Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫил-тӑман

Автор: Ҫт. Ухантей

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хушнӑ: 2019.08.13 18:15

Пуплевӗш: 295; Сӑмах: 3812

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тумхах тӑрӑх утсем чупаҫ,
Тарӑн юра аштарса.

Ав, катара пӗр чиркӳ
Пӗччен ларать курӑнса.

…………………………………….

Йӗри-тавра ҫил-тӑман.

Лап-лап ҫӑвать шурӑ юр.

Ҫунат ҫапса пӗр ҫӑхан
Ҫуна тавра явӑнать;
Темле хуйха пӗлтерет?

Ҫӗмрен евӗрлӗ утсем,
Ҫилхисене вӗҫтерсе,
Пӑхаҫ тӗттӗм инҫете.

Жуковский

1811-мӗш ҫулӑн вӗҫӗнче, эпӗр манми тапхӑрта, хӑйӗн Ненарадово ятлӑ именинче пӗр ырӑ кӑмӑллӑ Гаврила Гаврилович Р… пурӑннӑ. Унӑн кӑмӑлӗ ҫинчен тата вӑл хӑналама юратни ҫинчен мӗн пур таврана чап сарӑлнӑ; кӳрши-аршисем ун патне час-часах ӗҫме-ҫиме, унӑн арӑмӗпе пилӗкшер пус хурса бостонла выляма, тата хӑшӗ-пӗрисем вӗсен тӳрӗ шӑмшаклӑ та шурӑ питлӗ вун ҫичӗ ҫулхи хӗрне — Мария Гавриловнӑна курма ҫӳренӗ. Мария Гавриловна пуян хӗр шутӗнче тӑнӑ, ҫавӑнпа та ӑна нумайӑшӗ качча илесшӗн пулнӑ, е хӑйсен ывӑлӗсене илсе пама ӗмӗтленнӗ.

Мария Гавриловна француз чӗлхипе ҫырнӑ романсем вуласа ҫитӗнсе ӳснӗ, ҫавсене вуласах вӑл пӗр ҫынна юратса пӑрахнӑ. Унӑн суйласа илнӗ ҫынни ҫарти чухӑн прапорщик пулнӑ. Вӑл хӑйӗн ялӗнче отпускра пурӑннӑ. Паллах ӗнтӗ, ку ҫамрӑк ҫыннӑнне те чӗрине вут хыпнӑ. Анчах унӑн савнин ашшӗ-амӑшӗ, вӗсен хушшинчи туртӑма сиссен, хӗрне ун ҫинчен шухӑшлама та чарнӑ, хӑйне ӑна пӗр-пӗр отставкӑна тухнӑ заседателрен те япӑхрах йышӑннӑ.

Юратакансем пӗр-пӗрин хушшинче ҫырусем ҫӳретнӗ, кашни кунах е хыр вӑрманӗнче, е кив часавай патӗнче курнӑҫса тӑнӑ. Унта вӗсем пӗр-пӗрне ӗмӗрех юратма тупа тунӑ, хӑйсен телейсӗрлӗхӗ пирки ӳпкелешнӗ, тата малашнехи ҫинчен тӗрлӗрен шухӑш каркаланӑ. Ҫавӑн пек ҫыру ҫыркаласа тата калаҫкаласа, вӗсем ҫапла шухӑш туртса кӑларнӑ (ӑна кӗтмеллех пулнӑ ӗнтӗ): эпӗр пӗр-пӗринсӗр сывлама пултараймастпӑр пулсан, пирӗн ырлӑха хаяр атте-анне ирӗкӗ чӑрмантарать пулсан, пирӗн ҫав ирӗке пӑхӑнмасан та юрамӗ-ши? — тенӗ. Паллах, ку шухӑш малтан ҫамрӑк ҫын пуҫне пырса кӗнӗ, унтан Мария Гавриловнӑн романтикла ӑс-пуҫне те килӗшсе кайнӑ.

Хӗл ҫитнӗ, хӗле кӗрсен вӗсен пӗр-пӗринпе курнӑҫасси те чарӑннӑ; анчах ҫырусем тӑтӑшрах ҫӳреме пуҫланӑ. Владимир Николаевич хӑйӗн кашни ҫырӑвӗнчех ӑна хӑйӗн арӑмӗ пулма ӳкӗтленӗ, вӑл ӑна вӑрттӑн венчете тӑма, венчет хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт пытанса пурӑнма, кайран вара ашшӗ-амӑшне ӳксе пуҫҫапма сӗннӗ; ун шучӗпе, ҫапла тунӑ хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑшӗсен чӗрисем, юратакансем хӑйсен ӗҫне нимӗн пӑркаланмасӑр паттӑрӑн туса пынине кура тата вӗсен телейсӗрлӗхне кура, ҫемҫелмелле пек туйӑннӑ, «Ачамсем! Килӗр ӗнтӗ, эпӗр сире ыталаса пиллер», — тесе калас пек туйӑннӑ.

Мария Гавриловна чылайччен иккӗленсе тӑнӑ; тармалли плансемпе нумайӑшӗпе килӗшмен. Юлашкинчен ҫапах та килӗшнӗ: сӑмах хунӑ кун унӑн каҫхи апат тума тухмалла мар, пуҫ ыратать тесе, хӑйӗн пӳлӗмӗнчех лармалла пулнӑ. Ӑна пӑхса пулӑшса тӑракан хӗр унпа пӗр каварлӑ пулнӑ; вӗсен иккӗшӗн те хыҫалти крыльцаран сада тухмалла пулнӑ, сад хыҫӗнче хатӗр тӑракан ҫунана тупса ун ҫине лармалла та, Ненарадоворан пилӗк ҫухрӑмри Жадрино ялне кайса, тӳрех чиркӗве пымалла пулнӑ. Унта вӗсене Владимир кӗтсе тӑма сӑмах панӑ.

Ыран тухса каяс тенӗ чух Мария Гавриловна ҫӗрӗпех ҫывӑрман; вӑл хӑйпе илсе каймалли япаласене хатӗрленӗ, кӗпи-йӗмӗсене чӗркесе ҫыхнӑ; хӑйӗн ҫемҫе чӗреллӗ, хӗрхенчӗклӗ тантӑш хӗр-тусӗ патне пысӑк ҫыру ҫырса хатӗрленӗ, тата ашшӗпе амӑшӗ патне те ҫыру ҫырнӑ. Вӑл вӗсемпе чи чӗрене пырса перӗнекен сӑмахсемпе сывпуллашнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ирӗкӗнчен тухнине ытла хытӑ юратнӑ пирки пулчӗ тенӗ; юлашкинчен вӑл: малашнехи пурӑнӑҫра чи телейлӗ самант — вӑл манӑн хаклӑ атте-аннем мана хӑйсене ӳксе пуҫҫапма ирӗк панӑ кун пулӗ тесе шутлӑп, тесе пӗлтернӗ. Унтан икӗ ҫыруне те икӗ ҫунакан чӗре кӗлетки ӳкернӗ тата ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырнӑ тульски пичет пусса, ҫутӑлас умӗн ҫеҫ вырӑн ҫине выртса тӗлӗрсе кайнӑ; анчах кунта та ӑна ҫӳҫентерекен шухӑшсем канӑҫ паман, вӗсем ӑна минутсерен тенӗ пекех ыйӑхран вӑрата-вӑрата аптӑратнӑ. Ӑна тӗлӗкре темӗн те курӑннӑ: акӑ вӑл венчете кайма тухнӑ, ҫуна ҫине ларас тесе тӑрать, анчах шӑп ҫав вӑхӑтра унӑн ашшӗ ӑна тытса чарать, юр тӑрӑх хӑвӑрттӑн сӗтӗрсе пырса, тӗттӗм тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахать… Вӑл ҫав шӑтӑка калама ҫук хӑвӑрт вӗҫет, хӑвӑрт ӳкнипе унӑн чӗри те тапма чарӑннӑ пек туйӑнать; е тата вӑл Владимире курать, Владимир юнланнӑ, шурса кайнӑ, курӑк ҫинче тӑсӑлса выртать. Вӑл вилес патне ҫитнӗ, вилес умӗн хӑлхана ҫуракан сасӑпа венчет тутарма васкама йӑлӑнать… Маша куҫ умӗпе тата урӑх ирсӗр, нимӗн тӗлсӗр курӑнусем те ирте-ирте пынӑ. Юлашкинчен вӑл вырӑн ҫинчен тӑнӑ, унӑн пичӗ ахаль чухнехинчен те ытларах шурӑхса кайнӑ, пуҫӗ чӑнласах та ыратнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ унӑн канӑҫ ҫуккине сиснӗ, вӗсен ачаш шараҫланӑвӗ тата вӗҫӗмсӗрех: мӗн пулчӗ сана, Маша? Чирлемен-и эсӗ, Маша? — тенисем унӑн чӗрине ҫурнӑ. Вӑл вӗсене лӑплантарма тӑрӑшнӑ, савӑнӑҫлӑ пек курӑнасшӑн пулнӑ, анчах пултарайман. Каҫ пулса ҫитнӗ. Хӑйсен кил-йышӗ хушшинче юлашки кун пурӑнатӑп тесе шухӑшлани унӑн чӗрине тем пекех хӗссе тӑнӑ. Вӑл аран-аран ҫеҫ сывланӑ; хӑй ӑшӗнче хӑйӗн таврашӗнчи пур ҫынсемпе, япаласемпе сывпуллашнӑ. Акӑ ун умне каҫхи апат пырса лартнӑ; унӑн чӗри тата хытӑрах тапма пуҫланӑ. Вӑл чӗтрекен сасӑпа ҫиес килменни ҫинчен пӗлтернӗ те ашшӗ-амӑшне ыр каҫ суннӑ. Лешсем ӑна чуптуса яланхи пекех пилленӗ: вӑл кӑштах йӗрсе яман. Хӑй пӳлемне кӗрсен, вӑл кресло ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ та, куҫӗсенчен куҫҫуль шӑпӑртатсах юха пуҫланӑ. Хӗрача ӑна лӑпланса ҫирӗпленме сӗннӗ. Ӗнтӗ тухса кайма пурте хатӗр пулса ҫитнӗ. Тепӗр ҫур сехетрен Машӑн ашшӗ-амӑшӗн кил-ҫуртне, хӑйӗн пӳлӗмне тата лӑпкӑ иртнӗ хӗр пурӑнӑҫне ӗмӗрлӗхех пӑрахса хӑвармалла… Тулта ҫил-тӑман вӗҫтернӗ, ҫил уланӑ, чӳрече хупписем чӗтренсе шӑлт-шалт тунӑ: пурте ӑна ырӑ мар пуласса пӗлтернӗн туйӑннӑ. Часах килте пурте шӑпланса ыйӑха кайнӑ. Маша ҫӑм тутӑр пӗркеннӗ те ҫине ӑшӑ капот тӑхӑнса янӑ. Аллине хӑйӗн шкатулкине илнӗ, унтан хыҫалти крыльцапа тулалла тухнӑ. Унӑн служанки ун хыҫӗнчен икӗ тутӑрпа чӗркесе ҫыхнӑ япалисене йӑтса пынӑ. Вӗсем сада тухнӑ. Тӑман ҫаплипех вӗҫтернӗ, ҫил хирӗҫле вӗрнӗ, вӑл усал ӗҫ тӑвакан ҫамрӑк хӗре чарма пӑхнӑнах туйӑннӑ. Вӗсем аран-аран сад вӗҫне утса ҫитнӗ. Ҫул ҫинче вӗсене ҫуна кӗтсе тӑнӑ. Шӑннӑ лашасем вырӑнта тӑрасшӑн пулман; Владимирӗн кучерӗ вӗсен умӗнче уткаласа ҫӳресе вӗсене чарса тӑнӑ. Хӗре вӑл ҫуна ҫине ларма, чӗркенӗ япаласемпе шкатулкине хума пулӑшнӑ та тилхепине ярса тытнӑ, лашасем ҫил пек хускалса кайнӑ. Халӗ ӗнтӗ эпӗр те хӗрӗн пурӑнӑҫӗпе телейне Терешка кучӗрӑн аллине хӑварар та, хамӑрӑн хӗре юратакан ҫамрӑк каччӑ патне каяр.

Владимир яра куна кунӗпех тӗрлӗ ҫӗре ҫӳресе ирттернӗ. Ирхине вӑл Жадринӑри пачӑшкӑ патӗнче пулнӑ; унпа аран-аран калаҫса татӑлнӑ; унтан вӑл кӳршӗри помещиксем хушшине свидетельсем шырама кайнӑ. Малтанах вӑл отставкӑна тухнӑ хӗрӗх ҫулхи Дравин корнет патне кӗрсе тухнӑ, лешӗ хавас тусах килӗшнӗ. Ку ӗҫ мана ӗлӗкхи вӑхӑтсене тата ӗлӗксенче гусарсем хӑтланнисене аса илтерет, тесе ӗнентернӗ. Вӑл Владимире апатланма ӳкӗтлесе хӑварнӑ, хӑйсӗр пуҫне тата икӗ свидетель тупасси нимех те мар, тесе ӗнентернӗ. Чӑнах та апат ҫинӗ хыҫҫӑнах вӗсем патне мӑйӑхлӑ тата шпорлӑ мишавай Шмитпа, капитан-исправник ывӑлӗ, вун ултӑ ҫулхи, хальтерех ҫеҫ улана кӗнӗ ҫамрӑк ача пырса кӗнӗ. Вӗсем Владимир ыйтнине йышӑнма кӑна мар, уншӑн хӑйсен пурӑнӑҫне те пама хатӗр тесе тупа тунӑ. Владимир вӗсене савӑнса ыталанӑ та венчете хатӗрленме киле тухса кайнӑ.

Ӗнтӗ тӗттӗм те пула пуҫланӑ. Владимир хӑйӗн шанчӑклӑ Терешкине, тӗплӗн ӑнлантарса, Некарадовона тройка кӳлтерсе янӑ. Хӑй пӗчӗк ҫунана пӗр лаша кӳлтерсе кучерсӑрах Жадринӑна кайнӑ. Икӗ сехетрен унта Мария Гавриловна та ҫитмелле пулнӑ. Ҫулӗ халиччен ҫӳренӗскер пулнӑ, каяссине те ҫирӗм минут ҫеҫ каймалла пулнӑ.

Анчах Владимир укӑлчаран хире тухсанах, вӑйлӑ ҫил тапраннӑ та, куҫа уҫса пӑхайми тӑман тухса кайнӑ. Ҫула пӗр самантрах шӑлса лартнӑ; таврана сарӑрах пӑтранчӑк тӗттӗм карса илнӗ. Тӗттӗмре шурӑ юр вӗҫни ҫеҫ курӑнса тӑнӑ; пӗлӗтпе ҫӗре пӗр-пӗринчен уйӑрса илме май ҫук пулса тӑнӑ. Владимир хирте аташса ҫӳренӗ, унӑн ҫул ҫине каялла тухма тӑрӑшни те ахалех пулнӑ; лаши ӑҫта килнӗ унта яра-яра пуснӑ, час-часах вӑл е кӗрт ҫине ашса кӗнӗ, е шӑтӑк-путӑка ана-ана кайнӑ. Ҫуни те минутсеренех тенӗ пек аяккинчен айккине йӑванса пынӑ. Владимир пуринчен ытла хӑй каймалли енне ҫухатас мар тесе тӑрӑшнӑ. Ӑна хӑй тухнӑранпа ҫур сехет те ытла иртнӗ пек туйӑннӑ, анчах вӑл Жадрино ращине те ҫитеймен-ха. Тата пӗр вунӑ минута яхӑн иртнӗ; раща ҫаплах курӑнман. Владимир тарӑн ҫырмасемлӗ хирпе пынӑ. Тӑман чарӑнман, пӗлӗт уҫӑлман. Лаши ывӑна пуҫланӑ, хӑй ҫинчен те тар шыв пекех юхнӑ, час-часах вӑл пилӗк таран юр ӑшне кӗре-кӗре ӳксе пынӑ пулсан та, тарӗ юхма чарӑнман.

Юлашкинчен вӑл хӑй кирлӗ еннелле каймаллине сиссе илнӗ. Лашине чарнӑ та шухӑшлама, аса илме тытӑннӑ, хӑйӗн сылтӑмарах тытмалла пулнине тавҫӑрса илнӗ. Вӑл сылтӑмалла уттарнӑ. Лаши аран ҫеҫ утнӑ. Ӗнтӗ ҫул ҫине тухнӑранпа сехет ытла иртнӗ. Жадрино инҫех пулма кирлӗ мар. Владимир пӗрмаях малалла пынӑ, анчах темӗн чухлӗ кайсан та, хирӗн вӗҫӗ-хӗрри курӑнман. Пур ҫӗрте те кӗрт те ҫырма; ҫуна тӳне-тӳне каять, Владимир ӑна тӳнмессерен ҫӗклесе тӑратать. Вӑхӑт малаллах шунӑ: Владимир пӑшӑрханма пуҫланӑ.

Юлашкинчен ӑна катара темӗнле хура япала курӑнса кайнӑ. Владимир лашине унталла пӑрнӑ та, ӑна раща курӑнса кайнӑ. Спаҫипӑ турра, халӗ ӗнтӗ инҫе мар, тесе шухӑшланӑ вӑл. Ҫул ҫине тухасса шанса, вӑл раща хӗррипе кайнӑ. Раща тавра ҫаврӑнса Жадрино ялне тухасса та шаннӑ вӑл, мӗншӗн тесен Жадрино раща хыҫӗнчех пулнӑ. Часах вӑл ҫул ҫине тухнӑ та хӗллехи ҫаралнӑ йывӑҫсен сӗмне кӗрсе кайнӑ. Кунта ҫил тулама пултарайман; ҫулӗ яка пулнӑ, лаша вара ҫӑмӑллӑнах ута пуҫланӑ, Владимир лӑпланнӑ.

Анчах вӑл темӗн чухлӗ кайсан та, Жадрино ҫапах курӑнман; ращин те вӗҫӗ-хӗрри курӑнман. Владимир хӑй пӗлмен вӑрмана килсе кӗнине сиснӗ, шартах сиксе ӳкнӗ. Унӑн мӗн пур шанчӑкӗ пӗтсе ларнӑ. Вӑл лашине ҫапнӑ; мӗскӗн выльӑх малтан юртӑпа кайнӑ, анчах часах ывӑнса ҫитнӗ, чӗрӗк сехетрен мӗскӗн Владимир мӗн чухлӗ хӑваланӑ пулсан та, утӑпа анчах кая пуҫланӑ.

Печӗккӗн-пӗчӗккӗн йывӑҫсем сайрала пуҫланӑ, Владимир вӑрмантан тухнӑ; Жадрино кунта та курӑнман. Вӑхӑт ҫурҫӗр патнелле те ҫитнӗ пулмалла. Ун куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса аннӑ; вӑл хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗр малалла уттарнӑ. Ҫанталӑк лӑпланнӑ, пӗлӗтсем саланнӑ, ун умӗнче хутлам-хутлам шур кӗҫҫе сарнӑ пек тӳрем ҫӗр сарӑлса выртнӑ. Ҫӗрлехи ҫанталӑк чылаях уҫӑлса ҫитнӗ. Ҫывӑхра тӑват-пилӗк ҫуртлӑ ял курӑнса кайнӑ. Владимир унталла уттарнӑ. Хӗрринчи пӳрт патне ҫитсенех, вӑл ҫуна ҫинчен сиксе аннӑ та, чӳрече патне чупса пырса, шаккама тытӑннӑ. Кӑшт тӑрсан йывӑҫ чӳрече хуппи ҫӗкленнӗ, шалтан пӗр старик хӑйӗн кӑвак сухалне кӑларса тӑратнӑ. «Сана мӗн кирлӗ?»  — «Жадрино инҫе-и?»  — «Жадринӑ инҫе-и теместӗн-и?» — тесе ыйтнӑ. — «Вара, вара, инҫе-и?» — тенӗ Владимир. — «Инҫе мар, вунӑ ҫухрӑм ҫеҫ пулӗ», — тенӗ старик. Ку ответа илтсен, Владимир хӑйне вӗлерме суд тунӑ ҫын пек хытса кайса, хӑй ҫӳҫне хӑй ҫатӑрласа илнӗ.

— Ӑҫтисем эсӗ? — тесе ыйтнӑ унтан старик. Владимирӗн сывлӑшӗ ыйтусем ҫине ответ пама та ҫаврӑнман.

— Жадринӑна ҫитме лашасем тупса параймӑн-и эс мана, старик? — тесе ыйтнӑ вӑл.

— Мӗн лаши пултӑр пирӗн? — тенӗ мужик.

— Ӑсатса яма та пулин ҫын тупӑнмӗ-ши? Эпӗ ӑна мӗн чухлӗ ыйтнӑ таран тӳлӗттӗм, — тенӗ Владимир.

— Чим-ха, эпӗ сан пата ывӑла кӑларам, вӑл сана ӑсатса ярӗ, — тенӗ старик, чӳрече хуппине антарса лартса. Владимир тулта кӗтсе тӑнӑ. Анчах минут та иртеймен, вӑл каллех шаккама тытӑннӑ. Чӳрече хуппи ҫекленнӗ те, сухал каллех курӑнса: «Мӗн кирлӗ сана?» — тесе ыйтнӑ.

— Мӗнле, санӑн ывӑлу тухать-и? — тенӗ Владимир.

— Халех тухать, ура сырать. Е шӑнтӑн-и эсӗ? Кӗр ӑшӑнма, — тенӗ старик.

— Тавтапуҫ, ывӑлна часрах кӑлар, — тенӗ Владимир.

Хапха чӗриклетсе илнӗ; хапхаран каччӑ тухнӑ; ун аллинче чукмар пулнӑ. Вӗсем ялтан тухса кайнӑ. Каччӑ юр кӗрчӗсем айне пулнӑ ҫула шыраса тӗлӗ-тӗлӗпе ҫул кунта тесе кӑтартса пынӑ, тепӗр тӗлте хӑй те шыраса супнӑ.

— Миҫе сехет? — тесе ыйтнӑ унтан Владимир.

— Часах ҫутӑлать ӗнтӗ, — тенӗ ӑна ҫамрӑк мужик. Владимир ӗнтӗ калаҫма та пӑрахнӑ.

Вӗсем Жадрина ҫитсе кӗнӗ ҫӗре автансем шарлаттарса авӑтнӑ, тул ҫутӑлса ҫитнӗ, чиркӳ питӗрӗнчӗк пулнӑ. Владимир хӑйле ертсе килнӗ качча укҫа тӳленӗ те пачӑшкӑ картишне кайнӑ. Картишӗнче унӑн тройки пулман.

Мӗнле хыпар-хӑнар кӗтнӗ-ши ӑна кунта?

Халӗ эпӗр Ненарадовори ырӑ помещиксем патне таврӑнар та вӗсем патӗнче ӗҫ мӗнле пынине курар.

Нимех те мар.

Стариксем ирхине вӑраннӑ та гостинӑя тухнӑ; Гаврила Гаврилович колпакпа тата байкӑ курткӑпа, Прасковия Петровна мамӑк хурса ҫӗлетнӗ шлафрокпа. Сӗтел ҫине сӑмавар пырса лартнӑ. Гаврила Гаврилович Мария Гавриловна сывлӑхӗ ҫинчен тата вӑл мӗнле ҫывӑрни ҫинчен хӗрачана пӗлсе килме хушнӑ. Хӗрача, таврӑнса, 6арышня ҫӗрле япӑх ҫывӑрнӑ, анчах халь пӑртак самайланнӑ, халех гостинӑя килет, тесе пӗлтернӗ. Чӑнах та, алӑк уҫӑлнӑ та, Мария Гавриловна ашшӗпе амӑшӗ патне пырса сывлӑх суннӑ.

— Пуҫу мӗнле, Маша, ыратмасть-и? — тесе ыйтнӑ Гаврила Гаврилович.

— Халӗ питех ыратмасть, атте, — тесе ответленӗ Маша.

— Сана, Маша, ӗнер сӗрӗм тиврӗ пулӗ? — тенӗ Прасковия Петровна.

— Пулӗ те, анне, — тенӗ Маша.

Кун чиперех иртнӗ, анчах ҫӗрле Маша чирлесе ӳкнӗ. Хулана лекӗр патне янӑ. Лекӗр килнӗ тӗле, каҫ енне кайсан, Мария Гавриловна аташса выртнӑ. Ӑна питӗ вӑйлӑ тар чирӗ килсе лекнӗ. Ҫавӑнтан вара вӑл, шеремет, икӗ эрне хушши вилес пек выртнӑ.

Вӑл тарма шухӑш тытни ҫинчен килте никам та пӗлмен. Тарма шухӑшланӑ умӗн ҫырнӑ ҫырӑвӗсене вӑл ҫунтарса янӑ пулнӑ; унӑн горничнӑйӗ, улпутсем ҫилленесрен шикленсе, никама нимӗн шарламан. Пачӑшкӑ та, отставкӑри корнет та, мӑйӑхлӑ мишавай та, тата ҫамрӑк улан та сӑмаха питех вакламан, вӗсен хӑйсене ҫапла тытмалла пулнӑ. Кучер Терешка нихӑҫан та, ӳсӗр чухне те пулин, нимӗн те ытлашши калаҫман. Ҫапла вара ку вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен, пилӗк-ултӑ ҫын пӗлнӗ пулсан та, урӑх ниҫта та сӑмах сарӑлман. Анчах та Мария Гавриловна, хӑй вӗҫӗмсӗр аташса выртнӑ чух, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗ ҫинчен текех пакӑлтатнӑ. Анчах та унӑн сӑмахӗсем нимӗнле сӑлтавпа та ҫыхӑнса пыман, ҫавӑнпа унӑн патӗнчен пӗр утӑм пӑрӑнман амӑшӗ унӑн херӗ Владимир Николайевича вилес пекех юратать, унӑн хальхи чирӗ те ҫав юрату пиркиех пулчӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. Вӑл хӑйӗн упӑшкипе тата хӑшпӗр кӳрӗшӗсемпе канашласа пӑхнӑ та, вара пурте: Мария Гавриловнӑна хӑйне ҫапла турӑ ҫырнӑ пулӗ, ҫырнинчен ут утланса та тараймӑн, чухӑнлӑх пӑсӑклӑх мар, арлӑ-арӑмлӑ пулса пуянлӑхпа мар, ҫыннипе пурӑнмалла, тата ҫавӑн пек урӑх та калаҫса, пӗр кавара килнӗ. Ҫапла вӑл, эпӗр хамӑрӑн ӗҫсене тӗрӗсе кӑларма хамӑртан тивӗҫлӗ сӑлтавсем питех тупса кӑларма пултараймастпӑр пулсан, ун пек чухне пире пурӑнма вӗрентекен ваттисен сӑмахӗсем питӗ те усӑллӑ пулаҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах барышня сывалас енне кая пуҫланӑ. Владимир Гаврила Гаврилович килне ҫӳреме тахҫанах пӑрахнӑ. Ӑна ҫав килте хӑйне ӗлӗкхи пекех йышӑнни хӑратса пӑрахнӑ. Кунтисем, ун патне ҫын ярса, ӑна кӗтмен ҫинчен телей пӳрни ҫинчен, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене мӑшӑрлантарма килӗшни ҫинчен пӗлтерме шут тытнӑ. Анчах хӑйсем чӗнсе янӑ ҫырӑва хирӗҫ лешӗнчен нимӗн ӑссӑр ҫырнӑ ҫыру илсессӗн, Ненарадовӑри помещиксем тем пекех тӗлӗнсе кайнӑ. Владимир вӗсене, манӑн урасем нихӑҫан та сирӗн ҫурта пырса пусас ҫук, манӑн ӗнтӗ мӗн пур шанчӑк та вилсе выртасси анчах юлчӗ, мана, мӗскӗне, эсӗр текех асра ан тытӑр, тесе пӗлтернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе кунтанах Владимир ҫара кайни ҫинчен хыпар ҫитнӗ. Ку 1812-мӗш ҫулта пулнӑ.

Сывалса пыракан Машӑна ун ҫинчен чылайччен пӗлтермесӗр тӑнӑ. Вӑл хӑй те Владимир ҫинчен пӗртте асӑнман. Темиҫе уйӑхран ҫеҫ, ун ятне Бородино патӗнче йывӑр аманнӑ тата палӑрнӑ ҫынсен шутӗнче курнӑ хыҫҫӑн, вӑл ӑнсӑр пулса кайнӑ та, килтисем ӑна, тар чирӗ ҫӗнӗрен килсе ураран ан ӳкертӗр тесе, хӑраса ӳкнӗ. Ҫапах та, турра шӗкӗр, ӑнсӑр пулнӑ хыҫҫӑн ӑна нимӗнех те пулман.

Тепӗр инкек пулса тӑнӑ унӑн: Гаврила Гаврилович, хӑйӗн мӗн пур пурлӑхне ӑна пиллесе хӑварса, вилсе выртнӑ. Анчах Машӑн хуйхине пурлӑх пусарма пултарайман; вӑл мӗскӗн Прасковия Петровнӑран, хӑйӗн чӗререн хуйхӑракан амӑшӗнчен, нихӑҫан та уйрӑлмастӑп тесе тупа тунӑ, вара иккӗшӗ те хуйхӑ ҫинчен аса илтерекен Ненарадовӑран тухса … поместйине пурӑнма куҫнӑ.

Хитре те пуян хӗр тавра кунта та каччӑсем ҫаврӑна пуҫланӑ, анчах Маша никама та пӗчӗк шанчӑк та пулин паман. Хутран-ситрен амӑшӗ ӑна хӑй валли юлташ суйлама сӗнсе сӑмах тапраткаланӑ. Мария Гавриловна ун пек чухне пуҫне сулланӑ та шухӑша кайса ларнӑ. Владимир ӗнтӗ ҫуках, вӑл французсем Мускава кӗриччен пӗр кун малтан вилнӗ. Ун ҫинчен Маша ниепле те манма пултарайман; ӑна аса илтерекен мӗн пур япалана пурне те сыхласа усранӑ, сӑмахран: вӑл вуланӑ кӗнекесене, вӑл тунӑ тӗрлӗ картинӑсене, вӑл ун валли ҫырнӑ сӑвӑсене. Кӳршӗ-аршӑсем, ҫаксем ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсе ҫитсе, вӑл хӑй юратнӑ ҫынна халь те манманнинчен хытӑ тӗлӗннӗ, вӗсем, никам тӗкӗнмен Артемидӑн хуйхӑллӑ шанчӑкне хӑйне парӑнтарса савӑнакан кам пулӗ-ши тесе, кӗтнӗ.

Вӑрҫӑ чаплӑн пӗтнӗ, пирӗн полксем ют патшалӑх ҫӗрӗсенчен таврӑна пуҫланӑ. Халӑх вӗсене хирӗҫ чупнӑ. Музыка ҫӗнтерӳ юррисем вылянӑ: Vive Henri-Quatre, тироль вальсӗсем, Жоконда арийӗсене. Похода ҫул ҫитнӗ-ҫитмен кайнӑ офицерсем вӑрҫӑ хирӗсенче ҫитӗнсе хӗрессем ҫака-ҫака таврӑннӑ. Салтаксем хӑйсем хушшинче савӑнӑҫлӑн калаҫнӑ, калаҫнӑ хушӑра хӑйсем час-часах нимӗҫ е француз сӑмахӗсем перкелесе янӑ. Манми вӑхӑт! Чаппа савӑнӑҫ вӑхӑчӗ! Тем тӗрлӗ хытӑ тапнӑ вырӑс чӗри ун чухне, патшалӑх тенӗ сӑмаха илтнӗ май. Тем тӗрлӗ тутлӑ пулнӑ малтан курнӑҫнӑ чухне ӳкнӗ куҫҫулӗсем! Епле эпӗр ун чухне, пӗр сӑмаха килсе, халӑхӑн мухтавлӑхӗпе патшана юратнӑ кӑмӑлсене пӗтӗҫтертӗмӗр! Патшашӑн хӑйшӗн тата епле вӑхӑт пулнӑ! Хӗрарӑмсем, вырӑс хӗрарӑмӗсем, вӑл вӑхӑтра ытарайми пулнӑ. Ахаль чухнехи сивлӗклӗх таҫта кайса ҫухалнӑ. Ҫӗнтерекенсене хирӗҫ тухса илсе: «урра!» кӑшкӑрнӑ чухне вӗсем чӑнах та калама ҫук савӑннӑ.

Сывлӑша чепчиксем те ывӑтнӑ.

Ун чухнехи офицерсемшӗн хӑйсене панӑ чи лайӑх, чи хаклӑ парне хӗрарӑм парни пулнине кам пытарма пултарӗ-ши?..

Ҫакӑ калама ҫук чаплӑ вӑхӑтра Мария Гавриловна хӑйӗн амӑшӗпе *** кӗпӗрнинче пурӑннӑ, вӑл икӗ столица та ҫарсем таврӑннине мӗнле уявланине курман. Анчах уессемпе ялсенче ҫав вӑхӑтра тата та вӑйлӑрах савӑнӑҫ пулнӑ-и, тен. Ку вырӑнсене пӗр-пӗр офицер пырас пулсан, унта уншӑн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулнӑ, офицер пур ҫинче пӗр-пӗр фрак тӑхӑннӑ ҫын мӗнле те пулин хӗре юратать пулсан, ку ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ вара ытах та начар пулнӑ.

Паҫӑрах каларӑмӑр, Мария Гавриловна сивлек пулнӑ пулин те, ун тавра малтанхи пекех ӑна арӑм тума ӗмӗтленекенсем нумай явӑҫнӑ. Анчах та ун керменне суранланнӑ кӑкӑрӗ ҫине георгиевски хӗрес лентине ҫӗленӗскер, хӗрсем каланӑ тӑрӑх, интереслӗ шупка сӑнлӑ гусар полковник Бурмин пырса кӗрсен, пурин те пӑрӑнмалла пулса тӑнӑ. Бурмин ҫирӗм ултӑ ҫулсенче пулнӑ. Вӑл Мария Гавриловна ялӗпе юнашар ларакан хӑйӗн поместйӗсене отпуска килнӗ. Мария Гавриловна ун ҫине ыттисенчен уйрӑмрах пӑхнӑ. Вӑл пур чухне Мария Гавриловна, шухӑша кайма пӑрахса, хӑйне чӗрӗрех тытнӑ. Вӑл ӑна хӑй енне ҫавӑрма тӑрӑшнӑ тесе калама сӑлтав пулман; анчах вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине курса, поэт: Se amor non è, che dunque? тесе каланӑ пулӗччӗ. Бурмин чӑнах та питӗ кӑмӑллӑ каччӑ пулнӑ. Вӑл хӑйне хӑй шӑпах хӗрарӑмсене килӗшмелле тыткаланӑ: вӑл тирпейлӗ, сӑнавлӑ, шӑрчах мар, шараҫланмасӑр кулакан ҫын пулнӑ.

Мария Гавриловнӑпа вӑл хӑйне асла хумасӑр ирӗклӗн калаҫнӑ: лешӗ кирек те мӗн калатӑр, кирек те мӗн тума тытӑнтӑр — унӑн чунӗ те, куҫӗсем те ун хыҫҫӑн пынӑ. Вӑл лӑпкӑ та йӑваш ҫын пек туйӑннӑ, анчах та ун ҫинчен ҫӳрен сӑмахсем вӑл ӗлӗксенче хӗрарӑмсем тӗлӗшӗпе питӗ шухӑ пулнӑ тесе ӗнентернӗ. Вӑл сӑмахсем Мария Гавриловнӑна ун ҫинчен лайӑх мар шухӑшлаттарман, вӑл (ҫамрӑк хӗрарӑмсем пурте ҫавӑн пекех ӗнтӗ) ун хӑюлӑхӗпе хӗрӳлӗхне палӑртакан ашкӑнӑвӗсене чӗреренех каҫарнӑ.

Анчах та пуринчен ытла… (унӑн ачаш кӑмӑлӗнчен ытла, унпа кӑмӑллӑ калаҫнинчен ытла, унӑн интереслӗ шупка сӑнӗнчен ытла, алтине чӗркесе ҫыхнинчен ытла) ҫамрӑк гусар юрату ҫинчен сӑмах пуҫламанни ӑна темӗнле нумай шухӑшлаттарнӑ, унӑн пӗлес килнӗлехне йӗкӗлтесе тӑнӑ. Вӑл хӑй ун кӑмӑлне килнине тунма пултарайман; лешӗ те, ӑслӑскер, пурӑнӑҫа чылай пурӑнса курнӑскер, Мария Гавриловна ҫине уйрӑммӑнах шухӑшласа пӑхнине сисмесӗр тӑрайман: апла пулсан, епле-ха вӑл халиччен унӑн ури умне ӳксе, хӑй юратни ҫинчен ҫӑвар уҫса сӑмах тапратмасть? Мӗн пирки тытӑнса тӑрать пулать вӑл? Именсе-и, мӑнкӑмӑлланса-и, е чееленсе-и? Ҫакӑ Мария Гавриловнашӑн ниҫтан ӑс тупса ӑнланма ҫук япала пулнӑ. Вӑл лайӑхрахах шухӑшланӑ та, мӗн пур сӑлтавӗ те вӑл именнӗрен анчах пулса пырать пулӗ тесе, хӑйне хӑй ӗнентернӗ, вара ӑна ытларах кӑмӑл туса, кирлӗ пулсан, ачашласа та хавхалантарас тесе ӑс тытнӑ. Ҫапла вара Мария Гавриловна ӗҫе ниепле кӗтмелле мар татма шут туса хунӑ та, юрату ҫинчен сӑмах пуҫланассине тем пекех кӗте пуҫланӑ. Вӑрттӑн шухӑш, кирек те мӗнле пулсан та, хӗрарӑмӑн чӗрине яланах йывӑр кӳрет.

Мария Гавриловнӑн ӗҫӗсем ӑнӑҫса пыра пуҫланӑ: Бурмин шухӑша кайса ҫӳре пуҫланӑ, унӑн хура куҫӗсем Мария Гаврилӑвна ҫинче ҫав тери хӗрӳ вут-хӗмлӗн чарӑнса тӑра пуҫланӑ, ҫавӑнпа татӑклӑ самант ҫывхарса ҫитнӗнех туйӑннӑ. Кӳршӗ-аршӑсем туй пуласси ҫинчен татӑлнӑ ӗҫ ҫинчен калаҫнӑ пекех калаҫнӑ. Прасковия Петровна та хӑйӗн хӗрӗ юлашкинчен ҫапах та хӑйне тивӗҫлӗ каччӑ тупрӗ тесе савӑннӑ.

Пӗрре, карчӑк гостинӑйра гран-пасьянс салатса ларнӑ чухне, Бурмин кӗнӗ те, кӗрсенех, Мария Гавриловна ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. «Вӑл садра, эсӗр ун патне кайӑр, эпӗ сире кунта кӗтӗп», — тесе пӗлтернӗ карчӑк. Бурмин тухса кайнӑ, вӑл тухсанах карчӑк сӑхсӑхса илнӗ, ӗҫ тен паянах та пулса тӑрӗ-и, тесе шухӑшланӑ.

Бурмин Мария Гавриловнӑна пӗве патӗнче, йӑмра айӗнче тупнӑ. Мария Гавриловна аллинче кӗнеке пулнӑ, хӑй вӑл шурӑ платйӗпе, романри чӑн-чӑн героиня пек пулнӑ. Малтанхи ыйтусем хыҫҫӑн Мария Гавриловна юриех калаҫма пӑрахнӑ. Ҫапла тунипе вӑл иккӗшӗ те нимӗн калама аптӑраса тӑнине тата та вӑйлӑлатса хунӑ, ҫакӑн пек самантра сасартӑк татӑклӑ калаҫу пуҫласа янипе анчах ҫӑлӑнса тухма пулать. Чӑнах та ҫаплах пулса тӑнӑ вара: Бурмин, хӑй нимӗн калама аптӑранине кура, хӑйӗн чӗрине тахҫанах уҫса кӑтартма май шыраттӑм, тесе пӗлтернӗ, халь ӗнтӗ хӑйне кӑшт та пулин итлеме ыйтнӑ. Мария Гавриловна кӗнекине хупнӑ та хӑй итлеме хатӗррине пӗлтерсе пуҫне пӗкнӗ.

— Эпӗ сире юрататӑп, эпӗ сире чунтан юрататӑп, — тенӗ Бурмин (Мария Гавриловна хӗрелсе кайнӑ, пуҫне тата та аяларах уснӑ). — Эпӗ ытарайми йӑлана, сире кашни кун курас-илтес йӑлана пӑхӑнасран сыхланма пултараймарӑм (Мария Гавриловна St-Ргеux малтанхи ҫыруне аса илнӗ). Халӗ ӗнтӗ эпӗ хама ҫапла ҫырнине хирӗҫлеме пултараймастӑп; сире аса илни, сирӗн ытарайми, нимӗнпе танлаштарми сӑнӑр паянтан вара ман пурӑнӑҫӑн асапӗпе савӑнӑҫӗ пулса тӑраҫҫӗ; анчах манӑн сире пӗр йывӑр япала ҫинчен, манӑн пурӑнӑҫри пӗр хӑрушӑ вӑрттӑн пулнӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтерсе, иксӗмӗр хушшӑмӑрта ниепле те сирме май ҫук чӑрмав туса хумалла, — тенӗ.

Мария Гавриловна унӑн сӑмахне пӳлсе:
— Вӑл чӑрмав пирӗн хушшӑмӑрта яланах пулнӑ, эпӗ сирӗн арӑм пулма нихӑҫан та пултарайман… — тенӗ.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп, эсӗр ӗлӗк юратнӑ, анчах эсӗр юратнӑ ҫын вилни тата эсӗр виҫӗ ҫул хушши хуйхӑрса пурӑнни… Ырӑ, ытарайми Мария Гавриловна! Ман юлашки телее те пулин пӗтерме ан тӑрӑшӑр; эсӗр мана телейлӗ ҫын тума килӗшнӗ пулӑттӑр; анчах та… ан чӗнӗр, тархасшӑн ан чӗнӗр. Эсӗр мана асап кӳретӗр. Эпӗ пӗлетӗп, эпӗ сисетӗп, эсӗр ман арӑм пулма пултарнӑ пулӑттӑр, анчах эпӗ телейсӗр чун… эпӗ авланнӑ!

Мария Гавриловна ун ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑ.

— Эпӗ авланнӑ ҫын, — тенӗ малалла Бурмин. — Эпӗ авланни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайрӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ ман арӑм кам иккенне те, вӑл ӑҫта пурӑннине те, хӑҫан та пулин унпа курнӑҫма пултарассине те пӗлместӗп!

— Мӗн тетӗр эсӗр? — тенӗ хыттӑн Мария Гавриловна. — Тӗлӗнмелле-ҫке ку! Малалла калӑр, эпӗ кайран каласа парӑп… Тархасшӑн, малалла калӑр, — тенӗ.

— 1812 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче манӑн Вильнӑна васкаса каймалла пулчӗ, унта пирӗн полк тӑратчӗ, — тенӗ Бурмин. — Ҫул ҫинче, чылай ҫӗрле пулсан, эпӗ пӗр станцӑна ҫитрӗм те ҫавӑнтах малалла кайма лашасем кӳлсе хатӗрлеме хушрӑм, анчах сасартӑк асар-писер тӑман тухрӗ те, смотритель те, ямшӑк та мана тӑман иртиччен кӗтме сӗнчӗҫ. Эпӗ вӗсене итлерӗм, анчах манӑн темӗнле ларас-тӑрас килми пулса ҫитрӗ; такам мана ҫав тери тӗрткеленӗ пек туйӑнса тӑчӗ. Тӑманӗ ҫаплах чарӑнмасть; эпӗ чӑтаймарӑм, каллех лаша кӳлме хушрӑм та, тӑман чи вӑйлӑ вӗҫтернӗ хушӑрах тухса кайрӑм. Ямшӑк ҫырмапа кайма шут тытрӗ, ку пирӗн ҫула виҫӗ ҫухрӑм кӗскетмеллеччӗ. Ҫырма хӗррисене юр тултарса лартнӑ. Эпӗр ҫул ҫине тухмалли вырӑнтан ямшӑк сисмесӗр иртсе кайнӑ мӗн, ҫапла вара эпӗр хамӑр пӗлмен вырӑна пырса тухрӑмӑр. Тӑман лӑпланмасть; эпӗ хӑйҫути куртӑм та унталла кайма хушрӑм. Эпӗр пӗр яла пырса кӗтӗмӗр, йывӑҫ чиркӳре ҫутӑ курӑнать. Чиркӳ алӑкӗ уҫӑ; чиркӳ карти тулашӗнче ҫунасем тӑраҫҫӗ; чиркӳ пӑлтӑрӗнче ҫынсем каллӗ-маллӗ ҫӳреҫҫӗ. «Кунта! кунта!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ мана темиҫен харӑсах. Эпӗ ямшӑка патнерех пыма хушрӑм. «Ай, ҫырлахсамах, мӗн эсӗ капла чӑрманса тӑтӑн?» — терӗ мана такам, — «хӗр ӑнсӑр пулса выртать, пуп нимӗн тума пӗлмест; эпӗр каялла каяс тесе тӑраттӑмӑрччӗ ӗнтӗ, атя часрах», — терӗ. Эпӗ, нимӗн чӗнмесӗрех, ҫуна ҫинчен сиксе антӑм та, пӗр-ик виҫӗ ҫурта ҫутса кӑшт ҫутатнӑ чиркӗве кӗтӗм. Хӗр чиркӳре тӗттӗм кӗтесре ларать; тепӗр хӗр унӑн тӑнлавне сӑтӑркаласа тӑрать. «Турра шӗкӗр, эсӗр аран ҫитсе ӗлкӗртӗр. Барышньӑна кӑштах вӗлермерӗр», — терӗ вӑл. Ватӑ пачӑшкӑ ман пата пычӗ те: «Пуҫлама хушатӑр-и?» — тесе ыйтрӗ. «Пуҫлӑр, пуҫлӑр, пачӑшкӑ», — терӗм эпӗ нимӗн шухӑшламасӑрах. Хӗре ҫӗклесе тӑратрӗҫ. Вӑл мана япӑхах мар пек туйӑнчӗ. Ӑнланмалла мар, каҫармалла мар ӗҫ… Эпӗ унпа юнашар аналой умне пырса тӑтӑм, пачӑшкӑ васкать, хӗре виҫӗ арҫынпа горничнӑя тытса тӑраҫҫӗ, виҫҫӗшӗ те ӑна анчах пӑхаҫҫӗ. Пире венчет турӗҫ. «Чуптӑвӑр», терӗҫ пире. Ман арӑм ман енне шурӑхнӑ питне ҫавӑрчӗ. Анчах ҫавӑнтах: «Ай, вӑл мар! вӑл мар!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ те, ӑнсӑр пулса ӳкрӗ. Свидетельсем ман ҫине тем пек хӑраса пӑхрӗҫ. Эпӗ ҫаврӑнтӑм та, пӗр чӑрмавсӑрах чиркӳрен тухса кӳммене кӗрсе лартӑм, ямшӑка: «Яра пар!» — тесе кӑшкӑртӑм.

Ҫакна илтсенех, Мария Гавриловна кӑшкӑрса янӑ:

— Ах, турӑ! — тенӗ вӑл, — эсӗр халӗ те ҫавӑн хыҫҫӑн сирӗн мӗскӗн арӑмӑра мӗн пулнине пӗлместӗр-и? — тенӗ.

— Пӗлместӗп, — ответленӗ Бурмин, — мана венчет тунӑ ял мӗн ятлине те пӗлместӗп, хӑш станцӑран кайнине те астумастӑп. Ун чухне эпӗ хам ашкӑнса тунӑ айӑп мӗн таран пысӑккине те питех аса илмен, чиркӳрен пӑрӑнсанах ҫывӑрса кайса, тепӗр кун ирхине виҫҫӗмӗш станцӑна ҫитсен тин вӑраннӑ. Хампа пӗрле ун чухне пулнӑ хама пӑхакан ҫын походра вилнӗ. Ҫапла ӗнтӗ манӑн ҫавӑн чухне хам мӑшкӑл кӑтартнӑ ҫынна шыраса тупма нимӗнле шанчӑк та ҫук, вӑл хӗрарӑма эпӗ пысӑк хурлӑх кӑтартрӑм, – тенӗ.

— Турӑҫӑм, турӑҫӑм! Эсӗр пулнӑ пулать апла вӑл ҫын? Е эсӗр мана палласа илейместӗр-и? — тенӗ Мария Гавриловна, унӑн аллинчен ярса тытса.

Бурмин шурса кайнӑ… Унӑн умне чӗркуҫленсе ларнӑ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех