Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 13

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.05 19:45

Пуплевӗш: 19; Сӑмах: 212

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сергей кӗтмен ҫӗртенех хӑй халиччен пӗлменнине туйса, чухласа илчӗ: кунсем вӑраха тӑсӑлнӑ пек туйӑнатчӗ те, пит вӑрӑмах мар иккен вӗсем. Ирхине ун патне врач-массажист килет, хытса ларнӑ сыпӑксене сӑтӑрса ҫемҫетет, унтан Сергей темиҫе минут хушши ура ҫинче тӑрать. Ку уншӑн питӗ кирлӗ. Хӑй айӗнче ҫирӗп никӗс пуррине хӑнӑхмалла унӑн. Ҫакна вӑл кашни хутӗнчех вӑйлӑран вӑйлӑ ӗненсе пырать. Кун хыҫҫӑн Таня алшӑллисенчен кутлӑх евӗр туса ҫыхать, вара, вӑл тытса пынӑ май, Сергей Егорычӑн пушанса юлнӑ койки патне виҫӗ утӑм утӑмлать. Ларать, канать — унтан каллех виҫӗ утӑм каялла. Кашни утӑм — пӗтӗм ӳт-тире вут хыптаракан ырату. Куҫ умӗ тӗтрелене-тӗтрелене каять, ирӗксӗрех куҫҫуль пӑчӑртанса тухать, пуҫра пӗчӗк мӑлатук хистесе шаккать: «Тепӗр утӑм, тепре, тепре…»

Халтан кайнипе Сергей койки ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, куҫне хупать, юн персе тухиччен ҫырта-ҫырта лартнӑ тутисене ҫуланӑ май: «Пӗр минут ҫеҫ, пурӗ те пӗрехҫех минут канатӑп…» — тет, шанӑҫне ҫирӗплетсе. Ҫӗнӗрен тӑрать, ыратнине ҫӗнтерсе, каллех йывӑр та асаплӑ виҫӗ утӑмне утӑмлама тапратать. Ҫакнашкал яра куна. Тӗрӗссипе калас-тӑк, утӑмӗсем те нумаях мар — ҫӗр ҫирӗме яхӑн ҫеҫ. Анчах, ӗнерхипе танлаштарсан, ку вӑл икӗ хут ытларах. Сергейшӑн ҫакӑ калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ: апла пулсан ыран вӑл виҫҫӗр утӑма яхӑн тума пултарать. Ҫавӑнпа мар-и ырана чӑтаймасӑр кӗтет. Ыратнине, ҫуллахи каҫӑн пӑчӑлӑхне пӑхмасӑр. Халӗ ун ҫав тери ӗҫлес, кӗрешес килет. Егорыча та питӗ тунсӑхланӑ та, анчах ӑна унта кӗртмеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех