Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LXIII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:30

Пуплевӗш: 184; Сӑмах: 1473

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вӗсем икӗ талӑк, кумпа ҫӗре ҫӗтерсе, йӗри-таврара мӗн пулса иртни ҫинчен манса, тӗлӗкри майлӑ пурӑнчӗҫ. Тепӗр чух, анкӑ-минкӗллӗн кӑштах тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, Григорий ыйхӑран вӑранса кайрӗ те ҫурма тӗттӗмре Аксинья хӑй ҫине тимлӗн, темскер тӗпченӗ пек тинкерсе пӑхнине курчӗ. Аксинья ялан тенӗ пекех чавсаланса, питне ал тупанӗпе тӗревлесе выртрӗ, ун ҫине куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр тенӗ пек пӑхрӗ.

— Мӗн пӑхатӑн? — ыйтрӗ Григорий.

— Тӑраниччен курас килет… Вӗлереҫҫӗ сана, чӗре систерет мана.

— Ну, систеретех пулсан, пӑх, эппин, — йӑл кулчӗ Григорий.

Виҫҫӗмӗш талӑк ҫине кайсан, вӗсем пуҫласа урама тухрӗҫ. Кудинов иртен варах ун патне посыльнӑйсем ячӗ, канашлӑва пыма чӗнчӗ. «Пымастӑп. Мансӑрах канашлаччӑр», — тесе ӑсатрӗ вӗсене Григорий.

Прохор ун валли штабран ҫӗнӗ лаша тупса пычӗ, ҫӗрле Мӑн Кӑмрӑк сотни тӑракан участокра пулса, унта хӑварнӑ йӗнере илсе таврӑнчӗ.

— Ӑҫта? — шиклӗн ыйтрӗ Аксинья, Григорий таҫта кайма хатӗрленнине курса.

— Татарскине ҫитесшӗн-ха: хамӑрӑннисем хутора мӗнле хӳтӗленине тата ҫемье ӑҫтине пӗлсе килес тетӗп.

— Ачасемшӗн тунсӑхларӑн-и? — Аксинья кӗре ӳтлӗ ҫаврака хулпуҫҫине тутӑрӗпе ҫӳҫенчӗклӗн кӗптесе тытрӗ.

— Ара ҫав.

— Кайс марччӗ сан, э?

— Ҫук, каятӑп.

— Ан кай! — тархасласа ыйтрӗ Аксинья. Унӑн хура хӑрпӑклӑ куҫ шӑтӑкӗсенчи куҫ шӑрҫисем вут пек хӗмленме пуҫларӗҫ. — Эппин, ҫемйӳ хаклӑрах манран? Хаклӑрах? Унта та кунта та чун туртать? Апла пулсан яисе кай мана хӑвӑн килне. Натальйӑпа мӗнле те пулин килӗштеркелӗпӗр… Ну, каях! Кай! Анчах тек пырса ан курӑн ман пата! Йышӑнмастӑп. Кирлӗ мар мана капла!.. Кирлӗ мар!

Григорий ним шарламасӑрах картишне тухрӗ, лаши ҫине утланчӗ.

* * *

Татарски пластунӗсен сотни траншейӑсем чавса хӑтланма ӳркенчӗ.

— Шутласа кӑлараҫҫӗ ухмахла ӗҫ, — хулӑн сасӑпа мӗкӗрешрӗ Христоня. — Мӗн, Германи фронтӗнче-им вара эпир? Алтӑр, тӑванӑмсем, ахаллисенех, хайхи-майхи; окопсем чӗркуҫҫи тарӑнӑш пулччӑр та — ҫитрӗ те. Ҫакӑн пек чулланса ларнӑ ҫӗре шут-и вӑл икӗ аршӑн тарӑнӑш чавасси, хайхи-майхи? Ӑна кӗреҫепе мар, лумпа илейместӗн.

Ӑна итлерӗҫ. Сулахай ҫыранӑн кимӗрчекленсе ларнӑ чӑнкӑ шырланӗ хӗрринче хӑйсене пытанса выртмалӑх пӗчӗк окопсем чаврӗҫ, вӑрманта ҫӗрпӳртсем турӗҫ.

— Ну, пурӑнма пуҫларӑмӑр та хай сӑвӑр пурнӑҫӗпе! — йӗплесе тӑрӑхларӗ нихҫан кулянма пӗлмен Аникушка. — Шӑтӑксенче пурӑнма тапратрӑмӑр, хырӑма саплама курӑк каять. Атту тӗшӗрттер сире хӑймапа икерчӗ. Какай, ҫтерлӗк ярса пӗҫернӗ лапшу яшки пар… Халь ме ак: кирлӗ мар-и хыт курӑк?

Татарски казакӗсене хӗрлисем сахал чӑрмантарчӗҫ. Хутора хирӗҫ батарейӑсем ҫук. Теплерен пӗрре ҫеҫ, окопран пуҫне кӑларса пӑкакан сӑнавҫӑ ҫинелле кӗске черетсем ӑсатса, сулахай ҫыранра пулемет шӑтӑртатса каять, унтан каллех таврара чылай хушӑ шӑп пулса килет.

Хӗрлӗармеецсен окопӗсем сӑрт ҫине вырнаҫнӑ. Унтан та хушшӑн-хушшӑн перкелеҫҫӗ, анчах хӗрлӗармеецсем хутора ҫӗрле ҫеҫ, ҫитменнине тата йӑпӑртлӑха тенӗ пек кӑна кая-кая килеҫҫӗ.

* * *

Григорий хӑйсен улӑхне каҫ пулас умӗн пырса ҫитрӗ.

Кунта пурте уншӑн палланӑ-пӗлнӗ вырӑнсем. Кашни йывӑҫ мӗне те пулин аса илтерет… Ҫул Чиперук уҫланкипе каять. Унта ҫулсерен казаксем, ҫаран «ҫаратнӑ» (валеҫнӗ) хыҫҫӑн, Питравра эрех ӗҫетчӗҫ. Улӑхалла Алешка кати сӑмсаланса кӗрет. Ӗлӗк-авалах, ун чухне ятсӑр пулнӑ ҫак катара, Татарски хуторӗнче пурӑннӑ темле Алексейӗн ӗнине кашкӑрсем туртса ҫурнӑ пулнӑ. Алексей вилнӗ, масар чулӗ ҫинчи ҫыру ҫийӗнсе пӗтнӗ пекех, вӑл хӑй те асран тухса ӳкнӗ. Ӗнтӗ кӳршисемпе тӑванӗ-хурӑнташӗсем халӗ унӑн хушаматне те астумаҫҫӗ. Анчах ун ятне панӑ ката пурӑнать, юмансемпе караичсен тӗксӗм симӗс тураттисене тӳпенелле кармаштарать. Татарски казакӗсем вӗсене хуҫалӑхра кирлӗ япаласем тума касаҫҫӗ. Апла пулин те, ҫуркуннесенче тункатасенчен хӑрма пӗлмен ҫамрӑк хунавсем ашкӑрса тухаҫҫӗ те пӗр-икӗ ҫул майӗпен ӳсеҫҫӗ, унтан каллех Алешка кати ҫу кунӗсенче сарлака туратлӑ ҫутӑ симӗс тум тӑхӑнать, кӗркуннесенче ылтӑн тӗслӗ эрешӗсемпе, ир енне ӳкнӗ тӑм хӗмлентернӗ капӑр юман ҫулҫисен хӗрлӗ ҫулӑмӗпе йӑлкӑшать.

Ҫулла Алешка катинчи нӳрӗ ҫӗре йӗплӗ хулӑллӑ кӑвак ҫырла тӗмӗсем иртсе ҫӳремелле мар сырса илеҫҫӗ, ватӑ караичсен тӑрринче элес-мелес капӑр ҫунатлӑ кӑвак кайӑксемпе чакаксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ; кӗркунне, йӗкелсемпе ҫӗре тӑкӑннӑ юман ҫулҫисен чуна уҫӑлтаракан йӳҫӗрех шӑрши сарӑлнӑ вӑхӑтра, катара кӑнтӑр енне вӗҫсе каякан кӑрӑпчаксем кӑштах канса илеҫҫӗ, хӗлле вара вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗҫҫеленсе выртакан юр ҫинче тилӗсен ҫаврака пичет евӗрлӗ йӗрӗсем кӑна ахах-мерчен ҫипсем пек кукӑр-макӑррӑн тӑсӑлаҫҫӗ. Ачарах чух Григорий Алешка катине пӗрре мар тилӗ капкӑнӗ лартма ҫӳренӗ…

Вӑл йываҫ тураттисен сулхӑнӗпе, урапа йӗрӗсене курӑк пусса илнӗ пӗлтӗрхи ҫулпа пычӗ. Чиперук уҫланкинчен иртрӗ, Хура ҫыр патне тухрӗ те, пуҫа пӗр тӑруках тем тӗрлӗ асаилӳ килсе капланчӗ. Тахҫан ача чух вӑл виҫӗ тирек патӗнче ҫунат шӑтса ӗлкӗреймен кайӑк кӑвакал чӗпписем хыҫҫӑн лачака тӑрӑх чупатчӗ, кӑвак шуҫӑмпа тытӑнса каҫ пуличчен Ҫавра кӳлӗре хура карас тытатчӗ… инҫех те мар, ката аяккинчерехре, ҫатракаланса ӳснӗ пӗр-пӗччен ватӑ палан тӗмӗ пурччӗ. Мелеховсен картишӗнченех курӑнатчӗ вӑл. Григорий вара хӑйсен крыльци ҫине тухатчӗ те аякранах хӗрлӗ ҫулӑм пек курӑнакан палан тӗмӗ ҫине пӑхса кӑмӑл тулли савӑнатчӗ. Питӗ юрататчӗ тата ҫӗре кӗнӗ Петро кӑшт йӳҫек те тӑкӑс тутӑллӑ палан куклине…

Шӑппӑн хурланса пӑхса пычӗ Григорий хӑй мӗн ачаран пӗлнӗ-палланӑ вырӑнсене. Лаша сывлӑшра явӑнакан ӳпресемпе хӑмӑртарах тӗслӗ усал вӑрӑмтунасене хӳрипе ӳркевлӗн хӑваласа утрӗ. Симӗс шурутпа сӳсен ҫилпе ҫемҫен чӳхенсе авӑнаҫҫӗ. Ҫаранлӑх вӗлтӗркке симӗс хумсемпе витӗннӗ.

Татарски пластунӗсен окопӗсем патне ҫитсен, Григорий ашшӗне чӗнсе ячӗ. Таҫта сулахай флангра Христоня кӑшкӑрчӗ:

— Прокофич! Кил хӑвӑртрах, Григорий персе ҫитрӗ хайхи.

Григорий йӗнер ҫинчен анчӗ те хӑй патне пырса тӑнӑ Аникушкӑна чӗлпӗр тыттарчӗ, аякранах хыпаланса тӗнкӗлтетекен ашшӗне курчӗ.

— Ну, сывӑ-и, начальник!

— Сывах-ха, атте. Ху мӗнле?

— Чиперех. Килтӗн пулать?

— Аран тухса килтӗм! Ну, мӗнле пирӗннисем? Анне, Наталья ӑҫта?

Пантелей Прокофьич алӑ сулчӗ, питне пӗркелентерчӗ. Унӑн хура пичӗ тӑрӑх куҫҫуль йӑрласа юхса анчӗ…

— Ну, мӗн тата? Мӗн вӗсемпе? — хиврен ыйтрӗ Григорий пӑлханса.

— Каҫармарӗҫ…

— Мӗнле апла?!

— Икӗ кун маларах Наталья йывӑр чирлесе ӳкрӗ. Вырӑнпах выртать. Тиф пулмалла… Ну, карчӑк пӑрахса каясшӑн пулмарӗ ӑна… Эсӗ ан хӑра, ывӑлӑм, вӗсен пурте йӗркеллех унта!

— Ачасем мӗнле? Мишатка? Полюшка?

— Вӗсем те унтах. Дуняшка каҫнӑ. Хӑрарӗ юлма… Хӗр хуйхи, пӗлетӗн-ҫке? Нумай пулмасть Аникушка арӑмӗпе Волхова кайрӗҫ. Эпӗ икӗ хутчен килте пултӑм-ха. Ҫӗр варринче кимӗпе майӗпен каҫатӑп та, курса килетӗп вара. Наталья питӗ йывӑр, ачасем, тавах турра, чиперех… Ним пӗлми выртать Наталья, вӗрилентерсе пӑрахнӑ та, тути те йӑлт юнӑхса ларнӑ.

— Ма вӗсене кунта каҫарса килмерӗн? — тарӑхса ыйтрӗ Григорий.

Старик тилӗрсе кайрӗ, унӑн чӗтренсе тухакан сассинче кӳренӳпе ӳпкелешӳ илтӗнчӗ.

— Ху тата мӗн турӑн? Вӗсене маларах килсе каҫарма йывӑр пулчӗ-и?

— Дивизи ман! Манӑн дивизие каҫармалла пулнӑ! — хӗремесленсе хирӗҫлерӗ Григорий.

— Илтрӗмӗр-ха эсӗ Вешкинче мӗн туса пурӑнни ҫинчен… Эппин, кил-йыш кирлӗ мар сана? Эх, Григорий! Ҫынсем пирки шухӑшлас килмесен те турӑ ҫинчен шухӑшламалла… Дон урлӑ эпӗ ку тӗлте каҫман, атту хӑвараттӑмччӗ-и вӗсене? Пирӗн взвод Еланьте тӑчӗ, эпир кунта килсе ҫитнӗ тӗле хӗрлисем хутора кӗрсе те ӗлкӗрнӗ.

— Эпӗ Вешкинче!.. Ку сана тӗкӗнекен ӗҫ мар… Ҫавӑнпа эсӗ мана… — Григорий сасси хӑйӑлтатса та тӑвӑнса тухрӗ.

— Эпӗ нимӗн те каламастӑп! — хӑраса ӳкрӗ старик, ҫывӑхрах пуҫтарӑнса тулнӑ казаксем ҫинелле кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илсе. — Эпӗ ун пирки мар… Майӗпентерех калаҫ эсӗ, ҫынсем ав итлесе тӑраҫҫӗ… — унтан хуллен пӑшӑлтатма пуҫларӗ:  — Эсӗ пӗчӗк ача мар, хӑвӑнне хӑвӑн пӗлмелле. Ҫемье пирки тесен — вӗсемшӗн ытлашши пит ан пӑшӑрхан. Наталья, турӑ пулӑшсан, сывалӗ, тен. Хӗрлисем вӗсене тивсех каймаҫҫӗ! Чӑнах та, хӗл каҫнӑ пӑрӑва пуснӑ, урӑх — нимӗн те. Хӗрхеннӗ те тивмеҫҫӗ… Тырӑ пӗр хӗрӗх пӑт илсе кайнӑ. Мӗн ҫав ара, ӑҫтан-ха вӑрҫӑ сиенсӗр пултӑр?

— Тен, халӗ каҫарса килмелле вӗсене?

— Кирлӗ мар пуль тетӗп. Кине, чирлӗскерне, мӗнле илсе килес-ха? Хӑрушши те хӑрушӑ. Вӗсем унта та аптӑрамаҫҫӗ. Карчӑк хуҫалӑха пӑхкалать пӑртак. Ку маншӑн та лӑпкӑрах, атту пушарсем пулкаланӑ хуторта.

— Кам-кам ҫунса кайнӑ?

— Пӗтӗм площадь кӗл купи пулса юлнӑ. Ытларахӑшӗ купсасен кил-ҫурчӗсем. Коршунов хӑтасене пӗтӗмпе ҫунтарса янӑ. Лукинична тӑхлачӑ Андропов хуторӗнче халь, кил сыхлама Гришака мучи юлнӑ-мӗн. Аннӳ каласа кӑтартрӗ-ха. Каларӗ, тет, Гришака мучи: «Хам килтен ниҫта та тапранмастӑп, анчихристсем ман пата пырса кӗреймеҫҫӗ, хӗресрен хӑраҫҫӗ», терӗ, тет. Юлашки вӑхӑтра вӑл йӳтемех пуҫларӗ. Анчах, куратӑн-и, хӑраман хӗрлемессем ун хӗресӗнчен, пӳрчӗпе ытти хуралтисене тӗтӗм ярса илнӗ, хӑй пирки пӗр сас-хура та ҫук… Шутласан, вилме те вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ ун. Ҫирӗм ҫул каяллах хӑй валли тупӑк тунӑ, вӑл пур ҫаплах пурӑнать… Хутора вара сан тусу вут чӗртсе ҫӳрет, шуйттан пуҫӗ.

— Кам?

— Мишка Кошевой, ара, эсрел ҫави илсе кайманскер.

— Ҫук пуль?

— Турӑшӑн-хӗвелшӗн те, ҫавӑ. Пирӗн пата кӗнӗ те сан ҫинчен ыйтнӑ. Ҫаплах каларӗ, тет, аннӳне: «Леш енне каҫар кӑна — сирӗн Григорие чи малтан мӑя пӑяв тӑхӑнтаратпӑр. Эпӗ, — тесе калать, тет, — уншӑн хӗҫе те вараламастӑп!» Ман пирки ыйтрӗ, тет те, шӑлне йӗрчӗ, тет. «Леш уксах шуйттанӗ тата ӑҫта йӑкӑртатнӑ? Ларасчӗ килте, кӑмака ҫинче. Ну, пӗр те пӗр алла лекес пулсан, вӗлермеллех вӗлермӗп те, анчах каклиш килекен пуличчен саламат кукли ҫиетех!» — терӗ, тет. Ав мӗнле эсремет пулса кайнӑ! Ҫӳрет, тет, хутор тӑрӑх, купсасемпе пупсен килӗ-ҫурчӗсене вут чӗртет, тет, хӑй: «Иван Алексеевичпа Штокманшӑн пӗтӗм Вешенскине ҫунтарса яратӑп!» — тесе калать, тет. Ӑнлантӑн-и — мӗнле?

Григорий тепӗр ҫур сехете яхӑн ашшӗпе калаҫкаласа тӑчӗ, унтан лаши патне кайрӗ. Калаҫу вӑхӑтӗнче старик Аксинья пирки тек шӑл шурри те кӑтартмарӗ, анчах Григорий чунӗ унсӑрӑнах тӑвӑнса килчӗ. «Атте илтнӗ пулсан, пурин хӑлхине те ҫитнех-тӗр. Кам сӑмах кӑларма пултарнӑ-ха? Прохорсӑр пуҫне кам пире пӗрле курнӑ? Степан та пӗлет-ши ӗнтӗ?» Намӑсланнипе, хӑйне хӑй тарӑхнипе вӑл шӑлне шӑтӑртаттарса илчӗ…

Кӑштах казаксемпе калаҫкаларӗ. Аникушка пӗрех май шӳтлерӗ, сотня валли темиҫе витре сӑмакун ярса пама ыйтрӗ.

— Пире патронсем памасан та юрать, эрехӗ ҫеҫ пултӑрччӗ! — терӗ те вӑл ахӑлтатса куҫ хӗсрӗ, таса мар кӗпе ҫухине чӗрнипе шаклатса кӑтартрӗ.

Григорий Христоньӑпа хӑйсен хутор казакӗсене пурне те ҫул ҫине чиксе килнӗ табакпа хӑналарӗ; каяс умӗн тин Степан Астахова курчӗ. Степан ун патне пычӗ те васкамасӑр сывлӑх сунчӗ, алӑ тытмарӗ.

Григорий ӑна восстани пуҫланнӑранпа пӗрремӗш хут курать-ха. «Пӗлет-ши?» — пӑлханчӑклӑн сӑнаса пӑхрӗ вӑл ун ҫине. Анчах Степанӑн типшӗм те илемлӗ сӑнӗ лӑпкӑ кӑна та мар, хаваслӑ та. Григорий ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ: «Ҫук, пӗлмест!»

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех