Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тахҫан сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫан (тĕпĕ: тахҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, Ксени ӑна тахҫан Константин Мажарова юратса пӑрахнӑ пек юратман, анчах хӑйне пӗр-пӗр пурнӑҫра нимӗн курман ҫамрӑк каччӑ мар, пурте хисеплекен, пусӑрӑнкаллӑ ҫын юратса пӑрахни савӑнтарнӑ.

Правда, отношение ее к нему совсем не походило па то, что она когда-то пережила с Константином Можаровым, но ой льстило, что ее полюбил не какой-нибудь зеленый юноша, а всеми уважаемый и серьезный человек.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тахҫан эпӗ те асапланаттӑм ҫав шухӑшсемпе, — Мажаров ассӑн сывласа илнӗ.

— Когда-то я тоже всем этим мучился, — Мажаров вздохнул.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Акӑ ҫакӑнта, ҫак вӗтлӗх патӗнче, вӑл тахҫан хӑй халӗ те манма пултарайман ҫынна тӗл пулнӑччӗ.

Вот здесь, около этого перелеска, она когда-то повстречала человека, которого до сих пор не могла забыть.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑнах та, обком секретарӗ пӗртте кунти вырӑнсенче тахҫан ӗҫе ертсе пынӑ, сӑрӑ салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, хытӑ саслӑ, хыткан хресчен пек мар.

Правда, секретарь обкома совсем не походил на горластого худощавого мужика и серой солдатской шинели, который когда-то верховодил в здешних местах.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тахҫан Корней хӑй те ҫавӑн пекех хӗрӳ те чарусӑр ҫын пулнӑ, унӑн пуриншӗн те чунӗ ыратнӑ, колхоза сиен кӳрекен ӗҫе курмасӑр иртме пултарайман, тирпейсӗрлӗхшӗн, хуҫасӑрлӑхшӑн, кахал-наян пулнишӗн кирек кама та пӑсӑрлантарса илнӗ, тӗрӗссине бригадира та, председателе те куҫранах калама хӑраса тӑман.

Ведь и сам Корней когда-то тоже был такой же горячий и неуемный, за все болел душой и никогда не проходил мимо того, что считал во вред колхозу, распекал любого за нерадивость, бесхозяйственность и лень, не боялся сказать правду в глаза ни бригадиру, ни председателю.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени аппӑшӗн уҫӑ сассине — ун сасси шак чул ҫийӗн шӑнкӑртатса юхакан шыв сасси пек илтӗнет — кӑмӑллӑн кулса итленӗ май, килте тунӑ этажеркӑ ҫинчи кӗнекесене, кантӑк ӑшӗнчи хӗррисене тӗслӗ хутпа ҫавӑрнӑ сӑн ӳкерчӗксене васкамасӑр пӑхса ҫӳрерӗ, тӑванӗсем тӗрлӗ сӑрпа илемлетнӗ плакатсем юратнинчен тӗлӗнчӗ, — тахҫан турӑш ҫакӑнса тӑнӑ малти кӗтесе пӗтӗмпех ҫавнашкал плакатсем ҫыпӑҫтарса хунӑ.

Ксения с улыбкой слушала звонкий голос тетки — словно бежал, перепрыгивая через камешки, журчащий ручеек — и неторопливо расхаживала по избе, разглядывая книжки на самодельной этажерке, редкие фотографии под стеклом, отделанные по краям цветной бумагой, дивилась пристрастию родственников к ярким красочным плакатам, которыми был обклеен весь передний угол, где когда-то висела икона.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чартака тӗксӗм ҫутӑ пайӑркипе ҫутатса, Ксени каялла ҫаврӑнчӗ, анчах пусма патне ҫитсен, хӑй тахҫан кӑларса пӑрахнӑ шкулта вӗреннӗ чухнехи тетрачӗсен тӑпра айне пулнӑ купине курчӗ те чарӑнса тӑчӗ.

Заметив полузасыпанную мусором груду ученических тетрадей, когда-то выброшенных ею.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӳрт умӗнчи пӗчӗк садра тахҫан чӳречесем тӗлне лартнӑ икӗ пилеш йывӑҫҫи ҫеҫ темӗнле тӑрса юлнӑ, анчах вӗсем те, кил-ҫуртран уйрӑлса кайса, ҫул хӗррине куҫса ларнӑ пек туйӑнать.

Чудом уцелели две рябинки, посаженные когда-то в палисаде перед окнами, но и они словно отбились от дома и жили уже при дороге.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мишкӑна парнелесе панӑ табак енчӗкне шӑпах ӗнтӗ Дуняшкӑн кӗре пӳрнисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫӑм ҫиппипе эрешлентерсе тӗрленӗ; шӑпах Дуняшка ӑна, килтисене систермесӗр, иртнӗ хӗлле кӑвак качака мамӑкӗнчен ҫыхнӑ пӗр мӑшӑр перчетке пырса тыттарчӗ; тата шӑпах Кошевой тахҫан Дуняшка тӗрленӗ капӑр сӑмса тутрине хӑйӗн салтак гимнастеркин кӑкӑр кӗсйинче типтерлӗ упраса усрать.

Это Дуняшкины смуглые пальцы вышивали ярким гарусом подаренный Мишке кисет, это она, потаясь родных, принесла ему зимой перчатки дымчатого козьего пуха, это некогда принадлежавшую Дуняшке расшитую утирку бережно хранил в грудном кармане солдатской гимнастерки Кошевой.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тахҫан ача чух вӑл виҫӗ тирек патӗнче ҫунат шӑтса ӗлкӗреймен кайӑк кӑвакал чӗпписем хыҫҫӑн лачака тӑрӑх чупатчӗ, кӑвак шуҫӑмпа тытӑнса каҫ пуличчен Ҫавра кӳлӗре хура карас тытатчӗ… инҫех те мар, ката аяккинчерехре, ҫатракаланса ӳснӗ пӗр-пӗччен ватӑ палан тӗмӗ пурччӗ.

Около трех тополей мальчишкой когда-то гонялся по музгочке за выводком еще нелетных диких утят, в Круглом озере с зари до вечера ловил линей, а неподалеку — шатристое деревцо калины, оно стоит на отшибе, одинокое и старое.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна халӗ, тахҫан ӗлӗкхи, хӑйсем пуҫласа ҫывӑхланнӑ кунсенчи пекех, Григорисӗр пуҫне никам та, нимӗн те кирлӗ пулмарӗ.

Для нее теперь, как некогда, давным-давно, как в первые дни их связи, уже ничего не существовало, кроме Григория.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тахҫан ӗлӗк половецсемпе каторгӑсенчен тарнӑ харсӑр пӑлхавҫӑсен дозорӗсем тӑшман килнине сӑнаса-асӑрхаса тӑнӑ куринкесем хыҫне хӗрлисен батарейисем пырса вырнаҫрӗҫ.

За сторожевыми курганами, на которых некогда дозорные половцев и воинственных бродников караулили приход врага, стали красные батареи.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шамиль Алешки варринче выртать: унӑн кивелсе кайнӑ кӑвак сӑхманне уҫса хунӑ, пушӑ ҫаннине касса ҫурнӑ пуҫӗ айне чикнӗ, тахҫан ӗлӗкех татнӑ алли, таса мар ҫӗтӗкпе ҫыхнӑскер, нихҫан хускалмасӑр ҫӳременскер, сывлами пулнӑ ҫаврака кӑкӑр ҫинче шӑнӑр хутлатнӑ пек хутланса выртать.

Алешка Шамиль лежал в середине: синий старенький чекменишка его был распахнут, холостой рукав был подложен под разрубленную голову, а култышка давным-давно оторванной руки, обмотанная грязной тряпочкой, всегда такая подвижная, была судорожно прижата к выпуклому заслону бездыханной груди.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аслашшӗне пӑхасси халь самаях ӳссе кайнӑ Грипашкӑна куҫнӑ та, вӑл ӑна, тахҫан хӗр чух Наталья пӑхнӑ пекех, тирпейлӗ те юратса пӑхса усрать.

Попечение о деде перешло на руки подраставшей Грипашки, и та стала следить за ним с такой же внимательностью и любовью, как некогда ходившая в девках Наталья.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗри хуйхӑпа хупланӗ амӑшӗн чӗри, куҫҫульпе шӑварӑнӗҫ унӑн сӳнӗк куҫсем, унтан кашни кунах, яланах ҫапла, вилсе выртичченех вӑл тахҫан хӑй варӗнче йӑтса ҫӳренӗ, чӗп-чӗр юн пулса тата хӗрарӑм асапӗпе асапланса ҫуратнӑ, кайран таҫти пӗлмен-туман Дон ҫӗрӗнче тӑшман аллинчен пӗтнӗ ывӑлне асӑнса пурӑнӗ…

Горючей тоской оденется материнское сердце, слезами изойдут тусклые глаза, и каждодневно, всегда, до смерти будет вспоминать того, которого некогда носила в утробе, родила в крови и бабьих муках, который пал от вражьей руки где-то в безвестной Доншине…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утне тӳрӗ ярса, Григорий тахҫан укӑлчана картласа тӑнӑ ишӗлчӗк ҫатан урлӑ ҫав тӑкӑрлӑка вирхӗнсе кӗрсе кайма виҫсе хучӗ.

Выправив коня, Григорий целился вскочить в этот проулок через поваленный плетень, некогда отгораживавший леваду.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий арпашӑнса пӗтнӗ тетел хӳри пек чӑлханчӑк шухӑшӗнче тахҫан пурӑнса ирттернӗ кунсене пӑлхатса ухтарчӗ, нихҫан каялла таврӑнми ҫӗтсе ҫухалнӑ пурнӑҫ лӑстӑкӗсем хушшинче Аксинья патне ҫитсе тухрӗ.

Григорий в мыслях, спутанных, как сетная дель, ворошил пережитое, натыкался в этой ушедшей куда-то в невозвратное жизни на Аксинью, думал.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗтӗм айӑпӗ-инкекӗ те вӗсен тахҫан ӗлӗк хӑйсене станицӑри хисеплӗ судьясене суйлани пулнӑ.

А беда ихняя в том, что их станишными почетными судьями выбирали когда-то.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗҫыр патӗнче, Татарски хуторӗнчен сакӑр ҫухрӑмра, тахҫан Григорий арӑмӗпе пӗрле суха тунӑччӗ те, ун чухне Натальйӑна хӑй ӑна юратманни ҫинчен пуҫласа каланӑччӗ.

У Красного лога, в восьми верстах от хутора Татарского, где когда-то Григорий с женой пахал, где в первый раз признался он Наталье, что не любит ее.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Станицӑсемпе хуторсенче советсем туса хураҫҫӗ, тӗлӗнмелле пулин те, тахҫан ятлаҫса кӑна асӑннӑ «юлташ» сӑмах та вӗсен кулленхи калаҫӑвӗнчех упранса юлать.

Были образованы в станицах и хуторах советы, и как ни странно, осталось в обиходе даже, некогда ругательное, слово «товарищ».

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех