Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 8

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.26 22:04

Пуплевӗш: 187; Сӑмах: 2302

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Мажаров чӑматанӗсене пӗр пушӑ пӳлӗме йӑтса кӗрсе лартрӗ. Кунта Дарья Семеновна ун валли раскладушкӑ ҫине вырӑн сарать. Алексей Макарович пӳлӗмне каялла таврӑнсан, унта Мажарова темскер сисмелле мар улшӑннӑ пек туйӑнчӗ, килти савӑнӑҫлӑ хӑтлӑх вырӑнне темле ӗҫлӗ, кӑштах официаллӑ йӗрке пулса тӑнӑ. Мажарова симӗс китель тата ҫап-ҫутӑ тасатнӑ атӑ тӑхӑннӑ ҫак хастар ҫын умӗнче мӗн пур йӗри-тавралӑх каялла чакнӑ, хӗсӗннӗ пек туйӑнчӗ; пит ҫӑмартисене вӑл ӳчӗ кӑн-кӑвак курӑнакан пуличченех яп-яка хырнӑ; хыткан пит-куҫӗ кӑнттамраххӑн хускалнинче вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫине хытӑ шанса тӑни палӑрать.

Коробин симӗс абажурлӑ лампӑ ларакан ҫаврака сӗтеле кравать патнелле сиктерчӗ, хӑмӑр портфельне уҫрӗ те Алексей Макаровича хут хыҫҫӑн хут пама пуҫларӗ. Хытӑ картон папкӑ выртакан чӗркуҫҫийӗсене хуҫлатса, Бахолдин хӑйне панӑ хутсене иле-иле пычӗ, куҫ харшийӗсене пӗркелентерсе вуларӗ, унтан, куҫӗсене хӗссе, пуҫне тайса, васкамасӑр алӑ пусрӗ. Хучӗсене каялла илсен, Коробин вӗсене типӗтекен кӗрен хут таткипе тирпейлӗн пуса-пуса, портфеле хучӗ. Ҫакна вӑл йӑлтах пӗр чӗнмесӗр, питӗ пысӑк ӗҫ вырӑнне хурса турӗ пулмалла, кун пек тимлӗх мӗне пӗлтернине Мажаров ӑнланмарӗ.

— Эпӗ кансӗрлеместӗп-и сире? — ыйтрӗ Константин, алӑк патӗнче чарӑнса тӑрса, ҫак чаплӑ саманта ирӗксӗррӗн хисеплеме пуҫласа.

— Эсир пире кансӗрлеме мар, пулӑшма килнӗ! — терӗ Коробин йӑл кулса. — Ҫывӑхарах ларӑр та пирӗн район ӗҫӗсемпе паллашӑр. Секречӗсем пӗр пулаҫҫӗ ӗнтӗ пирӗн малашне.

Вӑл кӑпӑртатакан шурӑ хута ывӑҫ тупанӗ ҫинче сиктеркелесе тытса тӑчӗ.

— Ҫак мӗн-ха ку, сирӗн шутпа? Ахаль хут кана, ҫапла-и? Пирӗншӗн, Алексей Макаровичпа иксӗмӗршӗн, вара вӑл пур музыкӑран та лайӑхрах! Обкома тыр-пул пуҫтарса пӗтерни тата пахча ҫимӗҫпе ҫӗр улми хатӗрлесе ҫитерни ҫинчен пӗлтеретпӗр. Чун лӑштах пулчӗ ӗнтӗ!

— Вӑраха ятӑмӑр кӑҫал, вӑраха, — ассӑн сывларӗ Бахолдин, анчах хӑйне тыттарнӑ рапорт ҫине сӑнарах пӑхрӗ те, ун пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ. — Ха! Планран ирттерсе те тултарнӑ-ҫке? Вӑт савӑнтартӑр, Сергей Яковлевич! Кам палӑрчӗ-ха? Мӗнле колхозсем? Вӗсене кунтах уйрӑммӑн палӑртасчӗ, э?

— Пӗлетӗп эпӗ, кун пек хыпарпа эсир пур эмельтен те хӑвӑртрах тӳрленетӗр, — терӗ Коробин, пӗрремӗш секретаре рапорт кӑмӑла кайнипе шутсӑр хавасланса. — Хирӗҫ мар, рапортра колхозсене те, председателӗсене те асӑнма юрать. Яланхи пекех, пирӗн Любушкина, Добытин тата Лузгин лайӑх ӗҫлерӗҫ.

— Лузгина палӑртмасан та юрать. — Алексей Макарович тӗксӗмленчӗ, пӑшӑрханнӑ пек пуҫне сулласа илчӗ. — Чее ҫын.

— Мӗншӗн чее? Вӑл та Любушкина пекех тӑрӑшать.

— Танлаштартӑр та! — терӗ Алексей Макарович ӳпкеленӗн, хумханса кайса. — Ытлашши тырра панӑ чухне Прасковья Васильевна хӑйшӗн тӑрӑшмасть тата париччен правленипе канаш тӑвать. Ку вара, пӗтӗмпе турттарса тухсан та, никамран ыйтмасть…

— Эпӗ сирӗнпе килӗшсех каймастӑп, — хирӗҫлерӗ Коробин хуллен, ун тин ҫеҫ савӑнӑҫлӑ пит-куҫӗ хытса ларнӑ пек пулчӗ — тен, Лузгин хӑш чухне колхоза манса та каять пуль, ун вырӑнне вӑл патшалӑх заданийӗсене малтан тултарать. Ӑна хыҫалтан тӗксе пыма кирлӗ мар, каланӑ-каламанах ӑнланать. Чи малтан ҫавӑншӑн хакламалла мар-и-ха пирӗн председателе?

«Вӗсем кашни каҫах ҫапла калаҫса лараҫҫӗ пулсан, Дарья Семеновна тӗрӗс калать!» — шухӑшларӗ Константин, тавлашӑва пуҫламӑшӗнченех сӳнтерес тесе хутшӑнни лайӑх е лайӑх мар пулнине пӗлмесӗр. Анчах вӑл хутшӑнма кирлӗ маррине часах ӑнланчӗ, мӗншӗн тесен сӑмах Лузгин текен ҫын колхоза ертсе пыма пултарнипе пултарманни ҫинчен ҫеҫ мар, икӗ секретаре уйӑрса тӑракан чылай пысӑкрах япала ҫинчен пырать-мӗн.

— Ҫапла, пирӗн сирӗнпе чи малтан председатель лайӑх е начар хуҫа пулнине пӑхмалла! — ҫирӗплетрӗ Бахолдин, унтан, выртса тавлашма майлах пулман пирки, вӑл кӑшт ҫӗкленчӗ те минтерсем ҫине чавсаланса ларчӗ. — Эсир мана Лузгин патшалӑх интересӗсене чи малти вырӑна хурать тесе ӗнентересшӗн. Анчах плана тултарнӑ чухне хуҫалӑхра нимӗн те пӑсмасть-и вӑл, хуҫалӑх никӗсне хавшатмасть-и? Ҫакна ҫирӗп шанса тӑратӑр-и эсир? Пире вӑл задание тултарни ҫеҫ интереслентермелле-и вара? Вӑл ӑна мӗнле тултарни пурпӗрех-и? Лузгин плана хамӑрӑн тӗп принципсене пӑсса тултарать пулсан, вара мӗнле? Эпир хамӑр сирӗнпе ҫав принципсемшӗн пурӑнатпӑр вӗт-ха, кӗрешетпӗр, коммунизм тӑватпӑр. Апла пулсан, ыйтма ирӗк парӑр-ха, ҫавӑн пек хакпа тунӑ ҫитӗнӳсем кама кирлӗ вӗсем? Колхозра пире кирек мӗнле пулсан та тупӑш тӑпӑлтарса илекен имени пуҫлӑхӗ мар, пурте хисеплекен пуҫлӑх, коллектив чун-чӗрийӗ кирлӗ!

Коробин Алексей Макаровича ывӑннӑн та тимсӗррӗн, калаҫӑва питех хакламан пек итлерӗ, анчах Константин курчӗ: ҫак тимсӗрлӗхре юри хӑтланни те, асӑрханулӑх та, йывӑр тарӑху та пур.

— Каҫарӑр, Алексей Макарович, анчах эпӗ сире ӑнланаймастӑп! — Коробин, аттисене чӑрӑклаттарса, ура ҫине тӑчӗ, алӑ пӳрнисене тӳсӗмсӗррӗн туртса шартлаттарчӗ. — Эсир хӑвӑр та темиҫе ҫул хушши Лузгин майлӑ пултӑр-ҫке. Мӗншӗн ытла сасартӑк куҫран ӳкертӗр-ха эсир ӑна?

— Эсир мана ку ыйтӑва парасса кӗтрӗм эпӗ…

Бахолдин, сӗтел ҫинчен йӑлтӑркка пуҫлӑ авторучкӑ илсе, ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ, унтан ӑна вырӑнне хучӗ те хӑйӗн йӑлипе пит ҫӑмартисене шӑлкаласа илчӗ. Халлӗхе паллӑ пулмарӗ-ха — ӳпкелени пырса тиврӗ-и ӑна е, пачах урӑхла, заместителӗ те, йӗркеллӗ пулас тесе, хӑйне хумхантарнӑ ыйту пирки шарламасӑр тӑманнипе, тавлашӑва вара яр уҫҫӑн татса пама май килнипе кӑмӑллӑ пулчӗ-и вӑл?

— Эпир пурте суйлавра Лузгина кӑларма сӗннӗччӗ, ӑна кӑларма ҫине тӑманшӑн, тен, эпӗ айӑплӑ та пулӗ. Анчах эсир тата ытти бюро членӗсем мана вӑл тӳрленет критикӑна шута илет терӗр-ҫке-ха, унтан тата ун вырӑнне никама та тупма ҫук тесе ӗнентертӗр… Анчах ӗҫ кунта мар!

Алексей Макарович сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, куҫӗсемпе Коробина шырарӗ, — ӑна хӑй ӑнлантарса парса ӗнентерме тӑрӑшнӑ ҫын ҫине пӑхса калама ҫӑмӑлрах пулчӗ пулас, анчах абажур мӗлки ӳкнӗ ҫӗрте тӑракан заместителӗн пит-куҫӗ шапа пӑттипе витӗннӗ авӑр тӗпӗнчен пӑхнӑ пек ҫеҫ курӑнчӗ.

— Паян эпир те сирӗнпе пуриншӗн те юрӑхлӑ пек — обкомшӑн та, район активӗшӗн те. Ыран вара, Сергей Яковлевич, пире коммунистсем шанма пӑрахма пултараҫҫӗ-и? Пулма пултарать-и ҫапла? Эпир сирӗнпе япӑх ҫынсем пулнӑран мар, ӗҫе ертсе пыма юрӑхсӑр пулнӑран?

— Пулма пултарать, — килӗшрӗ Коробин кӑмӑлсӑррӑн. — Куна никам та хирӗҫлеме пултараймасть. Диалектикӑ — аталану саккунӗ, тетпӗр-ҫке-ха!

— Лузгинпа та ҫапла, — терӗ Бахолдин ҫураҫуллӑн. — Ӗнер вӑл колхоза малалла туртса пынӑ темелле, ҫынсем те тӳснӗ ӑна, паян акӑ тӳсесшӗн мар!..

— Унта шыва кам пӑтратнине пӗлетӗр вӗт-ха эсир — терӗ Коробин чӑркӑшуллӑн. — Хӑш-пӗр ҫынсем кӑмӑлсӑр, пур колхозниксем те мар…

— Ну, куна тӗрӗслес пулать! — терӗ Алексей Макарович. — Пирӗн ӗҫ — мӗн пур фактсене тӗплӗн тӗпчесе пӗлесси, тавҫӑрса илнипе, пӗр енӗ ҫеҫ каласа панипе чарӑнса тӑма юрамасть!.. Эпӗ тӳрех килте темиҫе ятсӑр ҫыру илтӗм. Ҫав ҫырусенче Лузгина пӑртак кӳренни палӑрнине шута илмесен те, унта ӑна никам юратманнине, хисеплеменнине, халлӗхе унран хӑракаласа ҫеҫ тӑнине ӑнланса илме пулать! Ҫын хӑйӗнне ӗҫлесе ирттернӗ, урӑх вӑй ҫитереймест вӑл ҫав ҫӑка йӑтма. Ҫавӑнпа Иван Фомича Черемшанкӑ ҫинчен пӗлтериччен, эпӗ сирӗн вырӑнта выводсем тума васкаман пулӑттӑм.

— Эпир, ман шутпа, пӗрле пӗлтеретпӗр пуль…

— Шел те, анчах эпӗ, хам ҫинчен ответлӑха сирместӗп пулин те, пултараймастӑп пуль. — Алексей Макарович, пысӑк сӗтел патнелле аллине тӑсса, кӗнеке купи ҫинче выртакан ҫыпӑҫтарса хунӑ шурӑ канверта илчӗ. — Акӑ, тархасшӑн… Райком ҫырӑвӗсемпе пӗрле ярӑр-ха.

— Мӗн ку? — Коробин ҫутӑ ӳкнӗ тӗле пычӗ те, кравать ҫумӗнче тӑрса, Алексей Макарович ҫине кӑшт ӑнланмасӑртарах пӑхрӗ.

— Отставкӑна кӑларма ыйтатӑп, — терӗ Бахолдин шӳтлӗн, анчах ун сулахай пит ҫӑмарти сасартӑк вашаклӑн туртӑнкалама пуҫланинчен ӑна шӳт тума ҫӑмӑл пулманни курӑнчӗ.

Константинӑн чӗри хӗссе килчӗ, вӑл старик патне чупса пырса, ӑна кун пек ан васка-ха тесе ӳкӗтлесшӗнччӗ, анчах, кирлӗ мар чухне хӗрхеннипе Алексей Макаровича тата ытларах пӑлхатса ярасран хӑраса, вырӑнтан та сикмерӗ. Константин асӑрхарӗ: Коробиншӑн ку кӗтмен япала пулман пулас, вӑл хӑйне лӑпкӑн тыткаларӗ, канверта портфеле хурса, ҫӑрине шатлаттарса хупрӗ те:
— Тен, эсир ахалех кун пек тӑватӑр? — терӗ.

— Эпӗ хам мӗн тунине пӗлетӗп, — терӗ Бахолдин сиввӗн. — Эпӗ тата мӗн чухлӗ выртасси паллӑ мар-ха, анчах, куратӑп, ку ӗҫе кансӗрлет. Сирӗн пуҫарулӑха та тӑлласа тӑратӑп…

— Нимӗн чухлӗ те, Алексей Макарович!

— Вӑт ҫапла, — терӗ Бахолдин, кун пирки калаҫса пӗтернине систерсе. — Ыйтӑва татса панӑ тейӗпӗр.

Вӑл каллех минтерсем ҫинчен шуса анчӗ, майлӑрах выртрӗ те, хӑйне ҫутӑ кансӗрленӗ пек, куҫӗсене ывӑҫ тупанӗпе хупларӗ.

— Мӗн тума кӑмӑл пур-ха сирӗн пирӗн патӑрта?

Константин ку ыйтӑва Коробин ӑна панине тӳрех ӑнланса илеймерӗ, калаҫу ытла та кӗтмен ҫӗртен улшӑнчӗ-ҫке. Константин халӗ хӑйӗн ватӑ учителӗшӗн кӳренчӗ, унӑн ӑна йӑпатса хавхалантарас килчӗ, вӑл ҫак ниме те шута илмен чунсӑр ҫынна чӑннипех тарӑхса кайрӗ.

— Алексей Макарович вӑт… парти ӗҫне каймалла тесе шутлать. Ку мана хама та интереслӗ пек туйӑнать, тен, пултарӑп…

— Парти хушать пулсан, коммунистшӑн кирек мӗнле ӗҫ те интереслӗ пулмалла! — пӳлчӗ ӑна Коробин тӗксӗмленсе.

Мажаров, килӗшмесӗр хирӗҫ калама тата тавлашма хатӗрскер, ура ҫине ялт сиксе тӑчӗ, анчах ҫавӑнтах пуканӗ ҫине каялла ларчӗ, ерипен урисене хуҫлатрӗ, пысӑк та шурӑ аллисене шӗвӗр чӗркуҫҫи ҫине хурса хире-хирӗҫ тытрӗ. Вӑл хӑйне тытса чарчӗ, чӑркӑшса каймарӗ.

«Вӑл, малтан курӑннӑ пек, ытла йӑваш мар иккен!» — шухӑшларӗ Коробин.

— Министерствӑран кайма ҫӑмӑлах пулмарӗ пуль сире, Мажаров юлташ?

Ыйтура темӗнле мӑшкӑлласа кулас шухӑш палӑрчӗ, анчах ун пеккинчен хӑраман хӑнана ҫакӑ ҫилентерме пултараймарӗ.

— Нимӗн чухлӗ те! — Константин йӑл кулса илчӗ те чун-чӗрине уҫса ӑнлантарса пачӗ. — Юлашки вӑхӑтра эпӗ хам ӗҫ ҫине сӳрӗккӗн пӑхнине пытарса тӑмарӑм, мана, тен, ҫавӑнпа та ытлашши тытсах тӑмарӗҫ пуль… Эпӗ унтан ҫӑлӑнса тухнипе питӗ телейлӗ, мана унта шутсӑр йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ!

«Ха, еплескер!» тесе кӑшт ҫеҫ сасӑпах каламарӗ Коробин. Халӗ вӑл килнӗ ҫынна ҫавӑн пек ыйту панӑшӑн ӳкӗнчӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна хирӗҫ пӗтӗм чунне уҫса парса хуравларӗ. Кирек кампа калаҫнӑ чухне те Коробин яланах ытлашши уҫҫӑн калаҫассинчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ, ун пек уҫҫӑн калаҫни ӑна малашне кансӗрлеме пултарнӑ, ун пек чухне ӑна хӑйӗнпе калаҫнӑ ҫынна унӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне уҫса памалла пек туйӑннӑ. Анчах халӗ ун калаҫӑва ирӗксӗрех малалла тӑсма тиврӗ.

— Министерствӑра мӗн кӑмӑла каймарӗ-ха сире?

— Мӗнле калас? — Константин хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ. — Ӗҫ пачах та манра мар… Эпӗ хам ӗҫленӗ главкра ун пек вырӑн кирлӗ мар тесе шутларӑм. Вӑл вырӑн унта кирлех те мар темелле — пирӗн главка пӑхӑнса тӑракан колхозсене эпӗ нимӗнле усӑ та кӳмен-ҫке… Вӑл вырӑна пӗтерсен, калӑпӑр, министерствинче хӑйӗнче те, главкра та — унтан та ытларах пурнӑҫра — нимӗн те улшӑнмасть, кам шухӑшласа кӑларнӑ ӑна, мӗн тума — ӑнланмалла мар!

Мажаров ура ҫине тӑчӗ те аллине кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, хумханнипе ун куҫӗсем хуп-хура курӑнчӗҫ, вӑл, хӑйне мӗнле ӑнланасси пирки нимӗн чухлӗ те шухӑшламасӑр, мӑн сасӑпа хыттӑн, пат-пат татса каларӗ:

— Пӗр-икӗ уйӑх каялла, черетлӗ командировкӑран таврӑнсан, эпӗ хам пуҫлӑх патне кайрӑм та ӑна ҫаксене пурне те каласа патӑм… Вара вӑл, эсир ӗненместӗр пуль-ха, темӗншӗн ман пирки пысӑкрах вырӑна ларасшӑн, ӗҫ укҫипе кӑмӑлсӑр тесе шутланӑ! Кайран, хӑй лайӑх ӑнланса илсен, мана вӗрентме пуҫларӗ, ҫӗрӗк интеллигентла хӑтланатӑн терӗ, татах ҫылӑхсем тупса айӑпларӗ. Ахалех ун пек выводсем тӑватӑр эсир, терӗ, икӗ-виҫӗ начар колхоз курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. Эпӗ хӑраса ӳкнӗ пулать! — Мажаров кулса ячӗ.

— Эпӗ, паллах, вӑл мӗн каланине итлесе тӑтӑм, анчах тӑвасса хам пек турӑм — ЦКна ҫыру ҫырса ятӑм, унта хамӑн мӗн пур шухӑшсене ҫырса пӗлтертӗм, хам мӗн курни ҫинчен каласа патӑм… Главк пуҫлӑхӗ, эпӗ ҫыру ҫырнине пӗлсен, мана унта та ҫырма пӑрахтарасшӑнччӗ, — мӗн тума кирлӗ-ха вӑл сире? Ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен ҫӳлте сирӗнсӗрех пӗлеҫҫӗ, тата, итлӗр-ха эсир, Алексей Макарович! Вӑл ман патриотла туйӑмсем пирки иккӗленчӗ! Вара эпӗ ӑна хӑй ҫинчен хам мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех каларӑм та ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени патӑм.

Хӗрсе кайнӑ Мажаров, алӑ пӳрнисене вылятса, алӑкӑн-тӗпелӗн ҫӳрерӗ, Коробин ӑна нимӗн чӗнмесӗр, хуллен сӑнаса тӑчӗ.

— Ӑҫтан ӗрчесе кайнӑ-ха пирӗн ҫавӑн йышши ҫынсем, Алексей Макарович? Хӑйсем ырӑ та лӑпкӑ пурӑнсан, вӗсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар, — терӗ Константин. — Ҫук, ҫук, ун пек пуҫлӑхӑн сӑмах ҫителӗксӗр-и вара, вӑл яланах халӑхшӑн тӑрӑшатӑп тесе тупа тӑвать, анчах хӑй хресчен пӳртне юлашки хут хӑҫан кӗрсе курнине те тахҫанах маннӑ. Тата мана акӑ мӗн ҫав тери тарӑхтарать, куна эпӗ пӗтӗм ӑш-чикӗмпе туйса тӑратӑп. Ҫавнашкал ҫыннӑн ҫав вырӑна йышӑнса ларма нимӗнле тивӗҫ те ҫук, унран никама та пӗр пӗрчӗ усӑ пулмасть, анчах ҫакна ӗнентерӳллӗ кӑтартса пама ҫук ҫав! Вӑл ячӗшӗн пурне те тӑвать, анчах чунне парса ӗҫлемест!

Хӗрлӗ хӑмӑр ҫӳҫ пайӑрки Мажаровӑн куҫӗсем ҫине ӳкрӗ, вӑл, пуҫне лӑстӑр силлесе илсе, ӑна каялла вырттарчӗ, чармакланӑ пӳрнисемпе ҫӳҫне шӑлса илчӗ те пыр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа каласа пӗтерчӗ:

— Унтан сасартӑк хаҫат уҫса пӑхатӑп та ЦК пленумӗ пулни ҫинчен пӗлетӗп!.. Пурте тӑрук пулса иртрӗ — мана главкран ырӑ сунса ячӗҫ, пуҫлӑх вара сывпуллашнӑ чухне чуп тума тытӑнчӗ. Анчах, шанатӑп эпӗ, ун пек ҫынсене эпир майӗпен тӑрӑ шыв ҫине кӑларатпӑрах. Тӗрӗс-и, Алексей Макарович?

Бахолдин, хӑй вӗрентсе ӳстернӗ ҫамрӑк ҫынна куҫне илмесӗр сӑнаса выртаканскер, нимӗн чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ.

— Интереслӗ, пӗтернӗ-ши сирӗн вырӑна е хӑварнӑ-ши? — ыйтрӗ Коробин, хумханса кайнӑ Мажарова питрен сиввӗн пӑхса, ниме те, никама та шута илмесӗр, харпӑр хӑй шухӑшӗсене ҫакӑн пек каласа пани ҫине мӗнле пӑхмаллине пӗлмесӗр.

— Мӗне кирлӗ вӑл! — Константин аллине сулчӗ. — Пурнӑҫра ӗҫсем ҫапла ҫаврӑнса кайни паха…

— Калӑр-ха, — кӑсӑкланчӗ Коробин, Мажаровӑн ҫепӗҫсӗрлӗхне асӑрхаман пек пулса, ӑна мӗнле те пулин иментерме тӑрӑшса. — Сухала эсир сумлӑрах курӑнас тесе ӳстертӗр-и е халӗ Мускавра хавалӗ ҫавнашкал-и?

— Ҫу-ук! Мӗн хавалӗ унта! — хуравларӗ Мажаров, пӗртте лайӑхмарланмасӑр. — Мана кун ҫинчен калама майлах мар та… Эпӗ хамӑрӑн патӑрта ӗҫлекен пӗр хӗрарӑмпа тавлашрӑм, вӑл вара мана сухал ӳстерме хушрӗ… Нимӗн те тӑваймӑн — хам сӑмахпа хуҫа пулас пулать!

Коробин ун ҫине куҫне чарса пӑхрӗ, вӑл хӑй илтнине хӑй ӗненсех каймарӗ пулас.

— Мӗнле вара — сирӗн мӗн виличченех сухалпа ҫӳремелле-и?

— Ҫук, мӗншӗн, — Мажаров уҫҫӑн та ӑшшӑн кулса ячӗ. — Тавлашнӑ чухне калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, ман тата тепӗр виҫӗ уйӑх сухалпа ҫӳремелле, унтан ытла мар. Чӑнах та, юлташсем мана сухал пачах килӗшмест, теҫҫӗ, анчах, тӳррипе каласан, эпӗ ӑна хӑнӑхрӑм ӗнтӗ… Мӗн, ман сухал сире ытла та кӑмӑла каймасть-и?

Халӗ ӗнтӗ Коробина хӑйне именме черет ҫитрӗ. Ун ирӗкӗ пулас пулсан, вӑл, паллах, ҫак сухала халех хырса пӑрахма хушнӑ пулӗччӗ. Вӑл нормӑран кӑшт та пулин пӑрӑннине те тӳсме пултарайман, сухала темӗнле кивӗ пурнӑҫ юлашки, уншӑн ялти тӗттӗм хресчене каҫарма пулать, анчах райкомра ӗҫлеме хатӗрленекен ҫынна вара ниепле те каҫарма ҫук тесе шутланӑ. Анчах халӗ вӑл ҫак Мускав шӗвӗрне хӑйӗн шухӑшне каласа пама шутламарӗ. Вӑл темӗншӗн Мажаров яла ҫын сиккипе сиксе килнӗ тесе ӗненсе тӑнӑ. Ҫур ҫул та иртмӗ акӑ, вӑл каллех столицӑна яма ыйтать, тенӗ. Апла-тӑк кирек мӗн ӳстертӗр, пурпӗрех мар-им.

— Ку вӑл кашнин хӑйӗн ӗҫӗ, — терӗ те Коробин сывпуллашма пуҫларӗ.

Вӑл тӗттӗм кӑвак плащне тӑхӑнчӗ, картусне пусарах лартрӗ, портфельне хул хушшине хӗстерчӗ те, алӑк патне ҫитсен, Мажарова хулпуҫҫинчен тытрӗ.

— Хӑҫан кӗтес сире райкомра?

— Эпӗ ыранах пыма хатӗр! — терӗ Мажаров. — Ман хӑвӑртрах тытӑнас килет…

Коробина ӑсатса ярса, Алексей Макаровича ырӑ каҫ суннӑ хыҫҫӑн Константин хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ. Дарья Семеновна тӑрӑшнипе вӑл питӗ хӑтлӑ пулса тӑнӑ иккен. Чӳрече ҫине шурӑ карри ҫакнӑ, кравать патӗнче татӑк кӗсӗксенчен ҫӗлесе тунӑ пӗчӗк кавир выртать, кравать пуҫӗнче тӗрӗллӗ ҫитти витнӗ пӗчӗк сӗтел ларать, ун ҫинче шыв тултарнӑ симӗс графин. Ҫӑварӗ коридоралла тухакан кафель кӑмакаран ӑшӑ ҫапать, тӑрӑшса якатнӑ простыньсемпе минтер пичӗсенчен хӗвел ҫинче кӑшт пиҫнӗ ӳт шӑрши кӗрет.

«Епле лайӑх!» — шухӑшларӗ Константин, утиял айӗнче тӑсӑлса выртсан, куҫӗсене хупса.

Ҫӗрле пылчӑк ашнӑ хыҫҫӑн ӑшӑ та ҫутӑ тӑван кӗтесре сана хӑвӑн ҫывӑх ҫыннусем кӗтсе илнинчен ырри урӑх нимӗн те ҫук. Паян Константинӑн темскер йывӑрри, салхулантараканни пулнӑ пулин те, вӑл ыранхи кун ҫинчен савӑнӑҫлӑн, шанчӑклӑн шухӑшларӗ. Халӗ ӗнтӗ пурте урӑхла, ҫӗнӗлле пулать, ӗлӗкхинчен лайӑхрах пулать!

Шӑрчӑк ҫывӑрттармалла чӗриклетет, чӳрече карри витӗр тулли уйӑх ҫути сӑрхӑнать, чӳрече янаххи ҫине ватӑ хурӑнӑн кукӑр-макӑр мӗлки ӳкнӗ, хурӑн хыҫӗнче йывӑҫ вуллисем хуп-хуран курӑнакан сад юмахри пек тӗлӗрет… Халӗ ӗнтӗ, пурин ҫинчен те манса, ҫывӑрса кайма та юрать…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех