Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа

Автор: Пурнӑҫ ҫулӗпе

Ҫӑлкуҫ: «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Хушнӑ: 2019.05.20 12:26

Пуплевӗш: 34; Сӑмах: 406

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Ҫар

Миҫемӗш хут ӗнтӗ ҫӗр ҫинче чечекленекен тата хӗвелпе йӑл ҫиҫекен май уйӑхне тулли кӑмӑлпа кӗтсе илетпӗр. Ҫак уйӑхри майӑн 9-мӗшӗ вара ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫыншӑн чи хакли тата мухтавли. 1945 ҫулта Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа темиҫе вун-вун ҫул иртсен те ҫак кун пӗтӗм халӑх мӑнаҫлӑхӗн тата Астӑвӑм кунӗ пулса юлать. Ҫакӑн пек пулнӑ та, пулать те.

Паян ачасем те, аслисем те чи пӗлтерӗшлӗ уявран тӑрса юлас мар тесе ир кӳлӗмех район администрацийӗн ҫурчӗ умне пухӑнчӗҫ. Яланхиллех парада ҫар тумӗллӗ шкул ачисем пуҫлаҫҫӗ. Районти вӗренӳ учрежденийӗсенчен килнӗ «Зарница» тата «Орленок» командисем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑрса тухаҫҫӗ. Вӗсенчен Чӑваш Сурӑмӗнчи вӑтам шкулти «Юнарми» юхӑм тата кадет класӗсем те юлмаҫҫӗ. Ача сачӗсене ҫӳрекен ҫар тумӗллӗ шӗвӗрккесем те аслӑ аппӑшӗ-пиччӗшне кура кашни утӑмах ҫирӗппӗн тӑваҫҫӗ. Чӑн-чӑн салтаксем тейӗн вӗсене. Афганистанта интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланисем те ытти чухнехи пекех йышлӑн.

Вӗсем хыҫҫӑн вара «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнакан шкул ачисемпе тӗрлӗ ӑрурисем. Тӳрех палӑртам, юлашки ҫулсенче ҫак акцие хутшӑнакансен шучӗ темиҫе хутах ӳсни куҫ кӗрет. Вӑрҫӑ хирӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксен сӑнӗсене йӑтнисем хыҫҫӑн районти предприятисемпе организацисен коллективӗсем. Парада вара Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсене валли ятарлӑ автотранспорт уйӑрнӑ. Паян вӗсем ытла та сахаллӑн-ҫке пирӗнпе юнашар.

Элӗкри Культура керменӗ еннелле утакан ҫынсен юхӑмӗ темӗн вӑрӑмӗшне тӑсӑлчӗ. Малтисем тӗп лапама ҫитсе вырнаҫма ӗлкӗрчӗҫ пулин те, кайрисем район администрацийӗн ҫурчӗ умӗнчен те тапранса тухманччӗ. Митингра утакансем вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвве шӑрантарса, кӑмӑлӗсене ҫӗклерӗҫ.

Ку хутӗнче те Элӗкри культура ӗҫченӗсем театрализациленӗ пуян представлени хатӗрленӗ. Кӑҫал ӑна салтак вӑрҫӑ хирӗнчен ҫырнӑ виҫ кӗтеслӗ ҫырупа ҫыхӑнтарнӑ.

Ветерансене тата пухӑннисене район ертӳҫисем Эдикт Волковпа Александр Куликов, Чӑваш Республикин Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Потребсоюз Правленийӗн председателӗ Валерий Павлов саламларӗҫ.

- Хисеплӗ ветерансем! Эсир йывӑр тӗрӗслев витӗр тухнӑ, вилӗмпе тата ҫулӑмпа куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ, тӑшмансен пусмӑрӗнчен этемлӗхе сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та эпир сирӗн умӑрта нихӑҫан татма ҫук пысӑк парӑмра. Тайма пуҫ Сире! Ҫирӗп сывлӑх, ҫывӑх ҫыннӑрсен чун ӑшшине туйса нумай-нумай ҫул пурӑнӑр! - саламларӗ Александр Николаевич ветерансене.

Ун хыҫҫӑн кӗҫӗн классенче вӗренекенсем ветерансемпе тыл ӗҫченӗсене чӗрӗ чечексемпе хӑйсем хатӗрленӗ открыткӑсене пачӗҫ, паянхи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн тав турӗҫ.

Уява хутшӑнакансем майӗпен Элӗкри культурӑпа кану паркне, ҫӗршыва ирӗке кӑларнӑ салтака халалласа лартнӑ палӑк патне куҫрӗҫ. Кунта та шкул ачисем вӑрҫӑ хаярлӑхне палӑртакан, паянхи тӑнӑҫлӑхшӑн салтаксене тав туса сӑвӑсем вуларӗҫ, юрӑ шӑрантарчӗҫ. Вӑрҫӑ хирӗсенче выртса юлнӑ салтаксене асӑнса пӗр самант шӑп тӑчӗҫ, 74 шурӑ хӑмпӑ тӳпене вӗҫтерчӗҫ. Унтан районти кашни предприяти Ҫӗнтерӳҫӗ салтаксем ячӗпе палӑк умне чӗрӗ чечексем, кӑшӑлсем хучӗҫ.

Кӑмӑл пуррисем салтак пӑттине те тутанса курма пултарчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех