Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Чайка –> Иккӗмӗш пай. Куҫа-куҫан

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.06 19:56

Пуплевӗш: 248; Сӑмах: 2126

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

«Ҫак вырӑнтан мӗн виличчен те чакмалла мар» тенӗ приказа панӑранпа мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнине Зимин астумасть. Ҫӗр ҫийӗн тӗтӗм сарӑлчӗ, пӗлӗте хупӑрласа илчӗ. Партизансем пӗр ретпе, пӗр-пӗринчен инҫетре выртаҫҫӗ. Икӗ пулеметчик-комсомолка кӑна уҫланкӑ патӗнче вӗсене хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ.

Зимин команда памарӗ: мӗн тӑвасси командӑсӑрах паллӑ — чӗре тапнӑ чух, патронсем пур чух персе кӑна тӑмалла… Патронсем пӗтсен — граната тытса малалла ыткӑнмалла.

Отряда хӑтарас тесен — уҫланкӑпа тухакан нимӗҫсене ҫапса аркатмалла, хӳтӗлеме пулеметчиксене хӑварса шурлӑхри вӑрттӑн сукмакпа чакмалла. Анчах малтан нимӗҫсен ҫак иккӗмӗш ушкӑнне ҫапса ҫӗмӗрмелле-ха, вӗсене каялла ывӑтмалла, вара кунта хӳтӗлеме икӗ-виҫе пулемет хӑварса Катьӑна пулӑшма куҫмалла. Чӑн та ӗнтӗ, ҫакӑн пек хӳтлӗхе шанни чӑрсӑрланни ҫеҫ, апла тесен тата ҫапӑҫу вӑл пӗтӗмӗшпех чӑрсӑрлӑх-ҫке. Малтанах чӑрсӑрлӑхпа хӑтӑлма шутласа хунӑччӗ; ҫӗнӗ тӑшманпа халтан кайнӑ тӑшман хушшинче уйрӑмлӑх пур: пӗрре хӑраса ӳкнӗ ула курак тӗмерен те хӑрать теҫҫӗ… Нимӗҫсем хӑйсен тепӗр атаккине пуҫличчен тата хӑйсене хирӗҫ мӗнпурӗ те ик-виҫӗ пулемет ҫеҫ пулнине чухласа иличчен, отрядӑн шӑпине татса пама вӑхӑт ҫителӗклӗ таранах пур.

Пулеметӑн хӗрсе кайнӑ кӗпҫинчен вӗри ҫапать, Зимин мӗнпур ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх тар юхнине туять. Пульӑ шӑйӑрса кайнӑ мӑйӗ тӑвар ирӗлнӗ пек пӗҫерет, ҫав вырӑна тытса, хыҫса илес килет. Тавралӑхра минӑсем ҫурӑлаҫҫӗ, ҫӗр янӑраса тӑрать… Юнашарах — аманнисем, вилнисем те пулӗ… Камсем вӗсем? Ку ӗнтӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн, ҫапӑҫу ӑнӑҫлӑ иртнӗ хыҫҫӑн паллӑ пулать, халь ун ҫинчен шухӑшлама иртерех-ха.

Зиминӑн пӗтӗм тимлӗхӗ пулеметсемпе инҫетре тӗтӗм витӗр тухса симӗс хумсем евӗр тӑракан нимӗҫсем ҫинче. Пӗр хумне касса антараҫҫӗ, тепри ӳссе тӑрать. Малта темиҫе хыр ҫунать. Вӗсен айӗнче туллиех вилесем. Вӗсем купи-купипе выртаҫҫӗ, ҫак купасем хускалса мӗлтлетеҫҫӗ: вилнӗ нимӗҫсем ҫийӗн чӗррисем шӑваҫҫӗ. Тата мӗн чухлӗ-ха унта чӗрӗ нимӗҫсем? Инҫетрен лашасем кӗҫенни илтӗнет. Кам лашисем? Ҫак шӑваканнисен-ши е вӗсен тата урӑххисем килсе ҫитнӗ-ши? Йӗри-тавра пӑхкаласа илме вӑхӑт ҫук. Кунтан хӑтӑлса тухмаллах… Отряд кунтах пӗтсен халӑх нимӗҫсен аллине тӑрса юлать, кӗперте юсанать… Ун урлӑ поездсем каҫса Мускав еннелле каяҫҫӗ…

Шухӑш ҫине шухӑш кӗнине пула шӑл тата хытӑрах ҫыртӑнать. Пирӗннисем пӑшал пускӑчне ҫирӗп тытаҫҫӗ. Пульӑсем тӗтӗм витӗр хӗрлӗ йӗр хӑварса вӗҫеҫҫӗ.

Та-та-та-та… — пулеметпа чӗре пӗр май килӗштерсе тапать.

Нимӗҫсем каялла шӑваҫҫӗ те тӗтӗм карнӑ ҫӗр ҫинче пытанса тӑраҫҫӗ.

«Ҫапла кирлӗ сире, фашистла ирсӗрсем! Совет ҫӗршывне хапсӑнтӑр — акӑ сире вырттарчӗ-ха вӑл… Выртма ҫемҫе-и?! хавасланса кӑшкӑрчӗ Зимин.

Та-та-та-та… — касаҫҫӗ нимӗҫсене ытти пулеметсем.

Автоматсем те пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑлтатаҫҫӗ.

Пах… пах… — чарӑна-чарӑна переҫҫӗ винтовкӑсем.

Катари айлӑмра яланах ҫутӑ пӑнчӑсен вут-хӗмӗ палтлатса сӳнет. Ку Гриша — железнодорожник нимӗҫсене минометран кучченеҫ хыҫҫӑн кучченеҫ ярса тӑрать.

«Лайӑх, ачасем, лайӑх!» — асӗнче ырларӗ Зимин, хӑй вара миномет чарӑннӑ вӑхӑтсенче тимлӗрех те тимлӗрех итлерӗ: минӑсем ҫурӑлса сирпӗнмен чух уҫланкӑ леш енче мӗн тунине илтме пулать.

Ванюша Кузнецов пулеметчиксем валли патронсем, пулемет кӗпҫине сивӗтме шыв йӑта-йӑта аран ӗлкӗрет. Ҫырмаран чупса килнӗ чух вӑл кӑштах мина айне пулатчӗ, — хыр турачӗ хуҫӑлса аннӑскер, унӑн хулпуҫҫине суранлатрӗ.

Зимин ирӗксӗр тенӗ пек пуҫне пӗшкӗртсе илчӗ — мина ытла та аялтан иртрӗ: вӑл, анранӑскер, ӳпне ӳкрӗ те хӑй ҫине йывӑр тӑпра муклашкисем тӑкӑннине туйса илчӗ.

Хускалма тытӑнса пӑхрӗ, пултараймарӗ. «Пӗтрӗм!» тесе шухӑшларӗ вара вӑл.

Такам ӑна ҫав вӑхӑтра хулпуҫҫинчен тытса хускатрӗ:

— Командир юлташ!.. Командир юлташ!.. — илтӗнчӗ ӑна сасӑ. Хӑй ҫинчи тӑпрана силлесе тӑкса, Зимин сиксе тӑчӗ те куҫне шӑлкаласа илчӗ. Ун умӗнче Васька тӑрать иккен, хыҫалта шӑтӑк, шӑтӑк хӗрринче ҫулӑм ярса илнӗ хыр ҫатӑртатса ҫунать.

— Эпӗ Катерина Ивановна патӗнчен… Патронсем пӗтрӗҫ… Пилӗк атака аркатса тӑкрӑмӑр… — каласа пачӗ вӑл тытӑнчӑклӑн.

Вара вӑл Зимин ҫумне ларса уҫланкӑ леш енче ҫапӑҫу мӗнле пыни ҫинчен васкавлӑн каласа пачӗ. Зимин итленӗ хупӑра нимӗҫсем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ… Тӗтӗм витӗр вӗсем йывӑҫ хӳтлӗхӗнче пуҫтарӑнса йӗркеленни курӑнать.

«Психически… Мӗнех вара!»

— Пурне те пӗлтерӗр: пеме чарӑнмалла! — кӑшкӑрчӗ вӑл автоматпа персе тӑракан Васильев учителе.

Лешӗ ҫав приказа юлташне пӗлтерчӗ те ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Эпӗ хушмасӑр пемелле мар, — терӗ Зимин малалла. — Гранатӑсем хатӗрлӗр.

Ретпе утаҫҫӗ нимӗҫсем, ушкӑн хыҫҫӑн ушкӑн…

Зимин пулемет патне пӗшкӗнчӗ.

— Кала: юлашки патронччен тытӑнса тӑччӑр, — терӗ вӑл Васькӑна. — Май пулсан пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах штыксемпе, гранатӑсемпе атакӑна кӗтӗр. Эпӗ пулӑшатӑп. Тата кала: «Тепре куриччен», те. Ӑнлантӑн-и? Вӗҫтер!

— Каятӑп, командир юлташ, — терӗ Васька, анчах вырӑнтан хускалмарӗ. Вӑл е автоматсемпе хӑмсаркаласа килекен нимӗҫсем ҫине пӑхса илчӗ, е хӑйсен пулемечӗсемпе винтовкисем патӗнче ниҫта хускалмасӑр выртакан партизансем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Кай! — тарӑхса васкатрӗ Зимин.

Нимӗҫсем пӗр ҫӗр аллӑ утӑмра ҫеҫ ӗнтӗ.

Васька чупса кайрӗ.

«Юлашки патрон юлмиччен тытӑнса тӑмалла…» «Тепре куриччен», тӗмсем хушшипе пынӑ чухне те асне илчӗ вӑл командир сӑмахӗсене, хӑй вара ҫавӑнтах: «Эх, асӑнтараҫҫӗ ӗнтӗ нимӗҫсене, ҫуран ҫӳремелле мар тӑвичченех! Вӑт курасчӗ!» тесе шухӑшларӗ. Чӗри хӑйӗн хыттӑн тапать, пӗрре пӗҫертет вӑл, тепре шӑнтса пӑрахать: пуринпе те пӗрле пулма авантарах, пӗччен — хӑрушӑ ҫав.

Нимӗҫсем калаҫнине ҫывӑхранах илтсен вӑл шӑпланса тӑчӗ, анчах ҫавӑнтах: «тахҫанччен тӑмалла мар ӗнтӗ кунта. Командир приказне хӑвӑртрах каласа парас пулать», — тесе шухӑшларӗ те малалла чупрӗ. Ун хыҫҫӑн перкелени ҫаплах шатӑртатса юлчӗ, анчах Васькӑна вӑл ытла хӑратаймарӗ. Унсӑрӑн та кунта пур енчен те йӑнӑшни, кӗрлени илтӗнсе тӑрать.

Тӗмсем хушшинчен тухсан вӑл куҫне шӑлса илчӗ… Нимӗн те кураймарӗ: сывлӑша тӗтӗм хупӑрласа илнӗ. Ҫак сӗт вара тӗл-тӗл, хускалмасӑр, вырӑнтан вырӑна куҫакан паллӑсемпе вараланнӑ. Хускалмасӑр тӑраканнисем — калама йывӑр — те йывӑҫсем ӗнтӗ вӗсем, те ҫынсем… Вырӑнтан вырӑна куҫаканнисем паллах ҫынсем ӗнтӗ, анчах мӗнле ҫынсем: хамӑрӑннисем-и, нимӗҫсем-и?

Васька аптраса тӑчӗ. Таҫта ҫакӑнтах хӑйӗн пулемечӗпе Сашка пулма кирлӗччӗ. Ҫӗр ҫинче темӗн чашкӑрнине илтсен вӑл пӗшкӗнчӗ те, хӑй пулемет патӗнче тӑнине курчӗ. Саша пулемет пускӑччине ярса тытнӑ, анчах кӗпҫерен пуля сирпӗнсе тӑмасть: диск йӑлтах пушаннӑ. Саша пуҫне хулпуҫҫийӗ ҫине тайса выртать, унӑн вӗлкӗшекен шурӑ ҫӳҫӗ айӗнчен ҫӗрнӗ хыр лӑсси ҫине юн сӑрхӑнать.

— Саша!

Саша йынӑшса илчӗ.

Васька пуҫӗ ҫине хыр лӑсси татӑлса анчӗ. Пулемет ҫине иккӗмӗш турат ӳксен хӗп-хӗрлӗ пуличченех хӗрсе кайнӑ кӗпҫи чӑшлатса илчӗ. Васька питне ҫӗлӗкӗпе шӑлчӗ те, хӑй йӗри-тавра пуля шӑхӑрнине халь анчах ӑнланчӗ, — вӗсем туратсене хуҫса антараҫҫӗ иккен. Вӑл Сашӑна хулпуҫҫинчен силлеме пуҫларӗ.

— Саша! Катерина Ивановна ӑҫта? Саша!

Саша вилнӗ пекех выртать.

Васька куҫҫульне ҫӑтса, хӑйне Зимин патне янӑ чухне Катя пулнӑ вырӑна чупса кайрӗ те, темӗн хураскер ҫине такӑнса ӳкрӗ; алли унӑн темле сивӗ те нӳрлӗ пит-куҫа пырса перӗнчӗ. Тинех вӑл чухласа илчӗ: вилӗ иккен… Вилӗсем кунта темиҫе ҫӗрте купи-купипе выртаҫҫӗ. Персе антарнӑ нимӗҫсем пулас, тен партизансемех-и… Хӑйӗн ҫӳҫӗ вирелле тӑнине туйсан, Васька вилӗсем ҫийӗпе чупма пуҫларӗ. Унӑн ури айӗнче такам йынӑшса илчӗ, такам кӑшкӑрса ячӗ:

— О, майн готт! О-о!

Пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗ те таҫта вӗҫрӗ, анчах вӑл ҫилпе мар: Васька хӑйне ӗнсерен пӗҫертсе илнине туйса илчӗ, хӑлхинче вара пӗр вӗҫӗмсӗр шӑхӑрни илтӗнсе тӑрать.

Шӑпах пуҫ ҫине туратсем ӳкеҫҫӗ, хыр лӑсси тӑкӑнать. Ку пурте Васькӑшӑн халь нимех те мар. Вӑл ҫакӑнта тӗтӗме пула пыр йӳҫӗхсе пынине, йӗклентернине, тӑнлавӗсем ыратнине кӑна туять.

— Акӑ, кунта тӗм пур.

Люба Травкинӑпа Николай Васильев пулемечӗсем патне пӗшкӗнсе тӗтӗмпе хупӑрланнӑ инҫете уҫӑли-уҫӑлми куҫпа пӑхаҫҫӗ. Вӗсен хыҫӗнче, айлӑмра, Васька пӗр хускалаймасӑр выртакан хӗре тата Лебяжье старикне курчӗ. Вӗсен ҫывӑхӗнче такам йынӑшать. Катя та, ытти партизансем те ҫук.

Васька сулкаланса пулеметпа перекенсем патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Катерина Ивановна… ӑҫта?

Люба пӗр чӗнмесӗр сылтӑмалла — вӑрӑм хыр ҫулӑмланса факел пек ҫунакан еннелле кӑтартрӗ.

Нимӗҫсем пирӗн пулеметчиксене мӗнле майпа та пулин тӗп туса хурасшӑн пулнӑ пулас. Саша пулемечӗ шӑпланчӗ ҫеҫ, вӗсем Озеров пулемечӗ вырнаҫнӑ теме атакӑлама пуҫларӗҫ. Райисполком председательне хӑтарма Катя партизансене ертсе кайрӗ. Вӑл енчен пӑшал пени, граната ҫурӑлни, кӑшкӑрашни илтӗнсе тӑрать.

«Ӗлкерӗҫ-ши? Ӗлкӗрсен — вӑй ҫитерӗҫ-ши? Нимӗҫсем епле нумайӑн та!..» — Николай Васильев пуҫне пӑркаласа, Васька ӑҫта-ши, тесе пӑхкаларӗ.

— Эй, ӑҫта эсӗ? Командира куртӑн-и?

— Пӗр патрон юлмиччен тытӑнса тӑрас пулать, — янӑраса кайрӗ ҫӑра тӗтӗм ӑшӗнчен пӗр ача сасси.

— Пӑх-ха, Николай, пӑх-ха! — сасартӑк пӑшӑрханса ӳкрӗ Люба.

Партизансем нимӗҫсене айккинчен пырса ҫапасса тӑшман кӗтмен те, нимӗҫсем татах пӗр йӗркесӗр уҫланка каялла персе тухрӗҫ.

Та-та-та-та-та! — вӗсен хыҫӗнчен тӑрӑлтата пуҫларӗ Озеровӑн пӗр вӑхӑта шӑпланнӑ пулемечӗ.

Катя савӑнса кайрӗ: «Чӗрӗ!» Вӑл тӗм ҫине чупса хӑпарчӗ те сулӑнса кайрӗ: предрикӑн кӑкӑрӗ юнланнӑ, вӑл ура ҫине тӑрасшӑн тӑрмашать, ҫунакан хыр ҫулӑмӗн ҫути унӑн шуралса кайнӑ пичӗ ҫине ӳкет, сӳнекен куҫӗсенче ялкӑшать.

Катя чӗркуҫленсе ларса вилекен юлташӗн пуҫне ҫӗклерӗ. Пӗр самантлӑха вӑл ҫапӑҫу ҫинчен те, тата тепӗр минутран хӑйсене пурне те вилӗм кӗтни ҫинчен те манса кайрӗ. Шухӑшӗнче унӑн шывра курӑнакан ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт шуса иртрӗ. Вӑл предрикпа пӗрле ҫырма хӗрринче тӑрать. Предрика ӑна ҫапла каланӑччӗ: мана ниепле те вӗлерме пултараймаҫҫӗ, ҫавӑн пек туятӑп эпӗ, тенӗччӗ. Эпӗ мужик, Катя. Ҫавӑнпа хӗпӗртетӗп те. Мужик халӑхӑн ӗҫре тупнӑ укҫин хакне пӗлет — ӑна ахаль пӗтермест. Нумайӑшӗ мана хыткукар тесе шутларӗҫ. Электростанцисем турӑм. МТС-сем, ӑратлӑ выльӑх фермисем… Ӗҫре тупнӑ укҫана, Катя, яланах пуянлӑха хушса пама пултаракан ҫӗре ярас пулать; пирӗн хамӑр ачасемпе мӑнуксен ӗмӗрне ҫиттӗр; вӗсем ӗҫри чӗре палӑк пек пирӗн ҫулсем хушшипе иртчӗр. Акӑ халь мӗн тунине хамӑр алӑпа ҫӗмӗрме лекрӗ… Пӗлетӗп, ҫакӑн пек кирлӗ, ҫапах та ку аван маррине туйнипе канӑҫлӑх ҫук. Хӑҫан та хӑҫан пурне те ҫӗнӗрен тӑватӑп, ун чухне ҫынсем: «Озеров юлташ, санӑн урӑх парӑм ҫук, тесен вилме те юрать, унсӑрӑн… ҫук!» — тенӗччӗ предрика.

Ку иртнӗ каҫ пулчӗ. Унтан вара темиҫе сехет ҫеҫ иртнӗ-ха. Акӑ халь…

Озеровӑн тутисем уҫӑлчӗҫ.

— Кӗтсе илеймерӗм, Чайка… Эсӗ… Зимина та кала… Пӗтереймен… курайманлӑха… хампа пӗрле илсе каяс килмест… Ӑна хӑвӑр ҫине илӗр… Сире пиллесе хӑваратӑп…

Катя вӑл пилленине Зиминпа илетпӗр, тӑшмана тавӑратпӑр тесе каласшӑнччӗ, анчах предрикӑн питҫӑмартийӗсем ҫав тери хӑвӑрт сивӗнсе пынине туйсан пӗр сӑмахсӑр ӑна чуптуса ура ҫине тӑчӗ.

Ҫунакан хыр хушшипе вӑл ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫити ҫуталса тӑрать. Вӑл шӑлӗсене хытӑ-хытӑ ҫыртнипе пит ҫӑмарти шӑммисем хусканса тӑраҫҫӗ.

Ун патне Нина Васильева чупса ҫитрӗ.

— Катюша… персе ӳкереҫҫӗ!

Катя хирӗҫ чӗнмерӗ, вырӑнӗнчен хускалмарӗ. Вӑл уҫланкӑ хӗрринче пӗлӗт евӗр ӳссе пыракан хура вырӑна пӑхса тӑчӗ: нимӗҫсем татах атакӑна ҫӗкленеҫҫӗ. Анчах унӑн шухӑшӗсем нимӗҫсем ҫинчен пулман, ҫак йывӑҫсемпе тӗмсем хыҫӗнче лӑпчӑнса тӑнӑ юлташӗсемпе тантӑшӗсем ҫинчен шухӑшланӑ вӑл. Вӑл юлташӗсем хӑй ҫине пӑхнине туять. Вӗсем пурте хӑйсен пурнӑҫне ӑна шанса панӑ, ун хыҫҫӑн пынӑ, халь вара вӗсем те ун пекех, юлашки минут ҫитнине ӑнланаҫҫӗ пулас.

Тӗтӗм витӗр темле хура япала шӑвать… Ӑна мӗнпе пӗтерсе хумалла? Винтовкӑпа автоматсем валли патрон ҫук. Пулемет шарламасть. Каялла чакасчӗ те Зимин ушкӑнӗпе пӗрлешесчӗ. Юрамасть: хыҫалта, айлӑмра аманнӑ юлташсемпе тантӑшсем выртаҫҫӗ, Васька ҫаплах ҫук. Тен вӑл та вилнӗ пуль. Зиминран ответ ҫук. Мӗн-ши унта уҫланкӑ леш енче?

Вӑл хӑйне пулӑшакан ҫуккишӗн тарӑхать, пӗччен тӑрса юлнипе макӑрса ярасран аран-аран чарӑнса тӑрать. Чӗмсӗр нимӗҫсем, сӑнсӑр хураскерсем, ҫывхарсах килеҫҫӗ…

Катя вара куҫне хӗссе илчӗ, унтан чарса пӑрахрӗ: Озеров пулемечӗ пеме пуҫларӗ. Ун патне Зоя пырса выртнӑ. Унӑн тутисем кулнӑ евӗр туртӑнкаласа илеҫҫӗ. Урине ҫыхнӑ бинтсем юнланнӑ, вараланнӑ.

— Лайӑх, Зоенька, лайӑх. Тавтапуҫ! — хавасланчӗ Катя.

Нимӗҫсем пӗрисем ӳкеҫҫӗ, теприсем, — стена пек, вӗсен вырӑнне тӑрса, ҫаплипех малалла шӑваҫҫӗ.

Катя шухӑшӗсем кӗтмен ҫӗртен килсе тухса, ҫиҫӗм ялкӑшнӑ пек пулаҫҫӗ. Вӑл сасартӑк ӑнланса илчӗ: тӑшмантан текех сыхланса ҫеҫ тӑма юрамасть. Вӗсене кунта, сӑрт патӗнче, персе пӗтерсен аманнисем пурпӗрех вилеҫҫӗ. Тӳрех атакӑна хӑюллӑн кӗрсен, нимӗҫсене ҫӗнтерме те, сирсе пӑрахма та пулать. Зимин ушкӑнӗ илтсен пӗр-икӗ пулеметпа та пулин пулӑшать. Тӗтӗм те вӗсен майлӑ пулать — атакӑна пыракансене тӗтӗм хупӑрлать те вара миҫе партизан иккенни паллӑ пулмасть. Вилӗм умӗнче «хӑрушлӑх» сӑмаха ӑнланни пачах урӑхла пулса тухать.

Катьӑн куҫӗсем ялтӑртатса илчӗҫ, пичӗ ҫуталса кайрӗ.

— Ҫӗнтерӳпе тавӑру, юлташсем!

Ыратнине туймасӑр вӑл пиҫиххи ҫинчен гранатине вӗҫертсе илчӗ те ӑна сывлӑшалла сулчӗ:

— Ман хыҫҫӑн!

Вӑл сӑрт ҫинчен чупса анчӗ.

Партизансем пурте ҫӗкленчӗҫ; Маруся Кулагина тата виҫӗ хӗр Катьӑна хуса ҫитсе иртсе кайрӗҫ.

Нимӗҫсем команда пани уҫҫӑн илтӗнчӗ, тӗтӗмри хура стена та сирӗлчӗ, ун вырӑнне пӑшал пени янӑраса кайрӗ. Катя хӑй патӗнчех такам сассине илтрӗ; акӑ малта такам ӳкрӗ: Маруся пулас…

Вӑл тантӑшӗн кӗлетки урлӑ сиксе каҫрӗ те, аллинчи гранатине хытӑрах чӑмӑртарӗ.

— Катерина Ивановна-а! — таҫтан инҫетрен илтӗнсе кайрӗ Васька сасси.

«Зимин темӗн каласа янӑ-ха», вӗлтлетсе илчӗ унӑн ӑсӗнче. Халь ку кирлех те мар-ха. Халь тӗрӗс тӑвасса чӗри шанать-ха унӑн. Урӑхла пулма та пултараймасть.

Тӗтӗм куҫа кӗрет.

Трах-та-тах! — унран сулахай енче граната ҫурӑлчӗ.

Хӑйӗнчен вунӑ-вунпилӗк метрта Катя нимӗҫсем выртнине асӑрхарӗ те вара алли хӑех сулӑнса илчӗ, граначӗ ӳкнӗ вырӑнта тӗтӗм ҫӗкленчӗ, ҫав самантрах аяккинелле хӗлхемсем сирпӗнчӗҫ. Нимӗҫсем йынӑшни те кӑшкӑрашни ун чӗрине хаваслантарать; хӑй Катя чупнӑ ҫӗртех иккӗмӗш гранатине вӗҫертсе, янӑравлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Пӗтчӗр ҫав ҫӗленсем!

— Пӗтчӗр! — кӑшкӑрчӗ ун хыҫҫӑн чупакан Николай Васильев та. Унпа пӗрлех Люба Травкина та чупать.

Гранатӑсем сылтӑмра та, сулахайра та ҫурӑлаҫҫӗ. Нимӗҫсем каялла шӑваҫҫӗ, вӗсене хыҫалтан кӑвакрах тӗтӗм ҫӑмхи хӑвалать.

Ҫӗрте тапаланса выртакан кӗлетке ҫине такӑнсан Катя кӑштах ӳкмерӗ. Нюра Баркова нимӗҫ офицерне карланкаран пӑвса илнӗ те:
— Эсӗ, ҫӗлен, ман аттене чӗрӗллех ҫӗре чикрӗн! Эсӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Катя пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, шӑпах Нюра мӗн тунине хӑйӗн те тӑвас килнине чӗрипе туйса илчӗ, унӑн хӑйӗн те ылханлӑ нимӗҫсен мӑйне Федьӑшӑн, хӑйӗн асаплӑ юратӑвӗшӗн, йӗплӗ пралукпа каркаласа хупнӑ амӑшӗшӗн, Озеровшӑн, — пуриншӗн те пӑвасси килчӗ.

Йывӑҫ хӳттипе ӑна пӗр вӑрӑм нимӗҫ пӑшалпа тӗллесе тӑрать. Катя малалла чупса кайрӗ, офицерпа Нюра урлӑ сиксе каҫрӗ те майӗпен ҫӗрелле кукленчӗ:  — Унӑн пӗҫҫине пуля пырса лекрӗ.

Ҫывӑхрах такам автоматпа пени тӑрӑлтатса илсен, нимӗҫ персе ӳкрӗ.

Николай Васильев Катьӑна хулӗнчен пырса тытрӗ.

— Ирт малалла! Пер, тетӗп! Ну! — йынӑшрӗ Катя хаяррӑн.

Тӳпене вӗҫе-вӗҫӗн виҫӗ ракета ҫутатса илчӗ. Вӗсен ҫутинче Катя нимӗҫсем уҫланкӑ тӑрӑх кӗтӗвӗпех чупса кайнине курчӗ. «Ах, вӗсене тепӗр енчен пӑшалпа кӗтсе илсенччӗ!.. Зимин илтмест-ши вара? Пулӑшаймасть-ши?»

Катя ура ҫине тӑчӗ. Пуля ӳте кӑна лекнӗ пулас, ури ытла ыратмасть. Пиҫиххине ярса илчӗ — граната ҫук.

— Ура-а-а! — илтӗнчӗ ӑна. Уҫланкӑн тепӗр енче пулеметсемпе пере пуҫларӗҫ.

«Зимин!» — Катя чунтан савӑннипе кулса ячӗ, вилнӗ нимӗҫӗн винтовкине ярса илчӗ те малалла чупрӗ. Хӑй пуҫӗ ҫийӗн минӑсем шӑхӑрса иртнине илтмерӗ, унӑн хумне ҫеҫ туйрӗ. Ҫӗр ҫурмаран ҫурӑлнӑ евӗр чӗтренсе илчӗ; Катя куҫӗ умӗнче хура ҫавраҫил ҫӗкленчӗ те ӑна ҫӗр ҫинелле ҫавӑрса ҫапрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех