Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Мак 9

Пай: Библи –> Маккавейсен пӗрремӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:34

Пуплевӗш: 63; Сӑмах: 1278

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Никанор вӑрҫӑра ҫарӗ-мӗнӗпех тӗп пулни ҫинчен илтсессӗн, Димитрий ӗнтӗ Вакхидпа Алкима иккӗмӗш хут Иудея ҫӗрне янӑ, вӗсене сылтӑм енче тӑракан ҫар ушкӑнне те панӑ. 2. Вӗсем вара Галгал ҫулӗпе кайса Арвилӑри Месалоф хули патӗнче тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ, хулине ярса илсе темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ. 3. Ҫӗр аллӑ иккӗмӗш ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче вӗсем Иерусалим патӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ; 4. анчах часах тапраннӑ та Верея хули патнелле кайнӑ, вӗсенӗн ҫирӗм пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, икӗ пин ҫынлӑ утлӑ ҫар пулнӑ. 5. Иуда вара Елеаса хули патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, унӑн ҫарӗнче суйласа илнӗ виҫӗ пин ҫын пулнӑ. 6. Анчах лешӗсен ҫарӗ калама ҫук йышлӑн тӑнине курсассӑн, вӗсем питех те хӑраса ӳкнӗ, вара нумайӑшӗ ун тапӑрӗнчен пӑрахса тарнӑ, пӗр сакӑрҫӗр ҫынран ытла та юлман. 7. Ҫарӗ тарса пӗтнӗ пулин те, пурпӗрех вӑрҫӑ вӑрҫмаллине пӗлсе, Иуда пӑшӑрханса ӳкнӗ: ҫӗнӗрен ҫар пухма унӑн вӑхӑт та пулман. 8. Ҫавӑнта юлнӑ ҫыннисене вӑл кулянса каланӑ: тӑрар та хамӑр тӑшмансем ҫине каяр; вӗсемпе ҫапӑҫма, тен, вӑй ҫитерӗпӗр, тенӗ. 9. Ҫыннисем унпа килӗшмен, вӗсем: «эпир вӑй ҫитереймӗпӗр, пирӗн халӗ хамӑрӑн ҫӑлӑнмалла, кайран вара хамӑр тӑванӑмӑрсемпе таврӑнӑпӑр та вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑпӑр, халӗ эпир сахаллӑн» тенӗ. 10. Анчах Иуда каланӑ: ҫук, тӑшмансенчен тарасси манран ан пултӑр вӑл; пирӗншӗн вилӗм сехечӗ ҫитрӗ пулсассӑн та, хамӑр тӑванӑмӑрсемшӗн паттӑррӑн вилер, ырӑ ятӑмӑра хамӑр хыҫҫӑн сӑмах тивмелле тӑвар мар, тенӗ. 11. Тӑшман ҫарӗ тапӑртан тапранса тухнӑ та вӗсене хирӗҫ пырса тӑнӑ; утлӑ ҫарӗ икӗ ушкӑна уйӑрӑлнӑ, ҫар умӗнчен чулравҫӑсемпе ухӑҫӑсем, вӑйлӑ та хастар ҫар ҫыннисем пынӑ. 12. Вакхид хӑй сылтӑм енче пынӑ, ҫар ҫапла, трупа кӑшкӑртса, икӗ енчен хӗссе ҫывӑхарнӑ. 13. Иудӑпа пӗрле тӑракансем те трупа кӑшкӑртса янӑ, ҫарсен шавӗ-кӑшкӑрашӑвӗпе ҫӗр чӗтренсе кайнӑ, иртен пуҫласа мӗн каҫчен хӗрӳ ҫапӑҫу пынӑ. 14. Вакхидпа унӑн чи вӑйлӑ ушкӑнӗ сылтӑм енче иккенне курсассӑн, Иуда патне мӗнпур хӑюллӑ ҫынни пухӑнса пынӑ, 15. вӗсем тӑшмансен сылтӑм енчи ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене Азот тӑвӗ патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ. 16. Сулахай енче ҫапӑҫакансем вара сылтӑм енчисене ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, ҫаврӑнса, Иудӑпа унӑн ҫыннисене хыҫалтан хӑвалама тытӑннӑ. 17. Ҫапӑҫӑвӗ хаяр пулнӑ, пӗрисем те, тепӗрисем те питӗ нумай пӗтнӗ, 18. Иуда та пуҫ хунӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ. 19. Ионафанпа Симон ӗнтӗ хӑйсен пӗртӑванне Иудӑна Модин хулине илсе кайса унта ашшӗсенӗн тупӑклӑхне пытарнӑ. 20. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ уншӑн хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши хуйхӑрса ҫӳренӗ, 21. «ҫав тӗрлӗ вӑйлӑ ҫын, Израиле хӑтаракан, епле ӳксе вилчӗ-ши?» тесе куҫҫулӗ тӑкнӑ. 22. Иудӑн ытти ӗҫӗпе ҫапӑҫӑвне, вӑл тунӑ паттӑрла ӗҫсене, унӑн аслӑлӑхне ҫырса кӑтартман, мӗншӗн тесессӗн вӑл тунӑ ӗҫ питӗ нумай пулнӑ.

23. Иуда вилнӗ хыҫҫӑн Израиль ҫӗрӗнче пур ҫӗрте те саккуна хирӗҫле ҫынсем тухса тулнӑ, пур тӗрлӗ тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакансем ҫӗкленнӗ. 24. Ҫав вӑхӑтра тата питӗ вӑйлӑ выҫлӑх пулнӑ та, ҫӗршыв ҫав ҫынсем хыҫҫӑн кайнӑ. 25. Вакхид йӗркесӗр усал ҫынсене суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем туса лартнӑ. 26. Ҫавсем вара Иуда майлӑ ҫынсене йӗрлесе ҫӳренӗ, шыра-шыра тупса Вакхид патне тыта-тыта пынӑ, лешӗ вӗсене усаллӑн тавӑрнӑ, мӑшкӑл кӑтартса пӗтернӗ. 27. Израиль ҫӗрӗнче ҫакӑн пек хурлӑхлӑ самана хӑйсем патӗнче пророксем курӑнми пулнӑранпа та пулман. 28. Ҫавӑн чухне Иуда тусӗсем пурте пухӑннӑ та Ионафана каланӑ: 29. санӑн Иуда пиччӳ вилнӗренпе пирӗн халӑха курайман тӑшмансене хирӗҫ, Вакхида хирӗҫ тӑма пултаракан ҫын ҫук ӗнтӗ. 30. Халӗ ӗнтӗ хамӑрӑн пуҫлӑх, ҫулпуҫ пулма, вӑрҫа ертсе ҫӳреме Иуда вырӑнне эпир сана суйларӑмӑр, тенӗ. 31. Вара Ионафан ҫавӑн чухне ертсе пырас ӗҫе йышӑннӑ, хӑйӗн Иуда пиччӗшӗ вырӑнне тӑнӑ. 32. Вакхид ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ те ӑна вӗлерме май шыранӑ. 33. Кун ҫинчен Ионафанпа унӑн Симон пиччӗшӗ пӗлнӗ, вара хӑйсем майлӑ ҫынсемпе Фекое пушхирне тарса кайнӑ та Асфар кӳлли хӗррине тапӑрӑн вырӑнаҫнӑ. 34. Вакхид, ҫакӑн ҫинчен шӑматкун пӗлсе, хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе Иордан леш енне каҫса кайнӑ. 35. Ионафан хӑйӗн пӗртӑванне, халӑх ушкӑнне ертсе пыраканскере, хӑйсен набатей тусӗсем патне янӑ: вӑл сыхлӑх ятне темӗн чухлех янтӑласа хунӑ япалисене вӗсем патне хуртарасшӑн пулнӑ. 36. Анчах Мидава хулинчен Иамври ывӑлӗсем тухнӑ та Иоана ярса тытнӑ, унӑн мӗн пуррине те туртса илнӗ, вара пурне те пӗрле илсе кайнӑ. 37. Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Ионафанпа унӑн Симон пиччӗшне каланӑ: Иамври ывӑлӗсем питӗ вӑйлӑ туй тӑваҫҫӗ, ҫураҫнӑ хӗре, пӗр ятлӑ-сумлӑ ханаан улпучӗн хӗрне, Надаваф хулинчен питӗ чаплӑн ӑсатаҫҫӗ, тенӗ. 38. Ҫакна илтсессӗн, вӗсем хӑйсен тӑванне Иоана аса илсе пӗр сӑрт хӳттине кайса пытаннӑ. 39. Унччен те пулман, курах кайнӑ: темӗн тӗрлӗ сӗрлешсе-кӑшкӑрашса туй ҫывӑхарать, темӗн чухлӗ хӗр тупри тиенӗ; хӗрне хирӗҫ кӗрӳ каччӑ туй каччисемпе, тӑванӗсемпе тӳнкӗр ҫапса, кӗвӗ каласа килет, хӑйсем кӑралпа авӑрланнӑ. 40. Ӗнтӗ Ионафанпа унӑн ҫыннисем пытанса тӑнӑ ҫӗртен сиксе тухнӑ та вӗсене тапӑннӑ, нумайӑшне пӗтерсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем сӑрт ҫине тарса кайнӑ; Ионафан ҫыннисем вара вӗсен мӗнпур пурлӑхне пуҫтарса илнӗ. 41. Туй савӑнӑҫӗ вырӑнне вара хурлӑх ҫитнӗ, кӗвӗ вырӑнне кӑшкӑрса макӑрни илтӗнсе тӑнӑ. 42. Хӑйсен тӑванӗн юнӗшӗн вӗсем ҫапла тавӑрнӑ, вара Иордан хӗрринчи шурлӑхлӑ вырӑна таврӑннӑ. 43. Вакхид ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те пӗр шӑматкун пысӑк ҫарпалан Иордан хӗррине ҫитнӗ. 44. Ионафан хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: тӑрар та — хамӑр пурӑнӑҫшӑн ҫапӑҫар: паянхи кун пирӗншӗн ӗнерхи те, виҫӗмкунхи те мар. 45. Пирӗн умра та, хыҫра та — тӑшман, ку енче те, леш енче те — Иордан шывӗ, йӗри-тавра — шурлӑх та вӑрман, ниҫта пӑрӑнма та ҫук. 46. Ҫапла ӗнтӗ, тӑшман аллинчен хӑтӑлса юлас тесессӗн, халӗ Турра тархаслӑр, тенӗ. 47. Вара ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Ионафан Вакхида тӗп тӑвас тесе аллине тӑснӑ, анчах лешӗ каялла чакса ӗлкӗрнӗ. 48. Ионафан хӑйӗн ҫыннисемпе Иордан шывне сикнӗ те тепӗр ҫыран хӗррине ишсе каҫнӑ, лешӗсем вара вӗсем хыҫҫӑн Иордан урлӑ каҫман. 49. Ҫав кун Вакхидӑн пин ҫын таран пӗтнӗ. 50. Вӑл Иерусалима таврӑннӑ та Иудея ҫӗрӗнче тӗреклӗ хуласем туса-юсаса лартнӑ: Иерихонра керем тутарнӑ, Еммаум, Вефорон, Вефиль, Фарафон, Фамнафа, Тефон хулисем туса лартса вӗсене ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, хапхисене сӑлӑп ярса питӗрмелле тунӑ, 51. ҫав хуласенче — Израиле сӑтӑр туса тӑма — хурал тӑратнӑ. 52. Тата вӑл Вефсурӑпа Газара хулисене тӗреклетсе унта керем тутарнӑ, ҫав хуласенче вӑл ҫар, ҫарӗ валли апат-ҫимӗҫ хӑварнӑ, 53. Израиль ҫулпуҫӗсен ывӑлӗсене саклата илнӗ, вӗсене Иерусалим керемне хупса хурал аллине панӑ.

54. Ҫӗр аллӑ виҫҫӗмӗш ҫулта, иккӗмӗш уйӑхра, Алким ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн шалти картиш хӳмине ишсе антарма, пророксем тунӑ ӗҫе аркатса тӑкма хушнӑ, аркатма тытӑннӑ та. 55. Анчах шӑпах ҫав вӑхӑтра Алкима шалкӑм ҫапса пӑрахнӑ та, унӑн тума пикеннӗ ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ; унӑн ҫӑварӗ хупӑннӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, урӑх вӑл пӗр сӑмах чӗнме те, хӑйӗн килне халалласа хӑварма та пултарайман. 56. Вара Алким ҫав вӑхӑтрах питӗ асапланса вилсе кайнӑ. 57. Алким вилнине пӗлсессӗн, Вакхид ӗнтӗ патша патне таврӑннӑ; Иудея ҫӗрӗ вара икӗ ҫул хушши тӑнӑҫлӑ тӑнӑ. 58. Ҫавӑн чухне саккуна уяманнисем канашласа ҫапла калаҫнӑ: акӑ Ионафанпа унӑн ҫыннисем канлӗхре питӗ шанчӑклӑ пурӑнаҫҫӗ; атьӑр Вакхида чӗнсе килер, вӑл вӗсене пурне те пӗр каҫрах ярса тытӗ, тенӗ. 59. Кайнӑ та ҫавӑн пек канаш панӑ ӑна. 60. Вӑл вара йышлӑ ҫар пухса кайма шухӑшланӑ, хӑйӗн Иудейӑра пурӑнакан тусӗсем патне, вӗсем Ионафанпа унӑн ҫыннисене ярса илччӗр тесе, вӑрттӑн ҫырусем янӑ, анчах кусем ҫак ӗҫе тӑвайман, мӗншӗн тесессӗн Ионафан ҫыннисем вӗсем мӗн шухӑш тытнине пӗлсе ӗлкӗрнӗ. 61. Вӗсем ҫав усал ӗҫе тума шухӑш тытнӑскерсене хӑйсене — ҫав ҫӗр ҫыннисене — пӗр аллӑ ҫын тытса вӗлернӗ. 62. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ионафанпа Симон хӑйсен юлташӗсемпе пушхирти Вефваси хулине тухса кайнӑ, унта аркатнӑ ҫурт-йӗре юсанӑ, хулине тӗреклӗлетнӗ. 63. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Вакхид хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнчи тусӗсене те систерсе, 64. Вефваси хулине пырса ҫавӑрса илнӗ, ӑна хирӗҫ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хула хӳмине ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартнӑ. 65. Ионафан, хулара хӑйӗн Симон пиччӗшне хӑварса, пӗчӗк кӑна йышпа хула тулашне тухнӑ, 66. вӑл Одоаарринпа унӑн тӑванӗсене тата Фасирон ывӑлӗсене хӑйсен чатӑрӗсенчех пӗтерсе тӑкнӑ та хулана тапӑнакансене вирлӗн пырса ҫапнӑ. 67. Вара Симонпа унӑн юлташӗсем те, хуларан тухса, хӳмене ҫӗмӗрекен сӑпрайсене ҫунтарса янӑ, 68. Вакхида хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна ҫапса аркатнӑ; ҫапла вӗсем ӑна хуйха ӳкернӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗмӗчӗ, ҫар пухса вӑрҫа тухни пӗтӗмпе харама кайнӑ. 69. Вӑл хӑйне ҫак ҫӗршыва килме канаш панӑ йӗркесӗр ҫынсене ҫав тӗрлӗ ҫилленсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсене нумайӑшне вӗлерттернӗ, вара каялла хӑй ҫӗрне таврӑнма шухӑш тытнӑ. 70. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Ионафан ун патне — килӗшӳ тӑвас тата вӑл тыткӑна илнисене каялла патӑр тесе — аслӑ ҫынсене янӑ. 71. Вакхид, ҫакӑнпа килӗшсе, Ионафан каланӑ пек тунӑ, ӑна хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те текех нимӗнле усал тумасса тупа тунӑ, 72. ӗлӗк хӑй Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнисене ӑна каялла панӑ, вара хӑйӗн ҫӗрне таврӑннӑ, ӗнтӗ вӗсен ҫӗрне урӑх нихӑҫан та пыман. 73. Вара Израильре хӗҫ лӑпланнӑ, Ионафан Махмас хулине кайса вырӑнаҫнӑ; Ионафан халӑх тӳри пулса тӑнӑ, Израиль халӑхӗ хушшинчи усал ҫынсене пӗтернӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех