Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XLIV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 23:43

Пуплевӗш: 102; Сӑмах: 1416

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Климовка патӗнчи тата тепӗр ҫапӑҫура пулма тӳр килчӗ Григорин. Кӑнтӑрла тӗлнелле хутор хӗрринчи килсем ҫывӑхӗнче перкелешӳ пуҫланчӗ. Тепӗртакран Климовкӑна хӗрлӗармеецсем анчӗҫ. Сулахай флангра Балти флотӗнчи тахӑш карап экипажӗн хура бушлатлӑ матросӗсем васкамасӑр куҫрӗҫ. Хӑюллӑн тапӑнса, вӗсем Каргин повстанецӗсен полкӗн икӗ сотнине хутортан хӳтерсе кӑларчӗҫ, унтан тин ҫырма тӑрӑх Василевски хуторӗ патнелле хӗссе пычӗҫ.

Хӗрлӗармеецсен чаҫӗсем ҫӗнтерсе килме пуҫласан, Григорий, вӗсем ҫапӑҫнине ҫӳллех мар сӑрт тӗми ҫинчен сӑнанӑскер, хӑйӗн учӗпе патрон урапи патӗнче тӑракан Прохор Зыкова перчеткипе сулса чӗнчӗ, утнӑ ҫӗртех йӗнер ҫине утланса ларчӗ те, тип ҫырма патӗнчен тӗпӗртеттерсе иртсе, васкавлӑ юртӑпа Гусынка хӗрринчи тӑвайкки еннелле ыткӑнчӗ. Унта — вӑл пӗлет — 2-мӗш полкӑн резерври утлӑ сотни йывӑҫсем хыҫӗнче пытанса тӑрать. Григорий садсемпе ҫатан картасем урлӑ тӳрех сотня патне вӗҫтерчӗ. Йӗнерсем ҫинчен анса тӑнӑ казаксемпе карлӑкран кӑкарнӑ утсене аякранах асӑрхаса, вӑл хӗҫне туртса кӑларчӗ, хыттӑн кӑшкӑрса команда пачӗ:

— Утсем ҫине!

Икҫӗр юланут минут хушшинчех лашасем ҫине утланса ларчӗ. Сотня командире Григорие хирӗҫ сиктерсе килчӗ.

— Тапрантӑмӑр-и?

— Паҫӑрах кирлӗччӗ! Тӑратӑн ҫӑвар карса! — куҫне ялтӑртаттарса илчӗ Григорий.

Вӑл утне чарса йӗнер ҫинчен анчӗ; юри тенӗ пекех, хырӑмсарлӑхпа аппаланса вӑхӑта усӑсӑр ирттерме тиврӗ: тарласа ӑшӑрханӑ лаши, йӗнер ҫытарӗн хырӑмсарлӑхне хытарма памасӑр, пӗрехмай пӑркаланчӗ, ҫилӗллӗн тулхӑра-тулхӑра илчӗ, хӑркӑлтатса сывларӗ, шӑлӗсене хаяррӑн йӗрсе пӑрахса, Григорие малти урипе тӗртсе ӳкересшӗн пулчӗ. Йӗнере шанчӑклӑ хытарса, Григорий урине йӑранана чикрӗ: вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пыракан перкелешӗве аванмарланса итлекен сотня командирӗ ҫине пӑхмасӑр, хиврен каларӗ:

— Сотньӑна хам ертсе каятӑп. Хутортан тухиччен взводшарӑн, юртӑпа!

Хутор хыҫӗнче Григорий сотньӑна хӗрлисене икӗ енчен хупӑрласа илмелле сапаласа ячӗ; хӗҫ йӗнӗрен мӗнле тухнине тӗрӗслерӗ, унтан, сотньӑран пӗр вӑтӑр чалӑш пек мала иртсе, сикӗпе Климовка еннелле вӗҫтерсе кайрӗ. Кӑнтӑр енчен Климовкӑна сӗвекленсе анакан сӑрт тӳпинче вӑл, утне самантлӑха чарса тӑратса, лайӑхрах тинкерсе пӑхрӗ. Хутор тӑрӑх каялла чакакан юланутлӑ тата ҫуран хӗрлӗармеецсем вӗркӗшсе чупни курӑнчӗ, двуколкӑпа пӗрремӗш разрядри обоз урапи сикӗпе тӗрлеттерсе иртрӗҫ. Григорий кӗлеткипе сотня еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Хӗҫсене кӑлар! Атакӑна! Тӑвансем, ман хыҫҫӑн! — Вӑл вӑшт! кӑна хӗҫне кӑларчӗ, пуринчен малтан кӑшкӑрса ячӗ:  — Ура-а-а!.. — унтан, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе ҫӳҫенсе тата хӑйне ҫӑмӑллӑн туйса, утне сикӗпе ячӗ. Хӗлӗх пек карӑнтарса пынӑ чӗлпӗр сулахай ал пӳрнисенче чӗтрерӗ, пуҫ тӑрринелле ҫӗкленӗ хӗҫ ҫивӗчӗшӗ хирӗҫ вӗрекен ҫил варкӑшне вичкӗннӗн шӑхӑрттарса ҫурса пычӗ.

Ҫурхи ҫилпе йӑсӑрланса шӑвакан пысӑк шурӑ пӗлӗт темиҫе самантлӑха хӗвеле хупласа илчӗ, унтан, Григорий тӗлӗнчен иртсе, ӗнтӗ майӗпен куҫнӑ пек курӑнса, сӑрт тӑрӑх тӗссӗр кӑвак мӗлке шуса кайрӗ. Григорий куҫне хӑй ҫывхарса пыракан Климовка килӗсем ҫинчен илсе, типсе ӗлкӗреймен хӑмӑр ҫӗр тӑрӑх шӑвакан ҫав сӑрӑ мӗлке ҫине, таҫта малалла тарса каякан йӑлтӑркка сарӑ, савӑнӑҫлӑ ҫутӑ ярӑмӗ ҫине куҫарчӗ. Ӑшра ҫӗр ҫийӗн вӗлтӗртетсе чупакан ҫутта хӑваласа ҫитес кӑмӑл ӑнлантарса пама ҫук сасартӑк капланса хӑпарчӗ. Лашана хырӑмран аттисемпе хӗстерсе, Григорий ӑна кайма пултарнӑ таран хытӑ ячӗ, ҫине тӑрса хӑваласа, ҫутӑ ярӑмӗпе тӗссӗр кӑвак мӗлке хушшинче чикӗ патне ҫывхарма пуҫларӗ. Темиҫе ҫеккунт ҫил-тӑвӑл пек ӗрӗхтерсе кайнӑ хыҫҫӑн, лашан каҫӑртса хунӑ пуҫӗ вӗте пӑнчӑллӑ ҫутӑ пайӑркисемпе тӗрленчӗ, сарӑ хӗрлӗ ҫӑмӗ сасартӑк куҫа чӗпӗтмелле йӑмӑхса йӑлтӑртатма пуҫларӗ. Григорий пӗлӗт мӗлкин асӑрхаса юлмалла мар ҫӳхе хӗрри урлӑ вӗҫтерсе каҫнӑ хушӑра тӑкӑрлӑкран пӑшал сассисем хаплатса кайрӗҫ. Ҫил вӗсене питӗ хӑвӑрт хӑваласа килсе ҫывхартрӗ, вӑйлатса пычӗ. Сиссе юлмалла мар тепӗр темле самантран Григорий хӑйӗн лаши янӑравлӑн тапӑртаттарса чупнӑ, пульӑсем ҫивӗччӗн чвиклете-чвиклете иртнӗ тата хӑлхара ҫил шӑхӑрса уланӑ сасӑсем хушшинче хыҫран вирхӗнсе килекен сотня тӗпӗртеттерсе ҫывхарнине пачах илтми пулчӗ. Ӗнтӗ питӗ нумай лаша ушкӑнӗ, типсе ҫитмен ҫереме чӗтрентерсе, йывӑррӑн та вичкӗннӗн сиктерсе пыни, унӑн хӑлхинчен пӗтӗмпех тухса ӳксе, таҫта аяккалла кайса шӑпланнӑн туйӑнчӗ. Ҫак самантра хирӗҫ пенӗ сасӑсем, кӑвайт ҫине типшанкӑ ҫӗклемӗ пӑрахнӑ пек, шатӑртатса кайрӗҫ; темӗн чухлӗ пуля вшиклетсе вӗҫсе иртрӗ. Хӑранипе ним тума пӗлмен енне, Григорий каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Унӑн питне-куҫне шиклӗ пӑлханупа тарӑху шӑнӑр туртнӑ пек чалӑштарса нӗрсӗрлетрӗ. Сотня утсене ҫавӑрнӑ та, ӑна, Григорие, пӑрахса, каялла тарать. Инҫех те мар командир лаши ҫинче унӑн-кунӑн вӗткеленет, хӗҫӗпе тӗлсӗррӗн сулса хӑлаҫланать, хӑй макӑрать, хӑшлтатса тухакан урмӑшнӑ сасӑпа темскер кӑшкӑрать. Икӗ казак кӑна Григорий еннелле ҫывхарса килчӗҫ, унтан тата Прохор Зыков, утне варт! ҫавӑрса, сотня командирӗ патнелле вӗҫтерсе пычӗ. Ыттисем, хӗҫӗсене йӗнне чикнӗ те, лашисене чӑпӑрккапа ӑшалантара-ӑшалантара, сапаланчӑк ушкӑнсемпе каялла тараҫҫӗ.

Хӑй хыҫӗнче мӗн пулса иртнине, ним ҫухату тӳсмен сотня мӗншӗн сасартӑках ҫапла тарма пуҫланине ӑнланас тесе, Григорий ҫеккунтлӑха кӑна утне майӗпентерех ячӗ. Вара ҫав кӗске самант хушшинчех ӑстӑн хӗтӗртсе хистерӗ: таврӑнса тармалла мар — малалла каймалла!

Хӑйӗнчен пӗр ҫӗр чалӑшри тӑкӑрлӑкра вӑл, карта хыҫӗнче, ҫич-сакӑр хӗрлӗармеец пулеметлӑ тачанка патӗнче тӗрмешнине курчӗ. Вӗсем тачанкӑна хӑйсене атакӑлакан казаксем еннелле пулемет ҫӑварӗпе ҫавӑрса лартасшӑн аппаланчӗҫ, анчах хӗсӗк тӑкӑрлӑкра май килмерӗ пулас: пулемет шӑпах ларчӗ, ӗнтӗ винтовка сассисем те сайрарах кӗрӗслетрӗҫ, пульӑсем вӗрин те ҫивӗччӗн шӑхӑрса вӗҫни Григорий хӑлхине сахалтарах пӗҫертсе иртме пуҫларӗ. Утне тӳрӗ ярса, Григорий тахҫан укӑлчана картласа тӑнӑ ишӗлчӗк ҫатан урлӑ ҫав тӑкӑрлӑка вирхӗнсе кӗрсе кайма виҫсе хучӗ. Куҫне карта ҫинчен вӗҫертрӗ те вӑл темле питӗ сасартӑк, бинокльпе курнӑ пек уҫҫӑн, ҫывӑхрах лашасене хыпаланса тӑваракан матроссене, вӗсен пылчӑкпа лапӑртанса пӗтнӗ хура бушлачӗсене, сӑмахсӑр карттусӗсене янах айӗнчен хытӑ туртӑнтарса тӑхӑннипе тӗлӗнмелле ҫавракан туйӑнакан пит-куҫӗсене курчӗ. Иккӗшӗ пичев пӑявӗсене хыпаланса касаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗ пуҫне хулпуҫҫисем хушшине хутлатса, пулемет патӗнче айланать, ыттисем тӑрса е чӗркуҫленсе Григорий ҫинелле винтовкӑсемпе переҫҫӗ. Патнерех ҫиҫкӗнсе ҫитерехпе, Григорий матроссен аллисем винтовка затворӗсене шӑлтӑрт-шӑлтӑрт туртса шутарнине асӑрхарӗ, тӳртен тӗллесе пенӗ сасӑсем хиврен те вӑйлӑн янӑраса кайнине илтрӗ. Пӑшал сассисем хӑвӑрт-хӑвӑрт кӗрӗслетсе тӑнине тата прикладсене ҫине-ҫинех хулпуҫҫисем ҫумне тӗревленине курнипе чӑм тара ӳкнӗ Григорие хаваслӑ шанчӑк хӗмлентерсе ячӗ. «Тивретеймеҫҫӗ!»

Ҫатан карта, ут чӗрнисем айӗнче шӑтӑр-шатӑр хуҫӑлса, хыҫа юлчӗ. Григорий хӗсӗннӗ куҫӗсемпе малти матроса суйласа илчӗ, хӗҫне ҫӗклерӗ. Шиклӗх ҫулӑмӗ ӑна тата тепӗр хут ҫиҫӗм пек ҫунтарса кайрӗ: «Ҫывӑхран переҫ… Лаша чӗвенсе… каялла ывтӑнӗ… вӗлереҫҫӗ!..» Питӗ ҫывӑхран икӗ хутчен персе ячӗҫ, унтан — таҫтан инҫетрен килсе илтӗннӗ пек кӑшкӑрнӑ сасӑ: «Чӗрӗлле тытатпӑр!» Умра — шӑлӗсене йӗрсе пӑрахнӑ, ҫара ҫамкаллӑ, хӑюллӑ сӑн-пит, бескозыркӑн ҫӳлелле варкӑшса ҫӗкленнӗ хӑювӗсем, карттус кӑшӑлӗ ҫинчи тӗсӗ кайнӑ ылтӑн саспаллисем… Урисемпе йӗнер пускӑчисем ҫине тӗрӗнсе хӗҫпе сулса янӑ самант — унтан ҫавӑнтах Григорий хӗҫ ҫивӗчӗшӗ матросӑн пиҫӗ тӑлпуне ҫемҫен яшлатса кӗнине туять. Иккӗмӗшӗ, хулӑн мӑйлӑ тӑлпан матрос, Григорин сулахай хулпуҫҫине персе шӑтарма ӗлкӗрчӗ-ха, анчах ҫавӑнтах Прохор Зыков чалӑшшӑн туртса каснӑ пуҫӗпе ҫӗрелле тирӗнсе кайрӗ. Григорий ҫывӑхра затвор шакӑртатса илнӗ сасӑ еннелле ҫаврӑнчӗ. Тачанка хыҫӗнчен ун ҫинелле винтовка кӗпҫин хура куҫӗ тӳррӗн тӗллесе пӑхать, Григорий кӳлепипе ялт кӑна сулахаялла тайӑлчӗ те, йӗнер аяккалла шуса кайрӗ, хӑркӑлтатса сывлакан тӑнран тухнӑ лаши сулӑнса илчӗ. Пуҫ ҫумӗнчен шӑхӑрса иртнӗ вилӗмрен пӑрӑнса юлчӗ вӑл, унтан ҫавӑнтах, учӗ тачанка турти урлӑ сиксе каҫнӑ самантра, хӑй ҫинелле пенӗ, алли иккӗмӗш патрона затворпа тӗртсе кӗртсе ӗлкӗреймен матроса касса пӑрахрӗ.

Григорий сиссе илмелле мар хӑвӑрт (кайран ҫав самант ун асӗнче питӗ вӑрӑма тӑсӑлнӑ пек тӗвӗленсе юлчӗ) тӑватӑ матроса тураса тӑкрӗ те, Прохор Зыков кӑшкӑрнӑ сасса илтмесӗр, тӑкӑрлӑк кукринче пӑрӑнса ҫухалнӑ пиллӗкмӗш матрос хыҫҫӑн хӑваласа кайрӗ. Анчах сотня командирӗ, Григорий умне вӑйкӑнса тухса, лашине йӗвенӗнчен ярса тытрӗ.

— Ӑҫта?! Вӗлереҫҫӗ!.. Лере, сарайсем хыҫӗнче, тепӗр пулемет вӗсен!

Прохорпа тепӗр икӗ казак, йӗнерсем ҫинчен анса, Григорий патне чупса пычӗҫ те ӑна вӑйпах учӗ ҫинчен туртса антарчӗҫ. Вӑл вӗсен аллинче туртӑшса тапаланчӗ, хаяррӑн кӑшкӑрашрӗ:

— Ярӑр, ҫӗленсем!.. Матросӗ-качки!.. Йӑлт!.. Пурне те касса ваклатӑп!..

— Григорий Пантелевич! Мелехов юлташ! Кӗрсемӗр тӑна! — ӳкӗтлерӗ ӑна Прохор.

— Ярӑр, тӑвансем! — халӗ ӗнтӗ пачах урӑх, халсӑр сасӑла тилмӗрчӗ Григорий.

Ӑна ячӗҫ. Сотня командирӗ Прохора хӑлхинчен каларӗ:

— Ут ҫине утлантар та Гусынкӑна илсе кай, — чирленӗ пулмалла вӑл.

Хӑй лаши патне утса кайнӑччӗ, сотьнӑна команда пачӗ:

— Утла-а-ан!..

Анчах Григорий ҫӗлӗкне юр ҫине ҫавӑрса ҫапрӗ, пӗр хушӑ тайкаланса тӑчӗ те сасартӑк шӑлне кӑчӑртаттарса илчӗ. Сӑнран ӳкнӗскер, вӑл хӑрушшӑн йынӑшса ячӗ, шинель тӑхисене вӑтӑрма пуҫларӗ. Сотня командирӗ ун патнелле хӑрах утӑм туса та ӗлкӗреймерӗ — Григорий тӑнӑ ҫӗртех ҫара кӑкӑрӗпе юр ҫине тӳплетсе ӳкрӗ. Ӗсӗклесе макӑрнине пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе, вӑл ҫатан карта айӗнче сыхланса юлнӑ юра ҫӑварӗпе йытӑ пек хыпа-хыпа ҫӑтрӗ. Унтан, тахӑш минутра ҫав тери уҫҫӑн тӑн килсе кӗрсен, ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах пултараймарӗ, куҫҫулпе йӗпенсе, ыратнипе илемсӗрленсе кайнӑ пичӗпе хӑй патне пырса кӗпӗрленнӗ казаксем еннелле ҫаврӑнса, тискеррӗн тухакан халсӑр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

— Камсене тураса тӑкрӑм эпӗ!.. — Унтан, сӑмахӗсене тутинчи кӑпӑклӑ сурчӑкӗпе пӗрле сирпӗнтерсе, пурнӑҫра пӗрремӗш хут йывӑр тытамак анӑратнипе ҫапкаланма пуҫларӗ:  — Тӑвансем, ҫук мана каҫару!.. Вакласа тӑкӑр, тархасшӑн… туршӑн та калатӑп… Вӗлерӗр… Мана!..

Григорий патне сотня командирӗ чупса ҫитрӗ, ун ҫине взвод командирӗпе иккӗшӗ хӑпарса выртрӗҫ, ҫийӗнчи хӗҫ ҫаккипе полевой сумкине вӑтӑрса татса, ҫӑварне хупларӗҫ, урисене ҫӗр ҫумне пусса хучӗҫ. Вӗсен айӗнче вӑл вӑрах хушӑ пӗкӗ пек авкаланчӗ, шӑнӑр хутлатнӑ чухнехи пек тӑсӑла-тӑсӑла тӳрленекен урисемпе кӗрпеклӗ юра хырса чаваларӗ; йынӑша-йынӑша ярса, ут чӗрнисем алтӑкласа пӗтернӗ, пулӑхлӑ хура тӑпрапа йӑлтӑртатакан ҫӗр ҫинче — хӑй ҫуралнӑ, пурӑннӑ, хуйхӑ-суйхӑпа пуян та телей-савӑнӑҫран чухӑн пурнӑҫ мӗн хатӗрлесе панине хӑй йӑлтах илнӗ ҫӗр ҫинче — пуҫӗпе ҫапкаланчӗ.

Хӗвеллӗ кунсемпе йӗпе-сапа ҫанталӑка нимӗн шухӑшсӑр кӗтсе илсе, тӑпран пурнӑҫ кӳрекен сӗткенӗпе тӑранса, ҫил-тӑвӑлӑн вилӗмлӗ сывлӑшӗ айӗнче ҫакӑнпа килӗшнӗ пек лӑпчӑнса выртса, курӑк кӑна ҫӗр ҫинче ӳсет. Унтан ҫилпе вӑррисене тӑкать те, вилӗм акакан кӗрхи хӗвеле хӑйӗн пурӑнса ирттернӗ тунисем чӑштӑртатнипе саламласа, ҫавӑн пекех нимӗн хуйхӑ-суйхӑсӑр пӗтет…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех