Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Пиллӗкмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хушнӑ: 2020.03.13 21:06

Пуплевӗш: 309; Сӑмах: 2813

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кошевой тухса кайнӑ хыҫҫӑн казаксем пӗр хушӑ шӑпӑрт ларчӗҫ. Хуторта ҫаплах чан сасси чӑнкӑлтатса тӑчӗ, пурт чӳречисем халӗ те вӗттӗн тӑрӑлтатса чӗтреҫҫӗ. Иван Алексеевич чӳречерен пырса пӑхрӗ. Сарай кӳлепинчен ҫӗр ҫине ирхи лӗмсӗркке мӗлке ӳкнӗ. Сывлӑм сыпнӑ кӑтрашка курӑксем тӗссӗр кӑваккӑн чаларса лараҫҫӗ. Ирхи янкӑр тӳпе кантӑк витӗр те вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑн та ҫутӑ сенкеррӗн йӑлтӑртатса курӑнать. Иван Алексеевич тӑрмаланчӑк пуҫне ҫӗрелле усса ларакан Христоня ҫине пӑхса илчӗ:

— Тен, ӗҫ ҫакӑнпах пӗтӗ? Мигулинсем аркатса тӑкнӑ, тен, килсе кӗмӗҫ урӑх…

— Ҫук ӗнтӗ… — Григорий пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе илчӗ. — Пуҫласа ячӗҫ пулсан — ан кӗт чарӑнасса! Мӗнле, каятпӑр-и майдана?

Иван Алексеевич карттусне илме кармашрӗ. — Ҫапах та, пӑнтӑхса каймарӑмӑр-и эпир, атьсемӗр? — ыйтрӗ вӑл иккӗленчӗк шухӑшӗсен вӗҫне-хӗрне тупма тӑрӑшса. — Михаил — вӗрине вӗри те-ха — сӑмаха шухӑшласа калаҫакан йӗкӗт… ӳпкеве хӑварчӗ пире.

Ӑна хирӗҫ нихӑшӗ те чӗнмерӗҫ. Пӳртрен сӑмах шарламасӑр тухса, площадь еннелле ҫул тытрӗҫ.

Йывӑр шухӑшсемпе сӗмленсе пынӑ май Иван Алексеевич пуҫне чиксе утрӗ. Ӑна хӑй сӑмаха тӗрӗс каламанни тата ӗҫе ӑс-тӑн хушнӑ пек туманни тертлентерсе пычӗ. Тӗрӗслӗх Валетпа Кошевой енче пулчӗ: хуҫкаланса тӑмалла марччӗ унӑн, тытмаллаччӗ те каймаллаччӗ. Хӑйне тӳрре кӑларас тесе шухӑшлакан шухӑшсен тӗрекӗ ҫук; тахӑшӗн урӑ ӑспа тӑрӑхлакан сасси, ӑшран йӗкӗлтесе тӑрса, вӗсене ут чӗрнисем кӳлленчӗкри ҫӳхе пӑра ватнӑ пек, тӗпрете-тӗпрете ватать. Иван Алексеевич малтанхи тытӑҫурах большевиксен енне тӑрса каҫас шухӑша ҫеҫ ҫирӗп шутласа хучӗ. Ку унӑн пуҫӗнче майдана кайнӑ чух тӗвӗленсе пиҫрӗ; анчах кун пирки Григорие те, Христоньӑна та шарламарӗ; вӗсене темскер урӑххи канӑҫ паманнине уҫӑмсӑррӑн тавҫӑрса, халӗ вӗсемпе асӑрханарах калаҫма шут турӗ. Виҫҫӗшӗ пӗрле вӗсем Валет сӗнӗвне хирӗҫ тӑчӗҫ, каймарӗҫ хутортан, ҫемйисем ҫине йӑвантарма пӑхрӗҫ, апла пулин те ҫав йӳтӗм иккӗленӳллӗ пулнине, вӑл хӑйсене тӳрре кӑларайманнине туйрӗҫ. Халӗ вӗсем кашни харпӑр хӑй тӗллӗн темле ирсӗр, чыссӑр ӗҫ тунӑ пек, пӗр-пӗрин умӗнче аванмарланса, сӑмах шарламасӑр пычӗҫ. Ҫак ӑша лӗклентерекен чӗмсӗрлӗхе тек тӳсме хал ҫитереймесӗр, Иван Алексеевич, хӑйне те, ыттисене те айӑпа хурса, Маховсен килӗ тӗлӗнче тӳррӗн каласа хучӗ:

— Мӗн ҫылӑха пытарса тӑрас: фронтран большевиксем пулса таврӑнтӑмӑр, халӗ ак тӗмсем хыҫне пытанма тӑрӑшатпӑр! Пирӗн вырӑна кирек кам кайса ҫапӑҫтӑр, пире килте хӗрарӑмсемпе…

— Эпӗ ҫапӑҫнӑ, ыттисем тутанса курччӑр, — аяккалла пӑхса мӑкӑртатрӗ Григорий.

— Мӗн тетӗр-ха… вӗсем хурах пусса ҫӳретчӗр те, пирӗн пулӑшма каяс-и вӗсене? Мӗнле Хӗрлӗ гварди вара вӑл? Хӗрарӑмсене пусмӑрласа ҫӳреҫҫӗ, ҫынсен пурлӑхне ҫаратаҫҫӗ. Кунта урлӑ-пирлӗ пӑхма пӗлес пулать. Суккӑр ҫын вӑл, хайхи, ялан пӗр-пӗр кӗтессе ҫитсе тӑрӑнать.

— Эсӗ ху курнӑ-и ӑна, Христан? — ҫилленсе ыйтрӗ Иван Алексеевич.

— Ҫынсем калаҫҫӗ.

— А-а… ҫынсем…

— Ну, чарӑнӑр! Пире илтмен пулӗ тата.

Майдан казаксен лампасӗсемпе, карттусӗсемпе капӑрланса чӑпарланнӑ; вӗсем хушшинче теплерен ҫеҫ, пӗчӗкҫӗ утравсем пек хуралса, лӗмсӗркке ҫӗлӗксем палӑраҫҫӗ. Площаде пӗтӗм хутор пуҫтарӑннӑ. Хӗрарӑмсем ҫук. Стариксем, фронт ҫулӗсенчи казаксем, ҫамрӑксем пынӑ. Малта, туйисем ҫине тайӑнса, сумлӑ ватӑсем — хисеплӗ судьясем, чиркӳ канашӗн членӗсем, шкул ӗҫне сӑнаса тӑма хушнӑ ҫынсем, ктитор — тӑраҫҫӗ. Григорий, куҫӗсене шутарса пӑхнӑ май, ашшӗн кӗмӗллене пуҫланӑ хура сухалне асӑрхаса илчӗ. Мелехов старик хӑтипе — Мирон Григорьевичпа — юнашар пырса тӑнӑ. Вӗсем умӗнче, чукмар пуҫлӑ туйи ҫине тайӑнса, регалисем ҫакса тултарнӑ кӑвак мундирлӑ Гришака асатте тӑрать. Мелехов хӑйпе юнашар ҫаксем: пан улми пек хӗрлӗ сӑн-питлӗ Авдеич Брех, Матвей Кашулин, Архип Богатырев, казак карттусӗ тӑхӑннӑ Атепин Цаца; унтан ҫурма кӑшӑл пек ҫавракаласа тытнӑ шӑтӑрнак-карта евӗр курӑнса, ытти палла тӑран казаксен пичӗсем каяҫҫӗ: кӗреҫе сухаллӑ Егор Синилин, Такан Яккӑвӗ, Андрей Кашулин, Николай Кошевой, тӑсланкӑ Борщев, Аникушка, Шамильсен Мартынӗ, арман хуҫи Громов, чӑнккамас туналлӑскер, Яков Колобейдин, Меркулов, Федот Бодовсков, Иван Томилин, Епифан Максаев, Захар Королев, Авдеич Брех ывӑлӗ — каҫӑр сӑмсаллӑ лутра казак Антип; пиччӗшне — Петрона — Григорий, майданӑн тепӗр енне каҫнӑ чух, карталанса тӑнӑ казаксен леш енчи ушкӑнӗнче асӑрхарӗ. Кӗпи ҫумне типтерлӗн хӗрлӗ хура георги хӑйӑвӗсем тирсе хунӑ Петро Шамильсен хулсӑр Алешкипе шӑл йӗрсе тӑрать. Унтан кӑшт сулахайра симӗс куҫлӑ Митька Коршунов чӗлӗм чӗртсе тӑрать. Прохорӗ пулӑшать ӑна: пӑру куҫӗ пек йӑваш куҫӗсене чарса хунӑ та, тутисемпе паклаттарса, чикарккине ӗмӗт — вутне лайӑхрах тивертсе ярасшӑн. Хыҫалта ҫамрӑк казаксем тӗркешеҫҫӗ. Халӑх ушкӑнӗ варринче, типме ӗлкӗреймен ҫемҫе ҫӗр ӑшне тӑватӑ урипе те путса кӗнӗ тайкаланчӑк сӗтел хушшинче, хутор ревкомӗн председателӗ Назар ларать; унпа юнашар, аллисемпе сӗтел хӑминчен тытса, кокардӑллӑ симӗс карттус, пакунлӑ куртка, тӑвӑр пӗҫӗллӗ тӗссӗр симӗс галифе тӑхӑннӑ сотник — Григорий палламанскер — тӑрать. Ревком председателӗ ӑна именчӗклӗн темскер калать; сотник кӑштах пӗшкӗнсе тӑнӑ та мӑкӑрӑлчӑк хӑлхине председатель еннелле тытса итлет. Майдан, утарти пек, лӑпкӑ шӑв-шавпа тулнӑ. Казаксем калаҫаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ, анчах кашнин сӑнӗнчех чӑтӑмсӑррӑн пӑлханни сисӗнет. Тахӑшӗ тек кӗтме тӳсӗм ҫитереймерӗ курӑнать, — янӑравлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Пуҫлӑр! Мӗн кӗтмелли пур? Пурте пуҫтарӑннӑ! Офицер кӗлеткипе ирӗклӗн тӳрленсе тӑчӗ; карттусне хывса хучӗ те, кил-йышпа пӗрле сӑмахласа ларнӑ чухнехи пек, кӑмӑллӑ сасӑпа калаҫма пуҫларӗ:

— Хисеплӗ ватӑсем, эсир те, фронтра пӗрле ҫапӑҫнӑ тус-тӑвансем! Илтнӗ-и эсир, Сетраков хуторӗнче мӗн пулса иртнӗ?

— Кам ку? Ӑҫтан? — хулӑнӑн мӗкӗрсе ыйтрӗ Христоня.

— Вешенскисем, Хура ҫыртан, хушамачӗ Солдатовччӗ пулас… — хуравларӗ тахӑшӗ.

— Сетракова, — терӗ малалла сотник, — ҫак кунсенче Хӗрлӗ гварди отрячӗ пырса кӗнӗ-мӗн. Германецсем Украинӑна йышӑнса илнӗ те, Дон ҫинчи Ҫар Облаҫӗ еннелле куҫса пынӑ май, сирпӗтсе кӑларнӑ ӑна чукун ҫул ҫинчен. Отряд хайхискер Мигулин ҫӗрӗ урлӑ кайма тухнӑ. Хутора ҫитсе кӗрсенех казаксен пурлӑхӗ-япалисене ҫаратма, хӗр-арӑмсене пусмӑрлама, кам алла лекнӗ ҫавна арестлеме, унтан татах темскерсем хӑтланма пуҫланӑ. Ҫак ӗҫ таврари хуторсенче паллӑ пулса ҫитсен, казаксем ҫав вӑрӑ-хурахсем ҫине алла хӗҫ-пӑшал тытса тапӑнаҫҫӗ. Отряда ҫурри патне вӗлерсе пӗтернӗ, ҫуррине тыткӑна илнӗ. Мигулинсен аллине паха трофейсем нумай ҫакланнӑ. Мигулинскипе Казански станицӑсем халӗ большевиксен влаҫӗн пусмӑрне хӑйсен ӗнси ҫинчен илсе ывӑтнӑ. Казаксем ватти-вӗттипех лӑпкӑ Дона хӳтӗлеме ҫӗкленнӗ. Вешенскинче ревкома салатса янӑ, станица атаманне суйланӑ, ытти хуторсенче те ҫаплах.

Сотник сӑмахӗ ҫак тӗле ҫитсен, ватӑ казаксем виҫерен тухмасӑр сӗрлесе илчӗҫ.

— Пур ҫӗрте те отрядсем йӗркеленӗ. Вӑрӑ-хурахла тискер ҫарсем станица ҫине килсе тапӑнасран сирӗн те фронтовиксенчен отряд пекки тусан юрамалла. Пирӗн каллех хамӑрӑн ӗлӗкхи йӗркесене тӑвас пулать. Пире хӗрлисен влаҫӗ кирлӗ мар: вӑл халӑха валли ирӗклӗх мар, аскӑнлӑх ҫеҫ кӳрсе тӑрать! Мужиксене хамӑрӑн арӑмӑрсемпе йӑмӑкӑмӑрсенчен мӑшкӑллаттарма, хамӑрӑн православи тӗнӗнчен култарма, хамӑр пурлӑхпала пуянлӑха ҫараттарма ирӗк пама пултараймастпӑр пулӗ эпир… Ҫапла мар-и, хисеплӗ ватӑсем?

Майдан, пӗр ҫӑвартан тенӗ пек, харӑссӑн: «Тӗ-ӗ-ӗрӗс!» — тесе ахлатса ячӗ. Сотник шапирографпа пичетлесе ҫырнӑ чӗнӗве вулама тытӑнчӗ. Председатель, темле кутсене сӗтел ҫинче манса хӑварса, сӗтел хушшинчен тухрӗ. Халӑх шӑпӑрт чӗнмесӗр итлесе тӑрать. Хыҫалта ҫеҫ, ӳрӗк-сӳрӗккӗн фронтовиксем калаҫкаласа илеҫҫӗ.

Григорий офицер вулама тытаннӑ-тытӑнман халӑх ушкӑнӗнчен хӗсӗнсе тухрӗ; килелле ҫул тытнӑ май, васкамасӑр Виссарион аттен пӳрчӗ еннелле утса кайрӗ. Мирон Григорьевич курчӗ ҫакна, курчӗ те Пантелей Прокофьевича кӑлт ҫеҫ айӑкӗнчен тӗртсе илчӗ:

— Кур-ха, кайрӗ сан кӗҫӗнни!

Пантелей Прокофьевич хуранти пӑтӑ пек пӑтранса хӗвӗшекен халӑх ушкӑнӗнчен тӗнкӗлтетсе тухрӗ те тархасланӑ, ҫав хушӑрах тата хӑтӑрнӑ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнчӗ:

— Григорий!

Григорий ун ҫине пӑхмасӑр хӑяккӑн чарӑнса тӑчӗ:

— Таврӑн, ывӑлӑм!

— Ӑҫта пӑрахса каятӑн! Таврӑн! — кӗрлесе кӑйрӗҫ те сасӑсем, ҫынсен пичӗсем шакӑрах Григорий еннелле ҫаврӑнчӗҫ.

— Офицера ҫитнӗ темерӗн!

— Сӑмсана питех каҫӑртмалла мар!

— Хӑй те вӑл унта ҫӳренӗскер!

— Ӗҫсе курнӑ-ҫке-ха та казаксен юнне…

— Хӗрлӗ шампа!

Кӑшкӑрнӑ сасӑсем Григорий хӑлхине пыра-пыра кӗчӗҫ. Вӑл шӑлне ҫыртса итлесе тӑчӗ, ахӑртнех хӑйпе хӑй кӗрешрӗ пулас: тепӗр минут иртет-и те — кӗҫех вӑл пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр пӑрахса уттарать тейӗн.

Григорий, тайкаланса илсе, куҫне ҫӗклемесӗр халӑх еннелле утнине курсан тин Пантелей Прокофьевичпа Петро ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.

Стариксем ахӑрсах кайнӑ. Ҫавӑнтах, тӗлӗнсе каймалла хӑвӑрт, Мирон Григорьевич Коршунова хутор атаманне ҫуйларӗҫ. Шурчамас пичӗ ҫинчи кук тӗррисемпе тӗксӗмленсе, Коршунов карталанса тӑнӑ ушкӑн варрине тухрӗ те унчченхи атаман аллинчен именчӗклӗн влаҫ паллине — пӑхӑр авӑрлӑ туяна — илчӗ. Унччен вӑл нихҫан та атаманра ҫӳресе курман; хӑйне суйланӑ вӑхӑтра — хирӗҫлесе калаҫнӑ пек турӗ, хӑй ҫӑвӑн пек чыса тивӗҫлӗ марри тата хут сахал пӗлни ҫине ярса килӗшмесӗр туртӑшса тӑчӗ. Анчах стариксем ӑна йӑпӑлтиллӗн кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑпартлантарчӗҫ:

— Ил, туяна! Ан турткалашса тӑр, Григорич!

— Пирӗн хуторта пӗрремӗш ҫын эсӗ!

— Хутор ырлӑх-пурлӑхне салатса ямӑн!

— Ас ту эсӗ: Ҫемекке пек хутор тыррине ӗҫсе ан яр!

— Но-но… Ку ӗҫсе ярӗ-ха сана!

— Килӗнчен туртса тухма япали-мӗнӗ пур!

— Сурӑх тирне сӳнӗ пек, сӳсе илӗпӗр…

Суйлава урӑм-сурӑм хӑвӑрт ирттерме тивнипе тата лару-тӑру кӗҫ-вӗҫ вӑрҫӑ тухса каяс умӗнхи пек ҫивӗчленсе ҫитнине кура, Мирон Григорьевич нумаях тархаслаттармарӗ, килӗшрӗ. Ку суйлав ытти чухнехинчен пачах урӑхла иртрӗ. Ӗлӗкрех хутора станица атаманӗ килсе ҫитетчӗ те чи малтанах десятидворнӑйсене чӗнтерсе калаҫатчӗ, кандидатсем сасӑланма ҫырӑнатчӗҫ, халӗ ак сотник: «Кам Коршуновшӑн — сылтӑма куҫса тӑрӑр», — тесе кӑшкӑрчӗ те ӗҫе тӳрех, питӗ ансат майпа татса хучӗ. Казаксем кӗпӗрех сылтӑма кайса тӑчӗҫ, пӗртен пӗр атӑ-пушмак ҫӗлекен Зиновий ҫеҫ, Коршунов ҫине шӑл хӑйраса пурӑнаканскер, уҫланкӑри ҫунӑк тунката пек, малтан тӑнӑ вырӑнтах тӑрса юлчӗ.

Чӑм тара ӳкнӗ Мирон Григорьевич куҫ уҫса хупма та ӗлкӗреймерӗ — аллине атаман туйи тыттарса та ячӗҫ. Аякран та, хӑлха ҫывӑхӗнче те тӑвӑллӑн мӗкӗре-мӗкӗре янӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

— Мӑкӑрич санран!

— Пурсӑмӑр та саншӑн сасӑларӑмӑр!

— Ҫӑвас пулать!

— Ура йӑтас атамана!

Анчах сотник, кӑшкӑрашнӑ сасӑсене пӳлсе, халӑх пухӑвне меллӗн ӗҫлӗ калаҫу ҫине ҫавӑрса ячӗ. Вӑл отряд командирӗ суйлас пирки ыйту хускатрӗ; ахӑртнех, Григорий паттӑрлӑхӗ ҫинчен Вешкинче сахал мар илтнипе пулас, Григорие хӑйне илӗртнипе пӗрлех хутор халӑхне те илӗртсе яма пӗлчӗ:

— Лайӑхчӗ командир офицер пулас пулсан! Унпа ҫапӑҫу-мӗн вӑхӑтӗнче ӗҫ те ӑнӑҫлӑрах вӗҫленӗ, ҫухату та сахалтарах пулӗ. Сирӗн хуторта акӑ паттӑрсем — хӑть ӑҫта чик. Эпӗ, станичниксем, сире хамӑн кӑмӑлпа ҫыхса хума пултараймастӑп, ҫапах та хам енчен хорунжи Мелехова командира лартма сӗнес шухӑшӑм пур.

— Хӑшне?

— Кунта иккӗн вӗсем.

Офицер, куҫӗпе халӑх ушкӑнӗ тӑрӑх йӗрлесе пӑхса, хыҫалта пуҫне чиксе тӑракан Григорий тӗлӗнче чарӑнчӗ, ӑшшӑн кулса илсе, кӑшкӑрса каларӗ:

— Григорий Мелехова!.. Эсир мӗнле, станичниксем!

— Шутсӑр аван!

— Чӗререн ыйтатпӑр!

— Григорь Пантелеевич! Аҫа ҫапасшӗ!

— Тух пуху варрине! Тух, теҫҫӗ!

— Стариксем курасшӑн сана!

Хыҫалтан тӗрткеленипе Григорий, хӗремесленсе кайса, пуху варрине тухрӗ, унӑн-кунӑн пӑхкаласа илчӗ.

— Илсе кай пирӗн ывӑлсене! — Матвей Кашулин туйипе ҫӗре таклаттарчӗ, унтан сарлакан хӑлаҫланса кӑкӑрӗ ҫине хӗрес хучӗ. — Ертсе илсе кай вӗсене: ан тив пирӗн ывӑлсем, чипер лайӑх аҫа ҫумӗнчи хур амисем пек, сывӑ та тӗрӗс-тӗкел ҫӳреччӗр. Хур аҫи хайӗн йӑхне тискер кайӑксемпе этемрен хӳтӗлесе усранӑ пек, эсӗ те хӳтӗле вӗсене! Татах тӑватӑ хӗрес илме тивӗҫлӗ пул, турӑ пулӑштӑр сана!

— Пантелей Прокофич, ывӑлу сан!..

— Ылтӑн ун пуҫӗ! Шухӑшлама пӗлет, мур аҫи!

— Хӑть четвӗрт те пулин ларт, уксах шуйттан!

— Ха-ха-ха-ха!.. Ҫӑ-ва-а-ас!..

— Хисеплӗ ватӑсем! Шӑпланӑр-ха! Тен, кӑмӑла-мӗнӗ пӑхса тӑмӑпӑр — туса парар-и кашнинех ик-виҫшер ҫул?

Кӑмӑл туса ҫырӑнакансем те пулаҫҫӗ-ха вӗсем, те ҫук…

— Виҫӗ ҫул парас!

— Пиллӗк!

— Кӑмӑл тӑвакансене пуҫтармалла!

— Кай хӑвӑн кӑмӑлупа, кам сана чарать?

Ҫӗнӗ атаманпа темскер пуплесе тӑракан сотник патне хуторӑн тури касӗнче пурӑнакан тӑватӑ старик йӑраланса пычӗҫ. Вӗсенчен пӗри, лутра кӑна шӑлсӑр старика, тӑрӑхласа панӑ ячӗпе — Шӗпӗн мучи тенӗскер — хуторта ӗмӗр тӑршшӗпех суд тӑрӑх сӗтӗрӗннипе паллӑ пулса тӑнӑ. Вӑл пӗрехмай суда кайса ҫӳренӗ; ҫавна кура унӑн хуҫалӑхӗнчи пӗртен пӗр шурӑ кӗсри те ҫак ҫула лайӑх пӗлекен пулса ҫитнӗ: ӳсӗр пуҫпа хуҫи, лав ҫине йӑванса кайса, вӑрӑм тунӑ сасси пек ҫинҫе сасӑпа: «Суда!» — тесе кӑшкӑртӑр ҫеҫ — кӗсре хӑех ҫул ҫине тухса станица еннелле уттарнӑ… Шӗпӗн мучи, ҫӗлӗкне хывса тытса, сотник патне пычӗ. Тепӗр икӗ старикӗ, пӗри вӗсенчен — ҫирӗп хуҫалӑхпа пурӑнакан, пурте хисеплекен Герасим Болдырев пулчӗ — кӑшт хыҫаларах чарӑнса тӑчӗҫ. Шӗпӗн мучи, чӗлхе-ҫӑвар енчен те япшар пулнипе палӑрнӑскер, сотнике чи малтан сӑмах тӗртсе илчӗ:

— Ваше благороди!

— Мӗн сӑмах пур, хисеплӗ ватӑсем? — хӑйӗн тачка хӑлхине ун патне тытса, кӑмӑллӑн пӗшкӗнчӗ сотник.

— Эсир, ваше благороди, лартасса лартрӑр та-ха леш хайхине пирӗн командира — пит илтсех кайман курӑнать ҫав ун ҫинчен. Эпир, ак, стариксем, сирӗн решени ҫинчен чухса кӑтартма шутлатпӑр, ун пек тума тивӗҫ те пур пирӗн. Килӗшместпӗр эпир унпа!

— Мӗнле килӗшместӗр? Мӗн пулнӑ?

— Ҫаплах: вӑл хӑй те Хӗрлӗ гвардинче ҫӳренӗ, командир пулнӑ вӗсен, икӗ уйӑх каялла ҫеҫ унтан аманса таврӑнчӗ. Ӑҫтан пирӗн ҫавӑн пек ҫынна шанма пултарас?

Сотник кӑвар пек хӗрелсе кайрӗ. Ахаль те тачка хӑлхисем юн пырса ҫапнипе пушшех кӳпчесе кайрӗҫ.

— Ҫук пулӗ! Илтмен-ҫке эпӗ кун ҫинчен… Ун пирки никам та каласа паман мана…

— Чӑн сӑмах, сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑл большевикра, — сивлеккӗн ҫирӗплетсе каларӗ Герасим Болдырев. — Шанмастпӑр эпир ӑна!

— Урӑххине лартас пулать! Ав мӗн сӑмахлаҫҫӗ ҫамрӑк казаксем. «Вӑл пире пирвайхи ҫапӑҫурах сутса ярать!» — теҫҫӗ.

— Хисеплӗ ватӑсем! — кӑшкӑрчӗ сотник, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленсе; вӑл, юри чееленсе, фронтовиксене асӑнмасӑр, стариксемпе калаҫма пуҫларӗ. — Хисеплӗ ватӑсем! Отряд командирӗ пулма эпир хорунжи Григорий Мелехова суйларӑмӑр, анчах ҫакна хирӗҫҫисем ҫук-и сирӗн хушӑра? Мана халӗ ҫеҫ каласа пачӗҫ-ха: вӑл хӑй хӗлле Хӗрлӗ гвардинче ҫӳренӗ, теҫҫӗ. Апла пулсан, шанса пама пултаратӑр-и эсир ӑна хӑвӑрӑн ывӑлӑрсемпе мӑнукӑрсене? Эсир те, фронтовик-тӑвансем, лӑпкӑ чӗрепе кайма пултаратӑр-и ҫавӑн пек отряд командирӗ хыҫҫӑн?

Казаксем ӑнран кайнӑ пек чӗмсӗрленсе тӑчӗҫ. Тӳрех шавлӑ ҫуйхашу пуҫланчӗ: ҫав кӑшкӑрашнӑ шӑв-шав хушшинче пӗр сӑмаха та ӑнланма пулмарӗ. Кайран тинех, ҫухӑрашса тӑраннӑ хыҫҫӑн, пуху варрине шӗвӗр сухаллӑ Богатырев хӗсӗнсе тухрӗ, ҫӗлӗкне хывса тытса, йӗри-тавра пӑхса илчӗ.

— Хамӑн катӑк ӑсӑм-пуҫӑмпа эпӗ Григорий Пантелеевича ку ӗҫе шанса памастпӑр пулӗ тесе шутлатӑп. Пулнӑ ун ҫавнашкал ҫылӑх, кун пирки пурте илтнӗ эпир. Малтан вӑл тивӗҫ илтӗр пирӗн шанчӑка кӗме, виттӗр хӑйӗн айӑпне, кайран курӑпӑр унта. Ҫапӑҫма вӑл харсӑррине харсӑр казак, пӗлетпӗр кун ҫинчен… анчах хура пӗлӗтсем хыҫӗнчен хӗвеле курма ҫук-ҫке-ха: курмастпӑр эпир ун хисепе юравлӑ ӗҫӗсене — вӑл большевикра ҫӳрени пирӗн куҫа ҫиет!..

— Рядовой туса ямалла ӑна! — хӗремесленсе кӑшкӑрчӗ ҫамрӑк Андрей Кашулин.

— Петр Мелехова командир тумалла!

— Ҫӳресе пӑхтӑр Гришка кӗтӳре!

— Суйлаттӑмӑрччӗ хамӑр пуҫ ҫине!

— Макӑрмастӑп та эпӗ. Мӗн мурӗ тума кирлӗ эсир мана! — хыҫалтан кӑшкӑрса ячӗ Григорий, хӗрелсе кайса; унтан алӑ сулчӗ те тепӗр хут кӑшкӑрса каларӗ:  — Хам та килӗшместӗп эпӗ! Эсир мӗн шуйттанӗ тума пит кирлӗ мана! — Вӑл аллине тарӑн шӑлавар кӗсйине чикрӗ те, кӗлеткипе пӗкӗрӗлсе, тӑрна уттипе килнелле сулланчӗ.

Хыҫалтан урӑм-сурӑм янӑрашу илтӗнсе тӑчӗ:

— Но-но! Ытлашши ан вӗҫ эсӗ!

— Шӑршлӑ кӑмпа! Каҫӑртасшӑн-ха тата курпун сӑмсине!

— Эхе-хей!

— Куртӑр-и, епле вылять унӑн туркка юнӗ!

— Чӗлхине ҫыртасшӑн мар-ха! Вӑрҫӑра офицерсем чӗлхине тӗвӗлейменне, кунта-и вӑл…

— Таврӑн!..

— Ха-ха-ха-ха!..

— Вӑс-и ӑна! Хӗт! Улю-лю-лю-лю!..

— Мӗн ун умӗнче йӗм пӗҫҫисене силлесе тӑратӑр? Хамӑр судпа ӑна!

Тӳрех лӑпланмарӗҫ. Урӑм-сурӑм тавлашу хушшинче тахӑшӗ пӗрне ӗнсе чикки тыттарса ячӗ, тахӑшне сӑмса урлӑ янклаттарса юн кӑларчӗҫ, пӗр ҫамрӑк казак куҫӗ айне кӗтмен ҫӗртенех чышкӑ пек мӑкӑль туянса ячӗ. Пурте мирлешсе ҫитнӗ хыҫҫӑн отряд командирне суйлама тытӑнчӗҫ. Петр Мелехова командир тума йышӑнчӗҫ те, вӑл вара, хӗпӗртенипе, сантал пек хӗрелсе кайрӗ. Анчах шӑп ҫакӑнта пырса тухрӗ те сотник, шухӑ ут ҫӳллӗ хӳме ҫине ҫитсе тӑрӑннӑ пек, маларах курса ӗлкӗреймен чӑрмав ҫине: отряда казаксене харпӑр хӑй кӑмӑлӗпе ҫырӑнтарас вӑхӑт ҫитрӗ те, кӑмӑл тӑвакансем тупӑнмарӗҫ те. Пурнӑҫра пулса иртекен ӗҫсене чӑтӑмлӑн сӑнаса тӑракан фронтовиксем турткаланса хӑтланчӗҫ, ҫырӑнмасӑр тӑчӗҫ, шӳтлесе ирттерсе яма пикенчӗҫ:

— Эсӗ ма ҫырӑнмастӑн, Аникей?

— Ҫамрӑк-ха эпӗ… — мӑкӑртатса илчӗ Аникей. — Мӑйӑх та шӑтайман ав…

— Пӑрах эсӗ шӳтлесе калаҫма! Мӗн, пирӗнтен мӑшкӑлас терӗн-им? — унӑн хӑлхи патӗнчех хӑйӑлтатса кӑшкӑрчӗ Кашулин старик.

Аникей, нӑйласа вӗҫсе ҫӳрекен вӑрӑм тунана хӑваласа янӑ пек, аллипе сулчӗ:

— Ҫыртар ав хӑвӑн Андрюшкӑна.

— Ҫыртарнӑ!

— Прохор Зыков! — чӗнчӗҫ сӗтел патӗнчен.

— Эпӗ!

— Ҫырмалла-и?

— Пӗлместӗп…

— Ҫырса хунӑ!

Митька Коршунов ҫиллес сӑнпа сӗтел патне утса пычӗ, ҫирӗппӗн хушрӗ:

— Ҫырса хур мана.

— Ну, пур-и тата кӑмӑл тӑвакансем?.. Бодовсков Федот… эсӗ мӗнле?

— Вар анать ман, хисеплӗ аттесем!.. — уҫӑмсӑррӑн мӑкӑртатса хуравларӗ Федот, калмӑксенни майлӑ чапрас куҫӗпе ҫӗрелле пӑхса.

Фронтовиксем, ахӑлтатса кулса, пӗр-пӗрне айӑкӗсенчен тӗрте-тӗрте илчӗҫ; шӳтлеме юратакансем йӗплесе канаш пачӗҫ:

— Арӑмна пӗрле ил эсӗ… Вару-хырӑму анас-мӗн тусан — ҫавӑнтах тӳрлетсе ярӗ.

— Ах-ха-ха-ха! — ниҫта кайса кӗрейми кӗҫӗнчӗҫ хыҫалта, ӳсӗре-ӳсӗре илсе, кулса шывланнӑ куҫӗсемпе шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса.

Пухун тепӗр вӗҫӗнчен, кӑсӑя кайӑк вӗҫсе иртнӗ пек, ҫӗнӗ шӳт чӳхенсе тухрӗ:

— Эпир сана кӑшавар тӑвӑпӑр унта! Шӑршлӑ яшка пӗҫерсе паран та — пыршу-пакарту кутӑн тухиччен вӗрискерпе пуҫу тӑрӑх ярса тӑрӑпӑр.

— Пит хытах чупса тараймастӑн — сан пеккисемпе каялла чакма лӑпах чух пулать.

Стариксем, тарӑхса кайса, ятлаҫма тытӑнчӗҫ:

— Ҫитӗ сире! Мӗн шӑл йӗрмелли пур!

— Тупнӑ вӑхӑт ахӑрса тӑма!

— Намӑс, атьсемӗр! — урса кайрӗ ҫавӑнтах пӗри. — Турра ас тӑвӑр! Ҫапла вӑт! Турӑ вӑл ахаль ирттерсе ямасть. Лере ҫынсем пуҫӗсене хураҫҫӗ, эсир пур… ӑҫта сирӗн турӑ?

— Томилин Иван, — унӑн-кунӑн ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ сотник.

— Артиллерист эпӗ, — сасӑ пачӗ Томилин.

— Ҫырӑнатӑн-и? Артиллеристсем те кирлӗ пире.

— Э-эх… ҫырах пӗр тесен!

Захар Королев, Аникушка, унтан тата темиҫе ҫын батареецран тӑрӑхлама пуҫларӗҫ.

— Эпир сана йӑмра хӑвӑлӗнчен тупӑ туса парӑпӑр!

— Кавӑнпа авӑрлӑн, йӗтре вырӑнне ҫӗр улми пулӗ! Шӳтлесе те кулкаласа, утмӑл казак ҫырӑнчӗҫ. Чи юлашкинчен Христоня сиксе тухрӗ. Сӗтел патне пычӗ те, сӑмахӗсене йӗркерен сыпӑнтарса, каларӗ сотника:

— Хайхи-майхи, вараласа хур эппин ман ята та. Анчах малтанах каласа хуратӑп: ҫапӑҫасса пур пӗр ҫапӑҫмастӑп эпӗ.

— Эппин, мӗн тесе ҫырӑнатӑн? — ҫилленсе кайрӗ сотник.

— Курас килнипе, господин офицер. Курас килсе кайрӗ.

— Ҫырӑр ҫавна, — сотник ним ӑнланмасӑр хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ.

Майданран кӑнтӑрла ҫитес умӗн тин саланчӗҫ. Тепӗр кунне Мигулин казакӗсене пулӑшма канма калаҫса татӑлчӗҫ.

Ирхине утмӑл доброволецран хӗрӗхе яхӑн ҫеҫ площаде пуҫтарӑннӑ. Петро, шинельпе ҫӳллӗ кунчаллӑ аттине шукӑллӗн тӑхӑннӑскер, казаксем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ. Нумӑйӑшӗ кӑвак шинелӗсем ҫине ӗлӗкхи полк номерӗсене лартнӑ Пакунсенех ҫӗнӗрен ҫӗленӗ; хӑшӗ-пӗрисем пакунсӑрах кумса ҫӳреҫҫӗ. Утсен йӗнерӗсем похода ҫӳремелли кутамккасемпе мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, урхамахсемпе хутаҫсене апат-ҫимӗҫ; кӗпе-йӗм, фронтран илсе тухнӑ патронсем чыхса тултарнӑ. Винтовкӑсем кашнинех мар, ытларахӑшӗ хӗҫсем ҫака-ҫака тухнӑ.

Казаксене ӑсатма площаде инке-арӑмсем, хӗрсем, вӗтӗр-шакӑрсемпе ватӑ стариксем пуҫтарӑннӑ. Петро, канса илнӗ учӗ ҫинче кӗрнеклӗн каҫӑрӑлса ларса, ҫурма сотньӑна строя йӗркелесе тӑратрӗ; тӗрлӗ тӗслӗ утсем ҫине утланнӑ, хӑшӗ шинель, хӑшӗ мундир, хӑшӗ тата ҫумӑртан хӳтӗленмелли брезент плащ тӑхӑннӑ казаксем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ те ҫул ҫине тапранма команда пачӗ. Пӗчӗкҫӗ отряд сӑрт ҫине хӑпарса пычӗ, казаксем салхуллӑн хутор ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ, хыҫалти ретрен тахӑшӗ пӑшал персе ячӗ. Сӑрт тӳпине тухсан, Петро перчеткине тӑхӑнчӗ те, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ мӑйӑхне пӗтӗрсе, утне сасартӑк аяккалла парса тытрӗ: лаши вара, урисене хӑвӑрт ылмаштарса пусса, пачах хӑяккӑн утса кайрӗ. Петро кулса илчӗ, сулахай аллипе карттусне тытса, хыттӑн янраттарса кӑшкӑрчӗ:

— Со-о-отня, ман командӑна итле! Юртӑпа-а-а — марш!..

Казаксем, йӗнер йӑранисем ҫинче ҫӗкленсе, чӑпарккисемпе хӑмсарса ячӗҫ, утсем уҫӑ юрта ҫине куҫрӗҫ. Сулхӑн ҫил питрен ҫапса вӗрет, утсен хурисемпе ҫилхисене тӑрмаласа тулашать, ҫумӑр пуласса систерет. Тӗрлӗ-мерлӗ калаҫусем, шӳтлӗ сӑмахсем пуҫланса кайрӗҫ. Христоньӑн лутра хура лаши сасартӑках такӑнчӗ. Хуҫи ӑна, чӑпӑрккапа ӑшалантарса илсе, усаллӑн хӑтӑрса тӑкрӗ; лаши вара, мӑйне пӗкӗ пек авса хучӗ те, строй ретӗнчен тухса, сиккипе малалла ӗрӗхсе кайрӗ.

Казаксем Каргински станицӑна ҫитичченех хаваслӑ пычӗҫ. Вӗсем нимӗнле вӑрҫӑ-харҫӑ пуласса та ӗненмерӗҫ, Мигулинскинчи ӗҫ большевиксем казаксен ҫӗрӗ ҫине ӑнсӑртран килсе кӗнипе кӑна пулнӑ тесе, чунӗсене лӑплантарчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех