Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXXIX

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 23:30

Пуплевӗш: 219; Сӑмах: 1981

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Татарскинчен тарса кайнӑ хыҫҫӑн Штокман, Кошевой, Иван Алексеевич тата милиционерта ҫуренӗ темиҫе казак 4-мӗш Заамурски полка пырса лекрӗҫ. Полкӗ ку вунсаккӑрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, нимӗҫ фронтӗнчен поход йӗркипе таврӑннӑ чух, Хӗрлӗ Ҫарӑн пӗр отрячӗпе пӗрлешнӗ те граждан вӑрҫи фрончӗсенче ҫулталӑк ҫурӑ ҫапӑҫнӑ хушӑра та унти тӗп кадрсене улӑштарман, Заамуретсен ҫи-пуҫ япалисемпе хӗҫпӑшал таврашӗ кирлӗ таранах пур, лашасем самӑр, лайӑх вӗрентсе ҫитернӗскерсем. Полк ҫапӑҫусенче хастар, мораль тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулнине тата салтаксем кавалеринчи йӗркесене чип-чипер тытса пыма хӑнӑхнипе палӑрса тӑрать.

Восстани пуҫлӑмӑшӗнче пехотӑн 1-мӗш Мускав полкӗ пулӑшнипе заамурецсем Усть-Медведица патне татса кӗрсе кайма ӑнтӑлакан повстанецсене хӑйсемех чарса тӑчӗҫ темелле; кайран вара ҫӗнӗ чаҫсем пырса ҫитрӗҫ те, полк ытлашши сапаланмасӑр, Кривая шывӗ тӑрӑх Усть-Хопер участокӗнче ҫирӗпленсе тӑчӗ.

Март вӗҫӗнче повстанецсем, Усть-Хопер станицине кӗрекен хӑш-пӗр хуторсене тытса илсе, хӗрлисен чаҫӗсене Елански станица ҫӗрӗсечен хӗссе кӑларчӗҫ. Вӑйсем кӑштах танлашрӗҫ темелле: фронт икӗ уйӑха яхӑн пӗр вырӑнта тытӑнса тӑчӗ. Батарея хушса парса ҫирӗплетнӗ Мускав полкӗн батальонӗ, Усть-Хопера хӗвеланӑҫ енчен хӳтелесе, Дон хӗррипе тӑсӑлакан Крутовски хуторне йышӑнса илчӗ. Хӗрлисен батарейи, хирти йӗтем ҫинче маскировка туса, сылтӑм ҫыран хӗрринче пухӑнакан повстанецсем ҫине Крутовскинчен Дон ҫумӗпе кӑнтӑралла кукӑрӑлса кӗрекен ту юппинчен кашни кун ир пуҫласа каҫчен тупӑсемпе персе тӑрса Мускав полкне пулӑшрӗ, унтан Дон леш енче вырнаҫнӑ Елански хуторӗ ҫине снарядсем тӑкма тапратрӗ. Пӗр-пӗринпе ҫӑтах ҫыпҫӑнса ларнӑ килсем тӗлӗнче унта та кунта шрапнельсем ҫурӑлчӗҫ, вӗсен тӗтӗмӗн пӗчӗкҫӗ пӗлӗчӗсем хӑвӑрт ирӗле-ирӗле сирӗлчӗҫ. Гранатӑсем е хуторти урамсене пыра-пыра ӳкрӗҫ (вара тӑкӑрлӑксем тӑрӑх, хӑрушла хуйханса кайса, картасене аркатса, выльӑхсем кӗпӗртетсе чупрӗҫ, ҫынсем кӗлеткисемпе хутланса вӑркӑнса каҫрӗҫ), е, шӑн ирӗлсен чӑмакаллӑ хӑмӑр ҫӗре сирпӗтсе, кивӗ масар хыҫӗнчи ҫил арманӗсем патӗнче ҫурӑлчӗҫ.

Мартӑн 16-мӗшӗнче Штокман, Мишка Кюшевой тата Иван Алексеевич, Усть-Хоперта восстани тӑвакан станицӑсенчен тарнӑ коммунистсемпе совет работникӗсенчен дружина йӗркелеҫҫӗ тенине илтсе, Чеботарев хуторӗнчен унта кайма тухрӗҫ. Вӗсене авалхи тӗн йӗркине тытса пурӑнакан казак ӑсатрӗ. Унан пичӗ-куҫӗ пӗчӗк ачанни пек ҫутӑрах хӗрлӗ те таса пулнӑран Штокман та, ун ҫине пӑхса илсе, тутине сӑлтавсӑр кулӑпа ейӗлтерчӗ. Кӑвак, ҫамрӑк пулин те, ҫутӑрах сарӑ кӑтра сухалне вӑрӑм ӳстерсе янӑ, таса хӗрлӗ тути сухалӗ айӗнчен пиҫсе ҫитнӗ арбуз татӑкӗ тӗслӗ курӑнать. Куҫӗ ҫывӑхӗнчерех сарӑ мамӑк пӗрчисем пайӑркаланаҫҫӗ. Хӑй ҫемҫе сухаллӑ пулнӑран-и е сӑнӗ-пичӗ ҫамрӑк хӑватпа ҫуталса хӗрелнӗрен, казакӑн куҫӗсем витӗр курӑнас пек таса кӑвак хӗмпе йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ.

Мишка ҫул тӑршшӗпех юрӑ ӗнерлесе пычӗ. Иван Алексеевич, винтовкине чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, ҫуна хыҫӗнче ҫиллессӗн ҫӳҫенкелесе ларчӗ. Штокман кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсенченех лавҫӑпа калаҫса кайрӗ:

— Сывлӑху пирки ӳпкелешместӗн-и, юлташ? — ыйтрӗ вӑл.

Вара вӑйӗпе ҫамрӑклӑхӗ хӗрӳллӗн тапса тӑракан казак, сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗк пиншакне йӳле ярса, ӑшшӑн ейӗлсе кулчӗ.

— Ҫук, турӑ тӳсет пулас-ха ҫылӑхӑмсене. Сывлӑхӑн мӗн пирки начар пулас? Чӗлӗм ӗмӗрте туртман, эрехне тасине ӗҫетпӗр, мӗн пӗчӗкрен кулач ҫисе ӳсетпӗр. Чир тесен, ӑҫтан ҫакланас-ха ун?

— Мӗнле, службӑра пулнӑ-и?

— Кӑштах пулнӑччӗ. Кадетсем туртса кайрӗҫ.

— Мӗн тата Донец леш енне каймарӑн?

— Тӗлӗнмелле калаҫатӑн, юлташ! — Вӑл ут хӗлӗхӗнчен саламатпа явнӑ чӑпӑрккине ҫуна ҫине пӑрахрӗ те алсине хывса хучӗ, унтан куҫне кӳренчӗклӗн хӗстерсе тутине шӑлчӗ. — Манӑн мӗн тесе каймаллаччӗ-ши унта? Ҫӗнӗ юрӑсем вӗренме-и? Ирӗксӗрлесе илмен пулсан, эпӗ кадетсем патне те каймастӑмччӗ. Сирӗн власть тӗрӗс, анчах кӑшт тӗрӗс мар турӑр эсир.

— Мӗнпе?

Штокман чикаркка ҫавӑрса чӗртрӗ те вӑрах хушӑ лавҫӑ мӗн каласса кӗтрӗ.

— Мӗн ҫунтаратӑн ҫав наркӑмӑша? — калаҫа пуҫларӗ казак, питне аяккалла пӑрса. — Пӑх-халӗ, йӗри-тавра мӗнешкел таса ҫурхи сывлӑш, эсӗ ав ӑна шӑршлӑ тӗтӗм мӑкӑрлантарса пӑсатӑн… Килӗштерместӗп! Мӗн, кӑшт тӗрӗс мар тунӑ — калатӑп. Хӗстертӗр эсир казаксене, ухмахла хӑтлантӑр, атту пулсан, сирӗн власть ӗмӗр кивелес ҫукчӗ. Тӑмсайрах халӑх нумай сирӗн, ҫавсене пула пуҫланчӗ восстани.

— Мӗнле ухмахла хӑтланнӑ? Эппин, сан шутпа, ӑссӑр ӗҫсем нумай туса тултартӑмӑр пулать? Ҫапла-и? Мӗн-ши вӗсем?

— Хӑвах пӗлетӗн, ахӑр… Ҫынсене персе вӗлеретӗр. Паян пӗрне, пӑхатӑн, — ыран теприне… Камӑн-ха хӑйне черет ҫитессе кӗтес килтӗр? Вӑкӑр та ав, пусма илсе кайнӑ чух, пуҫӗпе туртӑнса пырать. Ак, сӑмахран каласан, Букановски станицӑра… Куратӑн-и, ав вӑл вӗсен чиркӗвӗ ларать? Пӑх, пушӑпа тӗллетӗп, куратӑн-и?.. Ну, каласа параҫҫӗ: унта вӗсен комиссар отрядпа тӑрать иккен. Малкин хушаматлӑскер. Ну, мӗн-ха ӗнтӗ, тӗрӗс хӑтланать-и вӑл халӑхпа? Халех ак калатӑп сана. Хӑваласа пухать хуторсенчен стариксене, асаплантарать те малтан лайӑх кӑна, унтан вӗтлӗхе илсе кайса чунӗсене кӑларать, ҫитменнине тата пытарма тӑванӗсене те ирӗк памасть. Пӗтӗм айӑпӗ-инкекӗ те вӗсен тахҫан ӗлӗк хӑйсене станицӑри хисеплӗ судьясене суйлани пулнӑ. Пӗлетӗн-и эсӗ, мӗнле судья вӗсенчен? Пӗри аран хӑй хушаматне ҫырма пӗлет, тепри ав е пӳрнине чернил ӑшне пуҫса кӑларать е хӗрес хурать. Ун пек судьясем ӗлӗк ячӗшӗн кӑна ларатчӗҫ. Унӑн хисепе тивӗҫли те — вӑрӑм сухалӗ анчах пулнӑ, хӑй ав, ватӑ пирки, йӗмне те тӳмелеме манать. Мӗн ыйтатӑн унран? Хӑть унран, хӑть пӗчӗк ачаран ыйт — пӗрех. Ав ҫав Малинин вара ҫынсен пурнӑҫӗпе турӑ пек хуҫаланать. Шӑпах ҫавнашкал вӑхӑтра площадьпе пӗр старик — тӑрӑхласа панӑ ячӗпе Кӑртӑш текенскер — иртсе пынӑ пулнӑ. Вӑл, лашине тытса таврӑнма тесе, йӗвен йӑтса хӑйӗн анкартине кайма тухнӑ-мӗн. Ачасем кураҫҫӗ те ҫакна: «Кай, Малкин чӗнет сана», — тесе шӳтлесе калаҫҫӗ. Кӑртӑш старик хӑйӗн ашапатман хӗресӗпе сӑхсӑхса илет, — унта пурте вӗсем ҫӗн тӗне ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, — площадьрех ҫӗлӗкне хывса тытать. Пырса ҫитет хайхи — хӑй хӑраса вилсех кайнӑ. «Чӗнтӗр-и?» — тет. Малкин аллисемпе пилӗкне тытать те тӳрех кӑшкӑрса тӑкать ҫакна: «А, — тет, — хапхине уҫрӑн пулсан — кӗр атя. Никам та чӗнмен сана, анчах килтӗн пулсан — ҫаплах пултӑр. Илсе кайӑр, юлташсем! Виҫҫӗмӗш категорипе ӑна». Ну, паллах, тытнӑ та — вӗтлӗхе хайхине. Карчӑкӗ кӗтет-кӗтет ҫакна — ҫук та ҫук. Кайнӑ та старик — шыва путнӑ пек ҫухалнӑ. Вӑл пур, йӗвенӗпе пӗрле ҫӳлти патшалӑха тапса сикнӗ-мӗн. Тепӗр старике тата, Андреяновски хуторӗнчи Митрахвана, Малкин курать те урамра хӑй патне чӗнсе илет: «Ӑҫтан? Хушамату мӗнле? — унтан ҫухӑрать ярать. — Ав, тет, — сухалу мӗнле, тилӗ хӳри пек ӳстерсе янӑ! Ку сухалпа эсӗ ытла та Микул турӑ сӑнлӑ. Эпир, — тет, — санашкал кӳпшек сысна аҫинчен супӑнь пӗҫеретпӗр. Виҫҫӗмӗш категорипе ӑна!» Ку мучин, инкеке тенӗ пекех, сухалӗ, чӑнах та, вир кӗлти пекехчӗ. Вӗлерессе ӑна сухал ӳстерсе янӑшӑн тата Малкин куҫне ырӑ мар сехетре курӑннӑшӑн кӑна персе вӗлернӗ. Мӗн-ха ӗнтӗ, халӑхран мӑшкӑллани пулмасть-и ку?

Мишка казак калаҫма пуҫласанах юрӑ ӗнӗрме чарӑнчӗ, юлашкинчен тарӑхнӑ сасӑпа каласа хучӗ:

— Сую ҫыпӑҫмасть сан, мучи!

— Ху лайӑхрах суй! Апла-капла сӑмахличчен пӗлес пулать малтан, кайран калаҫ унта.

— Ху эсӗ тӗп-тӗрӗс пӗлетӗн-и куна?

— Ҫынсем каларӗҫ.

— Ҫынсем! Ҫынсем вӗсем: чӑхсене те сӑваҫҫӗ, теҫҫӗ те, анчах чӑххисен чӗччисем ҫук. Темтепӗр суя сӑмаха илтсе тултарнӑ та, халӗ сӳпӗлтететӗн чӗлхӳпе, хӗрарӑм хӑраххи.

— Старикӗсем лӑпкӑччӗ…

— Ав мӗнле! Лӑпкӑччӗ! — ҫилленсе витлерӗ ӑна Мишка. — Сан ҫав лӑпкӑ стариксем, тен, восстани тума хатӗрленнӗ пулӗ, тен, ҫав судьясем картишсенче пулеметсем ҫӗр айне чавса чикнӗ; эсӗ пур, сухалшӑн е тата шӳтлесе персе пӑрахнӑ тесе калаҫатӑн… Эппин, мӗншӗн сана сухалшӑн персе пӑрахман? Сухалу ав мӗнле сарлака хӑвӑн, ватӑ качаканни пек!

— Эпӗ хӑш хака илнӗ, ҫав хака сутатӑп. Мур пӗлет-и, тен, суяҫҫӗ те пулӗ ҫынсем, тен, чӑнахах та вӗсем влаҫа хирӗҫ мӗнле те пулин айӑп тунӑ… — аванмарланса мӑкӑртатрӗ казак.

Вӑл ҫуна ҫинче сиксе анчӗ те сӗлкӗшлӗ юра вӑрахчен чӑштӑртаттарса ашса пычӗ. Урисем нӳрӗ пирки кӑвакраххӑн курӑнакан лӗпӗшке юр ҫинче шӑва-шӑва кайрӗҫ. Ҫеҫенхире ачашшӑн ҫупӑрласа хӗвел пӑхать. Ҫутӑ сенкер тӳпе инҫете курӑнакан мӑкӑрӑлчӑк сӑртпа тӑвайкки ҫинелле хӑпаракан ҫулсене мӑнаҫлӑн ытамласа илнӗ. Ҫил кӑшт кӑна сисӗнмелле вӑшӑлтатса вӗрнинче ҫывӑх ҫуркуннен ырӑ шӑршӑллӑ сывлӑшӗ варкӑшса тӑнӑ пек туйӑнать. Хӗвелтухӑҫӗнче, Дон хӗрринчи сӑртсен шупка шурӑ кукӑрӗсем хыҫӗнче, Усть-Медведица ҫучӗн тӳпи хӗрхӗлтӗммӗн картлашкаланса курӑнать. Тавракурӑмпа пӗрлешсе кайса, таҫта лере, инҫетре, шурӑ така тирӗ пек пӗлӗтсем ҫӗр ҫийӗн хумлӑн-хумлӑн ҫилхеленсе сарӑлнӑ.

Лавҫӑ ҫуна ҫине улӑхса ларчӗ, кушӑрканӑ пичӗпе Штокман еннелле ҫаврӑнса, каллех калаҫма тытӑнчӗ.

— Ман асатте, — халӗ те пурӑнать-ха вӑл, ҫӗр саккӑра пусрӗ ӗнтӗ, — акӑ мӗн каласа парать. Кун ҫинчен вӑл аслашшӗ сӑмахӗсенчен, эппин, ман аслӑ асатте каланинчен, пӗлсе юлнӑ. Ҫав аслӑ асатте астӑвасса, Петӗр патша темле княҫа (ятне-шывне турӑ аса илтерин кӑна!)  — Длиннорукова-и ҫав е Долгоруков тенӗскернеччӗ — Дон ҫине асли туса янӑ-мӗн. Ҫав князь, аннӑ та салтаксемпе Воронеж патӗнчен, вӗсен ирсӗр тӗнне йышӑнма тата патша кӑмӑлне юрама килӗшменшӗн казак хулисене йӑлтах ҫаратса-тустарса пӗтернӗ. Казаксене тыта-тыта сӑмсисене каснӑ, хӑшӗсене такан ҫине ҫакнӑ та Дон тӑрӑх сулӑпа юхтарса янӑ.

— Кунпа мӗн каласшӑн эсӗ? — сиввӗн систӳленсе ыйтрӗ Мишка.

— Ара, княҫӗ Длиннорукий хушаматлӑ пулсан та, патша ӑна ҫавӑн пек правасемех паман пулӗ, тетӗп. Букановски комиссарӗ вара, сӑмахран: «Эпӗ сирӗнне, йытӑ аҫисем, кӑвак йӑли-йӗркине пӗтӗмпе пӑчлантаратӑп, ӗмӗр асӑнмалла пулӗ!..» — тесе ҫавӑрттара пуҫланӑ. Букановскинчи майданра, пӗтӗм станица пухӑвӗ умӗнче, ҫавӑн пек ҫухӑрашса шавланӑ. Совет влаҫӗ ун пек правасемех панӑ-ши ӑна? Ҫапла ҫав вӑл! Апла териех пурне те пӗр виҫепе виҫме мандатсем ҫук-тӑр, ахӑр. Казаксем тесен — вӗсем те тӗрлӗрен…

Штокманӑн пит шӑммисем ҫинчи ӳчӗ чӑмаккан-чӑмаккан мӑкӑлленсе тухрӗ.

— Эпӗ итлерӗм сана, халӗ эс мана тӑнла.

— Тен, ухмах пуҫпа кирлинех каламарӑм пулӗ, эппин, каҫарӑр мана.

— Чим-ха, чим… Акӑ мӗн. Эсӗ темле комиссар пирки каланине чӑнах та тӗрӗсех тесе ӗненме ҫук. Куна тӗрӗслесе пӗлетӗп эпӗ. Ҫаплах пулсассӑн, вӑл казаксенчен ҫаплах мӑшкӑлланӑ тата темтепӗр хӑтланса пӗтнӗ пулсан — эпир каҫармастпӑр ӑна.

— Ох, пулӗ-ши вӑл!

— Пулӗ-ши мар, пулать! Фронт сирӗн хутортан иртнӗ чух темле казачкӑна ҫаратнӑшӑн хӗрлӗармеецсем хӑйсен чаҫӗнчи хӗрлӗармеецах персе пӑрахни пулман-и-ха? Кун ҫинчен мана сирӗн хуторта каласа кӑтартрӗҫ.

— Ара ҫав! Порфильевна арчине кӗрсе кайнӑ вӑл. Ку пулнӑ! Ку чӑнахах ҫапла. Вӑл ӗнтӗ… Ҫирӗп тытни пулнӑ. Куна эсӗ тӗрӗс аса илтӗн, — ӑна анкарти хыҫне илсе туса вӗлерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн хайхине ӑҫта пытарас пирки хуторта чылай тавлашрӗҫ. Пӗрисем масар ҫинех чикес терӗҫ; теприсем, таса вырӑна ирсӗрлет тесе, хирӗҫ пулчӗҫ. Мӗскӗне вара анкарти хыҫнех пытартӑмӑр.

— Эппин, пулнӑ ҫавӑн пекки? — хыпаланса пирус ҫавӑрчӗ Штокман.

— Пулнӑ, пулнӑ, тунмастӑп, — хӗрӳленсе килӗшрӗ казак.

— Апла тата мӗншӗн эсӗ, комиссар чӑнах айӑплине пӗлсен, ӑна нимӗн те тумастпӑр тесе шутлатӑн?

— Савнӑ юлташ! Тен, сирӗн ун валли асли те тупӑнмӗ. Лешӗ вӑл салтак-ҫке-ха, ку ав — комиссар…

— Ҫавӑншӑн унран тата хытӑрах ыйтаҫҫӗ! Ӑнланатӑн-и? Совӗт влаҫӗ тӑшмансене анчах тавӑрать, ҫавӑнпа та ӗҫхалӑхне совет влаҫӗ ячӗпе тӗрӗс мар кӳрентерекен представительсене эпир ним хӗрхенмесӗр айӑплатпӑр.

Март уйӑхӗнчи ҫеҫенхирӗн ҫуна тупанӗсем шӑхӑрнипе тата утсен чӗрнисем ҫивӗччӗн чаклатнипе кӑна хускалнӑ кӑнтӑрлахи шӑплӑхне тупӑ сасси ытла та кӗмӗркке япала йӑтӑнса аннӑ пек хыттӑн кӗмсӗртетсе хупласа хучӗ. Пуҫласа пенӗ хыҫҫӑн татах виҫӗ хутчен пӗр тикӗссӗн те вӑйлӑн кӗрӗслетни илтӗнсе кайрӗ. Батарея Крутовски енчен Донӑн сулахай ҫыраннелле ҫӗнӗрен тупӑсемпе пеме пуҫларӗ.

Лав ҫинчи калаҫу татӑлчӗ. Орудисен кӗрлевӗ ҫуркунне умӗнхи тунсӑхпа тӗмсӗлсе тӗлӗрекен ҫеҫенхирӗн черчен канӑвне хивре те ют сасӑсемпе кисретсе хускатрӗ. Лашасем те, хӑлхисене ҫине-ҫинех выляткаласа, урисене ҫӗре перӗнтермесӗр тенӗ пек иле-иле пусса, шултра та ҫивӗч утӑмсемпе чупса кайрӗҫ.

Гетман шляхӗ ҫине кӗчӗҫ те, ҫуна ҫинче ларакансен куҫне юртан тасалса кукшаланнӑ сарӑ хӑйӑр сӑрчӗсем, ҫӳҫе йывӑҫҫисен тата ҫирӗк вӑрманӗн сӑмсахӗсемпе кӑвак утравӗсем ыталаса илнӗ, аслӑ ирӗклӗ, ула-чӑла Дон леш енӗ курӑнса кайрӗ.

Усть-Хопера ҫитсен, лавҫӑ утсене ревком ҫурчӗ тӗлӗнче чарчӗ. Мускав полкӗн штабӗ те ҫав ҫуртпа юнашарах вырнаҫнӑ.

Штокман кӗсйинче ухтаркаласа, табак енчӗкӗнчен хӗрӗх тенкӗлӗх керенка укҫи кӑларчӗ те хӑйсене лартса килнӗ казака паче. Лешӗ, йӗпе мӑйӑхӗ айӗнчи сарӑ шӑлӗсене ейӗлтерсе, ӑшӑ кулӑпа ҫуталчӗ, аванмарланчӗ.

— Мӗн эсир, юлташ, Христос ҫӑлтӑр! Кирлӗ мар укҫа.

— Ил, — хӑвӑн лашусен ӗҫӗ. Власть пирки вара ан иккӗлен. Астуса пурӑн: эпир рабочисемпе хресченсен влаҫӗшӗн кӗрешетпӗр. Сире пирӗн тӑшмансем — кулаксем, атамансем, офицерсем восстани тума хӗтӗртнӗ. Восстанишӗн пӗтӗмпех ҫавсем айӑплӑ. Анчах хамӑр майлӑ, революцие пулӑшакан казак ӗҫҫыннине пирӗннисенчен кам та пулин тивӗҫсӗр кӳрентерчӗ пулсан, ӑна валли саккунне тупма пулнӑ.

— Пӗлетӗн-и, юлташ, ваттисем каланӑ сӑмаха: турӑ патне хӑпарма ҫӳллӗ, патша патне ҫитме инҫе, теҫҫӗ… Сирӗн патшӑр патне ҫитме те ҫавнашкалах инҫе… Вӑйлипе ҫапӑҫма, пуянпа сутлашма хушман. Эсир ак вӑйлӑ та, пуян та. — Унтан чеен шӑл йӗрсе илчӗ:  — Эсех мӗнле ав: кӑлартӑн та тыттартӑн хӗрӗх тенкӗ, ҫулӗшӗн тесен — нумай-сахал пилӗк тенкӗ. Ну, Христос хӳтлӗх патӑр!

— Укҫине вӑл сана ҫул ҫинче калаҫса килнӗшӗн тата хитре сухалушӑн хушса пачӗ, — ейӗлсе кулчӗ Мишка Кошевой ҫуна ҫинчен анса шӑлаварне тӳмеленӗ май. — Пӗлетӗн-и, кама лартса килтӗн, тунката пуҫ? Хӗрлӗ генерала.

— Хӗ?

— Вӑт сана «хӗ»! Халӑх та ҫав эсир!.. Сахал пар — паянах питлӗх ҫапса макӑрма пуҫлатӑн: «Кайса леҫрӗм юлташсене, вӗсем ав, кӗсел аврисем, пурӗ те пилӗк тенкӗ тыттарса ячӗҫ!» — тейӗн. Хӗл каҫипе тарӑхса ҫӳреттӗнччӗ. Ытларах патӑн — каллех санӑн вӗчӗрхеннипе чун тӑвӑлать. «Ав мӗнле пуян! Кӑларчӗ те тыттарчӗ хӗрӗх тенкӗ. Укҫи шутне те пӗлмест вӑл…» Эпӗ пулсан, ҫур пус та памастӑмччӗ сана! Хӑть ҫурӑлса каяс пек тарӑх. Пур-пӗр ҫырлахтараймастӑн-ҫке-ха. Ну, каяр… Сывӑ ҫӳре, мӑн сухал!

Кӑмӑлсӑр сӑнлӑ Иван Алексеевич та юлашкинчен, Мишка хӗрӳленсе каласа тӑкнӑ сӑмахсене илтсе, кулса илчӗ.

Штаб картишӗнчен ҫӑмламас лаша утланнӑ утлӑ разведка хӗрлӗармеецӗ сиксе тухрӗ.

— Ӑҫтан ку лав? — лашине ҫавӑрнӑ май чӗлпӗре карӑнтарса тытса кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Сана мӗн ӗҫ? — ыйтрӗ Штокман.

— Крутовски хуторне патронсем леҫмелле. Кӗр атя!

— Ҫук, юлташ, ку лава эпир каялла яратпӑр.

— Хӑвӑр кам эсир?

Хӗрлӗармеец, илемлӗ сӑн-питлӗ ҫамрӑк йӗкӗт, вӗсем патнех пырса тӑчӗ.

— Эпир Заамурски полкран. Лава ан тытса тӑр.

— А… Ну, юрӗ, кайтӑр, эппин. Вӗҫтерех, старик.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех