Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX. Ӑнлантарса пани

Пай: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.03 03:19

Пуплевӗш: 177; Сӑмах: 1547

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тухтӑр хӑй патне таврӑнма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Маркона ҫитсе курасшӑн пулса, урама тухрӗ, Ганко кофейнӑйӗ патӗнчен иртсе пынӑ чух унта куллен ларакансем ӑна чӗнсе чарчӗҫ те ирӗке тухнӑ ятпа ҫине-ҫине сывлӑх сунма тытӑнчӗҫ, хуҫи тесен, пуринчен ытла юрама тӑрӑшрӗ. Марко бай ҫурчӗ умӗнче тухтӑр Диамандиевсем патӗнчен хӑнаран таврӑнакан Стефчовпа куҫа-куҫӑн тӗл пулчӗ.

— Салам-аликӗм сире, тӑлмачӑ господин! — тесе, йӗрӗнсе кулса иртрӗ вӑл.

Марко апатланнӑччӗ ӗнтӗ, самшит хӳттинчи тенкелӗ ҫинче канса кӑна кофе ӗҫсе ларатчӗ. Тухтӑра вӑл калама ҫук хапӑл туса кӗтсе илчӗ.

Тухтӑр ҫуртри пур ҫынсене те сывлӑх сунчӗ, хӑйне сывлӑх суннӑшӑн савӑнса тав турӗ, унтан хуҫипе сӑмахлама тытӑнчӗ:

— Мӗнле кулӑш пулса тухнине каласа парам-ха сана, Марко бай.

— Кала, чунӑм, кала!

— Хам та ниепле тавҫӑрса илейместӗп-ха… Ӗненес те килмест, — пулса иртни пек те мар, шӑлт юмахла пулса тухрӗ. Мана ҫӗр варринче тытса кайрӗҫ, сирӗн патӑртан таврӑнсанах эппин, ну, конака ҫитерчӗҫ. Унта мана мӗнле тӗпченине, мӗнпе айӑпланине эс илтнӗ ӗнтӗ. Ҫав сӑтӑрӑлса пӗтнӗ курткӑшӑнах ун пек истори пулса тухасса кам шухӑшлама пултарнӑ? Мана арестлерӗҫ. Сехет те иртмерӗ пуль, ман пата пырать-кӗрет икӗ жандарм. «Тухтӑр, тирпейлен!» — теҫҫӗ мана. «Мӗншӗн?» — тетӗп. «К. хулине леҫетпӗр, бей ҫавӑн пек хушрӗ», — теҫҫӗ. Юрӗ. Тухатпӑр ӗнтӗ; пӗри ман умран пырать, тепри хыҫалтан, иккӗшӗ те пӑшалпа. Ҫутӑлас умӗн К. хулине ҫитрӗмӗр. Унта мана хупса питӗрсе илчӗҫ; ытла ирччӗ-ха, суд кантурне уҫманччӗ. Питӗрсе илнӗ пӳлӗмре ҫапла тӑватӑ сехетсем лартрӗҫ пуль, ҫав сехетсем мана темиҫе ҫул пек туйӑнчӗҫ. Акӑ мана судья патне ертсе пычӗҫ. Унпа пӗрле тата темиҫе советник та хулари паллӑрах ҫынсем пурччӗ; кунта мана темле протокол вуласа пачӗҫ, эп нимӗн те ӑнланмарӑм. Унтан тӑпчесе ыйтма тытӑнчӗҫ. Ҫав инкеклӗ куртка пиркиех тем пӗлесшӗн тӑрмашрӗҫ. Курткӑм вара симӗспе сӑрнӑ сӗтел ҫинче хама хӗрхеннӗн курӑнать. Судья ҫыру уҫса пӑхрӗ, ҫыруне хамӑр пуҫлӑхсем ярса панӑ пулмалла, ун ӑшӗнчен темле хаҫатпа листовка туртса кӑларчӗ те, хайхискер, манран ыйтать: «Ҫак хаҫатпа листовка санӑн-и?» — тет. «Манӑн мар!» — тетӗп. «Эппин, епле вӗсем сан кӗсйӳне лекнӗ?» — тет. «Эп чикмен вӗсене» — тетӗп. Судья каллех ҫыруне вулама тытӑнчӗ. Балтоолу Тинко бай вара хаҫата тытрӗ те уҫса пӑхрӗ. «Эфенди — тет вӑл судьяна шӑппӑн кӑна, — ку хаҫатра пирӗн саккуна хирӗҫ калани пӗр сӑмах та ҫук, ӑна Царьградра кӑлараҫҫӗ», — тет. Хӑй ман енне кулкаласа пӑхать. Эп юпа пек хытса тӑратӑп, нимӗн те пӗлместӗп. «Ку хаҫат вара Румынире тухса тӑраканни мар-и? Унта пирӗн саккуна хирӗҫ ҫыраканччӗ», — тет судья. «Ҫук, эфенди, — тет ӑна Балтоолу. — Политика пирки кунта пӗр сӑмах та каламан, тӗн пирки кӑна каланӑ, вӑл протестантсен хаҫачӗ». Калам сана, Марко бай, хаҫатне пӑхрӑм та хам куҫӑма хам шанми пултӑм: «Зорница» хаҫат пулчӗ кайрӗ! Тинка Балтоолу хайхи листовкӑна тытса пӑхрӗ, хӑй каллех тем кулкалать те ман еннелле тинкерет. «Эфенди, ку пӗлтерӳ кӑна-ҫке», — терӗ вӑл, ҫавӑнтах вуласа та пачӗ: «Иван Богоров тухтӑрӑн сиплемелли меслечӗ», — терӗ вӑл. Судья тӗлӗнчӗ кайрӗ, енчен енне пӑхкаласа илчӗ. Пурте лӗкӗртетеҫҫӗ, вӑл та кулса ячӗ, эп те кулмасӑр чӑтаймарӑм. Мӗн тумаллаччӗ вара манӑн? Кулмасӑр тӑмаллаччӗ-и? Анчах ак мӗн тӗлӗнтерсе ячӗ мана: ҫав япала мӗнле улшӑнма пултарнӑ-ха!.. Кирек мӗн пулсан та, судья заседательсемпе пӑртак канашласа илнӗ хыҫҫӑн ман еннелле пӑхрӗ те калать: «Ну, тухтӑр, йӑнӑш пулса тухрӗ иккен, канӑҫ паманшӑн каҫарӑр», — тет. Килӗшет-и сана ку? Эп тӗрмесем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗп, ҫӗрсерен мана конакран конака ерте-ерте ҫитереҫҫӗ, вӗсем пур, канӑҫ паман пек калаҫаҫҫӗ! «Хӑвна шантаракан пӗр-пӗр ҫынна туп та килне каях чиперрӗн», — терӗҫ вара. Шалт тӗлӗнтӗм те кайрӑм.

— Персе амантнӑ жандарм пирки сӑмах хускатмарӗҫ-и?

— Ун пирки ыйтса тӑмарӗҫ те. Пирӗн бей ҫав ӗҫе тӗплӗн пӑхса тухнӑ пек туйӑнчӗ мана, вара хӑех тавҫӑрса илнӗ-ши е кам та пулин ӑна ӑс панӑ пуль, ӗнтӗ кирек мӗнле пулсан та, жандарма персе амантнӑ пирки мана айӑпламалла мар тунӑ иккен. Малтан суйса калаканни кайран хӑех тунми пулнӑ пуль.

Хӗпӗртенӗ Марко пит-куҫӗ савӑнӑҫлӑн ҫуталса кайрӗ. Ҫав жандарма Манол мучи ывӑлӗ пенӗ пулинех тесе шухӑшлатчӗ-ха вӑл, тинех ун ӑшӗ вӑркама чарӑнчӗ.

— Турра шӗкӗр, эс ирӗкре ӗнтӗ халь, — терӗ вӑл.

— Ирӗкрине хӑвах куратӑн. Анчах чим-ха. Мана ак тата мӗн тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, — терӗ те тухтӑр енчен енне пӑхкаласа илчӗ. Ҫуртри ҫынсенчен кунта хуҫаран урӑх никам та ҫуккине асӑрхасан, сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Николчо бай мана хӑйпе шантарса илчӗ, вӑлах мана, киле таврӑнма, лашине те парса ячӗ. К. хулинчен тухрӑм та еврейсен ҫӑви патне ҫитрӗм, пӑхатӑп — ту енчен мана хирӗҫ иккӗн пыраҫҫӗ, пӗри Викентий тияккӑн иккен. Вӑл мана чӗнсе чарчӗ те: «Эс ӑҫта каятӑн, Соколов господин?» — тесе ыйтрӗ. Вӑл эп ирӗккӗн пынинчен тӗлӗннӗ кайнӑ. «Киле таврӑнатӑп. Ӗҫӗм пит те лайӑх», — тетӗп. Хайхискер куҫне чарчӗ пӑрахрӗ. Ӗҫ мӗнле тухнине каласа патӑм вара. Вӑл мана ыталаса илчӗ те чуп тума тытӑнчӗ. «Ку тата кам пулчӗ-ха, Викентий тусӑм?» — тетӗп те юлташӗ енне пуҫ сӗлтетӗп. «Ку вӑл… Бойчо Огнянов» — терӗ. Унтан хӑйӗн юлташӗпе мана паллаштарчӗ. Пӑхрӑм-пӑхрӑм та ӑна, палласа илтӗм-ҫке, тупата! Ӗнер хам куртка панӑ ҫын пулчӗ кайрӗ.

— Мӗнле апла? Манол мучи ывӑлӗ-и? — ирӗксӗртен тенӗ пек хыттӑн ыйтрӗ Марко.

— Эс паллатна ӑна? — тӗлӗнсе ыйтрӗ тухтӑр.

Марко тутине хӗссе тытрӗ.

— Кала-ха малалла, — терӗ вӑл тулнӑ кӑмӑлне пытармасӑр.

— Пӗрне-пӗри сывлӑх сунтӑмӑр, паллашрӑмӑр. Мана вӑл курткӑшӑн та тав турӗ, ҫакӑн пек хур кӑтартнӑшӑн каҫар терӗ. «Тем мар, Огнянов господин, — терӗм эпӗ, — кама та пулин кӑшт усӑ кӑтартнӑшӑн эп ӳкӗнместӗп. Ӑҫталла каятӑр хӑвӑр?» — тетӗп. «Огнянов господин сире шыраса пыратчӗ», — терӗ Викентий. — «Мана-и?»  — «Сире хӑтарасшӑнччӗ ҫав». — «Мана хӑтарма тетӗр-и?» — тесе ыйтатӑп. — «Влаҫсен аллине парӑнасшӑнччӗ те пӗтӗм айӑпне хӑй йышӑнасшӑнччӗ». — «Ҫавӑншӑн тесе килетӗр-и вара ҫакӑнта? Ах, Огнянов господин, тем курса тӑма пултарнӑ пулӑттӑр!» — терӗм эп тӗлӗннӗ халӗн. «Ман тивӗҫӗм ҫавӑн пекчӗ», — терӗ вӑл. Куҫҫулӗм тухса кайрӗ, ҫул ҫинчех ӑна эп ҫывӑх тӑван пек ыталаса илтӗм. Мӗнлерех пек? Мӗнле пархатарлӑ ҫын вӑл, Марко бай! Рыцарла мар-и! Болгарие ҫавӑн пек ҫынсем кирлӗ те.

Марко ӑна пӳлмесӗр итлесе тӑчӗ. Икӗ тумлам куҫҫуль ун пичӗ тӑрӑх йӑрӑлтатса анчӗ. Манол мучи хӑй ывӑлӗпе савӑнма пултарать, тесе шухӑшларӗ вӑл.

Тухтӑр кӑшт чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн сӑмахне татах тӑсрӗ:

— Вара сыв пуллашса уйрӑлтӑмӑр, вӗсем хирпе кайрӗҫ, эпӗ тӳрех кунта килтӗм, ак халь те пулин ҫав курнӑҫу пирки шухӑшласа тӑратӑп-ха. Бей ҫырӑвӗн тупсӑмӗ мана тата ытларах тӗлӗнтерет. Кунта конакра чухне «Независимость» хаҫатпа листовкине хам куҫӑмпа хам куртӑм-ҫке, шантарсах калатӑп сана. Лере чухне хаҫачӗ «Зорницӑччӗ», листавки те Богоров кӗнеки пирки пӗлтерни пулса тӑчӗ. Мӗнле улӑштарса хунӑ-ши ӑна? Кам тунӑ-ши ҫав ӗҫе? Шухӑшлатӑп-шухӑшлатӑп та ниҫтан тавҫӑрса илейместӗп. Мӗн тейӗн эс, Марко бай?

Тухтӑр ун сӑмахне кӗтсе аллисене хӗреслетсе тытрӗ.

Марко чӗлӗмне туртса ячӗ, кулам пек тукалса, ҫапла каласа хучӗ:

— Хӑвӑн тусусенчен пӗри ҫапла туса хунӑ пуль тесе асна илмерӗн-и вара? Бей ӑҫтан йӑнӑшма пултартӑр? Протестантсен хаҫачӗпе Богоров пӗлтерӳне ӑҫтан туптӑр вӑл?

— Кам ҫапла тума пултарнӑ вара? Мана ҫав инкекрен ҫӑлса хӑварса, Огнянова вилӗмрен хӑтаракан ҫав пархатарлӑ ҫын кам-ши вара? Пулӑш-ха мана ҫавна пӗлме… Манӑн тав тумалла пулать ӑна; эпӗ ун алли-урине чуп тума хатӗр.

Марко пӗшкӗнчӗ те тухтӑра хӑлхинчен ҫеҫ пӑшӑлтатса ҫакӑн пек пӗлтерчӗ:

— Итле, тухтӑр! Эп каланӑ сӑмаха эс виличчен те никама каласа ан пар.

— Тупа тӑватӑп.

— Хаҫатпа листовкине эп улӑштарса хутӑм.

— Эс-и, Марко бай? — ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑчӗ тухтӑр.

— Лар та шӑп пул… Халь ак итле ӗнтӗ пӗтӗмпе мӗнле пулса иртнине. Паян эп ирпе ирех кофейнӑйне кӗтӗм, сана арестленине Ганкоран малтанхи хут илтсеттӗм. Тӗлӗнтӗм те кайрӑм, йӑлт аптраса ӳкрӗм. Онбаши пырса кӗчӗ те ҫӗрле сана К. хулине тытса кайни ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн унта бей ҫырӑвӗпе каймалла пулнӑ иккен, ҫырӑвӗнче ҫав вӑрттӑн литература ӗнтӗ. «Мӗн тумалла?» — тесе шутлатӑп. Онбаши тата кӑшт ларчӗ те тухса кайрӗ. Пӑхатӑп та — ҫыруне вӑл манса хӑварнӑ иккен. Ганко ҫав вӑхӑтра пӗр клиентӑн пуҫне ҫӑватчӗ, вӑл пӗтӗмпех хӑй ӗҫӗпе аппаланать. Ҫыруне ҫурса пӑхам мар-ши тесе те шухӑшларӑм. Анчах усси мӗн пулнӑ пулӗччӗ? Сана пур пӗрех канӑҫ памастчӗҫ вӗсем. Мӗн тумалла? Шухӑшласа тӑма вӑхӑт та ҫук. Ак хайхи хам ӗмӗрте нихҫан туман шухӑш пырса кӗрет пуҫӑма… Эс хӑвах пӗлетӗн, тухтӑр, суту-илӳ ӗҫӗнче ман пуҫӑм шуралчӗ, анчах нихҫан та ют ҫырӑва уҫса намӑс курманччӗ. Турӑ каҫӑртӑрах та, паян ҫав ӗҫе чи малтанхи хут та чи юлашки хут турӑм. Киле чупса кайрӑм та кантура шал енчен питӗрсе илтӗм, хӗрлӗ сургучне сыхланса кӑна хӑйпӑтрӑм, кампиртӗнче мӗн пуррине кӑларса илтӗм, унта урӑх хаҫат чикрӗм, ал айне ҫакланнӑ пӗлтерӗве чиксе хутӑм. Тӗрӗксем ухмахсем-ҫке вӗсем, ху пӗлетӗн… Унтан эп ҫырӑва, кофейнӑя леҫсе, каллех хӑй вырӑнне хутӑм, — Ганко нимӗн те асӑрхамарӗ! Турра шӗкӗр, пӗтӗмпех лайӑх пулса иртнӗ иккен. Тинех намӑсланма та ытла кирлӗ мар.

Марко сӑмахне тухтӑр тӗлӗнсе кайса итлерӗ.

— Марко бай, — терӗ вӑл чӗререн шантарса, — ӗмӗр-ӗмӗр тав тӑвӑп сана. Эс ҫак ӗҫшӗн намӑсланса тӑратӑп тетӗн, анчах, вӑл чаплӑ та паттӑр ӗҫ. Икӗ ют ҫынна ҫӑлас тесе; ху та ҫавӑн пек ӗҫрен хӑраса тӑман. Ашшӗ хӑй ывӑлне ҫавӑн пек усӑ кӳреймен пулӗччӗ.

Тухтӑр урӑхран сӑмах калаймасӑр тӑчӗ.

— Манол пичче ывӑлӗ ӗнер мана чӑн та шыранӑ. Ман пата вӑл хӳме урлӑ каҫса кӗчӗ, вара шуйхану пуҫланса кайрӗ те пӗтӗм полицие хускатрӗ.

— Бойчо Огнянов пирки калатӑн пуль?

— Апла чӗнетӗр-и эсир халь ӑна? Шӑпах ҫавӑ. Ашшӗпе эпир тахҫанхи туссемччӗ, ку, мӗскӗн, таврара палланӑ ҫынни ҫуккипе, ман патӑмра пытанасшӑн пулнӑ иккен. Ман ҫурт тӗлне ҫавна кӑтартса янӑ ӗнтӗ эс. Часах тарса та кайрӗ вӑл. Ҫакна эп Иванчо умӗнче каласа кӑтартасшӑн пулмарӑм.

— Ӑҫтан килнӗ вара вӑл? — ыйтрӗ тухтӑр, Бойчо Огнянов пирки шухӑша кайса, вӑл ҫын ӑна пит маттур пек туйӑнса кайрӗ.

— Ӑҫтан иккенне каламарӗ-и сана? Диарбекиртен тарнӑ вӑл.

— Диарбекиртенех-и?

— Чим-ха… Ӑҫта каясшӑн эс? — терӗ Марко тухтӑра, вӑл кайма тӑрсан.

— Мӑнастире кайса килес тетӗп, унта вӑл тияккӑн патӗнче пурӑнать. Курса калаҫас тесеттӗм унпа… Ху мана паҫӑр каласа кӑтартнине пӗртен пӗр ӑна ҫеҫ шанса каласа парам-и? Хӑй сыввишӗн кама тав тумаллине пӗлсе татӑр тетӗп-ҫке, мана кӑларса яман пулсан, вӑл влаҫсене парӑнатчех.

— Ҫук! Эп каласа кӑтартнине пӗтӗмпех манса кай, тархасшӑн. Ӑшӑм ытла ан вӑркатӑр тесе, сана эп ҫылӑха каҫарттарнӑ пек каласа патӑм. Манол пичче ывӑлне салам кала; кӗрсе тухтӑр вӑл ман патӑма, хапхаранах кӗтӗр ӗнтӗ ӳлӗмрен. Тухтӑр тухса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех