Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX

Пай: Мӗн тумалла? –> Пиллӗкмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.12.01 17:38

Пуплевӗш: 7; Сӑмах: 199

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Полозовӑн хӑй управляющи пулса ӗҫлекен тата пай тытса тӑракан стеарин заводне сутасси килнӗ. Лайӑх шыранӑ хыҫҫӑн, ҫур ҫултан, е нумайрах та вӑхӑт иртсен-и, вӑл завода туянакана тупнӑ. Туянаканӑн визит карточкисем ҫине Charles Beamont тесе ҫырнӑ пулнӑ, анчах, пӗлменнисем вуласа кӑларнӑ пек, ӑна Шарль Бомон мар, Чарльз Бьюмонт тесе чӗннӗ; ҫапла чӗнмелли вара курӑнсах тӑнӑ: вӑл Лондонри Ходчсон, Лотер тата К° фирмин выльӑх ӑш-ҫӑвӗпе стеарин туянса ҫӳрекен агенчӗ пулнӑ. Акционерсен обществи финанспа администраци енчен хытӑ уксахланӑ пирки, завод чипер ӗҫлеймен; анчах вӑйлӑ фирма аллинче вӑл пысӑк тупӑш памалла пулнӑ: унпа пӗр 500 — 600 пин пӗтерсен, фирма унтан 1000 000 тенкӗ тупӑш илме пултарнӑ. Агент питӗ йӗркеллӗ ҫын пулнӑ: фирмӑна туянма сӗниччен малтан, завода питӗ тимлӗ курса ҫаврӑннӑ, унӑн мӗнпур кӗнекисене пӑхса тухнӑ; унтан вара обществӑпа завода сутасси ҫинчен сӑмах тапратса янӑ; калаҫу, пирӗн акционерсен обществисен йӑлипе питӗ вӑраха тӑсӑлнӑ; вӗсемпе калаҫса, Троя хулине вунӑ ҫул хупӑрласа тӑма йӑлӑхман тӳсӗмлӗ грексем те йӑлӑхса ҫитмелле. Полозов вара, ӗлӗк чухне кирлӗ ҫынсемпе явӑҫса пурӑнма хӑнӑхнӑскер, ҫак вӑхӑтра тӑтӑшах агента юрама тӑрӑшнӑ, ҫаплах ӑна хӑйпе пӗрле килнӗ апатланма чӗннӗ. Агент хӑйне ҫапла пӑхассинчен пӑрӑннӑ, апатланма кайма вӑрахчен килӗшмен; анчах пӗррехинче, общество правленийӗпе питӗ вӑрахчен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, ывӑннӑскер, выҫса ҫитнӗскер, вӑл ҫав пусмаранах кӗрсе ҫӳрекен Полозов патне апатланма кайма килӗшнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех