Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LIV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:07

Пуплевӗш: 167; Сӑмах: 1903

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сердобск полкӗ пӑлхавҫӑ-казаксен аллине тытса панӑ ҫирӗм пилӗк коммунист, вӑйлатнӑ конвой хуралласа пыраканскер, Усть-Хопер станицинчен тухрӗ. Тарас пирки шухӑшламалли те ҫук. Тыткӑнрисен ушкӑнӗ варринче уксахласа утса пыракан Иван Алексеевич конвоир-казаксен хаяр ҫилӗпе чулланнӑ пичӗсем ҫине салхуллӑн та кураймасӑр пӑхрӗ.

«Тураса тӑкаҫҫӗ пире! — шухӑшларӗ вӑл. — Суд тумасан — пӗтетпӗр!»

Конвоирсенчен ытларахӑшӗ — сухаллӑ казаксем. Вӗсене Атамански полк вахмистрӗ пулнӑ ватӑ старовер командир вырӑнне ертсе пырать. Усть-Хопертан тухнӑ-тухман вӑл тыткӑнри коммунистсене калаҫма, чӗлӗм туртма конвоирсенчен мӗн те пулин ыйтса пӗлме чарчӗ.

— Турра кӗлтӑвӑр, анчихрист чурисем. Вилме каятӑр, юлашки сехетӗрсенче хӑть ҫылӑха ан кӗрӗр! Ы-ы-ых! Турра маннӑскерсем! Эсремете сутӑннӑ! Тӑшман кӗҫҫипе питӗрсене ҫӗленӗ! — Ҫакӑн пек хӑрӑлтатса пынӑ вӑхӑтра вӑл е самовзвод-наганне ҫӗклесе илчӗ, е мӑйӗнчен ҫакса янӑ револьверӑн кантралла явнӑ ҫаккине пӗтӗрчӗ.

Тыткӑнрисенчен икӗ коммунист кӑна Сердобск полкӗнче командир пулнӑ ҫынсем. Ыттисем пурте, Иван Алексеевичсӑр пуҫне, Елански станица вырӑсӗсем. Ҫав ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, тӗреклӗ йӗкӗтсем станицӑра совет влаҫӗ пуҫлансанах партие кӗнӗ-мӗн, милиционерта ӗҫленӗ, хуторсенче ревком председателӗсем пулнӑ; казаксен хӗҫпӑшаллӑ пӑлхавӗ хыҫҫӑн вара, Усть-Хопер станицине тарса пырса, Сердобск полкне пӗрлешнӗ.

Ӗлӗкрех пурте пекех вӗсем ремесленниксем — платниксем, столярсем, катка-пичке тӑвакансем, каменщиксем, кӑмака ӑстисем, атӑ ҫӗлекенсем, ҫӗвӗҫсем — пулнӑ. Вӗсенчен чи аслӑраххине те, сӑнран пӑхса, вӑтӑр пиллӗкрен ытла параймастӑн, чи ҫамрӑкраххи ҫирӗм ҫулсене ҫитсе пыраканскер пулмалла. Ҫав патвар кӗлеткеллӗ, илемлӗ сӑн-питлӗ, тӑлпан хул-ҫурӑмлӑ йӗкӗтсен пысӑк аллисем йывӑр ӗҫре пирчесе хытнӑ. Пурте вӗсем сарлака хулпуҫҫиллӗ, тӗреклӗ кӑкӑрлӑ; ҫавӑнпа та курпунӗсене мӑкӑртса пыракан ватӑ конвоирсемпе шутласан, пачах урӑхла курӑнаҫҫӗ.

— Суд тӑваҫҫӗ пулӗ, мӗнле шутлатӑн? — шӑппӑн ыйтрӗ Иван Алексеевичпа юнашар утса пыракан Елански коммунисчӗсенчен пӗри.

— Йывӑр калама…

— Вӗлерсе пӗтерӗҫ тетӗн-им?

— Пулӗ те.

— Йӗрке ҫук-ҫке вӗсен персе вӗлерме? Казаксем хӑйсем ҫапла каланӑччӗ, астӑватӑн-и?

Иван Алексеевич шӑпланчӗ, анчах унӑн пуҫӗнче те ҫил ҫинчи вут хӗлхемӗ майлӑ шанчӑк ҫуталса илчӗ: «Чӑн та, тӗрӗс-ҫке ку! Вӗсен персе вӗлерме юрамасть пире. Вӗсем, эсрелсем, хӑйсемех: «Тӗп пултӑр коммуна, халӑха ҫаратас, вӗлерес ӗҫ тӗп пултӑр!» текен лозунга туртса кӑларнӑ. Сас-хура кӑларнӑ тӑрӑх, вӗсем суд туса каторгӑна ҫеҫ яраҫҫӗ. Ну, ку хӑрушах мар-ха! Хӗллеччен каторгӑра ларатпӑр та, хӗлле — Дон пӑрлантӑр ҫеҫ — пирӗннисем каллех вӗсене персе хӗстереҫҫӗ!..»

Курӑнса кайнӑччӗ шанчӑк ҫути, анчах вӑл ҫил ҫинчи хӗлхем евӗр лапах сӳнсе ларчӗ: «Ҫук, вӗлерсех пӗтереҫҫӗ! Ӑш-чикӗсем, чуниллисен пек, тӑвӑлса ҫитнӗ! Сывӑ пул, эппин, пурнӑҫ!.. Эх, кун пек тумалла пулманччӗ те ман! Ҫапӑҫрӑм вӗсемпе, чӗремпе вӗсенех хӗрхентӗм… Хӗрхенмелле мар, пурне те татӑкӑн-татӑкӑн тураса тӑкмалла пулнӑ!

Вӑл чышкисене чӑмӑртарӗ, хевтесӗр ҫилӗ капланнипе хулпуҫҫийӗсене сиклентерчӗ. Ҫав самантрах тахӑшӗ ӑна, хыҫалтан пырса, пуҫран вӑйлӑн туртса ҫапрӗ. Вӑл такӑнчӗ, темле кӑна ҫӗре персе анмарӗ.

— Эсӗ мӗн чышкӑ кӑтартатӑн, кашкӑр ами? Кала, мӗн чышкӑ кӑтартса пыратӑн?! — ахӑрашса кайрӗ вахмистр, конвой начальникӗ, утне Иван Алексеевич ҫине тытса.

Вӑл Иван Алексеевича тепре чӑпӑрккипе туртса касрӗ, питне шӑмми патӗнчен пуҫласа сарлака янах варринчи путӑкӗ таран ҫурса ячӗ.

— Кама хӗнетӗн эсӗ? Хӑть мана ҫап, мучи! Ҫап мана! Суранлӑ вӗт вӑл, мӗншӗн эсӗ ӑна? — тархасланӑ евӗр мӗскӗннӗн кулса, чӗтрекен сасӑпа кӑшкӑрчӗ те пӗр еланецӗ, ушкӑн варринчен тухса, Иван Алексеевича ҫурӑмӗпе картларӗ, хӑйӗн, платникӗн, ҫӳллӗ кӑкӑрне конвой начальникӗ умне каҫӑртса тӑчӗ.

— Сана та ҫитет! Хӗнӗр вӗсене, станишниксем! Хӗне коммунсене!

Чӑпӑркка еланеца ҫулла тӑхӑнакан симӗс кӗпе хулпуҫҫийӗ тӗлӗнчен ҫав тери вирлӗ пырса касрӗ. Кӗпе лӑстӑкӗсем ҫавӑнтах, вут ҫинче ӗннӗ ҫулҫӑсем пек, пӗтӗрӗнсе ларчӗҫ. Ҫав лӑстӑксене йӗпетсе, пӗр самант хушшинчех кӳпчесе кайнӑ суран ҫурӑкӗнчен вилес умӗнхи пек хӑрушшӑн хура юн йӑрласа юхса анчӗ.

Талӑрса кайнипе пӳлӗнчӗклӗн хӑшӑлтатса сывлакан вахмистр, учӗпе тыткӑнри ҫынсене таптаса, ушкӑн варрине хирӗнсе кӗчӗ те чӑпӑрккипе, никама уяса тӑмасӑр, урӑм-сурӑм ӗҫлеме тапратрӗ…

Унтан татах тепре питӗ хытӑ пырса тиврӗ Иван Алексеевича. Унӑн куҫӗсенче йӑмӑх хӗрлӗ ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ, ҫӗр тайӑлса кайрӗ, унтан тата Донӑн сулахай ҫыранӗнчи хӑйӑр ярӑмӗсене хуплакан ем-ешӗл вӑрман та темле пӗшкӗннӗ пекрех хутланса илчӗ.

Иван Алексеевич, пысӑк шӑмӑллӑ аллипе йӗнер йӑранинчен ярса тытса, урса кайнӑ вахмистра йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарма тӑчӗ, анчах хӗҫӗн вирлӗн пырса тивнӗ мӑка енӗ ӑна ҫӗрелле ывтӑнарса ячӗ, ҫӑвара чыхӑнтарса антӑхтаракан, мамӑк пек ҫемҫе те тӑварсӑр тусан пашласа кӗчӗ, сӑмса шӑтӑкӗпе хӑлхасенчен, ӳте пӗҫертсе, юн палкаса анчӗ…

Конвоирсем вӗсене, кӗтӳри сурӑхсене хӑваласа пуҫтарнӑ пек, пурне те пӗр ҫӗре чыхӑнтарса хӗнерӗҫ, вӑрахчен те хӑрушла ватса-ҫапса пӗтерчӗҫ. Ҫул варрине месерле йӑванса кайнӑ Иван Алексеевич ҫынсем асаплӑн ҫухӑра-ҫухӑра янине, хӑй ҫывӑхӗнче ура сассисем тӗпӗртетнине, утсем урнӑ пек хартлатнине тӗлӗкри пек кӑна илтсе выртрӗ. Унӑн ҫара пуҫӗ ҫине лаша ҫӑварӗнчен юхса аннӑ ӑшӑ кӑпӑк ҫыххи татӑлса анчӗ; ҫав самантрах вара, таҫта ытла та ҫывӑхра, ун пуҫӗ тӗлӗнчерех, темле арҫын, кӗскен те хӑрушшӑн ӳлесе, хаяррӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ:

— Йытӑсем! Пӑшалсӑр ҫынсене хӗнетӗр!.. Ӳ-ӳ-ӳ!..

Иван Алексеевичӑн суранлӑ ури ҫине лаша пусса иртсе кайнӑ чухне таканӑн пуклак чӗми ура хырӑмне касса кӗчӗ. Ҫӳлте чӑпӑрккасен вичкӗн те хӑвӑрт-хӑвӑрт вӑйклатса ылмашӑнакан сасси татти-сыпписӗр илтӗнме пуҫларӗ… Пӗр минут иртрӗ-и те ҫапла — унтан темле йывӑр та йӗпе кӗлетке тӑлпӑвӗ ҫул ҫине, Иван Алексеевичпа юнашар лаплатса ӳкрӗ. Тӑнне пӗтӗмпех ҫухатма ӗлкӗреймен Иван Алексеевич вара ӳкнӗ ҫыннӑн пырӗнчен, тӳнтерсе янӑ кӗленче тутинчен юхса тухнӑ пек, юн лӑкӑртатса юхнине илтрӗ…

Унтан вӗсене, ушкӑнпа Дон хӗррине хӑваласа кайса, юнӗсене ҫутарчӗҫ. Иван Алексеевич, чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе тӑрса, вут пек тӗлкӗшекен суранӗсене, хӗненипе кӳпчесе тӑртаннӑ шыҫӑсене йӗпетрӗ; ӗҫес килнине ниепле лӑплантарма ҫук пек хыпӑнакан ӑшне кӑштах та пулин кантарма ӗлкӗреймесрен хӑраса, вӑл хӑйӗн юнӗпе хутӑшса кайнӑ шыва ҫине-ҫинех ывӑҫла-ывӑҫла ҫӑтрӗ.

Ҫул ҫинче вӗсене юланутлӑ казак хӑваласа ҫитсе иртрӗ. Унӑн хура турӑ лаши, тутӑ усранипе тата чӑм тара ӳкернипе йӑлтӑртатакан пулнӑскер, хӑвӑрт та ҫӑмӑл юртӑпа малалла вӗҫтерсе кайрӗ. Юланут хутора кӗрсе ҫухалчӗ те, тыткӑна лекнисем хӗрринчи килсем патне ҫитме те ӗлкӗреймерӗҫ — вӗсене хирӗҫ ҫынсен сапаланчӑк ушкӑнӗсем чупа-чупа тухрӗҫ.

Хӑйсене хирӗҫ вирхӗнсе килекен казаксемпе хӗрарӑмсем ҫинелле пӗрре пӑхсах Иван Алексеевич хӑйсемшӗн вилӗм ҫывхарнине тавҫӑрса илчӗ. Ыттисем те ӑнланчӗҫ ҫакна.

— Юлташсем! Сывпуллашар пулӗ! — кӑшкӑрса каларӗ Сердобск полкӗнче пулнӑ коммунистсенчен пӗри.

Сенӗксемпе, катмаксемпе, шалчасемпе, урапасен тимӗр шӗкӗрчисемпе хӗҫпӑшалланнӑ ҫынсен ушкӑнӗ ҫывхарнӑҫем ҫывхарчӗ…

Малалла йӑлтах темле питӗ асаплӑ тӗлӗкри пек пулса пычӗ. Вӗсем йӑвӑ ларса тухнӑ хуторсемпе вӑтӑр ҫухрӑм патне утрӗҫ. Кашни хутортах вӗсене ним шелсӗр хӗнесе асаплантаракан ҫынсен тискер ушкӑнӗсем хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗҫ. Стариксем, хӗрарӑмсем, каччӑ пӳне ҫитмен ҫамрӑксем тыткӑнри коммунистсен кӳпчесе кайнӑ, юнланса пӗтнӗ, юнӑхса кӗсенленнӗ пичӗсенчен мӗн алла лекнӗ ҫавӑнпа ҫапрӗҫ, сурчӗҫ, чулпа, типӗ тӑпра муклашкисемпе печӗҫ, хӑрушла хӗнесе пӗтернипе хӗсӗнсе ларнӑ куҫӗсенчен тусанпа, кӗлпе ывӑҫла-ывӑҫла сапрӗҫ. Нимӗнле хӑрушӑ асапа уяса-тиркесе тӑмасӑр, уйрӑмах хӗрарӑмсем ирсӗрле тискерленчӗҫ. Вилӗм танатине ҫакланса чӑлханнӑ ҫирӗм пилӗк коммунист строй варрипе утрӗ. Ут-пӗвӗсемпе пичӗ-куҫӗсене ытла та чунсӑррӑн нӗрсӗрлетнӗрен вӗсем — кӑвакарса-юнланса-хуралса пӗтнӗскерсем, шыҫӑнса кӳпченӗскерсем, чӑлахлатса-сусӑрланса юлнӑскерсем, юнпа пылчӑк хутӑшӗпе ҫӑрӑлса-вараланса ӗренкерен тухнӑскерсем, — юлашкинчен пачах паллама ҫук пулса ҫитрӗҫ, этем ӗлкине те ҫухатрӗҫ.

Малтанах ҫирӗм пилӗк ҫынран кашниех, хӑйне питех хӗнеттерес мар тесе, конвойри казаксенчен айккарах пӑрӑнма май шырарӗ; кашни ҫын арпашса кайнӑ ретсен варрине хӗсӗнсе кӗме тӑрӑшрӗ. Ҫавна май вӗсем ҫӑтӑ ушкӑнпа утса пычӗҫ. Анчах казаксем вӗсене уйӑрсах тӑчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫумӗнчен турта-турта сирчӗҫ. Унтан тыткӑнрисем, хӗнесрен кӑштах та пулин упранас шанчӑка ҫухатса, сапаланса утрӗҫ. Халӗ ӗнтӗ кашнин пуҫӗнчех пӗр шухӑш — епле пулсан та харпӑр хӑйне ҫӗнтерес, ҫӗре тирӗнсе анас мар текен асаплӑ шухӑш пулчӗ, мӗншӗн тесен эхер те ҫӗре ӳкрӗн пулсан, тек ӗнтӗ нихҫан та ура ҫине тӑраймастӑн. Вӗсемшӗн халӗ пурте пӗрех пулчӗ. Малтанах апла марччӗ, куҫ шӑрҫи тӗлӗнче виҫӗ вӗҫлӗ тимӗр сенӗк кӑваккӑн йӑлтӑртатса кайсан е пуклак шалчан шупка шурӑ вӗҫӗ тӗксӗммӗн ҫиҫни курӑнсан, кашнийӗ, аллапписене хӳтевсӗррӗн куҫӗ патне ҫӗклесе, пичӗпе куҫне картлама пӑхатчӗ; хӗнесе-ватса пӗтернисен ушкӑнӗнчен хӗрхенме тархаслани те, ахлатса йынӑшни те, ятлаҫни те, ҫав тери ыратса кайнӑран ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа выльӑхла ӳлесе яни те илтӗнетчӗ. Кӑнтӑрла тӗлне вара пурте шӑпланчӗҫ. Еланецсенчен кӑна пӗри, чи ҫамрӑкки, пӗтӗм рота юратакан мыскараҫӑ пулнӑскер, пуҫа мӗн те пулин сулӑмлӑн пырса тивмессерен айлата-айлата илчӗ. Утасса та вӑл ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе, шертепе ҫапса мӑкӑлтанӑ урине аран сӗтӗркелесе, утса пычӗ.

Дон хӗрринче ҫӑвӑнса илнӗ хыҫҫӑн Иван Алексеевич чунӗпе кӑштах ҫирӗпленчӗ. Хӑйсене хирӗҫ чупса килекен казаксемпе хӗрарӑмсене курсан, вӑл, хӑй ҫывӑхӗнче утса пыракан юлташӗсенчен пӗринпе сывпуллашрӗ те ҫурма сасӑпа каларӗ:

— Мӗн ӗнтӗ, тӑвансем, ҫапӑҫма пӗлтӗмӗр, вилессе те тивӗҫлӗ вилме пӗлер… Юлашки сывлӑш тухиччен пирӗн пӗр япалана астӑвас пулать. Халӗ хамӑра пӗр шухӑшпа кӑна лӑплантарасси юлнӑ: пире ҫапса пӑрахӗҫ-ха ӗнтӗ, анчах совет влаҫне шалчапа хӗнесе вӗлерейместӗн-ҫке! Коммунистсем! Тӑвансем! Кайран тӑшмансем пирӗнтен мӑшкӑлласа ан кулччӑр тесе, пурсӑмӑр та, эппин, ҫирӗппӗн вилӗпӗр!

Бобровски хуторӗнче стариксем питӗ меллӗн те тискеррӗн хӗнесе асаплантарма пуҫласан, пӗр еланецӗ тӳсӗм ҫитереймерӗ: вӑл хӑрушӑ сасӑпа, ачалла ҫари ҫухӑрса ячӗ, унтан гимнастерка ҫухине туртса ҫурчӗ те казаксемпе хӗрарӑмсене кӗпе айӗнчен ҫакса янӑ пӗчӗкҫӗ хӗресе кӑтартма пуҫларӗ; мӑйӗнчи хӗрес ҫакки хӑйӗн пӗтӗмпех кирӗкпе тата тарпа ҫулланса хытса ларнӑ.

— Юлташсем! Эпӗ нумай пулмасть партине кӗнӗ!.. Хӗрхенӗр! Эпӗ ӗненетӗп турра!.. Манӑн икӗ ача!.. Шеллӗр, тархасшӑн! Сирӗн те ачӑрсем пур вӗт-ха!

— Мӗнле «юлташ» эпир сана!

— Ҫырт шӑлна!

— Ачусене аса илтӗн пулать, вӗреҫӗлен? Хӗрес кӑларса кӑтартатӑн? Аса килчӗ апла? Ху пирӗннисене шеллесе тӑмарӑн, сахал мар вӗлере-вӗлере пӗтертӗн пулӗ-ха? Ун чух аса илмерӗн турра? — сӑмахӗсене юрланӑ пекрех тӑсса ыйтрӗ икӗ хут ӑна питӗ вирлӗ янклаттарса янӑ каҫӑр сӑмсаллӑ старик, хӑлхине алка ҫакнӑскер. Унтан, хирӗҫ мӗн те пулин каласса кӗтмесӗр, еланеца пуҫӗнчен тӗллесе, вӑйлӑн кӑна тепре сулса ячӗ.

Куҫ, хӑлха, ӑстӑн мӗн курни-илтни-туйнисен татӑк-кӗсӗкӗсем пӗри те халӗ Иван Алексеевич чунне витереймерӗҫ: вӑл ним ҫинчен те шухӑшламарӗ, нимӗскере те тӗсесе пӑхмарӗ. Чӗри пӗтӗмпех чулланса ларчӗ тейӗн. Пӗртен-пӗр хут ҫеҫ вӑл темле ҫӳҫенчӗклӗн кӑртлатса тапса илчӗ. Кӑнтӑрла тӗлӗнче-ха вӗсем Тюкановски хуторне пырса кӗчӗҫ те, тем тӗрлӗ ылханса кӑшкӑрнӑ сӑмахсемпе тапкӑ-ҫупкӑ айӗнче, урам тӑрӑх строй варрипе утса кайрӗҫ. Куҫ хӗррипе аяккалла пӑхса илсе, лӑпах ҫакӑнта курчӗ те Иван Алексеевич ҫичӗ ҫулсенчи арҫын ача амӑшӗн аркинчен ҫакӑнса йӑлӑннине; вӑл, хӑраса улшӑннӑ питҫӑмартисем тӑрӑх ҫумӑр шывӗ пек куҫҫуль юхтарса, ҫӑри-ҫари ҫухӑрса, чуна кӑларса илес пек вичкӗннӗн кӑшкӑрса ячӗ:

— Анне-е! Ан ҫап ӑна! Ай, ан ҫа-ап!.. Ше-ел! Хӑратӑп! Юн унӑн!..

Хӗрарӑм, вӑрӑм шалчапа пӗр еланец ҫине хӑмсарма тӑнӑскер, сасартӑках шари кӑшкӑрса ярса, шалчине аяккалла ывӑтрӗ те, ачине йӑтса, пӗтӗм вӑйпа тӑкӑрлӑк еннелле ыткӑнчӗ. Ача макӑрнипе, вӑл чуна ыраттармалла шелленине кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Иван Алексеевичӑн та кӗтмен ҫӗртенех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ; ватса пӗтернӗ, юнӑхса кӳпченӗ тутине тӑварлӑ тумламсем чӗпӗтсе кайрӗҫ. Вӑл, хӑйӗн пӗчӗкҫӗ ывӑлӗпе арӑмне аса илсе, кӗскен нӗшӗклетсе ячӗ; ҫак ҫиҫӗм пек хӑвӑрт килсе кӗнӗ асаилӳрен пуҫра пӗр чӑтӑмсӑр шухӑш ҫуралчӗ: «Вӗсен куҫӗ умӗнче ҫеҫ вилес марччӗ! Тата… часрахчӗ…»

Ывӑннипе тата шӑмӑ сыпписем ҫурӑлса тухас пек сурнипе, вӗсем тайкаланса, урисене аран-аран сӗтӗрсе утрӗҫ. Хутор хыҫӗнчи таптавра ҫеҫенхирте алтнӑ ҫӑла курчӗҫ те, шыв ӗҫме ирӗк ыйтса, конвой начальникне тархаслама тытӑнчӗҫ.

— Ӗҫсе тӑмалла мар! Ахаль те каҫа юлтӑмӑр! Xӑвӑртрах утӑр! — хӑтӑрса тӑкнӑччӗ вахмистр.

Анчах пӗр ватӑ конвоир тыткӑна илнисен хутне кӗрсе калаҫрӗ.

— Хӗрхен, Аким Сазоныч! Вӗсем те ҫынсемех!

— Ӑҫтан ҫынсем пулччӑр вӗсем? Коммунистсем — ҫынсем мар! Ан вӗрент мана! Эпӗ-и вӗсен начальникӗ е эсӗ?

— Нумай вӗсем — санашкал начальниксем! Килӗрех, ачасем, ӗҫӗр!

Старик, учӗ ҫинчен анса, ҫӑлтан тимӗр витрепе шыв ӑсрӗ. Ӑна тыткӑна лекнисем хупӑрласа илчӗҫ. Витре патне пӗр тӑруках ҫирӗм пилӗк мӑшӑр алӑ туртӑнчӗ. Кӑмрӑк пек сӳнӗк, шыҫса тӑртаннӑ куҫсем кӑштах ҫуталчӗҫ, хӑйӑлтатса тытӑнчӑклӑн пӑшӑлтатнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ:

— Кӳр мана, мучей!

— Кӑшт кӑна хӑть!..

— Пӗр сыпкӑм та пулин!..

— Юлташсем, пурте харӑс мар!

Старик кама малтан парас пирки иккӗленсе тӑчӗ. Темиҫе ҫеккунт чуна тертлентерсе тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл витрери шыва ҫӗр чавса вырнаҫтарнӑ выльӑх валашкине ячӗ те, айккарах пӑрӑнса, кӑшкӑрса каларӗ:

— Мӗн вӑкӑрсем пек тӗрткелешетӗр! Ӗҫӗр черетпе!

Шыв, валашкан симӗс мӑкпа витӗнсе пӑнтӑхнӑ тӗпӗ тӑрӑх сарӑлса, хӗвелпе хӗрнӗ чӗр пӗрене шӑрши ҫапакан кӗтессе юхса кайрӗ. Тыткӑнрисем, юлашки вӑйӗсене пухса, валашка патне талпӑнчӗҫ. Старик умлӑн-хыҫлӑнах вунпӗр витре ӑсрӗ, — хӗрхеннипе ӑмӑрланса, тыткӑнрисем ҫине пӑха-пӑха илсе, валашкана витре хыҫҫӑн витре шыв ячӗ.

Иван Алексеевич чӗркуҫҫи ҫине кукленсе тӑраниччен ӗҫрӗ те уҫӑлса йӑл илнӗ пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Дон хӗррипе тӑсӑлакан ҫул ҫинчи акшар тусанӗн пӑс пек шурӑ ҫивиттийӗ, инҫетре — сенкер акшар тӑвӗсен юпписем, вӗсен тӳпинче, кӑвак ҫилхеллӗ Дон шарлакӗ тӗлӗнче, аслӑ, тӳпе анлӑшӗн куҫпа виҫейми ҫӳллӗшӗнче — шурӑ пӗлӗт татӑкӗ, — ҫаксем пурте унӑн куҫӗ умне алӑпа тытса пӑхма май пур пек уҫҫӑн тухса тӑчӗҫ. Ҫил варкӑшӗпе ҫунатланнӑ пӗлӗт татӑкӗ, чи ҫӳлти вӗҫӗпе парӑс пек йӑлтӑртатаканскер, хӑвӑрт ҫурҫӗрелле куҫать; унӑн сарӑрах шурӑ мӗлки Донӑн инҫетри кукринче тӗкӗр ҫинчи пек витӗр курӑнса пырать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех