Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнипе (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халтан кайнипе Сергей койки ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, куҫне хупать, юн персе тухиччен ҫырта-ҫырта лартнӑ тутисене ҫуланӑ май: «Пӗр минут ҫеҫ, пурӗ те пӗрехҫех минут канатӑп…» — тет, шанӑҫне ҫирӗплетсе.

Сергей падал в изнеможении на койку, закрывал глаза, облизывая в кровь искусанные губы, твердил: «Одну минутку, только одну минутку отдохну…»

13 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тӑван сӑн-пите юлашки хут лайӑхрах курса, астуса юлас тесе, Григорий чӗркуҫҫи ҫине кукленчӗ те хӑраса кайнипе тата йӗрӗннипе ирӗксӗр ҫӳҫенсе илчӗ: Пантелей Прокофьевичӑн сарӑхса кайнӑ тӗссӗр кӑвак пичӗ тӑрӑх, куҫ шӑтӑкӗсенче, питҫӑмартисенчи пӗркеленчӗксем хушшинче пыйтӑсем чупса ҫӳреҫҫӗ.

Григорий опустился на колени, чтобы в последний раз внимательно рассмотреть и запомнить родное лицо, и невольно содрогнулся от страха и отвращения: по серому, восковому лицу Пантелея Прокофьевича, заполняя впадины глаз, морщины на щеках, ползали вши.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун пеккине ӗмӗрне те курман Ильинична тӗлӗнсе хытса кайнипе аллисене шартах ҫапса илчӗ:

Ильинична от изумления руками всплеснула:

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑштах туллашкаланӑ хыҫҫӑн старик лӑпланчӗ, ҫилленсе кайнипе ытлашши хытӑ каласа тӑкнӑшӑн арӑмӗнчен каҫару ыйтрӗ, чылайччен эхлете-эхлете сывларӗ, ҫав апӑрша хӑмӑт клещин катӑкӗсемпе ӑҫта усӑ курма пулӗ-ши тесе шухӑшланӑ май, ӗнсине кӑтӑр-кӑтӑр хыҫса, вӗсем ҫинелле пӑхрӗ.

А старик, побушевав немного, угомонился, попросил прощения у жены за сказанные в сердцах крутые слова и долго кряхтел и почесывал затылок, поглядывая на обломки злополучного хомута, прикидывая в уме — на что же их можно употребить?

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл юн кайнипе вӑйсӑрланса ҫитнӗ.

Она истекала кровью.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тарӑхса кайнипе Пантелей Прокофьевичӑн пӗтӗм ӑш-чикӗ чашкӑрса вӗрерӗ.

Внутри у Пантелея Прокофьевича все клокотало от негодования.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл пурте ҫакӑн пек ырӑпа, ним вӑрҫӑ-харҫӑсӑр, савӑт-сапа ватмасӑр, харкашу-тӗркӗшӳсӗр иртсе кайнипе ытла та кӑмӑллӑ пулчӗ.

Она была донельзя довольна тем, что все обошлось так по-хорошему, без драки, без битья посуды, без огласки.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сивӗ шыв тарлӑ ҫурӑма ҫатӑр пӗҫертсе кайнипе вӑл ахлатса илчӗ, тулхӑрнӑ пек турӗ, чӗн пӳшкӗнсем йӗрленӗ хулпуҫҫийӗсемпе ҫӑмлӑ кӑкӑрне чылайччен сӑтӑрса аппаланчӗ.

От холодной воды, обжегшей потную спину, ахнул, зафыркал, долго и крепко тер натруженные ремнями плечи и волосатую грудь.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ватка пиншаклӑ ҫын майӗпентерех чупа пуҫларӗ, унтан чӑтма ҫук тилӗрсе кайнипе аллине Григорий мӗн ачаран питӗ пӗлнӗ пек хиврен сулчӗ те, тарма чарӑнса кӗлеткипе ҫаврӑнса тӑчӗ.

И вдруг человек в ватной куртке замедлил бег, остановился, и, когда стал поворачиваться, — характерным, знакомым с детства жестом выказывая высшую степень возбуждения.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӑпӑрккасемпе вӗтӗр!.. — тилӗрсе кайнипе куҫӗсене чалӑштарса кӑшкӑрчӗ те Григорий утне чи малтан хӑйсен хуторӗсем хыҫӗнчен ячӗ.

Пори плетями!.. — скосив глаза от бешенства, крикнул Григорий и первый выпустил коня вдогонку хуторянам.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кунта тем кӑмӑла каймалла мар тӗлпулу пуласса асӑрхаса, хӑрлатса, каялла пӑхкаласа шпалерлӑ пӗр пӗчӗк пӳлӗме кӗчӗ те, хӑраса кайнипе каялла чакрӗ.

Предчувствуя неприятную встречу, ворча и оглядываясь, Каштанка вошла в маленькую комнатку с грязными обоями и в страхе попятилась назад.

III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

— Начарах вырнаҫмарӑм эпӗ унта! — терӗ Лизӑ, хӑй Иннокентие кӑмӑла кайнипе савӑнса.

— А я там жила неплохо! — довольная, что она не разонравилась Иннокентию, самовлюбленно и вызывающе проговорила Лиза и стала расчесывать перед зеркалом волосы.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗлетӗп эпӗ, кун пек хыпарпа эсир пур эмельтен те хӑвӑртрах тӳрленетӗр, — терӗ Коробин, пӗрремӗш секретаре рапорт кӑмӑла кайнипе шутсӑр хавасланса.

— Я знал, что от такой вести вы поправитесь скорее, чем от всяких лекарств, — чрезвычайно довольный впечатлением, какое произвел на первого секретаря рапорт, проговорил Коробин.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Паллах, машинӑна пӑрахса каяс пулсан — ку айван япала пулать, — терӗ Мажаров хӑй ӑшӗнче. — Хӑраса ӳкни, урӑх нимӗн те мар. Тата мӗн кӑтартатӑп-ха эпӗ кайнипе?

«Конечно, это будет глупо, если я сейчас уйду, — сказал себе Мажаров. — Обыкновенная трусость, и только. И что я докажу своим поступком?

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫакӑн пек вӑй пӗтсе пырсан, эсӗ ал-уруна та хускатаймастӑн пулсан, халтан кайнипе тепӗр чухне шухӑшлама та пултараймастӑн пулсан — пуҫра темскер пӑтранчӑкӗ кӑна, — ун чухне нимӗн те кирлӗ мар…

Когда вот так уходят от тебя силы и ты не можешь двинуть ни рукой, ни ногой, когда от слабости иногда не можешь даже думать — ничего ясного, один туман в голове, — то в конце концов все становится безразличным…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Чӗлхешӗн те каҫар, так ахаль персе ятӑм, хӗрсе кайнипе

— И за язык мой прости — просто так брякнул, с пылу…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ывӑннипе ун алли-ури ҫавӑнтах ӑшӑнса, ҫемҫелсе кайрӗ, куҫ хупанкисем йывӑрланчӗҫ, вӑл тутлӑн анасласа илчӗ те ҫывӑрас килсе кайнипе йӑл кулчӗ.

Сразу усталость налила теплом его ноги и руки, отяжелила веки, и, широко и сладко зевнув, он улыбнулся внезапно возникшему желанию.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ильинична, хӑраса кайнипе, хирӗҫ сӑмах та чӗнеймерӗ, аллине ячӗ те, саппун ҫинчи турпасӗ шӑпӑрах ҫӗре тӑкӑнчӗ…

А Ильинична, перепугавшись, и слова не молвила в ответ, опустила руки, из завески посыпались щепки…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаши хӗрсе кайнипе купарчине пӑркалать, ташласа пырать.

Лошадь его горячится, вертит задом, выплясывает.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Талӑрса кайнипе пӳлӗнчӗклӗн хӑшӑлтатса сывлакан вахмистр, учӗпе тыткӑнри ҫынсене таптаса, ушкӑн варрине хирӗнсе кӗчӗ те чӑпӑрккипе, никама уяса тӑмасӑр, урӑм-сурӑм ӗҫлеме тапратрӗ…

Вахмистр, задыхаясь от злобы, топча конем пленных, врезался в гущу толпы, начал нещадно работать плетью…

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех