Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVII

Пай: Казаксем

Автор: Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни

Ҫӑлкуҫ: Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хушнӑ: 2019.12.19 17:38

Пуплевӗш: 90; Сӑмах: 788

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ерошка патӗнчен Лукашка килне кайрӗ. Вӑл таврӑннӑ чухне нӳрлӗ сывламлӑ тӗтре, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленсе, станицӑна хупӑрласа илчӗ. Куҫа курӑнман выльӑх-чӗрлӗх тӗрлӗ енчен хускалкалама пуҫларӗ. Автансем часрах та хытӑрах авӑтма пуҫларӗҫ. Майӗпенех ҫутӑлса пычӗ, халӑх та ҫӳреме пуҫларӗ. Пӳрт ҫумнех ҫитсе тӑрсан, Лукашка хӑйсен килӗн тӗтрепе йӗпеннӗ хӳмине, пӳрт крыльцине тата уҫӑ алӑкне курчӗ. Килкартинче, тӗтре ӑшӗнче, вут ҫуракан пуртӑ сасси илтӗнчӗ. Лукашка пӳрте кӗчӗ. Унӑн амӑшӗ вӑраннӑ та ӗнтӗ, вӑл кӑмака ҫӑварне вут пуленкисем пӑрахса тӑрать. Кровать ҫинче хӗрачи ҫаплах ҫывӑрать-ха.

— Мӗнле, Лукашка, ҫӳресе тӑрантӑн-и? — терӗ амӑшӗ шӑппӑн. — Ҫӗрле ӑҫта пултӑн-ха?

— Станицӑра пултӑм, — сӳрӗккӗнрех тавӑрчӗ ывӑлӗ, винтовкине йӗннинчен кӑларса, ӑна ҫавӑркаласа пӑхса. Амӑш пуҫне сулларӗ.

Тенкел ҫине тар хунӑ хыҫҫӑн, Лукашка пӗчӗк хутаҫ илчӗ, унтан темиҫе пушӑ хозырь кӑларчӗ те вӗсене, ӑшне тар тултарса, ҫӗтӗкпе чӗркенӗ пулькӑсемпе тирпейлӗн пӑкӑлама тытӑнчӗ. Пӑкӑланӑ хозырӗсене шӑлпа туртса кӑларса пӑхнӑ хыҫҫӑн, вӑл хутаҫне хучӗ.

— Анне, эпӗ сана торбӑсене саплама каланӑччӗ: сапларӑн-и? — терӗ вӑл.

— Унсӑрӑн мӗнле-ха! Чӗлхесӗрри ӗнер темӗн юсатчӗ. Е кордона кайма вӑхӑт ҫитрӗ те-и? Эпӗ сана пӗрре те курса юлаймастӑп-ҫке.

— Ак, пуҫтарӑнатӑп та, вара каймалла та пулать, — тавӑрчӗ Лукашка, тар хутаҫҫине ҫыхса. — Чӗлхесӗрри ӑҫта вара? Тухрӗ-им?

— Вутӑ ҫурать пулас. Пӗрмай саншӑн кулянатчӗ. Кураймастӑп ӗнтӗ эпӗ ӑна пачах та, тет. Аллисемпе ҫапла пичӗ ҫине кӑтартать, шартлаттарса илет те чӗри ҫумне хурать аллисене; шел, тет. Тухса чӗнес мар-и? Абрек ҫинчен йӑлтах ӑнланчӗ.

— Чӗнсе кӗрт, — терӗ Лукашка. — Тата унта манӑн шӑн ҫу пурччӗ, илсе кил-ха кунта: хӗҫе сӗрес пулать.

Карчӑк тухрӗ, вара, темиҫе минутран, чӗриклетекен картлашкасем тӑрӑх хӑпарса, пӳрте Лукашкӑн чӗлхесӗр аппӑшӗ кӗчӗ. Вӑл Лукашкӑран ултӑ ҫул аслӑрах пулнӑ тата, хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫынсемшӗн пуриншӗн те паллӑ айван та тӳркес улшӑнуллӑ пит-куҫӗ пулман пулсан, вӑл шӑллӗ тӗслех пулнӑ пулӗччӗ. Ун ҫийӗнче саплӑксем лартса тултарнӑ хулӑн кӗпе; урисем ҫара та вараланса пӗтнӗ; пуҫӗ ҫинче — кивӗ кӑвак тутӑр. Мӑйӗ, аллисем тата пит-куҫӗ арҫыннӑнни пек шӑнӑрлӑ. Тумтирӗ тӑрӑх та, ытти енчен те вӑл яланах арҫына тивӗҫлӗ йывӑр ӗҫ ӗҫлени палӑрать. Вӑл пӗр ҫӗклем вутӑ ҫӗклесе кӗчӗ те кӑмака умне пӑрахрӗ. Унтан, пӗтӗм пит-куҫне пӗркелентерсе лартнӑ савӑнӑҫлӑ кулӑпа кулса, шӑллӗ патне пычӗ, ӑна хулпуҫҫинчен тӗртрӗ те аллисемпе, пит-куҫӗпе тата пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе хӑвӑрттӑн паллӑсем тума пуҫларӗ.

— Аван, аван! Маттур, Степка! — тавӑрчӗ шӑллӗ, пуҫне сӗлтсе. — Пурне те хатӗрленӗ, юсанӑ, маттур! Ак сана уншӑн! — Лука кӗсйинчен икӗ премӗк кӑларса ӑна тыттарчӗ.

Чӗлхесӗррин пичӗ хӗрелсе кайрӗ, вӑл савӑннипе тискеррӗн мӗкӗрсе илчӗ. Премӗксене ярса тытса, вӑл, пӗр еннелле час-час кӑтартса тата хулӑн пӳрнипе куҫхаршийӗсемпе питне сӑтӑрса, пушшех те хӑвӑртрах паллӑсем тума пуҫларӗ. Лукашка ӑна ӑнланчӗ, йӑл-йӑл кулкаласа пӗрмай пуҫне сӗлтрӗ. Аппӑшӗ: хӗрсене шӑллӗн кучченеҫ парас пулать, хӗрсем ӑна саваҫҫӗ тата пӗр хӗр, Марьянка, пуринчен те чипертерех, вӑл та Лукашкӑна юратать, терӗ. Марьянка ҫинчен вӑл, вӗсен ҫурчӗ еннелле тата хӑйӗн куҫхаршийӗсемпе пичӗ ҫине хӑвӑрттӑн кӑтартса, тутисене чаплаттарса тата пуҫне сулласа ӑнлантарса пачӗ. «Юратать» тенине вӑл, аллине кӑкӑрӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса, хӑйӗн аллине чуптуса тата тем япалана ыталанӑ пек туса кӑтартрӗ.

Амӑшӗ пӳрте таврӑнчӗ те, чӗлхесӗрри мӗн ҫинчен каланине пӗлнӗ хыҫҫӑн, йӑл кулса пуҫне сулларӗ. Чӗлхесӗрри ӑна премӗкӗсене кӑтартрӗ те каллех савӑннипе мӗкӗрсе илчӗ.

— Эпӗ нумай пулмасть Улитана хӑтана яратӑп, терӗм, — терӗ амӑшӗ. — Ман сӑмахсене аван йышӑнчӗ.

Лукашка чӗнмесӗр амӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ.

— Мӗн эсӗ, анне? Эрехе сутма леҫес пулать. Лаша кирлӗ.

— Вӑхӑт пулсанах леҫӗп, пичкисене тирпейлем-ха, — терӗ амӑшӗ, ывӑлне хуҫалӑх ӗҫӗсене хутшӑнтарас мар тесе пулас. — Эсӗ кайнӑ чухне пӑлтӑрти хутаҫа ил, — терӗ карчӑк ывӑлне. — Ҫынсенчен кивҫен илтӗм, сана кордона кайма хатӗрлерӗм. Е саквӑна хурас-и?

— Юрӗ, — тавӑрчӗ Лукашка. — Эхер те ҫырма леш енчен Гирей-хан килес пулсан, эс ӑна кордона яр, халь киле часах ярас ҫук ӗнтӗ… Унпа, манӑн ӗҫ пур.

Вӑл пуҫтарӑнма тытӑнчӗ.

— Ярӑп, Лукашка, ярӑп. Мӗнле, ҫӗрӗпех Ямка патӗнче ӗҫрӗр пулать эппин? — терӗ карчӑк. — Эпӗ ҫӗрле выльӑхсем патне тухсан илтрӗм, шӑп сан сассупа юрланӑ пекчӗ.

Лукашка хирӗҫ чӗнмерӗ, пӑлтӑра тухрӗ, хутаҫӗсене хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ, сӑхманне хӗстерчӗ, пӑшалне илчӗ те алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Сывӑ пул, анне, — терӗ вӑл амӑшне, хӑй хыҫӗнчен хапхана ҫаклатса. — Эсӗ Назаркӑран пӗчӗк пичкине парса яр: ачасене ӗҫтерме сӑмах парсаччӗ; вӑл кӗрет.

— Христос сыхлатӑр сана, Лукашка! Турӑ санпа пултӑр! Парса ярӑп, ҫӗнӗ пичкерен парса ярӑп, — тавӑрчӗ карчӑк, хӳме патне пырса. — Итле-ха тата мӗн, — хушрӗ вӑл, хӳме урлӑ уртӑнса.

Казак чарӑнчӗ.

— Эс кунта ӗҫрӗн, ну, тав турра! Мӗнле-ха ҫамрӑк ҫыннӑн савӑнас мар? Ну, турӑ та телейне пачӗ. Ку аван. Анчах лере вара, ачам, асту… Пуринчен ытла начальнике юрама тӑрӑш, унсӑр юрамасть! Эпӗ кунта эрехне те сутӑп, лаша илме укҫа та пухса хурӑп, хӗрне те ҫураҫӑп.

— Юрӗ, юрӗ, — тавӑрчӗ ывӑлӗ, куҫхаршийӗсене пӗркелесе.

Чӗлхесӗрри, ӑна хӑй ҫине ҫаврӑнса пӑхтарас тесе, кӑшкӑрчӗ. Пуҫне тата аллине кӑтартрӗ, ку вӑл — хырнӑ пуҫ, чеченец, тенине пӗлтерчӗ. Унтан, куҫхаршийӗсене пӗркелесе, пӑшалтан тӗлленӗ пек турӗ, ҫухӑрса ячӗ те хӑвӑрттӑн, пуҫне ухса, юрлама пуҫларӗ. Вӑл: Лукашка чеченеца тата вӗлертӗр, тесе каларӗ.

Лукашка ӑнланчӗ, кулса илчӗ те, бурка айӗнчен ҫурӑм хыҫне ҫакса янӑ пӑшалне аллипе тытса, ҫӑмӑл та хӑвӑрт утӑпа утса ҫӑра тӗтре ӑшӗнче пытанчӗ.

Хапха патӗнче шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн карчӑк пӳрте кӗчӗ те ҫийӗнчех ӗҫе пикенчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех