗркуҫҫийӗсем ҫине ҫӗклесе илсе, вӑрахчен ачашларӗ, унтан патрон хутаҫҫинчен тусанланса кӑвакарнӑ сахӑр катӑкӗ кӑларчӗ те, ал тупанӗ ҫинче ҫӗҫӗпе катса, айӑплӑн кулса илчӗ:

— Сире валли пӗтӗм кучченеҫ те ҫакӑ кӑна… Ав, мӗнле ҫын сирӗн аҫӑр… Ну, чупӑр халь картишне, калӑр-ха: аслаҫӑр пӳрте кӗтӗр…

— Масар ҫине каятӑн-и? — ыйтрӗ Ильинична.

— Кайран мӗнле те пулин… Вилнисем ҫилленмеҫҫӗ. Мишатка, Полюшка мӗнле ӗнтӗ? Питех мар-и?

— Малтанхи кун хӑрушла хытӑ ӳлерӗҫ, Полюшки уйрӑмах… Халӗ — калаҫса татӑлчӗҫ тейӗн, — эпир пур чух ун ҫинчен сӑмах та асӑнмаҫҫӗ. Ҫӗркаҫ ҫӗрле хам илтрӗм: Мишатки… ан илтӗнтӗр тесе, пуҫне минтер айне чикнӗ те, шӑппӑн ӗсӗклесе выртатчӗ. Пытӑм ӗнтӗ ҫакӑн патне, ыйтатӑп: «Сана мӗн пулнӑ, чӗппӗм? — тетӗп. — Тен, манпа выртатӑн?» Вӑл мана: «Ним те пулман, асанне, ку ман ыйхӑ тӗлӗшпе ҫеҫ…» — тет. Калаҫ эсӗ вӗсемпе, ачашла… Ӗнер ирпе ҫенӗкре хӑйсем хушшинче пупленине илтрӗм. Ҫаплах каларӗ Полюшки: «Вӑл каллех пирӗн пата килет. Вӑл — ҫамрӑк, ҫамрӑккисем ӗмӗрлӗх вилмеҫҫӗ», — тет. Айван-ха халь вӗсем, чунӗсем мӑннисен пекех ыратаҫҫӗ… Эсӗ выҫӑ пулӗ-ха? Халех мӗн те пулин хатӗрлесе паратӑп, ма каламастӑн?

Григорий курницӑна кӗчӗ. Унта пуҫласа пырса лекнӗ пекех, стенасене сӑнаса ҫаврӑнчӗ, куҫӗпе вырӑн пуҫтарса ҫиеле кӑпӑшка минтерсем купаласа хунӑ кравать ҫинче чарӑнчӗ. Ҫавӑн ҫинче вилсе кайнӑ та ӗнтӗ Наталья, ҫавӑнтан илтӗннӗ те унӑн юлашки сасси… Григорий Наталья ачисемпе епле сывпуллашни, вӗсене чуптуни, тен, тата вӗсем ҫине хӗрес те хуни ҫинчен шухӑшларӗ, унтан каллех, вӑл вилни ҫинчен илнӗ телеграммӑна вуланӑ чухнехи майлах, чӗри хыттӑн чиксе кайнине, хӑлхисем шавлӑн янӑранине туйрӗ.

Пӳртри кашни вак-тӗвек Натальйӑна аса илтерчӗ. Ҫав асаилӳсем сирсе сирӗлми йывӑр пулчӗҫ. Григорий темшӗн кашни пӳлӗме пӑхса ҫӳрерӗ те чупнӑ пек хӑвӑрт крыльца ҫине ыткӑнса тухрӗ. Чӗре ытларах та ытларах тӑвӑнса ыратрӗ. Ҫамки ҫине пӑчӑр-пӑчӑр тар тапса тухрӗ. Аллаппипе сулахай кӑкӑрне шиклӗн пӑчӑртаса тытса, вӑл майӗпен кӑна крыльцаран анчӗ. «Халтан ӳкерчӗҫ-тӗр кӑвак урхамаха чӑнкӑ сӑртсем…», — шухӑшларӗ хӑй.

Дуняшка Григорий утне картиш тӑрӑх ҫавӑтса ҫӳрет. Лаша кӗлет патӗнче чӗлпӗре туртӑнтарса чарӑнса тӑчӗ, ҫӗре нӑш-нӑш шӑршларӗ те, мӑйне малалла тӑсса, ҫӳлти тута хӗррине ҫӗклесе, лаптак сарӑ шӑлӗсене йӗрчӗ, унтан тулхӑрса илсе, малти урисене мелсӗррӗн хутлатма тытӑнчӗ. Дуняшка чӗлпӗре карӑнтарса туртрӗ, анчах лаша, ӑна итлемесӗр, ҫӗр ҫине выртма пӑхрӗ.

— Ан вырттар! — кӑшкӑрса тӑкрӗ витерен Пантелей Прокофьевич. — Курмастӑн-и — йӗнерпех-иҫ вӑл! Ма йӗнерне хывмарӑн, ухмах чӗмере?

Григорий, чӗри ҫаплах хыттӑн тӑпӑлтатса тапнине итлесе, мӑйӗпен лаши патне утса пычӗ, йӗнерне хыпрӗ, унтан хӑйне хӑй пусӑрӑнтарса, Дуняшка еннелле ейӗлсе пӑхрӗ:

— Ҫухӑркалать-и атте?

— Яланхи пекех, — йӑл кулса тавӑрчӗ Дуняшка.

— Кӑшт тепӗртак уттаркала, эппин, йӑмӑкӑм.

— Тарӗ типнӗ ӗнтӗ, ну юрӗ, уттарӑп-ҫке.

— Ҫӗр ҫинче йӑваланасшӑн пулсан, ан чар ӑна.

— Юрӗ, юрӗ, пичче… Хуйхӑратӑн?

— Эсӗ — мӗнле пуль тенӗччӗ? — сывлӑшӗпе пӳлӗнсе хуравларӗ Григорий.

Хӗрхенсе пӑрахнипе, Дуняшка ӑна хулпуҫҫийӗнчен чуптуса илчӗ, темшӗн вара куҫҫуль пӑчӑртанса тухнинчен аванмарланса, хӑвӑрт тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑчӗ те лашана выльӑх карти еннелле ҫавӑтса кайрӗ.

Григорий ашшӗ патне пычӗ. Пантелей Прокофьевич тимлесех витери тислӗке хырса аппаланать.

— Сан урхамаху валли вырӑн хатӗрлетӗп.

— Мӗн шарламарӑн? Хам та тасататтӑмччӗ.

— Каларӑн та! Эпӗ мӗн, ай пачах вӑйсӑр-и? Эпӗ халь кӗреш юман пекех ҫирӗп-ха, тӑванӑм. Мана халтан ӳкерме ҫук. Хушӑран пӗрре сиккелесе те илетӗп пӑртакҫӑ. Ыраш ҫулма каясшӑн-ха ыран. Мӗнле, нумайлӑха килтӗн-и эсӗ?

— Пӗр уйӑха.

— Ку аван япала. Каятпӑр-и хире? Ӗҫ патӗнче ҫӑмӑлрах пулӗ…

— Хам та шухӑшланӑччӗ-ха.

Старик сенӗке ҫӗре пӑрахрӗ те, пичӗ ҫинчи тарне ҫаннипе шӑлса, чӗререн тухакан йӑваш сасӑпа каларӗ:

— Кӗрер пӳрте, апат ҫырткалӑн. Ку хуйхӑран унран ниҫта та хӑпӑнаймастӑн. Ни тарса ӳкме, ни пытанса юлма ҫук. Ҫапла пек…

Ильинична, сӗтел хатӗрлесе, таса алшӑлли пырса пачӗ. «Пурӑннӑ чухне Наталья хӑналатчӗ…» — шухӑшларӗ каллех Григорий. Хӑй куляннине систерес мар тесе, вӑл васкасах ҫиме тытӑнчӗ. Ашшӗ чӑлантан тутине утӑпа питӗрнӗ кӑкшӑмпа сӑмакун йӑтса пырсан, ун ҫине тавлӑн пӑхса илчӗ.

— Кине асӑнар-ха, эппин, чунӗ ҫӳлти патшалӑхра пултӑр, — ҫирӗп сасӑпа каларӗ Пантелей Прокофьевич.

Вӗсем пӗрер стакан пушатрӗҫ. Старик ҫийӗнчех тепре тултарчӗ, ассӑн сывласа илчӗ:

— Пӗр ҫул хушшинче ҫемьерен иккӗн катӑлчӗҫ… Куҫ хыврӗ пирӗн киле вилӗм.

— Калаҫар мар кун ҫинчен, атте! — ыйтрӗ Григорий. Вӑл иккӗмӗш стакана шалтах ӗҫсе ячӗ те типӗтнӗ пулӑ татӑкне вӑрахчен чӑмласа ларчӗ, эрех хӑпа пӗлми шухӑшсене пуҫран кӑштах та пулин сирессе кӗтрӗ.

— Ыраш селӗм кӑҫал! Пирӗн ак, ыттисемпе танлаштарсан, тӳрех калам, ытла пит хӳхӗм! — терӗ мухтанчӑклӑн Пантелей Прокофьевич. Вӑл ҫавӑн пек мухтаннинче, унӑн хӑпартланчӑк сассинче Григорий ашшӗ сӑмаха темшӗн юри вылятсарах каланине туйрӗ.

— Тулӑ тата?

— Тулӑ-и? Кӑштах сивӗ тивнӗ те, ҫавах та — япӑхах мар, пӗр вӑтӑр пилӗк, хӗрӗх пӑтсем тухмалла. Эх, урпа аван та кӑҫал ҫынсен, пирӗн, мӑнтарӑн, акма май пулмарӗ. Ну, уншӑн ытлашшиех кулянни ҫук-ха. Ҫавӑн пек юхӑнчӑк вӑхӑтра ӑҫта чиксе пӗтерем эпӗ ытлашши тырра? Парамонов патне турттарса каяймастӑн, кӗлетре те нумай упраймастӑн. Фронт ҫывхарса ҫитет те акӑ — юлташсем йытӑ ҫуланӑ пекех шӑлса тухса каяҫҫӗ. Ҫапах та ан хуйхӑр эс, пирӗн кӑҫалхи тырӑсӑрах тепӗр икӗ ҫул пурӑнма ҫитет. Пирӗн, турра шӗкӗр, пӳлмесенче те тӳпеми, тата урӑх ҫӗрте те пӑртак пур… — Старик чеен куҫ хӗссе илчӗ, малалла каларӗ:  — Ыйт-ха Дашкӑран: йывӑр вӑхӑтсем валли тесе, мӗн чухлӗ пытарса хутӑмӑр? Икӗ хӑлаҫ сарлакӑш шӑтӑка сан кӗлеткӳ ҫӳллӗш тултарса хунӑ! Пире ҫак эсрел пурнӑҫӗ кӑшт чухӑна хӑварчӗ те-ха, унччен эпир те хуҫасемех пулнӑччӗ… — старик хӑй шӳтӗнчен ӳсӗрле кулса илчӗ, анчах кӑштахран сухалне сумлӑн шӑлкаласа тӳрлетрӗ те хальхинче ним кулмасӑр каларӗ:  — Тен, эсӗ пӑянаму пирки шутлатӑн пулӗ те, эпӗ ак ҫапла калатӑп сана: ӑна та хӑварман эпӗ, кирлӗ чух пулӑшрӑм. Пӗрре ҫапла вӑл систерсе ҫеҫ каларӗ, эпӗ тепӗр кунах виҫмесӗр-тумасӑр пӗр лав тырӑ леҫсе патӑм. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, ай мӗнле савӑннӑччӗ Наталья, куҫӗнчен куҫҫуле те тухрӗ… Атя, тепрер хурар-и, ывӑлӑм? Ман пӗтӗм савӑнӑҫӑм та халь эсӗ кӑна юлтӑн!

— Мӗн-ха, атя, — килӗшрӗ Григорий, стаканне ашшӗ умне шутарса парса.

Ҫав вӑхӑтра сӗтел патне, хӑяккӑнтарах утса, Мишатка хӑюсӑррӑн пырса тӑчӗ. Вӑл ашшӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине тапаланса хӑпарчӗ те, ӑна сулахай аллипе мелсӗррӗн ыталаса илсе, тутинчен чӑпӑртаттарса чуптурӗ.

— Эсӗ мӗн, ывӑлӑм? — чунӗ хурланса килнӗ сасӑпа ыйтрӗ Григорий. Вӑл ачан куҫҫульпе тӗтреленнӗ куҫӗнчен пӑхнӑ май, ун ҫине сӑмакун шӑршипе сывлас мар тесе, пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

— Анне вилес умӗн… курницӑра выртнӑ чух… мана чӗнсе илчӗ те сана ҫапла калама хушрӗ: «Аҫу килсен, эсӗ ӑна маншӑн хытӑ чупту та кала: «Шеллетӗр вӑл сире», терӗ, — шӑппӑн пӗлтерчӗ Мишатка. Вӑл тата темскер каланӑччӗ те, эпӗ манса кайрӑм…

Григорий стакана лартса чӳрече еннелле ҫаврӑнса ларчӗ. Пӳлӗмре чылайччен йывӑр шӑплӑх тӑчӗ.

— Ӗҫӗпӗр-и? — шӑппӑн ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич.

— Ӗҫес килмест ман. — Григорий ывӑлне чӗркуҫҫи ҫинчен антарса ура ҫине тӑчӗ, хыпаланса ҫенӗк патнелле утса кайрӗ.

— Чим эс, ывӑлӑм, ашне тата? Эпир чӑх ӑшаланӑччӗ, икерчӗ те пӗҫернӗ! — Ильинична кӑмака умнелле йӑпӑртатрӗ, анчах Григорий алӑка хупса тухрӗ те ӗнтӗ.

Картиш тӑрӑх тӗлсӗррӗн уткаласа ҫӳренӗ май, вӑл выльӑх картине, лаша витине ҫитсе курчӗ. «Шыва кӗртмеллеччӗ те ӑна», — шухӑшласа илчӗ вӑл, лаши ҫине пӑхса. Унтан аслӑк айне кӗчӗ. Тырӑ вырма хатӗрлесе лартнӑ лобогрейка патӗнче Григорий хыр чӗрпӗкӗсем, турпассем, чалӑшшӑн татнӑ хӑма татӑкӗ сапаланса выртнине курчӗ. «Атте Наталья валли тупӑк тунӑ», — шутларӗ те вӑл васкасах крыльца еннелле утса кайрӗ.

Ывӑлӗ хистенине итлесе, Пантелей Прокофьевич йӑпӑр-япӑрах пуҫтарӑнчӗ, лашасене косилкӑна кӳлсе тӑратрӗ. Каҫа хирӗҫ вара Григорипе иккӗшӗ ҫеҫенхире тухса кайрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех