Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нумай халӑх пуҫтарӑнакан залра, ҫутӑ паркет ҫинче, ҫуртасем ялкӑшнӑ ҫӗрте вӑл турӑ вырӑнӗнче пулатчӗ, хӑйне юратакансем ун умӗнче пӗр чӗнмесӗр чӗркуҫленсе тӑратчӗҫ; анчах та вӑл пурнӑҫа пӗтерекен усал вӑй аллине ҫакланнӑ, ку вӑй вара ӑна кула-кула тамӑк тӗпне пӑрахнӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Яланах пӗрле ҫӳрекен ремесленниксем чӗркуҫҫийӗсем ҫине фибр хура чӑматан кӑларса хучӗҫ те хӗрсе кайса домино ҫапма тытӑнчӗҫ, вулама юратакансем ҫутӑ патне ҫывӑхарах майлашса ларчӗҫ; хӑш-пӗрисем карҫинккисене уҫнӑ та, вакунра тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ шӑрши кӗрет.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Сирӗн, паллах, ют садсем тӑрӑх ҫӳреме юратакансем ҫук ӗнтӗ? — уҫҫӑнах кулчӗ Пробатов.— А у вас, безусловно, любителей лазить но чужим садам нету? — открыто насмехался Пробатов.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Фронтовиксем, ахӑлтатса кулса, пӗр-пӗрне айӑкӗсенчен тӗрте-тӗрте илчӗҫ; шӳтлеме юратакансем йӗплесе канаш пачӗҫ:Фронтовики открыто гоготали, брались за бока, щедрые на шутку отмачивали:
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӗлӗк ӑна юратакансем, Сергейпе Виктор, халӗ иккӗшӗ те Иринӑна юратни Соньӑна йӗрсе ярас патнех ҫитернӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Техникӑна ҫапла юратакансем Усть-Невинскинче те пулнӑ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӗнӗ хыпарсене пӗлме юратакансем те майӗпен саланчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑн куҫӗсем ҫав тери хаяррӑн та харсӑррӑн ялтӑртатса илчӗҫ те, кулма юратакансем те каялла чакрӗҫ.Глаза у Володи сверкнули такой решительной яростью, что самые насмешливые невольно отступили.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Спектакле халӑха усӑ кӑтартас ӗмӗтпе выляҫҫӗ, унта выляма юратакансем кӑна.— Спектакль дается с благотворительной целью, играют любители.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗлӗк апла марччӗ: пӗрне-пӗри юратакансем пӗрлешсен, юрату илемӗ часах ҫухалатчӗ.Прежде было не так: когда соединялись любящие, быстро исчезала поэзия любви.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах халлӗхе пӗтӗм хула валли Итали опери ҫук чухне хӑшпӗр питӗ ҫине тӑракан меломансем ҫеҫ мӗнле те пулин концертсем курса савӑнма пултараҫҫӗ, «Вилӗ чунсен» иккӗмӗш пайне пӗтӗм халӑх валли пичетлесе кӑлариччен хӑшпӗрисем, Гоголе уйрӑмах юратакансем анчах, хӑйсен вӑйне шеллемесӗр, кашни хӑй валли, ӑна алӑпа ҫырса илсе хатӗрленӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӗр вӑл — пурне те йышӑнмасть, ӑна хӑйне юратакансем кирлӗ, уншӑн тӑрӑшакансем, чӑн-чӑн ӑстаҫӑсем… — Захар куҫне аллапипе хупласа пӗлӗтелле пӑхрӗ.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫыру, кирек мӗнле юрату ҫырӑвӗ пекех, пысӑк пулчӗ: пӗр-пӗрне юратакансем ҫав тери пакӑлти.Письмо вышло длинно, как все любовные письма: любовники страх как болтливы.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта чӑваш чӗлхине, культурипе йӑли-йӗркине, аваллӑхне юратакансем, учительсемпе культура ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе юрӑҫсем, кашни ҫулах «Чунҫӳреве» хутшӑнса чӑвашсен мӑн аслашшӗсем тахҫан пурӑннӑ вырӑнсене кайса ҫӳрекенсем хутшӑнчӗҫ.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
Ҫак калаҫу ҫаврӑнӑшӗсем мана ҫийӗнчех карчӑк ку тӑрӑха чӑннипех те урӑх ҫӗртен килсе ҫакланнине ӗнентерчӗҫ; кунта, ҫурҫӗр енче ҫӑвар вылятма юратакансем вӗҫкӗнленнӗ пек, сайра хутра тӗл пулакан ҫивӗч сӑмахсемпе пылаккӑн ҫавӑрттарса каланине кӑмӑлламаҫҫӗ те, ӑнланмаҫҫӗ те.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл хӑйӗн тӗлӗнтермелле фигурисене тунӑ хыҫҫӑн, аэродрома таврӑннӑ самантра вара эпир, ҫав ҫын патнелле тирӗнсе ӳкес пекех чупатпӑр, чи аслӑ пилотажа юратакансем, курӑк пекех ешӗлскерсем, кӑшт ҫеҫ тӑват ураланса шумаҫҫӗ вӗт.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнкӑ ту ҫинче павильон туса лартнӑ, ӑна Эол арфи теҫҫӗ, унта ҫутҫанталӑк илемне юратакансем тӑратчӗҫ, вӗсем Эльборус ҫине телескоппа пӑхма хатӗрленеҫҫӗ; ҫавсен хушшинче икӗ гувернер хӑйсем пӑхса ӳстерекен ачасемпе, юхӑнчӑк чирӗнчен чӗрӗлме килнӗскерсемпе, пынӑ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Владимир Николаевич хӑйӗн кашни ҫырӑвӗнчех ӑна хӑйӗн арӑмӗ пулма ӳкӗтленӗ, вӑл ӑна вӑрттӑн венчете тӑма, венчет хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт пытанса пурӑнма, кайран вара ашшӗ-амӑшне ӳксе пуҫҫапма сӗннӗ; ун шучӗпе, ҫапла тунӑ хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑшӗсен чӗрисем, юратакансем хӑйсен ӗҫне нимӗн пӑркаланмасӑр паттӑрӑн туса пынине кура тата вӗсен телейсӗрлӗхне кура, ҫемҫелмелле пек туйӑннӑ, «Ачамсем! Килӗр ӗнтӗ, эпӗр сире ыталаса пиллер», — тесе калас пек туйӑннӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Юратакансем пӗр-пӗрин хушшинче ҫырусем ҫӳретнӗ, кашни кунах е хыр вӑрманӗнче, е кив часавай патӗнче курнӑҫса тӑнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ку хӗрача часах 19 ҫул тултарать иккен, вӑл Иошек арӑмӗн йӑмӑкӗ, унӑн хушамачӗ Плахова пулнӑ, — ку вара ӑна питех те килӗшмен, — пурнӑҫра вӑл нимрен те ытларах юратакансем лартакан спектакльсенче выляма юратнӑ.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953