Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: X

Пай: Тытӑҫу

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хушнӑ: 2019.12.15 16:49

Пуплевӗш: 220; Сӑмах: 2456

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ылттӑн пек, анчах сивӗрех, чӑн-чӑн ҫурхи ирччӗ. Ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурнӑ вӑхӑт.

Ромашов, хӑйӗн ҫамрӑк ыйхине халиччен те ҫӗнме вӗренейменскер, яланхи йӑлипе ирхи занятисене кая юлчӗ, рота вӗренекен плац патнелле намӑсланнӑ туйӑмпа вӑтанчӑклӑн та сехӗрленчӗклӗн утрӗ. Хӑй пӗлсе тӑракан ҫак туйӑмсенче ҫамрӑк офицершӑн кӳренмелли ахаль те ҫителӗклӗччӗ, рота командирӗ — Слива капитан вара вӗсене пушшех ҫивӗчлетме те эрлӗклӗрех тума тата ӑстарахчӗ.

Ӗлӗкхи, халь ӗнтӗ хыҫа тӑрса юлнӑ хаяр дисциплинӑллӑ, йӗркипелен пурин тирне те сӗвеслӗхлӗ, вак-тӗвек формалистикаллӑ, виҫ хут хӑвӑртлӑхпа хӑвалакан маршировкӑллӑ та чышкӑ вӑйӗ алхаснӑ, пуҫ пулнӑ вӑхӑтӑн тӳрккес те йывӑр катӑкӗччӗ ку этем. Полкӗнче капла та, провинцири тискер мехеллӗ пурнӑҫа пула, ҫынлӑх тенипе пит хисеплешсех каймастчӗҫ, унта та пулин вӑл ҫав хӑрушӑ та усал ҫар аваллӑхӗн темле латсӑрла тӗлӗнтермӗш палӑкӗ пекех курӑнатчӗ, ҫакна май ун ҫинчен кулӑшла-путишле, ӗненсе пӗтерме ҫукла анекдотсем нумай кала-кала паратчӗҫ. Стройсӑр, уставсӑр та ротӑсӑр пуҫне уншӑн, паллах, тӗнчере урӑх нимӗскер пулман, пулма та пултарайман, вӗсен тулашӗнчисене вӑл йӗрӗнсе пуш япала та мандрагори кӑна тенӗ. «Инвалидӑн» официаллӑ пайне пӑхкаланисене шута хумасан, вӑл, вӗҫӗмсӗрех хаяр служба ҫакки-кантрине сӗтӗрнӗскер, ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те пӗр кӗнеке, пӗр хаҫат вуламан. Тӗрлӗрен йӑпану-хавасланусене вӑл, калӑпӑр, ташӑ, спектакль т. ыт. те, хӑйӗн хытса чулланнӑ пӗтӗм чунӗпелен курайман, ҫавӑнпа хӑйӗн салтак лексиконӗнчи чи чыссӑр та чи ирсӗр сӑмахӗсене пӗтӗмпех вӗсене хӑртас, пӗтерсе тӑкас ҫӗре янӑ. Ҫапларах мерекке, — ку вара чӑннипех те пулма пултарнӑ, — каласа паратчӗҫ ун пирки: ҫурхи пӗр тӗлӗнмелле хӳхӗм каҫ вӑл уҫӑ чӳрече умӗнче ротӑн ӗҫ хучӗсене тӗрӗслесе ларнӑ, ҫав вӑхӑтра юнашарти тӗмсем хушшинче шӑпчӑк юрӑ тӗрлеттерме пуҫланӑ. Итленӗ-итленӗ те Слива, сасартӑк:
— 3ахарчук! — кӑшкӑрнӑ тиншӗкне.
— Х-хӑвса яр ҫак к-кайӑка ч-чулпалан. К-кансӗрлет…

Сӑнран пӑхма ӳркевлӗ, лӑмсӑр-ламсӑрла курӑнакан ҫак ҫын салтаксемпе чӑтма ҫук усалччӗ, унтер-офицерсене ҫапӑҫма ирӗк паратчӗ кӑна мар, хӑй те ҫав тери хаяррӑн, юнпа пӗвеничченех хӗнетчӗ, вӑл ҫине-ҫинех тискеррӗн кӳллеттернипе айӑплисем ура ҫинче те тытӑнса тӑраймастчӗҫ. Ун вырӑнне вӑл салтак нуши тӗлӗшпе питӗ тимлӗччӗ, вак-тӗвек таранчченех: ирӗклӗ ӗҫшӗн тивӗҫекен суммӑсене хӑй пӗлнӗ пеклӗн тыткалатчӗ пулин те, ялтан килекен укҫа-тенке нихӑҫан чарса тӑман, рота хуранне те кулленех хӑй тӗрӗслетчӗ. Ҫавӑнпа пӗртен-пӗр пиллӗкмӗш ротӑра ҫеҫ ҫынсем уннинчен тутӑрах та хаваслӑрах курӑнатчӗҫ.

Анчах ҫамрӑк офицерсене Слива, этепсӗрле те ҫивӗч мелсемпе усӑ курса, — вӗсене унӑн амӑш сӗчӗпеленех кӗнӗ хохол юморӗ уйрӑммӑнах ҫийӗнчӗклӗ те витерӳллӗ тӑватчӗ, — самаях вирлӗн тустаратчӗ те пӑскӑртатчӗ. Эхер те, тӗслӗхрен, субалтерн-офицер вӗренӳре такӑнчӗ, урине арпаштарчӗ пулсан:
— Ӑт, тар-рхасшӑн, — кӑшкӑратчӗ хӑнӑхнӑ йӑлипе кӑшт тытӑнчӑклӑраххӑн.
— Пӗтӗм рота, м-мур хиртӗрех ӑна, тӗрӗс мар утать. Пӗр п-подпоручик ҫеҫ тӗп-тӗрӗссӗн пырать.

Тепӗр чухне тата, пӗтӗм ротӑна намӑс сӑмахсемпе тӑкӑлтарса тултаратчӗ те, васкавлӑн, анчах питӗ йӗплӗн хушса хуратчӗ:

— Г-господа офицерсемпе подпрапорщиксӗр пуҫне. Анчах кӗҫӗн офицер ротӑна кая юлса пырсан вара уйрӑммӑнах хаярччӗ вӑл, ӑна йӑлт хӗсӗрлесе лартатчӗ, ҫакна пуринчен ытла Ромашовӑн час-часах тӳсме тиветччӗ. Подпоручика аякранах асӑрхаса, кая юлнӑскере юриех кулса хисеп тӑвасшӑн пулнӑн, Слива ротӑна тӳп-тӳррӗн тӑма команда паратчӗ те, аллине сехет тытса, вӑтаннине такӑнкалакан та хӗҫӗпе тӑлланакан Ромашов варах хушӑ хӑй вырӑнне тупаймасӑр ҫӳренине пӗр хускалмасӑр сӑнатчӗ. Хӑш чухне вӑл салтаксем илтессинчен те именсе тӑмасӑрах: «Шутлатӑп та эпӗ, эсир малашне те ҫакнашкалах тума пултаратӑр пулӗ, подпоручик?» — ыйтатчӗ хаяр евӗклӗхле. Тепӗр хутӗнче, асӑрхануллӑ тимлӗхпе тӑрӑшнӑн кӑтартса, анчах юриех хыттӑн кӑшкӑрса, подпоручик мӗнле ҫывӑрни, тӗлӗкре мӗн-мӗн курни пирки кӑсӑкланатчӗ. Ҫаксенчен пӗрне туса ирттерсен тин вара вӑл Ромашова айккинелле илсе каятчӗ те, ун ҫине пулӑнни пек ҫаврака куҫӗсемпе тӳп-тӳррӗн пӑхса, тӳрккес сӑмахсемпе тӑкӑлтаратчӗ.

«Эх, пурпӗрех ӗнтӗ! — рота патне ҫитсе пынӑ май, шанӑҫ ҫуклӑн шухӑшларӗ Ромашов. — Кунта та начар, лере те начар, — пӗрин ҫумне тепри. Пӗтрӗ, тӗлкӗшрӗ ман пурнӑҫ!»

Рота командирӗ, Веткин поручик, Лбов тата фельдфебель плац варринче тӑратчӗҫ те, ҫывхарса килекен Ромашов енне пурте пӗрлех ҫаврӑнчӗҫ. Салтаксем те пуҫӗсене ун еннелле пӑрчӗҫ. Ҫав минутра Ромашов хӑйне хӑй, — намӑсланнӑскере, шӑтарасла тинкернине пула мелсӗррӗн те килпетсӗррӗн утса пыраканскере, — куҫӗ умне кӑларса тӑратрӗ те, ӑна пушшех аван мар пулса кайрӗ.

«Анчах ку пачах та ҫапла териех мӑшкӑллӑ мар-и, тен? — вӑтанчӑкла чылай-чылай ҫын йӑлипелен, шухӑшра йӑпатма хӑтланчӗ вӑл хӑйне. — Ку, тен, мана кӑна ҫакнашкал ҫивӗччӗн туйӑнать, ыттисемшӗн, чӑн, пурпӗрех пулӗ. Ну, акӑ, калӑпӑр, эпӗ мар, Лбов кая юлнӑ, эпӗ пӗр вырӑнта тӑнӑ та вӑл мӗнле ҫывхарса килнине пӑхатӑп. Ну, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук-ҫке: Лбов-и — Лбов… Ниме тӑманскер пурте, — шутларӗ те юлашкинчен, вара ҫийӗнчех лӑпланчӗ. — Калӑпӑр, намӑс… Анчах уйӑхлӑха тӑсӑлмасть вӗт-ха ку, мӗн унта, эрнелӗхе те, пӗр кунлӑха та мар. Пурнӑҫӗ капла та ҫав тери кӗске, унра мӗнпурӗ пӗтӗмпех манӑҫӑнать».

Слива, тӗлӗнсе кӑна хытса кайӑн, ун ҫине пӑхмарӗ те темелле, яланхи пек, хӑй хӑтланӑшӗсенчен те нимӗскер туса кӑтартмарӗ. Ромашов, аллине карттус сӑмси ҫумне хисеплӗн тытса та урисене юнашар хурса, хӑйӗнчен пӗр утӑмра чарӑнсан тин:
— Асӑрта тытма ыйтатӑп, подпоручик, ротӑна эсир аслӑ субалтерн-офицертан пилӗк минут, рота командирӗнчен вунӑ минут маларах килме тивӗҫлӗ, — терӗ ҫеҫ вӑл, сивӗнсе кайнӑ пилӗк сосиска евӗр ӳркевлӗ пӳрнисене чӑмӑртамашкӑн ун еннелле тӑсса парса.

— Айӑплӑ, капитан господин, — тавӑрчӗ Ромашов тӳрккес сасӑпа.

— Ат, тархасшӑн, — айӑплӑ!.. Ҫаплах ҫывӑратӑр. Тӗлӗкре кӗрӗк ҫӗлеймӗн. Офицер господасене хӑйсен взвочӗсене кайма ыйтатӑп.

Рота, пайӑн-пайӑн уйрӑлса, пӗтӗмӗшпех плац тарӑх сапаланнӑччӗ. Взводӑн-взводӑн ирхи гимнастика тӑватчӗҫ. Салтаксем шеренгӑсемпе тӑнӑччӗ, пӗр-пӗрин хутлӑхӗ утӑмшарччӗ, хусканкалама ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, мундирӗсен тӳмисене вӗҫертнӗччӗ. Ромашов ҫурма ротинчи вӑшӑлкка Бобылев унтер-офицер, ҫывхарса килекен офицер ҫинелле хисеплӗн тинкере-тинкере, янах шӑммине малалла тӑсса хунӑ та, куҫӗсене хӑнчӑррӑн чалӑштарса, янӑравлӑ сассипе командӑлать:

— Чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленмелле те тикӗссӗн кукленмелле. Алӑсе-м-м… пӗҫ ҫумне!

Унтан, юрланӑ евӗр, хулӑннӑн тӑстарчӗ:

— Пуҫла-а-а!

— Пӗр-ре! — салтаксем унпа килӗшӳллӗн юрлаттарса ячӗҫ те хуллен, васкамасӑр кукленчӗҫ, Бобылев вара, хӑй те кукленсе ларнӑскер, шеренгӑна маттур сӑнпала ҫивӗччӗн виҫсе, пахса ҫаврӑнчӗ.

Юнашарах йӑкӑрти пӗчӗк Серофтан ефрейтор, ҫамрӑк автанӑнни пек, ҫинҫе, хивре те таткаланчӑк сасӑпа ҫухӑрашрӗ:

— Сулахайпа сылтӑм урана малалла хӑвӑрттӑн иле-иле хумалла, ҫавна майлӑн тивӗҫлӗ алла та ывӑтӑнтара-ывӑтӑнтара ямалла. Товҫ! Пуҫла! Ать-ва, ать-ва! — вунӑ ҫап-ҫамрӑк хастар сасӑ вара: — хав, хав, хав, хав! — кӑшкӑрса ячӗ татса-татса та тӑрӑшуллӑн.

— Чарӑн! — ҫихӗрттерчӗ Серофан ҫивӗччӗн. — Ла-апшин! Мӗн семетрилле ухмаха перетӗн ҫак эсӗ унта? Чышкусемпе Рязань хӗрарӑмӗ ухватпа чыхнӑ пек чыхатӑн: хав, хав!.. Хусканусене таса тунӑ пул мана, эсреметӗн хыпса ҫӑтас пуҫӗ!

Унтан унтер-офицерсем взводсене, чупнӑ евӗр, хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн уттарса, плацӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче тӑракан машинӑсем патне илсе кайрӗҫ. Лбов подпрапорщик, вӑйлӑ та ҫаврӑнӑҫуллӑ ача тата ҫав тери лайӑх гимнаст, хӑй ҫинчен шинелӗпе мундирне хӑпӑл-хапӑл хывса ывӑтрӗ те, кӑвак ҫитса кӗлепе кӑна юлса, параллеллӗ каштасем патне пуринчен малтан чупса пычӗ. Вӗсен пуҫӗсем ҫине алӑ вӗҫҫӗн хӑпарса тӑрса, вӑл виҫӗ хутчен каллӗ-маллӗ сулӑнчӗ те сасартӑк пӗтӗм кӗлеткипе пысӑк ункӑ тутарса илчӗ, ҫавна пула урисем унӑн пӗр самантлӑха хӑй ҫийӗнче тӳп-тӳррӗн ҫакӑнчӗҫ, унтан каштасенчен вӑйлӑн тӗрттерсе уйрӑлчӗ те пиҫӗ авӑнкӑҫпа хӑлаҫ ҫурӑ малалла вӗҫсе кайрӗ, сывлӑшра валтӑрт ҫаврӑнчӗ, вара ҫӗр ҫине кушак пекех меллӗн кукленсе ларчӗ.

— Лбов подпрапорщик! Каллех фокуссем! — ҫуя хытлӑхпа кӑшкӑрчӗ ӑна Слива. Ватӑ «бурбон» подпрапорщика лайӑх фронтҫӑ пулнӑшӑн тата устава ҫав тери аван пӗлнӗшӗн таҫта шалта, чӗри тӗпӗнче, кӑмӑллатчӗ. — Наставлени хушнисене кӑна кӑтартӑр. Сире кунта Таса эрнери камит мар.

— Итлетӗп, капитан господин! — хавассӑн кӑшкӑрчӗ Лбов. — Итлетӗп, анчах пурнӑҫламастӑп, — Ромашова куҫ хӗссе, ҫурма сасӑпа хушса хучӗ вӑл.

Тӑваттӑмӗш взвод тайлӑк чикмек ҫинче аппаланатчӗ. Салтаксем пӗрин хыҫҫӑн тепри ун патне пыраҫҫӗ те, урлашкаран тытса, вӑйпа туртӑнса йӑтӑнаҫҫӗ, унтан алӑ вӗҫҫӗн ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ. Шаповаленко унтер-офицер аяла тӑнӑ та асӑрхаттарусем тӑвать:

— Урасемпе ан ҫапкалан. Пӳрне вӗҫсене ҫӳлелле! Черет сулахай флангри, ротӑра пуриншӗн те кулӑш вырӑнне шутланакан пӗчӗк ҫеҫ Хлебников салтак патне ҫитрӗ. Ромашов, ун ҫине пӑхса, ҫак мӗскӗн, ӳсеймесӗрех тӗреннӗ-пӗрӗннӗ, карликлерех ҫынна, — мӑйӑхсӑр, вараланчӑк пичӗ те чышкӑран пысӑк мар унӑн, — ҫар службине мӗнле илме пултарнинчен час-часах тӗлӗннӗ. Унӑн ӗмӗрлӗхех, ҫуралнӑ кунран пуҫласах, чӗмсӗр, пӑхӑнуллӑ сехре хӑппи хытса ларнӑ евӗр анра-сухралла куҫӗсемпе тӗл пулсан, подпоручик чӗринче яланах темӗн ӑнланмалла марри, кичемлӗхпе кӑмӑла кӑшлакан намӑслӑх евӗрскер, йӑшӑлтата-йӑшӑлтата илет вара.

Хлебников, пӑвӑнса илнӗ ҫын евӗр, аллисем ҫинче ним латсӑррӑн та килпетсӗррӗн ҫакӑннӑччӗ.

— Туртӑн, анчӑк чӗппи, туртӑнса ҫӗкле-ен! — кӑшкӑрашрӗ унтер-офицер. — Ну, ҫӳлелле!

Хлебников йӑтӑнасшӑн тертленчӗ, анчах пурӗ те урисемпе кӑна хевтесӗррӗн тапкаланайрӗ те енчен еннелле ҫеҫ сулкаланайрӗ. Ҫеккунтлӑха вӑл хӑйӗн сӑрӑ, пӗчӗк питне — ҫӳлелле таврӑнса ӳкнӗ вараланчӑк сӑмси мӗскӗннӗн те айваннӑн каҫӑрӑлнӑ — айккинелле те аялалла ҫавӑрчӗ. Вара сасартӑк урлашкаран вӗҫерӗнчӗ те ҫӗр ҫине михӗ пек хаплатрӗ.

— А-а! Емнастика упражненийӗсене тӑвасшӑн мар! — ахӑрса ячӗ унтер-офицер. — Мӗнпур взвода пӑсса тӑратӑн эс манне, йӗксӗк! Эп с-сана!

— Шаповаленко, ҫапӑҫма хӑю ҫитернӗ ан пул! — намӑсланнипе те тарӑхнипе йӑлт хыпса ӳксе, кӑшкӑрчӗ Ромашов. — Нихӑҫан та хӑю ан ҫитернӗ пул кун пек тума! — кӑшкӑрчӗ вӑл, унтер-офицер патне чупса пырса та ӑна хулпуҫҫирен ҫулса тытса.

Шаповаленко хӗлӗх евӗр туртӑнса тӑсӑлчӗ те аллине кӑлтах карттусӗн сӑмси ҫумне авса хучӗ. Куҫӗсенче унӑн, ҫийӗнчех салтакла тӑнсӑрланса кайнӑскерсенче, ҫапах та кӑшт ҫех палӑракан йӗкӗлчӗкрех кулӑ чӗтӗрерӗ.

— Итлетӗп, сирӗн благороди. Анчах та пӗлтермешкӗн ирӗк парсамӑр: майӗ ҫуккӑ унпала ниепле те!

Хлебников, курпунланса тӗршӗннӗскер, юнашар тӑратчӗ; офицер ҫине вӑл тӑмпайла пӑхнӑччӗ те алли тӳрчӗпе сӑмсине шӑлатчӗ. Ҫивӗч те ним уссӑр хӗрхенӳ туйӑмӗпе ҫаврӑнчӗ Ромашов ун енчен, вара виҫҫӗмӗш взвод патнелле уттарчӗ.

Гимнастика хыҫҫӑн, ҫынсене вунӑ минутлӑха кану парсассӑн, офицерсем каллех плац варринче, параллеллӗ каштасем патӗнче, пухӑнса тӑчӗҫ. Калаҫу вара ҫийӗнчех пулас май парачӗ пирки хускалса кайрӗ.

— Ӑт, тархасшӑн, ӑҫта такӑнассине шырӑр та тупӑр ӗнтӗ халь! — аллисене сарса пӑрахса та шывланчӑк куҫӗсене тӗлӗнӳллӗн чарӑлтарса, калаҫрӗ Слива. — Урӑхла каласан, пӗлтерем эп сире: кашни генералӑн шӑп та шай хӑйӗн фантазийӗ. Астӑватӑп, пулсаччӗ пирӗн Львович генерал-лейтенант, корпус командирӗ. Пирӗн пата вал инженерсенчен лексеччӗ. Ун вӑхӑтӗнче тесен-тӗк, эпир пурӗ те чакаланса ларассипе ҫех аппаланнӑ. Устав, мел-меслет, маршласси — пурте айккинелле. Иртен пуҫласа мӗн каҫченех тӗрлӗ ложементсем тӑваттӑмӑр, явӑл ҫӑтса ярасшӗ! Ҫулла — ҫӗртен, хӗлле — юртан. Пӗтӗм полк ураран тытӑнса пуҫ таранах тӑм ӑшӗнче ҫӳретчӗ. Вуннӑмӗш рота командирне, Алейников капитана, ырӑ вырӑнта вырттӑринех, темле люнет, е барбетчӗ-и ҫавӑнта, ик сехетре туса панӑшӑн «Аннӑна» илмех тӑратнӑччӗ ӑшшӑ.

— Шеплӗ! — лартса хучӗ Лбов.

— Унтан, куна эсир те астӑватӑр ӗнтӗ, Павел Павлыч, — Арагонский генерал вӑхӑтӗнчи перессисем.

— А! Пемешкӗн вырнаҫасси-и? — кулса илчӗ Веткин.

— Мӗн япала вӑл? — ыйтрӗ Ромашов. Слива йӗрӗнчӗклӗн алӑ сулчӗ.

— Ун чухне пирӗн мӗнпур ӑс-пуҫ пӗтӗмпех пеме вӗренесси ҫинче кӑначчӗ, — акӑ мӗскерччӗ ку. Пӗр салтак тӗрӗслевре «Ӗненӳ» кӗлле хуравларӗ, ҫаплах каларӗ те вӑл, ара, «Понтийстем Пилат вӑхӑтӗнче» вырӑнне «пемешкӗн вырнаҫасси», терӗ. Ак мӗнлерех чыхса тултарнӑччӗ пуҫсене пуринне те! Шӗвӗр пӳрнене «шӗвӗр пӳрне» мар, вӗҫертсе яраканни, теттӗмӗр, сылтӑм куҫа — тӗллекен куҫ.

— Астӑватӑр-и тата, Афанасий Кириллыч, теорие епле чӑмлаттӑмӑрччӗ? — терӗ Веткин. — Траектори, дериваци… Тупата, эпӗ хам та нимӗскер ӑнланмастӑмччӗ. Ҫук-ҫук та, салтака калатӑн: акӑ сана пӑшал, кӗҫҫе ӑшне пӑх. Мӗн куратӑн? «Ӑсра шутласа кӑларнӑ кӗпҫе тӗнӗлӗ текен йӗре куратӑп». Ну, ун вырӑнне питӗ лайӑх перетчӗҫ вара. Астӑватӑр-и, Афанасий Кириллыч?

— Ну, паллах. Пенӗшӗн-ҫке-ха пирӗн дивизи Ют ҫӗр-шыв хаҫачӗсенех лекнӗччӗ. Чи лайӑх тенинчен те вунӑ процент ытларах — ӑт, тархасшӑн. Ҫапах та пит вӑйлӑ лартаттӑмӑр ӗнтӗ, п-патюшки кӑна! Аван перекенсене пӗр полкран теприне кивҫенле илсе каяттӑмӑр. Атту ҫапларах та тунӑ: рота хӑй тӗллӗн перет, ҫав вӑхӑтрах кӗҫӗн офицерсем блиндажсенчен револьверсемпе шатӑртаттараҫҫӗ. Пӗр рота ҫапла майпа питех те вӑйлӑ палӑрнӑччӗ, шутлама тытӑнаҫҫӗ те, мишеньре, хайхи, пенӗ хисепрен пилӗк пуля ытларах тухать. Ҫӗр те пилӗк процентлӑх лектернӗ. Тавах, фельдфебель клейстерпа сапласа хума ӗлкӗрчӗ.

— Слесарев вӑхӑтӗнчи шрейберла гимнастикӑна астӑватӑр-и тата?

— Епле астумастӑп пулать! Ак ӑҫта ларать вӑл манӑн. Балетсем ташлаттӑмӑр. Сахал пулнӑ-им, ара, вӗсем, ҫав генералсем, мур хирсе кайтӑринех вӗсене! Анчах ҫакӑ пӗтӗмпех, калам сире, господасем, хальхипе танлаштарсан, ниме тӑманскер те мандрагори ҫеҫ. Ку ӗнтӗ вӑл чӑн-чӑннипех те — юлашки хут чуптумашкӑн килсемӗр. Ӗлӗк, хуть мӗнле пулсан та, хӑвӑнтан ыйтассине пӗлнӗ, халӗ вара? Ах, каҫарӑр, салтак — чи ҫывӑххи, ӑна юратмалла, хисеплемелле. Т-тирне сӳмелле унӑнне, йӗксӗкрен йӗксӗкӗнне! Ах, ӑстӑна аталантараслӑх, хӑвӑртлӑх та тавҫӑрулӑх. Суворовҫӑсем! Халӗ ӗнтӗ салтака мӗн вӗрентмеллине те пӗлместӗн. Ӑт, тархасшӑн, ҫӗнӗ япала шутласа кӑларнӑ, витӗрех кӗрсе каймалли атака…

— Ҫапла, пач та шӑккалат мар ку! — килӗшсе пуҫ сӗлтрӗ Веткин.

— Эсӗ ав ҫав каска пек тӑратӑн, сан ҫине вара казаксем пӗтӗм карьерпаланах вирхӗнсе килеҫҫӗ. Шик шӑхӑрса, витӗрех! Асту-ха, айккинелле пӑрӑнма хӑтланса пӑх-ха. Халех приказ: «Ҫав-ҫав капитанӑн нервисем хавшак. Ан тив, пӗлтӗр, службӑра ӑна никам та вӑйпалан тытса тӑмасть».

— Чее, усал старик, — терӗ Веткин. — Мӗнлерех япала туртса кӑларнӑ вӑл К-оки полкра. Ротӑна тем пысӑкӑш лачакана ертсе кӗнӗ те ротнӑйне выртма командӑлама хушать. Лешӗ турткаланса, иккӗленсе тӑрать, ҫапах та командӑлать: «Вырт!» Салтаксем ҫухалса, аптӑраса каяҫҫӗ, йӗркеллӗн илтмерӗмӗр пулӗ, теҫҫӗ. Кӗҫӗн чинсем умӗнчех йӑлт тустарса пӗтерет вара генерал командира: «Мӗнле тытса пыратӑр ротӑна! Тӳр пилӗксем! Ачашкасем! Кунта кӳлленчӗке выртма хӑраҫҫӗ-тӗк, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, тӑшман вучӗ айӗнче пӗр-пӗр шӑтӑка выртас пулсан, мӗнле тӑраткалӑр эсир вӗсене? Салтаксем мар сирӗн, — хӗрарӑмсем, командирӗ хӑй те — хӗрарӑм! Абвахтӑна!»

— Усси вара мӗн? Командира ҫынсем умӗнчех намӑслантараҫҫӗ, кайран тата йӗркеллӗх ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Мӗнле явӑл йӗркийӗ пултӑр кунта! Ӑна вара, канальйӑна, ҫапма хӑю ан ҫитер. Ҫу-у-ук… Каҫарӑр — вӑл ҫын, вӑл этем! Ҫук-с, ӗлӗкхи вӑхӑтра нимӗнле этемсем те пулман, вӗсене, выльӑхсене, Ҫитӑр качакине ватнӑ пекех ислетнӗ, пирӗн вара Севастополь те, Итали похочӗ те пулнӑ, ытти ҫавнашкал тӗрлӗрен япала та. Эсӗ мана хуть службӑран кӑларса яр, эпӗ ҫапах та, йӗксӗке ҫавна тивӗҫлӗ пулсассӑн, эпӗ ӑна ӑҫтан пӑхмаллине лайӑх пӗлӗп!

— Салтака хӗнени — чыссӑрлӑх, — кӑмӑлсӑррӑн хирӗҫлерӗ халичченех шарламасӑр тӑнӑ Ромашов. — Сана хӑвна тавӑрма мар, хӑйне ҫапнинчен хӳтӗленмешкӗн аллине пичӗ патне ҫӗклеме те тивӗҫӗ ҫук ҫынна хӗнеме юрамасть. Пуҫне пӑрма та хӑю ҫитереймест-ҫке. Намӑсла ку!

Слива, халь-халь пӗтерсе тӑкаслӑн, куҫне хӗссе лартрӗ те Ромашова айккинчен, ҫӳлтен аялалла, кӑвакарма пуҫланӑ кӗске мӑйӑх айӗн аялти тутине мӑкӑртса хурса, пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫити пӑхса, виҫсе илчӗ.

— Мӗскер т-тетӗ-ӗн? — тӑстарчӗ вӑл калама ҫук пысӑк йӗрӗнчӗклӗхпе.

Ромашов шурса кайрӗ. Кӑкӑрӗпе ӑшӗ-чикки унӑн сивӗнсе ларчӗ, чӗри вара, харӑсах пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче тапать тейӗн, хӑвӑрттӑн тӑлтлатса тӗпӗртетме пуҫларӗ.

— Аван мар ку, терӗм эпӗ… Ҫапла, тепӗр хут та калатӑп… акӑ мӗн, — терӗ вӑл ҫыхӑнчӑксӑррӑн, анчах ҫине тӑрсах.

— Калас-с-амӑр, тар-рхасшӑн! — ҫинҫен юрлаттарса ячӗ Слива. — Куркаланӑ эпир кунашкал миндальниксене, пӑшӑрханмасса пултаратӑр. Хӑвӑр та тепрер ҫултан, сире унччен полкран кӑларса сирпӗнтермеҫҫӗ пулсассӑн, шӑл-ҫӑвартан шаккама пуҫлӑр акӑ. П-питех те л-лайӑххӑн. Манран пач кая мар.

Ромашов ун ҫине курайманлӑхпа тӳп-тӳррӗн пӑхрӗ те:
— Енчен эсир салтаксене хӗнетӗр пулсан, эпӗ сирӗн пирки полк командирне рапорт паратӑп, — терӗ, пӑшӑлтатнӑ пек, шӑппӑн.

— Мӗскер-с? — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Слива, анчах ҫийӗнчех пусӑрӑнса ларчӗ. — Ҫапах та ҫитет-с ҫак ниме тӑманскерпе-с, — терӗ вӑл типпӗн. — Эсир, подпоручик, хӑйсен государьне ҫирӗм пилӗк ҫулне чыслӑн панӑ хастар ватӑ офицерсене вӗрентме ҫамрӑкрах-ха. Офицер господасене рота шкулне кайма ыйтатӑп, — вӗҫлерӗ вӑл ҫиллессӗн.

Вӑл офицерсем енчен хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Пит кирлехчӗ-им сире ҫавӑнпа ҫыхланмашкӑн? — ҫураҫтаруллӑн калаҫрӗ Веткин, Ромашовпа юнашар утнӑ май. — Хӑвӑрах куратӑр-ҫке, ку сливи тутлисенчен мар. Эсир ӑна ман чухлӗ пӗлейместӗр-ха. Темӗн-темӗн каласа тултарма та пултарать вӑл сире, хӑвӑр ӑҫта кайса кӗрессине те пӗлеймӗр. Хирӗҫлетӗр иккен — сире вӑл арест патнех илсе ҫитерет.

— Итлесемӗр-ха, Павел Павлыч, ку вӗт служба мар, ку — темӗскерле ирсӗрлӗх-тискерлӗх! — тарӑхнипе те кӳреннипе макӑрас пекех кӑшкӑрса ячӗ Ромашов. — Ҫак кив параппан тирӗсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ-ҫке пиртен! Вӗсем офицерсем хушшинче юриех тӳрккеслӗх, салдафонлӑх, темле циникла маттурлӑх пултӑрччӗ тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

— Тӗресех-ха, ку, паллах, ҫапла, — сӳрӗккӗн ҫирӗплетрӗ те анасласа илчӗ Веткин.

Ромашов, ҫав-ҫавах вӗриленсе, малалла калаҫрӗ:

— Ну кама, мӗн тума кирлӗ ҫак туртӑнса йӑтӑнасси, ахӑру, тӳрккесле кӑшкӑрашу? Ах, офицер пулса, пач та, пач та куна мар, урӑххине тупасса кӗтнӗччӗ эпӗ. Нихӑҫан та манмӑп эпӗ малтанхи хут асра юлнине. Эпӗ полка килни виҫӗ кун кӑначчӗ-ха, мана ҫав хӗрлӗ-шывак пӑнамарь Арчаковский татрӗ те хучӗ. Пухура эпӗ ӑна калаҫура поручик терӗм, мӗншӗн тесен вӑл та мана подпоручик терӗ. Вӑл вара, манпа юнашарах ларатчӗ тата эпир пӗрлех сӑра ӗҫеттӗмӗрччӗ пулин те, ман ҫине кӑшкӑрса пӑрахрӗ: «Пӗрремӗшӗнчен, эпӗ сире поручик мар, — поручик господин, иккӗмӗшӗнчен-тӗк… иккӗмӗшӗнчен, аслӑ чинли хӑвӑра асӑрхаттарать пулсассӑн, ура ҫине ҫӗкленме кӑмӑл тусамӑр!» Эпӗ, чӑн та, тӑтӑм, Лех подполковник хӑйне вырӑна лартичченех тӑтӑм вара ун умӗнче ҫакнашкал, сурчӑкпа вараласа пӗтернӗ евӗр. Ҫук, ҫук, нимӗскер те ан калӑр, Павел Павлыч. Мана кусем пӗтӗмпех ҫав тери, ҫав тери вӑйлӑ йӑлӑхтарса, йӗрӗнтерсе ҫитернӗ!..

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех