Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑратӑп (тĕпĕ: хӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑратӑп эпӗ саншӑн.

Боюсь я за тебя.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кун пек юрамасть — ҫук, ҫук, сире хултан тытам эпӗ, атту эпӗ сирӗншӗн хӑратӑп.

Это нельзя — нет, нет, пойдем под руку, а то я боюсь за вас.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ыттисем сана ку сӑмахсене калама хӑяймасран хӑратӑп.

Боюсь, что другие тебе таких слов не насмелятся сказать.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пылчӑкра та эпӗ ҫӳрес ҫын мар, тӗве пек, шуҫӑ ҫӗрте чармакланса, ҫурӑлса каясран хӑратӑп, типӗре ак стрепке пулса килтӗм.

По грязи тоже я не ходок: как верблюд, боюсь разодраться на сколизи, а по сухому я и объявилася в стряпухах.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аверьян умра выртать, эпӗ ун патне ура ярса пусма та пултараймастӑп, урана ҫӗклетӗп те каллех яратӑп, ӳкесрен хӑратӑп.

Аверьян возле лежит, а я шагу к нему ступить не могу, подыму ногу и опять отпущу ее, боюсь упасть.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ача чухнех питӗ хӑравҫӑ пулнӑ, ачаранпах тӗттӗмрен хӑратӑп

Я с детства ужасно пужливая, с детства напужанная темнотой…

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав тери хӑратӑп.

Ужасти как боюсь.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тулта тӗттӗмленет, эпӗ темшӗн пӗччен кайма хӑратӑп.

На дворе темнеет, и я что-то боюсь идти одна.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ хӑвӑн пиншакна та пулин сарса хурсамччӗ, унсӑрӑн эпӗ юбкӑна вараласран хӑратӑп.

— Ты бы пинжак свой постелил, а то я боюсь юбку вымазать.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Енчен, ҫак эрнере ҫумӑр пулмасан… шӑтса тухмасран хӑратӑп.

Если на этой неделе не будет дождя… боюсь, что не взойдет.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эс кулма пултарасран хӑратӑп эпӗ…

Я боюсь, ты будешь смеяться надо мной…

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кун хыҫҫӑн Суламифь тӑрать, ывҫисене кӑкӑрӗсем ҫумне хыттӑн хӗссе хурать те: — Йӑмӑкӑм ҫывӑрать манӑн, эпӗ ӑна вӑратасран хӑратӑп, — пӑшӑлтатать шиклӗн.

Тогда Суламифь встает, крепко прижимает ладони к грудям и шепчет в страхе: — Сестра моя спит, я боюсь разбудить ее.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Эпӗ ун пирки мар-ха, мӗн те пулин сиксе тухасран хӑратӑп

— Я не про то боюсь, как бы чего не получилось…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑратӑп, ҫав ҫичӗ круга акса тырӑ тунӑшӑн мана йӗп ҫӑрти витӗр кӑлараҫҫех, кулак шутне кӗртсе хураҫҫех.

Боюсь, за эти семь кругов посеву протянут меня в игольную ушку, обкулачут.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах халӗ, Александр Анисимович, ырӑ ҫыннӑм, ӗненӗр — хӑратӑп!

А зараз, Александр Анисимович, добродетель мой, верьте слову — боюсь!

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӳррипе каласан, хӑратӑп эпӗ: унпа шӑлнӗн шухӑшӗсем тӗлӗнмелле майлӑ пыраҫҫӗ, сӑмаха та вӗсем темӗнлерех, сисетни, тӗлӗнмеллерех майлӑ ваклаҫҫӗ, тата характерӗ те майсӑр шухӑ ун.

И, признаться, я боюсь: у нее с братом какой-то странный образ мыслей, рассуждают они как-то, знаете ли, странно, и характер очень бойкий.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Хӑратӑп хам, ҫапах та вилес ҫуккине пӗлетӗп.

Боялся, но знал, что не погибну.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

— Шӳтлетӗн эсӗ, эпӗ — хӑратӑп!

— Шутишь ты, а я — боюсь!

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

— Эх, ачасем, — ассӑн сывларӗ Катерина, — тулла нимӗнле пулӑшу та параймасран хӑратӑп ҫав эпӗ.

— Ох, ребята, — вздохнула Катерина, — боюсь, что ничем вы не поможете пшенице.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аякка кармашатӑн, анчах хӑратӑп, Катюша.

— Высоко взлетаешь, только опасаюсь, Катюша…

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех