Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LXII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:28

Пуплевӗш: 123; Сӑмах: 949

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вешенскинче Аксинья Астахова станица хӗрринче, ҫӗнӗ чиркӳрен инҫе мар пурӑнакан мӑнаппӑшӗ патне хваттере вырнаҫрӗ. Малтанхи кун кунӗпех Григорие шыраса ҫӳрерӗ, анчах вӑл Вешенскине килсе ҫитеймен-мӗн. Тепӗр кунне урамсемпе тӑкӑрлӑксенче каҫченех пульӑсем шӑхӑрса вӗҫрӗҫ, снарядсем ҫурӑлчӗҫ, ҫавӑнпа Аксинья пӳртрен тухма шикленчӗ.

«Чӗнсе янӑ Вешкине, пӗрле пулатпӑр тесе шантарнӑ, хӑй ҫӳрет ав таҫта мурӗнче!» — тарӑхса шухӑшларӗ вӑл курницӑри арча ҫинче выртнӑ чух, шупкалма пуҫланӑ хӗрлӗ тута хӗррисене ҫырткаласа. Карчӑкланса кайнӑ мӑнаппӑшӗ чӳрече умӗнче чӑлха ҫыхса ларчӗ, тупӑ сасси илтӗнмессерен сӑхсӑха-сӑхсӑха илчӗ.

— Ах, Исус турӑ! Урса кайрӗ халӑх! Мӗне кура ҫапӑҫаҫҫӗ-ши ӗнтӗ? Мӗн тесе пӗр-пӗринпе туллашаҫҫӗ?

Урамра, пӳртрен пӗр вунпилӗк чалӑшра, снаряд шартлатса ҫурӑлчӗ. Пӳртре кантӑк куҫӗсем хурлӑхлӑн чӑнкӑртатса ванчӗҫ.

— Мӑнаки! Пӑрӑн чӳрече патӗнчен, лектерме пултараҫҫӗ сана! — тархасларӗ Аксинья.

Карчӑк ун ҫинелле куҫлӑх айӗпе тӑрӑхланӑ пек тӗсесе пӑхрӗ те кӳренчӗклӗн хуравларӗ:

— Эх, Аксютка! Пӑхатӑп та сан ҫине, айван та иккен эсӗ. Мӗн, тӑшман-и эпӗ вӗсене? Мӗн тесе пемелле пуль вӗсен мана?

— Сарӑмсӑр вӗлерӗҫ! Курмаҫҫӗ вӗт вӗсем пуля ӑҫта вӗҫнине.

— Вӗлерӗҫ сана! Курмаҫҫех пуль! Вӗсем казаксене переҫҫӗ! Вӗсемшӗн, хӗрлисемшӗн эппин, казаксем тӑшман. Мана тесен, эпӗ — карчӑк, тӑлӑх хӗрарӑм — мӗне кирлӗ вӗсене? Вӗсем кама тупӑ-пӑшалпа пемеллине хӑйсемех пӗлеҫҫӗ, ахӑр!

Кӑнтӑрла тӗлӗнче, урам тӑрӑх, кӗлеткипе лаша мӑйӗ ҫумне лӑпчӑнса, Донӑн анатарахри кукӑрӗ еннелле Григорий тӗпӗртеттерсе иртсе кайрӗ. Аксинья ӑна чӳречерен асӑрхарӗ, вӑрман винограчӗ явӑнса ӳсекен крыльца ҫине чупса тухса, хыттӑн чӗнчӗ: «Гриша!..» Анчах Григорий урам кукринелле пӑрӑнса ҫухалчӗ те, ун хыҫӗнче ут чӗрнисем ҫӗкленӗ тусан пӗлӗчӗ кӑна, майӗпен йӑсӑрланса, ҫул ҫине ларчӗ; Аксинья пӗр хушӑ крыльца ҫинче тӑчӗ, тарӑхса макӑрса ячӗ.

— Степан мар-и иртсе кайрӗ? Мӗн ҫил-тӑвӑл пек вирхӗнсе тухрӑн? — ыйтрӗ мӑнаккӑшӗ.

— Ҫук… Ку — хамӑр хутортан-ха пӗри… — куҫҫуль витӗр каларӗ Аксинья.

— Апла пулсан мӗн уншӑн куҫҫуль тумлататӑн? — тӗпчерӗ пурне те пӗлме юратакан карчӑк.

— Мӗн кирлӗ вара сире, мӑнаки? Сире пӗлмелли ӗҫ мар ку!

— Ҫаплах терӗн пуль… Эппин алла чун варли тусу иртсе кайрӗ. Ахаль атту мӗншӗн-ха! Ыт-ахальтен ҫаплах кӑшкӑрман пулӑттӑн… Хам пурнӑҫ пурӑнса курнӑ, пӗлетӗп!

Каҫалапа Прохор Зыков пырса кӗчӗ.

— Сывӑ пурӑнатӑр-и! Мӗн-ха, кинемей, Татарскинчен никам та ҫук-и сирӗн патӑрта?

— Прохор! — савӑнӑҫлӑн ахлатса ячӗ Аксинья, курницӑран чупса тухса.

— Ну, хӗрӗм, ӑша пӗҫертӗн эсӗ паян! Пӗр ура вӑйӗ юлмарӗ сана шыраса! Пӗлетӗн, мӗнлескер вӑл? Йӑлт ашшӗне хывнӑ, аҫтаха пуҫӗ. Куҫ уҫса пӑхмалла мар переҫҫӗ, чӗрри-сывви пурте пытанса петнӗ, уншӑн ав — пӗр сӑмах: «Туп ӑна, атту чунна пӑчӑртаса кӑларатӑп!»

Аксинья Прохора кӗпе ҫаннинчен ярса тытрӗ, ҫенӗке туртса тухрӗ.

— Ӑҫта вӑл, шуйттан этемӗ?

— Кхм… Ӑҫта пултӑр-ха? Ҫуран таврӑнчӗ позицирен. Паян лашине вӗлернӗ ун айӗнче. Питӗ хаяр килчӗ, сӑнчӑрти йытӑ пекех. «Тупрӑн-и?» — ыйтать манран. «Ӑҫтан тупам-ха? — тетӗп. — Ҫуратаймастӑп вӗт ӑна!» Вӑл пур: «Ҫын йӗп мар!» — тет те мӗнле кӑшкӑрса тӑкать мана… Чӑн-чӑн этем тирӗ ӑшне кӗрсе ларнӑ кашкӑр!

— Мӗн каласа ячӗ вӑл?

— Тӑхӑн та, кайрӑмӑр — урӑх нимӗн те!

Аксинья ҫавӑнтах япалисене ҫыхрӗ, мӑнаппӑшӗпе хыпаланса сывпуллашрӗ.

— Степан патӗнчен-и?

— Степан патӗнчен, мӑнаки!

— Эппин, салам кала ӑна. Мӗншӗн тата хӑй килмен-ха? Сӗт ӗҫсе кайнӑ пулӗччӗ, хуран кукли юлнӑ ав…

Аксинья, итлесе пӗтермесӗрех, пӳртрен ыткӑнса тухрӗ.

Григорий хваттерне ҫитнӗ ҫӗре пашкаса сывлакан пулчӗ, шурса кайрӗ. Питӗ хыпаланса утрӗ вӑл. Юлашкинчен Прохор тӳсеймерӗ, тархасламах пуҫларӗ:

— Тӑнла мана! Ҫамрӑк чух хам та хӗрсем хыҫҫӑн пайтах чупнӑ, анчах ӗмӗрте сан пек хыпаланса курман. Ай, сан чӑтӑму ҫук-и? Пушар мар пуль? Сывлама сывлӑш пӗтрӗ манӑн! Ара, кам хӑйӑр тӑрӑх ҫапла вӗҫсе пытӑр? Пурте темле этемле мар сирӗн…

Ӑшӗнче ҫапла шухӑшларӗ: «Тепӗр хут ҫыхланса кайрӗҫ… Халӗ ӗнтӗ шуйттан та уйӑраймасть вӗсене! Вӗсем хӑйсен интересне тӑваҫҫӗ, ман ав кӗрт амине ӑна пульӑсем айӗнче шыраса ҫӳре… Турӑ хӑтартӑр та — Наталья пӗлес-тӑвас пулсан, мана ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен кӑшласа ярать… Пӗлместпӗр мар Коршуновсен йӑхне! Ҫук, хамӑн ӳсӗр ухмаха пула винтовкӑпа лашана ҫухатман пулсан, ҫӳреттӗмччех пуль сана станица тӑрӑх шыраса! Хӑвӑр ҫыхланнӑ, хӑвӑр хӑпӑнӑр!»

Чӳрече хуллисене тӑнчах хупса хунӑ курницӑра лампа мӑкӑрланса ҫунать. Григорий сӗтел хушшинче ларать. Вӑл тин кӑна винтовкине тасатса пӗтернӗччӗ, маузер кӗпҫине ҫӗтӗкпе типӗтме пуҫланӑччӗ — алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ. Пӳрте Аксинья кӗрсе тӑчӗ. Ансӑр шурӑ ҫамки ун тарпа йӗпеннӗ, шуранка пичӗ ҫинче тарӑхса чарӑлнӑ куҫӗсем ниҫта кайса кӗрейми вӗри юратӑвӑн асапӗпе ҫуталса ҫунаҫҫӗ. Григорий чӗри савӑнӑҫлӑн кӑртлатса илчӗ.

— Астарса илсе килтӗн… ху ав… ҫӳретен таҫта ҫухалса… — терӗ Аксинья йывӑррӑн сывласа.

Ӑна халӗ, тахҫан ӗлӗкхи, хӑйсем пуҫласа ҫывӑхланнӑ кунсенчи пекех, Григорисӗр пуҫне никам та, нимӗн те кирлӗ пулмарӗ. Григорий ҫук чух каллех ӗнтӗ уншӑн тӗнче пӗтсе килнӗ пек пулчӗ, Григорий хӑй ҫывӑхӗнче чух каллех вара вӑл ҫӗнӗрен ҫуралчӗ, тейӗн. Аксинья Прохортан ним вӑтанмасӑр Григорий патне ыткӑнчӗ, ӑна йывӑҫ тӑрӑх явӑнса ӳсекен вӑрман хӑмли пек мӑйран ыталаса илчӗ те, савнӑ тусне шӑртлӑ питӗнчен, сӑмсинчен, ҫамкинчен, тутинчен йӗре-йӗре чуптуса, уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатрӗ, пыр тӗпӗпе ӗсӗклесе калаҫрӗ:

— Ы-вӑн-тӑм!.. Йӑлт чире кайрӑм! Гришенька! Чунӑм!

— Ну, ват… Ну, тапратрӗ ӗнтӗ… Чим-ха эсӗ!.. Аксинья, чарӑн… — именчӗклӗн мӑкӑртатрӗ Григорий, питне пӑркаласа, Прохор ҫинелле пӑхасшӑн мар пулса.

Вӑл Аксинйӑна сак ҫине лартрӗ, ӗнси ҫинелле шуса аннӑ шаль тутӑрне пуҫӗнчен салтса илчӗ, тӑрмаланнӑ ҫӳҫне ҫупӑрласа шӑлчӗ.

— Эсӗ темле…

— Эпӗ ялан ҫапла! Эсӗ ав…

— Ҫук, тупата, эсӗ — тем мурӗ хӑраххи!

Аксинья аллисене Григорий хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, куҫҫулӗ витӗр кулса, хӑвӑрт пӑшӑлтатса калаҫрӗ:

— Ара, юрать-и-ха ҫапла? Чӗнсе ятӑн… Ҫуран килтӗм, пӗтӗмпе хӑвартӑм, вӑл ҫук та ҫук… Вӗҫтерсе иртрӗн мӑнаккисен тӗлӗпе, хыҫҫӑн чупса тухрӑм та, эсӗ урам кӗтессинелле кӗрсе ҫухалтӑн… Вӗлернӗ пулсан ак, юлашки хут та курса юлаймастӑмччӗ…

Вӑл татах темле питӗ ҫепӗҫ, ачаш, хӗрарӑмла айван сӑмахсем каларӗ, аллипе пӗрехмай Григорин ҫаврака хулпуҫҫийӗсене ҫупӑрласа ачашларӗ, ӗмӗрлӗхе парӑннӑ куҫӗсемпе пӗр вӗҫӗм унӑн куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ.

Темле мӗскӗн те ҫав вӑхӑтрах хӑваласа халтан янӑ тискер кайӑкӑнни пек вилесле тарӑху тӗмсӗлсе ҫунчӗ Аксинья куҫӗсенче, ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхма Григорие йывӑр та аван мар пулчӗ.

Вӑл куҫне хӗвелпе сарӑхнӑ хӑрпӑксемпе хупласа пытарчӗ, ирӗксӗррӗн кулкаларӗ, чӗнмерӗ. Аксинйӑн питҫӑмартийӗсем вара ытларах та ытларах кӑвар пек вӗри ҫулӑмпа тӗлкӗшсе хӗрелчӗҫ, куҫ шӑрҫийӗсене темле ҫутӑ кӑвак тӗтӗм картланӑ пек пулчӗ.

Прохор сывпуллашмасӑрах пӳртрен тухрӗ, пӑлтӑрта чартлаттарса сурса, сурчӑкне урипе пусса сӑтӑрчӗ.

— Ӑсран супнӑ, ҫавӑ кӑна пӗр! — терӗ те тарӑхса картлашка ҫинчен анса ҫитсен калинкке алӑкне хыттӑн шалтлаттарса хупса хӑварчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех