Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIV

Пай: Мӗн тумалла? –> Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.30 02:03

Пуплевӗш: 34; Сӑмах: 658

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Витӗр курса вулаканпа кӑвак чӑлха ҫинчен, е, урӑхла каласан, ун ҫинчен калаҫни, мана халӗ Вера Павловна кунӗсем мӗнле иртсе пыни ҫинчен каласа парассинчен пачах аяккалла пӑрса ячӗҫ. «Халӗ» — хӑҫан-ха вӑл халӗ? Сергиевски урама куҫнӑранпа эппин, ҫав вӑхӑтран пуҫласа. Тепӗр тесен тата, мӗншӗн ҫаплах ун ҫинчен ҫырмалла-ха? Тен, ҫакӑн ҫинчен каласа хӑвармалла пулӗ: Вера Павловна каҫӗсем Васильевски утрав ҫинче Кирсановпа ҫӗнӗрен паллашнӑ хыҫҫӑн халӗ пачах улшӑнчӗҫ, халӗ Кирсановсем нумай-нумай ҫемьепе, хӑйсем пекех килӗштерсе те телейлӗ пурӑнакан, пурнӑҫ ҫине хӑйсем пекех пӑхакан ҫемьесемпе ҫыхӑннӑ; музыка та юрӑ, опера та поэзи, тӗрлӗрен уҫӑлса ҫӳрессисем те ташӑсем — акӑ мӗнсем пулаҫҫӗ ҫак ҫемьесемшӗн кашниншӗнех ӗҫрен пушӑ каҫсенче, мӗншӗн тесен вӗсем кашни каҫах кам патне те пулин пухӑнаҫҫех, е тата, ҫынсен кӑмӑлне шута илсе, урӑхла вечерсем туса ирттереҫҫӗ. Ҫак вӑхӑта ушкӑнпа е вӑхӑта урӑхла майпа ирттернӗ ҫӗрте ҫав ҫемьесенчен ҫурри пулать, Кирсановсем вара, ыттисем пекех, каҫсенчен ҫуррине ҫак шавра ирттереҫҫӗ. Анчах кун ҫинчен те калама кирлӗ мар, вӑл ахаль те паллӑ. Ҫапах та, инкеке пула, нумайӑшӗн валли, ӑнланччӑр тесе, питӗ тӗплӗн каласа памалли пӗр япала пур. Кашни ҫынах, хӑй курман пулсан та, хӗршӗн е каччӑшӑн ахаль вечерпа хӑй ҫумӗнче унӑн савнӑ каччи е савнӑ хӗрӗ ларнӑ вечер хушшинче е ахаль ҫеҫ итлекен оперӑпа хӑй юратса пӑрахнӑ ҫынпа юнашар ларса итлекен опера хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пуррине вуласа та пулин пӗлнех ӗнтӗ. Уйрӑмлӑх питӗ пысӑк. Ку паллах. Анчах юрату паракан илӗртӳ, — ӑна ытлашши нумай ҫынах туйса курайман-ха, — тӗрӗссипе, ҫын пурнӑҫӗнче вӗлтлетсе иртсе каякан япала пулмалла мар вӑл, пурнӑҫӑн ҫак йӑлтӑркка ҫути шырав, ӗмӗт тапхӑрне ҫеҫ (ӑна хӗре лайӑх пӑхма тӑрӑшни, ҫураҫни тейӗпӗр) ҫутатмалла мар, ҫук, ку тапхӑр, чӑннипе, ырӑ, илемлӗ шурӑмпуҫ ҫеҫ, кунтан малтан, кун умӗн пулакан япала пулмалла, ун ӑшшипе ҫути вара ӳснӗҫемӗн ӳссе пыраҫҫӗ, уйрӑмах ӑшши вӑрах ӳсет, кӑнтӑрла иртсен те-ха вӑрахчен ӳсет. Ӗлӗк апла марччӗ: пӗрне-пӗри юратакансем пӗрлешсен, юрату илемӗ часах ҫухалатчӗ. Анчах «хальхи этемсем» текен ҫынсен пачах урӑхла. Юрату пӗрлештерсе тӑна чух вӗсем мӗн чухлӗ ытларах пурӑнаҫҫӗ, ун илемӗпе нумайрах та нумайрах ҫуталаҫҫӗ, ӑшӑнаҫҫӗ; вӑл сӗм ҫӗрлечченех, хӑйсен ӳссе пыракан ачисемшӗн тӑрӑшасси пирки ытларах шухӑшламалла пуличченех ҫапла пулать. Ун чухне вара ҫав шухӑш ытларах килентерет, вӑл хӑвпа ху киленнинчен вӑйлӑрах, анчах вӑл ҫав вӑхӑтчен ӳссех, ӳссех пырать. Ӗлӗкхи ҫынсем темиҫе уйӑх ҫеҫ курса, пӗлсе юлнӑ япалана хальхи ҫынсем нумай-нумай ҫулсем хушши упраса пурӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн ҫапла-ха ку? Ку вара вӑрттӑнлӑх: анчах манӑн ӑна сире каласа парас килет. Лайӑх вӑрттӑнлӑх, унпа усӑ курни аван, тата ҫӑмӑл та, чӗрӳ таса, чуну тӳрӗ ҫеҫ пултӑр, тата ҫынсен прависене хальхи пек ӑнлан та хӑвпа пӗрле пурӑнакан ҫыннӑн ирӗклӗхне хисепле. Ҫакӑ ҫеҫ, урӑх нимле вӑрттӑнлӑх та ҫук. Арӑму ҫине вӑл хӗр пулнӑ чухнехи пекех пӑх, вӑл кашни минутрах: «Эпӗ сана кӑмӑлламастӑп, тухса кай ман патӑмран», теме пултарнине пӗлсе тӑр; ҫапла пӑх ун ҫине, вара вӑл туй хыҫҫӑн тӑхӑр ҫултан та санра хӑй хӗр чухнехи пекех илемлӗ туйӑмсем ҫуратӗ, ҫук, татах та илемлӗрех, пушшех лайӑхрах шухӑш-туйӑмсем. Хӑвӑн тусусем сана тус вырӑнне хурассипе хурас марри пӗр вӗсен ирӗкӗнчен килнине мӗнле йышӑнатӑн, арӑму ирӗклӗ пулмаллине те уҫҫӑн, пӗр хирӗҫлесе тӑмасӑрах йышӑн, ҫавӑн пек пулсан вара туй хыҫҫӑн вунӑ ҫултан та, ҫирӗм ҫултан та вӑл сана качча чухне мӗнле юратнӑ, ҫавӑн пекех юратӗ. Ҫапла пурӑнаҫҫӗ хальхи упӑшкасемпе арӑмсем. Питӗ ӑмсанмалла. Анчах вӗсем пӗр-пӗрин умӗнче яланах тӳрӗ чунлӑ, пӗрне-пӗри вӗсем вунӑ ҫултан туй кунӗнчинчен те хытӑрах, илемлӗрех юратаҫҫӗ, ҫак вунӑ ҫул хушшинче вӗсем пӗрне-пӗри кӑмӑл туртман, юратман чухне пӗрре те чуптуман, чӗререн тухман пӗр сӑмах каламан. «Суя сӑмах ун ҫӑварӗнчен тухман», тенӗ темле кӗнекере такам ҫинчен. «Суйни-икӗпитленни ҫук ун чӗринче», тенӗ темле кӗнекере — тен, ҫавӑнтах-и? — такам ҫинчен. Вулаҫҫӗ те кӗнекене, шухӑшлаҫҫӗ: «Мӗнле тӗлӗнмелле йӗркеллӗ, тирпейлӗ ҫын пулнӑ теҫҫӗ ӑна!» Кӗнекине ҫырнӑ чухне вара ҫапла шухӑшланӑ: «Эпир пурне те тӗлӗнтерекен ҫынна ҫырса кӑтартатпӑр». Хальхи ҫынсем ҫакӑн пек чунлӑ мар ҫынсене хӑйсен пӗлӗшӗсен йышне илменнине, вӗсемсӗрех пӗлӗшсем сахал пулнипе аптраманнине тата хӑйсен пӗлӗшӗсене вӗсем нимпе те уйрӑлса тӑман ҫынсем, ахаль ҫынсемех тесе шутланине вара кӗнекене ҫыраканни малтанах курса тӑма пултарайман, вулакансем камсем пулассине те чухлайман.

Ҫакӑ ҫеҫ кӳрентерет: кутӑруҫӑн пӗр хальхи ҫын пуҫне ҫаплах-ха вунӑ (ытла пулмасан) авалхи ҫын тивет. Тӗрӗссипе калас-тӑк, кунта тӗлӗнмелли те ҫук — авалхи тӗнчере авалхи ҫынсемех пулмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех