Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кил хуҫипе вӑл ӑраснах кӑмӑллӑ пурӑнма тӑрӑшать, кирек хӑҫан та ӑна юрама хӑтланать.С хозяином он был особенно почтителен и во всем старался ему угождать.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унӑн ҫавӑн пек кӑлтӑк пуррине пӗлсе тӑрса, хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑмсем унтан хӑйсем ыйтаҫҫӗ, Яша вӗсене хирӗҫ ответлет кӑна, хӑй ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ пирки ответлессине те вӑл юрама хӑтланса, ҫын ыйтнине майлӑ ҫеҫ ответлесе ларать.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пуринчен ытла начальнике юрама тӑрӑш, унсӑр юрамасть!
XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тухтӑр хӑй патне таврӑнма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Маркона ҫитсе курасшӑн пулса, урама тухрӗ, Ганко кофейнӑйӗ патӗнчен иртсе пынӑ чух унта куллен ларакансем ӑна чӗнсе чарчӗҫ те ирӗке тухнӑ ятпа ҫине-ҫине сывлӑх сунма тытӑнчӗҫ, хуҫи тесен, пуринчен ытла юрама тӑрӑшрӗ.
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Полозов вара, ӗлӗк чухне кирлӗ ҫынсемпе явӑҫса пурӑнма хӑнӑхнӑскер, ҫак вӑхӑтра тӑтӑшах агента юрама тӑрӑшнӑ, ҫаплах ӑна хӑйпе пӗрле килнӗ апатланма чӗннӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уйӑхне хушса панӑ 20 тенкӗ шалуран 15 тенки катӑлать, 5 тенки управляющи хозяйка ирӗкне юрама тӑрӑшнӑшӑн тата хӗрӗн туйне хатӗрленнӗ май тухакан расходсене витме юлать.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ, Верочка, ҫав шухӑшсем пурнӑҫра витӗр курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, урӑх ҫынсем, урӑх кӗнекесем ҫырнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫынсем ҫав шухӑшсем лайӑх шухӑшсем, анчах вӗсенчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, тесе шутлаҫҫӗ, халӗ, Верочка, чечексем ҫурӑлнӑ вӑхӑтра уйра тутлӑ шӑршӑ сарӑлнӑ пек, пур ҫӗрте те ҫав шухӑшсем сарӑлнӑ; вӑл шухӑшсем пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗреҫҫӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аннӳнтен те, пурӑнас пулать текен тата мӗншӗн улталаса, ҫаратса пурӑнмаллине каласа кӑтартакан аннӳнтен те, илтнӗ; вӑл сана хирӗҫлесе каласшӑн пулнӑ, анчах хӑй эсӗ каланинех малалла каласа кайнӑ, эсӗ вӗсене сӗмсӗр те пӑсӑлса кайнӑ француженкӑран, хӑйӗн еркӗнне хӑй хыҫҫӑн горничнӑй пек сӗтӗрсе ҫӳрекенскерӗнчен те, илтнӗ, вӑл унпа мӗн тӑвас тет, ҫавна тума пултарать, ҫапах та, шухӑшласа пӑхсан, унӑн хӑйӗн ирӗкӗ ҫуккине, унӑн ҫынсене юрама тӑрӑшмаллине, хӑйне ирӗксӗрлемеллине, ку ӑна питӗ йывӑррине асӑрхать, — ма пурӑнмалла мар-ха ун хӑйӗн Сергейӗпе, ырӑ та ҫемҫе кӑмӑллӑ вӑл, питӗ ҫепӗҫскер, — ҫапах та француженка: «анчах маншӑн та, ҫавӑн пек ухмахскершӗн те пулин, кун пек пурнӑҫ питӗ начар», тет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗтнӗ хӗрарӑм ятне илтсе пӑсӑлман эпӗ, хампа мӗн пулнипе, хам мӗн чӑтнипе, мӗнпе асапланнипе мар, ман ӳт-пӳрен ҫынсем мӑшкӑлласа кулнипе пӑсӑлман эпӗ, ӗҫсӗр пурӑнма, чаплӑ пурӑнма хӑнӑхнипе, хам пӗччен пурӑнма вӑй ҫитмен пирки ыттисем кирлӗ пулнипе, ҫынсене юрама тӑрӑшнипе, тӑвас килменнине тунипе пӑсӑлса кайнӑ, — вӑт ку аскӑнлӑх! —
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сире пӗр тӳлевсӗр ҫитеретӗп те, ӗҫтеретӗп те, темле те юрама тӑрӑшатӑп.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Мӗншӗн килтӗр, хаклӑ хӑнасем? — Лушка, юрама тӑрӑшнӑн хусканкаласа, аялалла шуса аннӑ явлӑкне тӳрлетрӗ.— Зачем пожаловали, дорогие гости? — Кокетливым движением плеча Лушка поправила сползающий платок.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Апатпа юрама тӑрӑшӑп.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку улталанӑ пек, йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшнӑ пек пулать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ун патне пынине, вӑхӑта пӗрле ирттернине, кунӗ-кунӗпех ӑна юрама тӑрӑшнине Ольга пӗрре те юрату парни вырӑнне хумасть, ӑна пиччӗшӗ, ашшӗ е упӑшки вырӑннех хурать: ку вара питӗ нумая пӗлтерет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑй ӑшӗнче пытарма пултарайман туйӑмсене хальхи вӑхӑтра сӑнарланӑ тӗссемпе витнӗн, вӗсем ҫутҫанталӑкра улшӑнмасӑр тӑрасса ӗненнӗ тата таса кӑмӑллӑ та ним шухӑшсӑр юрама тӑрӑшса, хӑй тусӗн куҫӗ умне капӑр тумпа тухса тӑма васканӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хаваслансах, — тет Ольга, анчах юрама тӑрӑшнине тата пӑхӑннине кӑтартма васкамасӑр калать.— С удовольствием, — отвечала Ольга, но без торопливого желания угодить, без выражения покорности.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Юрама йывӑр эппин? — ыйтрӗ дворник.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫиелтен пӑхсан, вӑл хӑй улпутне чуралла юрама тӑрӑшни пачах курӑнмасть, улпутпа калаҫнӑ чухне вӑл хӑйне хытӑ кӑмӑллӑ, именӳсӗр тыткалать, вӑк-тӗвекшӗнех ҫиленет, малтан каланӑ пек, хапха умӗнче тусӗсемпе пухӑнса тӑрсан, улпута хурласа калаҫать; анчах вӑл Илья Ильича хӑйне мар пулсан та, 0бломовӑн ячӗпе ҫыхӑнса тӑракан, хӑйшӗн хаклӑ япаласене пурне те тӑванла ҫывӑх туйӑмпа парӑннине пачах хур тумасть, вӑхӑтлӑха ҫеҫ тиркет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Питӗ тӳрӗ чунлӑ ҫын, — хушса хучӗ Судьбинский, — пӗлетӗн-и, унӑн йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшасси, ҫынна инкек тӑвасси, такӑнтарасси, ыттисенчен мала тухасси ҫук… мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тӑвать…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Выборнӑйӗ, эпӗ лашасем ыйтнине пӗлсессӗн, мана чылаях сиввӗн йышӑнчӗ, анчах, мана илсе пыраканӗ шӑппӑн темиҫе сӑмах каласанах, унӑн сивлеклӗхӗ иртсе кайрӗ, мана юрама тӑрӑша пуҫларӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пугачев коменданта лартнӑ пысӑк сухаллӑ казак хыпӑнса ӳксе пире юрама тӑрӑшнинчен, лашасене хӑвӑрт кӳлнинчен тата хамӑра илсе килнӗ ямшӑк пакӑлтатма юратнине пула, мана кунта патша ҫумӗнчи временщик вырӑнне хунине сисрӗм эпӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940