Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Архимандрит атте ҫапла калать, укҫине вӑл сирӗнтен пӗтӗм юханшывшӑн илмен, эсир ӑна пирӗн енне каҫса тетел янӑшӑн ҫеҫ тӳлесе тӑратӑр.

Отец архимандрит так рассуждают, что деньги взяты с вас не за всю реку, а только за то, чтоб вы на нашем берегу имели право сети ставить.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Ӑна чун кӗнӗ пек пулчӗ, ҫак йывӑрлӑха Ольга ҫӑмӑллӑнах ирттерсе янӑшӑн савӑнчӗ вӑл.

Он ободрился и рад был, что Ольга так легко снимала с него бремя ответственности.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Аҫу ҫинчен ҫапла персе янӑшӑн каҫар мана, темле тухса кайрӗ — хам та пӗлместӗп.

Ты меня тоже прости, что я о твоем папе ляпнул. Сам не знаю, как вырвалось.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Асӑрханусӑр пулнӑшӑн,овчаркӑна курсан хӗр ача пек ҫухӑрса янӑшӑн ӑшра хӑйне хӑй ятларӗ вӑл.

Мысленно она уже не один раз обругала себя за тот девчоночий крик, который у нее вырвался при появлении овчарки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах икӗ кун иртсенех, ку юратуран йӗрӗ те юлман, ӑссӑрланса мандолинӑна хӗрачана парса янӑшӑн ҫеҫ куляннӑ Петя.

Однако прошло два дня, и от этой любви не осталось ничего, кроме горьких сожалений по поводу так безрассудно утраченной мандолины.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӳкӗннӗ вӑл пилсӗр ҫынсен кӑмӑлӗсене кура асамлӑ ҫӗррӗн хӑватне ахалех сая янӑшӑн, анчах кайран пулнӑ.

Пожалел тогда, что по-пустому, для неблагодарных людей, растратил он силу волшебного перстня, да поздно уж было.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тавтапуҫ турра, сана чӗррӗн кӑларса янӑшӑн.

Слава богу, что тебя живого отпустили!

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав ирсӗр Гаер ӑна пӗр черкке тип ҫу тӑкса янӑшӑн вӗлересле хӗнесе ҫӗмӗрнине лайӑх астӑватӑп-ха эпӗ.

Я помню, как этот подлец Гаер избил ее до полусмерти за то, что она пролила рюмку постного масла.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл шкул командованийӗнчен ыйтмасӑр сире зонӑна кӑларса янӑшӑн

— За то, что он выпустил вас в зону, не получив разрешения командования школы…

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халӗ ҫак шкулта та халӑх туллиех пулнӑ, анчах кунта вӑрҫӑчченхи йӗркесене ҫирӗп тытса пынӑ, форма тирпейлӗхне те хытӑ сӑнаса пыма тӳр килнӗ, мӗншӗн тесен тасатман атӑшӑн, реглан ҫинче тӳме пулманшӑн е вӗҫме кайнӑ чух илсе каймалли планшета тепӗр чух, васкаса, пиҫиххи ҫийӗн ҫакса янӑшӑн, комендант приказӗ тӑрӑх, икшер сехет хушши строевой подготовка вӗренӗвне янӑ.

Эта школа тоже была переполнена, но в ней свято сохранялись довоенные порядки, и даже за мелочами формы приходилось тщательно следить, потому что за невычищенные сапоги, за отсутствие пуговицы на реглане или за то, что летный планшет впопыхах наденешь поверх пояса, приходилось по приказу коменданта «рубать» часа по два строевую подготовку.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпӗ хам ахалех килнишӗн тата ҫичӗ тенкӗ укҫана сая янӑшӑн ӳкӗнсе илтӗм.

Мне стало жаль моей напрасной поездки и семи рублей, издержанных даром.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хамӑр авторӑн хисеплӗ тусӗ ыйтине вырӑна хурса, эпӗр ӑна кирлӗ хыпарсем янӑшӑн тав тӑватпӑр, ҫав хыпарсене чӑнах та пӗтӗм кӑмӑлтан каласа панине вулакансем тивӗҫлӗ хак парӗҫ тесе шанса тӑратпӑр.

Почитая долгом уважить волю почтенного друга автора нашего, приносим ему глубочайшую благодарность за доставленные нам известия и надеемся, что публика оценит их искренность и добродушие.

Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Апла пулсан, унӑн амӑшӗ ӗмӗтленнине тумалли ҫеҫ юлать; Джо ӗнтӗ амӑшӗ телейлӗ пулӗ тесе шанса тӑрать, хӑйӗн мӗскӗн ачине нимӗн хӗрхенӳсӗр сивӗ тӗнчене, хӗн-хур курса пурӑнса вилмелли ҫӗре кӑларса янӑшӑн вӑл нихҫан та ӳкӗнмӗ, тесе шанса тӑрать.

Может, ей без него будет даже лучше и она никогда не пожалеет, что выгнала своего несчастного сына скитаться по свету, среди чужих людей, чтобы он там терпел мучения и умер.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джона амӑшӗ хӑйма ҫисе янӑшӑн хертсе пӗтернӗ.

Мать отодрала Джо за то, что он будто бы выпил какие-то сливки.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хыт ашкӑнчӗҫ ялта нимӗҫсем. Тӳсме ҫук вӗсене. Яша та тӳсеймерӗ пуль ҫав. Ӑна ҫав эсрелсен складне ҫунтарса янӑшӑн айӑпларӗҫ. Склачӗ ҫӗрӗпех ҫунчӗ вара. Хамӑр пӳрте те ҫап-ҫутӑ ҫутатрӗ. Яша таврӑнасса кӗтсе ҫӗрӗпех тур амӑшне пуҫҫапрӑм. Килеймерӗ…»

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

— Тая, мӑшӑрӑм, сана ҫичӗ ҫул мана пӗчӗкҫӗ ачана пӑхнӑ пек ачашласа пурӑннӑшӑн, ман юлташсене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе ӑсатса янӑшӑн питӗ пысӑк тав.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Кӗркури тете, тавах леҫсе янӑшӑн, сывлӑхлӑ пул, колхозри ӗҫӳсем ӑнса пыччӑр, — хушса хучӗ алӑ тытса Валентин.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫӗрпе ӗҫлессин пысӑк культуришӗн, ял хуҫалӑх культурисене туса илессин малта пыракан технологийӗсене хута янӑшӑн чысланӑ унпа Ҫӗрпелсене.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

31. Лешӗсем ӗнтӗ вуласа пӑхнӑ та ҫапла вӗрентсе янӑшӑн питӗ савӑннӑ.

31. Они же, прочитав, возрадовались о сем наставлении.

Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Кашни хуланӑн пуҫлӑхӗсем вӗсене пурне те пӗрле хаяррӑн, пӗр хӗрхенмесӗр кӑлара-кӑлара янӑ, ҫак хӑрушла тавӑрӑва курса, пӗтӗм халӑх епле асапланнине пӑхса тӑрса, пурӑнӑҫра улӑшу пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа, иудейсен тӑшманӗсем те хӑшӗ-хӑшӗ вӗсене ҫапла усаллӑн хӑваласа янӑшӑн хурланса йӗнӗ.

4. Жестоко и без всякой жалости они были вместе высылаемы властями каждого города, так что при виде этой необыкновенной кары и некоторые из врагов, смотря на общее страдание и помышляя о неведомой превратности жизни, оплакивали злополучнейшее их изгнание.

3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех