Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улшӑннӑ (тĕпĕ: улшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир калама ҫук улшӑннӑ.

Вы очень переменились, просто очень!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑра кӑшкӑрса сура-сура вӑрҫнӑран вара курманччӗ-ха ӑна эпӗ, унтан вара пайтах улшӑннӑ иккен.

Я не видел его после той безобразной сцены, и нашел, что с тех пор он значительно переменился.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем ман ҫине тӗлӗнсе хытса кайса пӑхаҫҫӗ, — ҫар службинче виҫӗ ҫул хушши пулнӑ вӑхӑтра эпӗ питӗ те улшӑннӑ курӑнать, вӗсем мана паллаймарӗҫ те.

Оба смотрели на меня с изумлением, — три года военной жизни так изменили меня, что они не могли меня узнать.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унтанпа ӗнтӗ пурте улшӑннӑ.

Все переменилось с тех пор.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валя темӗнле улшӑннӑ сассипе кӑшкӑрса чӗннӗрен, эпӗ, алӑкран та тухса кайнӑччӗ пулин те, ҫавӑнтах калле ҫаврӑнтӑм.

Я был уже одной ногой за дверью, когда Валя окликнул меня — и таким странным голосом, что я мигом вернулся.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, тӑватӑ ҫул хушшинче вӑл самаях улшӑннӑ.

Понято, она очень переменилась за четыре года.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Улшӑннӑ эс, акӑ мӗн.

— Изменилась, вот какая.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн шанчӑклӑ адъютанчӗсем, Павлушӑпа Лабардан, иккӗн ик енчен ҫунат ҫине тӑчӗҫ, вара вӑл, улшӑннӑ пит-куҫлӑскер, ҫунӑхнӑ тутисемпе ҫавах та кулма хӑтланса, аран сывласа машина ҫытарӗсем ҫинче сиккелесе, петардсем хирсе пӗтернӗ; хир тӑрӑх кайрӗ.

Верные адъютанты его, Павлуша и Лабардан, вскочили с обеих сторон на подножки, и, бледный, задыхающийся, с запекшимся ртом, который все еще силился улыбнуться, с запавшими глазами, откидываясь минутами на подушки машины, он ехал по полю, изрытому петардами.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӗлӗнсех кайӑн ҫав, ҫак иртнӗ ҫулсенче вӑл питӗ сахал улшӑннӑ!

Удивительно, как мало переменился он за эти годы.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Енчен улшӑннӑ укҫана пуҫтарса укҫа улӑштарнине пӗлмен ҫӗре инҫете-инҫете кайсан, унта тем те пӗр илмелле те, кунта ҫӗнӗ укҫапа сутмалла…

 — А если набрать отмененных денег и поехать, где это еще неизвестно, накупить всего, а тут продать за новые деньги.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ватӑ комендант ун ҫине виҫӗ хут хӗрес хыврӗ; унтан тӑратрӗ, чуптурӗ те, улшӑннӑ сассипе:

Старый комендант перекрестил ее трижды; потом поднял и, поцеловав, сказал ей изменившимся голосом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хамӑр положени пирки сӳтсе-явма тытӑннӑччӗ эпир, сасартӑк пӳлем калама ҫук хытӑ хӑранипе улшӑннӑ сӑн-питлӗ Василиса Егоровна хыпӑнса кӗчӗ.

Мы стали рассуждать о нашем положении, как вдруг Василиса Егоровна вошла в комнату, задыхаясь и с видом чрезвычайно встревоженным.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине эпӗ ҫеҫ чухларӑм; вӗсене ман пиркиех каланӑ ӗнтӗ; эпӗ мӗскӗне кӗтмен ҫӗртенех унӑн ӑраскалне каласа патӑм; инстинктӑм улталамарӗ ҫав мана: унӑн улшӑннӑ пит-куҫӗнче эпӗ вилӗм ҫывхарнине кӑтартакан паллӑна тӗрӗс сӑнаса илтӗм иккен.

Я один понимал темное значение этих слов: они относились ко мне; я предсказал невольно бедному его судьбу; мой инстинкт не обманул меня: я точно прочел на его изменившемся лице печать близкой кончины.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна юлашки хут курнӑранпа мӗн тери улшӑннӑ иккен вӑл, — нумай пулатчӗ-и унтанпа?

Как переменилась с тех пор, как я не видал ее, — а давно ли?

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсир те улшӑннӑ, — тет лешӗ, ун ҫине хӑвӑрттӑн пӑхкаласа, вӑрттӑн тӑрӑхланине лешӗ тавҫӑрса та илеймест.

— Вы также переменились, — отвечала она, бросив на него быстрый взгляд, в котором он не умел разобрать тайной насмешки.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Сире курман хушӑра эсир калама ҫук улшӑннӑ

— Вы ужасно переменились с тех пор, как я вас не видал…

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Нумайранпа ҫав, иксӗмӗр те ытла улшӑннӑ вара.

Давно, и переменились оба во многом!

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Условисем улшӑннӑ, ӗҫ меслечӗсем улшӑннӑ, заданисем улшӑннӑ.

Изменилась обстановка, изменились методы работы, изменились задания.

Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Эппин, лару-тӑру улшӑннӑ, нимӗҫсене Сталинград патӗнче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

Положение улучшается, немцев, очевидно, побили под Сталинградом.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Эсӗ темӗн, улшӑннӑ пулас, ӗлӗк чухне апла марччӗ, турра та хисеплекенччӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗне те хирӗҫ марччӗ.

Это на тебя не похоже: ты и богомолен и покушать любишь.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех