Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Мак 8

Пай: Библи –> Маккавейсен иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:54

Пуплевӗш: 27; Сӑмах: 795

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫав вӑхӑтра Иуда Маккавейпа унӑн ҫыннисем халӑх пурӑнакан вырӑнсене вӑрттӑн пыра-пыра йӑхташӗсене пуҫтарнӑ, Иудейӑра юлнисене хӑйсен ушкӑнне йышӑннӑ, ҫапла ултӑ пин таран ар пухӑннӑ. 2. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3. аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4. айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ. 5. Ҫӳлхуҫа ҫилли ырӑлӑха куҫсассӑн, хӑй тавра йышлӑ халӑх пуҫтарса, Маккавей суя тӗнлисемшӗн ҫӗнтерейми вӑй пулса тӑнӑ. 6. Вӑл хуласемпе ялсене кӗтмен ҫӗртен тапӑнса ҫунтара-ҫунтара янӑ, ҫапӑҫма меллӗ вырӑн йышӑнса сахал мар тӑшмана ҫӗнтернӗ, ӑна хӑваласа янӑ; 7. ҫак ӗҫсене тума чылай чухне вӑл тӗттӗм каҫ суйласа илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен хыпар пур ҫӗре те сарӑлнӑ.

8. Филипп, ҫак ҫын пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑй пухса пынине, унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫса та ӑнӑҫса пынине курса, Птоломей патне — Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗ патне — патша ӗҫӗсене пулӑшма ыйтса ҫыру ҫырнӑ. 9. Птоломей вара Никанора — Патрокл ывӑлне, хӑйӗн пӗр чи ҫывӑх тусне — суйласа илнӗ те тӗрлӗ халӑхран пуҫтарнӑ ҫирӗм пин ҫынран кая мар ҫарпа иудейсен пӗтӗм йӑхне тӗп тума янӑ; ӑна тата ҫар ӗҫӗнче ӑста ҫарпуҫне Горгие хушса панӑ. 10. Никанор ҫапла йышӑннӑ: патшан Рим ҫыннисене памалли икӗ пин талант хырҫӑна тыткӑна илнӗ иудейсемпе саплаштармалла, тенӗ. 11. Ҫавӑнпа ҫийӗнчех тинӗс хӗрринчи хуласене иудейсене чуралӑха туянма сӗнсе ҫынсем янӑ, пӗр талант пуҫне тыткӑна илнӗ тӑхӑрвунӑ ҫын кӳрсе тӑма пулнӑ; анчах хӑй ҫине Пурне те Пултараканран тавӑру — хатӗрех тӑракан тавӑру — ҫитессе кӗтмен вӑл. 12. Иудӑна Никанор ҫывӑхарни ҫинчен хыпарланӑ, вӑл вара хӑйпе пӗрле пулнисене ҫар ҫитни ҫинчен пӗлтерсессӗн, 13. хӑравҫӑсем тата Турӑ тавӑрасса ӗненменнисем хӑйсен вырӑнне пӑрахса тарса саланнӑ. 14. Тепӗрисем ӗнтӗ хӑйсен мӗн юлнине пӗтӗмпех сута-сута янӑ, хӑйсене, усал Никанор ҫапӑҫу пуҫланичченех сутса янӑскерсене, хӑтармашкӑн Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: 15. ку хамӑршӑн пулмасассӑн та, аттемӗрсемпе хывнӑ халалшӑн, пире Хӑвӑн сӑваплӑ та мухтавлӑ ятупа хисепленмелле тунӑшӑн пултӑр, тенӗ.

16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ. 18. Вӑл: вӗсем кӑралпа хӑйсен паттӑрлӑхне шанаҫҫӗ, эпир вара Пурне те Пултаракан Турра шанатпӑр, Вӑл пӗрре сулсах пирӗн ҫине килекенсене те, пӗтӗм тӗнчене те пӗтерме пултарать, тенӗ. 19. Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20. Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ. 21. Ҫапла кала-кала парса, Иуда вӗсене хӑрами туса ҫитернӗ, вӗсем ӗнтӗ саккунсемпе тӑван ҫӗршывшӑн вилме те хатӗр пулнӑ. Иуда вара ҫара тӑватӑ ушкӑна уйӑрнӑ, 22. кашни ушкӑнне ертсе пыма хӑйӗн тӑванӗсене Симона, Иосифа тата Ионафана уйӑрса лартнӑ, вӗсене кашнинех пин те пилӗкҫӗр ҫын пӑхӑнса тӑнӑ. 23. Унтан Елеазара сӑваплӑ кӗнеке вулама хушнӑ, хӑй вара, Турӑран пулӑшу ҫитессе шантарса, «Турӑ пулӑшнипе!» тесе паллӑ панӑ та, малти ушкӑнне ертсе, Никанора хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ. 24. Пурне те Пултаракан пулӑшса тӑнипе вӗсем тӑхӑр пин ытла тӑшмана пӗтерсе тӑкнӑ, Никанор ҫарӗн тата пысӑкрах пайне амантса-суранлатса пӗтернӗ, пурне те хӑваласа янӑ. 25. Хӑйсене туянма килнисен укҫине те илнӗ; вӗсене инҫетех хӑваласа кайнӑ, вӑхӑчӗ чарнипе ҫеҫ каялла таврӑннӑ, 26. мӗншӗн тесессӗн ку шӑматкун умӗнхи кун пулнӑ; ҫав сӑлтава пула вӗсем Никанор ҫыннисене текех малалла хӑваламан. 27. Вӗсем хыҫӗнчен кӑралӗсене пуҫтарса пӗтерсессӗн, тӑшмансен ҫар тумне хывса илсессӗн, хӑйсене ҫав кун ҫӑлса хӑварнӑ, вӗсем валли Хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартма пуҫланӑ Ҫӳлхуҫана чунтан тав туса, мухтаса вӗсем шӑматкуна уявланӑ. 28. Шӑматкун хыҫҫӑн, туртса илнӗ тупӑшран аманнисем валли, тӑлӑх арӑмсем тата тӑлӑх ачасем валли пай хӑварса, ыттине хӑйсемпе хӑйсенӗн ачисем хушшинче уйӑрнӑ. 29. Ҫак ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем халӑхпа пухӑнса кӗлтунӑ, ырӑ кӑмӑллӑ Ҫӳлхуҫана Хӑйӗн чурисемпе йӑлтах килӗштерме йӑлӑннӑ. 30. Вара Тимофейпа Вакхид вӗсем ҫине пӗрле тапӑнсассӑн, кусем вӗсенӗн ҫирӗм пин ытла ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ та ҫӳллӗ керемсене ҫӑмӑллӑнах ярса илнӗ; пухса илнӗ питех те пысӑк тупӑша хӑйсем хушшинче, аманнисем, тӑлӑх ачасем, тӑлӑх арӑмсем тата аслӑ ҫынсем хушшинче пӗр тан пайласа валеҫнӗ. 31. Тӑшман хыҫҫӑн пуҫтарса илнӗ пӗтӗм кӑрала меллӗ вырӑна тӗплӗн купаласа хунӑ, ытти тупӑшне Иерусалима илсе килнӗ. 32. Тимофей ҫарӗн ҫулпуҫне те, ҫав тери йӗркесӗр те усал ҫынна, иудейсене сахал мар инкек кӳнӗскере, вӗлернӗ. 33. Кайран, тӑван ҫӗр ҫинчи ҫӗнтерӗве савӑнӑҫлӑн уявланӑ май, вӗсем Каллисфена тата сӑваплӑ хапхана вут тивертсе ҫунтарнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫурта тарса пытаннӑ хӑш-пӗр ҫынна ҫунтарса янӑ; ҫапла кусене хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн тивӗҫлипех тавӑрнӑ. 34. Усалран та усал Никанора вара, иудейсене туянма пиншер купса илсе килнӗскере, 35. Турӑ пулӑшнипе, хӑй нимӗн вырӑнне те хуманнисемех намӑса хӑварнӑ, капӑр тумтирне хывса пӑрахса, таркӑн чура пек курӑнса, вӑл пӗчченех шалти ҫӗрсем урлӑ Антиохие ҫитнӗ, ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн питех те хытӑ пӑшӑрханнӑ. 36. Рим ҫыннисене тӳлемелли хырҫӑна Иерусалимра тыткӑна илнисене сутса саплаштарма пулнӑ ҫын ӗнтӗ «иудейсене Турӑ хӳтӗлет, вӗсем ҫавна пула тӗрӗс-тӗкел юлаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ хунӑ саккунсене пӑхӑнаҫҫӗ» тесе пӗлтернӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех