Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXXII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 14:38

Пуплевӗш: 182; Сӑмах: 1885

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Дон леш енчен, тури Дон тӑрӑхӗнчен, пур ҫӗртен те восстани ҫурхи шыв таппи пек хӑватлӑн сарӑлса кайни ҫинчен хыпарсем килсе тӑчӗҫ. Ӗнтӗ икӗ станица ҫеҫ мар пӑлханать. Шумилински, Казански, Мигулински, Мешковски, Вешенски, Елански, Усть-Хопер станицисем те, хыпалансах сотньӑсем пуҫтарса, восстание ҫӗкленнӗ; Каргински, Боковски, Краснокутски станицӑсем куҫ кӗретех повстанецсем енне сулӑнни сисӗнет. Восстани ҫулӑмӗ кӳршӗллӗ Усть-Медведицкипе Хопер округӗсене те сиксе ӳкес хӑрушлӑх пур. Букановски, Слащевски тата Федосеевски станицӑсенче пӑтрашӑнма тытӑннӑ та ӗнтӗ; Алексеевски станицӑн Вешенски ҫӗрӗсемпе чикӗленекен хуторӗсене те пӑлхав хумӗ пырса ҫапнӑ… Округ станици майӗпе, Вешенски халӗ восстани центрӗ пулса тӑнӑ. Нумайччен тавлашкаласа калаҫнӑ хыҫҫӑн, малтанхи власть тытӑмнех хӑварма йышӑнаҫҫӗ. Округ ӗҫтӑвкомне ятлӑ-сумлӑрах казаксене, ытларах ҫамрӑксене, суйлаҫҫӗ. Данилова, артиллери ведомствин ҫар чиновникне, председателе лартаҫҫӗ. Станицӑсемпе хуторсенче советсем туса хураҫҫӗ, тӗлӗнмелле пулин те, тахҫан ятлаҫса кӑна асӑннӑ «юлташ» сӑмах та вӗсен кулленхи калаҫӑвӗнчех упранса юлать. Демагогилле лозунгне те тӳрех тупаҫҫӗ: «Совет влаҫӗшӗн, анчах коммунӑна, персе вӗлерессипе ҫӑратассине хирӗҫ». Ҫавӑнпах повстанецсен ҫӗлӗкӗсем ҫинче те пӗр шурӑ хӑю е катанпир татӑкӗ вырӑнне халӗ иккӗ — хӗреслӗ ҫӗлесе хунӑ шурӑпа хӗрлӗ хӑюсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ…

Суяров вырӑнне повстанецсен пӗрлешнӗ вӑйӗсен командующийӗ пулма георги хӗресӗсене тӑваттӑшне те илнӗ кавалер, ҫамрӑк та япшар чӗлхеллӗ, ӑслӑ хорунжи, ҫирӗм сакӑр ҫулхи Кудинов Павел ларать. Ытти казаксем хушшинче вӑл хӑйӗн ҫемҫе кӑмӑлӗпе уйрӑлсарах тӑнӑ, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек асар-писер вӑхӑтра пӑлхавлӑ округ тилхепине унӑн мар тытмалла пулнӑ ӗнтӗ. Анчах та хӑйне мӑнна хума пӗлменшӗн тата ҫынсемпе юмарт пулнӑшӑн казаксем ун патнелле туртӑннӑ. Пуринчен ытла Кудинов вӗсене, хӑй пӗтӗм чунӗ-юнӗпе казак пулнӑ май; казаксем хушшине тарӑн тымар яни, хӑйне пачах мӑн кӑмӑллӑ тытма, тивӗҫсӗр ҫӗкленсе кайнӑ каппайчӑк офицерсем пек пуҫа каҫӑртма пӗлменни килӗшнӗ. Кудинов кирек хӑҫан та сӑпайлӑ тумланса ҫӳренӗ, ҫӳҫне ҫавракалатса кастарнӑ, курпунтарах кӗлеткеллӗ те калаҫнӑ чух васкасарах тӑрӑлтатакан ҫын пулнӑ. Вӑрӑм сӑмсаллӑ типшӗм пит-куҫӗ нимӗнпе те пит палӑрсах кайман, темле мужиклерех сӑнлӑ курӑннӑ.

Подъесаул Сафонов Ильяна штаб начальникне суйланӑ. Йӗкӗчӗ вӑл кӑштах хӑравҫӑскер пулнӑ, ҫырасса вара шӑрҫа пек хитре ҫырнӑ, хутла шутсӑр аван пӗлнӗ. Ҫавӑнпа суйлас тенӗ те ӑна. Пухура ун пирки ҫаплах каланӑ:

— Сафонова штаба лартӑр. Стройра пултараймасть вӑл. Сиенӗ ҫеҫ нумайрах пулать, — казаксене упраймасть, — тата, курса тӑрӑр, хӑй те темтепӗр пӑтӑрмах туса тултарать. Вӑрҫӑ ҫынни унран — чикан пачӑшкӑна ларнӑпа пӗрех.

Лутака та чӑмӑртарах пӳллӗ Сафонов хӑй пирки ҫапла асӑрхаттарса каланине савӑнӑҫлӑн йӑл кулса итлесе ларнӑ, штаба йышӑнма манерсӗр хӗпӗртесе килӗшнӗ.

Анчах Кудиновпа Сафонов сотньӑсем харкаммӑн тунӑ ӗҫсене саккунлӑ форма кӑна парса тӑнӑ. Ертсе пыма тесен, вӗсем алӑсӑр-урасӑрпа пӗрех пулнӑ, ҫитменни ҫине, ҫав тӗрлӗ пысӑк вӑя тытса тӑма тата айӑн-ҫийӗн талпӑнса пӑтранакан событисем хыҫӗнчен ӗлкӗрсе пыма вӗсем пултарайман та.

Усть-Хоперпа Елански тата кӑштах Вешенски станицӑсенчен большевиксем пырса пӗрлешнӗ 4-мӗш Заамурски полк чылай хуторсенчен ҫапӑҫусемпе иртет. Елански чиккинчен каҫса, Дон хӗррипе ҫеҫенхир тӑрӑх хӗвеланӑҫнелле куҫса пырать.

Мартӑн 5-мӗшӗнче юланутлӑ казак Татарски хуторне донесенипе ӗрӗхтерсе ҫитет. Елански сотнисем васкавлӑ пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Патронсемпе винтовкӑсем ҫук пирки, ҫав сотньӑсем ячӗшӗн кӑна хирӗҫ тӑрам пек туса каялла чакаҫҫӗ иккен. Вӗсем пӑт-пат перкелешнине хирӗҫ Заамурски полк пулемечӗсем пульӑсене ҫумӑр пек ҫутараҫҫӗ, икӗ батарейӑран пуҫ ҫӗклеме памасӑр ҫунтарма тытӑнаҫҫӗ. Кун пек лару-тӑрура округран распоряжени килессе кӗтсе ларма вӑхӑт ҫук. Ҫавӑнпа та Петро Мелехов хӑйӗн икӗ сотнипе ҫапӑҫӑва кӗме шут турӗ.

Вӑл кӳршӗ хуторсен ытти тӑватӑ сотнине те хӑй патне йышӑнчӗ. Ир енне казаксене сӑрт тӗмески ҫине илсе тухрӗ. Яланхи пекех, малтан разведкӑсем хушшинче тытӑҫу пулса иртрӗ. Ҫапӑҫу каярахран пуҫланчӗ.

Хӗрлӗҫыр патӗнче, Татарски хуторӗнчен сакӑр ҫухрӑмра, тахҫан Григорий арӑмӗпе пӗрле суха тунӑччӗ те, ун чухне Натальйӑна хӑй ӑна юратманни ҫинчен пуҫласа каланӑччӗ. Шӑпах ҫав вырӑнта халь, ҫак тӗксӗм ҫутӑ сӑрӑхтаракан хӗл кунӗнче, юланутлӑ сотньӑсем тарӑн шырлансем патӗнчи юр тӑрӑх сапаланчӗҫ, коноводсем утсене ҫырма тӗпне илсе анчӗҫ. Инҫетри пысӑк вар тӗпӗнчен, виҫӗ ретпе сапаланса, хӗрлисем тухни курӑнчӗ. Вар лупашкин шурӑ ытамӗ йӑлтах ҫынсен хура мӗлкисемпе тӗрленнӗ. Ретсем патне лавсем пыра-пыра чарӑнаҫҫӗ, унпах юланутсем мӗлтлетсе иртни курӑнать. Тӑшманран икӗ ҫухрӑмра тӑракан казаксем васкамасӑр ҫапӑҫӑва кӗме хатӗрленеҫҫӗ.

Хӑйӗн самӑр, кӑштах ӑшӑрханӑ учӗ ҫинче Елански станицӑн сапаланса ӗлкӗрнӗ сотнисем енчен Григорий патне Петро сиктерсе ҫитрӗ. Хӑй савӑнӑҫлӑ, хӑпартланса калаҫать.

— Тӑвансем! Патронсене перекетлесе тытӑр! Эпӗ команда памасӑр пемелле мар… Григорий, хӑвӑн ҫурма сотньупа пӗр ҫӗр аллӑ чалӑш пек сулахая илсе кай. Хӑвӑртрах! Коноводсем ан кӗпӗрленччӗр пӗр ҫӗре! — Вӑл татах темиҫе хушу пачӗ, бинокль кӑларчӗ. — Матвей куринки ҫине батарея вырнаҫтармаҫҫӗ-и тем?

— Эпӗ паҫӑрах асӑрхатӑп-ха: ахаль куҫпах курма пулать.

Григорий унран бинокль илсе тимлӗн тинкерсе пӑхрӗ. Тӑрринчи юра ҫил шӑлса кайнӑ куринке хыҫӗнче лавсен хура кӳлеписем палӑраҫҫӗ, ҫынсен пӗчӗкҫӗ мӗлкисем мӗлтлетсе куҫаҫҫӗ.

Татарски хуторӗн пехоти, — юланутлӑ казаксем тӑрӑхласа «пластунсем» тесе ят панӑскер, — пӗр ҫӗре пуҫтарӑнмалла мар тесе хытарнӑ ҫӗртенех ушкӑнӑн-ушкӑнӑн эшкерленсе тӑчӗ, пӗр-пӗрин хушшинче патронсем уйӑрчӗҫ, шӳтлекелесе илчӗҫ. Христоня ҫӗлӗкӗ (лашасӑр юлнипе Христоня пехотӑна лекнӗ) лутакарах казаксем хушшинче пуҫ ҫӳллӗш ҫӳлте сулланкалать. Пантелей Прокофьевичӑн хӑлхаллӑ мулаххайӗ хӗрлӗн курӑнать; Пехотӑна ытларах стариксемпе ӳссе ҫитмен ҫамрӑксем лекнӗ. Касман хӗвелҫаврӑнӑш тунисен чӑтлӑхӗнчен сылтӑмарахра, ҫухрӑм ҫурӑ пек тӑсӑлса кайса, Елански станица сотнисем тӑраҫҫӗ. Ултҫӗр ҫын шутланать вӗсен тӑватӑ сотнинче, анчах пӗр икҫӗрӗшӗ пулӗ ут хуралӗнче ҫӳреҫҫӗ. Унти сотньӑсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫырмасене юпленсе кӗрекен сӗвек варсенче лашасемпе пытанса тӑрать.

— Петро Пантелевич! — кӑшкӑрчӗҫ пехота речӗсенчен. — Асту, ан пӑрах пире, ҫурансене, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче!

— Ан кулянӑр! Пӑрахмастпӑр, — кулса илчӗ те Петро, майӗпен сӑрт тӳпинелле куҫакан хӗрлисен речӗсем ҫине тинкерсе пӑхса, аллинчи чӑпӑрккине канӑҫсӑррӑн вылятма пуҫларӗ.

— Петро, тыт утна кунта, — чӗнчӗ ӑна Григорий; казаксенчен аяккарах пӑрӑнса.

Петро пычӗ. Григорий, питне-куҫне пӗркелентерсе, хӑй кӑмӑлсӑррине ним пытармасӑр каларӗ:

— Позици килӗшмест мана. Иртмеллеччӗ ҫав шырлансем патӗнчен. Флангран хамӑр хыҫа ҫавӑрӑнса тухӗҫ те ак — тем курас-тӑвас пур. Э?

— Мӗн калаҫатӑн эсӗ? — кӳренчӗклӗн алӑ сулчӗ Петро. — Ӑҫтан вӗсем пирӗн хыҫа килсе тухчӑр! Эпӗ пӗр сотньуна пӗр ҫӗр аллӑ чалӑш пек сулахая илсе кай. Хӑйсем те кирлӗ пулаҫҫӗ. Пирӗншӗн чӑрмав мар вӗсем.

— Асту, йӗкӗт! — таврари вырӑнсене куҫӗпе тепӗр хут хӑвӑрт йӗрлесе пӑхса асӑрхаттарчӗ Григорий.

Вӑл хӑйхи ҫурма сотни патне пычӗ, казаксене пӑхса ҫаврӑнчӗ. Нумайӑшӗн аллисенче алсишӗсемпе перчеткисем те ҫук. Пӑлханнипе хывса чикнӗ ӗнтӗ. Хӑшпӗрисем ӗҫсӗр аптӑраса йӑлӑхнӑ: е хӗҫӗсене тӳрлетем пек тӑваҫҫӗ, е пиҫиххийӗсене хытарса аппаланаҫҫӗ.

— Ут ҫинчен анчӗ-ха пирӗн командир, — йӑл кулса илчӗ Федот Бодовсков, сапаланчӑк ретсем еннелле ӳпӗнсе утакан Петро ҫине пуҫӗпе тӑрӑхланӑ пек сулса кӑтартса.

— Эй эс, генерал Платов! — ахӑрса ячӗ хӗҫ кӑна ҫакнӑ хӑрах хуллӑ Алешка Шамиль. — Хуш казаксене пӗрер черкке пама!

— Шӑлна ҫырт, перхелей! Хӗрлисем тепӗр аллуна татса яраҫҫӗ те акӑ ҫӑварна мӗнпе тытса ӳпӗнтерӗн?

— Вӑлашкаран лӗрккемелле пулать.

— Ну-ну!

— Ӗҫӗттӗм те, хаклах лармӗччӗ! — ассӑн сывласа ячӗ те Степан Астахов, аллине хӗҫ аври ҫумӗнчен уйӑрса, сарӑ мӑйӑхне те пӗтӗрсе илчӗ.

Казаксем, ку самантшӑн тесен, ытла та вырӑнсӑр сӑмахсемпе перкелешсе калаҫрӗҫ. Матвей куринки хыҫӗнче тупӑ сасси хулӑнӑн кӗрслетсе кайсан тин вара пурте пӗр харӑс шӑпланчӗҫ.

Ҫав хӑватлӑ ҫӑра сасӑ, тупӑ кӗпҫинчен йӑтӑнса тухса снаряд хаяррӑн шартлатса ҫурӑлнӑ сасӑпа пӗрлешсе кайрӗ те, ҫеҫенхирте майӗпен ирӗлсе ҫухалчӗ. Снаряд кирлӗ тӗле ҫитсе ӳкеймерӗ, казаксенчен пӗр ҫур ҫухрӑм пек малта ҫурӑлчӗ. Шурӑ ярӑмлӑ юр мамӑкӗпе хутӑшса кайнӑ хура тӗтӗм сухаланӑ хирте хуллен ҫӗкленсе сарӑлчӗ, унтан паштах йӑтӑнса анса, хыт курӑк тӗмӗсем ҫине тӗршӗнсе выртрӗ. Ҫав самантрах хӗрлисем пулеметсемпе ҫунтарма тытӑнчӗҫ. Пулеметран кӑларса янӑ черетсем, ҫӗрлехи хуралҫӑ шакӑрчи пек, хыттӑн шатӑртатса тӑчӗҫ. Казаксем юр ҫине, хытхура тӗмӗсемпе пуҫсӑр хӗвелҫаврӑнӑшсен шӑртланчӑк тунисем хушшине, лӑпчӑнса выртрӗҫ.

— Тӗтӗмӗ ытла хура! Нимӗҫ снарячӗ ҫурӑлнӑ пекех! — кӑшкӑрчӗ Прохор Зыков, Григорий еннелле ҫаврӑнса.

Юнашарта вырнаҫнӑ Елански сотнинче шӑв-шав тапранчӗ. Ҫил тахӑшӗ кӑшкӑрнӑ сасса варкӑштарса килчӗ:

— Митрахван кума вӗлерчӗҫ!

Пульӑсем айӗнчех Петро патне Рубежин сотнин командирӗ, хӗрлӗ сухаллӑ Иванов чупса пычӗ. Ҫӗлӗкӗ айӗпе ҫамкине шӑлса илчӗ, хӑй пӳлӗнчӗклӗн хашкаса сывлать:

— Юр-тӑк юр вара! Пылчӑк ҫинче ашнӑ пекех — урана туртса кӑлармалла мар!

— Эсӗ мӗн? — куҫ харшине шӑмартса кӑнн пӑхрӗ ун ҫине Петро.

— Шухӑш килсе кӗчӗ, Мелехов юлташ! Яр-ха пӗр сотнине анат енчен Дон патне. Позицирен кӑлар та — яр тӳрех. Малтан айлӑмпа анса хутора пырса кӗччӗр, унтан вара хӗрлисене тылран пырса ҫапчӑр. Пӑрахса хӑварнӑ пулӗ-ха вӗсем хӑйсен обозӗсене… Ну, мӗн хуралӗ пултӑр унта? Лайӑх кӑна сехрисене хӑпартар пӗрре.

«Шухӑш» Петрона килӗшрӗ. Вӑл хӑйӗн ҫурма сотнине пеме команда пачӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе курӑнса тӑракан Латышева пӗшкӗнме хушса, аллипе сулчӗ, унтан Григорий патне тайкаланса утса кайрӗ. Мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарчӗ, кӗскен хушрӗ:

— Илсе кай унта ҫурма сотньӑна. Хӳринчен пырса ҫап лайӑх кӑна.

Григорий казаксене позицирен илсе тухрӗ; вар тӗпӗнче лашисене утланчӗҫ те васкавлӑ юртӑпа хутор еннелле тӗпӗртеттерсе кайрӗҫ.

Казаксем винтовка пуҫне икшер обойма пӗтернӗ хыҫҫӑн пеме чарӑнчӗҫ. Хӗрлисем выртрӗҫ. Пулеметсем, урӑм-сурӑм хӗрсе ташланӑ пек, чыхлана-чыхлана такӑртатаҫҫӗ. Мартин Шамилӗн сакӑл ураллӑ лаши, ӑнсӑртран пырса тивнӗ пульӑпа аманнӑскер, пӗр коноводӑн аллинчен вӗҫерӗнчӗ те сапаланса выртнӑ Рубежин казакӗсем патӗнчен урнӑ пек ӗрӗхтерсе иртсе кайрӗ, хӗрлисем патне анаталла тапса сикрӗ. Ӑна пулеметран кӑларса янӑ черет пырса ҫапрӗ. Лаша вара, купарчине ҫӳлелле ывтӑнтарса, сикӗпе пынӑ ҫӗртех юр ҫине тӑрӑнса кайрӗ.

— Тӗлле пулеметчиксем ҫине! — пӗринчен пӗри пӗлтерчӗҫ Петро приказне.

Тӗллерӗҫ. Чи тӗл тивертекен стрелоксем ҫеҫ печӗҫ — вара турӗҫ мӗн тумалине. Тури Кривски хуторӗнчен пӗр лутрашка кӑна казак умлӑн-хыҫлӑнах виҫӗ пулеметчика ҫулса пӑрахрӗ те, кожухри шыв вӗре пуҫланӑ «максим» ҫавӑнтах шӑпланчӗ. Анчах аманнӑ е вилнӗ пулеметчиксем вырӑнне теприсем улшӑнчӗҫ. Пулемет каллех, вилӗм вӑрлӑхне сирпӗнтерсе, хыттӑн шӑтӑртатса кайрӗ. Ҫине-ҫинех тупӑ сассисем кӗрӗслетрӗҫ. Юр ӑшне тарӑнрах та тарӑнрах чаваланса кӗнӗ хушӑра казаксем тунсӑхламах пуҫларӗҫ. Аникушка ҫеҫ алхасма чарӑнмарӗ, ҫапла ашкӑнкаласах ҫара ҫӗр патне чавса ҫитрӗ. Патронӗсем паҫӑрах пӗтрӗҫ унӑн (тутӑх витнӗ симӗс обоймӑра вӗсем пилӗк штук пулнӑччӗ), вӑл вара, юр айӗнчен пуҫне кӑларса, хушӑран пӗрре, хӑраса ӳкнӗ сӑвӑр пек шӑхӑра-шӑхӑра илчӗ.

— Ӳтчюх!.. — сӑвӑрла ҫуйӑхашрӗ Аникушка, куҫӗсемпе ашкӑнчӑклӑн казаксене сӑнаса пӑхса.

Унран сылтӑмарахра Степан Астахов куҫҫуль пӑчӑртанса тухиччен ахӑлтатса йӑваланчӗ, сулахайра Антипка Брех киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫрӗ.

— Чарӑн, ҫӗлен! Тупнӑ шӳтлемелли вӑхӑт!

— Ӳтчюх!.. — ун еннелле ҫаврӑнса выртрӗ Аникушка, куҫне-пуҫне хӑранӑ пек чарса пӑрахса.

Хӗрлисен батарейинче снарядсем ҫитменни сисӗнет пулмалла: пӗр вӑтӑр снаряда яхӑн кӑларса ярсанах шӑпланчӗ вӑл. Петро хыҫалалла, сӑрт тӳпинелле, чӑтӑмсӑррӑн пӑхкаласа илчӗ. Вӑл хуторти ҫитӗнсе ҫитнӗ мӗнпур ҫынсене, сенӗксем, шалчасемпе ҫавасем йӑтса сӑрт тӗмески ҫине тухма хушса, икӗ казака янӑччӗ. Унӑн хӗрлисене хӑратса пӑрахасси тата хӑйӗн те кунта казаксене виҫӗ ушкӑна сапалантарасси килнӗччӗ.

Кӗҫех сӑрт хӗррипе ҫынсен ҫӑра ушкӑнӗсем кӗшӗлтетсе анни курӑнчӗ.

— Пӑх-ха, курак кӗтӗвӗ пек йӑтӑнса килеҫҫӗ!

— Пӗтӗм хутор тухнӑ.

— Унта хӗрарӑмсем те пур мар-и-ха?

Казаксем пӗр-пӗринпе кӑшкӑрса калаҫрӗҫ, кулкаласа илчӗҫ. Пеме пачах чарӑнчӗҫ. Хӗрлисем енчен икӗ пулемет кӑна шӑтӑртатрӗ тата хушӑран залппа пени кӗрӗслетсе илтӗнчӗ.

— Шел, батарея шӑпланчӗ вӗсен.

— Хӗрарӑмсен ҫарӗ ҫине пӗр снаряд кӑларса ямаллаччӗ те — пулатчӗ пурнӑҫ! Йӗпе аркӑсемпе хуторалла тапса сикмеллеччӗ! — хавасланса калаҫрӗ хулсӑр Алешка Шамиль; хӗрлисем хӗрарӑмсем ҫине пӗр снаряд та персе ямӗҫ тесе, вӑл чӑнласах та кӑштах кулянчӗ пулас.

Ушкӑнсем утнӑ ҫӗртех тӳрленсе сапалана пуҫларӗҫ. Унтан икӗ рете уйрӑлса тӑсӑлчӗҫ. Чарӑнса тӑчӗҫ.

Петро вӗсене казаксен речӗсем патне пӑшалпа персе тивертес ҫывӑха та пыртармарӗ. Анчах хутор халӑхӗ ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе килни хӑех хӗрлисене шиклентерсе ӳкерчӗ. Вӗсем лапамалла анса каялла чакма пуҫларӗҫ. Сотня командирӗсемпе кӗскен канашланӑ хыҫҫӑн, Петро, сылтӑм фланга уҫӑ хӑварса, Елански казакӗсен икӗ сотнине позицирен илсе тухрӗ, Григорие хӑвӑртрах пулӑшма тесе, утлӑ стройпа ҫурҫӗр еннелле, Дон патне, кайма хушрӗ. Сотньӑсем хӗрлисем умӗнчех Хӗрлӗҫырӑн тепӗр енче стройпа йӗркеленсе тӑчӗҫ, аялалла, Дон хӗрринелле кайма тапранчӗҫ.

Хӗрлисен каялла чакакан речӗсем ҫине каллех пеме тапратрӗҫ.

Ҫак вӑхӑтра хӗрарӑмсен, стариксемпе ҫамрӑк ачасен «резервӗнчен» темиҫе харсӑр хӗрарӑмпа ача-пӑча ҫапӑҫакан казаксем патне пычӗҫ. Хӗрарӑмсем хушшинче Дарья Мелехова та пулчӗ.

— Петя, кӳр хӗрлисене персе пӑхам. Винтовка тыткалама пӗлетӗп вӗт эпӗ.

Вӑл чӑнласах Петро карабинне илчӗ; сылтӑм урипе чӗркуҫленчӗ те пӑшал кӗпчекне арҫынла хӑюллӑн кӑкӑрӗнчен ҫӳлерехе, ҫинҫе хулпуҫҫийӗ ҫумне хӗстерсе тытрӗ, икӗ хутчен персе ячӗ.

«Резерв» шӑнса ӗнтӗркесе тӑчӗ, сӑмсисене шӑнкарта-шӑнкарта, урисемпе тӑпӑртатрӗ. Икӗ речӗ те, ҫил варкӑштарнӑ пек, чӳхенсе-силленсе тӑчӗ. Хӗрарӑмсен пичӗсемпе тутисем кӑвакарса кайрӗҫ; вӗсен сарлака кӗпе аркисем айӗнче сивӗ сывлӑш хумӗсем намӑссӑррӑн хуҫаланчӗҫ. Ватсупнӑ стариксем шӑнса кутӗркесех кайнӑ. Нумайӑшне, вӗсем хушшинче Гришака асаттене те, хутортан чӑнкӑ сӑрт ҫине улӑхичченех ҫавӑтса килнӗ. Анчах кунта, сӑрт тӳпинче, инҫетри пӑшал сассисене илтнипе тата сивӗ ҫапнипе стариксене чӗм кӗнӗ пек пулчӗ. Вӗсем хушшинче иртнӗ вӑрҫӑсемпе ҫапӑҫусем ҫинчен, хальхи тӑванпа тӑван, ашшӗпе ывӑлӗ ҫапӑҫакан, тупӑсем вара ахаль куҫпа курмалла мар инҫете перекен вӑрҫӑ ҫинчен татти-сыпписӗр калаҫу пычӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех