Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XLII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 23:40

Пуплевӗш: 44; Сӑмах: 646

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ирхине, ыйхӑран вӑрансан, Григорий ҫӗрле Ермаковпа Медведев каланӑ сӑмахсене аса илчӗ. Ҫӗркаҫ вӑл тӑн пӗлмичченех ӳсӗрӗлменччӗ, ҫавӑнпа та влаҫа улӑштарас пирки пулнӑ калаҫӑва ытлашши тӗрмекленмесӗрех аса илчӗ. Лиховидов хуторӗнчи ӗҫке малтанах шухӑшласа хатӗрленнӗ вӑл халь пӗтӗмпех ӑнланчӗ: вӗсем ӑна влаҫра переворот тума хӗтӗртесшӗн пулнӑ иккен. Сулахай сулӑмлӑ казаксем, Донран яланлӑхах уйрӑлса, хӑйсем патӗнче коммунистсемсӗр совет влаҫӗ майлӑ власть туса хума вӑрттӑн ӗмӗтленекенскерсем, Донец еннелле кайса Дон ҫарӗпе пӗрлешес пирки уҫҫӑнах шухӑшлакан Кудинов ура лартма хатӗрленеҫҫӗ. Донец патӗнче кӑштах вӑйсӑрланас пулсан та, хӗрлӗ фронт кирек хӑш самантра та повстанецсене ҫӑмӑллӑнах вӗсен хушшинчи «хирӗҫӗвӗ-мӗнӗпе» шӑлса ывӑтма пултарать. Апла пулин те сулахай сулӑмлӑ казаксем, повстанецсен лагерӗнче ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра хирӗҫӳ кӑларса яни вилӗмле хӑрушлӑх патне илсе ҫитернине ӑнланмасӑр, Григорие хӑйсем майлӑ ҫавӑрасшӑн пулнӑ. «Ача вӑййи ку», — ӑшра шухӑшласа илчӗ те Григорий ура ҫине сиксе тӑчӗ. Тумланнӑ хыҫҫӑнах, Ермакпа Медведева вӑратса, курницӑна чӗнсе кӗртрӗ, алӑка тачӑ хупса хучӗ.

— Акӑ мӗн, тӑвансем: кӑларса пӑрахӑр пуҫран ӗнерхи калаҫӑва, пӗр-пӗрин хушшинче пӑшӑлтатма та чарӑнӑр, унсӑрӑн япӑх пулать сире! Ӗҫ кунта командующи кам пулнинчен килмест. Кудиновра мар ӗҫ, хамӑра ункӑна хӗстерсе хунинче. Халӗ эпир, пичке пекех, кӑшӑл ӑшне хупӑннӑ. Паян-ыранах мар пулсан та, ҫав кӑшӑлсем пире пӑвса лапчӑтаҫҫӗ. Полксене Вешки ҫине мар, Мигулин ҫине, Краснокутски ҫине куҫарса каяс пулать, — Медведевӑн сивлек те лӑпкӑ сӑнлӑ пичӗ ҫинчен куҫне илмесӗр, сӑмахӗсене татса каларӗ вӑл. — Ҫапла вӑл, Кондрат, кирлӗ мар тӗнчене пӑтратма! Пуҫ тавра шухӑшласа пӑхӑр та лайӑхрах — ӑнланӑр: командирсене пӑрахӑҫласа тӗрлӗрен переворотсем тума тытӑнсан, пӗлӗр — вилӗм пулать пире. Е шуррисем патне, е хӗрлисемпе каймалла. Варринче юрамасть, — таптаса тӑкаҫҫӗ.

— Асту, сӑмаха кунтан кӑларас мар, — сӗнчӗ тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑрса Ермаков.

— Хамӑр хушӑрах пӗтет, анчах ҫапла килӗшер: казаксене пӑлхатма пӑрахӑр. Кудинов мӗн-ха ӗнтӗ хӑйӗн советникӗсемпе? Ҫук вӗсен тулли власть, — дивизие хам мӗнле пӗлетӗп, ҫапла ертсе пыратӑп. Начар вӗсем, сӑмах та ҫук кун пирки. Вӗсем акӑ, курса тӑрар, кадетсемпе те ҫураҫтарасшӑн пулаҫҫӗ-ха пире. Анчах ӑҫта кайса кӗрӗпӗр эпир? Ниҫталла кайма ҫул ҫук!

— Вӑл ҫапла-ха… — хиврен килӗшрӗ те Медведев упанни пек ҫилӗллӗн йӑлтӑртатакан пӗчӗк куҫне калаҫу пуҫланнӑранпа пӗрремӗш хут Григорий ҫине ҫӗклесе пӑхрӗ.

Ӳппӗн-тӳппӗн анкӑ-минкӗлетсе, Григорий ҫакӑн хыҫҫӑн Каргински ҫывӑхӗнчи хуторсенче тата тепӗр икӗ талӑк чарӑнмасӑр ӗҫрӗ. Ӗнтӗ йӗнерӗ айӗнчи кӗҫҫене те кӑмӑшка шӑрши ҫапрӗ. Хӗрарӑмсемпе хӗр тивлетне ҫухатнӑ хӗрупраҫсем, самӑнтлӑх юратӑва уйӑрса, Григорий алли витӗр сахал мар тухрӗҫ. Анчах ир еннелле, юратуллӑ вӑйӑн вӗри ытамӗнче йӑпанса тӑраннӑ хыҫҫӑн, Григорий, темле пачах хӑйне пырса тивмен япала ҫинчен шухӑшланӑ пек, уррӑн та сӳрӗккӗн шухӑшларӗ: «Ӗнтӗ иртсе кайнӑ вӑхӑтшӑн эпӗ пурне астивсе-тутанса куртӑм. Пайтах хӗрарӑма, хӗрсене ачашласа йӑпантӑм, лайӑх утсемпе… эх! ҫеҫенхире таптаса ҫӳрерӗм, ачасен ашшӗ пулнӑшӑн хӗпӗртерӗм, ҫынсене вӗлертӗм, хам та пайтах вилӗм ҫине кӗтӗм, кӑвак тӳпе ҫине пӑхса савӑнтӑм. Урӑх мӗнех ҫӗннине кӑтартӗ-ха мана пурнӑҫ? Ҫук вӑл ҫӗнни! Вилме те юрать. Хӑрушӑ мар. Пуян ҫын пек, вӑрҫӑлла та ним теветкелленмесӗр выляма юрать. Ҫухату пысӑк пулмасть!»

Ҫыхӑнусӑр асаилӳсен варкӑшӗнче ачалӑх ҫутӑ сенкер тӳпе ытамӗнчи хӗвеллӗ кун пек шӑвӑнса иртрӗ: чул хӳмесем ҫинчи шӑнкӑрчсем, Гришкӑн вӗри тусан ӑшӗнчи ҫара урисем, мӗлкине шыв ҫине ӳкернӗ симӗс вӑрман ыталаса илнӗ Дон мӑнаҫлӑн тӗлӗрни, тусӗсен ача чухнехи сӑнӗсем, тӑпӑл-тӑпӑл кӗрнек пӳ-силлӗ ҫамрӑк амӑшӗ… Григорий ал тупанӗпе куҫне хупларӗ те, ун умӗнчен палланӑ сӑн-питсем, тепӗр чух тата пурнӑҫра пачах кирлӗ пулман, анчах асра ҫав тери ҫирӗп тытӑнса юлнӑ япаласем шӑвӑнса иртрӗҫ; хӑлхара таҫти ҫӗрте ҫухалнӑ ҫынсен манӑҫнӑ сассисем, тӗрлӗ сасӑллӑ кулӑпа калаҫу сыпӑкӗсем янӑрарӗҫ. Ӑс-тӑн асаилӳсен таткаланчӑк ҫиппине ӗлӗк курнӑ, ӗнтӗ тахҫанах манӑҫнӑ пейзаж ҫине туртса кӗрсе кайрӗ те, Григорий умне ҫеҫенхир анлӑшӗ, ҫуллахи ҫул, урапа, малта ларса пыракан ашшӗ, вӑкӑрсем, ҫулса пӑрахнӑ тыррӑн ылтӑн хӑмӑллӑ уйӗ, ҫул ҫинчи хура курак кӗтӗвӗ куҫа шартармалла уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ… Григорий арпашӑнса пӗтнӗ тетел хӳри пек чӑлханчӑк шухӑшӗнче тахҫан пурӑнса ирттернӗ кунсене пӑлхатса ухтарчӗ, нихҫан каялла таврӑнми ҫӗтсе ҫухалнӑ пурнӑҫ лӑстӑкӗсем хушшинче Аксинья патне ҫитсе тухрӗ. «Чунӑмҫӑм! Ӗмӗр манми юратӑвӑм!» — шухӑшларӗ те вӑл юнашар ҫывӑракан хӗрарӑм ҫумӗнчен йӗрӗннӗ пек аяккарах шуҫса выртрӗ, ассӑн хашлатса, чӑтӑмсӑррӑн тул ҫутӑласса кӗтрӗ, унтан хӗвел пӗлӗт хӗррине хӗрлӗ кӗрен чӗнтӗрпе, ылтӑн укапа эрешлентерме пуҫларӗ ҫеҫ, — хӑвӑрт вырӑн ҫинчен тӑрса ҫӑвӑнчӗ те лаши патне васкаса тухрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех