Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иккӗмӗш пайӗ

Пай: Сикчевлӗ кун-ҫул

Автор: Виталий Елтов

Ҫӑлкуҫ: «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫул: 2013; Хушнӑ: 2020.05.29 08:42

Пуплевӗш: 1627; Сӑмах: 14897

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗртме уйӑхӗн хӗвелӗ аннӑ хыҫҫӑн Тӑрнапуҫне каҫ шӑналӑкӗ ачашшӑн хӑй ытамне илет. ӗнтӗ ҫынсем те пит ҫӳремеҫҫӗ урамсенче. Тавралӑх шӑплӑхра. Ял-йыш каҫхи апат хыҫҫӑн ыйха хатӗрленет. Ыран ирех тӑрса курӑк ҫулма каймалла-ҫке. Хӗл хырӑмӗ аслӑ, кил хуҫалӑхӗнчи выльӑх-чӗрлӗхшӗн ҫителӗклӗ апат хатӗрлесе юлмалла.

— Нумай ан ҫӳре Кавӗрле, ҫулнӑ утта ыран киле кӳресчӗ, — тет ашшӗ.

— Маюк ҫырӑвӗсене Артамунсене леҫсе паратӑп та тӳрех киле таврӑнатӑп. Хальхи хӗрӳ вӑхӑтра, ҫанталӑк чипер тӑнӑ чух, клубра та ҫамрӑксем ҫук пуль.

Утать Кавӗрле Пӳлма кассипе, хӑшӗсем ҫывӑрма выртнӑ та пулас, кантӑкӗсенче ҫутӑ ҫук, хӑшӗсен пур-ха. Артамунсен кайрипе малтинче те янкӑр ҫутӑ. Картишне кӗрсенех йӗкӗт Петруҫпа тӗл пулчӗ.

— Сана ҫыру Маюкран, — тыттарчӗ конверт Петруҫа. — Яхруҫ аппа ҫывӑрмасть-и? Ун валли те ҫыру парса ячӗ Маюк.

— Ҫывӑрмасть, халь ун укҫа шутлас вӑхӑт — дебет-кредетпа аппаланать. Эсӗ кала-ха мана, мӗншӗн Маюк сирӗнпе таврӑнмарӗ?

— Ман вӑхӑт ҫукрах, тыт акӑ Яхруҫ аппа патне ҫырнӑ ҫырӑва, вӗсенче Маюк сӑлтавне ҫырнӑ, эпӗ киле васкатӑп, — сыв пуллашса тухса кайрӗ Кавӗрле.

Петруҫ Маюк ҫырӑвне Яхруҫа кӗртсе пачӗ те хӑйӗнне вулама кайрине тухрӗ.

— Ырӑ кун е каҫ тӗлне пултӑр ман ҫыру. Сывлӑх сунатӑп сана атте. Тӳлевсӗр вырӑна кӗме манӑн баллсем ҫитмерӗҫ, тӳлевлӗ вырӑна кӗме сӗнчӗҫ, анчах эпӗ пӗччен ҫав хака ҫӗнтерес ҫук. Халӗ анализсем пирки: эпӗ атте санран ҫуралман, ҫапах та эсӗ маншӑн атте! Анализне те чиксе яратӑп. Аннепе пурнас мар тесен вӑл сана судра кирлӗ пулӗ. Эсӗ вӑйпитти арҫын, анне санран ача ҫуратасшӑн мар. Апла-тӑк тӗнчере сан несӗлӗ юлмасть. Хушамата эпӗ санӑннех хӑваратӑп. Вӗрентекен пулас тӗллеве пурнӑҫламах эпӗ ҫар хӗсметне каятӑп. Каҫар мана ҫавӑн пек йышӑну тунӑшӑн. Сан патна ҫырусем ҫырсах тӑрӑп.

Салампа хӗрӗр Маюк.

Петруҫ ҫырӑва вуласа тухсан хашлатсах сывларӗ. Ара хӗрӗ тӗрӗснех ҫырать-ҫке. Миҫе хутччен харкашу тухнӑ тепӗр ача ҫуратас пирки сӑмах хускатсан?

— Сан пек меммерен ача ҫуратма эпӗ ухмаха ермен-ха. Ачу та сан хӑрахху мемме пулӗ. Урӑх кун пирки сӑмах ан тапрат. Ҫирӗм ҫул Петруҫ чӗлхесӗр пек шӑпӑрт пурӑнать. Мӗн туса пурӑнать вӑл Яхруҫ патӗнче, хӑй те пӗлмест. Ун патне мӗн ҫырнӑ-ши Маюк? Пӗлес тесе вӑл малтине кӗрет.

— Пирӗн Маюк ҫамрӑк йӗкӗтсемпе ҫыхланас тесех ҫар ретне кайнӑ ав, — янрашма пуҫларӗ Яхруҫ Петруҫ малтине кӗрсенех. — кӗрт йытти пекех чупӗ ӗнтӗ вӑл унта.

— Ненай, сана хывман вӑл. Аҫупа иксӗр тепӗр артиситсенчен илемлӗ вылярӑр мана ху ҫине авлантарас тесе. Анчах каварлӑхпа ултав пурпӗрех уҫӑлаҫҫӗ хӑҫан та пулсан. Эпӗ санпа урӑх пурӑнмастӑп, кӗҫӗрех кайма пултаратӑп.

— Эпӗ сана уйрӑлма ирӗк памастӑп!

— Парӑн, ӑҫта кайса кӗрӗн эсӗ? Маюк ман конверт ӑшне анализ хутне те чиксе янӑ. Судра ҫав хута кӑтартсан пире пӗр сӑмахсӑр уйӑраҫҫӗ.

— Судра тетӗн апла, пурлӑха та, тен, ҫурмалла тӑвасшӑн?

— Пит кирлех. Ҫынсен укҫисене катерте-катерте пухнӑ тупра пуҫна пултӑр, — терӗ те Петруҫ кашта ҫинче ҫакӑнса тӑракан шӑлаварне, шур кӗпине, майккипе трусикне туртса илсе пӗр тӗрекм турӗ те хул хушшине хӗстерчӗ.

— Акӑ ман тупра, ҫитет мана. Халь сывӑ пул, — пуҫӗнчен ҫапнӑ пекех тухса кайрӗ Петруҫ.

«Эй калаҫӗҫ ӗнтӗ ман ҫинчен, эй калаҫӗҫ. Ара, калаҫчӑрах, сӑмах кӑвакартмасть. Мӗнле те пулсан чӑтса ирттерӗп». Яхруҫ тепӗр хут вуларӗ хӗрӗ ҫырнине. Тинех ҫитрӗ ун ӑсне мӑшкӑлпа хурлану капланса, кашкӑр евӗр уласа макӑрса ячӗ. Унтан шкафӗнчен эрех, черкке илчӗ те ӗҫрӗ те ӗҫрӗ. Хаяр шӗвек пуҫне те каймасть — пуҫӗ кӗленче пекех тӑрӑ. Сиксе тӑчӗ Турӑш умне: «Ах, Ҫӳлти Аттемӗр, каҫар аташса кайнӑ чуруна. Маюк ҫырнӑ пекех алӑсем ҫавӑрса илейменнине хам ытама кӗртме тепеҫлентӗм. Кама валли, хам та пӗлместӗп, тархасшӑн каҫар», — пуҫласа пурнӑҫӗнче хӑй ҫине хӗрес хучӗ Яхруҫ. Алӑкӗсене питӗрсе кӗчӗ, ҫуттисене сӳнтерчӗ те ҫывӑрма выртрӗ. Ун куҫӗ умне пӗрмай Маюк сӑнӗ туха-туха тӑчӗ. Ир енне ҫеҫ вӑл пӗр ҫаврӑм ҫывӑрса илчӗ. Вӑрансанах Петруҫ пӑрахса кайнине аса илчӗ.

Чӑнах та Тӑрнапуҫӗ вӗлле хурчӗ ҫӗнӗ ҫемье уйӑрса кӑларнӑ чухнехи пек сӗрлет. Кӗтӳ хӑваланӑ тӗлте пӗр ушкӑн хӗрарӑм Маюк ҫар ретне кайнине сӳтсе явать.

— Маюка амӑшӗн ултавлӑ ӗҫӗсем, унӑн каварлӑхӗ мӑйӗ таранах тӑрантнӑ пулас тата вӑл ӑна та хӑй ҫулӗпе утма хӑнӑхтарасран шикленнӗ пуль, ҫавӑнпах хӗр пуҫпа хӑй ирӗкӗпе ҫар ретне кайнӑ, — ҫирӗплетет Уй кассинчи Хвекле.

Тепӗр ушкӑн Петруҫ Яхруҫа пӑрахса кайни пирки калаҫать.

— Маюкӗ Хусанта вӑл унӑн тӑван ашшӗ-и тесе хӑйпе Петруҫӑн юнӗсене тӗрӗслеттернӗ. Вӑт ҫав тӗрӗслев Петруҫ унӑн ашшӗ маррине кӑтартнӑ. Ултава чӑтаймасӑр Петруҫ Яхруҫа тӑр пӗччен тӑратса хӑварнӑ, — тет ватта юлнӑ хӗр Таиҫ.

— Ак сана валли мӑшӑр, Таиҫ, — тӗртсе хурать вӑтам ҫулсенчи Сухье.

— Мӗнех, — тавӗрать Таиҫ, — эпӗ Яхруҫран ним чухлӗ те кая мар, пилӗк ҫул унтан кӗҫӗнтерех те. Ҫӳпҫи-кӗпҫи хам ҫумрах, кӑкӑрӑмсем те ҫамрӑк хӗрӗнни евӗр шак-хытах…

— Тимӗре хӗрнӗ чух шаккаҫҫӗ. Эсӗ, Таиҫ, Петруҫ умӗнче чӗлхӳне ҫепӗҫрех вылянтар, пӳрнине аллунтан ан вӗҫерт, — канаш парать шупкаланнӑ ҫӳҫлӗ Укҫине.

Кӗтӳ ҫарансем ҫине хускалса кайсан та хӗрарӑмсем темчченех ял ҫине йӑтӑнса аннӑ сас-хурана тӗрлӗ майлӑ сӳтсе яваҫҫӗ. Утӑ хатӗрлесси пуҫӗсене пырса кӗрсен ҫеҫ ушкӑнсем килӗсене саланаҫҫӗ.

Те пӗрле пулмалли ҫынсене пӗр-пӗрин патне чӗрисем туртаҫҫӗ, те кӗтӳ хӑваланӑ ҫӗрте хӗрарӑмсен калаҫӑвӗ Петруҫ хӑлхине кӗнӗ, вӑл утӑ ҫулса килсенех чипертерех тум тӑхӑнса урама тухрӗ. Утать вӑл майӗпен хӑйсен кассипе. Ӑна хирӗҫ, тӗлӗнсе кайӑн, Таиҫ тем шыранӑн унталла-кунталла пӑхкаласа килет. Петруҫа пачах та асӑрхамасть пек, арҫынна пырсах перӗнет.

— Ай, Петруҫ, каҫар, ҫамрӑк вӑкӑр кӗтӳрен таврӑнмарӗ, ҫвна пӑхкаласа пынипе сана курман та, — писевленсех кайрӗ Таиҫ. Юрать-ха хӗрелсе кайнине хупӑрласа килекен каҫ сӗмлӗхӗ хуплать.

— Манӑн та ҫав нушах-ха, пирӗн тына пӑру таврӑнман…

— Атя апла пӗрле шырар, — сӗнет ҫепӗҫҫӗн Таиҫ.

Ҫурҫӗрченех «шырарӗҫ» вара Петруҫпа Таиҫ киле таврӑнман пӑрусене. Петруҫ Таиҫе килнех ӑсатса хӑварчӗ.

— Ай-яй сан тутусем пылак… — ӑшшӑн кулса кӗчӗ пӳртне Таиҫ. Ҫак ырӑ каҫран вӗсен чӗрисем яланлӑхах пӗрлешрӗҫ.

* * *

Ял ҫыннин хӗрӳ ӗҫӗсем ҫуркуннерен тытӑнаҫҫӗ те мӗн кӗркуннечченех пыраҫҫӗ: ҫур аки вӗҫленет, утӑҫи тытӑнать, сывлӑш ҫавӑрса илет хресчен, тыр-пул пухма тухать, каярахпа сахӑр кӑшманне, ҫӗр улмине кӑлармалла. Тата кашни тапхӑрӗ яваплӑ, хӑй вӑхӑтӗнче тумалла. Унсӑрӑн е утӑсӑр тӑрса юлан, е — вутӑсӑр.

Тӑрнапуҫсем ҫур аки хыҫҫӑн Акатуйсем иртсен утӑ хатӗрлеме тухрӗҫ, ял хутлӑхӗн канашӗ ҫырма-ҫатрасен хӗррисенче, шулӑхсен таврашӗнчи ҫарансене кашни кил-ҫурт хуҫалӑхне пайласа панӑ. Колхозсем-совхозсем вӑхӑтӗнче килти выльӑсемшӗн хӗллене апат хатӗрлесси чӗр нуша пулнӑ. Капитализм йӗркисем килсе ҫитсен хӑть ҫак енпе ырлӑх курать ял-йыш. Хӗлип Элексейӗпе Самай Ваҫҫин ҫаранӗсем кӳршӗллех. Икӗ кун ҫулнӑ утта Ҫинукпа Кирюк ӑмӑртса тавӑраҫҫӗ. Тӳперен хӗртекен хӗвел пӑшӑхтарать, пит, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх тар юхать. Кирюк пилӗк таран ҫарамасланнӑ, Ҫинук та кӗске шортипе, кӑкӑр ҫыххипе ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Йӗкӗт ҫук-ҫук та хӗрӗн мӑкрӑлса тӑракан кӑкӑрӗсем, хулӑнланса хӑпаракан урисем ҫине вӑрттӑн пӑхкаласа илет.

— Сан килпетсӗртерех шухӑшусене эпӗ кунтанах туятӑп. Тӑрӑшарах ӗҫле те вӗсем хӑйсемех пуҫунтан тухса ӳкӗҫ, — юнать пӳрнипе Ҫинук. — Тавӑрса пӗтерсен Тарса шывӗнче чӳхенсе тухӑпӑр.

— Юрать, Ҫинук чунӑм, — килӗшет Кирюк.

ӗҫ тата та хӗрсе каять. Вӗсем ҫулнӑ курӑка тавӑрса тухрӗҫ те Тарса ҫырмине утрӗҫ. Кирюк хӗре пилӗкӗнчен ытакланӑ, аллисем ҫук-ҫук та хӗрӗн кӑкӑрӗсене сӗртӗнсе илеҫҫӗ. Чӑрр! пӑхать вӑл йӗкӗт ҫине ыйтуллӑн.

— Тӳсӗмлӗхӗ пӗтрӗ-и элле?..

— Пӗтрӗ! Сан илемлӗхӳ чуна илет манне! Тата миҫе ҫул пурӑнмалла чӑтса?

— Юратсан чӑтӑн, ил халех хӑв аллуна ман пилӗкрен, ахаль те пӑчӑ.

— Ытла та хытӑ тытан эсӗ хӗр чыслӑхне упрассинче. Эпӗ вӗт сан савнӑ каччу.

— Мӗнех вара, савнӑ каччӑ тесе халех ар ҫыхӑнӑвне кӗмелле-и? Сире, арҫынсене, ҫав тери меллӗ — чунӑра килентеретӗр те пӗр шухӑш та ҫук. Хӗрсен ҫие юласран сыхланмалла. Мӗнле студент пулӑп-ха эпӗ пысӑк хырӑмпа? ӗмӗтленни веҫех харама каять-ҫке.

— Юрӗ, Ҫинук, эпӗ сан пӑшӑрханӑвна лайӑх ӑнланатӑп. Урӑх пуҫармӑп кун пирки сӑмах. Пирӗн вӗренсе ҫын пулмалла малтан.

Паккусене хыпашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗвел типӗтнӗ утта купасене купаларӗҫ. Ку ӗҫ те вӗҫленсен Тарса шывӗнче уҫӑлчӗҫ те кӑнтӑрлана килӗсене пуҫтарӑнчӗҫ.

— Маюкӑн салтак пурнӑҫӗ епле пырать-ши? — пуҫарчӗ сӑмах Кирюк килелле утнӑ май. — Сан пата ҫырман-и? Тен Кавӗрле ҫыру илнӗ пуль-ха унран, кӗҫӗр ваййа тухсан ыйтатӑпах.

— Ара вӑхӑчӗ нумай иртмен вӗт-ха, — тавӑрать Ҫинук.

Яла ҫитсен вӗсем ашшӗсен лавкки патӗнче ҫӗнӗ хыпар илтрӗҫ.

— Петруҫпа Таиҫ пачах та ҫук вӑкӑрпа тына пӑрусене виҫ каҫ шыранӑ та мӑкӑр тупнӑ, — пӗлтерет пӗр ушкӑн хӗрарӑма Таиҫпе кӳршӗллӗ пурӑнакан Уках. — Таиҫсен ӗнесӗр пуҫне урӑх выльӑх чунӗ ҫук.

— Ара, чимӗр-ха, Петруҫсен те килӗнче пӗр ӗне кӑна. Вӑт шельмӑсем, еплерех сӑлтав тупнӑ тӗл пулкалама, — хутшӑнать калаҫӑва Артамунсен кӳрши Ҫинахви.

— Эй, чи кӑсӑккине калам-ха. «Ай хӑватлӑ иккен Петруҫ, — Таиҫӗ хӑй шӑтрӗ, — ама тарне аванах кӑларттарчӗ ҫӗркаҫ», — тет Уках ҫӗр чӑмӑрӗ тепӗр май ҫаврӑннӑ пек тӗлӗнсе.

— Ытла ан тӗлӗнӗр, пурнӑҫ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫавнашкал, — пӗтӗмлетет ватӑ Кулине. — Апла Яхруҫ сӗм тӑлӑха юлать-ҫке…

— Туйӗ ҫитес шӑмат кун теҫҫӗ, туй курма кайӑпӑр пурте, — килӗсене саланаҫҫӗ сарафан телефонӗн «кӗпҫисем».

Ҫинукпа Кирюк килнелле утрӗҫ.

— Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ Яхруҫ лавкки питрӗк. Тӗрӗслӗх ҫиеле тухнипе намӑсланать куран ял-йшран, — тет Кирюк.

— Темӗн ҫав? Пурах-ши унра намӑслӑх туйӑмӗ, — тавӑрать Ҫинук.

Килӗнче ӑна Маюк ҫырӑвне ашшӗ пачӗ, утта купасене хывнине ыйтрӗ те Ваҫҫа патне каҫрӗ, Ҫинук Маюк ҫырӑвне вулама ларчӗ.

Хисеплӗрен те хисеплӗ Ҫинук тантӑшӑм, юлташӑм, тусӑм, йышӑнса ил ҫак кӗске ҫырупа хӗрӳрен те хӗрӳ матрос саламне. Эпир Тинӗс Ҫар Флочӗн вӗрентӳ базинче тӑратпӑр. Салтак ҫывӑрать, хӗсмет пырать теҫҫӗ те вырӑн ҫинче ачашланса-киленсе выртма памаҫҫӗ. Ирпе улттӑрах эпир ура ҫинче: гимнастика, стройпа ҫӳреме хӑнӑхасси, турник ҫинче туртӑнасси хыҫҫӑн столовӑй, унтан классене копьютерсемпе ӗҫлеме вӗренме саланатпӑр. Вӗренесси йывӑрах мар. Вӑл вӗҫленсен пире Тинӗс Ҫар штабӗсене салатас пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫак базӑрах эпир присягӑ та йышӑнатпӑр. Чи пахи — эпӗ кунта килнӗренпе хама чӑн-чӑн ҫын пек, хам ҫак ҫут тӗнчере кирлине туя пуҫлани. Мӗнле пурӑнаҫҫӗ аттепе анне? Салам кӳршӳ-аршусене. Хурав кӗтетӗп.

Ырлӑх-сывлӑх сунса юлташ-тусу Маюк.

Ҫинук апатланма ларчӗ. Вӑл сӗтпе ҫӑкӑра мӗн ачаран юратать. Апата вӗҫлерӗ ҫеҫ ашшӗ килсе кӗчӗ.

— Пуҫтарӑн васкарах, паян утта киле кӳмелле. Ҫула май аннӳне те илсе кайӑпӑр, лавккара Верук юлӗ.

Урисене красовки, ҫине спорт костюмне тӑхӑнса хӗр урама тухрӗ. Кирюкпа Ваҫҫа пиччӗш трактор телешкине хӑпарса та ларнӑ. Ҫинука аллисенчен тытса вӑштах телешкӑ ҫине ҫӗклерӗҫ. Трактор хускалса та кайрӗ.

Типӗ утта тиеме те ҫӑмӑл, ӗҫ те хӑвӑрт пычӗ. Телешка тӑрӑласан лав ялалла чуптарчӗ. Ҫаран ҫинче юлнисем те ӗҫсӗр тӑмарӗҫ — виҫ купана пӗррене куҫарса тухрӗҫ.

Часах трактор каялла таврӑнчӗ. Каҫ пуличчен Ваҫасеннипе Элексейсен пӗтӗм уттине турттарса пӗтерчӗҫ.

— Ҫумӑр кӑна ан ҫутӑрчӗ ҫӗрле, — пӑшӑрханать Ваҫҫа. — Ыран ирех тухса вите тӑрне тултарӑттӑмӑр, аслӑк тӑрне купаласа витсе хурӑттӑмӑр. Юлнине сарай хыҫне пӗчӗк капана хывӑттӑмӑр.

— Ҫумӗ-ха, — лӑплантарать Элексей. — Кӑҫал курӑк ашкӑрса ӳснӗ, пӗлтӗрхинчен пӗрер телешкӑ ытларах кӳтӗмӗр вӗт.

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗчченех Кирюкпа Ҫинук, Кавӗрле ашшӗ-амӑшӗсене кил-ҫурт хуҫалӑхӗнче пысӑк ӗҫсене тума пулӑшрӗҫ. Хӗрӳ мунча кӗрсе тухса ҫула хатӗрленме тытӑнчӗҫ.

Вӗренӳ ҫулӗ тытӑнасси виҫ кун юлсан Хӗлип Элексейӗн УАЗикӗ яка ҫулпа Хусаналла вӗҫтерчӗ.

* * *

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ аслӑ шкулсене вӗренме кӗнисен асӗнче пысӑк савӑнӑҫпа ӗмӗрлӗхех тӑрса юлать. ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнипе кашнин сӑнӗ тӳпери хӗвел пек ҫиҫет. Вӗсен сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене классем вырӑнне аудитори, лекци, кафедра, деканат тата ыттисем те никӗсленеҫҫӗ. Пӗрремӗш кун хӗвӗшӳллӗ, пӑтрануллӑ пулнӑран факультет пуҫлӑхӗ мӗн калани те пуҫра тытӑнса юлмасть. Пӗр эрнерен ҫеҫ вӗренӳ хӑй еккине кӗрет: вӗрентекенсем лекцисенче мӗн каланине хӑшӗсем тӑрӑшсах ҫырса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем маччана шӑнасем лартса хӑварнӑ хура пӑнчӑсене шутлаҫҫӗ.

Ҫинукпа Кирюк тем пек тӑрӑшсан та профессор, доцент е преподователь мӗн каланине веҫех ҫырса пыма ӗлкӗреймеҫҫӗ. Тепӗр мӑшӑр урокра Ҫинук пӗрремӗш сӑмахне, иккӗмӗшне — Кирюк, виҫҫӗмӗшне татах Ҫинук… Эрне ҫапла тертленчӗҫ ҫамрӑк студентсем. Кайран мӗн ҫырнине пӗр текста майлаштарасси тем пекех чӑкӑлтӑшлӑ. Кафедра лабороторийӗн ертӳҫи Арсен Ваганович Татулян ҫав йывӑр ӗҫрен хӑтарчӗ.

— Лекцисенче вӗрентекене тимлӗн итлемелле. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене асра тытма ҫырса илни пӑсмасть. Ытларах университетӑн библиотекинче хур ами пек пусӑрӑнса ларса кашни профессорӑн, доцентӑн, ӑсчахӑн, вӗрентекенӗн ӗҫӗсене тимлӗн тишкӗрмелле. Вӗсенче эсир, сӑмахран, паян тунӑ лекцисене веҫех тупатӑр. Зачётсене, экзаменсене ҫӑмӑллӑнах паратӑр.

— Тавтапуҫах сире, Арсен Ваганович. Малашне ҫапла тӑвӑпӑр, ыйту сиксе тухсан сирӗнпе канашлӑпӑр.

Хӗрсе кайрӗ хайхи вӗренӳ. Хула пурнӑҫне те ҫамрӑксем майӗпен хӑнӑхса пычӗҫ. Канмалли кунра виҫӗ юлташ, Ҫинук, Кирюк, Кавӗрле, шӗкӗр хулапа паллашрӗ.

— Малтанах хула мана чул михӗ пек туйӑнчӗ, — тет Кавӗрле. — Урамӗсенче асфальт, вуншар хутлӑ кирпӗч, тимӗр-бетон ҫуртсем тӳпенелле кармашаҫҫӗ, хӗвел хӗртерех пӑхнӑ чухне асфальчӗ сӑмала шӑрши кӑларать. Мӗн ырри пур ҫак чуллӑ-сӑртлӑ михӗре? Эпир ӗнтӗ вӗренме килнӗ, ыттисем мӗн ҫухатнӑ ҫак пуҫ ыраттармӑшӗнче.

— Хӑшӗсем вӗренме, хӑшӗсем ӗҫлеме, теприсем хула культурипе паллашма килнӗ пуль, — тавӑрать Ҫинук. — Кунта катмар ҫуртсем хушшинче кинотеатрсем, театрсем, савӑнӑҫлӑ канмалли вырӑнсем, ӳнер куравӗсен ҫурчӗсем йышлӑ.

— Эсӗ хуларисем пысӑк культурӑллӑ ҫынсем тесшӗн-и? — тӗлӗнсе пӑхать Кавӗрле Ҫинук ҫине. — Паян аппа патӗнчен тухрӑм та пӗр арҫынна сывлӑх сунтӑм. Вӑл ман ҫине темле тӗлӗнтермӗше пӗрремӗш хут курнӑ пек пӑхрӗ, нимӗн те хуравламарӗ. Хӑлхи хытӑрах пуль тесе теприне сывлӑх сунтӑм. Вӑл чарӑнса тӑрсах мана тӗсерӗ те шӗвӗр пӳрнипе тӑнлавӗ патӗнче пӑркаласа илчӗ. Урӑх никама та сывлӑх сунмарӑм.

— Хулара пӗрне-пӗри пӗлекенсем кӑна сывлӑх сунса иртеҫҫӗ.

— Эпир ялта пӗр пӗлмен ҫыннах сума суса сывлӑх сунаипӑр-ҫке, — парӑнмасть Кавӗрле. — Хӑть те мӗн калӑр та, хулара культура ялтинчен пачах кӑйттӑрах.

— Юрӗ, ан тавлашӑр, кайӑпӑр пӗрле драма театрне е эстрада концертне, хӑвӑрах ӑнланӑр ун чухне ӑҫта культура вӑйлӑрах аталаннине, — тет Ҫинук юлташӗсене. — Кӗҫӗр пирӗн университетра дискотека пулать, атьӑр кайса савӑнар ҫавӑнта, — сӗнет хӗр юлташӗсене.

Вӗсем палӑртнӑ вӑхӑта медуниверситет спорт залне ҫитрӗҫ. Ҫамрӑксем лӑках тулнӑ унта. Хӑвӑрт ташӑ ҫемми янрать. Илемлӗ Ҫинука йӗкӗтсем час асӑрхарӗҫ: пӗри пырса чӗнет ташша, тепри, виҫҫӗмӗш… Хӗрӗ Кирюкпа ҫеҫ ташласшӑн. Йӗкӗчӗ вӑтанарах тӑрать. Чӑтаймарӗ Ҫинук, хӑй ҫавӑтса тухрӗ Кирюка. Кавӗрле те хӑйне мӑшӑр тупнӑ — пӗвӗпеле каччӑн ҫурри чухлӗ хӗрпе хӗрттерсе ташларӗ.

Иккӗмӗш ташӑ пуҫланичченех юлташсем патне яка тумлӑ виҫӗ йӗкӗт пырса тӑчӗ: пӗри пиҫӗ, пахча шалчи евӗрлӗрех, тепри вӑтам кӳлепеллӗ, виҫҫӗмӗшӗ аванах тапчам.

— Так, эсир ялти тислӗк чӑптисем, кунта кам хуҫа иккенне пӗлместӗр пулас-ха? Пирӗн аттесем хулари ҫӗрме пуянсем, вӗренме те эпир тӳлевлӗ вырӑна кӗнӗ. Уйрӑмлӑхне туятӑр-и? Эпир кунта чӑн хуҫасем! Ҫавӑнпа та кампа ташлас тетпӗр, ҫавӑнпа ташлатпӑр. Харкашу кӑлариччен атьӑр мирлӗн калаҫса татӑлар: ташласси вӑл харама, эсӗ ҫак хӗрӗн йӗкӗчӗ пулас, — пӳрнине тӑсрӗ Кирюк енне, — пар ӑна кӗҫӗрлӗхе пире, дача илсе кайса ҫӗр хута киленӗпӗр те каялла тавӑрса парӑпӑр. Ахаль мар, укҫалла — кашниех 10 пин тӳлеме хатӗр. 30 пин тенкӗ сахал мар вӗт, э?

— Итле-ха, йӗксӗк чун, пур япала та укҫалла сутӑнмасть. Вӑл япала та мар — ҫын. Тата… Кил ҫывӑхарах, хӑлхунтан ҫеҫ калам: хӗр республика прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗн йӑмӑкӗ. Саншӑн вӑл пырна йӗклентерекен турам пулӗ. Калаҫу ҫакӑнпа вӗҫленчӗ тейӗпӗр.

— Сурап эпӗ сан прокурорӑ ҫине. Ман атте — депутат! Ун патне темле прокурорӑн аллисем те тӑсӑлса ҫитеймеҫҫӗ. Вӑхӑта сая ярар мар, тухар урама, сиртен начасра аш купи тӑвӑпӑр, хӳхӗм хӗр те пире пӗр тӳлевсӗр лекӗ.

— Хӑвӑрт аса илӗр Тинӗс Ҫар флочӗн офицерӗ пире шкулта тухӑҫ кӗрешӗвӗсен мелӗсене вӗрентнине, Кавӗрле, санра вӑй мӗкӗрсе тӑрать, асӑрхануллӑрах пул чӑмӑрусемпе, амантса-хуҫса пӗтерсе суд тенкелӗ ҫине лармалла ан пултӑр, — астутарчӗ Кирюк алӑкран тухнӑ чухне юлташӗсене.

Урамра чӑркӑшаканнисем ҫумне тата виҫҫӗн хутшӑнчӗҫ. Виҫҫӗн ултта хирӗҫ!

— Капла чыслӑ мар-ҫке, — хирӗҫлеме пӑхрӗ Кирюк.

— Чыс халь пӗр пус тӗшне те тӑмасть, ман ҫав сӑмаха яланлӑхах, — ярса илчӗ Кирюка кастюм ҫухависенчен тапчамми. Йӗкӗт ҫухалса каймарӗ, кӑшт пӗкрӗлчӗ те пуҫӗпе тапӑнакана янах шӑмминчен вирлӗ тивертрӗ, ал тӳрттӗшӗпе ыйӑх юн тымарӗнчен вутӑ ҫурнӑ пекех шаплаттарчӗ. Тапчам самантрах сӳнчӗ.

— Ку аш чӑпти ҫур сехет пек ҫывӑрать-ха, — тесе пуҫне ҫӗклерӗ. Пӗр-ик утӑмрах Кавӗрле шалча пек пиҫӗреххине, вӑтам кӗлеткеллине ҫӳҫӗсенчен ҫавӑрса илнӗ те, — Ку ял тислӗкӗсен чӑптишӗн, ку пуринпе те хуҫа пулма пӑхнишӗн, — тесе пӗр-пӗрне ҫамкисемпе шан та шан тутарать. Икӗ йӗкӗчӗ Ҫинука ҫӑмӑл машинана тӗрткелесе кӗртме тапаҫланаҫҫӗ. Хӗр парӑнмасть. Акӑ вӑл ал лапписене кимӗ пек туса пӗрне икӗ хӑлхинне пӗр харӑс вӑйлӑ ҫапрӗ. Чӑтаймарӗ каччӑ ыратӑва, икӗ аллипе те пуҫне ярса тытрӗ — унта чан сасси янрать. Ҫакна курсан тепӗр тапӑнаканӗ тара пачӗ. Ҫак вӑхӑтра полици машини сиренине ҫихӗрттерсе ҫитсе тӑчӗ. Такам полици уйрӑмне шӑнкӑравланӑ пулас. Пурне те уйрӑма илсе кайрӗҫ.

— Ай, савӑнтӑмӑр-тӑк, савӑнтӑмӑр дискотекӑра, ӗмӗрлӗхех асра юлӗ, — шӑл йӗрет Кавӗрле. — Пирӗн ҫине тапӑнчӗҫ, пирех айӑпламасан юрӗччӗ те…

— Пулӗ те, полицие пит шанмалли ҫук. Тӗрӗслӗхе уҫма пит тӑрӑшмаҫҫӗ йӗрке хуралҫисем, — хутшӑнать калаҫӑва Кирюк.

— Тен пиччене шӑнкӑравласа пӗлтермелле, — ыйтать Ҫинук.

— Пӑсмӗччӗ ӑна шӑнкӑравлани, анчах ҫынна ахаль чӑрмантармӑпӑр-ши? Чимӗр, тӑхтар-ха пӑртак, — сӗнет Кавӗрле.

Тапӑнаканнисене те, хӳтӗленекеннисене те пӗр читлӗхе хупса лартрӗҫ. Аванах вӑхӑт иртрӗ. Ҫурҫӗр те ҫывхарса пырать пулас. Кӗсье телефонӗсене пуринне те дежурнӑй пӳлӗмне хӑварттарчӗҫ. Унӑн кантӑкӗ уҫӑ тата читлӗхе хирӗҫех. Ҫинук хӑй телефонӗн шӑнкӑравне илтрӗ. Пиччӗш пӑшӑрханать пулас. Дежурнӑй ун кӗпҫине илчӗ, пӗр-ик сӑмах калаҫсанах темле пӳлӗме чупсах кайрӗ. Часах читлӗх патне мундирлӑ ҫын пырса тӑчӗ.

— Кам сиртен Филиппова Зинаида Алексеевна?

— Эпӗ, — ури ҫине тӑчӗ хӗр.

— Чӑт пӑртак, часах сана илме пиччӳ килет, — терӗ те хӑй пӳлӗмне утрӗ.

— Сана пиччӳ ҫак читлӗхрен часах хӑтарӗ, пирӗн шӑпасем еплерех ҫаврӑнса тухӗҫ-ши? — кулянчӗ Кирюк.

— Ытла чӗрӳне ан ҫунтар-ха, тен пичче пурин ыйтуне те кӗҫӗрех татӗ, — лӑплантарчӗ савнине Ҫинук.

Часах полици уйрӑмне Мӗтри пиччӗш ҫитрӗ, ӗҫ-пуҫ епле пулса иртни пирки пуринпе те калаҫрӗ те дежурнӑй следователь пӳлӗмне васкарӗ. Пӑртакран виҫӗ юлташа унта чӗнсе илчӗҫ. Ҫапӑҫу мӗнрен тухнине тӗпчевҫе тӗрӗссине каласан вӑл темле хутсем ҫырчӗ те виҫҫӗшне те алӑ пустарчӗ.

— Халӗ эсир ирӗклӗ. Тепӗр чух асӑрхануллӑ пулӑр. Точилин чӑнах та депутат ывӑлӗ пулнӑран сӑмсине каҫӑртса ҫӳрет. Калӑн, хӑй депутат. Дмитрий Алексеевич, эсир те каҫарӑр пире. Ку саманара ӗлӗкхи майлах телефон правипе ытларах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ниепле те саккун умӗнче пурте пӗр тан шая ҫитейместпӗр-ха. Ҫавӑнпах иртӗхеҫҫӗ саккуна пӑсассинче тӗрлӗ шайри чиновниксем, ҫав шутра депутатсем кӑна мар вӗсен ывӑл-хӗрӗсем те. Ку вӑл ҫӗршыв инкекӗ, ку вӑл капиталмзмӑн тӳнтер енӗ.

Мӗтри виҫҫӗшне те машинипе хӑй хваттерне илсе кайрӗ.

— Кӗҫӗр ман патра ҫӗр каҫатӑр. Кавӗрле, аппун килӗнче телефон пур-и?

— Унӑн кӗсье телефонӗ те пур.

— Апла халех шӑнкӑравла, вӑл та саншӑн пӑшӑрханать пуль.

Ҫапла иртрӗ дискотекӑра канасси виҫӗ юлташшӑн. Вӗсем ун пек ҫӗре урӑх ура та ярса пусмастпӑр тесе сӑмах пачӗҫ.

* * *

Тепӗр кунне ҫеҫ ҫитрӗ Ҫинукӑн ӑс-тӑнне ӗнерхи каҫ мӗнле тискер хӑрушлӑхран хӑтӑлса юлни. Енчен те Кирюкпа Кавӗрле чунӗсенче, кӑмӑлӗсенче вӑй-хал ҫемҫелсе ларнӑ пулсан, ӑна ҫав виҫӗ тискер аллине панӑ пулсан еплерех лӑскаса, лутӑркаса таптанӑ пулӗччӗҫ вӗсем унӑн хӗр чыслӑхне, ҫын тивӗҫлӗхне. Арӑслансем пекех ҫапӑҫрӗҫ вӗт тан мар вӑйпа унӑн чысӗшӗн юлташӗсем. Ҫав вӑхӑтрах пӗрремӗш курсра вӗренекен патвар йӗкӗтсемех вӗсене инкекрен хӑтарма йӑшӑл та хускалмарӗҫ. Эпир ҫапӑҫни вӗсемшӗн цирк вырӑнне пулчӗ-шим? Епле хӑрушӑ тӗнчере пурӑнма пуҫларӑмӑр. Малашне урамсене тухма хӑраса тӑрӑпӑр-ши? Ҫинук пӗвӗ тӑрӑх чуна ҫӳҫентерекен ӗнтрӗк чупса иртрӗ, ӑшӑ утиял айӗнчех ӳт-пӗвӗ шӑнса кайрӗ. Тен ҫӑва патне вӗренесси? Пӑрахса каяс ял тӑнӑҫлӑхне… Инкек ҫӑлӑнӑҫӗ евӗр кӗчӗ ҫак шухӑш пуҫа. Ҫук! Тем сиксе тухсан та хам ӗмӗте татмастӑп, эпӗ аслӑ пӗлӳ илетӗпех! Ҫак шухӑша Кавӗрлепе Кирюка каласан вӗсем ман ҫине йӳнелсе ларнӑ хакпа пӑхӗҫ. Кӑмӑлне хытарса Ҫинук вырӑн ҫинчен тӑчӗ, халатне тӑхӑнса ванна пӳлӗмне утрӗ. Душран пӗрӗхекен шыв ӑна уҫӑлтарса ячӗ, сӑнӗнче пурнӑҫ кулли ҫӗнӗ вӑйпа ҫиҫме пуҫларӗ.

Залра ӑна Кирюкпа Кавӗрле кӗтсе илчӗҫ. Вӗсенче ӗнерхи пулӑма систерекен пӗр паллӑ та ҫук. Сывлӑх сунса вӗсем кухняна кӗчӗҫ. Кунта Мӗтри пиччӗш хуҫаланать — ирхи апат хатӗрлет.

— Ну, мӗнле, ҫӗрлехи асар-писер хыҫҫӑн хӑрушӑ, чуна ҫӳҫентерекен тӗлӗксем курмарӑр-и? — пӑхать сӑнаса ҫамрӑксем ҫине Мӗтри пиччӗш.

— Мана нимӗн те тӗлленмерӗ, мӗнле выртнӑ, ҫаплах вилнӗ пек ҫывӑрнӑ, — хуравлать Кавӗрле.

— Апла сан нервусем пралук евӗр хулӑн-ха.

— Ман ал айне лекнӗ харкашуҫӑсен ҫамкисем епле ҫурӑлмарӗҫ, хам та тӗлӗнетӗп. Шеллерех шаклаттартӑм пулас, — ӳкӗнӗҫленет Кавӗрле.

— Мана тапӑннӑ тапчамӑн янах шӑммин сыппи сикрӗ пулас. Полици читлӗхӗнче те вӑл кукрӑлнӑ янахпах ларчӗ. Ытлашши хӑтланмарӑмӑр — ши эпир, Мӗтри пичче?

— Ӑса кӗртни вырӑнлӑ, анчах ӳлӗмрен ун пек лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкес мар тесен, тапӑнакана ҫапнӑ чухне те асӑрхануллӑ пулмалла. Точилин депутата эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ывӑлне хытарасси пирки хиврех калаҫса илмелле пулать. Сире манран пӗр канаш, хӑвӑр факультетӑрти тӳлевсӗр вырӑна вӗренме кӗнисемпе ҫывӑх туслашӑр, пӗрне-пӗри хӳтӗлеме ҫирӗп ушкӑна пӗрлешӗр. Атту эсир ӗнер дискотекӑсене ура ярса пусмастпӑр тесе сӑмах патӑр. Епле-ха вӑл пӗр-пӗринпе хутшӑнӑва кӗмесӗр пурӑнмалла? Ытла та кичем пулать вӗт. Тата, Кирюк, эсӗ Ҫинука юрататӑн пулсан ӑна хӳтӗлеме яланах хатӗр пул, ун пуҫӗ ҫинчен пӗр ҫӳҫ пӗрчи те ан ӳктӗр. Ҫавӑнпа эсӗ общежитирен пирӗн пата пурӑнма куҫан. Арӑмпа кун пирки калаҫса татӑлнӑ, — вӗҫлерӗ сӑмахне Мӗтри пиччӗш. — Халь апатланатпӑр та эпӗ — ӗҫе, эсир — вӗренме.

Ҫинукпа Кирюк хӑйсен факультетӗнчи студентсемпе час туслашса юлташланчӗҫ. Вӗсен хушшинче яллӑ вырӑнсенчен килнисем те чылай тата тӳлесе вӗренекенсем те пур. Ашшӗ-амӑшӗсем пит пуянах пулмасан та ачисене аслӑ пӗлӳ илме вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Ҫинук тавра ытларах хӗрсем чӑмӑртанчӗҫ, вӗренӳре пӗрне-пӗри пулӑшма калаҫса татӑлчӗҫ. Кирюк арҫын ачасемпе калаҫрӗ. Пуян ачисем сӑмсисене каҫӑртса ҫӳренипе кӑна ҫырлахас ҫукки пирки сӑмах хускатрӗ. Вӗсем ял ачисенчен мӑшкӑлласа кулма, чуна ыраттаракан сӑмахсемпе кӳрентерме пӑхасси куҫкӗрет терӗ вӑл ҫӗнӗ юлташсене. Ҫапла майпа пӗрремӗш курсри студентсен хӑйне евӗрлӗ пӗрлешӗвӗ чӑмӑртанчӗ. Ушкӑнпа вӗсем чӑркӑшма пӑхакан хивре кӑмӑлсене самантрах пусарчӗҫ.

Вӗренӳре те ял ачисем лайӑх кӑтартусем турӗҫ. Пӗрремӗш чӗрӗк зачёчӗсене ӑнӑҫлӑ пачӗҫ. Кунсӑр пуҫне пушӑ вӑхӑтсене спорт залӗнче ирттерчӗҫ. Кирюкпа Ҫинук ҫӗнӗ юлташсене тухӑҫ кӗрешӗвӗсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫрӗҫ. Тепӗр вырсарни каҫ дискотека килме калаҫса татӑлчӗҫ. Ҫамрӑксем тинех тулли, савӑнӑҫлӑ пурнӑҫа чунӗсемпе туйса илчӗҫ, вӑхӑт шунине те сисмерӗҫ. Ҫапла пӗрремӗш семестр та иртрӗ. Экзаменсем, зачётсем хыҫҫӑн виҫӗ юлташ нарӑс уйӑхӗнче хӗллехи каникула Тӑрнапуҫне таврӑнчӗ.

* * *

Тӑван ял нумай улшунусемпе кӗтсе илчӗ вӗсене. «Тухӑҫ» совхоза «Шуршыв — тӗш-тырӑ» холдингӗпе пӗрлештернӗ. Выльӑх-чӗрлӗх фермисемпе юнашарах ҫӗнӗ витесем хӑпартаҫҫӗ, киввисене сӳтеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Хӗлип Элексейӗ, Самай Ваҫҫи тарӑхса калаҫаҫҫӗ.

— Пилӗк ҫулта тулман вӗт ӗлӗкхи витесене туса лартнӑранпа. Тата вун-вун ҫул чӑтмалли витесене мӗншӗн сӳтнине ӑспа ӑнланма хӗн. Ҫӗршывӑн укҫине ниҫта чикме ҫук-шим? — пӗлес тет Ваҫҫа Элексейрен. — Тата совхоз пекарнин ҫуртне сӳтсе кирпиччисене ӑҫта турттарчӗҫ? Никам та тӗплӗн ӑнлантараймасть. Большевиксем влаҫа алла илсен пӗр юрӑ хӑлхаран татӑлмастчӗ: «Мы старый мир разрушим до основания, а затем мы наш, мы новый мир построим, кто был ничем, тот станет всем!» Комунистсем киввине ватнӑ пулсан, ҫӗнӗ хуҫасем ҫӗннисенех ишеҫҫӗ. Элексей, эсӗ экономикӑна ӑнланакан ҫын, ӑса кӗрт-ха мана хальхи капашсӑр пулӑмсене.

— Кунта пит тӗлӗнмелли ҫук. Халь тӗрӗслев текен ӑнлав экономикӑран тухса ӳкнӗ. Кив витесем ӗҫе юрӑхлине Хусантан килсе тӗрӗслемен. Район чиновникӗсем пӗр вӑтанми хуҫалӑхсен хуралтисем кивелсе юхӑннӑ тесе хут майлаштараҫҫӗ те ҫӗннисене тума патшалӑхран укҫа ыйтаҫҫӗ. Патшалӑхӗ парать. Ҫӗнӗ стройкӑ вӑл — хысна укҫине ҫаратмалли чи пысӑк ҫӑлкуҫ. Ма тесен, каллех тӗрӗслев ҫук. Ав, шоссерен яла кӗрекен ҫула ик ҫул каярах ҫеҫ асфальт сарчӗҫ, халӗ унта путӑк та шӑтӑк. Мӗншӗн тесен норма ыйтнӑ чухлӗ хӑйӑрне те, вӗт чулне те сарман, ӗҫе йышӑннӑ актӗнче материалсене пахучӗпех тӑкакланӑ тесе кӑтартаҫҫӗ те хысна укҫин пысӑк пайӗ чиновниксен кӗсйине кӗрет. Халь вӗт, Ваҫҫа, вӑрлассипе взятка илесси чм малта тӑраҫҫӗ. Юрать-ха ялти платниксемпе столярсене ӗҫ тупӑнчӗ. Пекарня ҫурчӗн пӗремӗк пек кирпӗччиисене ял ҫыннисене те сӳттермерӗҫ, тӳрех машинасем ҫине тиесе урӑх ҫӗре кайса сутрӗҫ. Ҫапларах халь пурнӑҫ кукри-макрисем. Хамӑр лавккана уҫса ӑнтартӑмӑр, санӑн та ӗҫ тупӑнсах тӑрать. Алӑксем, чӳрече рамисем тутарма таҫтан та килеҫҫӗ ав.

— Вӑл ҫапла-ха, анчах пурпӗрех ял-йышшӑн чӗре ыратать.

Каникула килнӗ виҫӗ туса Петруҫ арӑмӗ Таиҫ йӗкреш ҫуратни те тӗлӗнтерчӗ. Тата иккӗшӗ те ывӑл. Петруҫ хӑй халь ял тимӗрҫинче ӗҫлет. Ырӑ кӑмӑллӑ чун малтанхи арӑмне, Яхруҫа та таварсем кӳме пулӑшать. Яхруҫӗ халь сӗм тӑлӑха юлнӑ тейӗн — Карачӑм ашшӗ тепре авланса янӑ та хӗрне Шуршыв лавккине ӗҫлеме илсе кайман. ӗлӗкрех сӑмсине каҫӑртса ҫӳрекен Яхруҫ паян ҫемҫе кӑмӑллӑ хӗрарӑма ҫаврӑннӑ. Шеллеҫҫӗ те ӑна халь ялта, Петруҫ та ҫавӑнпах пулӑшать.

Кирюкшӑн тӗлӗнмелли килӗнчех тупӑнчӗ — амӑшӗ йывӑрланнӑ ҫын, кӗҫ-вӗҫ ача ҫуратмалла.

— Ну, Кирюк ывӑлӑм, пуш уйӑхӗнче пирӗн ҫурта ҫӗнӗ кайӑк килмелле, ывӑл теҫҫӗ тухтӑрсем. Аҫу кукаҫуна сума суса Петӗр ят хурасшӑн, эсӗ хирӗҫ мар-и?

— Пётр Васильевич янравлӑ илтӗнет. Шел, шӑллӑма ҫуллахи каникулчченех кураймастӑп.

Кавӗрлесен те пысӑк улшӑну — кивӗ пӳрчӗ вырӑнне ашшӗ ӑсталанӑ блоксенчен хӑпартнӑ, тӑррине ҫутӑ хӗҫтимӗрпе витнӗ ҫурт таҫтанах курӑнса ларать. Чӳрече рамисене те лартнӑ. Халь ҫурт ӑш-чикне тирпей-илем кӗртесси пырать. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кӗҫтин Эрҫюкӗ ҫӗнӗ ҫурт ӗҫкине пуҫтарасшӑн. Эрҫюк арӑмне, Кулинене, хӑй хӗрарӑм иккенне аванах туйтарнӑ пулас — хырӑмне мӑнаҫлӑн каҫӑртса ҫӳрет ял хушшине тухсан.

Ҫинуксен килӗнче ҫеҫ улшӑнусем ҫук, кунта пурнӑҫ хӑй еккипе пырать.

— Итле-ха, хӗрӗм, эпир аҫупа пӗр пӗчӗк ачана усрава илесшӗн. Ытла та кичем пире эс кайнӑранпа. Хамӑр ҫуратнӑ пекех юратса ӳстерӗттӗмӗр ӑна. Эсӗ хирӗҫ мар-и?

— У! Анне, епле ырӑ шухӑш, эпӗ те ӑна тем пекех юратӑттӑм. Арҫын ача-и е хӗр ача-и вӑл, маншӑн шӑллӑм е йӑмӑкӑм пулӗччӗ. Мӗншӗн маларах шухӑшламарӑр-ха кун пирки?

— Эсӗ хирӗҫлесрен шикленсе тӑтӑмӑр. Шуршыв сыватмӑшӗнчех ҫуратнӑ ачисене пӑрахса хӑваракансем пур, ку ӗҫе ыранах майлаштарма пулать. Аҫупа кӗҫӗрех калаҫатпӑр та ыранах Шуршыва.

Элексей хӗрӗ хирӗҫ марришӗн ача пекех савӑнчӗ, Кӗтерне тӗрлӗ кипкесем хатӗрлерӗ. Ирех ҫитрӗҫ вӗсем Шуршыв больницине. Тӗп тухтӑра хӑйсем мӗн ҫӑмӑлпа килнине пӗлтерсен вӑл та савӑнчӗ.

— Паяна больницарах ҫуратнӑ хыҫҫӑн пӑрахса хӑварнӑ виҫӗ ача пур: иккӗшӗ арҫын ача, пӗри хӗр ача. Халех социаллӑ опека хӗсметне шӑнкӑравлатпӑр та паянах пӗр пепкине илсе кайма пултаратӑр.

Ҫинук ыйтнипе арҫын ачана суйласа илчӗҫ. Хутсене хӑвӑрт ҫырса майлаштарчӗҫ, ят хурассинче кӑштах чӑрмав сиксе тухрӗ: Ҫинук Витюк тесшӗн, Элексей Павел тет, Кӗтерне Сантӑр ят хурасшӑн. Никама та кӳрентерес мар тесе шӑпа ячӗҫ: Ҫинук ҫиеле тухрӗ. Кӑнтӑрлана Хӗлипсен ҫуртӗнче ача сасси янра пуҫларӗ: хырӑмӗ выҫсанах сас парать. Шуршывран кӑкӑр ачине юракан хутӑшсене чылайях илсе килчӗҫ. ӗмкӗче чапкать те ача каллех ҫывӑрать. Ҫинук унӑн амӑшӗ пекех пӗчӗк кравать патӗнчен хӑпманпа пӗрех. Каҫпа ҫеҫ вӑл клуба каять. Элексейпе Кӗтерне пӗчӗк Витюка ытарайми темччен пӑхса тӑраҫҫӗ.

— Ҫак пӗчӗкскертен ҫын пулать вӗт, — мӑнаҫланать Элексей.

* * *

Хӗллехи каникулсем час иртрӗҫ. Виҫӗ юлташа татах Хусана Элексей ҫитерчӗ. Мӗтри ывӑлӗ патӗнче кӑштах хӑналаннӑ хыҫҫӑн продуктӑсен складӗнчен тавар тиесе килне таврӑнчӗ.

Хусан урамӗсене юр хӳсе тултарнӑ, пур ҫӗрте те пӑкӑ. Водителсем ҫӑвар туллин хула влаҫне вӑрҫаҫҫӗ. Кирюкпа Ҫинук хӑйсен университетне ҫуранах утаҫҫӗ. Ҫула май Ҫинук савнине Маюк хыпарӗсене пӗлтерет. Вӗсем ялта чух тантӑшӗнчен темиҫе ҫыру килнӗ. Пӗр ҫырӑвӗ ытла та тӗлӗнмелле.

Салам Ҫинукпа Кирюк. Манӑн хӗсмет ӑнӑҫлӑ пырать, хамӑн тивӗҫсене чунпа парӑнса туса пыратӑп. Ӗлӗкрех мана штаб писарӗ тенӗ пулӗччӗҫ, халь компьютерсен операторӗ теҫҫӗ. ӗҫӗм ҫӑмӑл. Эпӗ пӑхӑнса тӑракан офицер мана мухтать. «Эсӗ чӑваш ҫынни пек курӑнмастӑн, эсӗ эрменсен йӑхӗнчен», — тет. Ҫавӑнпах пуль юлашки вӑхӑтра хамӑн тӑван аттене тупас шухӑш веҫех тыткӑнларӗ. Ҫавӑнпах сан патна пӗр кӑткӑс ыйту пур: тӗсесерех сӑнаха Арсен Ваганович Татулян доцента, хӑй тӗллӗн тӑвакан хӑтланӑвӗсене. Эпӗ, сӑмахран, лӑп выртакан ҫӳҫе хам сисмесӗрех вирелле якатса илетӗп, кӑткӑс ыйту сиксе тухсан сӑмса вӗҫне пӗр-икӗ хут сӑтӑркаласа илетӗп е хӑлха ҫаккисене хыпашлатӑп тата хӗр пӗвне кӗриччен алӑсене ҫурӑм хыҫӗнче тытса ҫӳреме юрататтӑм. Вӑлтса пӗлме тӑрӑш унтан, яш ҫулӗсенче вӑл Телешова Ефросинья хӗрпе паллашман-и? Пӗрремӗш хут ӑна курсанах ман чӗре кӑлтлатса илчӗ: пичӗсем манни пекех путӑкланаҫҫӗ, куҫӗсем манни пекех ик пиҫнӗ ҫӗмӗрт, ҫӳҫӗ те кӗр каҫӗ евӗр тӗм хура. Паллах, ДНК анализне тутарсан пур иккӗленӗве те самантрах сирӗччӗ. Ҫавӑнпах хамӑн ДНК анализӗн копине ярса паратӑп. Тен май тупӑнӗ унӑн юнне илсе ДНК анализне ирттерсе манӑннипе танлаштарма.

Мӗнле унта, ман Кавӗрле пӗр-пӗр студенкӑна ҫаклатман-и? Эпӗ уншӑн та тем пкех тунсӑхлатӑп. Юрату ӳте кӗнӗ шӑрпӑк мар, ӑна чӗререн кӑларса илме ытла та хӗн. Каҫар мана хушма ӗҫсемпе вӑхӑтна татнишӗн.

Ӗмӗрлӗхе шанчӑклӑ тантӑшу Маюк.

Ҫырӑва Кирюкпа пӗрлех тепӗр хут вуларӗҫ те юлташне ҫак ыйтура пулӑшма ҫирӗп тӗвӗлесе хучӗҫ. Ҫинукӑн чӗлхи сӑвӑҫӑнни евӗр ҫемҫе, лаборатори ӗҫӗсен урокӗнче вӑл Арсен Вагановичран хӑпма пӗлмерӗ. Тӗрлӗ ыйтусем пара-пара аранах хӑйне кирли патне ҫитрӗ.

— Арсен Ваганович, эсир яш-кӗрӗм ҫулӗсенче хӑюллӑ та хастар йӗкӗт пулнӑ пуль-ха? Ҫамрӑк пикесен пуҫне япшар чӗлхӗрпе хӑвӑрт ҫавӑрнӑ-тӑр?

— Шухчӗ эпӗ яш ҫулӗсенче тата ҫамрӑк чун, кӑмӑл ҫутҫанталӑк ырлӑхӗсене тутанса пӑхма, чун савнине тупма хистетчӗ. Уйрӑмах каччӑсем ҫав хӗре парӑнтарса килентӗм тесе мухтанни кӗвӗҫтерсе чуна кӑтӑклатчӗ. Ан тӗлӗн, Ҫинук, эпӗ те авланичченех хӗрсемпе пӗр вырӑн ҫинче киленнӗ. Анчах ҫав пуҫтахла хӑтланусем чӑн юрату маррине час ӑнлантӑм. Ан шутла эсӗ, эпӗ никама та вӑйпа ҫӗнсе илмен. Ҫавӑн пек киленӳсем хыҫҫӑн ниушлӗ хӗрсем пурте ҫӑмӑл ӑслӑскерсем тесе шутлаттӑм. Кашни ҫавӑн пек ҫыхлану хыҫҫӑн чуна тикӗтпе вараланӑн туяттӑм. Тата хӗрӗсем те хӑвӑртрах качча сиксе тухас кӑмӑлпа такам айне те выртма хатӗрччӗ. Аскӑнлӑх лачаки мана тарӑнран та тарӑна ҫӑтса пынине ӑспа ӑнланса илсен эпӗ хӗрсене курайми пулса ҫитрӗм. Пулас арӑма тӗл пулсан ҫеҫ пикесен хушшинче ҫирӗп кӑмӑллисем пуррине ӑнкартрӑм, пӗр каҫлӑх «арӑмсем» пулнӑ хӗрсем асран тухса ӳкрӗҫ.

— Тен эсир Ефросинья Телешова ятлӑ хӗре те пӗлетӗр?

— Ефросинья текен хӗре пӗлместӗп, Фрося текен хӗрпе аванах вӑхӑт ирттерни халӗ те асра. Сӑнӗ-пуҫӗнчен чиперччӗ, ӑсӗнче вара укҫа шухӑшӗ кӑначчӗ. Вӑл качча тухма та пит тӑрӑшмастчӗ, уншӑн укҫа тӳлесе тӑни те ҫителӗклӗччӗ. Пач ҫухалчӗ Фрося ман пурнӑҫран. Чим-ха, Ҫинук, эс мӗн ман иртнӗ пурнӑҫа вӗтӗ ала витӗр кӑларатӑн? Ҫав Фрося хӗре пӗлетӗн-и элле?

— Пӗлетӗп, вӑл пирӗн ялсемех… Унӑн Маюк ятлӑ хӗрӗ те пур.

Ҫинук Арсен Вагановича Яхруҫ, Петруҫ, Маюк шӑписем ҫинчен пӗр пытарми каласа пачӗ. Ялта суялӑха час кураҫҫӗ. Маюк Петруҫ хӗрӗ мар текен сас-хура тухать. Ҫавӑнпах вӑл пӗлтӗр педагогсен интитутне кӗме килнӗ чух ашшӗпе хӑйӗн юнӗсене Шуршывра илтерсе Хусанта ДНК анализне ирттернине те Татуляна калать.

— Вӑт, ҫав анализсем Петруҫ чӑнах та Маюкӑн тӑван мар ашшӗ иккенне кӑтартаҫҫӗ. Суялӑха чӑтаймасӑр хӗр хӑй ирӗкӗпе ҫар ретне кайрӗ. Унӑн халь пӗртен-пӗр ӗмӗт — тӑван ашшӗне тупса унпа хӑть пӗр-ик сехет те пулин калаҫасси. Маюк сире тӑван ашшӗ пек курать, туять. Унӑн иккӗленӗвӗсене сирме сирӗн ДНК анализне иртмелле те унӑннипе танлаштармалла. Вӑл сирӗн ҫемйӗре аркатасшӑн мар, сиртен алимент та шыраса илесшӗн мар, вӑл хӑй кам йӑхӗнчен пулнине кӑна пӗлесшӗн.

— Хӗр кӑмӑлне хуҫар мар. Тӗрӗслӗхе пӗлме тӑрӑшса чунне ан ҫунтартӑр. Эпӗ ыранах хатӗр. Маюк хӑй юнне пама хӑҫан килет вара?

— Унӑн иртнинче панӑ анализӗн копийӗ манра, ӑна сирӗннипе танлаштарса пӑхма илсе кайни те ҫителӗклӗ. Лабораторин адресӗ те пур ҫав копи ҫинче.

— Апла эпӗ ыранах унта ҫитӗп.

— Анализ тӳлевлӗ, хӑвӑрпа 5 пин тенкӗ илме ан манӑр.

Арсен Вагановича ҫӑмӑллӑнах юн пама ҫураҫтарни Ҫинука савӑнтарчӗ. Часах вӑл Маюк патне анализ пӗтӗмлетӗвӗсене ҫырса ярӗ.

Арсен Ваганович тепӗр куннех хӑй юнне лборитрине анализшӑн панӑ, Маюкӑн ДНК кӑтартӑвӗсене те танлаштарма тӑратнӑ. Икӗ кунтан результачӗсене те хӑех кайса илнӗ. Унта вӑл Маюкӑн тӑван ашшӗ пулнине татӑклӑн ҫирӗплетнӗ. Ҫак хыпара вӑл пӗр пытарми Ҫинука пӗлтерсе анализӗсене ӑна пачӗ.

— Паянах Маюк патне ҫыру ҫыратӑп. Тек чунне ыраттарса ан пурӑнтӑр. Ҫуллахи каникулсене вӑл Хусана педагогика институтне куҫӑн мар вӗренме кӗме килет. Ҫавӑн чухне, Арсен Ваганович, хӑвӑр хӗрӗрпе куҫа-куҫӑн курса калаҫӑр. Тавтапуҫ сире хӗр шӑпине ҫӑмӑллӑх кӗртнӗшӗн, мана та каҫарӑр ытла ҫине тӑнишӗн, — терӗ Ҫинук ӑшшӑн хӑйсен ертӳҫи ҫине пӑхса.

* * *

Маюк паян тӑма сигнал паричченех куҫӗсене уҫрӗ. Кӳлепинче, чунӗнче, кӑмӑлӗнче темле халиччен туйман ырӑлӑх иртӗхет: ахӑлтатса кулас, пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрас килет. Салтак пурнӑҫӗн хытӑ йӗрки ҫеҫ ӑна ҫӑл пек тапса тӑракан туйӑма ҫӑвархлама хистет. Чӑтать Маюк, шӑлне ҫыртса тӳсет. «Ырра кӑна пултӑрччӗ ҫак кӑмӑл ҫӗкленӗвӗ», — тет ӑшӗнче.

Часах тӑма сигнал янрарӗ. Пӳлӗмри вунӑ хӗр васкаварлӑн тумланса физзарядка тухрӗ. Ун хыҫҫӑн пилӗк ҫухрӑма чупасси. Маюк ҫак йывӑрлӑхсене тахҫанах хӑнӑхнӑ, паян, ак, ҫак инҫӗше вӗҫнӗ пек чупса тухрӗ, стройпа утассинче те вӑл пусӑмсене пичетленӗн утрӗ, турник ҫинче те вунӑ хутччен ҫӑмӑллӑнах туртӑнчӗ. Тата тем те тума вӑл паян хатӗр.

Столовӑйӗнче апатланнӑ хыҫҫӑн хӗр-салтаксем ӗҫ вырӑнӗсене саланчӗҫ.

— Матрос Артамонова, мӗн паян эсир вӗҫсе каяс кайӑк евӗр ҫӗкленӳллӗ кӑмӑллӑ? — ыйтать ун пуҫлӑхӗ, 111-мӗш рангри капитан. — Вӑрттӑнлӑх мар пулсан пире те пӗлтер-ха. Сӑнунтан ӑшӑ кулӑ татӑлмасть. Эпир те санпа пӗрле савӑнасшӑн.

— Хам та тавҫӑраймастӑп-ха, ыйхӑран та кулӑпах вӑрантӑм. Ырӑ хыпар килет пулас. Тус-тантӑш тахҫантанпах ҫырмасть. Паян унран ҫыру килет пуль.

— Пире те пӗлтер ӗнтӗ ырӑ хыпарна, санпа пӗрле эпир те савӑнӑпӑр.

Маюк ӗҫе пуҫӑнчӗ, клавиатура тӳмисем шакӑлтатса ҫеҫ тӑчӗҫ. Кӑнтӑрла ҫитеспе вӗсен пӳлӗмне дежурнӑй офицер кӗчӗ те Маюка виҫӗ ҫыру тыттарчӗ: пӗри Кавӗрлерен, тепри амӑшӗнчен, виҫҫӗмӗшӗ Ҫинукран. Малтанах хӗр савнийӗн ҫыруне вуларӗ. Вӑл яланах пӗр евӗрлӗ ҫырать: вӗренӳ ӑнӑҫлӑ пырать, юлташӗсемпе дискотекӑсене, театрсене ҫӳрет, хӑй ҫав тери тунсӑхласа ҫитнине пӗлтерет. Ыталаса чуп тӑватӑп тесе ҫыруне вӗҫлет.

Амӑш ҫырӑвӗ кӑсӑкрах. Ашшӗ тепӗр хут авланнӑранпа амӑшӗн ӗҫсем йышлӑ. Ял хыпарӗсене пӗлтерет. Петруҫ ашшӗпе Таиҫӗн йӗкреш ывӑл ҫуралнине пӗлсен хӗр тем пекех савӑнать.

Черет Ҫинук ҫырӑвне ҫитет. Конверчӗ палӑрмаллах хулӑн. Киленӗве тӑсса ӑна вӑл васкамасӑр уҫать. Конвертран ДНК анализӗсене кӑларать. Лаборант пӗтӗмлетӗвне вуласа тухать те шанк хытса ларать: унта «Арсен Ваганович Татулян является биологическим отцом Марии Петровны Артамоновой» — тесе ҫырнӑ. Маюк ҫак йӗркесене ӗненмесӗр тепӗр хут вуласа тухать, унтан тата тепре. Хӑйӗн тӑван ашшӗне тупнӑ савӑнӑҫ хӗмӗ ун пӗвӗ тӑрӑх ериппен сарӑлса пырса чӗри патнех ҫитет. Пӳлӗмре ҫынсем пурри те пуҫӗнчен тухса ӳкет, концертри пекех шатӑ-шатӑр алӑ ҫупать. Пуҫлӑх та тата икӗ хӗр-матрос та ун ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ.

— Мӗн пулчӗ? — ыйтать капитан.

Маюк хӑйне алла илсе кӑмӑл ҫӗкленӗвне пусарса вӗсене хӑй шӑпи ҫинчен каласа парать. Трӗслӗхе тупассишӗн кунне-ҫӗрне пӑхмасӑр шухӑшланӑ. Тӗмсӗлсе кӗтнӗ вӑхӑт ҫитнӗрен вӑл савӑнать.

— Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Хусана куҫӑн мар вӗренме кӗме кайсан эпӗ тинех хама пурнӑҫ панӑ ҫывӑх ҫынпа куҫа-куҫӑн курса калаҫатӑп.

— Саламлатпӑр сана, Маюк, ҫак савӑнӑҫпа. Капана ӳкнӗ йӗпе тупма хӗн, хулари йышлӑ халӑх хушшинче хӑвна ҫывӑх ҫынна тупасси тата та йывӑртарах. Эсӗ шанчӑкна ҫухатман, тӗллев патне ҫирӗппӗн утнӑ.

— Пӗччен эпӗ ӑна тупас ҫукччӗ пуль. Ҫын нушине чӗрисем патне илнӗ тус-тантӑшсем пулӑшрӗҫ мана, уйрӑмах Ҫинук тантӑшӑм, — тет хӗр-матрос. Вара тинех Ҫинук ҫыруне вулама пуҫӑнать.

Ҫывӑх та шанчӑклӑ тус-тантӑшӑм, Маюк, йышӑнса ил студентсен саламне. Каҫар, вӑрах ҫырмасӑр тӑнӑшӑн: Арсен Ваганович чунӗ патне час ҫитме йывӑртарах пулчӗ. Яш-кӗрӗм ҫулӗсенчи пурнӑҫне пит уҫасшӑнах та пулмарӗ. Ҫапах та пирӗншӗн те пурнӑҫ урокӗ пулӗ тесе иртнӗ вӑхӑта уҫрех. Аннӳ хӗр чухнех укҫашӑн ҫуннине те пытармарӗ. Хӗрсене вӑл курайми пулса ҫитнӗ, ма тесен ӑна ялан тенӗ пекех сӑн-питрен чиперрисем лекнӗ, анчах чунӗсемпе хӑвӑл евӗр пушшисем, хӑвӑртрах качча сиксе тухас тесе пӗр шухӑшсӑр ар ҫыхӑнӑвне кӗме хатӗр пулни тарӑхтарнӑ, пур хӗрсем те ҫапла-ши тесе пуҫне ватнӑ. Пулас арӑмне тӗл пулсан ҫеҫ вӑл шухӑшне улӑштарать. Вӗсен икӗ ача, асли ывӑл, кӗҫӗнни хӗр. Санӑн халь шӑллупа йӑмӑку пур.

Пирӗн килте те улшӑну. Манӑн халь Витюк ятлӑ шӑллӑм пур. Аттепе анне ӑна пӗчӗккӗллех усрава илнӗ. Ҫав тери тунсӑхлатӑп ӑна. Кирюксан та час ҫемье хутшӑнать, Верук аппа нарӑс уйӑхӗнче ҫӑмӑлланмалла. Кавӗрлен амӑшӗ те йывӑрланнӑ ҫын. Аннӳ халь тӑлӑха юлнӑ ҫын пек. Тилишух Карачӑмӗ тепӗр хут авланнӑранпа аннӳ патне пӗрре те пырса курман. Саламлатӑп сана тӑван аҫуна тупнӑ ятпа. Вӑл та санпа курса калаҫасшӑн.

Ырлӑх-сывлӑх сунса Ҫинук
Маюк Хусана каяс вӑхӑта плӑртса хучӗ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсене ҫине тӑрса хатӗрленме пуҫларӗ. Ӑна таҫта кайса парас ҫук. Хура Тинӗс ҫар флочӗн базинчех офицерсен ачисемшӗн вырӑс шкулӗ ӗҫлет. Пӗчӗк нушасене пысӑк савӑнӑҫ хуплать, ашшӗ камне пӗлни ӑна ҫунатлантарать. «Тухрех иккен ман кун-ҫулӑм сикчевлӗ йӑрӑмран.» Малашне пурнӑҫӗ тикӗс ҫулпа чупасса Маюк чун-чӗрипе туйса тӑрать.

* * *

Пӗр канмалли кун Ҫинукпа Кирюк, Мӗтри пиччӗш мӑшӑрӗпе «Ача-пӑча тӗнчи» лавкана кайрӗҫ. Пӗчӗк Витюк, кӗҫ-вӗҫ ҫуралас Кирюк шӑллӗ валли памперссем, ползункисем, шӑкӑртаткан вылямалли теттесем туянчӗҫ. Ирина инкӗш икӗ ӑшӑ ача утиялӗ парнелӗх туянчӗ. Ашшӗсемпе амӑшсем калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх Верук ачине ҫуратсан чӑвашсен йӑлипе ачасен урисене ҫӑвас пӗчӗк ӗҫке пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, хӗрарӑмсен уявӗ кун пуҫтараҫҫӗ. Кирлӗ япаласене туянса килне ҫитсен вӗсем ырӑ хыпар пӗлчӗҫ: Кирюк амӑшӗ 4 кило таякан ывӑла чиперех ҫуратнӑ.

— Манӑн та Петюк ятлӑ шӑллӑм пур, — хавхаланать Кирюк Ҫинук умӗнче. — Часрах пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ ҫиттӗрччӗ.

— Эпӗ те ҫав куна тем пекех кӗтетӗп, — тет Ҫинук. — Витюк шӑллӑма тем пекех тунсӑхларӑм.

— Шӑллӑмӑрсемшӗн савӑнатпӑр, пирӗн иксӗмӗрӗн ача ҫуралсан мӗн тӑвӑпӑр-ши? Эпӗ ун чухне ура хуҫса ташлама хатӗр. Хӑҫан ҫитӗ вӑл вӑхӑт?

— Ан кулян, Кирюк чунӑм, иккӗмӗш курса куҫсан эпир санпа ЗАГСа кайса ҫырӑнӑпӑр, яла кайса вӑйлӑ туй кӗрлеттерӗпӗр. Арлӑ пурнӑҫ та тытӑнӗ. Пирӗн ача шӑп ҫуллахи каникулсем вӑхӑтӗнче ҫуралтӑр тесе юрату вӑрлӑхне экзаменсем тытӑниччен тӑхӑр уйӑх маларах акӑпӑр, пирӗн пепке шӑп ҫӗртме пуҫламӑшӗнче ҫут тӗнчене килӗ.

— Кӑна эсӗ чӑнласах калатӑн-и е шӳтлешетӗн?

— Эпӗ хӑҫан ҫакӑн пек яваплӑ самантсенче шӳтлешсе калаҫнӑ? Хӗллехи каникулта пӗчӗк Витюка алӑ ҫинче ҫывӑртса янӑ чух манра анне пулас туйӑм пӗтӗм чуна ҫурхи швыв пек хупласа илчӗ. Ҫав туйӑм кунран кун хӑватланса пырать. Санпа мӑшӑрланма татӑклӑ йышӑну картса хутӑм. Тӑван яла ача урисене ҫума кайсан качча тухасси пирки аттепе аннене те калатӑп. Вӗсем хирӗҫ пулас ҫук, вӗсем ман кӑмӑла хирӗҫ нихӑҫан та пыман, эпӗ те ҫав пархатарлӑ туйӑма хирӗҫ тӑраймастӑп,
— Эпӗ те аттепе аннене туя хатӗрленме хушатӑп, вӗсем те сан пек кине хирӗҫ пулмӗҫ, — ҫирӗппӗн калать Кирюк.
— Чим-ха, Ҫинук чунӑм, ача ҫралсан сан вӗренесси татӑлать вӗт-ха.

— Ан пӑшӑрхан, кун пирки те эпӗ шутланӑ. Ача ҫуралсан академилле отпуск илетӗп. Манран уйрӑлас темесен эсӗ те ҫав отпуска илӗн. Пирӗн пепке утакан пулсанах эпир вӗренӗве кӳлӗнӗпӗр.

Кирюк савнине ытама илсе хӑй ҫумне ачашшӑн чӑмӑртарӗ, хӗрӳллӗн чуп турӗ.

Ҫитрӗ кӗтнӗ кун. Мӗтрт пиччӗшпе мӑшӑрӗ, Ҫинукпа Кирюк, Кавӗрле Тӑрнапуҫне ҫула тухрӗҫ. Ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ хаклӑ хӑнасене тӑван килӗсенче. Каҫ енне сулӑнсан Ваҫҫапа Верук, Кирюк пӗчӗк Петӗре йӑтса кӳрше каҫрӗҫ.

— Килӗр хӑнасем, иртӗр малтине, — кӗтсе илчӗҫ вӗсене Кӗтернепе Элексей. Ҫинук аванах ӳснӗ Витюк шӑллӗне аллинчен те ямасть куран — утьӑкка сиктерет. Пӗчӗк шӗмпӗл аппӑш аллинче йӑл-йӑл кулать. Ачасене ӗмкӗч хыптарса кайри пӳртри кравать ҫине вырттарчӗҫ. Вӗсем часах ҫывӑрса та кайрӗҫ. Сӗтел хушшине ларнӑ самантра алӑка шакӑртаттарчӗҫ.

— Кӗрӗр, алӑка питӗрмен, — кӑшкӑрчӗ малтинченех Элексей.

Пӳрте Эрҫюкпа Кулине, Кавӗрле кӗрсе тӑчӗҫ.

— Эсир ялта пулсан та хусансенчен кая юлса ҫитрӗр, — ӳпкелешнӗн калаҫрӗ Элексей. — Хывӑнӑр та сӗтел хушшине. Малтине мӑн хырӑмлӑ Кулине кӗрсе тӑрсан Элексей йӗплешмесӗр чӑтаймарӗ.

— Эрҫюк аванах тӑрӑшнӑ сана хӗрарӑмах иккенне туйтарма. Хӑҫан ҫӗнӗ чун сирӗн килне килет-ха?

— Хам шутпа ҫак уйӑх вӗҫӗнче, — хӗрелсе кайрӗ Кулине вӑтаннипе.

Пурте сӗтел хушшине вырнаҫсан, черкесене эрех ярсан Мӗтри чи пысӑк вӗреннӗ ҫын тесе ӑна сӑмах пачӗҫ. Вӑл ури ҫине тӑрса кӑххӑм тесе ӳсӗрсе илчӗ те:

— Йывӑр вӑхӑтра пурӑнатпӑр эпир халь. ӗҫ укҫисем пӗчӗк, ҫавна пулах ача ҫуратасси паттӑрлӑха ҫаврӑнчӗ Раҫҫейре. Халӑх йышӗ те ҫуллен чакса пырать. Экономика аталанӑвӗ туйӑнмасть. Ҫирӗм ҫул эпир пӗр вырӑнта тӗпӗртетсе тӑратпӑр. Хальхи саманара йӑх-несӗле ӳстерме ҫемьесем хӑраса тӑраҫҫӗ. Ваҫҫук пиччепе Верук аппана, аттепе аннене, часах ашшӗ-амӑш пулса тӑмалли Эрҫюк шӑллӑмпа Кулине йӑмӑка йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр ачаллӑ пулас тенишӗн чун-чӗререн саламлатӑп. Сывлӑхлӑ та тӗреклӗ ӳсчӗр сирӗн пепкӗрсем, хӑвӑр та сывлӑхлӑ пулӑр, вӑл пулсан пурнӑҫ та тулли пулать.

Черкесене пушатсанах Кирюкпа Ҫинук, Кавӗрле кӑштах апат ҫырткаларӗҫ те кайри пӳрте тухрӗҫ. Кравать ҫинче Витюкпа Петюк тутисене чӑпӑрлаттарса ҫывраҫҫӗ.

— Эх, хӑҫан таврӑнӗ-ши Маюк? Вӑл таврӑнсанах унпа пӗрлешсе ҫакӑн пек шӗмпӗлсене ҫуратӑттӑмӑр, — кулянать Кавӗрле.

— Ытла ан хуҫӑл-ха Кавӗрле, Маюк ӗмӗрлӗхе кайман вӗт ҫар хӗсметне. Ҫӗртме уйӑхӗнчех вӑл, ак, Хусана куҫӑн мар вӗренме кӗме килет. Ҫавӑн чухне эсир унпа тӗпӗ-йӗрӗпех малашнехи пурнӑҫ пирки сӳтсе явӑр. Вӑл яла килсе амӑшне курмасӑр хӗсмете таврӑнас ҫук. Тен вӑл амӑш пӗчченлӗхне курса ҫартан яла таврӑнӗ, — лӑплантарать Кавӗрлене Ҫинук. — Эпир Кирюкапа пӗрремӗш курс экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса иккӗмӗш курса куҫсанах ҫуллахи каникулсенче мӑшӑрланма тӗвӗлерӗмӗр. Каникула килсенех туй тӑватпӑр.

— Кӑна ӗненместӗп эпӗ, ман чӗрене пусарас тесе ҫеҫ эсӗ сӑмах ваклатӑн, — тавӑрать Кавӗрле.

— ӗненместӗн апла? Атя-ха Кирюк малтине, эсӗ те ут пирӗнпе пӗрле Кавӗрле.

Ҫинукпа Кирюк алла-аллӑн тытӑнса малтине кӗрсен хӗрсе калаҫакан хӑнасем шӑпӑртланчӗҫ. Сӑмах вӗсем ҫинчен пыни куҫкӗрет. Ҫинук пӑлханать, сӑнӗ те хӗрелсе кайнӑ. Сӗтел хушшинчисем тӗлӗннӗн кӗтеҫҫӗ хӗр мӗн каласса. Алла илчӗ вӑл пӑлханчӑк кӑмӑла.

— Юратнӑ аттепе анне, Мӗтри пиччепе инке Эрҫюк пиччепе Кулине аппа, эпӗ Витюка пӗрремӗш хут алла илсенех манра хамӑн та анне пулас туйӑм хӑватлӑн вӑранчӗ. Эпир… мӗн… Кирюшапа пӗрремӗш курса вӗҫлесен пӗрлешме сӑмах татрӑмӑр… Эсир хирӗҫлемесен.

— Атепе анне, — тапратрӗ сӑмахне Кирюк, — ҫак яваплӑ утӑма эпир тӗплӗн шутларӑмӑр. Эпир вӗренме те пӑрахмастпӑр. Ҫинук ача ҫуратсан иксӗмӗр те пӗр ҫула академилле отпуск илетпӗр. Пирӗн пепке утакан-чупакан пулсан малалла вӗренме таврӑнатпӑр.

Пӳрте шӑплӑх пусса илчӗ. Сӗтел хушшинче ларакансем Ҫинукпа Кирюкран илтнӗ сӑмахсене пуҫӗсенче авӑртаҫҫӗ, ытла та кӗтмен сӑмахсене илтрӗҫ-ҫке вӗсем. Шӑплӑха чи малтан Ваҫҫа татрӗ.

— Ку, вӑт, манла. Кирюк ывӑлӑм, эпӗ те вӗт сан аннӳ ҫине вӑл 19 кайсанах авлантӑм. Сирӗн йышӑнӑвӑр та тем тесен те вӑхӑтлӑ. Ҫапла-и, Верук?

— Ҫаплине ҫапла-ха, кӗтмен ҫӗртен илтнипе ҫухалса кайрӑм. Пур тапхӑрӑн та хӑй вӑхӑчӗ пур. Кирюк ӳссе патварланнӑ, Ҫинук ҫырла пекех пиҫсе ҫитнӗ. Эпӗ хирӗҫ мар.

— Ах Тур, Ҫинук, хӑҫан кӗтсе илӗп-ши тесе пурӑнатӑм хӗрарӑмлӑх санра вӑранасса. Ялан арҫын ачасемпе вылянипе Кирюкпа иксӗр хушшӑрта юрату чӗрӗлессе те шанман. Анчах ҫутҫанталӑк хӑйӗнне илетех-мӗн. Савӑнтартӑн эсӗ мана паян. Шухӑшӑрсем каялла ҫеҫ ан ҫаврӑнчӗрччӗ. Сире эпӗ паянах пехил пама хатӗр, — йӑл кулать Кӗтерне.

— Эпӗ те ҫавах, — тет Элексей, — юратупа киленсе вӗренӳ ҫинчен ҫеҫ ан манӑр.

— Ку, мӗн, ачасен урисене ҫунипе пӗрлех ҫураҫу та иртрӗ-и? — тет Мӗтри пиччӗш. — Атьӑр-ха черккесене ҫӗклер ҫӗнӗ мӑшӑршӑн. Пурнӑҫ малаллах пырать вӗт, э?

Пурте черккисене шакасах саламлаҫҫӗ Кирюкпа Ҫинука, вӗсен телейӗшӗн тӗппи тӑваҫҫӗ черккисене.

Тепӗр кунне Мӗтриепе арӑмӗ, Кирюкпа Ҫинук ячӗсемшӗнех мунча хутрӗҫ. Чӑваш мунчинче хӗртӗнсе, тасалса тухнӑ хӑнасем тепӗр ирпе Хусана вӗҫтерчӗҫ.

* * *

Пуш уйӑхӗн варринче Арсен Ваганович Татулян доцента ректор патне чӗнтерчӗҫ. «Мӗскер амакӗ сиксе тухнӑ-ши?» — тесе пӑлханса кӗчӗ вӑл ректор пӳлӗмне.

— Салам, ирт ҫывӑхарах, лар мана хирӗҫ, — сӗнчӗ пуҫлӑх. — Пӗлетӗн-и, Арсен Ваганович, пирӗн ҫине яваплӑ телей йӑтӑнса анчӗ. Университета патшалӑх хӑйӗн заказӗпе тивӗҫтерчӗ. Юлашки вӑхӑтра халӑхра лейкоз текен чир хӑвӑрт сарӑлса пырать. Ахаль сӑмахсемпе каласан, ҫыннӑн юнӗнче хӗрлӗ шариксен шучӗ хӑвӑрт ӳснипе чирли пысӑк асап тӳссе пурнӑҫран уйрӑлать. Вӑт ҫав чире чарма пире эмель ӑсласа тупма шанаҫҫӗ. Паллах, университетӑн фармакологи лабораторийӗн хӑватне шута илнӗ пулас. Заказа эпӗ йышӑнтӑм, санӑн тивӗҫӳ — чи лайӑх вӗренекен, аспирантсенчен. студентсенчен ятарлӑ ушкӑн йӗркелесе ӗҫе пуҫӑнасси. Ушкӑн ӗҫне паллӑ ӑсчахсене явӑҫтарма пултаратӑн. Ертӳҫи эсӗ пулатӑн. Асӑрхаттаратӑп, пирӗн университетсӑр ҫак ӗҫпех фамокологи фабрикинче те ушкӑн йӗркелеҫҫӗ. Кам маларах ӗлкӗрет, ҫавӑ шампань эрехне ӗҫет. Ушкӑна йӗркелеме сана пӗр кун срок. Ӑнланмалла-и?

— Веҫех ӑнлантӑм. ӗҫшӗн пире вара хушса тӳлеҫҫӗ-и?

— Ан пӑшӑрхан, вӗренӳ кунӗ вӗҫленсен ҫур ҫӗрченех ӗҫлеме пултаратӑр.

Арсен Ваганович лабороторине таврӑнсан хӑй патне Ҫинукпа Кирюка чӗнсе илчӗ, кӗскен ректор хушӑвне пӗлтерчӗ.

— Эсир маншӑг чи шанчӑклӑ ҫынсем, хӑвӑрсӑр пуҫне тата кама ушкӑна явӑҫтарасси пирки шутлӑр тата университет библиотекинче паянах ҫав чир пирки ҫырнӑ кӗнекесемпе, монографисемпе авӑрланӑр. Эмеле кӗске вӑхӑтра ӑсласа тупмалла. Пирӗн клиникӑрах ҫав чирпе хальхи вӑхӑтра 4 ҫын аыртать, вӗсен шучӗ малашне ӳсме те пултарать, кашни патне кӗрсе тухни ӗҫе пӑсас ҫук.

Ҫапла пуҫланчӗ яваплӑ ӗҫ. Ҫинукпа Кирюк университет библиотекинче ӑсчахсем ҫак чир пирки ҫырнӑ вун-вун ӗҫе тӗплӗн тишкерчӗҫ, анчах юнри шариксен шучӗ мӗнле сӑлтавпа ӳсме тытӑннине пӗр ӗҫре те татӑклӑн палӑртман: хӑшӗ шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн веҫех сывалса ҫитменнипе тет, тепри ялан пӑлханнипе нерӑвӑсен системи хавшакланнипе, виҫҫӗмӗшӗ япӑх апатран, вӑхӑтра ҫименнипе тет. Ют ҫӗршывсенче ӑсласа тупнӑ эмелсем ҫыннӑн шалти органӗсене вӑйлах сиенлетсе хӑвараҫҫӗ-мӗн. Ҫав эмелсен химилле формулисене ҫырса илсе вӗсем Арсен Вагановича отчёт ҫырса пачӗҫ. Вӑл чи пайталисене суйласа илсе вӗсен сиенлӗхне чакарас тӗлешпе Ҫинукпа Кирюках ӗҫлеме хушрӗ.

— Тен хими препарачӗсен тытӑмне сиплӗ курӑксен сӗткенӗсене кӗртмелле е ҫав эмелсенчи сиен кӳрекен хими элеменчӗсене урӑххисемпе ылмаштармалла. Пӗр сӑмахпа шырӑр, тӗпчӗр, чир мӗнрен тапранса кайнине пӗлме клиникӑра выртаканнисенчен тӗплӗн ыйтса пӗлӗр…

Вӗреннисӗр пуҫне хушма ӗҫ хутшӑннипе вӑхӑт ҫитми пулчӗ. Юрать-ха Мӗтри пиччӗш каҫпа вунпӗр сехетре вӗсене хӑй машинипе килне илсе каять. Пӗр ӳркенми пурнӑҫласа пычӗҫ сутендсем Арсен Ваганович кӑтартӑвӗсене. Тӑрӑшни харама каймарӗ: пуш уйӑхӗ вӗҫленнӗ тӗле эмел тупмалли тӗп ҫул ҫине тухрӗҫ. Эмелӗн пӗр варианчӗ хатӗр ӗнтӗ. Ӑна шур крыссасем ҫинче тӗрӗслесе сӑнамалли ҫеҫ юлчӗ.

Арсен Ваганович ытти вариантсене темшӗн вӑрттӑнлӑхра тытать-ха. Сӑлтавӗ час уҫӑлчӗ. Республика хаҫачӗн пӗр номерӗнче ҫивӗч фельетон пичетленсе тухрӗ. Унӑн авторӗ медуниверситетри эмел ӑслакансен ушкӑнне патшалӑх укҫине пӗр пустуя таткалаҫҫӗ тесе пӑр тустарать. Ҫав вӑхӑтрах фармокологи фабрикин ушкӑнӗ эмеле шутласа тупнӑ, ӑна ҫынсем ҫинче тӗрӗслесси ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Фельетон айӗнче Гавриил Костин ячӗпе хушамачӗ.

— Ара ку пирӗн Кавӗрле-ҫке! — тӗлӗнеҫҫӗ Ҫинукпа Кирюк. Арсен Ваганович, ахаль те тӗксӗм сӑнлӑскер, хура пӗлӗт пек ҫӳрет. Часах ӑна ректор патне чӗнтереҫҫӗ. Ун патӗнчен таврӑнсан вӑл Ҫинукпа Кирюка хӑй пӳлӗмне илсе кӗчӗ.

— Пирӗн ушкӑнра сутӑнчӑк ҫын пур. Вӑл халь эпир тӗрӗслекен эмелӗн формулисене, технологине фабрикӑри ушкӑна сутнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсем эмелӗн формулине пирӗн ректора пӗлтернӗ. Акӑ вӑл, ӑна пирӗннипе танлаштарса пӑхӑр тата хатӗр варианта паянах крыссасем ҫинче тӗрӗслеме пуҫӑнӑр. Эпӗ урӑх никама та шанмастӑп, пӗр сире кӑна. ӗҫ вӗҫленмен-ха, пирӗн тата виҫӗ вариант пур, вӗсене ҫавӑнпах вӑрттӑнлӑхра тытатӑп.

Фабрикӑран пӗлтернӗ эмелӗн химилле формулине Ҫинукпа Кирюк хӑйсеннипе тӗплӗн танлаштарчӗҫ. Вӗсен пӗрпеклӗхӗ ушкӑнра чӑнах та сутӑнчӑк пуррине ҫирӗплетрӗ. Кам-ши вӑл тесе пайтах пуҫӗсене ватрӗҫ.

— Никам та мар, ҫак хура ӗҫе тӑваканни ман шутпа Антон Вермилов. Вӑл пӗтӗм ҫӗре сӑмсине чиксе ҫӳрерӗ — тет Ҫинук.

— Эпӗ те ҫавӑ пуль тетӗп, — тавӑрать Кирюк. Вӗсем хӑйсен шухӑшне ертӳҫе пӗлтерчӗҫ те тӗрӗслев ӗҫӗсене пикенчӗҫ.

— Ертӳҫӗ хушнисене пурнӑҫларӑмӑр. Чӑнах та укол тунӑ хыҫҫӑн крыссан юнӗнчи хӗрлӗ шариксем ӳсме пӑрахрӗҫ, анчах кирлӗ шая анмаҫҫӗ. Ҫапла ик эрне иртрӗ. Тепӗр хут крыссан юнне илсен унри хӗрлӗ шариксем геометри прогрессийӗпе ӳсме тытӑннине куртӑмӑр. Шурӑ крысса пирӗн куҫ умӗнчех питӗ асапланса вилсе кайрӗ, — отчёт туса пачӗ Ҫинук ушкӑн пухӑвӗнче.

Ҫакна илтсен 5-мӗш курсра вӗренекен студент лабороторирен тухса кайма тӑчӗ.

— Антон Вермилов студент, вырӑнӑра ларӑр, — чарчӗ ӑна Арсен Ваганович, — Аҫупа аннӳ ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен усламҫӑсем, вӗсем тархасланипе илтӗм сана ушкӑна. Эсӗ хӑв та мул хуҫи пулас терӗн-им? Санӑн килпетсӗр хӑтланӑву тӑватӑ ҫын пурнӑҫне татма ӗлкӗрчӗ. Тата миҫе чирли куҫӗсене ӗмӗрлӗхех хупасса пӗлместпӗр-ха. Сывлӑх сыхлав министерствине лейкоз чирне хирӗҫ кӗрешме эмел хатӗр тесе рапортланӑ фабрикӑри ушкӑн, преми илме васканӑ пулас. Юрӑхсӑр эмеле миҫе клиника салатни паллӑ мар, пирӗннине тата сакӑр ҫынна йышӑннӑ. Хӑшӗ-пӗрисене ҫав эмелпе уколсем тунӑ. Иккӗмӗш вариант хатӗр, ӑна тӗрӗслеме пуҫӑнӑр Зинаида Филиппова тата Кирилл Самаев студентсем.

Ертӳҫӗ хушӑвне илтсен ушкӑнра ӗҫлекен ытти студентсем, аспирантсем шавласа кайрӗҫ:

— Мӗншӗн Самаевпа Филиппова кӑна? Пире те вӗт ҫакӑн пек яваплӑ ӗҫри практика кирлӗ. Эпир сутӑнчӑксем мар…

— Апла пулсан вӑрттӑнлӑхра тӑракан ӗҫсене уҫнишӗн саккун умӗнче явап тытасси пирки ак ҫак хут ҫине алӑ пусӑр. Эпӗ халь Самаевпа Филипповӑсӑр пуҫне никама та шанмастӑп, — хучӗ сӗтел ҫине алӑ вӗҫҫӗн ҫырнӑ хута. — Прокуратура ахаль хӑварас ҫук Антон Вермиловӑн хура ӗҫне. Ҫак инкеклӗ сӑлтава ректора та пӗлтеретӗп. Эсӗ, Антон, чирлисен чӗрӗлес шанчӑкне пӗр шутлами укҫашӑн татнӑ. Анчах пирӗн ӗҫ вӑйӑ мар, ӑнӑҫлӑх патне кашни вӗт-шакӑр ҫитменлӗхе шута илсен ҫеҫ ҫитме пулать. Чыс та, яваплӑх та ҫук санра. Кирлӗ-и-ха ун пек специалист сывлӑха сиплес ӗҫре? Халь кайма пултаратӑн.

Хут ҫине алӑ пуснӑ хыҫҫӑн эмел ӑслакан ушкӑн сӑнава ҫанӑ тавӑрсах пуҫӑнчӗ. Иккӗмӗш вариант пӗрремӗшӗнчен ӑнӑҫлӑрах, пайталӑрах пулнине пӗлчӗҫ, анчах вӑл та пӗвере, пӳрене, ӳпкене пыра аванах сенлетсе хӑварать. Арсен Ваганович ытти вариантсене те пӗр вӑхӑтрах тӗрӗслеме хушнӑ хыҫҫӑн сӑнав ӗҫӗсем малалла хӑвӑртланаҫҫӗ. Юлнӑ виҫӗ вариантран чи пайтали виҫҫӗмӗш иккенне палӑртаҫҫӗ. Унпа усӑ курнӑ хыҫҫӑн крыссасем кӑшкӑрса чириклетнӗ чух вӗсен сассисем хулӑнрах тухаҫҫӗ. Юнри хӗрлӗ шариксен шучӗ хӑвӑрт чакать, эмелпе укол тума пӑрахсан та вӗсен шучӗ ӳсмест. Ҫак тӗрӗслӳсем хыҫҫӑн ҫеҫ пӗр уйӑхран ҫӗнӗ эмеле ҫынсене сыватнӑ ҫӗре яраҫҫӗ.

Республика хаҫатӗнче фельетон пичетленнӗ хыҫҫӑн Ҫинук Кавӗрлене хӑйсен клиникине чӗнсе илчӗ. Вӗсем лейкозпа чирленисен хутне хӑпарчӗҫ. Коридорта краватьсем ҫинче икӗ ҫын выртать. Иккӗшӗ те юлашки сывлӑшпа сывлани тӳрех курӑнать. Краватьсем тавра тӑрса тухнӑ тӑванӗсем куҫҫуль юхтараҫҫӗ.

— Кур та савӑн, Кавӗрле, эсӗ мухтанӑ ушкӑнӑн эмелӗпе сипленӗ ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Мӗншӗн эсӗ пирӗн ертӳҫӗпе, Арсен Вагановичпа фельетонна пичете париччен курса калаҫмарӑн? Фабрикӑри «ӑсчахсем» янтӑ формулӑпа, пирӗннипе усӑ курса ҫав эмеле хатӗрленӗ, «ҫӗнтерӳҫӗсене» тухса преми илме васканӑ. Юрӑхсӑр эмел формулине вӗсене пирӗн ушкӑнри студентах сутнӑ. Халь мӗн тӑвас тен ӗнтӗ?

Кавӗрле чирлисем пысӑк асаппа вилнине пӑхса тӑнӑ май ун пичӗсем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем шуса анчӗҫ. Чӑтӑмӗ пӗтрӗ унӑн.

— Атя хӑвӑртрах кунтан. Эпӗ хам пирки фельетон ҫыратӑп, аяла Гаврил Неверов тесе хушма ят лартатӑп. Вӗт мана кун пек йӑнӑшшӑн университетран та кӑларса яма пултараҫҫӗ. Кӑларса яни кӑна темех мар, эпӗ мӗн куҫсем хупӑниччен пысӑк ӳкӗнӗҫ тапинчен, тискер шухӑшсен пусмӑрӗнчен тухаймӑп. Паянах мӗнпур ӗҫ-пуҫ ҫинчен хаҫат редакторне те, факультет ертӳҫине те тӗпӗ-йӗрӗпе каласа паратӑп. Кала, Ҫинук, сирӗн ушкӑнӑр пайталлӑ эмел ӑсласа кӑларчӗ-и?

— Ҫапла, тупрӑмӑр шыраса. Унӑн пӗр ҫитменлӗх кӑна пур: сипленме тытӑнсанах сасӑ ҫыхӑнӑвӗсем кӳпчесе кайнипе вӑл хулӑнланать. Анчах ҫын чӗрӗ юлать. Вӑхӑт иртсен, тен, сасӑ та малтанхи шаях ларӗ. Эпир вӗт эмел пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлеме пӑрахман.

— Эх! Ха-ха! Акӑ вӑл яваплӑх тимлӗхне мӑкатнин витӗмӗ. Ахальтен каламаҫҫӗ тӗр ҫав — ҫиччӗ виҫсе пӗрре кас тесе. Эпӗ журналистсен тӗп халалне асра тытман: критикӑлла статьясене, фельетона икӗ енпе те курнаҫса тӗплӗн калаҫсан кӑна ҫырма лармаллине.

Юлташсем ӑшшӑн уйрӑлчӗҫ. Кавӗрлен кӑмӑлӗ сӳрӗкленнипе пуҫӗ те ҫӗрелле усӑннӑ. Ҫинук ӑна лӑплантарчӗ, пурте чиперех пулӗ терӗ.

* * *

Кирюкпа Ҫинук тинех ерҫӳ тупса Мӑшӑрлану керменне ҫитрӗҫ. Иккӗшӗ те пӑлхану чӳчинче, шала кӗме вӑтанса тӑраҫҫӗ. Ара ҫак кунтан вӗсен шӑпи тӗпрен улшӑнать-ҫке. Иккӗшӗн те ирӗклӗхӗ палӑрмаллах иксӗлет. Кирек кам та ӑна ҫухатасран хӑраса тӑрать. Пӑшӑрханӑва Ҫинук татрӗ.

— Итле-ха, Кирюша чунӑм, эпир санпа тӗрмене ларма кӗместпӗр вӗт, пӗрне-пӗри лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Паянтан эпир пӗр-пӗринпе ӗмӗрлӗхе тата та вӑйлӑрах ҫывӑхланатпӑр. Мӑшӑр — пӗчченни мар. Атя хаваслӑн кӗрер те ҫырӑнтарма ыйтса хут ҫырса хӑварар. Ҫырӑнтариччен тата икӗ уйӑх вӗт-ха. Камра та пулсан иккӗленӳ калчалансан ҫак кермене килместпӗр те ӗҫӗ те пӗтнӗ, — хавха кӗртет Кирюка пике.

Пӗр-пӗрин ҫине йӑл кулса пӑхса илчӗҫ те хӑюллӑнах ҫырӑнтару пӳлӗмне кӗрсе тӑчӗҫ. Вӑтам ҫулсенчи тӑпӑлкка хӗрарӑм вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, сывлӑх сунчӗ.

— Эпир ҫырӑнас ыйтупа-ха, — терӗ Кирюк сывлӑх сунсан.

— Акӑ хатӗр заявлени, пушӑ вырӑнсене хушаматӑра, ятӑра, аҫӑр ятне, ытти кӑтартусене ҫырӑр, хӑҫан ҫырӑнассине палӑртса алӑ пусӑр, — пачӗ икӗ хут листи хӗрарӑм.

Ҫинукпа Кирюк пушӑ сӗтел хушшине ларса тӗплӗн ҫырчӗҫ заявленире мӗн ыйтнисене, алӑ пусрӗҫ те ҫырӑнтаракана пачӗҫ. Вӑл вуласа тухрӗ, йӑнӑшсем тупмарӗ. Журналне илсе мӑшӑрланма хӑҫан килессине ҫырчӗ те пурнӑҫра яваплӑ та паха утӑм тунӑшӑн саламларӗ.

— Палӑртнӑ кун кӑнтӑрла иртсен виҫ сехете килме тӑрӑшӑр, — асӑрхаттарчӗ ЗАГС пуҫлӑхӗ.

— Ха, ҫырӑнасси те пӑлхануллӑ-мӗн. Тара ӳкрӗм ҫырнӑ чух, — кулать хӑйӗнчен Кирюк.

— Мӑшӑрланасси вӑйӑ мар. Тата юрату пирки тавлашу мӗн авалтан пырать. Мӗн-ха вӑл — юрату? Ман шутпа юрату вӑл — вӗҫӗмсӗр шырав. Хамӑрӑн ҫуррине кӑна мар, хамӑр евӗрлӗрех кӑмӑллине, илемлине тупма тӑрӑшатпӑр. Хӑватлӑ туйӑм хӑй еккипе пыракан пурнӑҫран ҫӳлерехе ҫӗклет, тӗлӗнмелле илемлӗ тӗнче никӗслет. Юрату ҫамрӑксемшӗн кӑна тесе ҫирӗплетни те тӗрӗс мар! Мана, тӗслӗхрен, ватӑ мӑшӑрсем вун-вун ҫул урлӑ каҫсан та илемлӗ хутшӑнӑва упраса хӑварма пултарни савӑнтарать. Ман аттепе анне пек. Юратура ҫаплах ҫӳлӗрен те ҫӳллӗ пӗлтерӗш пур, вӗт Турӑ хӑех юрату. Эпир чӗресем суйласа илнӗ ҫынна кӑна мар, пурне те юратасси патне туртӑнатпӑр. Ҫав ӑнтӑлӑва юрату ҫунатлатать, тискер хӑтланусенчен сыхласа хаяр усаллӑх тума чарать. Асӑннӑ тӗллевсене ҫитеймесен туйӑм тасалӑхӗ ҫӗтет. Мӗншӗн ун чухне пурӑнмалла? Хырӑма техӗмлӗ апат чыхса тултарассишӗн-им? Эсӗ мӗнле шухӑшлан, Кирюша чунӑм.

— Ҫинук чунӑм, эсӗ халь ман шухӑшсенех сасӑлатрӑн. Анчах эпӗ сан пек яка та илемлӗ калайман пулӑттӑм. Сан шухӑшусемпе эпӗ веҫех килӗшетӗп, — йӑл кулчӗ Кирюк савнийӗ ҫине пӑхса.

Вӗсем алла-аллӑн тытӑнса васкамасӑр Хусан урамӗсемпе Мӗтри пиччӗшсем патне утрӗҫ. Ака уйӑхӗн хӗвелӗ ӑшӑ куллипе ик ҫамрӑка саламлать. Аптека патӗнчен иртнӗ чух Кирюк унта пӗр саманта кӗрсе ҫие юласран сыхланмалли хатӗре илсе тухрӗ. Ҫинук сисрӗ савнийӗ мӗн ҫӑмӑлпа аптека кӗнине, пичӗ хӗрелсе кайрӗ, анчах Кирюка ӳпекелешмерӗ. «Кӗҫӗр апла эпир Кирюкпа пуҫласа ар ҫыхӑнӑвне кӗретпӗр? Ай-яй хӑрушӑ, — шутлать хӗр. — Пӗртен кашни хӗрех ҫав хӑрушлӑх урлӑ каҫать, никам та ҫав сӑлтавпа вилсе выртман-ха», — лӑплантарать вӑл хӑйне.

— Кавӗрлен ӗҫӗ-хӗлӗсем мӗнлерех-ши? Пайтахранпа тем шӑнкӑравламасть, — пӑшӑрханать юлташӗшӗн Ҫинук.

— Каҫар, Ҫинук, эпӗ сана калама маннӑ, шӑнкӑравларӗ вӑл виҫмине ман пата, аванах павӑртнӑ ӑна хаҫатӑн тӗп редакторӗ. Кайран лӑпланчӗ тет, хаҫатра пӗрремӗш ҫул ӗҫленӗ чух хӑйпе те ҫавӑн пек пӑтӑрмах сиксе тухнине аса илсе Кавӗрлене каҫарчӗ тет. «Опытсӑртарах-ха эсӗ, анчах ҫырма пултаратӑн», — мухтаса та илчӗ тет.

Университетра Кавӗрлен йӑнӑшӗне тӗслӗх туса хунӑ. Журналистӑн кирек мӗнле ыйтӑва та пур енчен те тӗплӗн тишкермелле, хӑв хушаматна хаҫатра курассишӗн васкамалла мар тесе кашни лекцирех астутарсах тӑраҫҫӗ тет.

— Ҫапла ҫав вӑл, васкакантан арӑмӗ те савӑнман тенӗ вӗт ваттисем, Кавӗрлешӗн ҫав йӑнӑш пурнӑҫӑн паха урокӗ пулса юлӗ.

— Эпӗ васкатаканни пултӑм-ха мӑшӑрланассинче. Апла эсӗ манран нимле савӑнӑҫ та илеймӗн-и? — пӑшӑрханса ӳкрӗ Кирюк.

— Лӑплан, пурнӑҫ веҫех кӑтартӗ. Пурнӑҫ вӗҫӗмсӗр савӑнӑҫпа кӑна иртмест, хурлӑхӗ те, кӳренӗвӗ те, чиксӗр савӑнӑҫӗ те пысӑк юратӑвӑн ҫулташӗсем.

Кирюкпа шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса утрӗҫ вӗсем Мӗтри пиччӗшсем патне.

— Мӗнле шухӑшсем ҫуралчӗҫ пуҫӑнта ҫырӑнтарма ыйтнӑ хут ҫине алӑ пуснӑ чух? — кӑсӑкланчӗ Ҫинук Кирюк ҫине пӑхса.

— Эпӗ, Ҫинук сан умӑнта мӑнаҫлӑн курӑнӑҫланма ҫӗкленӳллӗ сӑмахсем калама пӗлместӗп. Пачах хирӗҫле: «Акӑ эпӗ те ӗмӗрлӗхех хӑмӑт туянатӑп» — текен шухӑш ҫиҫсе илчӗ пуҫра. Ӑҫтан килсе ҫакланчӗ ҫав шухӑш, пӗлместӗп. Эпӗ саншӑн тахҫанах ҫунса пурӑннине ху та пӗлетӗн. Паян ман ӗмӗт тулчӗ. Сан пек хӳхӗм мӑшӑршӑн кашни йӗкӗт ҫӗр чӑмӑрӗн тӗнӗлне урӑх вырӑна куҫарма хавал ҫитерӗ. Эпӗ ӑна куҫарасшӑн мар. Эсӗ ӗмӗрлӗхех манӑн пулса тӑрассипех ҫырлахатӑп, ма тесен чи юратни ҫак ҫут тӗнчере маншӑн — эсӗ.

— Эпӗ, Кирюша чунӑм, ҫӗкленӳллӗ сӑмахсем каламасӑр чӑтаймастӑп. Ҫут тӗнчере, аттепе аннесӗр пуҫне, эсӗ чи хаклӑ ҫын. Пӗр эпӗ кӑна мар сан ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхнӑ пуль, пайтах пике ӑмсаннӑ пуль мана. Анчах эсӗ ҫеҫ ҫывӑх пултӑн вутпа хӗмленекен чӗрене. Эсӗ Маюка кӑнтӑр кунӗнчех ӑсатма кайни чуна унчен нихҫан пулман вӗчӗрхенӳ кӗрсе кӗлеткеме чӗтретрӗ. Вӑт ҫавӑн чух ӑнлантӑм эпӗ сана яланлӑхах юратса пӑрахнине, — йӑл кулчӗ хӗр йӗкӗте пилӗкӗнчен ытакласа.

Каҫхине, пурте сӗтел хушшине ларсан, Ҫинук хӗреле-хӗрелех хӑйсем ҫырӑнма хут тӑратнине пӗлтерчӗ. Ҫак хыпар пиччӗшпе инкӗшшӗн кӗтменлӗх пулмарӗ.

— Саламлатпӑр сире мӑшӑрлӑх ҫулӗ ҫине тухнӑшӑн, кӗҫӗр сире чӑвашсен йӑлипе пӗр пӳлӗме хупатпӑр. Пирӗн ӗлӗкхи йӑхташсем мӑшӑрлакансене кӗлете хупнӑ, хулара вӑл тавраш ҫук, пӳлӗм сирӗншӗн чухах пулӗ, — терӗ пиччӗш ӑшшӑн кулса.

— Пехиллетпӗр сире юратӑвӑн тутлӑ ҫимӗҫне тутанма, — сӑмах хушрӗ инкӗш.

Ҫинукпа Кирюк хӗрелсе кайрӗҫ, вӑтаннипе сӑмах та, тав тума та хӑюллӑх ҫитмерӗ вӗсен. Сӗтел хушшинчен тухсан инкӗш Ҫинука кухнине чӗнчӗ, ӑна хӑй ытамне илсе питӗнчен, ҫамкинчен чуп турӗ.

— Ҫие юласран сыхланмалли пирки манмарӑр пуль? — ячӗшӗн кӑсӑкланать инкӗш. — Эсир иккӗмӗш курс пӗтернӗ тӗле хӑвӑр пепкӗре ҫуратма палӑртнӑ.

Эпӗ — гиниколог, сыхланассинче эпӗ пулушма пултаратӑп, ыран каҫпа пилӗк сехете пырӑр Кирюкпа Толстой урамӗнчи пирӗн поликлиника, йӑвӑрланассинчен лайӑх хӳтлӗхпе тивӗҫтерӗп, — сӗнчӗ инкӗш.

— Юрать, — килӗшрӗ пӗр сӑмахпа Ҫинук.

Пысӑк юратупа тулнӑ чӗресем халиччен те туйман ачаш та ҫепӗҫ савӑшу ытамӗнче киленчӗҫ. Ҫывӑхланасси тӑвӑллӑ иртрӗ.

— Ах Ҫинук, епле телейлӗ эпӗ, — ачашларӗ мӑшӑрне тин ҫеҫ арҫын пулса тӑнӑ Кирюк. — Паҫӑр ҫеҫ эсӗ хӗрччӗ — халь манӑн арӑм пулса тӑтӑн.

— Эсӗ — ман упӑшка, — тавӑрать Ҫинук.

Юрату тинӗсӗнче киленсе ӗшеннӗскерсем ытаклашсах тарӑн ыйха путрӗҫ.

* * *

Ҫӗртме шӑрӑх кунӗсемпе килсе ҫитрӗ. Ҫинукпа Кирюк ҫуранах медуниверситета утаҫҫӗ. Хӗртсе пӑхакан хӗвел асфальта та ҫемҫетнӗ. Ҫӗр-ҫӗр машина чупать урамсенче, сывлӑшра сӑмала, тӗтӗм шӑрши тӑрать. Ҫамрӑк мӑшӑр ниме те асӑрхамасть: Ҫинук ҫук-ҫук та ҫӗркхи каҫа аса илсе ӑшшӑн кулать. Кӗтменччӗ вӑл арҫын ҫавӑн пек киленӳ парнелессе, Кирюк ҫине ытарайми пӑхса вӑтаннипе хӗрелсе каять.

— Ан хӗрел, ан вӑтан юратӑвӑн ҫивӗч туйӑмӗнчен. Ку вӗт пуҫламӑшӗ кӑна-ха, — лӑплантарать Кирюк ӑна. — Пӗр каҫрах юратӑвӑн ҫимӗҫне тӗппипех туйса илейместӗн.

— Апла малашне тата та кӑсӑкрах пулать-и?

— Пулать, паллах, пулать. Халь экзаменсем пирки пуҫсене ватар, тата икӗ экзамен ҫеҫ юлчӗ, анчах вӗсем чи йывӑррисем. Вӗсене ӑнӑҫлӑ тытсан — эпир иккӗмӗш курсра.

Вӗсем университетӑн крыльци ҫинче матрос тумӗллӗ яштака хӗре курчӗҫ. Вӑл та ҫамрӑк мӑшӑр ҫине тинкернӗ. Крыльца ҫинчен васкаса анчӗ те вӗсене хирӗҫ чупрӗ.

— Ара ку Маюк-ҫке, матрос тумӗпе ӑна тӳрех паллама та ҫук, — тӗлӗнчӗ Кирюк. Сасартӑк хӗр чупма чарӑнчӗ те утӑмӗсене хӗсметри пекех пичетлесе юлташӗсен умне ҫитсе тӑп чарӑнчӗ, честь парса:

— Аслӑ матрос Мария Артомонова сире курма килсе ҫитрӗ. Мӗнле хушусем пулаҫҫӗ?

— Эпир командирсем мар, нимле хушу та памӑпӑр, — ытакласа илчӗ Ҫинук тантӑшне. — Эсӗ йӗкӗт пекех патварланнӑ, матрос тумӗ те сан ҫинче ятуллӑ курӑнать. Ҫутӑ ӑмсану вӑранчӗ манра, ҫар ретне каяс кӑмӑл вӑранчӗ. Кавӗрле пӗлет-и-ха эсӗ Хусантине?

— Ҫук-ха, поезд ҫинчен сехет каярах антӑм та тӳрех кунта васкарӑм. Унпа эпӗ кӑнтӑрла иртсен тӗл пулма палӑртрӑм.

Ҫак вӑхӑтра ҫамрӑксем патне Арсен Ваганович ҫитсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунса Маюка тӗсесе пӑхрӗ. Ун сӑнӗнче вӑл хӑй ҫамрӑклӑхне курчӗ.

— Ну, авани хӗрӗм, эсӗ каснӑ-лартнӑ эпӗ. Пӗр вӑтанми мана атте теме пултаратӑн. Атпӑрине михӗре пытараймӑн, манӑн хӗр пуррине мӑшӑрӑма веҫех каласа патӑм. Вӑл паллаштарма ыйтать. Кӗҫӗр е ыран каҫ, Маюк хӗрӗм, эсӗ пирӗн патра ҫӗр каҫатӑн. Халӗ ӗҫ кунӗ, сӑмах ваклама вӑхӑт хӗсӗкрех — эпӗ вӗт йышӑну комиссийӗн ертӳҫи.

— Юрать, атте, эпӗ те халь пединситута васкатӑп. Кӗҫӗр эпӗ Ҫинукӑн пиччӗшӗ патӗнче ҫӗр каҫӑп, ыран — сирӗн патра.

Хӗрӗ ҫирӗп утӑмсемпе кайнине Арсен Ваганович кӑштах пӑхса тӑчӗ те:
— Кун пек хӗрпе мӑнкӑмӑлланмалӑх та пур, — терӗ вӑл Ҫинукпа Кирюк ҫине пӑхса.
Утӑмӗсенченех вӑл ҫирӗп кӑмӑллине туятӑн.

Тата тепӗр экзамена та савнисем ӑнӑҫлӑ пачӗҫ — иккӗш те пиллӗк паллӑсем илчӗҫ. Тата тепӗр савӑнӑҫ та ҫитрӗ вӗсене ҫак кун. Ректор эмел ӑслакан ушкӑна хӑй пӳлӗмне пухрӗ. Мускавра лейкоз чирне сиплекен эмеле ырланӑ, ҫак кӑткӑс ӗҫре палӑрнисене укҫа премийӗсем пама сӗннӗ.

— Халӗ бухгалдерине кайӑр та хӑвӑра тивӗҫекен премие илӗр. Чун-чӗререн саламлатӑп сире пысӑк ҫӗнтерӳпе. Малашне тата та матуртарах пулӑр, — хавхалантарчӗ ректор ушкӑна.

Ҫинукпа Кирюк халиччен кун пек пысӑк укҫа аллисенче тытса курман. Унпа мӗн тумаллине те пӗлмеҫҫӗ.

— Ха! — ҫамкинчен ҫапрӗ хӑйне Кирюк. — Ара ҫырӑнма каясси тата пӗр эрне ҫеҫ юлчӗ вӗт. Мӑшӑрлану керменне эпир санпа джинсы шалаварпа та юпкӑпа каятпӑр-им? Атя халех лавккана, мана валли чи хӳхӗм костюм, сана — фата туянӑпӑр.

— Чим-ха, чим, ҫамрӑк ӑйӑр пек ан тӗпӗрте-ха, — пусарать Кирюкӑн ҫунатланнӑ кӑмӑлне Ҫинук. — Маюкпа Кавӗрлене те хамӑрпа илӗпӗр. Пӗр пуҫ лайӑх та иккӗ пулсан тата авантарах вӗт.

— Пирӗн ахаль те икӗ пуҫ.

— Ҫук ҫав, Кирюк, халь эсӗ пуҫӗ, эпӗ мӑйӗ ҫеҫ…

Ҫинукпа Кирюк алран алла тытрӗҫ те Хусан унверситечӗ еннелле васкарӗҫ, хирӗҫ скверта тупрӗҫ вӗсем юлташӗсене, Кавӗрлепе Маюк ыталашнӑ та чуп тӑвасран хӑтӑлаймаҫҫӗ, вӗсемшӗн ҫут тӗнчере ҫак асамлӑ самантра никам та ҫук тейӗн.

— Ҫитӗ ӗнтӗ ҫитӗ, каҫа валли хӑварӑр тутӑрсене, — татрӗ савӑшу хӗмне Кирюк. — Халь пӑртак пире итлӗр-ха.

— Мӗн сиксе тухнӑ, Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫурӑлман пуль те, — ӳпкелешет Кавӗрле чун савнине тӑраниччен чуп тума паманшӑн.

— Ҫӗрӗ чиперех ҫаврӑнать-ха хӑй тӗнӗлӗ тавра. Эрнерен эпир Кирюкпа ЗАГСа ҫырӑнма каятпӑр, пирӗн кунтелейсем пулма тархаслатпӑр сире.

— Эпир хаваспах килӗшетпӗр, — кӑшкӑрнӑ евӗрех хуравлаҫҫӗ чун савнисем.

— Апла-тӑк, кайрӑмӑр халь Хусан универмагне. Кирюка ҫеҫтелӗ костюм, мана валли фата, туй кӗпи туянӑпӑр — васкатать пурне те Ҫинук.

— Маюк, эпир санпа хӑҫан ҫвӑн пек яваплӑ утӑма тӑватпӑр? — ыйтать Кавӗрле савнийӗ ҫине ӑшшӑн пӑхса.

— Пуҫна ан ус, ҫитӗ пирӗншӗн те вӑхӑт. Мана пӗр уйӑхлӑхах ячӗҫ отпуска. Яла кайса анне пурнӑҫне куратӑп та ӑна йывӑр пулсан киле таврӑнатӑп. Вӑт ҫавӑн чухне туй та тӑвӑпӑр. Халь маншӑн чи хаклӑ хыпара итлӗр — эпӗ куҫӑн мар вӗренекен студент. Пӗр сӑмахсӑр йышӑнчӗҫ мана. Ыран йышӑннине ҫирӗплетекен сесси пулать. Контрольнӑй ӗҫсем, вӗренӳ планӗсене илетӗп те сирӗнпе пӗрле Тӑрнапуҫне.

— Саламлатпӑр сана хӑв тӗллевӗ патне ниме пӑхмасӑр ҫитме ӑнтӑлнишӗн.

Мӗтри пиччӗшсем патӗнче Ҫинукпа Маюк пушӑ пӳлӗмре вӑрах калаҫрӗҫ. Ҫинук Кирюкпа вӗсем арлӑ-арӑмлӑ пекех пурӑннине тантӑшне вӑтана-вӑтана каласа пачӗ.

— Маюк, эсӗ тӗлӗнтӗн пуль-ха ман хӑтлануран, аслӑ пӗлӳ иличченех качча тухма васканинчен. Ан тӗлӗн. Пурнӑҫӑн кашни тапхӑрӗн хӑйӗн вӑхӑчӗ. Аттепе анне пӗр пӗчӗк пепкене усрава илни ман пурнӑҫа тепӗр май ҫавӑрса хучӗ. Витюк шӑллӑма алӑ ҫинче йӑтса ҫӳренӗ чух манра хамӑн та анне пулас туйӑм чун-чӗрере хӑватлӑн вӑранса пӗтӗм ӑс-тӑна тыткӑнларӗ. Ача вӑл юрату чечекӗ. Юрату та пире ҫирӗп тыткӑнлать, юратуранах анне пулас туйӑм калчаланать. Иккӗмӗш курса пӗтернӗ вӑхӑталла пирӗн, Кирюкпа иксӗмӗрӗн юрату чечекӗ ҫуралатех, — шантарать тантӑшне Ҫинук.

— Сирӗн тӗслӗхӗр ерекен чир пекех, ман чунра та анне пулас туйӑм йӑшӑлтатса илчӗ. Вӑл веҫех тыткӑнласа илсен ҫар хӗсметне хӑварса яла таврӑнмаллах пулӗ. Кавӗрлепе иксӗмӗрӗн те хӳхӗм чечек пулӗ, — ҫирӗппӗн каларӗ Маюк.

* * *

Тепӗр кунне сесси хыҫҫӑн Маюк медуниверситета ҫитрӗ. Ӑна тӑван ашшӗ крыльца ҫинчех кӗтсе илчӗ. Шӑкӑлтатса калаҫсах утрӗҫ вӗсем Арсен Вагановичсем патне. Мӑшӑрӗ, Антонина, сапӑррӑн кӗтсе илчӗ. Апат хыҫҫӑн Маюк хӑй пурнӑҫне веҫех каласа пачӗ. Унӑн сикчевлӗ кун-ҫулне итленӗҫемӗн Антонина Васильевнан куҫӗсем шывланчӗҫ.

— Куҫҫуль кирлӗ мар. Эпӗ ҫав йывӑрлӑхсенчен ҫирӗпленнӗ кӑмӑлпа юлташсен пулӑшӑвӗпе тухрӑм. Эпӗ хама халь ҫав тери телейлӗ, хам ҫак тӗнчере кирлӗ пек туятӑп. Тӗрӗслӗхе шырани тӑван аттене тупма пулӑшрӗ. Вӑл ҫут тӗнчере пурри маншӑн чи пысӑк пуянлӑх. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗсенче йыврлӑхсем сиксе тухсан вӗсене ҫӗнтерме канаш ыйтма ман халь чи ҫывӑх ҫын — атте — пур. Мӗн чухлӗ уншӑн тӗмсӗлсе пурӑннине шута илмӗпӗр. Манӑн халь икӗ атте: пӗри пӑхса ҫитӗнтерни, тепри — пурнӑҫ пани. Аттеҫӗм, эсӗ хӑв ҫине ан тарӑх, ман пирки ҫамрӑклӑхри шухлӑхӑн йӑнӑшӗ тесе ан шутла. Эпӗ пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрӗсех утатӑп. Акӑ пединститута куҫӑн мар вӗренме те кӗтӗм. Эпӗ сан пекех вӗрентекен пулатӑп.

— Маттур! Манах хывнӑ эсӗ. Эпӗ ҫамрӑклӑхри шухлӑха тахҫанах сивленӗ, анчах сана пурнӑҫ йӑнӑшӗ теместӗп. Эсӗ ҫут тӗчере пурри мана та хавхалантарать. Тепӗр чух Хусана килсен тӳрех пирӗн пата кӗр, тӑван хӗре яланах сапӑрлӑхпа кӗтсе илӗпӗр.

— Эрне вӗҫӗнче Кирюкпа Ҫинук ҫырӑнаҫҫӗ. Вӗсем мана кунтелейе ҫураҫрӗҫ, унтан — тӑван Тӑрнапуҫне.

Ҫитрӗ ҫав кун. Мӑшӑлану керменӗ патӗнче темиҫе ушкӑн ҫырӑнтару залне чӗнсе кӗртессе кӗтет. Ҫак савӑнӑҫлӑ куна палӑртма Ҫинукпа Кирюк факультечӗн студенчӗсем пурте тенӗ пекех килнӗ. Мӗтри пиччӗшпе инкӗш, Арсен Вагановичпа мӑшӑрӗ аяккинерех тӑнӑ та хальхи пурнӑҫа тишкерсе сӳтсе яваҫҫӗ.

— Ҫамрӑксем пӗрлешеҫҫӗ — тӗк, пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть вӗт э? — тет Арсен Ваганович.

— Ҫапла, ҫак савӑнӑҫлӑ кун савакансен асӗнче ӗмӗрлӗхе тӑрса юлать, — килӗшет унпа Мӗтри пиччӗш. — Юратӑвӑн чи ҫӳллӗ тӑрри мар-ха ку, вӗсен ачасем — пурнӑҫ чечекӗсем — ҫуралсан ҫеҫ вӑл тӑрӑланса чи яваплӑ тапхӑр пуҫланать. Ҫав пепкесенчен чӑн-чӑн ҫын тӑвасси.

Ҫырӑнтару хӑвӑрт иртрӗ. Кирюкпа Ҫинука чечек ҫыххисен айне турӗҫ. Шампань эрехӗн кӗленче пӑккисем салют евӗр панклатса сывлӑша сирпӗнчӗҫ.

— Йӳҫӗ, йӳҫӗ! — кӑшкӑраҫҫӗ пур енчен те.

Кирюкпа Ҫинук хӗреле-хӗрелех вӑрахчен чуп турӗҫ.

— Халь хула хӗрринчи хурӑнсен ращине каятпӑр, — пӗлтерчӗ Арсен Ваганович.

Ушкӑнри ҫынсем тара тытнӑ икӗ пӗчӗк автобуса ларчӗҫ, хӑшӗсем хӑйсен ҫӑмӑл машинисемпе Хусан урамӗсемпе вӗҫтерчӗҫ. Ращан пысӑках мар уҫланкинче савӑнӑҫлӑ ӗҫкӗ пуҫланчӗ. Кавӗрлепе Маюк хатӗрленӗ шашлык пурин кӑмӑлне те кайрӗ. ӗҫкӗ вӗҫленсен хӑйсем хыҫҫӑн апат юлашкисене веҫех пуҫтарса пысӑк полиэтилен миххине тултарса хулана таврӑнчӗҫ. Ҫул тӑрӑшшӗпех юрӑ юхрӗ уҫӑ чӳречесенчен.

Мӗтри пиччӗшсем патне ҫитсен тӑватӑ юлташ ыран Тӑрнпуҫне каясси пирки калаҫса татӑлчӗҫ.

— Шел, эпӗ сире хам машинапа яла ҫитерейместӗп, — кулянчӗ Мӗтри пиччӗш. — Манӑн пӗр кӑткӑс ыйтӑва ыранах татса памалла. Туя ҫитетпӗрех.

Сасартӑк Маюкӑн кӗсье телефонӗ янрарӗ.

— Маечка, эсӗ часрах васкавлӑ пулушу больницине ҫитме тӑрӑш-ха, — илтрӗ вӑл Антонина Васильевнан пӑлхануллӑ сассине. — Эпир аҫупа автомобиль катастрофине лекрӗмӗр, аҫу тем пекех вӑйлӑ сусӑрланчӗ, ӑна юн ямалла. Больницара ун ушкӑнне кӗрекен юн ҫук. Тен санӑн юну ӑна килӗшӗ?

— Часах эпӗ ҫитӗп, кӗтӗр! — терӗ те юлташӗсене ашшӗ пысӑк инкеке лекнине пӗлтерчӗ. — Эпӗ вӑл больници ӑҫтине те пӗлместӗп, хавль вара кашни минучӗ хаклӑ…

— Мӗн кӗтсе тӑратпӑр-ха апла, лар Маюк машинана! — хушрӗ Мӗтри пиччӗш.

— Эпир те юлмастпӑр, эпир те пыратпӑр, — васкаса ларчӗҫ юлташӗсем. Машина хӑвӑрт чупрӗ хула урамӗсемпе. Вӗсене крыльца ҫинче Антонина Васильевна кӗтсе илчӗ. Маюкӑн юнне тӗрӗслерӗҫ те чӑлт шурӑ йӗм, кӗпе тӑхӑнтартса ашшӗ выртакан пӳлӗме илсе кӗчӗҫ, ашшӗпе юнашар койкӑ ҫине выртарчӗҫ. Ашшӗ шурса кайнӑ, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлать. Хӗрӗн юн тымарне йӗпе тирӗнтерсенех витӗр курӑнакан трубкӑ тӑрӑх Маюкӑн юнӗ чупа пуҫларӗ. Маюк ашшӗ ҫинчен куҫне илмест. Вунӑ минут пек выртсан ашшӗ сӑнне хӗрлӗ тӗс кӗре пуҫларӗ, сывлӑшӗ те тикӗсленчӗ. Ҫур сехет пек выртсан юн ярассине чарчӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Арсен Ваганович тӑна кӗчӗ. Хӑйпе юнашарах койкӑ ҫинче Маюк выртнине курсан хӑраса кайрӗ, тем калас терӗ, анчах вӑйӗ ҫуккипе сасси тухмарӗ.

— Вӑй кӗрсен калаҫӑр, халь пӗр сӑмах та, — асӑрхаттарчӗ тухтӑр. — Эсӗ те, Маюк, тӑма ан васка, — терӗ те тухтӑр пӗр сестрине хӑлхинчен тем пӑшӑлтатрӗ. Лешӗ пуҫӗпе сӗлтрӗ те пӳлӗмрен хӑвӑрт тухса кагор текен хӗрлӗ эрехпе таврӑнчӗ. Маюка ҫур стакан кагор пачӗ тухтӑр.

— Тӳрех ӗҫсе ан яр, сыпкӑм-сыпкӑм ӗҫ, ун чухне вӑю та таврӑнӗ, ак ҫак плиткӑ шкалада ҫисе яр. Эсӗ паян ҫынна леш тӗнчерен ҫӗр ҫине каялла тавӑртӑн…

— Вӑл ҫын кӑна мар, вӑл ман тӑван атте, — ҫурма саспа каларӗ Маюк.

Ҫур сехет выртсан Маюка ура ҫине тӑма ирӗк пачӗҫ.

— Пуҫӑ ҫаврӑнмасть-и, кӑмӑлу пӑтранмасть-и? — ыйтрӗ тухтӑр.

— Пурте чиперех, — тавӑрчӗ Маюк.

— Апла ӗҫ-пуҫ япӑх маррине ыттисене те тухса пӗлтерер.

Коридорта вӗсене сӳрӗк сӑн-сӑпатлӑ юлташӗсем, Антонина Васильевна, халерех килсе ҫитнӗ Арсен Вагановичӑн ывӑлӗпе хӗрӗ тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑраҫҫӗ.

— Кӑмӑлӑрсене ҫемҫетӗр. Ак ҫак хӗр инкеке ҫӗнтерме пысӑк тӳпе кӗртрӗ. Халь хӑрушлӑх хыҫра. Пӗр эрнерен Арсен Ваганович больницаран тухасса шантаратӑп. Унӑн шӑмми-шакки ниҫтан та хуҫӑлман. Вӑйлӑ ҫапӑнӑва пула мӑӗнчи юн тымарӗ татӑлнипе юнне нумай ҫухатнӑ. Юрать-ха ҫухалса каман, тымара вӑйлӑ пӑчӑртаса тытма ӑс ҫитернӗ. Ыран ӑна пӗтӗмӗшле палата куҫаратпӑр, — пӗлтерчӗ тухтӑр. — Халь килӗре кайӑр, ун патне паян никама та кӗртместпӗр.

* * *

Тӑватӑ юлташ больницана 8 сехетрех ҫитрӗ. Антонина Васильевна ҫакӑнтах ҫӗр каҫнӑ пулас, ретлӗ ҫывӑрманнипе час-час анасласа илет. Арсен Вагановича 9 сехетре пӗтӗмӗшле палата куҫарсан пурне те ун патне кӗме ирӗк пачӗҫ. Вӑйсӑртарах кулӑпа кӗтсе илчӗ вӑл хӑй патне килнисене. Палатӑри ҫынсем калаҫма чӑрмантарас мар тесе хӑшӗ коридора, хӑшӗ уҫӑлса ҫӳреме урамах тухрӗҫ.

— Мӗнлерех халсем, атте? — кӑсӑкланчӗ пӑшӑрханчӑк саспа Маюк.

— Турӑ пулӑшнипе, эсӗ, хӗрӗм, тӑрӑшнипе аванах туятӑп хама. Халь эпир санпа икӗ хут тӑванлӑ — пӗртен эсӗ манран ҫуралнӑ, тепӗртен сан юну мана вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ. Сиплекен тухтӑр манӑн ушкӑна кӗрекен юн Хусанти больницасенче пӗринче те ҫук тет. Эпӗ Турра питех шанман, хам ҫине хӗрес халиччен хуман. Мӑшӑрӑм чиркӗве ҫӳренине сивлемен, анчах ӑшӑмра кулнӑ. Инкек ҫитсе ҫулӑхсан ҫеҫ эпир Турра асӑнатпӑр. Пурах Вӑл, халь вӑл пуррине шанатӑп. Вӑл сана илсе килнӗ Хусана мана инкекрен ҫӑлса хӑварма, халь сан юну ман пӗвӗмре чупать. Тавта пуҫ сана. Турӑ сыхлатӑр сана, — тесе хӗрес хучӗ Маюк ҫине Арсен Ваганович, хӑй те сӑхсӑхса илчӗ.

— Санӑн нимӗн те ыратмасть-и? — ыйтрӗ Антонина Васильевна.

— Ҫук, ниҫтан та, нимӗн те ыратмасть, пуҫра ҫеҫ темле шав тӑрать. Вӑл та часах иртет терӗ тухтӑр. Машинана шел, тӳрлетме май пур-ши ӑна?

— Ан пӑшӑрхан, Вазген ывӑлӑмӑр ӑна мастерскойне эвакуатор тытсах юсава леҫрӗ, — лӑплантарчӗ мӑшӑрне Антонина Васильевна. — Чипер чупакан туса парсан ӑна сутса ямалла та ҫӗннине туянӑпӑр.

— Эх! Тем пекех Ҫинукпа Кирюк туйне каясшӑнччӗ, кӗтмен инкек ӗмӗтӗме татать пулас.

— Унчен эсир сывалса ҫитетӗр, туй тата ик эрнерен ҫеҫ вӗт, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Кирюк.

— Ҫапла пултӑрччӗ те, — йӑл кулчӗ Арсен Ваганович. — Эсир Тӑрнапуҫне ыранах кайӑр, мана пӑхса ан тӑрӑр.

— Ҫук, атте, эпӗ юлатӑп-ха. Эсӗ уралансан ҫеҫ эпӗ те яла кайӑп, — тавӑрчӗ Маюк.

Палата тухтӑрпа сестра килсе кӗчӗҫ.

— Эсир чирлине канма парӑр. Антонина Васильевна, эсир те килӗре кайса ҫывӑрса илӗр, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн шӑп сехет вӗҫленнӗ тӗле чӑх шӳрпи пӗҫерсе килӗр, ашӗ те пӑсмасть. Халь пурте палата пушатӑр.

Ҫинукпа Кирюк, Кавӗрле Мӗтри пиччӗшсем патне, Маюкпа Антонина Васильевна Татулянсен хваттерне утрӗҫ. Хваттер хуҫяйкине Маюк тӗкеллесех ҫывӑрма выртма хушрӗ, хӑй ҫывӑхри лавккаран чӑх тушки илсе килсе шӳрпе пӗҫерме пуҫӑнчӗ.

«Вӑт вӗт пурнӑҫ епле вылянчӑк, — шутлать Маюк, — чи ҫывӑх ҫынна тупнин савӑнӑҫӗ ӑш-чике те веҫех вырнаҫа ҫитеймерӗ ӑна Маюк самантрах ҫухататчӗ вӗт. Енчен те вӑл Хусана килсе ҫитмен пулсан ашшӗ сывӑ юлаятчӗ-ши? Тем тесен те Турӑ пурах! Вӑл васкатнӑ мана Хусана хӑвӑртрах ҫитме. Кавӗрле мӗн шутлат-ши кун пирки? Унпа пӗрлешме сӑмах татнӑ, эпӗ ӑна венчете илсе кӗретӗпех», — татӑклӑ тӗвӗлесе хучӗ ӑсӗнче Маюк.

Часах Антонина Васиьевна ыйхӑран вӑранчӗ. Вӗсем Маюкпа больницана васкарӗҫ. Сыватмӑш картишӗ пысӑках мар парка аса илтерет: ак пӗр тӑрӑх ӗмӗр ешӗл чӑрӑшсем тавралӑха техӗмлӗ шӑршӑ сарса лараҫҫӗ, ак пӗр йӑрӑм шурӑ хурӑнсем илемлӗн курӑнаҫҫӗ, вӗсемпе юнашарах тинтерех чечеке ларнӑ ҫӑкасем. Вӗсен сиплӗ чечекӗсем ҫинчен вӗлле хурчӗсем пыл пухаҫҫӗ. Ҫак пӗчӗк паркрах пилешӗ те, ҫӗмӗрчӗ те, паланӗ те вырӑн тупнӑ. Тӗп аллея хӗррипе чирлисене, вӗсене курма килекенсем валли илемлӗ сакӑсем лартса тухнӑ. Лапсӑрка чӑрӑш айӗнче тӗл пулчӗҫ те Маюкпа Антонина Васильевна Ҫинукпа Кирюка, Кавӗрлене. Шавлӑ тӗл пулу хыҫҫӑн больница крыльци еннелле хускалчӗҫ ҫеҫ пурте тӑп чарӑнчӗҫ — картлашкасем тӑрӑх васкамасӑр Арсен Ваганович аялалла анать, ун сӑнӗнче ӑшӑ кулӑ ялкӑшать.

— Эс ытла васкатмастӑн-и хӑвна чӗртме? — пӑшӑрханать Антонина Васильена.

— Ним чухлӗ те, — тавӑрать упӑшки, — тухтӑр хӑй хушрӗ ҫак илемлӗ паркра шӑм-шака ҫемҫетме, икӗ кунтан киле яма та пулать пуль терӗ. Пӗр сӑмахпа, Маюк юнӗ ман пӗвӗмшӗн ҫав тери уссӑллӑ пулнине пӗлтерчӗ. Тавта пуҫ сана, хӗрӗм, эсӗ ҫак тӗнчере пурришӗн, эпӗ саншӑн Аслӑ Аттемӗр умӗнче яланах кӗл тӑвӑп, сан ятна ӗмӗрӗмре пысӑк хисепре тытӑп. Татулянсем ырра нихӑҫан та манмаҫҫӗ, — ытамларӗ ашшӗ хӗрне. Икӗ тӑван чун пӗрлӗхне татас мар тесе паркри йвӑҫ ҫулҫисем те шепӗлтетме пӗр авкана пӑрахрӗҫ, тавралӑх шӑплӑх айне пытанчӗ.

— Атте, эсӗ мана мухта-мухта вӑтантара пуҫларӑн…

— Э, хӗрӗм, ырӑ ӗҫрен нихӑҫан та ан вӑтан. Сайра халь Ҫӗр ҫинче сан евӗр ыр кӑмӑллисем, ҫынна инкекрен ҫӑлма васкакансем. Урамсенче тискер ӳнерсене сахал мар курнӑ: ушкӑнпа пӗччен ҫынна сусӑрлатиччен хӗнеҫҫӗ, пысӑк ушкӑн концерт курнӑ пек пӑхса тӑрать. Никам та чарма васкамасть. Хальхи хатарлӑ йӗрке ҫынсен чунӗсене чурӑслӑх, тӗрӗсмарлӑх мӑскалпа мар, лавӗпех кӗртсе хучӗ. Ҫынлӑх хӑҫан каялла таврӑнасси те курӑнмасть. Эпир ҫакӑн пек пурнӑҫ патне ӑнтӑлнӑ-и-ха вара? Ҫук, ӑнтӑлман. Ку вӑл влаҫ суккӑрлӑхӗ. Урамсенче мӗн чухлӗ ыйткалакан, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ мӗскӗнсем? Вӗсене те курмасть влаҫ. Капла майпа аслӑ Рассей ӑҫта пырса тухӗ, ӑна никам та уҫҫӑн калаймасть.

— Ҫитӗ-ха сана, Арсен, пӑлханма, — чарчӗ Антонина Васильевна мӑшӑрне. — Эпир тулхӑрнипех самани улшӑнас ҫук. Сан халь часрах сывалма хӑвна лӑпкӑ тытмалла. Ун чухне Ҫинукпа Кирюк туйне те ӗлкӗрӗпӗр.

— Ара чӗре ыратать-ҫке Танюша…

— Апла-тӑк пачах лӑплан…

Сӑмах туй пирки тапрансан Арсен Ваганович сӑнӗ ҫуталчӗ. Тӑватӑ ҫамрӑк тус ҫине пӑхса вӗсене пӗр тӑхтами Тӑрнапуҫне кайма васкатрӗ.

— Мана сехетсерен вӑй кӗрсе пырать. Ак Маюк пӗҫернӗ чӑх шӳррпине, ашне ҫиетӗп те пӑхаттире ҫаврӑнатӑп. Мана пӑхса ан тӑрӑр, туя ӑна хатӗрленмелле вӗт. Ыранах ҫула тухӑр. Эпир Танюҫапа туя ҫитетпӗрех. Больницаран тухсанах ҫӗнӗ ҫӑмӑл машина туянса яратӑп, ывӑлпа хӗре те сирӗн туйӑра илсе пыратӑп. Турӑ кӑна пулӑштӑр!

Ҫак ырӑ сӑмахсемпе уйрӑлчӗҫ ҫамрӑк юлташӗсем Арсен Вагановичпа Антонина Васильеваран. Пурте тата тӗрлӗ тавар сутакан пысӑк лавккана кӗрсе тӑванӗсем валли парнесем туянчӗҫ. Маюк Петруҫ ашшӗ, Таиҫ аппӑшӗ, ачисене валли кӗпесем, вылямалли теттесем туянчӗ. Лавккаран тухсан ыран ирпе ӑҫта тӗл пулассине калаҫса татӑлчӗҫ те Маюк Татулянсем, Ҫинукпа Кирюк Мӗтри пиччӗшсем, Кавӗрле аппӑш патне саланчӗҫ.

* * *

Тӑрнапуҫне пӑрӑнса кӗрекен ҫул юппинче автобусран тӑватӑ юлташ анса юлчӗ. Путӑк-шӑтӑклӑ асфальтлӑ ҫулпа шӑкӑлтатса калаҫса утрӗҫ вӗсем.

— Пӑхӑр-ха епле илемлӗ пирӗн тӑван ял, — савӑнӑҫлӑн йӑл кулать Маюк. — Ялӑн вӑтаҫӗрӗнче чиркӳ каланчи таҫтанах курӑнса ларать, унпа юнашарах эпир вӗреннӗ шкул, вӗсенчен инҫех те мар Культура керменӗ. Ҫурчӗсем еплерех шатрун курӑнаҫҫӗ кунтан…

— Ҫапла та-ха, — хутшӑнать калаҫӑва Кавӗрле, — кашни шыв чӑххи хӑй лачакине мухтать…

— Чим-ха, чим, хӑҫантанпа вара пӗчӗк тӑван ҫӗршыв саншӑн лачакана ҫаврӑнчӗ, — куҫӗсене чарсах тӗлӗнет Маюк. Ҫинукпа Кирюк та Кавӗрле ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхаҫҫӗ. — Хусан саншӑн сӑмала шӑршиллӗ чул миххи, унта пурӑнакан ҫынсен культури те сана килӗшмест тата хӑҫантан эпӗ саншӑн шыв чӑххине ҫаврӑнтӑм? — кӳренсе, тарӑхса ыйтать Маюк.

— Чӑнах та, — Маюк хутне кӗреҫҫӗ Ҫинукпа Кирюк. — Тен эсӗ пире те тискер чӗрчунсемпе танлаштаратӑн.

— Ан кӳренӗр-ха, юлташсем. Чӗлхем мӗн персе янине те хӑш-пӗр чух ӑнланмастӑп. Пурнӑҫра йӑнӑш лачакине ҫаклантӑм та хама ҫынсем умӗнче тем пекех айӑплӑ туятӑп. Ман чун-чӗрене кӳренӳ капланнӑ. Ҫавӑ тухать калаҫусенче манран. Лайӑххине те чи начарри пек куратӑп. Тӑван Тӑрнапуҫ чӑнах та чи илемлӗ ял, ҫыннисем те ыр кӑмӑллӑ, хитре чунлӑ, анчах ӑшри кӳренӳ чӗрӗп йпписем евӗр чӑркӑшлантарать. Ытла пысӑккине, ытама кӗменнине ҫӗклеме иртерех пуҫӑнмарӑм-ши? Ҫавна пула манран ырри вырӑнне усал хаярлӑх тапса тухнӑн туятӑп. Эпӗ те вӗт сирӗн ӳсӗмри ҫамрӑках. Ҫинукпа Кирюк лейкоз чирне парӑнтармалли ӗҫре чи пысӑк тӳпе кӗртнисем. Кун пирки мана Арсен Ваганович тӗплӗн каласа пачӗ. Ҫын пурнӑҫне тӑсассишӗн ҫанӑ тавӑрса, вӑхӑта уямасӑр кӗрешни чи пархатарлӑ ӗҫ. Маюк та пурнӑҫра паттӑрлӑх кӑтартрӗ — ҫын пурнӑҫне хӑй юнне парса вилӗмрен хӑтарса хӑварчӗ. Пӗр эпӗ ҫеҫ ҫынсене пӗр усӑ та кӳмен-ха. Ҫавӑнпах хама катӑк чул пек туятӑп.

— Ав мӗн кышлать иккен сан чунна, — пилӗкӗнчен ытакларӗ Кавӗрлене Маюк. — Пысӑкки ытамна кӗмесен пӗчӗккинчен пуҫла. Вырнаҫ эс ӗҫе Шуршыв район хаҫатне, вӗренме куҫӑн мар та пулать. Кӑҫалах. Эпӗ те яла таврӑнатӑп, эпӗ те куҫӑн мар вӗренетӗп. Кирюкпа Ҫинук умӗнче калатӑп — кӗркуннере туй кӗрлеттерӗпӗр. Ун чухне пӗр пуҫа тивекен хуйхӑ икке пайланать, пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсем те туйӑнми пулаҫҫӗ.

— Чӑнласах калатӑн-и ҫак сӑмахсене, — шанмасӑртарах пӑхать Кавӗрле Маюк ҫине.

— ӗненместӗн апла? — ҫаврӑнчӗ Маюк чиркӳ каланчи еннелле, — Акӑ кур, хам ҫине хӗрес хывсах тупа тӑватӑп. Ҫинукпа Кирюк мӑшӑрланаҫҫӗ-тӗк, пирӗн вӗсенчен мӗншӗн тӑрса юлмалла. Ҫынтан юличчен муртан юл теҫҫӗ вӗт ваттисем.

Кавӗрлен сӳрӗклӗхӗ ирхи тӗтре пекех сирӗлчӗ, Маюка пилӗкӗнчен ытакласа йӑтсах хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

— Апла эпӗ те туй хыҫҫӑнах Шуршыв район хаҫачӗн редакцине ҫитсе ӗҫ пирки калаҫса татӑлатӑп. Эх каять вара пурнӑҫ! Ҫитет сӑмалалӑ сывлӑш сывласа. Кунти таса сывлӑш эрех ӗҫнӗ пек ӳсӗртет.

Ҫапла шӳт ҫине шӳт ҫуралса пычӗ мӗн яла ҫитиччен. Анат кассине кӗрсенех ҫул темиҫене юпленет: пӗри Пӳлме кассине, тепри Тӗпел кассине, виҫҫӗмӗш Хир кассине каять. Каҫпа клубра тӗл пулма татӑлсан Кавӗрлепе Маюк Пӳлме кассине пӑрӑнса утрӗҫ. Касӑ вӗҫӗнчи ҫурт патӗнче ҫӳҫӗ шупкаланнӑ Ванчча мучи вӗсене чарчӗ.

— Эсӗ Эрҫюк ывӑлӗ Кавӗрле-ха, аванах-и?

— Аванах-ха, Ванча пичче, аванах. Ху мӗнлерех.

— Мӗн пултӑр мана, ҫамрӑк ӑйӑр пек ҫӳретӗп-ха. Ку матрос-хӗр кам иккенне мӑйран пуссан та палламап.

— Ку вӑл, Ванчча пичче, Яхруҫ аппа хӗрӗ Маюк. Ӑна Ҫар хӗсметӗнчен хӑйне лайӑх енчен кӑтартнипе отпуска янӑ.

— Ытла та ҫыпӑҫуллӑ-ҫке ун ҫинче матрос тумӗ. Чисти куҫа илӗртет.

— Эпир каяр-ха ӗнтӗ, Ванчча пичче, килсене ҫитсе ҫемьесене те курас килет.

Темченех пӑхса тӑчӗ ват ҫын ҫамрӑксем килӗшӳллӗн утнине. «Эпӗ те вӗт матрос пулнӑ, манӑн та кӑкӑр лаша пӗкки пек каҫрӑлса тӑнӑ. Эх, иртрӗҫ ҫав ҫулсем», — кулянчӗ ӑшӗнче шупка пуҫлӑ мучи.

* * *

— Анне, эпӗ килтӗм, — чӗнчӗ чӗркуҫленсех турӑшсем умӗнче кӗлӗ тӑвакан амӑшне Маюк. Яхруҫ вартах ури ҫине тӑрса сасӑ енне ҫаврӑнчӗ, аллисене вӗҫсе каясла сарса хӗрӗ патне утӑмларӗ. Ӑна хӑй ытамне илсе пуҫне Маюк хулпуҫҫийӗ ҫине хурса сасӑпах макӑрса ячӗ.

— Килтӗн-им, хӗрӗм, ҫитрӗн-им ылтӑнӑм, — ӗсӗкленӗн тухрӗҫ сӑмахӗсем, — кӗтсе илеймӗп тенӗччӗ эпӗ ҫак куна. Сасартӑк амӑшӗн аллисем Маюк пӗвӗ тӑрӑх шуса анчӗҫ, вӑл татах чӗркуҫленчӗ. Шывланнӑ куҫӗсемпе Маюк куҫӗнчен тилмӗрсе пӑхрӗ.

— Каҫар мана, хӗрӗм, каҫар. Аслӑ Аттемӗр умӗнче сана тархаслатӑп. Ачапча ӳсӗмӗнче анне ӑшшине сана параймарӑм. Пуҫӑмра пӗрмай укҫа шухӑшӗ тӑчӗ, таврара чи пуянни пулас терӗм. Хамри чун ӑшшине укҫашӑн сутрӑм, хам тунӑ хура ӗҫе сан ҫине ярса таса юлас тесе тепеҫлентӗм. Мӗнлерех хур кӑтартнӑ эпӗ сана.

— Анне, халех тӑр уру ҫине. Пулни-иртни тахҫанах Тарса шывӗпе юхса кайнӑ. Кӳрентернӗ, тарӑхтарнӑ пулсан та эсӗ мана пурнӑҫ парнеленӗ пӗртен-пӗр анне. Сан ҫине тарӑхнипе кайман эпӗ Ҫар ретне. Хамӑн ӗмӗте пурнӑҫлас тесе эпӗ салтак пултӑм, анчах сан ҫинчен кашни кун аса илнӗ, саншӑн чун-чӗрене ыраттарнӑ. Халь, ак, вӗренме те кӗтӗм. Ку кӑна та мар, эпӗ юлташсем пулӑшнипе тӑван аттене те шыраса тупрӑм. Вӑл — Арсен Ваганович Татулян, эрмен йӑхӗнчен.

— Тупрӑн апла?

— Тупрӑм анне, тупрӑм. Ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын, арӑмӗ те ун теветкел кӑмӑллӑ хӗрарӑм, манпа хӑй хӗрӗ пек ӑшпиллӗн калаҫрӗ.

— Эх, ӑссӑр мар-и ӗнтӗ эпӗ? Алла кӗме пултарнӑ телее хамах таптаса ҫӗрпе танлаштарнӑ. Манри мӗнпур ухмахлӑх атте-анне тӗрӗс ӑс-хакӑл пама тӑрӑшманнинчен килчӗ. Эпӗ вӗт Тилишухсен йӑхӗнче пӗртен-пӗр хӗр ача пулнӑ. Ачашлӑх ытамӗнче иртӗхсе ӳснӗ пулсан та ман кун-ҫул ҫавӑн чухнех сикчевленме пуҫланӑ. Сана та эпӗ Аслӑ Турӑ умӗнче пысӑк ҫылӑха кӗрсе пурнӑҫ панӑ. Иртнине каялла тавӑрма ҫук, анчах пӗр ҫулталӑк пӗчченлӗхре асапланни ман кӑмӑла ҫӗнетрӗ, ҫынсем, пурнӑҫ ҫине урӑх куҫпа пӑхма пуҫларӑм. Халиччен ман кӑмӑл тӳнтер пулнӑ-тӑк, паян вӑл пиччӗн енпе палӑрать.

— Ҫитӗ ӗнтӗ анне хӑвна питлесе кышлама. Пулни-иртнине ҫын куҫӗсене ӗмӗрлӗхе хупиччен те манаймасть. Эсӗ вӗсене ӑсна час-час ан кӗрт, ҫынсемпе ытларах хутшӑнӑва кӗр. Часах эсӗ те пӗччен пулмӑн. Ҫинукпа Кирюк туйӗ хыҫҫӑнах чаҫе таврӑнсан Ҫар хӗсметӗнчен анне пӗр пӗччен асапланать тесе хӑтарма ыйтатӑп, Тӑрнапуҫне таврӑнатӑп. Кавӗрле те таврӑнать. Тен, кӑҫал кӗркунне, пирӗн туй та та кӗрлӗ…

— Ай пӗсмӗлле! Ниушлӗ ҫын ҫине тӑруках ҫавӑн чухлӗ телей йӑтӑнса анма пултарать? Пӗлетӗн-и, Маюк хӗрӗм, пурнӑҫра чи хӑрушши — пӗчченлӗх. Атте хӳттинче ҫав хӑрушлӑх мана ҫитмӗ тесе шутланӑ, ун хӳттипех эпӗ халӑха та улталанӑ, Петруҫа та хам ҫумма ҫирӗп кӑкартӑм тесе шанса пурӑннӑ, сана та хамӑн суялӑхпа пылчӑкпа варалама хӑю ҫитернӗ. Анчах тӗрӗслӗх темле каварлӑ суялӑха та тӑрӑ шыв ҫине кӑларать. Хам таса юлас тенӗ ӗмӗт пӗр куна та ҫитмерӗ. Ҫемьере тӗрӗслӗх тупас ҫуккине ӑнкартса эсӗ хӑвна хӳтӗлеме шанчӑклӑ юлташсем хӑвӑрт тупрӑн. Вӗсен пуҫарӑвӗпе шкулта пуху ирттерсе Кӗлмук мучие те унта калаҫтарнӑ. Матур, эсӗ, ман хӗрӗм. Анчах мӗншӗн Ҫар ретне каймаллаччӗ? Пӗр-пӗринпе ӑшпиллӗн калаҫса тӗрӗслӗх патне ҫитеймен пулӑттӑмӑр-им?

— Анне, эсӗ ун чухне манпа пӗрре те ӑшшӑн калаҫман. «Ҫавна ту, кӑна ту», — хушусене кӑна илтнӗ. Ял хушшине тухсан Маюк Петруҫ хӗрӗ мар текен калаҫусене пӗрре мар илтнӗ. Пайтах пуҫа ватнӑ эпӗ кун пирки. Петруҫ аттепе хам юна ДНК тишкрӗвне ирттерес шухӑш ҫуралчӗ, халӑх калаҫӑвӗ чӑнлӑха уҫрӗ. Ҫирӗм ҫула яхӑн эпир суялӑх танатинче вӗткеленсе пурӑннӑ. Ҫав суялӑх сан пурнӑҫна та аркатса хӑварчӗ.

— Тӗрӗсне калатӑн хӗрӗм, халь эпӗ урӑх кӑмӑллӑ ҫын, ял-йышпа пӗр чӗлхе тупрӑм. Нумай та кирлӗ мар иккен ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма — тӗрӗслӗхе ҫеҫ мала хумалла. Ун чухне кун-ҫула та нимле сикчевлӗх те пусӑхлаймасть. Эпӗ халь яка та тикӗс ҫулпа утатӑп.

— Маттур эсӗ манӑн аннем. Ху ӑсупа ҫак шухӑшсем патне ҫитрӗн пулсан эсӗ маншӑн та ҫынсемшӗн те шанчӑклӑ ҫын.

— Апла каҫаратӑн?

— Анне, эпӗ сана тахҫанах каҫарнӑ. Турӑ каҫартӑр. Эпир санпа эп килнӗренпе калаҫатпӑр. Хырӑм сӑмахпа тӑранмасть, атя-ха мӗн те пулсан ҫиер.

— Ах, каҫар хӗрӗм, чейнике плита ҫине лртам-ха, — васкрӗ Яхруҫ тӗпелне. — Холодитльникре кӑлпассисем, сыр, сарҫу та пур. Пӗчченшӗн эпӗ сайра хутра кӑна яшка пӗҫернӗ.

Чейникри шыв вӗреме кӗрсенех вӗсем кӑлпассипе, сырпа, ҫӑкӑр ҫине ҫу сӗрсе чей ӗҫрӗҫ. Яхруҫ сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ те лавккине кайма пуҫтарӑнчӗ.

— Эпӗ те санпа ял курмалла пыратӑп, пӗччен мӗн туса ларас ман килте?

— Атя, хӗрӗм, атя, курччӗр ҫынсем эсӗ еплерех пикене ҫаврӑннине. Ҫар тумӗ те сан ҫинче ҫав тери ятуллӑ ларать, каччӑсем те сан ҫине ӑмсанса пӑхӗҫ.

Маюкпа Яхруҫ тӑкӑрлӑкпа тӳрӗрен тухмарӗҫ, ял урамӗсемпе лавкка патне ҫаврӑнӑҫран васкамасӑр утрӗҫ. Куран-пӗри вӗсене пуҫ тайсах сывлӑх сунчӗ, темченех амӑшпе хӗрне ӑшшӑн пӑхса юлчӗ. Вӗсене хусахла пурӑнакан Пракух тӗл пулчӗ, шанках хытрӗ, Маюка ҫавӑркаласа пӑхрӗ те:

— Ах, ватта юлтӑм пулас, ҫамрӑкрах пулсан эпӗ паянах ҫак пикене качча илме хатӗр. Ах Тур илемленсе кайнӑ эсӗ Ҫар хӗсметӗнче. Пирӗн ялтан халиччен Ҫар ретӗнче хӗрупраҫсенчен никам та тӑман. Сана курса, курӑр ак, ыттисем те салтака кайма пуҫлӗҫ. Маттур эсӗ, Маюк, пур енчен те маттур.

Маюк амӑшпе лавккара кӑшт тӑрсан тӑван ялне курса ҫӳреме тухса кайрӗ. Хӑй хыҫҫӑн пӗр ушкӑн хӗр пынине туять хӗр. Вӗсем хӑйсен хушшинче пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ, сӑмах тапратма вӑтанаҫҫӗ. Пӗри, хӑюллӑраххи чӑтаймарӗ, Маюка хуса ҫитрӗ те:

— Кала-ха, Маюк аппа, ҫара каяс кӑмӑл пур хӗрсене пурне те салтака илеҫҫӗ-и?

— Сывлӑх чипер пулсан никама та хирӗҫлемеҫҫӗ.

Каҫпа кӗтӳ кӗрсен Маюк Петруҫ ашшӗсем патне ҫитсе кученеҫӗсене пама кайрӗ. Вӗсен ҫурчӗ умне халӗрех кӑна тракторпа утӑ кӳрсе пушатнӗ. Петруҫа пулӑшма кӳрши-аршисем те пухӑннӑ — пурте типӗ утта вите тӑрне туса лартнӑ хуралтӑ патне сенӗксемпе йӑтаҫҫӗ. Петруҫ ашшӗ виҫ йӳплӗ сейникпе утта вите тӑрне парса тӑрать, шалтан Таиҫ сасси илтӗнкелет: ҫӗклеме хӑш еннерех памаллине каласа тӑрать. Маюк та сейник тупса утта вите патне йӑтма тытӑнчӗ.

— Хӗрӗм, варланса-ҫӳпӗленсе пӗтетӗн вӗт, — асӑрхаттарчӗ Петруҫ сывлӑх суннӑ май.

— Темех мар, атте, ҫӳппи-ҫаппи, тусанӗ хывӑнса силлесен веҫех тасалать.

Пӗчӗк ниме ӗҫӗ кал-кал пычӗ, ҫур сехет те иртмерӗ, типӗ утӑ шыв кайман хуралта вырнаҫрӗ. Таиҫ ҫӗре анчӗ, вӑл пӑшӑхса тарланӑ питне сапунӗн вӗҫӗпе сӑтӑрса илчӗ. Петруҫ пурне те пӳртне кӗме хушрӗ. Унӑн амӑшӗ Хвекле сӗтел ҫине тӗрлӗ ҫимӗҫ лартса тухнӑ. Эрех кӗленчи те, холодильникрен кӑларнӑскер, сивӗ пӑспа витӗннӗ. Таиҫ Маюка чи сумлӑ вырӑна лартрӗ. Сӗтел тавра йӗкрешсем явӑнаҫҫӗ.

— Анне, мана чӑх тукмакне пар-ха, — тет пӗри, — мана шур ашне, — ыйтать тепри. Вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса илме те хӗн.

— Хӑшӗ мӗн ятлӑ-ха кунта?

— Ку Сантӑр.

— Сантӑр шӑллм, тыт-ха ман кученеҫе, — кӑларчӗ Маюк пакетӗнчен вылямалли КАМАЗ машина, илемлӗ сантали, матроссенни пекех пӗчӗк телняшкӑпа шӑлавар. Сантӑрӑн куҫӗсем ҫак парнесене курсан савӑнӑҫлӑн ҫиҫсе илчӗҫ, питне ӑшӑ кулӑ тапса тухрӗ. Парнесем аллине кӗрсе ӳксенех вӑл чӑх тукмакӗ ҫинчен те манчӗ, тав турӗ те кайри пӳрте васкарӗ.

— Тепӗр шӑллӑмӗ мӗнле ятлӑ-ха?

— Вӑл пирӗн Хӗветӗр.

— Кил-ха, Хӗветӗр шӑллӑм, тыт ман кученеҫсене, — тесе ача аллисем ҫине Сантӑрӑнни пекех япаласем хучӗ. Хӗветӗр те кайри пӳрте васкарӗ. Часах йӗкрешсем ҫӗнӗ тумсемпе вӑтанчӑклӑн малтине кӗрсе тӑчӗҫ.

— Пӑхӑр-ха, пирӗн ҫуртра та халӗ матроссем пур, — савӑнӑҫне пытармарӗҫ Петруҫпа Таиҫ. Часах Маюк Петруҫ ашшӗн хулпуҫҫийсем ҫине илемлӗ кӗпе, Таиҫе тинӗс пек сенкер кофтӑпа пӗркерӗ.

— Тавта пуҫ сана хӗрӗм пире ҫапла сума сунишӗн, сана аса илсе тӑхӑнӑпӑр ҫак кӗпепе кофта, — терӗҫ кӑмӑлӗсем тулнӑ Петруҫпа Таиҫ. Петруҫӑн ашшӗпе амӑшӗ, Хӗветюкпа Урине те парнесӗр юлмарӗҫ: Маюк вӗсене илемлӗ ал тутрисем парса чысларӗ.

— Ытла та ырӑ кӑмӑллӑ эсӗ, Маюк, ӗмӗрӳ телейлӗ савӑнӑҫпа ирттӗр, — терӗҫ ватӑсем.

Нимене пухӑннӑ ҫынсем салансан Маюк кӑштах калаҫса ларчӗ те килне васкарӗ. Амӑшӗ часах ӗҫрен килмелле. Холодильникӗнче чӑх тушки пурччӗ. Амӑшне вӑл чӑх яшкипе кӗтсе илме тӗвӗлерӗ.

* * *

Тӑватӑ юлташ каҫпа Культура керменӗнче тӗл пулчӗҫ. Хуласенче вӗренекенсем те каникула килнипе ҫамрӑксем йышлӑ. Пӗр класра вӗреннисем Ҫинукпа Кирюка, Кавӗрлепе Маюка сырса илчӗҫ, тӗрлӗ ыйтусем парса тултарчӗҫ. Хӗрсем Маюкран хӑпа пӗлмерӗҫ, хӑшӗ-пӗри матрос тумне пӳрнисемпех хыпашласа пӑхрӗ. Тантӑшӗсен тимлӗхӗ Маюка йӑлӑхтарса ҫитере пуҫларӗ. Юрать-ха вальс кӗвви янрарӗ. Кавӗрле хӗре зал варрине илсе тухрӗ, ыттисем те мӑшӑрланса ташша пикенчӗҫ.

Залӗ пысӑк, кӗвӗ майӗпе ҫаврӑнма пурне те вырӑн ҫитет. Кавӗрле стена ҫумӗнче пӗр хӗр пӗчченлӗх кичемӗнче ташлакансем ҫине ӑмсанса пӑхса тӑнине курчӗ.

— Кам ара вӑл, халиччен эпӗ ӑна пӗрре те курман, — кӑсӑкланать Кавӗрле.

— Хӑна хӗрӗ вӑл, Уҫтюк аппасем патне килнӗ.

— Маюк, эсӗ ан кӳрен, ан кӳлеш, тепӗр ташша эпӗ ӑна илсе тухатӑп. Тӑрнапуҫсем хӑнасене яланах сапӑр пулнӑ, кунта хӗр тунсӑхпа кичемлӗх тыткӑнӗнче.

— Илсе тух, эпӗ хирӗҫ мар. Ялти яш-кӗрӗм манран ютшӑннӑ чух эпӗ те стена ҫумӗнче сахал мар тӑнӑ. Ылханаттӑм эпӗ ун чухне мӗнпур тӗнчене.

— Юрӗ ӗнтӗ, аса илсе чӗрӳне ан вӗчӗрхентер.

Часах вальс кӗвви вӗҫленчӗ, тепӗр ташӑ кӗвви янрарӗ. Кавӗрле хӑна хӗрне ташша илсе тухрӗ. Хӗрӗ ӑста ташлать. Ятне те, хӑш ялтан иккенне те ыйтса пӗлчӗ каччӑ хӗртен. Илешнирен иккен.

— Ман анне те Илешнисем, эпир капла тӑвансемех пулса кайрӑмӑр.

Ташӑ вӗҫленсен Кавӗрле хӑна хӗрне хӗрсен ушкӑнӗ патне ҫитерчӗ, хӑй сцена ҫине хӑпарса кӗвӗ ӑстине магнитофонпа дискотека музыкине хускатма ыйтрӗ.

— Пӗр самант, эсир ыйтни пурнӑҫланать. Хӑй микрофон патне пычӗ те:

— Халь ҫамрӑксем, — дискотека!

Эй хуҫкаланчӗҫ, эй пӑркаланчӗҫ вара каччӑсемпе хӗрсем пӗр ҫаврӑма тӑрса. Хӑна хӗрӗ те ушкӑнран юлмарӗ. Дискотека вӗҫленсен Маюкпа Кавӗрле хӑна хӗрне Уҫтюк аппӑшсем патнех ҫитерсе хӑварчӗҫ.

— Ыран эпир апла Кирюксем патне сӗтел майлаштарма каятпӑр? — ыйтрӗ Маюк савнийӗнчен.

— Кирюк ҫапла терӗ, туйӗ вӗт тата эрнерен, унччен веҫех хатӗрленсе ҫитмелле.

— Апла эсӗ ирхине ман пата пыр, пӗрле кайӑпӑр, халех хӑнӑх манпа пӗрле ҫӳреме.

— Итлетӗп аслӑ матрос. Эсӗ хушни маншӑн хирӗҫлеме май ҫук приказ, — терӗ те Маюка ытамне илсе хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ, тутинчен хӗрӳллӗ те вӑрахчен чуп турӗ.

— Инкек эсӗ, Кавӗрле, инкек. Пӗрремӗш каҫах мана ирӗксӗлерех чуп тунӑччӗ. Ҫав йӑла халӗ те тӑсӑлать. Хулара пурӑнса та культура хӑнӑхман. Ыйтасчӗ хӑть, сана синйорита чуп туса илсен эсӗ хирӗҫ мар-и? — тесе. Тутана кӑштах писевлетнӗччӗ, ӑна веҫех ӗмсе илсе ҫӑтсах ятӑн пуль?

— Сана ҫав писев шалккӑ-им? Эсир ӑна тутӑрсене сӗретӗр, наркӑмӑшлах мар пуль-ха вӑл, ман хырӑмах пӑсмӗ.

— Ан ҫиллен, эпӗ шӳтлешетӗп ҫеҫ. Эсӗ чуп тума тытӑнсанах ӳт-пӳ тӑрӑх савӑнӑҫ хумӗ чупса чӗре патнех ҫитрӗ. Нумай тӑрар мар, Кирюксам патне иртерех ҫитер. Савнисем уйрӑлса Маюк пӳртне кӗчӗ, Кавӗрле килне утрӗ.

* * *

Туй — ял-йыш, тӑван-пӗтенсен пысӑк савӑнӑҫӗ. Халӑх мӑшӑрланакансене сума суса йӳҫҫине ӗҫсе тутлӑ юрӑсем шӑрантарать. Ҫапах та хальхи туйсем аваллӑхрисемпе танлаштарсан — ҫӗрпе пӗлӗт. Аслӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те хӗр ҫураҫма кайсан ашшӗ-амӑшӗсем туйӗ миҫе киле, ҫӗнӗ хӑна ӗҫки миҫе киле кӗмелли пирки калаҫса татӑлнӑ. Хальхи туй пулас упӑшкан килӗнче ҫеҫ иртет. Вӑхӑт иртнӗҫем йӑла-йӗркесем те улшӑнса пыраҫҫӗ. Апла пулсан та савӑнӑҫ шупкаланмасть.

Ҫинукпа Кирюк туйӗ ыран тесен Хӗлип Элексейӗн ҫурчӗ патне икӗ ҫӑмӑл машина ҫитсе чарӑнчӗ. Пӗринчен Мӗтри пиччӗшпе мӑшӑрӗ, ачисем, тепринчен Арсен Вагановичпа армӗ, вӗсен ывӑлӗпе хӗрӗ анчӗҫ. Хаклӑ хӑнасене Кӗтернепе Элексей, Витюк шӑллӗне аллинчен яман Ҫинук, туя хатӗрленме пулӑшма килнӗ Маюк ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑкланса тӑракан чӑваш сӑрипе кӗтсе илчӗҫ.

Каярахпа Красноярск хулинчен Анук аппӑшӗпе упӑшки, Томск хулинчен Микӗхвӗр пиччӗшӗпе мӑшӑрӗ ҫӑмӑл машинапах килсе ҫитрӗҫ. Тӗлӗнтерчӗ ҫак икӗ мӑшӑр ашшӗ-амӑшӗсене. Микӗхвӗр арӑмӗ майра, Анук упӑшки вырӑс пулсан та таса чӑваш чӗлхипе пӗр ҫаврӑм юрӑ юрӑ шӑрантарчӗҫ.

Туй, туй тесе ҫил пек вӗҫсе ҫитрӗмӗр,
Яшка-ҫӑкӑр килте те пур, эрех ӗҫме килтӗмӗр.

Апӑшпе пиччӗш Тӑрнапуҫӗнчен кайнӑранпа та тӑван киле пӗрре те килсе курман. Вӗсем туя килсе ҫитни кӳршӗллӗ ҫемьесемшӗн ик хут савӑнӑҫ пулчӗ. Кӑпӑкланса тӑракан чӑваш сӑрине ӗҫсен:
— Вӑт ку сӑра-тӑк сӑра, — мухтарӗҫ хаклӑ хӑнасем.
Ҫинук аллинче пӗчӗк ача курсан сӑмах калама аптраса тӑчӗҫ-ха пиччӗшпе аппӑшӗ.

— Ара, чим-ха, качча тухичченех ача ҫуратма ӗлкӗртӗн-и? — тӗлӗнчӗҫ вӗсем.

— Ҫук, ку ман ача мар, вӑл ман чи юратнӑ шӑллӑм.. Ҫакна илтсен аппӑшпе пиччӗш ашшӗпе амӑшӗ ҫине тата та тӗлӗнерех пӑхрӗҫ. Ашшӗ пенси ҫулне ик ҫул каярахах ҫитнӗ, амӑшӗ те пиллӗкмӗш теҫеткене вӗҫлесси тата ик ҫул ҫеҫ юлнӑ.

— Эсир асар-писерле ан шухӑшлӑр-ха, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Элексей. — Ҫинук вӗренме кайсан ачасӑр ҫурт тӑлӑха юлнӑн туйӑнчӗ. Ҫинук хӗллехи каникула килсен унран ирӗк ыйтса чунсӑр ҫамрӑк амӑш ҫуратнӑ ачине больницарах хӑварнӑ. Вӑт ҫавна эпир усрава илтӗмӗр. Витюка эпир усрав ачи пек мар, хамӑр ҫуратнӑ ача пек ӳстеретпӗр.

— Вӑт, Боря, эпир те санпа виҫ пӳлӗмлӗ хваттерте иккӗн ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр. Каларӑм-ҫке сана, атя-ха пӗр тӑлӑха ҫемьене илер тесе. Эсӗ тем хӑраса тӑратӑн. Ман аттепе анне ватлӑх ҫулӗсене кӗрсе пыраҫҫӗ пулсан та, ав, хӑраса тӑман. Пӗтрӗ ман тӳсӗм, Красноярскине таврӑнсанах пӗр тӑлӑх ачана ҫемьене илетпӗр.

— Эпир мӗн урамра калаҫса тӑратпӑр, атьӑр пӳрте, — татрӗ калаҫӑва Кӗтерне. Сире унта чаплӑ кӗреке кӗтет.

Пӗрер черкке ӗҫсе апатланнӑ хыҫҫӑн ӑшӑ калаҫу темченех тӑсӑлчӗ. Анук хӗрӗпе Микӗхвӗр ывӑлӗ инҫет тухӑҫри хуласенчи ӗҫ-пуҫ, Элексейпе Кӗтерне, Ваҫҫа, Мӗтри пиччӗш Атӑл тӑрӑхӗнчи пурнӑҫ ҫинчен каласа пачӗҫ. Унта та, кунта та ӗлӗкхипе танлаштарсан ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнакансем сахал. Ҫавӑнпах хуласенче те, яллӑ вырӑнсенче те ыйткалакансем йышланса пыраҫҫӗ. ӗҫсӗр тӑрса юлнисем те сахал мар.

— Тӗлӗнетӗп эпӗ, — тет Ваҫҫа, — пӗтӗм Раҫҫейри хура халӑх тертпе нушана кӗрсе ӳкнӗ. Олигарсем, Патшалӑх Думин депутачӗсем тата ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен усламҫӑсем ҫеҫ ҫӗр ҫинчех райри пек пурӑнаҫҫӗ. Ытти халӑх тем пек тӑрӑшсан та сикчевлӗ кун-ҫул йӑрӑмӗнчен тухаймасть. Акӑ эпир Элексейпе хамӑр лавккана уҫрӑмӑр. Ямӑт укҫа хӑйпӑтас тесе кашни уйӑхрах Шуршывран тӗрлӗ тӗрӗслевҫӗсем килсе ҫӳреҫҫӗ. Тупрӗҫ вӗт чӑкӑлтӑшланмалли сӑлтав: лавккапа столяр цехӗ пӗр ҫуртра пулмалла мар — станоксен шавӗ ытла вӑйлӑ-мӗн. Тӗрӗс-ха вӑл, станокӗ пысӑк шав кӑларать. Мӗншӗн чиновниксем лавккана уҫнӑ чухнех асӑрхаттарман. Халӗ ӗнтӗ лавкка уҫӑ чух манӑн цех ӗҫлемест. Элексей ашшӗн кив вити пур, туй хыҫҫӑн ӑна юсаса станоксене ҫавӑнта куҫаратпӑр. Ик хут ӗҫ тутараҫҫӗ.

— Ҫитӗ-ха сире начарри ҫинчен кӑна калаҫма, — хуппа кӗрет Кӗтерне. — Начарри ҫумӗнче лайӑххисем те йышланса пыраҫҫӗ, хутран-ситрен пенсисене те кӑштах ӳстереҫҫӗ. Паллах, ҫӗрме пуянсен шайӗнче эпир нихӑҫан та киленес ҫук. Ҫапах та ял ҫынни, ҫӗр ҫинче ӗҫлекен выҫӑ вилес ҫук. Хамӑр кӑна мар хула ҫыннисене те ҫӑкӑр ҫитеретпӗр, аш-пӑшпа тивӗҫтеретпӗр. Атьӑр-ха хуларан килнӗ хӑнасем умӗнче хамӑр мӑнаҫлӑха мӗскӗнлетер мар, ыранхи туя савӑнӑҫлӑ, пуҫа усмасӑр ирттерер.

— Тӗрӗсне калать анне. Икӗ пиччӗшпе пӗр аппӑш Ҫинукӑн хӗр туприне тивӗҫлӗ, ӗмӗр асӑнса пурӑнмалӑх парне пирки шутлар, вӑрттӑн, ймӑкӑмӑрӑн хӑлхи илтмелле мар, — сӗнет Мӗтри.

Икӗ пиччӗшпе аппӑш сӗтел хушшинчен тӑрса урама тухрӗҫ. Канашлу вӑраха пымарӗ. Сӗтел хушшине таврӑнсан Анук аппӑш Ҫинукпа юнашар ларчӗ те ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатрӗ.

— Ҫичас, — терӗ вӑл, шифоньер ҫӳлӗкӗсем ҫинчен хӑй паспортне илсе Анук аппӑшне тыттарчӗ.

— Халь ӗнтӗ эсӗ Зинаида Самаева пулса тӑнӑ, Филиппов хушаматшӑн тунсӑхламастӑн-и?

— Малтанхи вӑхӑтра пурччӗ ун пек туйӑм, анчах Кирюкпа… Калас тенине вӗҫне ҫитереймерӗ йӑмӑкӗ, хӑмач пек хӗрелсе кайрӗ.

— Сан ҫӗнӗ паспортна Микӗхвӗр те курасшӑн, — апӑшӗ куҫӗнчен пӑхсах ӑнланчӗ йӑмӑкӗ калас сӑмахсене.

Мӗтри, Анук, Микӗхвӗр аслин машини ҫине ларса Шуршыва вӗҫтерчӗҫ. Кунта пӗр лавкка ҫеҫ ҫӑмӑл машинасем сутать. Часах вӗсем ем-ешӗл Лада Гранта текен машина патне ҫитсе тӑчӗҫ.

— Ӑшӑ тӗс, пурнӑҫӗ те вӗсен ешерсе ҫеҫ тӑтӑр. Машинана Ҫинук ячӗ ҫине ҫыртарса укҫа тӳлерӗҫ те Микӗхвӗр ҫӗннин рульне тытрӗ, Анук Мӗтри пиччӗшпех Тӑрнапуҫне таврӑнчӗҫ. Тин туяннӑ машинана Кавӗрлесен картишне хӑварса ашшӗ ҫуртне таврӑнчӗҫ.

* * *

Ҫӗртме хӗвелӗ тӳпенелле кармашнӑ май Тӑрнапуҫне ҫупӑрлать. Чиркӳ чанӗ янраса халӑха ирхи кӗлле йыхравлать. Хӗлип Элекҫейӗпе Самай Ваҫҫин ҫемйисем те, килнӗ хӑнасем те хӗвелпе пӗрлех ура ҫинче. Тӑхӑр сехетре Кирюк, каччӑ ҫуммисем, паллах пӗри Кавӗрле, тепри Кӗтнепуҫӗнчи ӗҫкӗҫ пулнӑ Матрюн ывӑлӗ Ҫеруш тата ытти юлташӗсем туй сӗтелне валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пулӑшаҫҫӗ. Кавӗрлепе Маюк сапунсем ҫыхнӑ та сад пахчин пӗр кӗтесӗнче чӑх тукмакӗсенчен, сысна ашӗнчен шашлык пӗҫереҫҫӗ. Ҫеруш вӗсене тӗтӗм ытларах тухтӑр тесе нӳрӗрех кӑвайтсемпе тивӗҫтерсе тӑрать.

— Ну, мӗнлерех пыраҫҫӗ ӗҫсем, — кӑсӑкланать таҫта васкаса утакан Ваҫҫа.

— Чиперех-ха, Ваҫҫа пичче Кирюкпа Ҫинук венчете кайнӑ ҫӗре эпир хамӑра шаннӑ ӗҫе пурнӑҫлатпӑрах, — тавӑраҫ Кавӗрлепе Маюк.

— Матурсем эсир. Ҫеруш, аннӳ халь эрехпе пит иртӗхмест-и? — чарчӗ Ваҫҫа кӑвайтӑ йӑтса пыракан йӗкӗте.

— Ваҫҫа пичче, эсӗ асамҫӑ пулас, ҫавӑн чухне аннене ир-ирех эрех шырама яманни ытла та вырӑнлӑ пучӗ-тӗр, ҫавӑнтанпа эрех таврашне ҫӑварне те илмест. Пирӗн киле телей яланлӑхах тӗпленчӗ пулас. Сана пуҫ тайса тав тӑватпӑр йӑмӑкӑмпа, шӑллӑмпа пӗрле. Анне те Турӑш умне тӑрсах Ҫӳлти Аттемӗртен кӗлӗсем каласах сан сывлӑхна упрама, ӗҫӗсене ӑнтарма ыйтать. Эпӗ ӗнтӗ вӑтам шкула кӑҫал вӗҫлерӗм. Тем пекех аслӑ шкула кӗрсе тарӑнрах пӗлӳ илесшӗн, анчах аннене, йӑмӑкпа шӑллӑма хӑйсене кӑна хӑварма шикленетӗп. Ҫавӑнпа куҫӑн мар кӑна вӗренме кӗресшшӗн. Аграном пуласшӑн эпӗ, тӑван ялтах ӗҫлесшӗн. Пирӗн колхоза та «Шуршыв — тӗш-тырӑ» холдингне йышӑнчӗҫ. Ҫавӑн пысӑккӑш ялта бригадир пулса ӗҫлеме ҫын тупаймаҫҫӗ. Арҫынсем шапашка ҫӳреме хӑнӑхрӗҫ те ҫӗр ӗҫӗнчен пачах писрӗҫ. Мана ҫураҫаҫҫӗ бригадир пулма, экзаменсем вӗҫленессе ҫеҫ кӗтеҫҫӗ. Хӑратӑп эп, Ваҫҫа пичче, ҫав яваплӑ вырӑна йышӑнма, ытла ҫамрӑк вӗт.

— Эй, Ҫеруш, эсӗ мӗн ачаран нушапа терт, хуйхӑ-суйхӑ ытамӗнче ӳснӗ, темле йывӑр пулсан та аннӳне пӑрахман. Яшлӑх ҫулӗсенчех пурнӑҫӑн йӳҫҫӗшне тӑраничченех тутаннӑ, сакӑлтӑклӑ шӑпана парӑнмасӑр ҫӗнтерӳҫе тухнӑ. Апла-тӑк, сан кӑмӑлу ҫирӗп, чуну ҫӑл шывӗ евӗр таса та уҫӑмлӑ. «Куҫ хӑрать те алӑсем тӑваҫҫӗ», — тенӗ пирӗн мӑн асаттесемех. Йывӑр пулӗ малтанлӑха, анчах ан парӑн эсӗ вӗсене. Ҫын пурнӑҫ тӑршшӗпе кӗрешет, алне усмасан ҫӗнтеретех ҫав йывӑрлӑхсене. Килӗш бригадир пулма.

— Юрӗ, Ваҫҫа пичче, сан канашна тӗпе хурса йышӑнӑп эпӗ ҫав вырӑна. Кӗтнепуҫпе Тӑрнапуҫ ялӗсем хушшинче 15 километр ҫеҫ, канашсем ыйтма сан патах килкелӗп.

— Кил-кил, эпӗ ҫӗр ӗҫӗнче вӑй хуман, ман алӑра пуртӑ-пӑчкӑ вылянӑ, ҫапах ӑна-кӑна ӑнкртатӑп. Ман ӑс ҫитмесен тыр-пул ӑстисемпе курӑнаҫса калаҫӑн. Манӑн пӗрремӗш канаш — акӑнмасӑр юлнӑ анасен калӑпӑшне чакар. Ҫӗр хӗсӗр ӗне мар, вӑл кашни ҫулах тухӑҫ паракан ҫӑлкуҫ, хресчен, пӗтӗм халӑх пуянлӑхӗ. Ҫакна нихӑҫан та ан ман, — сӑмаха вӗҫлесе Ваҫҫа хӑй ӗҫне тума утрӗ, Ҫеруш — шашлык пӗҫерекенсем патне.

Элексейсем патӗнче те ӗҫлӗ хӗвӗшӳ. Ҫинука аппӑш, инкӗш, Арсен Ваганович мӑшӑрӗ тирпей-илем кӗртеҫҫӗ: туй кӗпине тӑхӑниччен пит ҫӑмартисене писевсемпе сӑрлаҫҫӗ. Ахаль те илемлӗ хӗре юмахри пикене ҫавӑраҫҫӗ. Кӗтерне хуплу тума пӑрахсах хӗрне ӑрӑмҫӑланине пыра-пыра пӑхать. Юлашки пырура чӑтаймарӗ:

— Чиркӗве сӑпайрах каймалла, Туррӑн ҫӗр ҫинчи ҫурчӗ театр мар вӗт вӑл. Ҫӳлти Аттемӗр суялӑха чӑтма пултараймасть. Вӑл сӑпайлӑха юратать. Ҫинук сӑрланмасӑрах илемлӗ. Пӗчӗк чухне вӑл Барби пуканене тиркерӗ, халӗ эсир ӑна хӑйне ҫав пуканене ҫавӑратӑр. Эпӗ халиччен пурӑнса та тутана, сӑна писевлетмен, путӗрпе сӑрман, ҫавах Элексей мӑшӑрӑм халичченех юратнине чунпа туйса тӑрап. Манӑн, ватта сулӑннӑ хӗрарӑма, юрату пирки сӑмах уҫма та вӑтанмалла пек. Ҫук иккен, ватӑлсан та юрату кӑвайчӗ чӗрере сӳнмест. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра темле сикчевлӗх те сиксе тухать, ваттисем калашле, чашкӑ-тиркӗ шӑкӑлтатса илет вӗт. Элекҫей сӳрӗкрех сӑмах каласан кунӗпех тутана усса мӑртӑхса ҫӳретӗп. «Шарттӑ-марттӑ ку ватӑ пуҫӗпе ют хӗрарӑм, ҫийӗнчен хӑйӗнчен самай кӗҫӗннине куҫ хывнӑ пулас», — кӗрет ӑса кӳлешӳ шухӑшӗ ҫӗлен пек шуса. Ҫапларах карахтерлӑрах,эпир, хӗрарӑмсем. Турӑ кӗнекисенче Аслӑ Аттемӗр чи малтан арҫынна пурнӑҫ панӑ, ӑна кичем ан пултӑр тесе ҫав арҫын аяк пӗрчи шӑмминчен йӑваласа хӗрарӑма пурнӑҫ кӗртнӗ пирки ҫырнӑ-тӑк, йӗкӗтпе пике хушшинче юрату ҫуралать, пӗр-пӗрин кӑмӑлне пӗлсе ҫитсен мӑшӑрлану. Ҫакна Турӑ арҫынпа хӗрарӑма пурнӑҫ панӑ чухнех шутласа палӑртнӑ, эпир ҫавӑнпах арҫын хӳтлӗхӗнче киленсе пурӑнма хамӑр пек кӑмӑллине шыратпӑр. Веҫех Турӑ ҫырнӑ пек пулса пырать. Ҫакна ан ман, Ҫинук хӗрӗм, — васкаса чусти патне таврӑнчӗ Кӗтерне.

Амӑш каланине ӑса илчӗҫ Анукпа Ирина инкӗш, Арсен Ваганович арӑмӗ ҫеҫ нимӗн те ӑнланмарӗ. Кӗтерне сӑмахӗсене куҫарса парсан вӑл та ун сӑмахӗсемпе килӗшрӗ. Ҫинук писевлетнӗ сӑнне ҫуса тасатрӗ, футболкӑ, трико тӑхӑнса пурне те амӑш патне ертсе кайрӗ.

— Пирӗн мӗн тумалла, анне?

— Антонинӑпа эсир килтех юлӑр, Анукпа Ирина кин пускиле каҫчӗр. Верук унта пӗччен ӑшталанать пуль. Ӑна пулӑшчӗр — эпир кунта. Манӑн тата аӑватӑ хуплу тӑвасси ҫеҫ юлчӗ. Антонинӑпа хуппипе пӗҫернӗ ҫӗр улмине шуратӑр, винигретсем, салатсем тума вӑл чилай кирлӗ, ҫавӑнпах пысӑк кастрюльпех пӗҫертӗм. ӗҫсем нумай-ха, ҫапах та туй пуҫланиччен пурне те туса ӗлкӗретпӗр. Халь мӗн чухлӗ вӑхӑт.

— Ҫиччӗ иртнӗ кӑна-ха,  тавӑрать Ҫинук. — Саккӑрта Кирюк, каччӑ ҫуммисем мана «сутӑн» илме килеҫҫӗ. Пӗр пӗчӗк витрипех тимӗр укҫа пухса хунӑ ашшӗпе амӑшӗ.

— Ваҫҫа пиччӳпе Верук аппуна венчетрен килсенех атте, анне теме хӑнӑх. Ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑскерсене хисепле. Туйра пехил панӑ чух та калӑп-ха кирлӗ сӑмахсене, халех каласа хуни те вырӑнлӑ.

— Ҫак мешехе мана пӗртте килӗшмест. Хӑҫан пулнӑ вӑл йӗкӗт хӗре «сутӑн» илме ҫӳрени? — тутине усарах мӑкӑртатать кукамӑшӗ. — ӗлӗк евчӗсем калаҫтарнӑ ашшӗ-амӑшне, илес текен хӗрне. Кайран ҫеҫ ашшӗпе амӑшӗ ывӑлне хӑйсемпе илсе хӗр ҫураҫма кайнӑ. Калаҫӑвӗ те мӗнлерех пынӑ вӗт, тӳррӗн кастарман сӑмаха. Сирӗн ӳссе ҫитӗннӗ илемлӗ тына пур, пирӗн ҫамрӑк вӑкӑр. Ӑна юлташа сирӗн тынӑра эпир хамӑрӑн тӑвасшӑн. Кил хуҫисем тӳрех ӑнланса илеҫҫӗ вӗт мӗнле йӳтӗмпе ҫак ҫынсем килнине.

— 500 тенкӗ те чертвӗрт эрех сӗтел ҫине, хӗр — сирӗн!

— Ну авса та хтӑн эсӗ хака, хӑта. Чертвӗрчӗпе килӗшетпӗр, — тухса ларать пӑккинченех тултарнӑ мӑн кӗленче савӑт сӗтел ҫине. — Сирӗн хӗрӗр 500 тенкех тӑрат-ши вара? Кӑтартӑр-ха ӑна пире. Ашшӗ ытла та пысӑк укҫа ыйтнӑшӑн вӗчӗрхенсе тӑракан хӗр шӑналӑк хыҫӗнчен сӑпайлӑн тухса тӑрать, пӑлханнипе вӑл писевленсех кайнӑ.

— Матур та хӳхӗм хӗр, — мухтаҫҫӗ ҫураҫакансем. — Пирӗн те йӗкӗчӗ маххӑ памасть. Акӑ эрех ҫумне 100 тенкӗ, ҫакӑнпа килӗшетпӗр пуль хӑта?

Турткалашам пек пулать-ха хӗр ашшӗ, ури ҫине сиксе тӑрать те:
— Килӗшетпӗр! — вӗҫлет пӗр сӑмахпа ҫӗнӗ хӑта.
Икӗ арҫын аллисене шаплаттарсх вӗсене вирлӗн чӑмӑртаҫҫӗ. Хӗр йӑлтӑр ҫиҫсе шӑналӑк хыҫне пытанать, каччи те ун патне кӗрет. Ҫав чертвӗрт эрехе туй ӗҫкисем иртиччен тӗкӗнмеҫҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ кайран мӗнпур тӑванӗсене пухса хӗр эреххи ӗҫтереҫҫӗ. Вӑт мӗнлерех илемлӗ пулнӑ туй мешехи.

— Халь ӗлӗкхи мар анне, модӑра мар халь ҫав мешехесем.

— Ҫав модӑрсене пулах чӑвашсен мӗн авалтан пыракан йӑли-йӗркисем пирӗн пурнӑҫран ҫӗтсе пыраҫҫӗ.

…Сакӑр сехет тӗлне тӑрнапуҫсем утӑҫи вӑхӑтне пӑхмасӑр Хӗлип Элекҫейӗсен ҫурчӗ патне пухӑннӑ. Халь вӗт чи кӑсӑкки — Кирюкпа ун ҫуммисем Ҫинука «сутӑн» илме кӳршине каҫаҫҫӗ. Ялти чи ӑста купӑсҫӑсем вӗсенчен кӑшт маларах савӑнӑҫлӑ кӗвӗ шӑрантарса пыраҫҫӗ. Кавӗрле юлташӗпе юнашарах мӑнаҫлӑн, улӑп евӗр утать, тепӗр енче — вӑтанчӑктарах Ҫеруш. Вӑл пӗрремӗш хут туйра пулма тӳр килнипе именерех пырать, утӑмӗсем те унӑн Кавӗрленни пек ҫирӗпех мар.

— Пӑхӑр-ха, хӗрсем, Кӗтнепуҫ йӗкӗчӗн пуҫӗ ҫӗреллех усӑннӑ, калӑн ҫын пытарма каять, — шӑл йӗреҫҫӗ пухӑннӑ хӗрсем, — эсӗ йӗкӗт пул, савӑнӑҫа ан тӗксӗмлет.

Яштах ҫӗклет пуҫне Ҫеруш, мӑнаҫлӑн утма тытӑнать кӑна «купцасем» хапха умне ҫитсе те тӑраҫҫӗ.

Тинех хальхи вӑхӑтри туй мешехи пуҫланать. Хапха леш енче Элексейпе Кӗтерне тӑраҫҫӗ, ун патӗнчен крыльца алӑкӗ таранах ик айккипе патвар йӗкӗтсем, хӗрупраҫсем тӑрса тухнӑ. Чи ҫӳлти картлашки ҫинче Мӗтрипе Микӗхвӗр, Антонинӑпа Арсен Ваганович. Вӗсем укҫа тӳлемесӗр Кирюкпа ун ҫуммисене Ҫинук патне кӗртес ҫук. Йӗкӗтсемпе хӗрупраҫсен стройӗ витӗр тухма та пысӑк хастарлӑх кирлӗ тата вӗсене те укҫа тӳлемелле. Ҫухалса кайнӑ Кирюка Элекҫей сасси ӗнтрӗкрен вӑратать.

— Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗр пирӗн пата, маттур йӗкӗтсем? Ырӑпа е усалпа.

— Ырӑпа ҫитрӗмӗр хуҫасем, ҫак ҫуртра илемлӗ пике пурӑнать. Эпӗ ӑна венчете илсе каясшӑн, — тӳрӗрен ҫаптарать Кирюк
— Мӗнех, пур пирӗн ытарма ҫук пике, анчах алӑсене ылтӑнламасӑр уҫмастпӑр хапхана, — Кирюк пӑлханнине туйса кӗскетет мешехене Элексей.

Кирюк кӗсйинчен пилӗк пинлӗххисене кӑларса пӗрне Элексее, теприне Кӗтернене тыттарать.

— Халь халӑха хисеп туса сумла, — тет Элексей.

Кирюкпа ун ҫуммисем халӑх енне ҫаврӑнса пилӗкӗсене авсах пуҫ таяҫҫӗ, каччӑ витринчен тимӗр укҫасене ывӑҫласа виҫӗ хутчен тӳпенелле вӑркӑтать. Ҫумӑр ҫунӑ пек халӑх ҫине укҫа тӑкӑнать. Тинех вара хапха уҫӑлать. Ҫав самантрах пӗр класра вӗреннӗ юлташӗсем халӑхран уйрӑлса Кирюкпа ун ҫуммисене пулӑшма васкаҫҫӗ. Пуҫланать вара тӗрткелешӳ, хайӑру та шӑйӑру. Ытла ҫирӗп тӑракансене Кирюк укҫа парать. Ҫапла ҫитсе тӑраҫҫӗ чӑрмавсене сирсе крыльца патне. Чи ҫӳлти картлашкарисене тӗксе хайӑрма алӑ ҫӗкленмест, вӗсем ытла та сумлӑ ҫынсем. Кирюк вӗсене кашнинех пинлӗх укҫа тыттарать те ҫул — уҫӑ. Пӳрте кӗрсен Кирюк Ҫинука курсан ун пӗвӗ тӑрӑх ачашлӑх хумӗ чупса иртрӗ.

— Юмахри пек хӳхӗм хӗр манӑн пурнӑҫ ҫулташӗ иккенне ӗненес килмест. Епле килӗшӳллӗ сан ҫинчи кӗпе, вӑл сана хушма илем кӳрет. Эсӗ мана пурӑнма хавхалантаракан хӑват пулӑн. Ҫав хӑвата ялан туйса тӑма эпӗ темле чӑрмав урлӑ та каҫма хатӗр.

— Эсӗ — ман чуна хӑват кӗртекенни, — йӑл кулать Ҫинук.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех