Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 12

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.23 17:58

Пуплевӗш: 276; Сӑмах: 2570

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Киле кайнӑ чухне Аникей ытти чухнехи пек утмарӗ, лӑпӑстатса чупрӗ, сайра хутра чарӑнса тӑрса, аллине чӗре тӗлне тытрӗ: чӗри сиксе тухас пек тапать. Тӑнлавран хӗстерет, питне юн тулса килчӗ, тепӗр утӑмранах тӗшӗрӗлсе анассӑн, урӑх тӑрас ҫук пек туйӑнать.

Киле ҫитнӗ ҫӗре куҫӗсем хуралса килчӗҫ. Ҫенӗкре вӑл хӑй вырӑнӗнче ларман витрене йӑвантарса ячӗ, пысӑк хырӑмлӑ кушака урипе тапрӗ те хыҫалти пӳлӗме ҫил пек вирхӗнсе кӗчӗ.

— Серафимӑ! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл мӗн пур вӑйран. — Часрр-а-ах!

— Мӗн ухмах пек ҫухӑратӑн эсӗ, — кӑмӑлсӑррӑн сасӑ пачӗ арӑмӗ малти пӳлӗмрен. — Пусмаҫҫӗ пуль-ҫке сана!

— Саначчӗ ман вырӑна, капла ҫеҫ уламӑттӑн, — чарӑнмарӗ Аникей, картусне таҫталла персе. — Каллех пит-куҫна сӗретӗн пуль-ха?

— Намӑса пӗлесчӗ! Мӗн ӑнланатӑн эсӗ, культурӑсӑр этем!

— Эсӗ вара ҫав культурӑна питӗ нумай ярса илнӗ. Шӗвекрех тусан, пӗтӗм яла ҫитет! — вӑл пиҫиххине салтрӗ, аттине хыврӗ те чӑлха пуҫӗ вӗҫҫӗн кӑна малти пӳлӗме иртрӗ.

Шӑп та шай ҫапла! Серафимӑ лутра комод умӗнче сайра та хӗрлӗ ҫӳҫне хулпуҫҫисем тӑрӑх сапаласа янӑ та, янаххине тӑсса, пӗркеленчӗкӗсене тӑрӑшсах кремпа сӑтӑрать. Ун хула хавалӗпе ҫӗленӗ чечеклӗ платйин арки патӗнче кушак ҫури ҫӑмха пек кускаласа ҫӳрет.

— Пасарта ларекра икӗ ҫул лартӑн та урсах кайрӑн. — Аникей хӑйӗн мӑнтӑр пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ. — Ну камшӑн капӑрланмалла-ха санӑн кунта? Текех кам пӑхтӑр ӗнтӗ сан ҫине? Кулса вилмелле вӗт!

— Нумай ӑнланатӑн эсӗ, тӑмпай!

Серафимӑ тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарчӗ, питне тӑрӑхларах ҫаврака тӗкӗр патне ҫывхартрӗ, тӗкне татса хуратнӑ куҫ харшисене тикӗслесе тухрӗ те ӑна пӳрнипе сурчӑкласа якатрӗ.

Вӑл текех упӑшки ҫине пӑхмарӗ, ҫӳҫне тирпейлесе ҫыхрӗ те, типшӗмскер, ҫӳлӗ те курпунлӑрахскер, крем сӗрсе тултарнӑ питне йӑлтӑртаттарса, ура ҫине тӑчӗ.

— Киле яланах вӑрӑ-хурах пек килсе кӗретӗн! Ӗмӗрне те пӗр лайӑх сӑмах илтмен санран, пӗрмаях «тавай» та «часрах»…

— Ну, халӗ уйрӑлма кая юлтӑмӑр ӗнтӗ, пурӑнас килсен-килмесен те, тӳс — сана та никам та качча илмест, манӑн та мӗн пур шӑл санпа пӗтрӗ! Ҫапла вара, чарӑн нӑйкӑшма. Луччӑ Никишкӑ пиччене кайса чӗн-ха, питӗ кирлӗ.

Аникей сӗтел ҫине сарса хунӑ тӗрлӗ тӗслӗ материсене пӗр ҫӗре пуҫтарчӗ те пӗррех диван ҫине ывӑтрӗ.

— Таврӑнсан — ҫыртмалли хатӗрле мӗн те пулин: хӑнасем килме пултараҫҫӗ!

— Хӑнасем! Хӑнасем! — мӑкӑртатрӗ Серафимӑ тарӑхса. — Пӗр кун та иртмест кама та пулин усӑсӑр ҫитерсе ямасӑр! Кил-ҫурт мар ку, иртен-ҫӳренсен ҫурчӗ! Ни сывлӑш ҫавӑрма ҫук, ни канӑҫлӑ минут ҫук…

— Хытатӑн тимӗр пӑрҫа! — Аникей ҫиллессӗн кӑшкӑрчӗ, куҫ харшисене пӗрлештерчӗ. — Акӑ мана вырӑнтан кӑларса сирпӗтеҫҫӗ те, ун чухне тӑраничченех канан!

Серафимӑ ҫавӑнтах юпа пек хытса кайрӗ, ҫӑварне карса, пӗр самант упӑшки ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан аллисене сарса, пӳрнисене шатӑртаттарса йынӑшса илчӗ:

— Хӑҫан пӗтет-ха ку, турӑҫӑм? Кам каллех шӑтӑк чавать-ха сан айна?..

— Шӑтӑкӗ ҫавах, киввиех, анчах, кӑм кама тӗксе ярӗ-ха унта. Ну, ҫитет сӳпӗлтетме — яр кунта Никишкӑна! Эпир эсӗ хӳхленипе тӳрленес ҫук.

Ворожнев кӗҫех ҫитсе те тӑчӗ — кичем хӑй, хырӑнман. Алӑк патӗнче вӑл нумайччен урине хыркаласа тӑчӗ, куҫ харшисене хаяррӑн пӗркелентернӗрен Аникей те хӑраса ӳкрӗ.

— Мӗн эсӗ, ҫын пек пӑхма та пултараймастӑн-и, Никитӑ? Хам хӑраса кайрӑм санран, чисти тискер кайӑках эсӗ. Пӗр-пӗр ача курас пулсан, вилсех каять. Эсӗ упа пекех ҫӑмланса кайнӑ…

— Тискерленӗн, сана шӑтӑка хуса кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ пулсан…

Пиччӗшӗн шӳт тӑвас килмерӗ пулас вӑл калушне хыврӗ те, кашни утӑмрах шкапри савӑт-сапана чӗтрентерсе, урай хӑмисене авӑнтарса, малти пӳлӗме иртрӗ.

— Кала хӑвӑртрах, мӗн пӗлетӗн, — васкатрӗ Аникей. — Мӗнле хыпарсем?

— Пӗтӗм яла хускатса янӑ — утарти пек сӗрлет. Кашни вӗт кӑпшанкӑ сана хытӑрах ыраттармалла сӑхасшӑн.

— Эсӗ ан тӗтӗр-ха! Йӗркеллӗ каласа пар, халӑх мӗн калаҫать?

— Халӑх манран урнӑ ҫынран тарнӑ пек тарать. Хӑшне-пӗрне тытса ҫурӑттӑм та ҫав!..

Вӑл шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ, кепкине хывмасӑрах, пукан ҫине йывӑррӑн ларчӗ, пукан шӑтӑртатса илчӗ.

— Эсӗ пустуй ан ҫилентер ҫынсене, Никитӑ! — тӑванӗн кӑра чунне лӑплантарса, хуллен канаш пачӗ Аникей. — Тепӗр ҫиленнӗ ухмах чи ӑслӑ ҫын та шухӑшласа кӑларайманнине тума пултарать, Халлӗхе тилхепене пирӗн алӑран туртса илмен вӗт-ха, ӑспа тытса пырас пулать, атту кун пек пӑлханнӑ вӑхӑтра хӑв та сисеймӗн, кӑларса ывӑтӗҫ.

— Ун пек пулма пултарасса кӗтсех тӑр! — килӗшрӗ Ворожнев, вӑрӑм та тачка аллисене вӑл сӗтел ҫине хучӗ, пысӑк чӑмӑрӗсене ерипен сарса ячӗ, ассӑн сывласа илчӗ. — Хӑйсене хӑйсемех тупаҫҫӗ вӗт, мурсем! Тӳсен-тӳсен те чӑтаймастӑн… Эпӗ сан пата пӗччен мар вӗт…

— Эпӗ сана ҫеҫ чӗнӗччӗ пулас…

— Ку хӑна пире кансӗрлемест, — Ворожнев хаваслӑн кулса илчӗ. — Уксаххине сӗлӗпе тытрӑм эпӗ…

— Мӗнле уксаххине.

— Саввушкӑна! Егор Дымшаков тусне!

— Ах, шел! Теприне мар! — Аникей тӳссе лараймарӗ, пӑлханнипе аллисене сӑтӑркаласа, пӳлӗм тӑрӑх уткалама пуҫларӗ. — Вӑт Егоркӑна ҫаклатнӑ пулсан, эпӗ сан валли темӗн те тунӑ пулӑттӑм. Нимӗн те хӗрхенсе тӑмастӑм.

— Кун пирки юмахлани пустуй япала, — Никитӑ патвар хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илчӗ. — Мӗн кӑна туса пӑхмарӑм пуль ӗнтӗ, хӑш енчен кӑна пымарӑм пуль, тепри пулсан, шӑна ҫилӗм ҫумне ҫыпӑҫнӑ пек ҫыпҫӑнмалла ӗнтӗ, ку вара выҫӑ вилсен те аллине вараламасть.

— Шанчӑкна ан ҫухат, пичче, вӑхӑт ҫиттӗр-ха, эпир ӑна таканлатпӑр! Ку сысни тата нумай персе чикнӗ-и?

— Пӗр миххе яхӑн.

— Юрӗ, ҫука юлмӑпӑр уншӑнах, чӗн ӑна кунта? Ӑҫта кӗтсе тӑрать вӑл хӑйӗн шӑпине?

— Крыльца ҫинче тӑрать, ӑшӗнче ӗнтӗ вӑл пурнӑҫпа сывпуллашнӑ — эпӗ малтанлӑха сехрине хӑпартрӑм унӑнне!

Тепӗр минутран Саввушкӑ конюха Ворожнев малти пӳлӗме ертсе кӗртрӗ. Вӑл, уксахлакаласа, темиҫе утӑм турӗ те, туратлӑ туя ҫине таянса, сулахай урине урайне пусмасӑр чарӑнса тӑчӗ. Вӑл, ырханкка та лутака, ансӑр питлӗ те шӗвӗр сӑмсаллӑскер, самай ватӑлнӑ арҫын пек мар, ытларах ҫитӗнсе ҫитеймен ача пек пулнӑ. Янаххи ҫинче сайра кӑвак сухалӗ каҫӑрӑлса тӑнӑ, хыттӑн чӑмӑртанӑ ҫӳхе тутисем кӑвакарнӑ; ҫӗтӗк фуфайки ҫине улӑм пӗрчисем ҫыпӑҫнӑ, ҫӗлӗкӗн пӗр хӑлхи салтӑнса кайнӑ.

— Мӗн эсӗ, Саввушкӑ, сывлӑх та сунмастӑн? — ыйтрӗ Аникей хуллен.

Конюх нимӗн те чӗнмерӗ.

— Мӗн хаваслӑ мар эсӗ паян? — малалла ыйтса пӗлме пуҫларӗ Лузгин. — Тен, кампа та пулин вӑрҫрӑн пуль е сывӑ мар-и? Сыв мар пулсан, вӑраха ан яр чирне, атту пушшех начартарах пулӗ!

Саввушкӑ председателӗн ҫак йӑлине пӗлнӗ, — вӑл хӑйӗн аллине лекнӗ ҫынсене васкамасӑр, мӑшкӑлласа ыйта-ыйта суптарма юратнӑ, ҫавӑнпа Саввушкӑ хӑй ӑшӗнче: чӗннинчен чӗнменни, тенӗ.

— Ку усал ӗҫе тума ху пӗчченех шут тытрӑн-и эсӗ? — ҫавӑн пекех, сассине хӑпартмасӑр, ыйтрӗ те Аникей конюха хулпуҫҫинчен хӗрхеннӗ пек тӗкрӗ. — Е сана кам та пулин хушрӗ-и? Айӑпа мӗншӗн хӑвӑн ҫине ҫеҫ илмелле-ха санӑн? Ҫурмалла тусан — йӑтма та ҫӑмӑлрах!

Конюхӑн куҫ хӑрпӑкӗсем мӑч-мӑч туса илчӗҫ, вӑл ҫӑварне те карнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫавӑнтах тутисене хыттӑн чӑмӑртарӗ.

— Мӗн эсӗ, эрех пички, чӗлхӳне ҫӑтрӑн-им? — кӑшкӑрса ячӗ Ворожнев тӳсеймесӗр. — Тӗрмере ӑсӗ килӗ-ха та ҫак калаҫу, анчах кая пулӗ!

— Тӑхта-ха, Никитӑ, ан васка! — чарчӗ Аникей пиччӗшне. — Ну, шуйттан илӗртнӗ ҫынна, вилес тӗк ӗҫес килсе кайнӑ, ӗҫмелли ҫук — вӑт илнӗ вара. Кампа пулмасть ун пекки! Пуҫ ӗҫлеми пулать те, е кам та пулин урӑххи ӑс парать, вӑл, тен, кунта пӗртте айӑплӑ мар, э? Пире каласа парать вӑл халӗ, эпир вара ӑна ҫаплипех яратпӑр.

Вӑл Саввушкӑ патнех пырса тӑчӗ, ун питне янахран тытса ҫӗклерӗ те каялла чакрӗ: мӗскӗннӗн, хӑраса ӳкнӗ пек пӑхас вырӑнне конюх куҫӗсем пытарса тӑма ҫук курайманлӑхпа ялкӑшаҫҫӗ.

— Эпӗ, тен, чи начаррисенчен начар ҫын, манран япӑхраххи ялта урӑх ҫук та пулӗ, — ҫиллессӗн шӑл витӗр сӑрӑхтарса кӑларчӗ Саввушкӑ. — Анчах ман совеҫ пӗтӗмпех пӗтмен-ха, эпӗ сире хам намӑса Дымшаков ҫине йӑвантарма памастӑп!

— Мӗн тата эсӗ сасартӑк Егора аса илтӗн? — куҫӗсене чарса пӑрахрӗ Аникей. — Ӑна кунта никам та асӑнмарӗ-ҫке. Эпӗ хӑлхасӑр мар, тата авӑ Никитӑ та суйма ирӗк парас ҫук…

— Пӗлетпӗр эпир сан Никитуна! — кулса илчӗ те Саввушкӑ, вӑй пухнӑ пек, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывларӗ. — Сирӗн Егора вараласси ҫеҫ… Анчах май килеймӗ! Ылтӑн вӑл пылчӑк ҫинче те йӑлтӑртатать!

Пӗр саманта пӳлӗмре йывӑр шӑплӑх пулса тӑчӗ.

— Авӑ мӗнле авӑтса ятӑн эсӗ? — терӗ Аникей тӑсса, хӑй конюх патӗнчен каялла чакрӗ, аллисене сарса ячӗ. — Ну, апла пулсан, ан ятла, ылтӑн ҫыннӑм, кӗмӗл ҫыннӑм, ҫитмесессӗн, пӑхӑр ҫыннӑм! Пӗр пилӗк ҫул е ытларах та ларӑн-ха тӗрмере — вара сассу та лайӑхах тухӗ. Никитӑ, илсе кай ӑна участокри милиционер патне, протокол ҫырӑр та, ӗҫӗ те пӗтрӗ!

Вӑл Саввушкӑ еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ те арӑмне кӑшкӑрчӗ:

— Серафима! Илсе кил-ха пирӗн валли чӗре сури тума, атту чӗре татӑлса каять, чӑтма ҫук!..

Конюх, мӗн ҫине те пулин шаннӑ пек, ҫаплах каймарӗ. Вӑл пуҫне усрӗ те каллех ҫӗрелле пӑхрӗ, унӑн пичӗ шуралса кайрӗ.

— Ну, мӗн тӑратӑн эсӗ? — хулпуҫҫинчен кӑлт тӗкрӗ Ворожнев шухӑша кайнӑ Саввушкӑна. — Кунта пире ҫухрӑм юпи кирлӗ мар.

Саввушкӑ, хӑйӗн туйи ҫине таянса, уксахласа, алӑк патнелле утрӗ, анчах кунта ҫитсен вӑл тӳсеймерӗ, алӑк янаххи патне персе анчӗ, сасси куҫҫуль витӗр чӗтресе тухрӗ:

— Пуҫа ан ҫи… Аникей Ермолаевич!.. Ачасем-пит вӗтӗ-ҫке. Арӑм чирлӗ — шӑтӑка ҫеҫ тӗкмелле!.. Пӗтеҫҫӗ вӗсем мансӑр, пӗтеҫҫӗ!.. Хӗрхен!..

— Эсӗ нумай хӗрхенетӗн-и вӗсене, шульӑк! Сире хӗрхенетӗн тек кайран вара эсир йыта пек тапӑнатӑр! Тухса кай! Малтан шухӑшламалла пулнӑ, вӑрра кайма пуҫтарӑннӑ чухне.

— Ӑҫта ӳкессине пӗлнӗ пулсан, тӳшек сарӑттӑм та… — терӗ Саввушкӑ ӗсӗклесе, куҫҫульне ывӑҫ тупанӗпе пичӗ тӑрӑх шӑла-шӑла. — Мӗне мар… тусан пӗрчине те илместӗп малашне… Неушлӗ чӗре ҫук санӑн?

Аникей ӑна хуравламарӗ, нимӗн чӗнмесӗр арӑмӗн аллинчен шаритленӗ чӑх татӑкӗ илсе, ун ҫине тӑвар сапрӗ те ҫиме пуҫларӗ.

— Тӑварланӑ хӑяр пар-ха, — терӗ вӑл Серафимӑна. — Атту типӗрех…

— Каҫар эс мана, каяннӑя, — йынӑшрӗ Саввушкӑ ҫаплах чӗтрекен сассипе. — Чӗлхешӗн те каҫар, так ахаль персе ятӑм, хӗрсе кайнипе…

Аникей чӑх шӑммисене кӑшласа тухрӗ, ывӑҫ тупанӗпе тачка тутисене шӑлчӗ, пӗр-икӗ минут конюх ҫинӗ пӑхрӗ.

— Хӑвӑрт шатӑртатма пуҫларӑн эсӗ, Аҫтӑрхан мӑйӑрӗ! Сана пӗрре те ҫапман-ха мӑлатукпа, эсӗ авӑ ҫурӑлса та кайнӑ!.. Хӑй тата герой пуласшӑн, кӑшкӑрать тем мурне! — унтан сасартӑк сассине хӑпартрӗ:  — Ну-ка, тӑр, ҫапкаланчӑк!

Конюх туйине илчӗ, анчах туйи, аллинчен тухса ӳксе, аяккалла сирпӗнчӗ; вара вӑл, алӑк янаххинчен ярса тытса, йӑлӑнакан куҫӗсене председатель ҫинчен илмесӗр ура ҫине тӑчӗ.

— Ачусене хӗрхенсе пытаратӑп ҫылӑхна, — терӗ Аниккей, анчах ун сасси паҫӑрхи пекех хаяррӑн илтӗнчӗ. — Асту, эпӗ сан ҫинчен тата тепӗр хут пӑсӑк сӑмах илтсен — хуть йӑлӑн, хуть ан йӑлӑн, пурпӗр каҫармастӑп! Ҫак пӗр михӗ сӗлӗшӗнех ларатӑн!

— Неушлӗ эпӗ… Аникей Ермолаевич!.. — йӑвашшӑн мӑкӑртатрӗ Саввушкӑ. — Пулӑ пек пулӑп, ҫӑвар та уҫмӑп…

— Кур-ха, кӑмӑлӗ лайӑхланчӗ те, мӗн калаҫать! — терӗ Ворожнев, конюха чарса. — Эсӗ хӑвна мӗн хушнине итле те хӑлхана чик! Сана пурнӑҫ парнелесе параҫҫӗ, ӗҫленӗшӗн преми мар. Эсӗ пур кунта сӗлеке юхтаратӑн…

— Ӑсланса, мӗн те пулин путлӗ япала тусан — эпӗ те манмастӑп! Эпӗ ют ҫынсем кӳреннине шутламастӑп. Хам валли мар, ҫынсем валли пурӑнатӑп… Ну, вӑт ҫапла… Халӗ ӗнтӗ кай!

Аникей аллине сулчӗ, Саввушкӑ, каҫарнӑшӑн тав тӑвасшӑн пулнӑ пек, чӗтренсе ун еннелле сулӑнчӗ, анчах Ворожнев ӑна, хулпуҫҫинчен тытса, малти пӳлӗмрен кӑларса ячӗ.

— Ӗҫпе тав тӑвӑн, сӑмахпа эпир ахаль те тӑраннӑ!..

Ҫенӗкрен вӑл Нюшкӑпа пӗрле кӗчӗ, вӗсем хыҫҫӑн, юратман хӑна ҫине кӗвӗҫӳллӗн пӑхкаласа, Серафимӑ та кухньӑран пычӗ.

Анчах Нюшкӑ сиввӗн пӑхнипе именекен ҫын пулман, вӑл хӑйне пур ҫӗрте те килти пек туйма хӑнӑхнӑ. Вӑл фуфайкине хыврӗ, ӑшӑ шаль тутӑрне салтрӗ те хура атлас юбкӑпа, хӑмла ҫырли тӗслӗ капӑр кофтӑпа тухса тӑчӗ. Серафимӑна тин ҫеҫ асӑрханӑн, ҫӑра куҫхаршийӗсене тӗлӗннӗ пек ҫӗклентерчӗ, ун ҫине пӑхса йӑвашшӑн йӑл кулчӗ.

— Мӗн сӑнран улшӑннӑ пек эсир, Серафимӑ Прокофьевна! Пӗр-пӗр чир асаплантармасть пуль-ҫке сире?

Серафимӑ Нюшкӑ ҫине мӑн кӑмӑллӑраххӑн пӑхса илчӗ, хуралҫӑ ыйтӑвӗ ӑна хытах пырса тиврӗ пулин те, аптраса тӑмарӗ, хӑйне ҫын умӗнче ӳкермесӗр хуравларӗ:

— Тӑлӑх арӑм мар-ҫке эпӗ, упӑшкам пур, вӑл чирлеттерет-и вара! Кӑшт сунас лексенех пӑшӑрханать, мӗн пулчӗ сана, тет. Халлӗхе сывлӑха хурламастӑп, камӑн вӑйсӑртарах, кивҫен пама та пултаратӑп!..

Аникей пиччӗшне: «Куратӑн-и, епле тытӑҫса кайрӗҫ? Иккӗшӗ те пӗрех!» — тесшӗн пулнӑ пек, ун ҫине пӑхса.

— Мӗн сӗретӗн эсӗ, чиперккем? — интересленчӗ Нюшкӑ, йӑпӑлтилле йӑл кулса. — Ытла та тутлӑ шӑршӑ кӗрет!

— Аникей хуларан крем илсе килсе пачӗ, йӳнӗ мар, тет…

— Паллах! — килӗшрӗ Нюшкӑ. — Илеме ӑна йӳне туянаймастӑн, Тата ырхан-типшӗме те ӗне ҫӑвӗпе тӳрлетейместӗн.

Хӑйӗн ватлӑхӗ ҫинчен ҫапла чӑрсӑррӑн та сӗмсӗррӗн систернӗ пирки Серафимӑ сасартӑк хӗрелсе кайрӗ, анчах Нюшкӑна мӗнпе хур тумаллине шухӑшласа кӑлараймарӗ, — Аникей вӗсен тавлашӑвне пӳлсе хучӗ.

— Ҫитет сире, хӗрарӑмсем, пӗр-пӗрне ҫулама! Чармасан, эсир пӗр-пӗрин куҫне те чавса кӑларатӑр.

— Ытла пысӑк ирӗк панӑ эсӗ ӑна! — терӗ Серафимӑ, Нюшкӑна парӑнасшӑн мар пулса, ун ҫине куҫ кӗретех кураймасӑр пӑхса. — Хӑвӑн килӳнте хӑвӑн саккунлӑ арӑмна хӑртаҫҫӗ те, эсӗ авӑ ҫӑварна карса итлесе ларан.

— Нимех те мар, эсӗ уншӑн пӗтместӗн вӗт, Нюшкӑ вара мана тепӗр чух ай-ӑй епле пулӑшать — кашни ун пек пулӑшсан!

— Мӗнпе пулӑшать вӑл? — хӗрсе кайса, упӑшки ҫинелле тапӑнса пырса, ыйтрӗ Серафимӑ. — Хӑйӗн намӑссӑр куҫӗсемпе-и е купарчине пӑркаланипе-и?..

— Серафимӑ! — тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ Аникей. — Асту, ҫылӑха ан кӗрт, атту эпӗ сана вӗрентетӗп пӗрре, ху пӗр эрне хушши купарчу ҫине лараймӑн! Никитӑ, тӗксе кӑларса яр-ха ӑна кухньӑна, алӑка хуп, ман Нюшкӑпа вӑрттӑн калаҫмалли пур. Чарӑнмасан — пуҫ тӑрӑх пӗр витре шыв яр, часах тӑна кӗрӗ…

Серафимӑ хӑйне алӑкран кӑларса ярасса кӗтсе тӑмарӗ, тӑшманне ҫут тӗнчери мӗн пур усал сӑмахсемпе хӑртса, малти пӳлӗмрен сирпӗнсе тухрӗ. Ун хыҫҫӑн, куҫ харшисене пӗркелентерсе, Никитӑ тухрӗ, малти пӳлӗмре шӑп пулса тӑчӗ.

— Ҫапах та, Аникей, арӑмунтан хӑратӑн эсӗ, — терӗ Нюшкӑ, хӑй савӑннине пытармасӑр.

— Ют ҫын йытти ҫыртсан та — савӑнӑҫ нумай мар, анчах хӑвӑн урса кайсан, пӗр чӗрӗ вырӑнсӑр хӑварма пултарать!..

Нюшкӑ хӗрхенсе ассӑн сывласа илчӗ.

— Пылак мар сан пурнӑҫ, Аникеюшкӑ…

— Паллах, кӗсел мар, паллах, — килӗшрӗ те Лузгин кӗскен хушса хучӗ:  — Каласа пар.

Нюшкӑ пӗр самантрах йӑлт улшӑнчӗ, тутисем ҫинчи кулли ҫухалчӗ, куҫӗсем тӗтреленнӗ пек пулчӗҫ.

— Ӗҫсем сан, Аникей, питӗ начар. Калама ҫук начар!.. Кирек кама итлесен те — пурте сӑна хирӗҫ калаҫҫӗ — ӑна вырӑнта чармасан, облаҫӗ ҫыратпӑр, Мускава, хуть те ӑҫта! — теҫҫӗ. Ӑна председательтен кӑларма парти хӑй пулӑшӗ! — теҫҫӗ.

Лузгин тӗксӗмленчӗ, ун пит-куҫӗ ӑмӑрланчӗ.

— Мӗн пирки ӳпкелеҫҫӗ-ха? — ыйтрӗ вӑл кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. — Е лаххана мӑшкӑлтӑк шыв тӑкнӑ, пек, ахалех, ним пӑхмасӑр, пӗтӗмпех пӗр ҫӗре тӑкаҫҫӗ-и?

— Пурне те астума та ҫук, — терӗ Нюшкӑ. — Анчах чи малтан эсӗ ӗҫлесе илнӗ тырра ӗҫ кунӗ тӑрӑх паманшӑн тарӑхаҫҫӗ, килес ҫул пуринчен малтан рапорт пама пытарнӑ, теҫҫӗ.

— Тата мӗн?

— Паян-ыран хӗл персе ҫитет, анчах вутӑ никамӑн та ҫукпа пӗрех, теҫҫӗ, — хӑвӑрт пакӑлтатрӗ Нюшкӑ. — Утӑ ҫулнӑ чухне уттӑн пӗр пайне пама пулчӗ, халӗ шарламасть, каллех пӗлтӗрхи пек улталасшӑн, теҫҫӗ… Раснах стариксем хытӑ кӳреннӗ — колхоз пулнӑранпах колхозра ӗҫленӗ, халӗ акӑ хуть вилсе вырт — ҫӑкӑр та памасть, вутӑ та, нимӗн те ҫук, теҫҫӗ…

— Ҫитет! — Аникей хытӑ чӑмӑртанӑ чышкине сӗтел ҫине хучӗ. — Сан следователь пулмалла е прокурор — пӗтӗмпех шыраса тупатӑн…

— Ну, вӑт! — пуҫне мӑнаҫлӑн ывӑтрӗ Нюшкӑ.

Вӑл татах малалла каласа кӑтартасшӑнччӗ, анчах Аникее салхуланса кайнӑ питӗнчен пӑхса илчӗ те: каламасан лайӑхрах, тесе шутларӗ. Капла хӑвна та сиен туса хума пулать. Лузгин ҫамкине пӗркелентерсе, тутисене чӑмӑртаса ларать. Шухӑша кайнӑ Аникее чӑрмантармасӑр, Нюшкӑ хӗвӗнчен карт кулати туртса кӑларчӗ те шурӑ ҫи витти ҫине сарса хума пуҫларӗ.

— Хӑвӑн валли… кил валли… — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Мӗн пулать? Чӗре мӗнпе канӑҫ тупать?

— Пӑрах эсӗ цыганла лӑпӑртатма, — терӗ Аникей, картсем ҫине чалӑшшӑн пӑхса. — Мӗн усси вӗсене сурчӑкласа.

— Ан калаҫ, — Нюшкӑ аллине сулчӗ. — Мантӑн-ши, иртнинче эпӗ сана юмӑҫ пӑхрӑм та, епле телейлӗ карт тухнӑччӗ?.. Вӑт хальхинче те — пӑх-ха! — хысна ҫурчӗ кӗтет сана!

— Кӑна эпӗ юмӑҫ пӑхмасӑрах пӗлетӗп, — Лузгин йывӑррӑн сывларӗ. — Райкома е облаҫа чӗнеҫҫӗ те акӑ, хӗртеҫҫӗ пӗрре питӗ хытӑ, атту кӑларса ҫапма та пултараҫҫӗ — вӑл часах!

— Чӗрӳнте мӗн сан? — терӗ Нюшкӑ юрланӑ пек, картсене чӑвӑшлаттарса. — Куратӑн-и, хӗрес майра!

— Эсӗ-им ку? — кулса илчӗ Аникей.

— Тен, эпех. Эпӗ шӑпах хӗрес майра вӗт… Пӑх-ха тата кунта! — савӑнса кайрӗ вӑл. — Сан ӗмӗтӳ ҫиттӗр тӗсе, хӗрес король тухрӗ — кунтан лайӑххи пулма та пултараймасть!

— Райком секретарӗ пуль, кам пултӑр тата, — терӗ Аникей.

— Тата сана темӗнле хутпа инҫе ҫул пулать…

— Хучӗ вӑл — урӑх ним те мар, пӗрлехи пуху протоколӗ, ҫулӗ вара — кӑларса ҫапаҫҫӗ те, хуть те ӑҫта кай!.. Юрӗ, Нюшкӑ, пӗтер хӑвӑн юмӑҫна-пуҫна!

Аникей картсене хутӑштарса пӗр ҫӗрелле купаларӗ те ура ҫине тӑчӗ. Кухньӑ енчи алӑка уҫса арӑмӗпе пиччӗшне чӗнчӗ. Арӑмӗпе пиччӗшӗ кӗчӗҫ, Аникей малти пӳлӗмре васкамасӑр уткаласа ҫӳренине вӗҫем ним чӗнмесӗр сӑнама пуҫларӗҫ.

— Ну, вӑт, мӗн, — терӗ вӑл, — юлашкинчен чарӑнса тӑрса, ун куҫӗсем салхуллӑн йӑлтӑртатрӗҫ. — Шаритленӗ пулӑ ҫиес килет пулсан, вӗтӗ шӑмӑ пыра ларасран хӑрамалла мар. Серафимӑ, чӳрече каррисене яр та мӗн пуррине пӗтӗмпех сӗтел ҫине ларт!..

— Ара, мӗн шутласа кӑларатӑн эсӗ, Аникей Ермолаевич? — шиклӗн ыйтрӗ арӑмӗ.

— Апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме тытӑн. Хӑнасем чӗнетпӗр те эрех ӗҫетпӗр, юрӑ юрлатпӑр! Эсӗ, Нюшкӑ, хӑвӑрт пул — чупса ҫаврӑн кирлӗ ҫӗре…

Малти пӳлӗмрен арӑмӗпе хуралҫа кӑларса янӑ хыҫҫӑн Аникей Никитӑна сӗтел патне ларма хушрӗ.

— Ыран, пичче, правлени пухатпӑр та юлашки тырра ӗҫ кунӗ тӑрӑх валеҫсе пама йышӑнатпӑр — кӑшкӑрма пӑрахтарас пулать!.. Ирех мӗн пур лавсене вӑрмана кӑларса яр, кашнин картишне вутӑ кӳрсе паччӑр. Шалымов стариксене пуҫтарӗ те вӗсене мӗн кирлине парӗ. Нимӗн те ан хӗрхенӗр — пурте хӑйӗн хакне кӑларать!

— Ах, темскер пустуй япала шухӑшласа кӑлартӑн эсӗ, — Ворожнев пӑшӑрханма пуҫларӗ. — Ҫавӑнпа ҫавӑрайратӑн-и вӗсене? Вӗсен куҫӗсене сӗрсе лартатӑн-и?

— Эпӗ, тӑвас тесен, кирек мӗнле тума та пултаратӑп. Вӑт ҫакна ӑнланччӑр ҫынсем, ҫакӑ кирлӗ… Пӗри ӗненет, иккӗмӗшӗ иккӗленет, виҫҫӗмӗшӗ шарламасӑр тӑрса юлать… Каҫпа Любушкинӑран мӗнле хӑпмаллине шухӑшласа тупӑпӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех