Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Издательрен

Пай: Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем

Автор: Ҫт. Ухантей

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хушнӑ: 2019.08.13 17:08

Пуплевӗш: 51; Сӑмах: 995

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Г-жа Простакова: Вӑл, ачам, пӗчӗкренпех историсене ухать.

Скотинин: Митрофан мана хунӑ.

«Ҫитӗнейменскер».

Ҫакӑ, халӗ публикӑна вулама сӗнекен И. П. Белкин ҫырнӑ Повӗҫсене кӑларма тытӑннӑ май, хамӑр тӑван халӑхӑн сӑмахлӑхне юратакансен пӗлес килекен кӑмӑлне кӑшт та пулин тултарас тесе, эпир вилнӗ авторӑн пурӑнӑҫӗ ҫинчен кӗскен те пулин хушса калас терӗмӗр. Ҫак шухӑшпа эпир Иван Петрович Белкин ҫинчен унӑн чи ҫывӑх хурӑнташӗнчен, унӑн пурлӑхне йышӑннӑ Мария Петровна Трафилинӑран ыйтсаттӑмӑр; анчах та унӑн пире нимӗнле хыпар та пама май килмерӗ, мӗншӗн тесен вӑл Белкина пачах та пӗлмен-мӗн. Ку тӗлӗшпе вӑл пире Иван Петрович тусӗ пулнӑ пӗр хисеплӗ ҫынран ыйтса пӗлме канаш пачӗ. Эпӗр, унӑн канашне итлесе, ҫыру ятӑмӑр та, вара, хамӑр кӗтнӗ пекех, ҫакӑн пек ответ илтӗмӗр. Вӑл ҫырӑва эпӗр, ӑна ҫыракан хӑйӗн вилнӗ тусне асӗнче пархатарлӑ тытса тӑнине тата иккӗшӗ ытах та туслӑ пулнине кӑтартакан хаклӑ хут вырӑнне хурса, унӑн тусӗн пурӑнӑҫне ҫителӗклех кӑтартса паракан хыпар вырӑнне хурса, нимӗн улӑштармасӑр, нимӗн асӑрхаттарнисемсӗр, ҫаплипех пичетлетпӗр. Акӑ вӑл ҫыру.

Хисеплӗ Ҫыннӑм ****!

Ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче янӑ сирӗн хисеплӗ ҫырӑвӑра эпӗ ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнче илтӗм, вӑл ҫырура эсир ман ҫывӑх тус пулнӑ тата именисем тӗлӗшпе кӳршӗ пулнӑ Иван Петрович Белкин хӑҫан ҫуралнипе вилни ҫинчен, унӑн службипе килти пурӑнӑҫӗ ҫинчен, вӑл мӗн ӗҫлесе мӗнле кӑмӑлпа пурӑнни ҫинчен тӗплӗн пӗлесчӗ тесе ҫыратӑр. Эсӗр ыйтнине эпӗ пӗтӗм чӗререн йышӑнатӑп, сирӗн пата, Хисеплӗ Ҫыннӑм, унпа калаҫнисенчен тата хам сӑнанисенчен мӗн аса илме пултарнисене пӗтӗмпех ҫырса яратӑп.

Иван Петрович Белкин 1798 ҫулта Горюхино ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ унӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ ырӑ ҫынсем пулнӑ. Унӑн ашшӗ, секунд-майор Петр Иванович Белкин, хӑйӗн арӑмне Пелагея Гавриловнӑна Трафилинсен йӑхӗнчен илнӗ. Вӑл пуянах мар, анчах тирпейлӗ ҫын, хуҫалӑха тытса тӑма пӗлекен ҫын пулнӑ. Вӗсен ывӑлӗ чӑн малтанах ялти тиечук патӗнче вӗреннӗ. Ҫак хисеплӗ ҫынтан вӑл вулама тата вырӑс сӑмахлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлеме юратса юлнӑ пулас. 1815-мӗш ҫулта вӑл ҫуранҫар егерь полкне службӑна кӗчӗ. (Миҫемӗш полкне астумастӑп). Унта вӑл 1823-мӗш ҫулчченех тӑчӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вилни пирки (вӗсем пӗр вӑхӑтра тенӗ пекех вилчӗҫ) унӑн отставкӑна тухса Горюхино ялне, хӑйӗн именине килмелле пулчӗ.

Именине хӑй тытса тӑма тытӑнсан, вӑл хӑй ку ӗҫе хӑнӑхман пирки тата ҫемҫе чӗреллӗ пулнӑ пирки, хуҫалӑхне юхӑнтарса ячӗ, ашшӗнчен юлнӑ ҫирӗп йӗркесене те ҫемҫетрӗ. Чиперех ӗҫлекен, ӗҫе вӑшӑл-вашӑл тума юратакан, анчах хресченсем кӑмӑлламан (вӗсен йӑли ҫав ӗнтӗ) старӑстӑна улӑштарса, вӑл яла тытса тӑрас ӗҫе, тӗрлӗ историсем ӑста каласа пама пӗлнипе кӑмӑлне ҫавӑрнӑ хӑйӗн ватӑ ключницине пачӗ. Ҫак айван карчӑк нихӑҫан та ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗх хут укҫана аллӑ тенкӗлӗххинчен уйӑрса илме пӗлеймен; вӑл ялта кашни хресченпех куммаллӑ пулнӑ, ҫавӑнпа лешсем унтан нимӗн чухлӗ те хӑраман; хресченсем суйласа лартнӑ ҫӗнӗ староста, вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ ултавлӑ ӗҫсем туса, хресченсене ҫав тери пӑсса пӑрахнӑ; вара Иван Петровичӑн барщина вырӑнне оброк ҫеҫ хӑвармалла пулчӗ, анчах кунта та хресченсем, ун ҫемҫелӗхне кура, пирвайхи ҫулӗнче ҫӑмӑллӑх ыйтса илчӗҫ, ытти ҫулӗсенче оброкӑн виҫӗ пайӗнчен икӗ пайне мӑйӑрпа, кӗтмелпе тата ытти ҫавӑн пек япалапа тӳлекелесе тӑчӗҫ; апла пулин те тӳлесе татманнисем чылай пулнӑ.

Иван Петровичӑн ашшӗпе туслӑ пулнӑ пирки, эпӗ хама хам яланах унӑн ывӑлне канашсем пама тивӗҫ ҫын вырӑнне шутласа тӑнӑ, ӑна, пӑснӑ йӗркене малтанхи пек тӑвас тесе, пӗрре кӑна мар пулӑшу пама сӗннӗ. Пӗрре ҫапла ун патне пырса, эпӗ хуҫалӑх кӗнекисене ыйтса илтӗм те, ултавҫӑ старостӑна чӗнтерсе, Иван Петрович умӗнчех кӗнекисене пӑхма тытӑнтӑм. Ҫамрӑк хуҫа малтан эпӗ мӗн тунине тинкерсе асӑрхаса пычӗ; анчах хутсем тӑрӑх юлашки икӗ ҫул хушшинче хресченсен йышӗ нумайланни, вӗсен чӑххи-чепписем тата килти выльӑхӗсем сахалланни палӑрсассӑнах, Иван Петровичӑн, кӑна пӗлнипе, кӑмӑлӗ тулчӗ те урӑх вара вӑл мана итлемерӗ; эпӗ хутсем тӑрӑх шыра-шыра тата тӗплӗ ыйта-ыйта ултавҫӑ старостӑна чӑлхантарса ҫитерсе чӗнми тунӑ ҫӗре, Иван Петрович, мана тарӑхтарма тенӗ пекех, хӑйӗн пуканӗ ҫинче харлаттарса ҫывӑрса кайрӗ. Ҫавӑнтан вара эпӗ малалла ун хуҫалӑхӗнчи ӗҫсене хутшӑнмарӑм (хӑй пекех), турӑ мӗн тӑвас тенӗ ҫавӑ пултӑр тесе пиллерӗм.

Анчах ҫапла туни эпӗр туслӑ пурӑнассине кӑшт та чӑрмантармарӗ; мӗншӗн тесен эпӗ, вӑл пирӗн ытти ҫамрӑк дворянсем пекех ҫемҫе те ҫука ертмелӗхех наяннине кура куляннӑ хушӑрах, Иван Петровича чӗреренех юрататтӑм. Чӑнах та ҫавӑн пек йӑваш та таса чӗреллӗ ҫамрӑк ҫынна юратмасӑр тӑма хал та ҫитес ҫук. Иван Петрович хӑй те манӑн ватӑлӑха хисеплетчӗ, мана чунтан иленнӗччӗ. Вӑл мӗн виличченех манпа кунсерен курнӑҫатчӗ, эпӗ каланине хисеп тӑватчӗ, анчах ҫапах та пирӗн хушӑра ни пурӑнӑҫ йӗркисем тӗлӗшпе, ни пуҫри шухӑш тӗлӗшпе, ни йӑласем тӗлӗшпе нимӗнле пӗрлӗх те пулман.

Иван Петрович пурӑнӑҫа пит виҫеллӗ пурӑнатчӗ, нихӑҫан иртӗнсе хӑтланмастчӗ; эпӗ ӑна нихӑҫан та хӗрӗнкӗ пулнине курман (кун пеккине пирӗн таврара курман-илтмен япалах темелле ӗнтӗ); хӗрарӑмсем енне вӑл питӗ туртӑнатчӗ, анчах хӑй хӗр пекех вӑтанчӑк ҫынччӗ.

Эсӗр хӑвӑр ҫырӑвӑрта асӑннӑ повеҫсемсӗр пуҫне Иван Петровичӑн алҫырусем тата та нумай пулнӑ, вӗсенчен хӑшӗ ман патӑмра, хӑшсене унӑн ключници; тӗрлӗрен килти ӗҫсем валли тыткаласа пӗтернӗ. Сӑмахран, акӑ, иртнӗ хӗлте ун флигелӗн мӗн пур чӳречисене унӑн ҫырса пӗтермен романӗн пӗрремӗш пайӗпе ҫыпӑҫтарса пӗтернӗччӗ. Ҫӳлте асӑннӑ повеҫсем унӑн чи малтанхи, вӗренмелле анчах тенӗ пек ҫырнӑскерсемччӗ пулас. Вӗсенче ҫырнисем, Иван Петрович хӑй каланӑ тӑрӑх, пурте тенӗ пекех тӗрӗс, вӗсене вӑл тӗрлӗ ҫынсенчен илтнӗ. Анчах ҫын ячӗсемпе хушамачӗсене пурне те хӑй шухӑшласа кӑларнӑ, ял ячӗсене хамӑр тавраран илнӗ, ҫавӑнпа ман яла та пӗр тӗлте асӑннӑ. Кӑна ӗнтӗ вӑл мӗнле те пулин усал шухӑшпа мар, хӑй пуҫӗпе ҫӗнӗрен ят шухӑшласа кӑларайман пирки анчах тунӑ.

1828-мӗш ҫулта, кӗркунне, Иван Петрович шӑнса сивӗ тытнипе чирлерӗ, сивӗ тытни тар чирне куҫрӗ; вара вӑл, ӑна сыватас тӗлӗшпе пирӗн уесри тем тӗрлӗ ӑста, пуринчен ытла шӗпӗн йышши тымарланнӑ чирсенчен сыватма пултаракан лекарь тӑрӑшрӗ пулсан та, вилчӗ. Вӑл ман алӑ ҫинчех, 30 ҫул ҫине кайсан, вилчӗ, ӑна эпӗр Горюхино ялӗн чиркӳне ашшӗ-амӑшӗсемпе юнашар пытартӑмӑр.

Иван Петрович вӑтам пӳллӗччӗ, куҫӗсем сӑрӑччӗ, ҫӳҫӗсем сарӑччӗ, сӑмси тӳрӗччӗ; пичӗ шурӑ та хытканрахчӗ.

Ҫапла ӗнтӗ, Ырӑ Ҫыннӑм, хамӑн кӳршӗ тата тусам пулнӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ, ӗҫӗсем, кӑмӑлӗ тата сӑн-сӑпачӗ ҫинчен эпӗ астуса илме пултарнисем ҫаксем пулаҫҫӗ. Ман ҫырӑва мӗнле те пулин ӗҫе яма шухӑш тытас пулсан, ман ята ниҫта та ан асӑнсамӑрччӗ. Эпӗ ҫыракансене питӗ хисеплетӗп те, юрататӑп та, анчах хама, ҫак ҫула ҫитнӗскере, вӗсен шутне кӗме кирлех мар пулӗ, тата намас пулӗ тесе шутлатӑп. Сире чунтан хисеплесе т. ыт. те.

1830 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.

Ненарадово ялӗ.

Хамӑр авторӑн хисеплӗ тусӗ ыйтине вырӑна хурса, эпӗр ӑна кирлӗ хыпарсем янӑшӑн тав тӑватпӑр, ҫав хыпарсене чӑнах та пӗтӗм кӑмӑлтан каласа панине вулакансем тивӗҫлӗ хак парӗҫ тесе шанса тӑратпӑр.

А. П.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех