Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 6

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.26 21:57

Пуплевӗш: 200; Сӑмах: 2598

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗтӗмпех ытти станцисем патне ҫитнӗ чухнехи пекех пулчӗ — пассажирсем ансӑр хушша михӗсемпе, чӑматансемпе, ҫыхӑсемпе тултарма тытӑнчӗҫ, проводницӑ вӗсем урлӑ алӑк патне аран-аран каҫса кайрӗ. Сӗмлӗхрен чукун ҫул поселокӗн ҫутисем ҫиҫсе ячӗҫ, сӑрӑ элеватор стени чул ту пек тухса тӑчӗ, стрелкӑсем тӗлӗнче тата рельссем сыпӑннӑ тӗлте тӑкӑлтӑк-тӑкӑлтӑк тутарса, пуйӑс чуппине вӑрахлатма пуҫларӗ.

— Пӗлетӗр-и, мӗн? — терӗ Мажаров Васенӑ еннелле ҫаврӑнса. — Ман сире чӑрмантарас мар пулӗ… Хамах ҫитетӗп мӗнле те пулин. Чӑнах та!..

— Ах, мӗншӗн капла калатӑр-ха эсир? — терӗ хӗр кӳреннӗ пек. — Эсир мана та пулӑшатӑр, пӗр баян ҫеҫ авӑ епле йывӑр!

Мажаров ассӑн сывларӗ, аллисене ещӗк ҫаккине чикрӗ те: хулпуҫҫисене силлентерсе, ешӗке ҫурӑмӗ ҫине майлӑрах вырттарчӗ, хӑйӗн икӗ чӑматанне илсе, Васенӑ хыҫҫӑн йывӑррӑн утрӗ.

Унӑн ӑшӗ ҫаплах выртмарӗ-ха, анчах халӗ вӑл тата аптрасах ӳкрӗ, вӑтанма пуҫларӗ. Халӗ, тепӗр икӗ минутранах Ксенине курсан, хӑйне мӗнле тытмалла-ха унӑн?

Вӑл, Ксени халӑх хушшинчен Васенӑн хаваслӑ сассине хирӗҫ чӗнсе кӑшкӑрнине илтсен, юпа пек хытса тӑчӗ, вакун картлашки ҫинчен аннӑ чухне йӳнесӗр ярса пусрӗ, сӑмси ҫинчен шуса ӳкекен куҫлӑхне аран-аран ярса тытрӗ, тӳрленсен, Васенӑ хӑйӗнчен инҫех те мар тӑракан аппӑшне турткаланине курчӗ.

«Мӗнле чӗнес-ха ман ӑна? — шухӑшларӗ Мажаров васкаварлӑн. — Ӗлӗкхи пек Ксюшӑ тес, — кирлех мар пек, хушаматран чӗнсен те, лайӑх мар».

Мажаров вӗсем патне шикленерех утса пычӗ, кунта телее, кӗтмен ҫӗртен Васенӑ ҫитрӗ.

— Кунта пӗр юлташ пур… — терӗ вӑл, Константин вӗсене хуса ҫитсен — Машинӑ ҫинче вырӑн тупӑнать пуль тетӗп эпӗ.

— Тупӑнмасӑр! Тархасшӑн! терӗ те Ксени йӑмӑкне хул хушшинчен ярса тытрӗ, Мажаров ҫине пӑхмарӗ те. — Ну, мӗнле пурӑнаҫҫӗ унта пирӗн? Анне мӗнле?

«Вӑл ӗлӗкхи пекех, — шухӑшларӗ Мажаров, Ксенин таса пичӗ ҫинчен куҫне илмесӗр. — Ҫук, ҫук, ӗлӗкхинчен чылай лайӑхрах!»

Мажаров Ксенин пит-куҫӗнче мӗн улшӑннине те калайман пулӗччӗ, ҫав улшӑну куҫа курӑнмасть те темелле, анчах унӑн кашни йӗрӗнче ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрӗн илӗртекен тата кӑшт ӑмсантаракан илемӗ палӑрса тӑрать.

— Атте пӑртак лӑпланчӗ пулас, — терӗ Васенӑ хыттӑн, васкаса утакан аппӑшӗпе харӑс пусма тӑрӑшса. — Сан патӑнтан таврӑнсан, виҫӗ кун хушши калаҫсах каймарӗ вара…

Васенӑ, кала-кала кӑтартса, пуҫне ача пек сулчӗ, анчах Константин ун сӑмахне итлемерӗ, пӗрмаях шухӑшласа пычӗ: «Мӗн тумалла-ха малалла? Темӗнле мур баянне йӑтса пыратӑп та, хам никама та пӗлмен пек, пӗлнине те кӑтартасшӑн мар пек тӑватӑп. Мӗн шуйттанӗ ку! Ҫакна курсан, мӗн шухӑшлать ӗнтӗ вӑл ман ҫинчен?»

Йывӑр чӑматансем йӑтса пырса, унӑн аллисем ывӑнчӗҫ, ещӗкӗн пӗр ҫакки, пӗтӗрӗнсе ларса, хулпуҫҫине хыракан пулчӗ, анчах вӑл, ӳт-пӗвӗ ыратнине майӗпен хӑнӑхнӑ пек, аттисем айӗнче лачӑртатса пыракан пылчӑк тӑрӑх пӗр чарӑнмасӑр утрӗ.

Ҫил-тӑман тахҫанах чарӑннӑ, ҫунӑ юр ирӗлсе пӗтнӗ, — хӗл лариччен кун пекки час-часах пулать ӗнтӗ, — сӗмлӗхре тӗл-тӗл кӑна юр акшар пек шуррӑн курӑнса выртать. Вокзал умӗнчи плошадьре — ӑна юпа ҫинче сулланса тӑракан шуҫ абажурлӑ пӗр лампӑ ҫутатнӑ — лавсем туллиех, тислӗк шӑрши, лаша тарӗпе хӗрнӗ утӑ шӑрши кӗрет. Юпа ҫинчи хунар енчен енне сулланса тӑрать, пӗрре площаде темӗн пысӑкӑш мӗлке ӳкет, тепре мӗлке таҫта ҫухалать.

— Юлташ, ӑҫта эсир? — сасартӑк илтӗнчӗ Васенӑ сасси малта, тепӗр самантран вӑл хӑй те ун патне хашкаса чупса ҫитрӗ. — Каҫарӑр, эпӗ сирӗн ҫинчен мансах кайнӑ! Аппапа калаҫса кайрӑм та… Сире питӗ йывӑр пулӗ капла?

— Нимех те мар, — мӑкӑртатрӗ Константин, ҫул ҫинче ӑнсӑртран тӗл пулнӑ хӗре ӑшӗнче тав туса. — Хамах йӑтса ҫитеретӗп, ан пӑшӑрханӑр!

Пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ кӑвакрах «победа» патӗнче вӗсене Ксени тата аллисене утӑпа шӑлса тӑракан ватник тӑхӑннӑ шофер кӗтет.

— Эсӗ ӑҫта ларатӑн, Ксюшӑ? — ыйтрӗ Васенӑ ку мӗне те пулин пӗлтернӗ пек. Аппӑшӗ чӗнмерӗ, Васенӑ вара: Эпир юлташпа хыҫала ларатпӑр, — эсӗ мала лар, юрать-и? — терӗ.

— Кирек ӑҫта лар!

Анчах, машинӑ ҫине ларса, йывӑр баянран хӑтӑлсан та, Константин хӑйне нимӗн чухлӗ те ҫӑмӑлтарах туймарӗ.

«Манӑн ӑна хам кам иккенне калас пулать, — шухӑшларӗ вӑл. — Эпӗ чӗнмесен, вӑл ҫакна тӗрӗс мар ӑнланма, эпӗ хама ун умӗнче айӑплӑ туйнӑ пек ӑнланма пултарать. Анчах эпир пӗр-пӗрне курманни вунӑ ҫула яхӑн иртнӗ-ҫке, эпир иксӗмӗр те улшӑннӑ, урӑх ҫынсем пулса тӑнӑ, туйӑмсенчен йӗрри те юлман-и, тен, эпӗ вара хама ҫавӑншӑн пустуях асаплантаратӑп».

Машинӑ кустӑрмисем пӗр вырӑнта ҫаврӑнса тӑчӗҫ, хыҫалти кустӑрмисем ҫул хӗрринех йӑкӑртатса ҫитрӗҫ. Тапаҫлансан-тапаҫлансан, машинӑ ҫул ҫине тухрӗ те, ҫул айккинчи сӗмлӗхе ҫутатса, кустӑрмасене ҫат ҫыпӑҫакан пылчӑкран ҫатӑртаттарса хӑйпӑтса, малалла вӗҫтерчӗ.

Васенӑ малалла аппӑшӗ патнелле ӳпӗнчӗ, ӑна мӑйӗнчен ытамласа тытса, пӑшӑлтатса темскер каларӗ, Ксени, хӑяккӑн ларса, ӑна пуҫне сула-сула итлерӗ, аялтан, щиток ҫинчен, кӗрен ҫутӑ ӳкнӗ, цыганкӑнни пек кӗре тӗслӗ питне кӑшт каҫӑртса, вӑл йӑл кула-кула илет.

Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ хӑй ҫинчен маннине сиссе Мажаров Ксенин ҫывӑх, ҫав вӑхӑтрах инҫетри пит-куҫне нимӗн вӑтанмасӑр тинкерсе пӑхрӗ: вӑл унӑн кӑмӑла ӑшӑтакан илемлӗ тутине, йӑлтӑркка хура куҫӗсене, пичӗ ҫинчи тикӗс мар писеве курчӗ, — хӑлха патӗнче ӳт шуранкарах, унтан кӗренленсе пырать те, пит ҫӑмартисем вара йӑм хӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.

Мажаров пӑхни хӑйне кансӗрленӗ пек, Ксени хыҫалалла вӑрт ҫаврӑнчӗ те ыйтрӗ:

— Эсир хӑш организацирен, юлташ?

Константин сивӗреххӗн: хам ӗҫпе райкома каятӑп тесе кӗскен каласа хучӗ. Ксени пит куҫне темскер пулчӗ — те хура куҫ харшисем авӑнса илчӗҫ, те тутисем чӗтренчӗҫ, те пичӗ ҫине тӗксӗм сӑн ӳкрӗ. Вӑл пӗр самантлӑха шухӑша кайрӗ, унтан, лайӑх мар шухӑша хуса янӑ пек, пуҫне силлесе илчӗ те, йӑл кулса, каллех йӑмӑкӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Ну, асатте мӗнле пирӗн?

— Пӑртак хӑлхи хытнӑ вӗт-ха ун, — терӗ Васенӑ кулса, Мажаров ҫине вӑл куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ. — Ҫапах та, яла куҫма хатӗрленнӗ ҫинчен пӗлсен, пуринчен ытларах савӑнчӗ. Атте таврӑнсанах, вӑл хӑвӑртрах ун патне пынӑ, вӑл куна Ромкӑ мар, атте пуҫласа янӑ тесе шутланӑ. «Ватлӑхра телейлӗ турӑн эсӗ мана, Корней!» — тенӗ, хӑйӗн куҫӗсенчен куҫҫуль тухнӑ. Атте малтан ӑнланман: «Мӗн пулчӗ, мӗншӗн савӑнатӑн?» — тенӗ. — «Епле савӑнас мар-ха ман, каллех хамӑр ҫӗр ҫине таврӑнатӑп пулсан! Кунта, хулара, пурнӑҫ-и маншӑн? Халӗ вилсен те карчӑкпа юнашар пытаратӑн», — тенӗ асатте. Ну, вара атте ӑна, пӗчӗк ача пек эсӗ, тесе вӑрҫнӑ, асатте те ҫиленнӗ, аттене ӳпкелеме пуҫланӑ. Ӗҫе, яланхи пекех, Никодим майлаштарнӑ…

— Апла, пурнӑҫ чаплах мар унта сирӗн, — терӗ Ксени, ассӑн сывласа. — Мӗнле татӑлчӗҫ-ха вара?

— Ромкӑпа Никодим, ман шутпа, заводра расчет илнӗ пулмалла, анчах эпӗ вӗсене кӗтсе тӑмарӑм. Хамӑн культурӑпа ҫут ӗҫ дипломне илтӗм те баяна ҫакрӑм, — курса ҫеҫ юлчӗҫ мана!

— Ҫамрӑк инке мӗнле пирӗн?

— Клавди-и? — Васена хулпуҫҫисене сиктерсе илчӗ. — Ӑнланаймастӑп эпӗ вӗсене, пӗрре шутсӑр юратаҫҫӗ вӗсем пӗр-пӗрне, тепре вара икшер кун ҫӑвар уҫмаҫҫӗ. Анчах аслӑ пиччене пӗлетӗп ӗнтӗ эпӗ, вӑл хӑй мӗн шут тытнинчен каялла чакакан ҫын мар. Ҫулталӑк чӗнмесӗр ҫӳрет хӑй, тӑвасса пурпӗр хӑйӗнни пекех тӑвать! Дымӑн талайӗ каснӑ-лартнӑ аттен!

— Талайне панӑ-ҫке ӑна пире! — ҫирӗплетрӗ Ксени.

Ҫул ҫинче сӗм тӗттӗм, малта ҫеҫ, машинӑ ҫути ӳксен, шыв тулнӑ ланкашкасем ҫуталса илеҫҫӗ, кустӑрмасем айӗнче кӳлленчӗксем шӗпӗртетсе сирпӗнеҫҫӗ, тӑвалла хӑпарнӑ чухне мотор ула-ула илет, шофер, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса, машинӑ йӗртен тухса ан кайтӑр тесе, руле тем пек пӑркалать. Анчах машинӑ итлесшӗнех мар, вӑл пылчӑкпа юр ҫӑрӑлчӑкне аран-аран сирсе пырать.

— Хӑҫан ирӗлтерсе пӑрахрӗ-ха ку? — тӗлӗнчӗ шофер.

Малта вӗтлӗх курӑнма пуҫларӗ, часах машинӑна икӗ енчен те ӑвӑссемпе тирексем сырса илчӗҫ, ҫутӑра ҫул хӗрринех чупса тухнӑ ҫара хурӑнсем курӑнчӗҫ те ҫавӑнтах вӑтаннӑ пек сӗмлӗхре ҫухалчӗҫ. Тӑр-тӑр чӗтрекен машинӑ, тарӑн лакӑм урлӑ каҫма хӑтланса, темиҫе хут та карт-карт туртӑнса илчӗ, айӗпе типӗ ҫӗре хыртарчӗ те чарӑнса ларчӗ.

Шофер, машинӑна силлентерсе, вырӑнтан тапратас тесе, газ хушрӗ, унтан, мотора чарса, алӑка уҫрӗ.

— Килти пекех ҫирӗп ларатпӑр! — терӗ вӑл, пӗлӗм пек кепкине ӗнси ҫине антарса. — Хурлӑхлӑ япала, анчах пӗтсе каймӑпӑр. Кустӑрмасем айне туратсем ытларах йӑтса килӗр, эпӗ машинӑна домкратпа ҫӗклетӗп те дифера чавса кӑларатӑп. Кайрӑмӑр!

Мажаров машинӑ ҫинчен тухрӗ, ҫум курӑк ӳссе ларнӑ канав урлӑ сиксе каҫса, тӗттӗм вӗтлӗхе кӗрсе кайрӗ. Мӗншӗн килӗшрӗ-ха вӑл вӗсемпе килме? Ҫак ухмахла канӑҫсӑрлӑха тӳссе пыриччен, чӑматансене йӑтса, ҫак пылчӑк тӑрӑх пӗччен утсан луччӑччӗ ӗнтӗ.

Машинӑ хӑлхана ҫурасла уласа пынӑ хыҫҫӑн вӑл вӑрманта хура кӗркунне ҫеҫ пулакан шӑплӑхӑн ҫемҫе ытамне кӗрсе ӳкрӗ: таҫта темскер кӑштӑртатни, ҫывӑхрах шыв шӑнкӑртатса юхни, хӑрӑк туратсем хуҫӑлни, темӗнле кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет. Туратсем ҫине нумай пулмасть ӳкнӗ юр ирӗлет, сӗмлӗхре йӗпе йывӑҫ тунисем ҫуталса тӑраҫҫӗ, йӗри-тавра шултра тумламсем пат-пат татӑлса анни илтӗнсе тӑрать. Ҫак шӑплӑхра пурте — каҫ тӗттӗмӗ те, сасӑсем те, ҫӗрнӗ ҫулҫӑ шӑрши, мӑк шӑрши, шӳсе кайнӑ йывӑҫ хуппипе ҫӗрӗк кӑмпа шӑрши кӗрекен сывлӑш хӑй те — темӗнле сӑрхӑнса, юхса тӑнӑ пек, шӳсе сарӑлнӑ пек туйӑнать…

Константин хӑйӗн патне кӳ пыракан мӗн пур шӑршӑсене, мӗн пур сасӑсене уйӑрса илме пултарнинчен тӗлӗнсе тӑчӗ, пӑсланса тӑракан, пӑртак пӑчӑрах сывлӑша кӑкӑр тулли сывла-сывла илчӗ, аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пӗр-пӗрне кӑшкӑрса чӗннине, вӗсем сӗтӗрсе пыракан туратсем епле кӑштӑртатнине илтрӗ.

Машинӑ ҫинче Васена каласа кӑтартнине итленӗ чухне Мажаров чунтанах савӑнчӗ — Яранцевсен ҫемйинче те, юлашки вӑхӑтра унпа хӑйӗнпе пулса иртнӗ пекех, темӗнле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ иккен. Ҫапах, пӗр пек тӗллев тытни вӗсене ҫывхартать пулни те, ӑна Ксенирен пӗр пӗчӗк те лайӑх мар япала уйӑрса тӑрать, вӑл ҫавна манма пултараймасть, ҫавах ӑна халӗ хӑйӗн ятне хӑрамасӑр калама кансӗрлесе тӑрать.

«Вӗсем ӗҫленӗ чухне мӗн туса тӑратӑп-ха эпӗ кунта? — аса илчӗ вӑл сасартӑк. — Манӑн хамӑнах Ксени патне пымалла та ята каламалла, атту кайран вӑл мана хӑравҫӑ тесе шутлама пултарать!»

Мажаров пӗр ытам турат пуҫтарчӗ те ҫул хӗрринелле васкаса утрӗ. Шофер, машинӑ патӗнче хӑяккӑн выртса, кустӑрмасен айӗнчи пылчӑка ывӑтать. Фарӑсен тӗксӗм ҫути ҫывӑха ҫеҫ ӳкет те ҫул ҫине урлӑ-пирлӗ пӑрахнӑ хӑрӑк туратсене ҫутатать.

— Акӑ эпир те ҫитрӗмӗр! — Ксени илттӗр тесе юриех хыттӑн каларӗ Мажаров, хӑй йӑтса килнӗ туратсене купа ҫине пӑрахса, куҫӗсемпе Ксение шырарӗ.

— Тавай! Тавай! — терӗ шофер, кӗреҫине вылятса. — Ҫӗршыв шута илет хӑйӗн паттӑрӗсене!

Ксенипе Васена машинӑ патӗнче ҫук иккен. Константина хӑй: «Акӑ эпир те ҫитрӗмӗр»! тесе кӑшкӑрнишӗн те, хӑйне юриех хаваслӑ кӑтартма тӑрӑшнишӗн те намӑс пулса кайрӗ.

«Пурпӗрех ӑна шыраса тупатӑп та калатӑп! — шут тытрӗ Мажаров ҫирӗппӗн. — Вӑл мана ал памасан та, ман куна каламаллах».

Вӑл каллех канав урлӑ сиксе каҫрӗ те, талт-талт тапакан чӗри ӑна малалла тӗксе пынӑ пек, вӗтлӗхелле шалалла, сӗмлӗхре аташса кайнӑ Ксени хаваслӑ сасси илтӗннӗ ҫӗрелле утрӗ. Вӑл, тӳсеймесӗр, тӳрех йӗпе чӑтлӑх витӗр васкарӗ, турата ҫапӑнса, куҫлӑхне кӑшт ҫеҫ ӳкермерӗ, унтан шыв тулса тӑракан лакӑма пусрӗ те, ҫавӑнтах пӑр пек сивӗ шыв атти ӑшне сӑрхӑнса кӗчӗ, пӳрнисем патнех ҫитрӗ.

Вӗтлӗх вӑрманӑн ҫара тӑррисем ҫинче пӑртак ҫуталчӗ, ҫӗре тачӑ хупӑрласа тӑракан пӗлӗтсем сайралчӗҫ, вӗсен хыҫне пытаннӑ уйӑх ҫути тӗксӗм тӳпере татӑкӑн-татӑкӑн сапаланчӗ.

Ксени пӗчӗк уҫланкӑра, манах пек кичем ҫӳлӗ чӑрӑш патӗнче пӗччен тӑнине курсан, Константинӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ: вӑл Васена мар, Ксени иккенне Константин тин палласа мар, туйса илчӗ.

— Машинӑ пулчӗ те-и, Лешӑ? — ыйтрӗ Ксени Мажаров сассине илтсен. Унтан, аллине шултра туратсем тытса, тӳрленсе тӑчӗ:   Эпӗ акӑ ҫирӗпреххисене пуҫтартӑм…

— Эсир ан хӑрӑр-ха, Ксени, — хашкаса, хумханарах каларӗ Константин. — Ку шофер мар, ку эпӗ — Мажаров…

Ксени туратсене аллинчен пӑрахмарӗ, халӗ хӑй ҫав чи лӑпкӑ пулнинчен тӗлӗнсе, ун ҫине чӗнмесӗр пӑхрӗ.

«Тӗлӗнмелле! — шухӑшларӗ вӑл. — Мана ку капла ҫеҫ пулать тесе калас пулнӑ пулсан, эпӗ ниепле те ӗненмен пулӑттӑм».

— Пӗлместӗп, темӗнле ҫапла пулчӗ, эсир мана тӑруках палласа илеймерӗр, хам эпӗ нимӗн тума пӗлмерӗм, — терӗ Мажаров васкавлӑн, Ксени ӑна пӳлсе, мӗнле те пулин хытӑ сӑмах каласран, вара хӑй пӗтӗмпе ӑнлантарса параймасран хӑранӑ пек. — Тен, пуриншӗн те ман сухал айӑплӑ пулӗ? Анчах эпӗ курма тӗл килнишӗн ҫав тери хавас! Мана халӗ эпир пӗр-икӗ эрне каялла ҫеҫ уйрӑлнӑ пек туйӑнса кайрӗ!

Ксени Мажарова ун палламалла мар улшӑннӑ питӗнчен пӑхрӗ, хӑй ни кӳренменрен, ни ҫиленменрен, ни сивлеменрен тӗлӗнчӗ, халӗ вӑл хӑй пӑртак тунсӑхланине ҫеҫ туйрӗ. Ҫак ҫын ҫинчен ытла та ырӑ шухӑшланӑ-ҫке вӑл!

— Ку питӗ лайӑх, пирӗн пӗрле ӗҫлемелле пулать иккен, — терӗ Мажаров, Ксени ҫӑвар уҫманнипе ним тума пӗлмесӗр. — Мӗн тытса тӑратӑр эсир ку туратсене, парӑр вӗсене мана, эпӗ йӑтса пырам. Обкомра мана та инструктор вырӑнне сӗнеҫҫӗ, пирӗн сирӗнпе нумай ҫӳремелле пулать-ха!

— Эпӗ качча тухнӑ! — терӗ Ксени сасартӑк ҫирӗппӗн.

— Саламлатӑп! — терӗ Константин ӑшшӑн, анчах хӑй ҫавӑнтах калаҫма чарӑнчӗ. «Ухмахла персе ятӑм пулас эпӗ! Паллах, ӗнер мар качча тухнӑ вӑл».

Ксени ытамри турачӗсене сасартӑк ҫӗре пӑрахрӗ те васкаса ҫӳл патнелле утрӗ: Мажаров вӑл пӑрахнӑ туратсене пуҫтарма пуҫларӗ, унтан, вӗсене пӑрахса, Ксени хыҫҫӑн чупрӗ. Вӑл Ксение шӑп вӗтлӗхрен тухнӑ тӗлте, машина ҫути ҫинҫе вулӑллӑ йывӑҫсем умне ӳкнӗ ҫӗрте, хуса ҫитрӗ.

— Тӑрӑр-ха, Ксения Корнеевна! — терӗ Константин чупнипе хашкаса, ӑна аллинчен ярса тытма пӑхса. — Ман сире каламалли пур… Эпӗ ун чухне ҫамрӑк та айван пулнӑ, эпӗ, паллах, сирӗн умра айӑплӑ.

Ксени аллине Мажаров аллинчен карт туртрӗ, ҫиллес те куҫҫуль тухас пек йӑлтӑртатакан куҫӗсене ялкӑштарса илчӗ, хӑй Мажарова хирӗҫ хӑвӑрт ярса пусрӗ, усаллӑн чӗтренсе тухнӑ сассипе ыйтрӗ:

— Мӗншӗн килтӗр эсир кунта? Мӗншӗн?

— Мӗнле мӗншӗн? — ыйтрӗ Мажаров тӗлӗнсе. — Эсир пӗлетӗр-ҫке…

— Мӗн пӗлетӗп эпӗ? Нимӗн те пӗлместӗп эпӗ, пӗлессӗм те килмест! — шӑртланса кайса, тӗлӗкре аташнӑ пек, пӑшӑлтатса каларӗ вӑл. — Никам та чӗнмен кунта сире!.. Эсир кунта политикӑлла капитал тума килнӗ! Анчах сирӗн нимӗн те тухмӗ! — терӗ Ксени темӗнле пыр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа, пуҫне сулласа. — Ӑнлантӑр-и? Нимӗн те тухмӗ! Эпӗ эсир мӗнле ҫын пулни ҫинчен пурне те каласа паратӑп!..

— Мӗн ҫинчен каласа паратӑр эсир, Ксения Корнеевна? — пӳлчӗ ӑна Константин, шалт тӗлӗнсе кайса. — Калӑр-ха, эппин, мӗн пулнӑ?

— Айван ҫын пек ан тыткалӑр хӑвӑра! — хуравларӗ Ксени ҫаплах хӗрсе. — Пурне те хӑвӑрӑн ӑсӑрпа, уҫӑ кӑмӑлӑрпа пӑхӑнтарма шутлатӑр-и? Апла пулсан, эсир хытах йӑнӑшатӑр!

Ксени кулса ячӗ, вӑрт ҫаврӑнчӗ те машинӑ патнелле утрӗ.

Ҫак сӑмахсем Мажарова тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗҫ, вӑл пӗр самант нимӗн тума пӗлмесӗр аптраса тӑчӗ, унтан ерипен ҫул патнелле утрӗ.

«Мӗнле ухмахла япала! — шухӑшларӗ вӑл салхуллӑн — Неушлӗ халӗ тин ҫеҫ хӑй мӗн каланине ӗненсе тӑрать вӑл? Мӗнле сивлесе, мӗнле кураймасӑр касать тата!»

Ҫук, Мажаров тахҫан юратса пӑрахнӑ тӗлӗнмелле, ырӑ кӑмӑллӑ хӗртен нимӗн те юлман. Пачах урӑх ҫын тейӗн! Константинӑн вара ун ҫинчен шухӑшланӑ чухне нумай пулмасть-ха пӗтӗм чун-чӗри пӑлханса тӑратчӗ.

Константин халӗ хӑйӗн мӗн тумаллине пӗлмерӗ — халех Ксени патне пырса, ҫавӑн пек айӑплани мӗне пӗлтернине ӑнлантарса пама ыйтмалла-и е, хӑйӗн чӑматанӗсене илсе, вӗсенчен уйрӑлса юлмалла-и? Мӗн тесе тӳсмелле-ха унӑн хай ҫинчен ҫавӑн пек лайӑх мар шухӑшланине?

— Юлташ, тӗртер-ха пӗрре! — терӗ шофер, Мажарова курсан. Хӑй машинӑна кӗрсе ларчӗ те: — Командӑпа тавай! Пурте пӗр харӑ! Пуҫларӑмӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Константин шухӑшласа тӑмарӗ, урисемпе ҫӗре тӗреленчӗ те хулпуҫҫипе машинӑ ҫине пусрӗ, Ксенипе Васена тепӗр енчен тӗкрӗҫ. Мажаров машинӑна тӗкнӗ чух кустӑрма айӗнчен сирпӗнекен шӗвӗ пылчӑк питне лекнине те асӑрхамарӗ. Темиҫе хут та тӗксе аппаланнӑ хыҫҫӑн машинӑ, туратсене кустӑрмисем айне пӗтӗре-пӗтӗре чиксе, вӗсене ҫавӑнтах кӑлара-кӑлара пӑрахса, уласа, чӗтресе, лакӑмран тухма пуҫларӗ, Мажаров ҫине каллех пылчӑк сирпӗтрӗ. Акӑ ӗнтӗ вӑл кӗрлесе, хӑйӗн ҫутӑ фарисене ялкӑштарса, ҫул ҫине тухса ларчӗ, шофер ун йӗри-тавра ҫӳресе, кантӑка ҫӗтӗкпе шӑлчӗ, капота шаклаттарса хупрӗ.

— Мӗн унта тӑратӑр эсир, юлташ?.. Каҫарӑр, эпӗ сирӗн ятӑра манса кайрӑм-ха! — ыйтрӗ Васена, машинӑ ҫинчен пуҫне кӑларса. — Ларӑр, эсир питӗ ывӑнтӑр пулмалла. Акӑ ман тутӑра илӗр те пите шӑлӑр, атту эсир шак пылчӑк.

«Паллах, машинӑна пӑрахса каяс пулсан — ку айван япала пулать, — терӗ Мажаров хӑй ӑшӗнче. — Хӑраса ӳкни, урӑх нимӗн те мар. Тата мӗн кӑтартатӑп-ха эпӗ кайнипе? Шоферпа Васена мана ухмахрах пулас ку тесе шутлӗҫ, Ксени вара: тӗрӗс каларӑм, ӑнланчӗ вӑл, тесе шухӑшлӗ».

Машинӑ часах вӗтлӗх вӑрмантан иртрӗ, шофер ҫӑмӑл сывласа ячӗ: ҫул халӗ уҫӑ ҫеҫен хире тухрӗ, кунта вӑл чылай типӗрех.

Пӗлӗтсем хыҫӗпе чылайччен йӑпшӑнса пынӑ уйӑх пулӑх пек тӗттӗм ҫӗрелле пӑхрӗ, кӗл тӗслӗ анлӑ хирсем ҫине шупка ҫутӑ сӑрхӑнса юхма пуҫларӗ.

Машинӑпа аппаланса ывӑннипе пулас, пӗри те чӗнмерӗҫ, шофер чикарккине киленсе ӗмрӗ, ӑна кура Константинӑн та йӳҫӗ тӗтӗм ҫӑтас килсе кайрӗ. Ксени каялла ҫаврӑнмасӑр, тутисене хытӑ чӑмӑртаса ларчӗ. Мажаров ун сулахай пит ҫӑмартипе ҫӑра куҫ хӑрпӑкӗ кӑшт витнӗ хура куҫне анчах курчӗ.

— Юлташсем, эпир пурте ҫӑвара шыв сыпмарӑмӑр пуль-ҫке? — тӗлӗнчӗ Васена, пурте чӗнмесӗр пынине тин ҫеҫ асӑрхаса. — Ксюшӑ, мӗн салху эсӗ? Эсир тата мӗншӗн пуҫа усрӑр, Лешӑ?

— Физзарядкӑ туса ывӑнтӑм, — пуҫне сӳрӗккӗн сулса илчӗ шофер, хӑрах аллине руль ҫинчен илмесӗр, тепринпе питне ҫӳлтен аялалла хӑвӑрт сӑтӑрса. — Икӗ каҫ ӗнтӗ, умлӑ-хыҫлӑ, вӑрҫӑри пек ҫывӑратӑп, икшер-виҫшер сехет, унтан ытла мар!.. Ӗнер каҫхине тул ҫутӑличченех Бахолдин патӗнче пултӑм, кухньӑра тӗлӗркелесе лартӑм, пӗрре тухтӑра илсе пытӑм ун патне, тепре сестрана. Кӑнт ан пултӑрччӗ пирӗн ырӑ старик!..

Константинӑн сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ, вӑл темскер ыйтасшӑн пулчӗ, анчах чӗлхи ҫӗтнӗ пек, тутисене ҫеҫ сиктеркелесе илчӗ. Нумай пулмасть хӑйне асаплантарни пӗтӗмпех тӗтӗм пек сирӗлчӗ, паян-ыран сиксе тухма пултаракан инкекпе танлаштарсан, ниме те тӑман пӗчӗк япала пек ҫеҫ туйӑнчӗ.

— Кам ыттисемшӗн ҫунать, вӑл яланах хӑвӑртрах ҫунса каять, — терӗ шофер хуллен, хӑйӗнпе хӑй калаҫнӑ пек. — Унпа колхоза кайсан, вӑл сан ҫинчен нихҫан та манмастчӗ, хӑй ӑҫта апата ларать, сана та унта хӑйӗнпе юнашар лартать, Коробин мар: вӑл каять те тепӗр чухне, аса та илмест, — тен, эсӗ хырӑм выҫнипе тахҫанах вилсе кайнӑ-ха. Хӑйӗн хырӑмӗ ҫинчен манмасть!.. Эсир, Ксения Корнеевна, ахалех ҫиленетӗр. Мӗн, тӗрӗс мар калатӑп-им эпӗ?

— Тархасшӑн! — терӗ Мажаров аран-аран, малалла ӳпӗнсе, шофера хулпуҫҫинчен тытса. — Тархасшӑн хӑвӑртрах кайӑр-ха май килсен!

Шофер, ҫаврӑнса, унӑн шуралса кайнӑ питӗнчен пӑхрӗ те, пӗр сӑмах каламасӑр газ хушрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех