Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килместчӗ (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырӑ вырма тухас умӗн районтан каяс килместчӗ, анчах ним тума та ҫук, лайӑх пурнӑҫа пула районтан тухса каймастӑп ӗнтӗ.

И не хотелось бы перед уборкой отлучаться из района, но ничего не поделаешь, не от сладкой жизни приходится ехать.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑш чухне пирӗн пурнӑҫ ҫинчен ҫапла калаҫас-тавлашас килместчӗ те, эпир улӑх тӑрӑх инҫете, юханшыв леш енне, шыв тулнӑ вӑхӑтра кӗрсе юлнӑ нумай-нумай вӗтӗ пулӑ вылякан пӗчӗк кӳлӗсем пур ҫӗре каяттӑмӑр.

Иногда нам не хотелось философствовать, и мы шли далеко в луга, за реку, где были маленькие озера, изобиловавшие мелкой рыбой, зашедшей в них во время половодья.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Коновалов «эпӗ — урӑх йышши» тенипе килӗшмеллех пулатчӗ, анчах манӑн ҫакӑнпа килӗшес килместчӗ.

Приходилось заключить, что Коновалов действительно — особая статья, но я не хотел этого.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Катьӑна доктор пӳлӗмӗнче хӑварас килместчӗ манӑн, ҫитменнине ҫав пӳлӗм докторӑн та марччӗ-ха, пӗр вилнӗ командирӑнччӗ.

Мне не хотелось, чтобы Катя оставалась в комнате доктора, тем более что это была комната даже и не доктора, а одного погибшего командира.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Питӗ кирлӗччӗ вӑл мана, ӑна куриччен ман вилессӗм те килместчӗ!

Он был мне так нужен, что, кажется, не стоило и умирать, прежде чем я не увижу его!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хама мӗнле амантнине калас килместчӗ манӑн, вӑл вара каласа парасшӑнахчӗ.

Мне не хотелось рассказывать, как я был ранен, а ему хотелось,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каяс та килместчӗ манӑн, сире курасшӑнах ӗмӗтленсе тӑраттӑм.

Мне не хотелось уезжать: я рассчитывал встретиться с вами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑш-макӑш каяссам килместчӗ!

Ужас как не хотелось идти!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах интеллигентлӑ илемлӗ хӗрсене, киркасемпе тӗттӗм хӗрлӗ тӑмлӑ чул пек хытӑ тӑпрана ватнӑ чух искусство тени асне те килместчӗ пулас, ун ҫинчен сӑмах-юмах кӗрсен те — театрти чи юлашки премьера ҫинчен калаҫсан та, Р. художникӑн «Сильва» сценине сӑнласа ӳкерме кирлех те пулманни ҫинчен калаҫсан та, ҫав пуҫран кайми асаплӑ вӑрҫӑ ҫинех сӑмах пырса тухатчӗ, ун ҫинчен манма та ҫукчӗ ҫав.

Но, очевидно, не до искусства было этим красивым, интеллигентным девушкам, дробившим кирками твёрдую, как камень, тёмно-красную глину, и даже когда заходил разговор о чём-нибудь в этом роде — о последней театральной премьере или о том, что художнику Р. не следовало браться за оформление «Сильвы», — за всем этим мучительно неотвратимо стояла война, о которой забыть было невозможно.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урамсене те шӑлса тасатрӗҫ, Выборгски енче сарӑ хӗвел ҫаврашки чылай ҫӳле хӑпарнӑччӗ, ҫав каҫпа мӗнле уйрӑлас килместчӗ пулин те, вӑл ҫаплах иртсе пычӗ — Саня вара ҫинчех Петьӑпа телефонпа калаҫма шут тытрӗ.

Уже дворники подметали улицы и большой жёлтый круг солнца стоял довольно высоко над Выборгской стороной, и как нам ни жалко было расставаться с этой ночью, а она уходила, — когда Саня вдруг решил, что нужно немедленно позвонить Пете.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ах, епле ярас килместчӗ ӑна манӑн!

Ох, как мне не хотелось, чтобы он уезжал!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир хамӑр ҫеҫ юлтӑмӑр: Эх, епле ман Саньӑна ярас килместчӗ те вӗт!

Мы остались одни: Ох, как мне не хотелось, чтобы Саня уезжал!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, эпӗ ҫынна вӗҫме вӗрентме пултарнӑ, анчах та ҫав вӑхӑтрах манӑн ӑна пӗрре те вӑрҫас-ятлас килместчӗ.

Конечно, я мог научить человека летать, и при этом у меня не было ни малейшего желания ежеминутно ругать его.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Энскра чухне, Гаер Кули хамӑр килте хуҫа пулса тӑрсан, пире йӑмӑкӑмпа иксӗмӗре ӑна «атте» тесе чӗнме хушсан, манӑн хамӑн та киле таврӑнас килместчӗ.

В Энске мне не хотелось возвращаться домой, когда Гаер Кулий стал у нас полным хозяином и мы с сестрой должны были называть его «папа».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та манӑн хамӑн авиаци ҫинчен «ҫӗнӗ йӑпанчӑк» тесе калаҫтарас килместчӗ.

а мне не хотелось, чтобы о моей авиации говорили: «Новое увлечение».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл утнине, вӑл харлаттарса ҫывӑрнине, унӑн ҫӳҫӗсене, хӑй кашни ир тасатакан аттисене те курас килместчӗ манӑн.

Мне противны были его походка, его храп, его волосы, даже его сапоги, которые с мрачной энергией он сам чистил каждое утро.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, эпӗ ӑна дуэльре ҫапӑҫма чӗнмерӗм, мӗншӗн тесен унӑн хайӗн чӗнмеллеччӗ; ҫитменнине ҫыхланас та килместчӗ

Я, разумеется, его не вызвал, потому что это было его дело; да не хотел и связываться…

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑшӑмра эпӗ вӗсене «сывӑ юлӑр», тетӗп: уйрӑлас килместчӗ ман вӗсенчен.

Я с ними мысленно прощался: мне стало их жалко…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эпир ӑна лӑплантарма пуҫларӑмӑр, лекарь сана темле пулсан та сыватма пулчӗ, тетпӗр; вӑл пуҫне сулчӗ те стена ҫумнелле ҫаврӑнса выртрӗ, вилесси килместчӗ ҫав унӑн!..

Мы начали ее утешать, говорили, что лекарь обещал ее вылечить непременно; она покачала головой и отвернулась к стене: ей не хотелось умирать!..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кам кӑна килместчӗ, ӑна пурте мухтатчӗҫ, никам та хурламан.

Бывало, кто ни проедет, всякий похвалит, никто не осудит.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех