Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кӑшӑлвируспа чирлекенсем хӑш районта нумайрах?

Автор: Софья Савнеш

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/news/25123.html

Ҫул: 2020; Хушнӑ: 2020.05.20 17:35

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 81

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1936 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 76 ҫын хушӑннӑ. Паян валли тепӗр 40 ҫын сывалнӑ. Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех — 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — Шупашкарта (596 ҫын). Етӗрне районӗнче — 154, Канаш районӗнче (Канаш хули те кӗрет) — 120, Шупашкар районӗнче — 99, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 97, Ҫӗмӗрле районӗнче — 91, Патӑрьел районӗнче 77, Муркаш районӗнче 69, Вӑрмар районӗнче — 68, Тӑвай районӗнче 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.

Ытти районта инфекциленнисен йышӗ 50 ҫынран сахалрах. Чи юлашки вырӑнта — Куславкка районӗ. Унта 6 ҫын чирленӗ. Ун умӗн — Красноармейски районӗ. Ку тӑрӑхра 7 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех