Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ӑрша чупнине курасчӗ

Автор: Иван ПАТШИН

Ҫӑлкуҫ: «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хушнӑ: 2016.07.23 15:34

Пуплевӗш: 83; Сӑмах: 824

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Культура

Тӑван килӗм... Мӗн чухлӗ ӑшӑ туйӑм, ҫутӑ ӗмӗт, ырӑ шухӑш, сӑваплӑ сӑмах ҫуратать вӑл пирӗнте! Вӑл маншӑн ытарма ҫук илемлӗ те пархатарлӑ. Хам кирек ӑҫта ҫитсе тухсан та, кун ҫути кӑтартнӑ ялӑма, тӑван киле ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытатӑп, тулли кӑмӑлпа юратса, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшса пыма тӑрӑшатӑп.

Йӑмраллӑ чӑваш ялӗ.. Мӗн кӑна тӳссе-чӑтса ирттермен-ши вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче!

Юрататӑп эпӗ сӗткен парса ҫитӗнтернӗ, таса та лӑпкӑ ҫилпе ачашласа ӳстернӗ хамӑн тӑван ене — Чӑваш Ене. Атте-анне ҫӗрӗ, ҫырмасемпе, варсемпе касӑлса пӗтнӗ уйсем тата ҫарансем, чуна вӑй-хал паракан Мӑнаҫлӑ Атӑл шывӗ, тӑрна куҫӗ пек таса ҫӑлкуҫсем, Вӗсенче — тем тӗрлӗ йывӑҫ-курӑк, кайӑк-кӗшӗк...

Кил ӑшши — атте-анне. Атте-анне ӑшши — манӑн чун ӑшши. Паллах, ашшӗ-амӑшӗшӗн ачи-пӑчи хаклӑ, ачисемшӗн — ашшӗ-амӑшӗ.

«Ачасӑр пурнӑҫ — калчасӑр уй-хир», — теҫҫӗ халӑхра. Чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ Г.Н.Волков академик те ҫапла каланӑ: «Аннесем пур чух пурӑнатпӑр-ха. Чӑнах та, ача хӑй ашшӗ-амӑшӗ виличченех ача вӑл, ачалӑх унра вӗсем ҫутӑ тӗнчерен уйрӑлсан ҫеҫ пӗтет пулмалла».

Атте! Анне! Ытарайми чӑваш сӑмахӗсем. Ҫав вӑхӑтрах ҫывӑх ҫыннӑмӑрсем, тӑван-хурӑнташ. Вӗсен ячӗпе темӗн чухлӗ ырӑ та ҫепӗҫ сӑмах калас, юнашар ларса ӑш пиллӗн калаҫас килет. «Атте-анне паман ӑса кӗнеке те параймӗ», — тенӗ ваттисем. Чӑнах та, эпир вӗсенчен вӗренсе пыратпӑр, тӗслӗх вырӑнне хуратпӑр.

Юрататӑп эпӗ чӑваш ҫыннисене. Вӗсен хастарлӑхне, пултарулӑхне...

Чӑваш ятне илтмен вырӑн та ҫук тесе ҫирӗппӗнех калама пулать. Тӗнчери халӑхсем хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ эпир.

Ку ҫул чӑвашсемшӗн — Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ. Чи ӗҫченнисем ял хуҫалӑхӗнче тесе шутлатӑп. Вӗсем хула ҫыннин сӗтелӗ ҫинче апат-ҫимӗҫ тулӑх пултӑр тесе кунӗн-ҫӗрӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗҫ вӑл этем вӑй-халӗн, пуянлӑхӗн, телейӗн вӗресе тӑракан таса ҫӑлкуҫӗ, пурнӑҫ тыткӑчи. «Ҫын ӗҫре пиҫет», — тенӗ асаттесемпе асаннесем. Пӗчӗкренех мӗн те пулин тума хӑнӑхнӑ ҫын ним тумасӑр ларма пултараймасть.

«Ӗҫлемесӗр ҫӑкӑр ҫиеймӗн», — тесе ахаль каламан ӗнтӗ. Ӗҫе вӗренни ҫыншӑн мар, хамӑршӑн лайӑх. Эпир килте те усӑсӑр ларма хӑнӑхман. Мӗн пӗчӗкренех колхоз хирне тухса ҫум ҫумланӑ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ. Ҫавӑнпа ҫуралнӑ та ӗнтӗ ман агроном пулас ӗмӗт.

Хальхи ачасем ку енӗпе ӳрӗкрех ҫав. Ку вара — чи хӑрушши. Вӗсене пурнӑҫра йывӑр килет, нимӗн те тума хӑнӑхман ҫамрӑк яш-кӗрӗм ҫухалса кайма пултарать: унӑн нимӗн патне те алли пымасть. Тӑван кил-ҫуртра тирпейлеме хӑнӑхнӑ ачана пурнӑҫра ҫӑмӑл пулать. Ӗҫчен ҫын ӑста пулнӑ тет. Ҫавӑн пеккисем ҫинче тытӑнса тӑрать те ӗнтӗ пирӗн пурнӑҫ. Чӑваш ҫыннин чи хаклӑ ырӑ енӗ — тӑрӑшулӑх.

Урӑх майпа йӗркеленӗ пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх та хӑйӗн хӑнӑхнӑ ӗҫне начар мар туса пырать.

Ҫӗнӗ ӗмӗре кӗрес умӗн ҫӗре тепӗр хут валеҫме тытӑнчӗҫ. Чӑн-чӑн хуҫа пулас килет тӗк, хӑть те мӗн чухлӗ ил те тӑрӑш. Пасар самани пуҫланчӗ. Анчах хӑйне тивӗҫекен пайран ытлашши илес шутли ҫукрах иккен. Мӗншӗн? Ял ҫыннин ыйту тухса тӑрать: унӑн е уйрӑм хуҫалӑха уйрӑлса тухса фермер пулмалла, е хӑйне тивекен ҫӗр лаптӑкне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха памалла та унчченхиллех ӗҫлемелле.

Хуҫалӑхсене патшалӑх пулӑшма пӑрахрӗ те — вӗсем вакланса, пайланса кайрӗҫ. Чӑмӑр хӑҫан вӑйлӑ? Унта пилӗк пӳрни те пӗр вӑя пуҫтарӑнсан, ял хуҫалӑх фермисем те ҫавах. Арканнӑ хуҫалӑхӑн техники те, вакланнӑ хыҫҫӑн ваннӑскер, вӗсене тимӗр-тӑмӑра яма вӑхӑт ҫитнӗ. Юхӑнса ҫитнӗ хуҫалӑхсен вара тупӑш туса илмелли майсем турта пек кӗскелчӗҫ. Сӗт-ҫӑвӑн, аш-какайӑн рынок сутлӑх илекен хакӗ кулӑшла пӗчӗк. Мӗншӗн тесен Раҫҫее ют ҫӗр-шывсенче йӳнӗрех хакпа туса илнӗ продукци каплансах килет. Пирӗн хуҫалӑхсен пысӑк хӑйхаклӑхлӑ продукцине вырнаҫтарма питӗ хӗн.

Ҫӗр ҫумӗнче ҫанӑ тавӑрса ӗҫлекен те юлмарӗ. Пӗчӗк ӗҫ укҫи тӳленине пула ҫынсем пысӑк хуласене «пысӑк укҫа» шырама тухса каять е алӑ сулать те хӑйӗн ҫӗнетӳ вӑхӑтӗнче аслӑлатнӑ пӗчӗк ани ҫинче апат-ҫимӗҫ туса илет, выльӑх-чӗрлӗх ӳстерет те ӑна хӑйне пурӑнмалӑх укҫа тума пасара кайса сутать.

Мӗнле ҫулпа каймалла чӑваш хресченӗн? Манӑн шутпа, ирӗклӗ тупӑшу /конкуренци/ пултӑр тесен, икӗ ҫулне те аталанма май туса памалла. Хамӑр республика статистикине пӑхатӑн та унта ырӑ тӗслӗхсем сахал маррине куратӑн.

2015 ҫулти йывӑр условисенче Чӑваш ен тыр-пул тухӑҫӗпе Атӑлҫи округӗнче Тутарстанпа Пушкӑрстан хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Аш-какай, сӗт-ҫу туса илесси ӳснӗ. Мӗншӗн-ха пӗрисем гектартан 35 центнер тӗш-тырӑ илеҫҫӗ, теприсем, кӳршисем — 5 центнер. Сӑлтавӗ мӗнре?

Пӗр саланнӑ хуҫалӑха тӳрех ҫӳлти шая ҫӗклеме йывӑртарах. Ҫавӑнпа та яла «ӑслӑ алӑсем» — ҫӗнӗлле ӗҫлеме пӗлекен, ҫӗр вӑйне чунпа-ӑспа туйма пултаракан, ертӳҫӗ таланчӗллӗ ҫынсем кирлӗ. Фермерсен пӗлӗвне те ӳстермелле, вӗсен ҫӗр лаптӑкне пысӑклатасси, техника паркне пуянлатасси те кирлӗ.

Халӗ ялсенче ватӑ ҫынсен йышӗ ӳсет. Хӑш-пӗр ялта пӗр ҫамрӑк та ҫук. Пур пулсан та темиҫе кӑна. Анчах ҫамрӑксене ҫемье ҫавӑрма нимӗнле майӗ те ҫук-тӑк — йӑх-ӑру тымарӗ татӑлать.

«Эх, пӗр 50 ҫул каяллахи чӑваш ялне таврӑнасчӗ. Мӗнле илемлӗччӗ вӑл! Сип-симӗс урамсем, эрешленӗ чӳречесем, капӑрлатнӑ картасем, ешӗл йӑмрасем, ача-пӑчан чӗвӗл-чӗвӗл сасси, чӑваш тумӗпе юрласа утакан сӑпайлӑ хӗрсемпе каччӑсем. Ӑҫта халӗ ҫак килем? — тет ман кукамай иртнине аса илсе. — Ҫӗрӗ те ҫавах, ялӗ те ҫавах, анчах пурнӑҫӗ йӑлт урӑхла пулса кайрӗ».

Кирек мӗнле пулсан та ҫӗр-шыв пурнӑҫӗ малаллах шӑвать. Ял пурнӑҫне каялла ярас марччӗ. Унӑн илемне, пуянлӑхне упраса ял сӑн-сӑпатне ҫӗнетсех пырасчӗ. Анлӑ та сарлака уй-хир тӑрӑх ҫӗкленӳллӗ туйӑмпа малалла ӑнтӑлас килет. Тӳпери сарӑ хӗвел ӑшшине туйса, кайӑк сассипе киленӗп. Ҫитӗнсе ҫитнӗ тырӑ ани тӑрӑх ӑрша чупнине курса, унӑн тухӑҫӗпе савӑнас килет.

Манӑн та вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ял хуҫалӑхӗ енӗпе аслӑ пӗлӳллӗ специалист профессине илес кӑмӑл пур. Тӑван яла таврӑнса ӑна ҫӗнӗ шая ҫӗклес, ҫынсене пуян та тулӑх пурнӑҫпа пурӑнмашкӑн пулӑшас, пысӑк тӗллев лартса ӑна пурнӑҫлас килет.

Юрататӑп эпӗ хамӑн тӑван яла, тӑван киле, тӑван уй-хире, улӑха, ҫарана.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех