Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LXI

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:27

Пуплевӗш: 216; Сӑмах: 2770

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗр кун хушшинче повстанецсен чаҫӗсемпе беженецсене пурне те Донӑн сулахай енне каҫарса пӗтерчӗҫ. Чи юлашкинчен Григорий Мелеховӑн 1-мӗш дивизине кӗрекен Вешенски полкӗн утлӑ сотнисем каҫрӗҫ.

Хӗрлӗ Ҫарӑн хӑйсем ҫине тапӑнса килекен 33-мӗш Кубань дивизине Григорий вуникӗ чи лайӑх сотньӑпа каҫ пуличчен чарса тӑчӗ. Пӗр пилӗк сехетсем тӗлне вӑл Кудиновран ҫар чаҫӗсемпе беженецсене Дон урлӑ каҫарса пӗтерни ҫинчен хыпар илчӗ те ҫавӑн чух тин сотньӑсене каялла чакма приказ пачӗ.

Маларах хатӗрленӗ план тӑрӑх, Дон тӑрӑхӗнчи повстанецсен сотнисен кашнийӗн, шыв урлӑ каҫса, хӑйсен хуторӗсемпе тӗлме-тӗл вырнаҫса тӑмалла. Кӑнтӑрла ҫитеспе штаба сотньӑсенчен донесенисем килме пуҫларӗҫ. Вӗсем нумайӑшӗ ӗнтӗ сулахай ҫыран тӑрӑх хӑйсен хуторӗсене хирӗҫ вырнаҫса ӗлкӗрнӗ.

Пӗр-пӗринчен аяккарахри хуторсем хушшине штаб ҫеҫенхир енчи казаксен сотнисене тӑратрӗ. Кружилин, Максаевпа Сингин, Каргинскин ҫуран, Латышев, Лиховидов тата Грачев хуторӗсен сотнисем Пегаревка, Вешенски, Лебяжин, Хӗрлӗ Ҫыр хушшинчи вырӑнсене йышӑнчӗҫ, ыттисем тыла — Донӑн сулахай ҫыранӗнчи Дубровка, Черный, Горохотка хуторӗсене — кайса тӑчӗҫ. Сафонов шухӑшланӑ тӑрӑх, командование ҫак резерв фронта татса кӗме май килсен кирлӗ пулма тивӗҫлӗ.

Повстанецсен фрончӗ Донӑн сулахай енӗпе Казански станицӑн чи хӗвеланӑҫӗнчи хуторӗсенчен пуҫласа Усть-Хопер патне ҫити — ҫӗр аллӑ ҫухрӑм — тӑсӑлса кайрӗ.

Сулахай ҫырана каҫса килнӗ казаксем позицилле ҫапӑҫусене хатӗрленчӗҫ: васкасах траншейӑсем чаврӗҫ, тирек, хӗрлӗ ҫӳҫе, юман йывӑҫӗсене касрӗҫ, пӑчкӑсемпе татрӗҫ, блиндажсем турӗҫ, пулеметсем валли тарӑн мар шӑтӑксем чаврӗҫ. Беженецсем патӗнче тупса пынӑ пушӑ михӗсене хӑйӑр тултарчӗҫ, вӗсене траншейӑсем хӗррине вӗҫе-вӗҫӗн, бруствер хӑпартнӑ пек, хурса тухрӗҫ.

Каҫалапа пур ҫӗрте те траншейӑсем алтса пӗтерчӗҫ. Повстанецсен 1-мӗшпе 3-мӗш батарейисем Вешенски хыҫӗнчи ҫамрӑк хырсем хушшине маскировка туса вырнаҫрӗҫ. Сакӑр оруди валли пурӗ те пилӗк снаряд кӑна юлнӑ. Ӗнтӗ винтовка патронӗсем те пӗтнӗпе пӗрех. Кудинов патронсене персе пӗтерме юраманни ҫинчен питӗ хытарса каланӑ приказпа повстанецсем патне юланутлӑ хыпарҫӑсем ярать. Приказра сотньӑсенче чи лайӑх перекен стрелоксене пӗр-икӗ ҫын уйӑрма, ҫав питех те тӗл перекен-тивретекен стрелоксене хӗрлисен пулеметчикӗсене тата сылтӑм ҫыранри хуторсен урамӗсенче курӑнакан хӗрлӗармеецсене пӗтерсе тӑкмашкӑн кирлӗ таран патронсем пама сӗннӗ. Ыттисене хӗрлисем Дон урлӑ каҫма тытӑнсан ҫеҫ пеме ирӗк панӑ.

Григорий Мелехов каҫ сӗмӗпе хӑйӗн дивизийӗнчи Дон хӗррипе сапаланса тухнӑ чаҫӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫӗр каҫма Вешенскине таврӑнчӗ.

Улӑхра кӑвайт хума чарнӑ. Вешенскинче те пӗр хӑй ҫути те ҫук. Пӗтӗм Дон леш енӗ хӑмӑр кӑвак сӗмлӗхе путнӑ.

Ирхине ирех Базки сӑрчӗ ҫинче хӗрлисен малтанхи разъезчӗсем курӑнчӗҫ. Кӗҫех вӗсем Усть-Хопертан тытӑнса Казански станица таранах сылтӑм ҫыранри мӗнпур куринкесем ҫинче ӗмӗлтетме пуҫларӗҫ. Хӗрлӗ фронт асар-писер ҫил-тӑвӑл пек Дон хӗррине ахӑрашса ҫитнӗ. Унтан часах разъездсем куҫран ҫухалчӗҫ те сӑрт тӗмескисене кӑнтӑрлачченех пушхирти пек йывӑр шӑплӑх пусахласа тӑчӗ.

Гетман шляхӗ тӑрӑх ҫил тӗксем шурӑ тусан юписене ҫавӑрттарса ҫӳрерӗ. Кӑнтӑрта ҫаплах вӑйлӑ пушарӑн хӗрлӗ хура янкарӗ мӑкӑрланса тӑчӗ. Ҫил салатса янӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем каллех пӗр ҫӗрелле капланса пуҫтарӑнчӗҫ. Сӑрт ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗн ҫунатлӑ мӗлки пырса ӳпӗнчӗ. Кӑнтӑр ҫутинче, шуррӑн курӑнса, ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ. Хурарах кӑвак тӗслӗ ҫумӑр пӗлӗтне вӑл самантлӑха кӗмӗл тӗслӗ кукӑр-макӑр хуртапа эрешлесе илчӗ те, йӑлтӑркка сӑннипе аялалла вирхӗнсе, хурал сӑрчӗн ҫаврака кӑкӑрӗ ҫине пырса тӑрӑнчӗ. Аслати пуҫ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан тем пысӑкӑш пӗлӗте шатӑртаттарса ҫурчӗ тейӗн: ун айӗнчен ҫумӑр шапӑртатса тӑкӑнма тытӑнчӗ. Ҫил ӑна ҫӗр ҫине чалӑшшӑн ҫапса ҫутарчӗ. Дон ҫумӗнчи ту юпписен шурӑ тӑмлӑ тӑвайккийӗсем, шӑрӑхпа шанса кайнӑ хӗвелҫаврӑнӑшсем, ҫулҫисене уснӑ тырӑ калчисем тӑрӑх тӗксӗм шурӑ хумлӑн ташлаттарса илсе ҫӳрерӗ.

Ҫамрӑк, анчах тусан ларса тулнипе ватӑ тӗс ҫапнӑ хӑмӑртарах симӗс ҫулҫӑсене ҫумӑр часах ҫӗнетсе ячӗ. Сӗтеклӗн йӑлтӑртатакан пулчӗ ҫуртри калчи, сарӑ питлӗ хӗвелҫаврӑнӑш тӗмӗсем ҫаврака пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, пахчасенчен чечеке ларнӑ кавӑнӑн пылак шӑрши юхса килчӗ. Шыв сӑхса тӑраннӑ ҫӗр вӑрахчен шурӑ пӑспа сывласа выртрӗ…

Дон хӗрринчи ту шӑрчӗ тӑрӑх сайран сапаланса Дон айккипе Азов тинӗсӗ таранах тӑсӑлса каякан хурал куринкисем ҫинче кӑнтӑрла иртсен каллех хӗрлӗармеецсен разъезчӗсем курӑнчӗҫ.

Сарӑ хӑйӑрпа витӗннӗ тӳрем Дон леш енӗ, вӑрман хӗрринчи кӳлӗсен симӗс утравӗсемпе таткаланса пӗтнӗскер, хурал тӗмескисем ҫинчен вуншар ҫухрӑма курӑнса выртать. Хӗрлӗармеецсен разъезчӗсем хуторсене питӗ асӑрханса кӗрекен пулчӗҫ. Сӑрт ҫинчен пехота сапаланса анчӗ. Тахҫан ӗлӗк половецсемпе каторгӑсенчен тарнӑ харсӑр пӑлхавҫӑсен дозорӗсем тӑшман килнине сӑнаса-асӑрхаса тӑнӑ куринкесем хыҫне хӗрлисен батарейисем пырса вырнаҫрӗҫ.

Мӑн Кӑмрӑкра пулеметсем хаяррӑн калаҫма пуҫларӗҫ. Икӗ «гочкис» кӗске черетсемпе ҫунтарчӗ, кӑштах хулӑнрах сасӑллӑ «максим», Дон леш енче вырӑнтан вырӑна чупа-чупа каякан повстанецсен пехоти ҫинелле пенӗ май, пӗр шӑпланмасӑр шатӑртатса тӑчӗ. Сӑртсем патне обозсем ҫывхарчӗҫ. Кӳкен тӗмӗсем пусса илнӗ тӑвайкки хӗррисенче окопсем чаваҫҫӗ. Гетман шляхӗ тӑрӑх двуколкӑсемпе кӑрмансен кустӑрмисем кӑлтӑртатса иртрӗҫ, вӗсем хыҫӗнчен, варкӑшса пыракан вӑрӑм аркӑ пек тӑсӑлса тусан мӑкӑрланса юлчӗ.

Фронт талккӑшӗпех тупӑ сасси кӗмсӗртетсе тӑчӗ. Херлисен батарейисем Дон сӑрчӗсем мӑнаҫлӑн хуҫаланакан вырӑнтан каҫ пуличченех Дон леш еннелле персе тӑчӗҫ. Повстанецсен траншейисемпе таткаланса пӗтнӗ улӑх Казанскинчен пуҫласа Усть-Хопер станици таранах нимӗнле сасӑ та памарӗ. Ут хуралҫисем лашасемпе пӗрле айлӑмри улах хӑвалӑхсене кайса пытанчӗҫ. Хӑвалӑхсенче хӑмӑш, хӑяхпа мур курӑкӗ иртсе ҫӳремелле мар ҫӑра ашкӑрса кайнӑ. Кунта утсене шӑна-пӑван аптӑратмасть, вӑрман хӑмли явӑнса ӳсекен чӑтлӑхра сывлӑшӗ те уҫӑ. Йывӑҫсемпе ҫӳллӗ ӳснӗ ҫӳҫе тӗмӗсем казаксене хӗрлӗармеецсен сӑнавҫисем асӑрхасран шанчӑклӑн хӳтӗлеҫҫӗ.

Симӗс ҫаранлӑ улӑхра ҫын чунӗ те ҫук. Донран аяккарах тарса каякан беженецсен хӑранипе пӗкӗрӗлсе хутланнӑ кӗлеткисем ҫаранлӑхра теплерен ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ. Хӗрлӗармеецсен пулемечӗ вӗсем ҫинелле темиҫе черет кӑларса ячӗ. Вӑрӑммӑн та кичеммӗн шӑхӑрса вӗҫекен пульӑсем сехри хӑпнӑ беженецсене ҫӗр ҫумнелле ывтӑнтарчӗҫ. Вӗсем ҫӑра курӑк хушшинче каҫ тӗттӗмӗччен выртрӗҫ те унтан тин вӑрманалла чупрӗҫ, каялла ҫаврӑнса пӑхмӑсӑрах ҫурҫӗре, йӑвӑ ӳснӗ ҫирӗксемпе хурӑнсен чӑтлӑхӗ тараватлӑн илӗртекен ҫырма-ҫатраллӑ ката варрине ҫитсе ӳкме хыпаланчӗҫ.

* * *

Икӗ кун Вешенски ҫине тупӑсемпе татти-сыпписӗр йӗрсе тӑчӗҫ. Станица ҫыннисем ниҫта тухмасӑр нӳхрепсемпе путвалсенче ларчӗҫ. Снарядсем алтӑкласа пӗтернӗ урамсене ҫӗрле тин кӑштах чун кӗнӗ пек пулчӗ.

Штафра ӗҫлекенсем хӗрлисем наступлени пуҫлама, Дон урлӑ каҫма хатӗрленсе ҫапла вӑйлӑ переҫҫӗ тесе калаҫрӗҫ. Вӗсем Вешенскине йышӑнса илес шутпа хӗрлисем станица тӳрӗрен каҫасран, пӳклен тӑсӑлса кайнӑ фронт ҫине савӑл пек тӑрӑнса кӗрсе, фронта икке уйӑрса ярасран, унтан Калачпа Усть-Медведица патӗнчен флангсемпе тапӑнса килсе повстанецсен ҫарӗсене тӗппипе аркатса тӑкасран шикленчӗҫ.

Кудинов хушнипе, Вешенскинче, кирлӗ таранах пулемет лентӑсем парса, ҫирӗм пулемет ытла Дон хӗррине пырса лартнӑ. Батарея командирӗсем упранса юлнӑ снарядсене хӗрлисем шыв урлӑ каҫма тапратас пулсан ҫеҫ персе пӗтерме приказ илнӗ.

Григорий Мелехова штабрисем вырӑнсӑр шикленнӗ пек туйӑнчӗ. Майӑн 24-мӗшӗнче пухӑннӑ канашлу вӑхӑтӗнче вӑл Илья Сафоновпа ун майлӑ шухӑшлакансенчен тӑрӑхласа та илчӗ.

— Мӗнле каҫаҫҫӗ-ши вӗсем Вешкине? — терӗ вӑл. — Каҫма май пур-им вара кунта? Пӑхӑр ав: леш енчи ҫыран хӗрри ҫатма ҫинчи пек ҫара, аялта тикӗс хӑйӑр ярӑмӗ. Дон хӗрринче йывӑҫ мар, курӑкӗ те пулин ҫук. Мӗнле ухмах каҫтӑр ҫавӑн пек вырӑнтан? Пер Илья Сафонов ҫеҫ хӑйӗн ӑслӑ пуҫӗпе ҫав тамӑка кӗрсе каятчӗ пулӗ… Унашкал ҫара ҫыранра пулеметсемпе пӗр ҫын юлмиччен ҫулса тӑкаҫҫӗ! Эсӗ ан шутла, Кудинов, хӗрлӗ командирсем иксӗмӗртен ухмах тесе. Вӗсен хушшинче пирӗнтен тӑнлисем те пур! Вёшки ҫине вӗсем тӳрӗрен каҫса килмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунта мар, е шыв ӑшӑх та авӑрсем пит тарӑнах мар ҫӗрте е ҫырма-ҫатраллӑ, вӑрманлӑ улах вырӑнта Дон урлӑ каҫасса кӗтмелле. Ҫавӑн пек хӑрушлӑх пур вырӑнсене лайӑхрах, уйрӑмах ҫӗрлесенче, хытӑ сӑнас пулать. Казаксене асӑрхаттармалла: маххӑ ан паччӑр, ҫӑвар карса юлмалла ан пултӑр. Инкек-мӗн килсе тухасран, хӑрушӑрах вырӑнсене малтанах резерври чаҫсене кайса тӑратмалла.

— Вёшки ҫине килмеҫҫӗ тетӗн? Эппин, мӗншӗн вӗсем станица ҫине сӗм-ҫӗрлеччен тупӑсемпе переҫҫӗ? — ыйтрӗ Сафонов помощникӗ.

— Куна эсӗ хӑйсенчен кайса ыйт. Мӗн-ха, Вёшки ҫине ҫеҫ переҫҫӗ пулӗ тетӗн-и? Казанка тӑрӑх та шӑлаҫҫӗ, ав лерен, Семенов сӑрчӗ ҫинчен, Ерински ҫине те ҫаплах тӑкаҫҫӗ. Вӗсем таҫтан та тупӑсемпе ҫунтараҫҫӗ. Снарячӗсем вӗсен пирӗннинчен пӑртак нумайрах пулас ҫав. Пирӗн вӑл, к… артиллерийӗн, пилӗк снаряд кӑна, вӗсенне те стаканӗсене юманран вартаса тунӑ.

Кудинов ахӑлтатса кулса ячӗ:

— Куна вӑт пит тӗрӗс каларӑн!

— Критиклесе сӳпӗлтетмелле мар кунта! — кӳренчӗ канашлӑва пынӑ 3-мӗш батарея командирӗ. — Кунта ӗҫ ҫинчен калаҫас пулать.

— Калаҫ, ара, кам сан чӗлхӳ ҫине пусать? — Кудинов питне-куҫне шӑмарчӗ, чӗн пиҫиххи вӗҫне вылятма пуҫларӗ. — Эсрелсене сире: «Снарядсене усӑсӑр ан пӗтерӗр, кирлӗрех чух валли упрӑр!» — тесе пӗрре мар каланӑ. Ҫук-ҫке, мӗн куҫ тӗлне пулать — ҫавна петӗр, обозсене те пӗтер-ха ав. Халӗ туй килчӗ те хӳре вӗҫне — нимӗнпе пеме ҫук. Критикленӗшӗн мӗн кӳренмелли-ха? Тӗрӗс тӑрӑхлать сирӗн юман артиллерирен Мелехов. Сирӗнтен, тупата, кулмалли анчах юлнӑ!

Кудинов Григорий майлӑ калаҫрӗ, Григорий Дон урлӑ каҫма меллӗрех вырӑнсене хытӑ хураллама тата хӑрушлӑх пур участоксем патне резерври чаҫсене илсе пыма сӗннине ҫирӗппӗн хӳтӗлерӗ. Вешенскинчи темиҫе пулемета хӗрлисене Дон урлӑ каҫма майлӑрах участоксенчи Белогорск, Меркулов тата Мӑн Кӑмрӑк хуторӗсен сотнисене пама йышӑчӗҫ.

Хӗрлисем Дон урлӑ Вешенски патӗнче каҫса хӑтланмаҫҫӗ, ҫакна валли вӗсем майлӑрах вырӑн суйласа илме тӑрӑшаҫҫӗ тесе Григорий тӗрӗс шухӑшлани тепӗр куннех ҫирӗпленчӗ. Ирхине Мӑн Кӑмрӑк сотнин командирӗ ӑна хӗрлисем шыв урлӑ каҫма хатӗрленни ҫинчен хыпарларӗ. Донӑн тепӗр енче ҫӗр каҫипех уҫӑмсӑр шӑв-шав тӑнӑ иккен, мӑлатуксемпе шакканӑ, урапа кустӑрмисем лӑчӑртатнӑ сасӑсем илтӗннӗ. Таҫтан Мӑн Кӑмрӑка питӗ нумай лавсемпе хӑмасем пырса тӑкнӑ та, ҫавӑнтах пӑчкӑсем чӑвӑшлатма тытӑннӑ, пуртӑсемпе ӗҫленине тата мӑлатуксемпе шакканине илтме пулнӑ. Ҫакӑнтанах хӗрлисем темскер ӑсталани сисӗннӗ. Малтанах казаксем унта кимӗ кӗпер (понтон) тӑваҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. Хӑюллӑраххисем иккӗн ҫӗр хута пӑчкӑ-пуртӑ сасси илтӗннӗ вырӑнтан ҫур ҫухрӑм тӑвараха улӑхнӑ та, кӗпи-йӗмӗсене хывса, пуҫ тавра майласа ҫыхнӑ чӗрӗ туратсен хӳттинче майӗпен анаталла ишсе аннӑ. Хайхисем ҫыран хӗрринех ҫитнӗ. Вӗсенчен аякра та мар ҫӳҫесем айне пытанса ларнӑ пулемет заставинчи хӗрлӗармеецсем калаҫнӑ, хуторта ҫын сассисемпе пуртӑсем качлатнӑ сасӑсем янках илтӗнсе тӑнӑ, анчах казаксене шывран нимӗн те курӑнман. Хӗрлисем темскер ӑсталаса аппаланнӑ пулсан та, тем тесен те вӑл кӗпер пулман.

Мӑн Кӑмрӑк сотнин командирӗ татах темиҫе казака тӑшман енне сӑнама хушнӑ. Бинокльпе тимлесе пӑхса выртнӑ сӑнавҫӑсем шурӑмпуҫ килнӗ чух чылайччен нимӗнте курмаҫҫӗ-ха. Анчах кӗҫех пӗри, Германи вӑрҫинчех полкри чи лайӑх стрелок шутланнӑскер, илӗм-тилӗмлӗ ӗнтрӗкре темле хӗрлӗармеец йӗнерленӗ икӗ лашапа Дон хӗррипе аннине асӑрхаса илет.

— Хӗрлемес шыв хӗррине анать, — пӑшӑлтатса калать те вӑл юлташне бинокле аяккалла хурать.

Лашасем чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе каяҫҫӗ, ӗҫме пуҫлаҫҫӗ.

Казак ҫӗр ҫинче выртакан тӑсӑк винтовкӑна чавси ҫине хурать, пӑшал аврине ҫӗклесе, чылайччен тӑрӑшса тӗллет…

Персе янӑ хыҫҫӑн пӗр лаши айӑкӗ ҫине ҫемҫен тӳнсе каять, тепри ҫавӑнтах сӑрт ҫинелле тапса сикет. Хӗрлӗармеец, йӗнерне хывса илме тесе, вӗлернӗ лаша патне пӗшкӗнет. Казак иккӗмӗш хут персе ярать, шӑппӑн чӑхлатса кулать. Хӗрлӗармеец кӗлеткипе хӑвӑрт тӳрленсе тӑрать, Дон хӗрринчен тарма пуҫлать, анчах ҫавӑнтах ҫӗре тӳплетет. Ӳпне ӳкет те тек тӑраймасть те…

Хӗрлисем Дон урлӑ каҫма хатӗрленни ҫинчен пӗлсенех Григорий Мелехов, утне йӗнерлесе, Мӑн Кӑмрӑк сотни вырнаҫнӑ участока вӗҫтерчӗ. Станица хыҫӗнче вӑл Донран станица вӗҫне ҫити юпленсе тӑсӑлакан ансӑр кӳлӗ урлӑ лашине уттарса каҫарчӗ, унтан вӑрманпа юрттарса кайрӗ.

Ҫул улӑхпа иртет, анчах унтан пыма хӑрушӑ. Ҫавӑнпа та Григорий тавра ҫул суйласа илчӗ: Рассохов кӳлли патне ҫитиччен вӑрманпа кайрӗ, тыллапуҫҫипе шурӑ ҫӳҫе тӗмӗсем хушшипе Калмӑк каҫҫи патне тухрӗ те (ҫав кӑкшӑм курӑкӗ, хӑяхпа хӑмӑш ҫӑра ашкӑрса ӳсекен ансӑр ҫырма юппи унти пӗр ушаха Подстойлица текен кӳлӗпе пӗрлештерет) лачака урлӑ каҫсан тин лашине темиҫе минут пек кантарса тӑратрӗ.

Тӳрӗ ҫулпа Дон хӗррине ҫитме икӗ ҫухрӑм майлӑ каймалла. Траншейӑсем патне улӑхпа ӳкес пулсан, пуля ҫумӑрӗ айне лекес хӑрушлӑх пур. Каҫ сӗмӗ ҫапсан, тӗттӗмле, тӳрем улӑх урлӑ каҫма пулатчӗ-ха, анчах Григорий, кӗтме юратманскер, яланах «тӗнчере чи япӑххи вӑл — кӗтсе илессипе хӑваласа ҫитесси» тесе калаканскер, халех кайма шутларӗ. «Лашана вӑйӗ ҫитнӗ таран яратӑп та, тен, лектереймӗҫ!» — шухӑшларӗ вӑл ҫӳҫесем хушшинчен тухнӑ чух.

Утне Дон ҫумӗнчи вӑрмантан юпленсе анакан симӗс ҫилхеллӗ кӑчкӑ йывӑҫҫисем ҫинелле тытрӗ, чӑпӑрккине ҫӗклерӗ. Григорий, хаяррӑн хиклетсе, утне купарчаран вут пек пӗҫертсе каймалла туртса касрӗ те, лаша пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ, хӑлхине вырттарса, хӑвӑртран хӑвӑрт Дон еннелле тапса сикрӗ. Григорий аллӑ чалӑш та кайса ӗлкӗреймерӗ — сылтӑм ҫырани сӑрт ҫинчен пулемет вӑрӑм черетсемпе шатӑртаттарма пуҫларӗ. «Чӗвйӳ! Чӗвйӳ! Чйӳ! Чйӳ!» — сӑвӑр пек шӑхӑрма пуҫларӗҫ пульӑсем. «Ҫӳлерех илчӗ, кукка!» — шухӑшларӗ те Григорий утне атӑ кӗлисемпе айӑкӗсенчен пусса хӗстерчӗ, чӗлпӗре лӑнчӑр ярса, хирӗҫ вӗрекен ҫил варкӑштарса ҫӗкленӗ ут ҫилхи ҫумне пичӗпе тӗршӗнчӗ. Ҫав вӑхӑтра лешӗ, шурӑ сӑмсахлӑ сӑрт ҫинчи станковӑй пулеметӑн симӗс питлӗхӗ хыҫӗнче выртакан хӗрлӗ пулеметчик, Григорий шухӑшне тавҫӑрнӑ пекех, прицела маларах илсе, пулемет черетне аяларахран сӑтӑрттарса ячӗ. Халӗ ӗнтӗ сывлӑшра хӗрсе кайнӑ пульӑсем лашан малти чӗрнисем умӗнчех ҫивӗччӗн чӗвклетме, ҫӗлен пек шӑхӑрма пуҫларӗҫ, вӗри пылчӑка сирпӗтсе, ҫурхи шывран типсе ӗлкӗреймен нӳрӗ тӑпра ҫине пыра-пыра тӑрӑнчӗҫ… «Чӑк! Шшшиу! Чӑк! Чӑк!» — унтан каллех пуҫ ҫийӗн тата лаша тӑлпӑвӗ тӗлӗпе вичкӗннӗн шӑхӑрса вӗҫрӗҫ: «Чйӳӳӳ! Чйӳк!.. Чв-вйӳӳ!»

Урисемпе йӑранасем ҫинче ҫӗкленсе, Григорий лашан малалла тӑсса хунӑ мӑйӗ ҫинче выртнӑ пекех лӑпчӑнса пычӗ. Хӑрушла хӑвӑрт ывтӑнса ҫывхарчӗ ҫӳҫесен ярӑмӗ. Григорий ҫурма ҫула ҫитерехпе Семенов тӗмески ҫинчен тупӑ сасси кӗрӗслетсе кайрӗ. Снаряд, вичкӗннӗн ухлатса, сывлӑша чӗтретрӗ. Вӑл ҫывӑхрах ҫурӑлнӑ пирки Григорий йӗнер ҫинче сулӑнса кайрӗ. Снаряд йынӑшса шартлатнӑ тата унӑн ванчӑкӗсем вшиклесе иртнӗ сасӑсем хӑлхара сирӗлсе ҫитеймерӗҫ-ха, ҫывӑхри лачакара сывлӑш хумӗ асар-писеррӗн пырса ҫапнипе ҫӗрелле авӑннӑ хӑмӑшсем те тӳрленсе ӗлкӗреймерӗҫ — сӑрт тӗмески ҫинчен татах тепӗр хутчен тупӑ аслати пек хӑватлӑн кӗмсӗртетсе кайрӗ те, снаряд хаяррӑн ӳлесе ҫывхарнӑ сасӑ Григорий чӗрине хиврен пӑчӑртаса хӗсрӗ, йӗнер ҫумне лӑпчӑнтарчӗ.

Чуна тӑвӑнтарса, ҫав тери вичкӗннӗн ӳлесе ҫитнӗ снаряд сасси ӑна ҫиҫӗм пек хӑвӑрт татӑлнӑн туйӑнчӗ; ҫав кӗске самант хушшинче вара тӳпенелле питӗ сасартӑк хура пӗлӗт катрамӗ ывтӑнса хӑпарчӗ, урӑм-сурӑм хӑватлӑ вӑй пырса ҫапнипе ҫӗр чӗтренсе илчӗ, лашан малти урисем таҫта тӗпсӗр авӑра анса кайнӑ пек пулчӗҫ…

Григорий ӳкнӗ чух тӑна кӗчӗ. Вӑл ҫӗр ҫине питӗ вирлӗ пырса ҫапӑннӑ самантра симӗс пустав шӑлаварӗ чӗркуҫҫи тӗлӗнче латӑртах ҫурӑлчӗ, йӗм пӗҫҫи вӗҫӗнчи йӗсмесем татӑлчӗҫ. Снаряд асар-писеррӗн шартлатнипе сывлӑш хумӗ ӑна лашинчен чылай аякка сирпӗнтерсе ячӗ те, ӳкнӗ хыҫҫӑн вӑл, вӗри ҫӗр ҫинче ал тупанӗпе питне пӗҫертсе, татах темиҫе чалӑш шуса кайрӗ.

Вирлӗ ӳкнипе анкӑ-минкӗленнӗ Григорий ура ҫине тӑчӗ. Ҫӳлтен тӑпра катӑкӗсемпе тӗпренчӗкӗсем, тӑпӑлса тухнӑ курӑк тымарӗсем хура ҫумӑр пек шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ… Лаши снаряд алтакласа хӑварнӑ шӑтӑкран ҫирӗм утӑмра выртать. Пуҫӗ пачах хускалмасть унӑн, анчах тӑпраланса пӗтнӗ кайри урисем, тарлӑ купарчипе ҫаврака хӳре чикки вӗттӗн туртӑнса чӗтреҫҫӗ.

Дон леш енче пулемет пеме чарӑнчӗ. Пилӗк минута яхӑн шӑплӑх тӑчӗ. Лачакаллӑ улӑх тӑрринче кӑвак ҫунатлӑ чарлансем пӑлханса ҫухӑрашаҫҫӗ. Григорий, пуҫ ҫаврӑннине тӳскелесе, лаши патне утса кайрӗ. Урисем чӗтрерӗҫ унӑн, тӗлӗнмелле йывӑрланчӗҫ. Пӗр вырӑнта нумай хушӑ кансӗр ларсан ҫапла пулать вӑл: вӑхӑтлӑха йӗркеллӗ ҫӳрейменнипе ҫывӑрса кайнӑ урасем итлеми пулаҫҫӗ те, кашни ярса пусмассерен ӳт-пӳ сӑрӑлтатса илет. Григорий те халӗ хӑйне ҫавнашкал туйса пычӗ…

Вӑл вилнӗ лаши ҫинчен йӗнерне хывса снаряд ванчӑкӗсем таткаласа пӗтернӗ хӑмӑшсем хушшине кӗрсе ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — каллех пулемет тикӗссӗн шӑтӑртатса кайрӗ. Пульӑсем вӗҫни илтӗнмерӗ — хальхинче сӑрт тӗмески ҫинчен таҫта урӑх ҫӗрелле печӗҫ пулас.

Тепӗр сехетрен Григорий сотня командирӗн ҫӗрпӳртне пырса кӗчӗ.

— Халӗ каскалама пӑрахрӗҫ, ҫӗрле каллех тытӑнаҫҫӗ акӑ, — терӗ сотня командирӗ. — Сирӗн тепӗртаках патронсем парасчӗ пире, унсӑрӑн хӑть кӑшкӑрса ӳле: ҫын пуҫне пӗрер-икшер обойма кӑна юлнӑ.

— Патронсене каҫ пуласпа килсе параҫҫӗ. Леш ҫыранран куҫ ан вӗҫертнӗ пул!

— Ахаль те пӑхсах тӑратпӑр. Паян каҫхине калаҫса пӑхас тетӗп-ха: килӗшекенсене леш енче мӗн тунине пӑхса килме ярас тетӗп.

— Мӗншӗн ҫӗркаҫ ямарӑн?

— Иккӗн кайнӑччӗ, Григорий Пантелевич, хутора кӗме хӑранӑ. Ҫыран хӗрринче ишсе ҫӳренӗ, хутора кайман, хӑранӑ… Ара, кама ирӗксӗр ярас-ха? Ӗҫӗ хӑрушӑ, пырса тӑрӑнтӑн-тӑк застава ҫине — тӳрех месерле патшалӑха ӑсатаҫҫӗ. Хӑйсен килӗсем ҫывӑхӗнче тем пит харсӑрланасшӑнах мар казаксем… Германи вӑрҫинче чух хӗрес илесшӗн шухӑланса хӑтланакансем шуйттан чухлӗччӗ, халӗ ак инҫетри разведкӑна мар, заставӑна кайма та ӳкӗте кӗртейместӗн. Тата хӗрарӑмсемпе инкек кунта: килсе тулчӗҫ те упӑшкисем патне — окопсенчех ҫывӑраҫҫӗ, хӑваласа ярас пирки шухӑшламалли те ҫук. Ӗнер хӳтерме пуҫланӑччӗ те, казаксем ав хама юнама тытӑннӑ: «Хӑйне йӑвашрах тыткалатӑр, атту унпа хӑвӑрт татӑлатпӑр!» — тесе каланӑ, тет.

Григорий сотня командирӗн ҫӗрпӳртӗнчен траншейӑсене кайрӗ. Вӗсем Донран пӗр ҫирӗм чалӑшри вӑрманта кукӑр-макӑррӑн тӑсӑлаҫҫӗ. Юманлӑх, акаци тӗмӗсемпе ҫамрӑк тирексен ҫӑра хунавӗсем брустверӑн сарӑ тӑпрасне хӗрлӗармеецсен куҫӗсенчен пытараҫҫӗ. Ансӑр алтнӑ ҫулсем траншейӑсене казаксем канакан блиндажсемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫӗрпӳртсем патӗнче типӗтнӗ пулӑн ҫутӑ кӑвак хупписем, така шӑммисем, хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкӗсем, чикаркка тӗпӗсем, темле ланчашкасем йӑваланса выртаҫҫӗ; туратсем ҫинче ҫуса тасатнӑ чӑлхасем, аялтан тӑхӑнакан пир кӗпе-йӗм таврашӗсем, пуртенккесем, хӗрарӑм кӗписемпе юбкисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ…

Пирвайхи ҫӗрпӳрт алӑкӗнчех ыйхӑллӑ сӑнлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫара пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Вӑл, куҫне сӑтӑркаласа, Григорий ҫинелле сӳрӗккӗн пӑхса илчӗ те, йӑвари тыркас пек, алӑкӑн хура шӑтӑкӗнче ҫухалчӗ. Юнашар ҫӗрпӳртре хуллен юрлани илтӗнет. Арҫынсен сассисем хушшинче темле хӗрарӑмӑн тӑвӑнчӑклӑн, анчах ҫемҫен чӗтренсе тухакан уҫӑ сасси шӑранать. Виҫҫӗмӗш ҫӗрпӳрт алӑкӗ умӗнче типтерлӗ тумланнӑ ҫамрӑк мар хӗрарӑм ларать. Ҫӳҫ тӗпекӗ кӑштах кӑвакарма пуҫланӑ казак, пуҫне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине меллӗн хунӑ та, хӑяккӑн ҫывӑрса выртать. Арӑмӗ ӑна йӳрӗккӗн пуҫ пӑхса ярать, хура ҫурӑмлӑ пыйтӑсене йывӑҫ тура ҫинче шартлаттарса вӗлерет, ватӑлса кайнӑ «чун варлин» пичӗ ҫине пырса ларакан шӑнасене хӑвалать. Дон леш енче пулемет сасси ҫилӗллӗн шатӑртатса тӑман, таҫтан туран — те Мигулински, те Казански станицӑсен ҫӗрӗсенчен — шыв тӑрӑх тупӑ сассисем вӑрӑммӑн кӗмсӗртетсе илтӗнмен пулсан, Дон хӗррине утӑ ҫулакансем килсе чарӑннӑ темелле: ытла та тӑнӑҫ курӑнать вӑрҫӑ вут-хӗмӗн линийӗ ҫинче Мӑн Кӑмрӑк повстанецӗсен сотни.

Пилӗк ҫул хушши вӑрҫӑра ҫӳресе те Григорий позицири ҫакӑн пек ханкама лару-тӑрӑва пуҫласа курать. Вӑл, куллине сирме пултараймасӑр, пӳртсем ҫывӑхӗнчен иртрӗ, пур ҫӗрте те упӑшкисене пӑхакан, казаксен ҫи-пуҫне саплакан, кӗпи-йӗмӗсене ухакан, ҫимелли хатӗрлекен тата кӑнтӑрлахи апат ҫырткаласа илнӗ хыҫҫӑн савӑт-сапа ҫӑвакан хӗрарӑмсене курчӗ.

— Начарах пурӑнмастӑр эсир! Хӑтлӑ… — терӗ сотня командирне Григорий, ун патне ҫӗрпӳрте таврӑнсан.

Лешӗ ҫӑвар тулли кулӑпа ейӗлчӗ:

— Ырӑраххине шырама та кирлӗ мар.

— Ытла пит хӑтлӑ! — Григорий питне-куҫне шӑмарчӗ. — Хӗрӑмсене паянах кунтан хӑваласа яр! Вӑрҫӑ вӑрҫатпӑр — тата ав мӗскер!.. Пасар-и е ярмӑрк сан кунта! Мӗне пӗлтерет ку? Капла хӗрлисем Дон урлӑ каҫнине те илтейместӗр: хӗрарӑмсемпе ачашланса, итлеме вӑхӑтӑр пулмасть. Тӗттӗмленсенех вӑрӑм хӳресене пурне те хӑвала! Ыран килсе пӑхатӑп та акӑ, пӗрне кӑна юбкӑллине курам — тӳрех мӑйна пӑрса яратӑп!

— Вӑл ҫапла та… — хаваспах килӗшрӗ сотня командирӗ. — Хам та хӗрарӑмсене хирӗҫ эпӗ, анчах мӗн тумалла-ха казаксемпе? Дисциплина йӑлтах япӑхрӗ… Хӗрарӑмсем упӑшкисене тунсӑхланӑ, виҫҫӗмӗш уйӑх ҫапӑҫатпӑр-ҫке-ха!!

Хӑй вӑл, сӑнӗпе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе, ҫӗр сак ҫинче выртакан хӑмач саппуна пытарма пикенсе, сак ҫине кайса ларчӗ те ҫӗрпӳртӗн шӑналӑк карса картланӑ кӗтесӗ еннелле куҫне хаяррӑн чалӑштарса тинкерчӗ: шӑналӑка кӑштах сирсе, унтан хӑйӗн арӑмӗ хӑмӑр куҫӗпе кулса пӑхать иккен…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех