Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ ҫакӑн ҫине мӗнле те пулин гимнастика ҫине пӑхнӑ пек пӑхать.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Юрлакансем хор кружокне кайнӑ, гимнастика тӑвакансем — спорт площадки ҫине, ташлакансем — клуба.Певцы ушли в хоровой кружок, гимнасты — на спортивную площадку, танцоры — в клуб.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ирпе улттӑрах эпир ура ҫинче: гимнастика, стройпа ҫӳреме хӑнӑхасси, турник ҫинче туртӑнасси хыҫҫӑн столовӑй, унтан классене копьютерсемпе ӗҫлеме вӗренме саланатпӑр.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Политика ыйтӑвӗсем тӑрӑх казаксемпе эрнере виҫӗ хутчен калаҫу ирттерме йышӑнчӗҫ, казаксен пушӑ вӑхӑтне мӗнпе те пулин тултарас тата вӗсен ӑс-тӑнне политикӑн сиенлӗ сывлӑшӗпе сывлама парас мар тесе, взводнӑй офицерсене кашни кун хӑйсен взвочӗсене гимнастика тутарма, кӗнеке-хаҫатсем вуласа пама хушса хӑварчӗҫ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл пуҫне каҫӑртса, гимнастика тума хатӗрленнӗ чухнехи пек, аллисене пилӗке тытса ҫиллессӗн пӑхса тӑнӑ.Она стояла сердитая, выпятив грудь и подбоченившись, словно приготовилась делать гимнастику.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Вӗсен умӗнчех, шкул хыҫӗнчи пушӑ вырӑнта, икӗ юпа хушшинчи кашта ҫинче, ӗлӗк гимнастика тумалли трапеципе ункӑсем вырӑнӗнче икӗ ҫын вилли ҫакӑнса тӑрать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Гимнастика хыҫҫӑн, ҫынсене вунӑ минутлӑха кану парсассӑн, офицерсем каллех плац варринче, параллеллӗ каштасем патӗнче, пухӑнса тӑчӗҫ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Взводӑн-взводӑн ирхи гимнастика тӑватчӗҫ.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Кам пулатӑн эсӗ? — гимнастика хӳми патӗнче тӑракан Шарафутдинов ҫамрӑк салтак умӗнче кӗтмен ҫӗртенех чарӑнса, сӑмахсене татса, ыйтрӗ полковник.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Салтаксем пӗтӗм плац тӑрӑх унта-кунта сапаланса тӑнӑ: шоссене ытамланӑ тирексем патӗнче, гимнастика машинисем ҫывӑхӗнче, рота шкулӗн алӑкӗсем таврашӗнче, тӗллесе пемелли станоксем умӗнче.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Гимнастика тӑвасси, вӑй-хал ҫирӗплетмелли ӗҫсем тӑвасси, кӗнеке вуласси — ҫаксем Рахметовӑн чи кирлӗ ӗҫӗсем пулнӑ; анчах та вӑл Петербурга таврӑннӑранпа вӗсем ун вӑхӑчӗн тӑваттӑмӗш пайне ҫеҫ йышӑннӑ, ытти чухне вӑл ют ӗҫсене тунӑ е, вуланӑ чухнехи пек правилӑпах пурӑнса, никам ӗҫне те тусах кайман: кирлех мар ӗҫсемпе, кирлех мар ҫынсемпе вӑхӑтне сая яман, чи кирлӗ ӗҫсене ҫеҫ тума тӑрӑшнӑ, ҫав ӗҫсене тусан вара кирлех мар ӗҫсем тата вӑл ертсе пыракан ҫынсем унсӑр пуҫнех улшӑннӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ут-пӳпе те, чунупа та гимнастика тӑвас пулать санӑн.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑн ӗнтӗ, гимнастика тата астрономи тӗлӗшпе пӗтӗмӗшпех пурнӑҫланнӑ, темелле.Правда, насчет гимнастики и по астрономии — это у меня сбылось.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ирсенче ялан гимнастика туса пырас, пионерсен ГТО пӗрремӗш степеньлӗ паллине илме испытани тытас.Начну регулярно заниматься утром гимнастикой и сдам на пионерский значок ГТО первой ступени.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Гимнастика залӗ кирлӗ, питӗ те кирлӗ!
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл мана та гимнастика тутарасшӑнччӗ, анчах эпӗ пуҫларӑм та пӑрахрӑм, вӑл вара кунне икӗ хут — ирпе те каҫпа — ялан туса пырать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана чуптуса илчӗ, унтан ваннӑйне чупрӗ, трусик вӗҫҫӗнех гимнастика тума тытӑнчӗ.Он поцеловал меня, потом побежал в ванну, выскочил в одних трусиках и стал делать зарядку.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр темиҫе минутран ҫакӑн пек гимнастика тунӑ хыҫҫӑн, тухтӑр, ним пулман пекех, ҫав пукан ҫине ларать, каллех калаҫма пуҫлать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, мана сывлӑх пирки летчиксен шкулне илмӗҫ тесе, эпӗ гимнастика тума, сикме, авкаланма-хуҫкаланма пуҫларӑм.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ хамӑн йӗркене ҫӗнӗрен пуҫласа ятӑм, каллех ултӑ сехетре вӑранатӑп, сивӗ шывпа ҫӑвӑнатӑп, уҫӑ кантӑк умӗнче гимнастика тӑватӑп, уроксене те расписани тӑрӑх хатӗрленетӗп.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951