Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ ӗнтӗ тырӑ питӗ лайӑх пуласса кӗтме пулатчӗ, анчах манӑн уйри тырра тӗрлӗ тӑшмансен кӗтӗвӗ тапӑнма пуҫларӗ, вӗсенчен хӑтӑлма та ҫук.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Акӑ мӗнле туслӑх пулнӑ иккен пирӗн хушӑра, — тет ҫак: — эпӗ аманса ӳкнӗ, вилеслех вилнӗ темелле, вӑл вара хӑраса ӳкнӗ те, мана тӑшмансен аллине хӑварса, тухса тарнӑ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ниҫтан пулӑшу кӗтмесӗр, ӗҫпе те выҫӑпа халтан кайса, кунсерен шанчӑкне ҫухатса пурӑнакан ҫынсем ҫав уйӑх ҫине, шӗвӗр ту тӑррисене, хура ҫӑвар пек ту хушӑкӗсене тата тӑшмансен шӑв-шавлӑ лагере енне хӑра-хӑра пӑхнӑ — пурте вӗсем вилӗме аса илтернӗ, вӑл ҫынсемшӗн ӗнтӗ пӗр ҫӑлтӑр та йӑпатмалла йӑлтӑртатман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Корея проливӗнчи Цусима утравӗх ҫывӑхӗнче вырӑс карапӗсене тӑшмансен эскадри кӗтсе тӑнӑ.В Корейском проливе, против острова Цусима, русские корабли поджидала вражеская эскадра.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эпӗ ун ятне каласан, комисси ӑна та чӗнтерӗ, тесе шухӑшласа илтӗм; унӑн ятне тӑшмансен ирсӗр элекӗпе варалас шухӑш, ӑна хӑйне те вӗсемпе хире-хирӗҫ тӑратса ыйттарас хӑрушӑ шухӑш мана ҫав тери хӑратса пӑрахрӗ те, эпӗ пӳлӗнсе пӑтранса кайрӑм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мӗнле майпа вара ҫав офицер-дворянин пӑлхавҫӑсемпе туслашса ӗҫкӗ ӗҫме, тӑшмансен пуҫлӑхӗнчен парнесем: кӗрӗк, лаша тата укҫа илме пултарнӑ?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫак тахҫанхи тӑшмансен хушшине Бржозовская ячӗпе тӑракан гимназие вырнаҫтарсан, тӑшманлӑх тата ытларах ӳссе кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— «Рихтгофен», анчах «лавочниксенчен» хӑратӑн! — терӗ Мересьев ҫилӗпе, шӑл витӗр, ҫывхарсах килекен тӑшмансен стройӗ ҫине пӑхса.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев сылтӑм енчен, ҫӳлтен, Чесловпа вӑл ертсе пыракан лётчик тӑшмансен стройӗн флангӗ ҫинелле, яклака пӑрлӑ ту ҫинчен ыткӑнса аннӑ пек, ярӑнса аннине курчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Явка темле пулсан та тӑшмансен аллине лекесси палӑрсан, Лида унта кайса ҫӗлен-пулӑ пек шуса кӗнӗ.Когда явке грозил неизбежный провал, Лида шла туда и проскальзывала, как угорь.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пӗррехинче сводкӑра ҫакӑн пек пӗчӗк пӗлтерӳ курӑнса иртрӗ: «Фронтӑн кӑнтӑр енчи пӗр участокӗнче Совет Союзӗн Геройӗ, снайпер Степан Ивушкин ҫирӗм пилӗк нимӗҫе пӗтернӗ, ҫапла вара хӑй вӗлернӗ тӑшмансен шутне вӑл икҫӗр тарана ҫитернӗ».
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эсир йывӑр тӗрӗслев витӗр тухнӑ, вилӗмпе тата ҫулӑмпа куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ, тӑшмансен пусмӑрӗнчен этемлӗхе сыхласа хӑварнӑ.
Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html
1926 ҫулхи январӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ Шӑхачри Ф. Васильев та тӑшмансен курайманлӑхне хӑйӗн ҫинче туйнӑ.Ф.Васильев, который родился 16 января 1926 года в Сигачи, также на себе испытал ненависть врагов.
Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ салтаксем, манӑҫмаҫҫӗ сирӗн ятӑрсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.05.07
67. Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ: 68. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; 69. Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ — 70. ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ, 71. пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ; 72-73. Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ: 74. эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр, 75. пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем хыҫӗнчен кӑралӗсене пуҫтарса пӗтерсессӗн, тӑшмансен ҫар тумне хывса илсессӗн, хӑйсене ҫав кун ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсем валли Хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартма пуҫланӑ Ҫӳлхуҫана чунтан тав туса, мухтаса вӗсем шӑматкуна уявланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иуда Маккавейпе унӑн тӑванӗсен ӗҫӗсем ҫинчен, Туррӑн аслӑ Ҫуртне тасатни тата парне вырӑнне ҫӗнетни ҫинчен, 21. ҫавӑн пекех Антиох Епифана хирӗҫ тата унӑн Евпатор ятлӑ ывӑлне хирӗҫ вӑрҫнӑ вӑрҫӑсем ҫинчен, 22. иудейсемшӗн питӗ тӑрӑшнӑ ҫынсене тӳперен курӑннӑ хӑватсем ҫинчен, ҫав ҫынсем шутсӑр сахаллӑн пулнӑ пулин те, тӑшмансен йышлӑ эшкерӗсене хӑваласа пӗтӗм ҫӗршыва тасатни ҫинчен, 23. пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Турӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен туса лартни ҫинчен, хулана ирӗке кӑларни, пӗтсе ларас вӗҫне ҫитнӗ саккунсене Ҫӳлхуҫа хӑйсене питӗ хӗрхеннипе каҫарнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен чӗртсе яни ҫинчен — 24. ҫакӑн ҫинчен пурин ҫинчен те Киринея ҫынни Иасон пилӗк кӗнекере ҫырса панӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вакхидпа унӑн чи вӑйлӑ ушкӑнӗ сылтӑм енче иккенне курсассӑн, Иуда патне мӗнпур хӑюллӑ ҫынни пухӑнса пынӑ, 15. вӗсем тӑшмансен сылтӑм енчи ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене Азот тӑвӗ патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иудейӑпа Иерусалимра Турра епле мӑшкӑлланине курса, 7. Маттафия каланӑ: хуйхӑм ҫитрӗ! мӗн-ма ҫуралнӑ-ши эпӗ — халӑхӑма ҫаратнине, сӑваплӑ хулана ҫаратнине курма-и? ӑна тӑшмансен аллине ӳкернине курах, сӑваплӑ Ҫурта ют ҫынсен аллине панине курах ҫакӑнта пурӑнма-и?
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кайран унӑн ывӑлӗсем вӑрҫӑ пуҫлӗҫ, нумай йышлӑ ҫар пуҫтарӗҫ; вӗсенчен пӗри, хӑвӑрттӑн кайса, талай пек капланса кӗрӗ, малалла кайса, тӑшмансен ҫирӗплетнӗ вырӑнӗ патне ҫитӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.