Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V сыпӑк

Пай: Суламифь

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хушнӑ: 2019.11.03 20:57

Пуплевӗш: 120; Сӑмах: 2004

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Ялтӑр ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пулнӑ ҫав кун Соломон, Ливан ҫурчӗн залӗнчи трон ҫинче ларса, хӑй патне килне ҫынсемпе судсем тӑва-тӑва ирттернӗ.

Хӗрӗх колонна, кашни йӗркинчех тӑватшарӑн, тытса тӑнӑ суд залӗн маччине, вӗсене пурне те кедрпа сӑрса тухнӑ, пурте вӗсем лили евӗрлӗ капительсемпе вӗҫленнӗ; урайне кипарисӑн уйрӑм хӑмисенчен сарнӑ, стенасем ҫинче те, кедрпа сарнӑран, ниҫта нимӗнле чул курӑнман, — пальмӑсем, ананассем, херувимсем пек каса-каса кӑларса, пӗтӗмпех ылтӑнпа эрешлесе илемлетнӗ. Виҫӗ тӗспе ҫунакан зал ӑшӗнчи трон тӳпи патне ултӑ картлашкаллӑ пусма илсе хӑпартнӑ, пур картлашкинчех бронзӑран хывнӑ икшер арӑслан тӑнӑ, кашни енӗпе пӗрерӗн. Тронӗ вара хӑй, ылттӑнпа инкрустациленӗскер те таянкӑҫӗсене ылттӑнранах выртакан арӑслансем евӗр тунӑскер, пил шӑмминчен пулнӑ, Тронӑн ҫӳллӗ хыҫӗ ылттӑн ҫаврашкапа вӗҫленнӗ. Залӑна кӗнӗ ҫӗрте, ун умӗнчи хутлӑха картласа, маччаран урайне ҫити хӗрлӗ-кӑвак та йӗпкӗн-хӗрлӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ каркӑҫсем ҫакӑнса тӑнӑ, — унта, пилӗк колонна хушшинче, тавӑҫ пуҫаракансем, тархаслакан-йӑлӑнакансемпе кӳнтеленсем, ҫаплах тата айӑпланакансемпе вӑйлӑ хурал сыхлакан тискер ӗҫ тунӑ ҫынсем йышлӑн кӗпӗрленнӗ.

Хӗрлӗ хитон пулнӑ патша ҫинче, пуҫӗнче — утмӑл берилтан тӑракан, ылтӑнласа ҫавӑрттарнӑ ансӑр ахаль кӑшӑл. Сылтӑм алӑ енӗпе ун амӑшӗн, Вирсавин, тронӗ ларнӑ, анчах вӑл, ватӑлӑхӗ ҫитнине пула, юлашки вӑхӑтра хулара сайра кӑна курӑнкаланӑ.

Стенана тӑрӑхри яшма саксем ҫинче Ассири хӑнисем, сивӗрех сӑнлӑ та хура сухаллӑскерсем, ларнӑ; ҫаксем ҫийӗнче хӗррисене хӗрлӗ тата шурӑ тӗрӗсемпе эрешленӗ ҫутӑ оливкӑллӑ тумсем пулнӑ. Соломонӑн тӗрӗслӗх сучӗ пирки хӑйсем патӗнче Ассирирех нумай илтнӗ иккен те, ҫавӑнпа, кайран каласа кӑтартма кирлӗ пулӗ тесе, Израиль патшин пӗр сӑмахне сиктермесӗр тытса хӑварма тӑрӑшнӑ вӗсем. Хӑнасем хушшинче Соломонӑн ҫарпуҫӗсем, министрӗсем, провинцисен начальникӗсемпе хӑйне ҫывӑх ҫыннисем ларнӑ. Ванея пулнӑ кунта — патшан тахҫанхи пуҫкасанӗ, Иоава, Адоние тата Семее вӗлернӗскер, — халӗ ҫарӑн чи тӗп начальникӗ, кӑвакарнӑ шӗвек те вӑрӑм сухаллӑ, ҫӳллех мар, кӳпшеке старик; тӗсне ҫухатнӑ кӑвакрах куҫӗсем унӑн ватӑлла тӑмпаййӑн пӑхнӑ; ҫӑварӗ уҫӑ та йӗпенчӗк, ашлӑрах аялти хӗрлӗ тути ним тытӑнкисӗр усӑннӑ; пуҫӗ ун яланах сӗнксе тӑрать те кӑштах чӗтӗрет. Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те. Тронӑн икӗ енӗпе, ылтӑнланӑ шлемӗсемпе питлӗхӗсене ялтӑртаттарса, утмӑл салтак йӗркеленсе тӑнӑ; вӗсен асли паян Ахилуд ывӑлӗ, хура кӑтраллӑ, хитре Элиав пулнӑ.

Соломон умне хӑйӗн ҫӑхавӗпе пуринчен малтан виркӗс ӑсти, Ахиор тенӗскер, тухнӑ. Финикири Белра ӗҫленӗ чухне вӑл хаклӑ чул тупнӑ, ӑна чутла-чутла лайӑх якатнӑ та Иерусалима таврӑнакан тусне, Захарияна, ҫав чула арӑмӗ патне ҫитерсе памашкӑн ыйтнӑ. Пӑртак вӑхӑт иртсен, Ахиор та килне килнӗ. Арӑмӗпе курнӑҫнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ыйтӑвех унӑн чул пирки пулнӑ. Анчах арӑмӗ упӑшки ыйтнинчен калама ҫук хытӑ тӗлӗннӗ, нимле чул та илмен тесе тупа тунӑ. Кун хыҫҫӑн Ахиор, ӑнланас шутпа, хӑйӗн тусӗ Захария патне каять; анчах лешӗ чула, килсе ҫитнӗ-ҫитменех, хушнӑ ҫӗре леҫсе панӑ тесе шантарать, ҫитменнине тата, арӑмӗ пекех, тупа туса. Ӗнентересшӗн пулса, вӑл икӗ кунтелен те ертсе пырать, ҫаксем вара ҫине тӑрсах Захария чула Ахиор арӑмне вӗсен куҫӗ умӗнче пачӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Халӗ акӑ тӑваттӑш те — Ахиор, Захария тата икӗ кунтелен — Израиль патшин тронӗ умӗнче тӑнӑ.

Соломон ҫакскерсене куҫӗсенчен черетпе пӑхса ҫаврӑннӑ та:
— Пурне те уйрӑм пӳлӗмсене ертсе кайӑр та уйрӑмшаррӑн питӗрсе лартӑр, — хушнӑ хурала.

Ҫакна тутарнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ куммка чӗрӗ тӑм илсе килсе пама каланӑ вӑл.

— Ан тив, — тенӗ патша, — чул мӗнлерех кӗлеткеллӗ пулнине тӑмран йӑваласа кӑтарттӑр вӗсенчен кашниех.

Пӑртакран кӳмерккесем хатӗр пулнӑ. Анчах кунтеленсенчен пӗри хайӗн тӑмне, хаклӑ чулсенчен ялан тунӑ чухнехи евӗр, лаша пуҫӗ пекле йӑваласа лартнӑ, тепри — сурӑх пуҫӗ пек; иккӗшӗн ҫех — Ахиорпа Захариян — кӗлеткисем пӗрешкел, хӗрарӑм кӑкӑрӗ евӗрлӗ пулса тухнӑ.

Патша каланӑ вара:
— Захария кунтеленсене сутӑн илни халь суккӑршӑн та паллӑ ӗнтӗ.
Эппин, Захария чула, ан тив, Ахиора тавӑрса патӑр та ҫакӑнпа пӗрлех ӑна суд тӑкакӗшӗн гражданла вӑтӑр сиклӗ тӳлетӗр тата тасалӑхшӑн вунӑ сиклӗ храма хывтӑр. Кунтеленсем вара, хӑйсене хӑйсем тӑрӑ шыв ҫине кӑларчӗҫ пулсан, суя кӑтартусемшӗн пилӗкшер сиклӗ хыснана тӳлеччӗр.

Еткерлӗхшӗн сутлашакан виҫӗ пӗртӑван ҫывхарнӑ унтан Соломон тронӗ патне. Вилес умӗн ашшӗ каланӑ вӗсене: «Пайланӑ чух харкашу ан пултӑр тесе, хам уйӑрса хӑваратӑп эпӗ сире чӑн тивӗҫлӗхпе. Эпӗ вилсен, ҫурт хыҫӗнчи раща варрине кайӑр та ҫавӑнти сӑрт тайлӑмне йӑлтах чавса тухӑр. Виҫ пӳлмеклӗ ещӗк тупӑр эсир унта: пӗлӗр, ҫӳлти — асли валли, вӑта ҫӗрти — вӑталӑхне, аялти — чи кӗҫӗннишӗн пулӗ». Ашшӗ вилсен, вӗсем кайнӑ та пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тунӑ, вара унта акӑ мӗн тупнӑ: ҫӳлти уйрӑм туп-туллиех ылтӑн укҫасемпе тулса тӑрать, ҫав вӑхӑтрах вӑталӑххинче ахаль шӑмӑсем те аялтинче йывӑҫ татӑкӗсем ҫеҫ выртаҫҫӗ. Асли тӗлӗшпе кӗвӗҫӳ те тӑшманлӑх тухса кӑйнӑ вара ҫав кӗҫӗн тӑвансен, юлашкинчен пурнӑҫӗ тӳсмелле мар пулса ҫитнӗ те, патшаран пурте пӗрле канаш ыйтма та суд тутармашкӑн шут тытнӑ ҫакскерсем. Кунта та, трон умӗнче тӑнӑ чух, пӗр-пӗрне ӳпкелешмесӗр те кӳрентермесӗр чӑтайман вӗсем.

Пуҫне сулкаласа илнӗ те патша, пӗртӑвансене итлесе пӗтерсен, ҫапла каланӑ:

— Чӑркӑшассине пӑрахӑр; чул йывӑр, хӑйӑр та ҫӑмӑл мар, анчах айван ҫилли вӗсенчен иккӗшӗнчен те йывӑртарах. Сирӗн аҫӑр ӑслӑ та тӳрӗ ҫын пулнӑ курӑнать, хӑй кӑмӑлне вӑл, ҫӗр кунтелен умӗнче тунӑ пекех, пиллӗхӗнче питӗ уҫҫӑн каласа хатарнӑ. Нивушлӗ ҫийӗнчех тавҫӑрса илеймен вара эсир, телейсӗр кӑшкӑравҫӑсем, аслине — пӗтӗм укҫине, вӑталӑххине — выльӑх-чӗрлӗхӗпе мӗнпур чурине, кӗҫӗннине кил-ҫуртпа ҫӗрне хӑварнӑ-ҫке вӑл. Йӗркеллӗн-тӑнӑҫлӑн кайӑр та текех пӗртте ан вӑрҫӑшӑр.

Виҫӗ пӗртӑван вара — паҫӑр ҫеҫ тӑшманла пулнӑскерсем — ялтӑр ҫутӑ питсемпе патшана ӳксе пуҫҫапнӑ та суд залӗнчен алла-аллӑн тытӑнса тухса кайнӑ.

Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫе те, виҫ кун каярах пуҫланнӑскере, татса панӑ патша. Пӗр ҫын, вилес умӗн, хӑйӗн пӗтем пурлӑхне ик ывӑлӗнчен пӗрне, тивӗҫлӗреххине, хӑваратӑп тенӗ-мӗн. Анчах тӑвансенчен нихӑшӗн те хайне начар вырӑнне картас килмен те, патша патне канаша пынӑ вара вӗсем.

Соломон ҫаксенчен ӗҫ-хӗл тӗлӗшпе кам пулнине ыйтнӑ, иккӗш те кусем сунарҫӑ-ухӑҫсем иккенне пӗлсен:
— Килӗре кайӑр, — тенӗ.
— Йывӑҫ патне эпӗ аҫӑр ӳтне тӑратса хума хушӑп. Малтан иксӗртен хӑшӗ ӑна ҫӗмренпе кӑкӑрӗнчен тӗлтерех тивертнине пӑхӑпӑр, унтан сирӗн ӗҫӗре татса парӑпӑр.

Патша ятарласа пӑхса тӑмашкӑн янӑ ҫынпала пӗрле таврӑннӑ вара икӗ пӗртӑван. Ӑмӑрту ҫинчен ҫав ҫынран ыйтса пӗлнӗ те ӗнтӗ Соломон.

— Эпӗ пӗтӗмпех эс хушнӑ пек турӑм, патша, — тенӗ ҫакскер. — Старик ӳтне эпӗ йывӑҫ патне тӑратрӑм та тӑвансенчен кашнинех хӑйсен уххисемпе йӗпписене патӑм. Малтан асли печӗ. Ҫӗр ҫирӗм чике чухлӗ хутлӑхран вӑл чӗрӗ ҫыннӑн шӑп та шаях чӗре тапакан вырӑна лектерчӗ.

— Питӗ шеп пенӗ, — палӑртнӑ Соломон. — Кӗҫӗнни мӗнле?

— Кӗҫӗнни… Каҫар мана, патша, эс хушнине тӗппипех тӗп-тӗрӗссӗн тутарттараймарӑм ҫав эпӗ ниепле те… Кӗҫӗнни кантрине туртса карӑнтарнӑччӗ ӗнтӗ, ун ҫине ҫӗмренне те хунӑччӗ, анчах уххине сасартӑк ури патне антарчӗ те каялла ҫаврӑнса тӑчӗ: «Ҫук, — терӗ, йӗрсе ярса, — куна тума пултараймастӑп эпӗ… Хамӑн атте ӳтне пеместӗп».

— Апла тесен, ӑна пултӑр та ашшӗ килӗ-ҫурчӗ, — татса панӑ патша. — Вӑл чӑн-чӑннипех ашшӗ шанӑҫне тивӗҫлӗ ывӑл. Асли вара, килӗшет пулсан, ман сыхлавҫӑсен йышне тӑма пултарать. Тӗл перекен алӑллӑ, ҫивӗч куҫлӑ та ҫӑм пусса лартнӑ чӗреллӗ ҫавнашкал вӑйлӑ та ҫӑтӑх ҫынсем кирлӗ мана шӑпах.

Виҫӗ ҫын тӑнӑ унтан патша умне. Суту-илӳ ӗҫне пӗрле туса, укҫа нумай пухнӑ вӗсем. Акӑ вара, Иерусалима кайма вӑхӑт ҫитсен, ылтӑна сӑран пиҫиххи ӑшне ҫӗленӗ те ҫула тухнӑ. Каян ҫӗрӗнче вӗсен вӑрманта каҫ выртма тивнӗ, пиҫиххине хӑйсем, сыхшӑн тесе, ҫӗр айне пытарса хунӑ. Ирхине вӑрансан вара кусем пиҫиххие ҫав вырӑнта тупайман.

Кашниех ҫаксенчен пӗр-пӗрне вӑрттӑн вӑрланӑ тесе айӑпланӑ, виҫҫӗш те хӑйсем пит чее те ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсем пек туйӑннӑ та, патша каланӑ вара вӗсене:
— Сирӗн ӗҫӗре татса париччен, эсир малтан эп мӗн каланине итлӗр, — тенӗ.
— Пӗр хитре пике хӑйӗн ҫулҫӳреве тухса каякан савнине каялла таврӑниччен кӗтме те хӑй хӗрлӗхне унсӑр пуҫне никама памасӑр упрама пулнӑ. Анчах леш йӗкӗт кайсан нумай та тӑман, урӑх хулара авланса, урӑх хӗре качча илнӗ, кун ҫинчен ҫак пике те пӗлнӗ. Ҫав вӑхӑталлах ун патне хӑй хулинче пурнакан пуян та ырӑ кӑмӑллӑ пӗр каччӑ, ача чухнехи тусех, ҫураҫӑва ҫӳренӗ. Ашшӗ-амӑш хистенине пула, вӑтаннипе тата хӑранипе, хӗр хӑй сӑмах пани пирки ӑна калама хаю ҫитереймен те ҫаплипех качча тухнӑ. Мӑшӑрлӑх ӗҫки-ҫики вӗҫленсен, ҫамрӑк кӗрӳ ҫӗнӗ ҫынна ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа выртасшӑн пулнӑ, пике тархаслама тытӑннӑ вара куна: «Ӗлӗкрех савни шутланнӑскер пурнакан хулана кайса килме ирӗк парсамччӗ мана. Ан тив, тупана илтӗр вӑл ман ҫинчен, ун чух эпӗ сан патна таврӑнӑп та эс мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тӑвӑп!» — тенӗ. Йӗкӗт хӗре питӗ юратнӑ иккен те, ун ыйтӑвӗпе килӗшнӗ, ӑна кайма ирӗк панӑ, лешӗ кайнӑ вара. Ҫулра чухне ку хӗре хурах тапӑннӑ, ҫаратса пӗтернӗ, мӑшкӑлламах та шутланӑ. Анчах пике ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ та хӗрлӗхне хӗрхенме кирли пирки куҫҫуль тӑксах тархаслама тапратнӑ, хураха хӑйпе мӗн пулса иртнине, ют хулана мӗншӗн кайнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. Ӑна итлесе, вӑл сӑмаха ҫирӗп тытма пӗлнинчен, ҫӗнӗ кӗрӳ ҫак териех ырӑ пулнинчен питӗ тӗлӗннӗ хурах, хӗре вара тӗрӗс-тӗкел кӑларсӑ янӑ кӑна мар, тӑпӑлтарса илнӗ хаклӑ япалисене те каялла тавӑрса панӑ. Халӗ ыйтатӑп эпӗ сиртен, турӑ умӗнче виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ тӗрӗсрех тунӑ — хӗр, авланакан каччӑ е хурах?

Сутлашакансенчен пӗри каланӑ: тупана ҫирӗп тытма пултарнӑшӑн хӗр ыттисенчен ытларах мухтава тивӗҫлӗ, тенӗ. Иккӗмӗшӗ авланакан каччӑн юратӑвӗ ытла та хӑватлӑ пулнинчен тӗлӗннӗ; виҫҫӗмӗш вара хурах кӑмӑлӗ ыррине хаклӑраха хунӑ.

— Апла-тӑк, эсӗ вӑрланӑ та пӗрлехи ылтӑнлӑ пиҫиххие, — тенӗ патша тӳрех юлашкинчен калаканне, — мӗншӗн тесен эсӗ ҫӑткӑн та ютӑнне ӑмсанатӑн.

Ҫак ҫын ҫул туйине ҫавӑнтах юлташӗсенчен пӗрне тыттарнӑ та:
— Иегова умӗнче пӗлтеретӗп, ылтӑн манра мар, — унра! — тенӗ, тупа тунӑ пек, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе.

Патша лӗхлетсе кулса янӑ:

— Ҫак ҫыннӑн туйине ил те ӑна ҫурмаран хуҫ, — хушнӑ вӑл хӑй салтакӗсенчен пӗрне.

Салтак Соломон сӑмахне пурнаҫласан, ылтӑн укҫасем шӑкӑринех урайне тӑкӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсене чакаласа хӑвӑллатнӑ патак ӑшне пытарнӑ пулнӑ; патша ӑслӑлӑхӗнчен шалт тӗлӗннӗ вӑрӑ вара чӑтса тӑрайман, ун тронӗ умне лапкипех тӑсӑлса ӳкнӗ те хӑй тунӑ ирсӗр ӗҫне пӗтӗмпех йышӑннӑ.

Ливан ҫуртне ҫаплах хӗрарӑм, чулҫӑн тӑлӑха юлнӑ чухӑн арӑмӗ, ҫитсе кӗнӗ.

— Тӗп-тӗрес суд тумашкӑн ыйтатӑп эпӗ, патша! — тенӗ вӑл. — Юлашки юлнӑ ик динарпа эп ҫӑнӑх туянтӑм та ӑна ак ҫак пысӑк тӑм чашкӑ ҫине силлерӗм, килелле йӑтса кайрӑм. Анчах сасартӑк вӑйлӑ ҫил ҫӗкленчӗ те ман ҫӑнӑха вӗҫтерсе салатрӗ. О ӑслӑ патша, кам тавӑрса парӗ мана ҫав ҫухатӑва? Ачасене ман халь ним ҫитерме те ҫук ӗнтӗ.

— Хӑҫан пулчӗ ку? — ыйтнӑ патша.

— Ку вӑл пӑян ирхине, шуҫӑм килнӗ чух пулчӗ.

Ака вара темиҫе пуян купсана хай патне чӗнтерме хушнӑ Соломон, вӗсен карапӗсем ҫав кун таварсемпе Иаффа урлӑ Финикие каймалла пулнӑ.

— Хӑвӑр карапӑрсем валли ҫил ҫула май пултӑр тесе, турра е турӑсене кӗлтунӑ-и эсир? — ыйтнӑ патша, лешсем, сехӗрленнӗскерсем, суд залине пырса кӗрсен.

— Кӗлтунӑ, патша! — тавӑрна купсасем. — Ку ҫаплах. Эпир кӳнӗ парнесем турӑ кӑмӑлне тивӗҫлӗ пулнӑ иккен, мӗншӗн тесен пирӗн пата вӑл ырӑ ҫил ярса пачӗ.

— Сирӗншӗн савӑнатӑп эпӗ, — тенӗ Соломон. — Анчах ҫав ҫилех чухӑн хӗрарӑмӑн чашӑкра йӑтса пыракан ҫӑнӑхне вӗҫтерсе салатнӑ. Ӑна тӗрӗссӗн тӳлесе татасси хӑвӑр тивӗҫӗр тесе шутламастӑр-и эсир?

Патша ҫакӑншӑн ҫеҫ чӗннипе хӗпӗртенӗ купсасем вара хӗрарӑма ҫав хушӑрах чашки чӑп-тулли пуличченех кӗмӗл укҫасем пӑраха-пӑраха тултарнӑ — ваккисене те, шултрисене те. Кинеми куҫҫуль витӗр тав тума тытӑнсан, Соломон уҫҫӑн кулса илнӗ те:
— Тӑхта, — тенӗ, — ку кӑна мар-ха.
Паянхи ир ҫилӗ мана та савӑнӑҫ пачӗ, эпӗ ӑна пачах кӗтменччӗ. Эппин, купсасен парнисем ҫумне эпӗ те хамӑн патша парнине хушатӑп.

Кӗмӗл ним курӑнмалла мар пултӑр тесе, купсасенни ҫине темӗн чухлӗ ылтӑн укҫа купаласа хума каланӑ вара вӑл хыснаҫӑ Адонирама.

Никама та мӗскӗннӗн курасшӑн пулман ҫав кун Соломон. Шутсӑр нумай парне, пенсисемпе тӗрле йышши хаклӑ япаласем салата-салата панӑ, кунашкал хисеппеле вӑл тепӗр чух ҫулталӑкӗпе те паман, Ахимааса та, Нафалим ҫӗрӗн пуҫлӑхне, хырҫа-марҫа суя майпа пухнӑшӑн, маларах тарӑхупа тӑвӑлса таратчӗ пулин те, каҫарнӑ, саккуна пӑсса тунӑ нумай-нумай ҫын айӑпне пӑрахӑҫланӑ, хӑй ҫӗршывӗнче пурӑнакансен ыйтӑвне нихӑшне те тимлӗхсӗр хӑварман, пӗринсӗр пуҫне.

Патша Ливан ҫурчӗн кӑнтӑр енчи кӗҫӗн алӑкӗсем витӗр тухнӑ чух сарӑ сӑран тумлӑ, лутрарах пӳллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ӑмӑртарах тӗттӗм-хӗрлӗ питлӗ, хура ҫӑра сухаллӑ, вӑкӑр мӑйлӑ та лапсӑркка хура куҫ харши айӗпе сиввӗн пӑхакан темле ҫын картласа хунӑ унӑн ҫулне. Молох капищин тӗп мӑчавӑрӗ пулнӑ ку. Пурӗ те пӗр сӑмах ҫеҫ каланӑ вӑл йӑлӑнакан сасӑпа:

— Патша!..

Ун туррин бронзӑллӑ варӗнче ҫичӗ уйрӑм пулнӑ: пӗри ҫӑнӑх валли, тепри кӑвакарчӑнсемшӗн, виҫҫӗмӗш сурӑхсемшӗн, тӑваттӑмӗш такасем валли, пиллӗкмӗш пӑрусемшӗн, улттӑмӗш вӑкӑрсемшӗн, ҫиччӗмӗш вара, амӑшӗсем илсе килсе паракан чӗре ачасем валли уйӑрнӑскер, патша чарнине пула тахҫантанпах пушӑ тӑнӑ.

Ним шарламасӑр иртсе кайнӑ Соломон мӑчавӑр умӗпе, анчах лешӗ ун хыҫҫӑн аллисене тӑснӑ та:
— Патша?.. — кӑшкӑрса янӑ тархасласа.
— Хӑв савнӑҫупа йӑлӑнатӑп санран!.. Патша, тусам маншӑн ҫак ыр ӗҫе, эпӗ ун чух сана хӑв пурнӑҫу мӗнлерех хӑрушлӑхра тӑнине уҫса парӑттӑм.

Соломон хирӗҫ пӗр сӑмах тавӑрса каламан, мӑчавӑр вара, вӑйлӑ чышкисене хытарса, хаяррӑн пӑхса ӑсатнӑ ӑна мӗн алӑкран тухичченех.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех