Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урине вӗсем унӑнне ҫамрӑк качака тирӗнчен ӑсталанӑ хӗрлӗ сандали тӑхӑнтарнӑ, тӗттӗмрех вут тӗслӗ кӑтрисене типӗтнӗ те шултра хура ӗнчӗ ҫипсемпе ҫивӗтлесе янӑ, аллисене чӑнкӑртатса тӑракан сулӑсемпе хитрелетсе эрешленӗ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Стенана тӑрӑхри яшма саксем ҫинче Ассири хӑнисем, сивӗрех сӑнлӑ та хура сухаллӑскерсем, ларнӑ; ҫаксем ҫийӗнче хӗррисене хӗрлӗ тата шурӑ тӗрӗсемпе эрешленӗ ҫутӑ оливкӑллӑ тумсем пулнӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӗттӗм пулас умӗн хӗрарӑм ҫакна пӳрте чӗнсе кӗртрӗ, йӑпӑр-япӑрах сӗтел ҫине апат хатӗрлесе хучӗ, чашӑкпала хӑяр-кӑшман яшки лартрӗ, Андрей чӗрҫийӗ ҫине тӗрлесе эрешленӗ тап-таса алшӑлли пырса витрӗ, хӑй, шӑмми шӗвӗрӗлсе тӑракан пит-ҫӑмартине алтупанӗпе тӗревлесе, ӑна хирӗҫ ларчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑна тимӗр пралук ҫине ҫакса янӑ та, вӑл, ылттӑн хутпа эрешленӗ йывӑҫ шӑхличне ҫӑварне хыпса, хайхи шӑтӑк тӑрӑх, сывлӑшра шуса ҫӳрет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Акӑ вӑл ӗнтӗ хӑйне ҫуратиччен тӑхӑр уйӑх малтан пӗлнӗ ҫын умӗнче, яланах хӑй чӗринче усранӑ ҫын умӗнче тӑнӑ — тумӗ ун пурҫӑн та бархат, хӗҫпӑшалне хаклӑ чулсемпе эрешленӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Кӗркунне Кавказра хӑвна ху питӗ ӑслӑ ҫынсем тунӑ чаплӑ соборти пек туятӑн; питӗ ӑслӑ ҫынсем — яланах питӗ пысӑк ҫылӑхлӑ ҫынсем-ҫке, ҫавӑнпа вӗсем, хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ умӗнче тӳрре тухас тесе, ҫакӑн пек аслӑ храм тунӑ, ӑна ылтӑнпа, тӗрлӗрен хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, тейӗн; Самаркандри, Шемахӑри туркменсен пурҫӑнпа тӗрленӗ чи лайӑх кавирӗсене ҫак тусем тӑрӑх ҫака-ҫака тухнӑ тейӗн; пӗтӗм тӗнчене ҫаратнӑ та — йӑлтах ҫакӑнта, хӗвел куҫӗ умне хурса тултарнӑ, ӑна ҫапла каласшӑн пулнӑ тейӗн: — Санӑн — Санӑн ҫыннусенчен — Сана!
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Шуйттан праҫнике хитреленнӗ пекех хитреччӗ, жупаннех ылтӑн ука тыттарса пӗтернӗ, учӗ урипе кӑшт тӑпӑртатса илсессенӗх — аяккинче ҫакӑнса пыракан хӗҫҫи ҫиҫӗм пек йӑлтӑртатать… хӗҫҫине пӗтӗмпех хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, ҫӗлӗк тӳпи — йӑм-кӑвак бархат, пӗлӗт татӑкӗ, тейӗн, чаплӑскерччӗ вӑл, ҫав ватӑ господарь!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Африкӑран пил шӑмми, упӑтесем, турткӑшсемпе антилопсем кӳрсе тӑнӑ вӗсем; Египетран — ҫав тери чаплӑ эрешленӗ урапасем, Месопотамирен — чӗрӗ тигрсемпе арӑслансем, ҫавӑн пекех тискер кайӑк тирӗсем, Кувӑран — юр пек шурӑ лашасем; Парваимӑн ылттӑн хӑйӑрне ҫулталӑка ултҫӗр утмӑл талантлӑх; Офир ҫӗршывӗнчен — хӗрлӗ тата хура йывӑҫпа сандал йывӑҫне; ассурсемпе калахсен тӗлӗнмелле ӳкерчӗксемлӗ ула-чӑла кавирӗсене — Таглат-Пилеазар патшан юлташла парнисем; Ниневипе Нимрудран тата Саргонран — илемлӗ мозаика; Хатуартан — питӗ хитре тӗрӗллӗ пусма-таварсем; Тиртан — ылттӑн куркасам; Сидонран — тӗрлӗ тӗслӗ кӗленчесем; Баб-эль-Мандеб ҫывӑхӗнчи Пунтран — сайра тӗл пулакан ырӑ шӑршӑллӑ нард, алоэ, хӑмӑш, киннамон, шафран, амбра, мускус, стакти, халван, смирнӑпа латӑн, — ҫак хаклӑ япаласене хӑйсен аллине ҫавӑрса илессишӗн пӗр хут кӑна мар юнлӑ вӑрҫӑсем пуҫара-пуҫара янӑ Египет фараонӗсем.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Чечексем лартса эрешленӗ чӳречесенче пӑлханса ӳкнӗ ҫынсем курӑнчӗҫ.В окнах, уставленных резедой, бархатцами и ноготками, засуетились головы.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах ӑна ҫав хӗрарӑм алтарь умӗнче, чечексемпе эрешленӗ вӑрӑм пӗркенчӗк айӗнче пек курӑнчӗ, унтан арлӑ-арӑмлӑ вырӑнӑн пуҫелӗкӗ умӗнче именчӗклӗн пуҫне усса ларнӑ пек, юлашкинчен ача амӑшӗ пек, ача-пӑча ушкӑнӗнче курӑнчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ ҫыру сӗтелӗ, пурҫӑн материпе витнӗ икӗ диван, тӗнчере ҫук кайӑксемпе ҫимӗҫсене тӗрлесе эрешленӗ ширмӑсем.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑн та, пӑшалӗ ун малти пӳлӗмрех тӑратчӗ ӗнтӗ, унран вара, кӗпҫи вӗҫӗ тутӑхпа та газ ҫинипе шӑтса пӗтнӗскертен, — ӑна темиҫе тӗлте тӑхлан саплӑксемпе эрешленӗ, — шур качакисенчен пӗри те тарса хӑтӑлайман-ха.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сӗтел йӗри-тавра вырнаҫтарса тухнӑ пукансен хыҫӗсене йывӑҫран касса эрешленӗ.
Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив
«… Тӗрлӗ халӑх йышлӑ кунта: мӑкшӑсем те, ҫармӑссем те тӗл пулчӗҫ, анатри чӑвашсем вӗт шӑрҫапа эрешленӗ уяв тумӗ тӑхӑннӑ, пуҫне тутар тюпеттейӗ майлӑрах кӗмӗл тухья тӑхӑннӑ арӑмӗсемпе, хӗрӗсемпе.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Сывпуллашнӑ чухне арӑмне мӗн каланине пӗлейместӗп эпӗ, анчах та арӑмӗ, арки вӗҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ пуставсемпе эрешленӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ, сарлака пиҫиххи ҫыхнӑскер, савӑнӑҫлӑн кулкаласа тӑрать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ваньӑпа Биденко юр кӗрчӗсем хӳсе тултарнӑ хула витӗр тухрӗҫ те, Екатерина патша вӑхӑтӗнчех тунӑ, колоннӑсемпе, аркӑсемпе эрешленӗ пысӑк ҫурт умӗнче чарӑнчӗҫ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Йӗмӗ хӑрах енчи ҫакки ҫинче ҫеҫ ҫакӑнса тӑнӑ, хыҫалтан пӑхсан, темӗн пысӑкӑш пушӑ михе пек лӗнчӗртетсе ҫӳренӗ, аялта вара шерепепе эрешленӗ майлӑ пулнӑ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Эх, пӗр 50 ҫул каяллахи чӑваш ялне таврӑнасчӗ. Мӗнле илемлӗччӗ вӑл! Сип-симӗс урамсем, эрешленӗ чӳречесем, капӑрлатнӑ картасем, ешӗл йӑмрасем, ача-пӑчан чӗвӗл-чӗвӗл сасси, чӑваш тумӗпе юрласа утакан сӑпайлӑ хӗрсемпе каччӑсем. Ӑҫта халӗ ҫак килем? — тет ман кукамай иртнине аса илсе. — Ҫӗрӗ те ҫавах, ялӗ те ҫавах, анчах пурнӑҫӗ йӑлт урӑхла пулса кайрӗ».
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Ҫуртра йывӑҫран касса кӑларса эрешленӗ вун-вун япалана курса тӗлӗннӗ хыҫҫӑн пахчана ҫул тытрӑмӑр.Удивленные увиденным в доме десятков резных деревянных изделий мы вышли в огород.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02