Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III

Пай: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.26 23:36

Пуплевӗш: 236; Сӑмах: 2607

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вера Павловнӑн иккӗмӗш тӗлӗкӗ

Акӑ ӗнтӗ Вера Павловна ҫывӑрса каять те тӗлӗк курма пуҫлать.

Уй, уй тӑрӑх ун упӑшкипе, урӑхла каласан, савнӑ тусӗпе Алексей Петрович ҫӳреҫҫӗ, савнӑ тусӗ вара ҫапла калать: «Эсир, Алексей Петрович, пӗр пылчӑкран мӗншӗн шап-шурӑ, тап-таса та ачаш тулӑ шӑтса тухнине, тепринчен мӗншӗн пачах та шӑтманнине пӗлесшӗн-и? Ҫак уйрӑмлӑха эсир хӑвӑр та халех куратӑр акӑ. Ҫак питӗ илемлӗ пучахӑн тымарне пӑхӑр-ха: тымар ҫинче пылчӑк, анчах; ку пылчӑк вӑл чӗрӗ пылчӑк, таса пылчӑк теме те юрать ӑна; чӗрӗ те лайӑх мар шӑршӑ кӗрет, анчах пӑнтӑхса, йӳҫсе кайнӑ шӑршӑ мар. Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, эпир калаҫакан философи чӗлхипе калас пулсан, ҫак таса пылчӑка реальнӑй пылчӑк теҫҫӗ. Вӑл таса мар, ку вӑл тӗрӗс; анчах лайӑхрах пӑхӑр-ха ӑна, уйрӑммӑн илсен, эсир унӑн мӗнпур пайӗсем сывӑ пулнине куратӑр. Вӗсем ҫакӑн пек пӗрлешнӗ чухне пылчӑк-ха, анчах атомсем кӑшт урӑхларах вырнаҫчӑр кӑна, вара мӗн те пулин урӑх япала пулса тӑрӗ: мӗн пулмаллисем пурте ҫавӑн пекех сывӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесен тӗп пайӗсем сывӑ. Мӗнрен килет-ха ҫак пылчӑк сывӑ пулни? Ҫак уҫланкӑ епле вырнаҫнине сӑнаса пӑхӑр-ха эсир: куратӑр-и, кунтан шыв юхса тухать, ҫавӑнпа кунта шыв шӑршланса тӑма пултараймасть».

— Чӑн та ӗнтӗ, движени вӑл реальность, — тет Алексей Петрович, — мӗншӗн тесен движени вӑл , — пурнӑҫ, пурнӑҫпа реальность вӗсем иккӗшӗ те пӗрех. Анчах пурнӑҫра чи кирли вӑл — ӗҫ, ҫавӑнпа вара реальнӑҫшӑн та чи кирли — ӗҫ, реальноҫӗн чи тӗрӗс палли ӗнтӗ — ӗҫлӗхлӗх пулать.

— Куратӑр ӗнтӗ, Алексей Петрович, хӗвел ҫак пылчӑка ӑшӑтма пуҫласан, ӑшӑннипе унӑн элеменчӗсенчен татах та кӑткӑсрах химилле пӗрлешӳсем, урӑхла каласан, питех те кӑткӑс пӗрлешӳсем пулса тӑрсан, хӗвел ӑшӑтнипе ҫак пылчӑкран ӳсекен пучах сывӑ пучах пулать.

— Ҫапла, мӗншӗн тесен вӑл реальнӑй пурнӑҫӑн пылчӑкӗ, — тет Алексей Петрович.

— Халӗ ӗнтӗ ҫак уҫланкӑна куҫар. Кунта та ӳсентӑран илӗпӗр, ун тымарне те ҫавӑн пекех сӑнаса пӑхӑпӑр. Ун тымарӗ те вараланчӑк. Ҫак пылчӑк ҫине лайӑхрах пӑхӑр-ха. Ку пылчӑк ҫӗрӗк иккенне асӑрхама йывӑр мар ӗнтӗ.

— Урӑхла каласан, наука терминологийӗ тӑрӑх илсен, фантазилле пылчӑк, — тет Алексей Петрович.

— Ҫапла; ку пылчӑкӑн элеменчӗсем сывӑ мар. Паллах ӗнтӗ, вӗсем кирек мӗнле куҫса ҫӳресен те тата ку элементсенчен пылчӑк евӗрлӗ мар темӗн тӗрлӗ япала: пулсан та, ҫав япаласем пурте сывӑ мар, юрӑхсӑр япаласем пулӗҫ.

— Ҫапла, мӗншӗн тесен унӑн элеменчӗсем хӑйсем сывӑ мӑр, — тет Алексей Петрович.

— Пире ҫав сывмарлӑхӑн сӑлтавне тупма йывӑр пулмӗ.

— Урӑхла каласан, ҫак фантазилле ҫӗрӗклӗхӗн сӑлтавне тупма йывӑр пулмӗ, — тет Алексей Петрович.

— Ҫапла, эпир ҫак уҫланкӑ мӗнле вырӑнта выртнине асӑрхаса пӑхсан, ҫак элементсен ҫӗрӗклӗхӗн сӑлтавне тупма йывӑр пулмӗ. Эсир куратӑр, шыв ку уҫланкӑран юхса тухаймасть, ҫавӑнпа вӑл шӑршланать, пӑсӑлать те.

— Ҫапла, движени ҫукки вӑл ӗҫ ҫуккине пӗлтерет, — тет Алексей Петрович, — мӗншӗн тесен антропологилле анализ тӑвас пулсан, ӗҫ вӑл движенин тӗп форми пулса тӑрать, вӑл мӗнпур ытти формӑсене: вӑхӑта савӑнса ирттерессине, канассине, ашкӑнасси-выляссине, хаваслӑха — пурне те содержани парать, вӗсен никӗсӗ пулса тӑрать; малтанхи ӗҫсемсӗр ҫаксем вӗсем пурнӑҫра пулма та пултараймаҫҫӗ. Движенисӗр вара пурнӑҫ, урӑхла каласан, реальность пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен ку вӑл фантазилле, урӑхла каласан, ҫӗрӗк пылчӑк. Ҫакӑн пек уҫланкӑсене мӗнле сыватмаллине пӗлсе ҫитни нумай пулмасть-ха; анчах халӗ сыватмалли май тупнӑ ӗнтӗ; ку вӑл — дренаж: ытлашши шыв канавсем тӑрӑх юхса тухать те шыв вара ҫӗре кирлӗ чухлӗ ҫеҫ юлать, уҫланкӑ лайӑх уҫланкӑ пулса тӑрать. Анчах ҫак майпа усӑ куриччен, ҫак пылчӑк фантазилле, урӑхла каласан, шӑршлӑ пылчӑках пулса юлать-ха, ун ҫинче лайӑх ӳсентӑрансем ӳсме пултараймаҫҫӗ; ҫав вӑхӑтрах реальнӑй пылчӑк ҫинче лайӑх ӳсентӑрансем ӳсеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл сывӑ пылчӑк. Ҫакна кӑтартса памаллаччӗ те пирӗн: о-е-а-а-dum тейӗпӗр ӗнтӗ латинла калас пулсан.

«Ҫакна кӑтартса памаллаччӗ те пирӗн», тесе латинла мӗнле каланине Вера Павловна илтеймесӗрех юлчӗ.

— Сирен, Алексей Петрович, кухня латинӗпе тата силлогистикӑпа аппаланас кӑмӑл пур пулас, — тет Вера Павловнӑн савнӑ тусӗ, урӑхла каласан, упӑшки.

Вера Павловна вӗсем патне пырать те: ҫитет ӗнтӗ сире хӑвӑрӑн анализсем, пӗрпеклӗхсем тата антропологизмсем ҫинчен калаҫма, господасем, тархасшӑн мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫӑр-ха, эпӗ те калаҫӑва хутшӑнма пултарам, е луччӑ, атьӑр, вылятпӑр, тет.

— Атьӑр, вылятпӑр, — тет Алексей Петрович, — атьӑр пӗр-пӗрин умӗнче ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттарар.

— Атьӑр, атьӑр, питӗ хаваслӑ пулать ку, — анчах ку шухӑша малтан эсир каларӑр, апла пулсан, пуҫласса та малтан хӑвӑрах пуҫлӑр, — тет Вера Павловна.

— Питӗ хапӑл, йӑмӑкӑм, — тет Алексей Петрович, — анчах миҫере-ха эсир, савнӑ йӑмӑкӑм, вунсаккӑрта-и?

— Часах вунтӑххӑра пусатӑп ӗнтӗ.

— Анчах халӗ пусайман вӗт-ха: ҫавӑнпа вунсаккӑрта тесе шутлатпӑр та, пурте вунсаккӑра ҫитиччен мӗн пулнине каласа паратпӑр, мӗншӗн тесен условисем пӗр пек пулмалла. Эпӗ хампа арӑм ҫинчен каласа парӑп. Ман атте кӗпӗрне хулинче тиечук пулнӑ, тата вӑл кӗнеке хуплашкисем тунӑ, анне семинаристсене хваттере ярса пурӑннӑ. Аттепе анне иртен пуҫласа каҫчен ҫӑкӑр татӑкӗшӗн тӑрӑшнӑ, ун ҫинчен калаҫнӑ. Атте ӗҫкеленӗ, — анчах чӑтма ҫук нуша персе ҫитсен кӑна ӗҫнӗ, — ку вӑл реальнӑй хуйхӑ ӗнтӗ, е тупӑш чылаях пысӑк пулнӑ чухне ӗҫнӗ; ун чухне вӑл мӗнпур укҫине аннене панӑ та: «Ну, амӑшӗ, халӗ ӗнтӗ, турра мухтав, икӗ уйӑх хушши нуша курмӑн ӗнтӗ; эпӗ хам валли аллӑ пус хӑвартӑм, савӑннипе ӗҫем пӗрре», тенӗ, — ку вӑл реальнӑй савӑнӑҫ пулнӑ. Мана анне час-часах ҫилленетчӗ, хӑш чухне вара хӗнетчӗ те: ку вӑл, хӑй каларӗшле, куршаксемпе чугун чӳлмексем йӑтса ҫӳресе, пилӗк ҫын валли тата 5 семинарист валли кӗпе-йӗм ҫуса пирӗн калуш тӑхӑнман ҫирӗм ура вараланӑ урайне ҫуса, тата ӗне пӑхса пилӗкӗ чӑтмалла мар ыратнӑ чухне пулкалатчӗ. Ку вӑл — канмасӑр, ытлашши нумай ӗҫленипе нервсем чӑн-чӑнах пӑсӑлса кайнинчен килнӗ ӗнтӗ. Вара, вӑл каларӗшле, «пурнӑҫ хӗсӗк» чухне, урӑхла каласан, пирӗнтен, арҫын ачасенчен, кам валли те пулин атӑ илме е йӑмӑксем валли пушмак илме укҫа ҫитмен пулсан, вӑл пире хӗнекелетчӗ. Эпир, айван ачасем пулин те, ӑна ӗҫре пулӑшма хамӑрах килӗшнӗ чухне е эпир мӗн те пулин урӑх ӑслӑ ӗҫ тунӑ чухне, е вӑл сайра хутра канма пултарнӑ чухне, вӑл каларӗшле, ун «пилӗкне авма» пӑрахнӑ чухне вӑл пире ачашлатчӗ те, — кусем вӗсем ӗнтӗ пурте реальнӑй савӑнӑҫсем пулнӑ.

— Ах, ҫитет сирӗн чӑн-чӑн хуйхӑрсемпе савӑнӑҫӑрсем ҫинчен итлесе, — тет Вера Павловна.

— Апла пулсан, Наташа ҫинчен пӗлӗр-ха эппин.

— Итлес килмест: унӑн та ҫакӑн пек хуйхӑпа савӑнӑҫах, — пӗлетӗп.

— Питӗ тӗрӗс.

— Анчах, тен, сире ман сӑмаха итлеме интереслӗ пулӗ, — тет таҫтан сиксе тухнӑ Серж.

— Курӑпӑр, — тет Вера Павловна.

— Ман атте-анне те, хӑйсем пуян ҫынсем пулнӑ пулин те, яланах укҫа тупма тӑрӑшнӑ, яланах укҫа ҫинчен калаҫнӑ: пуян ҫынсен те укҫа тупас тесе тӑрӑшмалла-ҫке…

— Чӑннипе каласа кӑтартма пӗлместӗр эсир, Серж, — тет Алексей Петрович кӑмӑллӑн, — калӑр-ха эсир, мӗншӗн укҫа тупма тӑрӑшнӑ вӗсем, мӗнле тӑкаксем пулнӑ вӗсен, мӗн-мӗн тунӑ-ши вӗсем?

— Паллах, эсир мӗншӗн ыйтнине ӑнланатӑп эпӗ, — тет Серж, — анчах кӑна хӑварса, акӑ ҫакна аса илер-ха: вӗсем ҫавӑн пекех ачасемшӗн те тӑрӑшнӑ вӗт.

— Выҫӑ ларман-и вӗсен ачисем? — ыйтать Алексей Петрович.

— Вӑл, паллах, анчах… вӗсен тата…

— Ан та калӑр, Серж, — тет Алексей Петрович, — эпир сирӗн историне пӗлетпӗр; хӑвӑра кирлӗ марришӗн тӑрӑшни, кирлӗ марри ҫинчен шухӑшлани — акӑ эсир ӳссе ҫитӗннӗ тӑпра; ку вӑл фантазилле тӑпра. Акӑ хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха эсир: хӑвӑр эсир ухмах ҫын та мар, питӗ лайӑх ҫын, тен, пирӗнтен начар та мар, ухмах та мар пуль, анчах мӗн тума юрӑхлӑ-ха, мӗнле усӑ пама пултаратӑр-ха эсир?

— Жюли мана хӑйпе пӗрле илес пулсан, эпӗ пур ҫӗрте те ун хыҫҫӑн ҫӳреме юрӑхлӑ; Жюлие ӗҫсе-ҫисе, алхасса ҫӳреме усӑллӑ, — тет Серж.

— Ҫакӑнтан эпир, фантазилле е сывмар тӑпра… — тет Алексей Петрович.

— Ах, епле йӑлӑхтарса ҫитертӗр эсир хӑвӑр реальноҫӑрпа тата фантазилӗхпе! Тахҫанах паллӑ, вӗсем пур — ҫаплах ӑнлантарма пӑхаҫҫӗ! — тет Вера Павловна.

— Манпа калаҫас килмест-и санӑн? — тет Серж пекех таҫтан сиксе тухнӑ Марья Алексевна, — эсир, господасем, кайӑр-ха, мӗншӗн тесен амӑшӗ хӗрӗпе калаҫасшӑн.

Пурте куҫран ҫухалаҫҫӗ. Верочка хӑй Марья Алексевнӑпа пӗр-пӗччен тӑрса юлнине курать. Марья Алексевнӑн сӑн-сапачӗ кулӑшла курӑнма пуҫлать.

— Вера Павловна, эсир нумай вӗреннӗ хӗрарӑм, эсир ҫав тери таса чӗреллӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, — тет Марья Алексевна, кӗвӗлсе ҫитнипе хӑйӗн сасси чӗтресе тухать, — эсир ҫав тери ырӑ хӗрарӑм… манӑн, хаяр та усалскерӗн, ӗҫекенскерӗн, епле калаҫас-ха сирӗнпе? Сирӗн аннӗр, Вера Павловна, усал та ухмах ҫын; ыйтма ирӗк парӑр-ха, сударыня: мӗн тума тӑрӑшнӑ сирӗн аннӗр? Ҫӑкӑр татӑкӗ тупма тӑрӑшнӑ; ӑна эсир, вӗреннӗ ҫынсем, чӑн-чӑнах тӑрӑшни, ҫыншӑн ҫын чунтан-чӗререн тӑрӑшни тесе шутлатӑр, ҫапла-и? Эсир вӑрҫнисене те илтнӗ, эсир лайӑх мар ӗҫсемпе ирсӗр ӗҫсем тунине те курнӑ; ыйтма ирӗк парӑр-ха мана, мӗнле тӗллев пулнӑ вӗсен? Пустуй, ухмахла тӗллев-и? Ҫук, сударыня. Ҫук, сударыня, сирӗн ҫемье пурнӑҫӗ кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, вӑл пустуй, фантазилле пурнӑҫ пулман. Куратӑр-и, Вера Павловна, эпӗ сирӗн пек, вӗреннӗ ҫынсем пек, калаҫма вӗренсе ҫитрӗм. Анчах, Вера Павловна, аннӗр ухмах та усал хӗрарӑм пулнишӗн намӑс-и сире, кӳрентерет-и вӑл сире? Сирӗн мана, Вера Павловна, ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм тӑвас килет-и? Эпӗ асамӑҫ, Вера Павловна, эпӗ тухатма пӗлетӗп, эпӗ эсир мӗн тӑвас тенине тума пултаратӑп. Пӑхӑр, Вера Павловна, эсир мӗн тӑвас тенине тӑватӑп; эпӗ, усалскер, ҫухалатӑп; ырӑ амӑшӗпе ун хӗрӗ ҫине пӑхӑр эсир.

Пӳлӗм. Алӑк патӗнче сухалне хырман, ӳсӗр те ирсӗр арҫын харлаттарса ҫывӑрать. Вӑл кам иккенне пӗлме ҫук, ҫур питне вӑл аллипе хупланӑ, ҫурри — кӑвакарса, шыҫса кайни курӑнать. Кравать. Кравать ҫинче — хӗрарӑм выртать, ара, Марья Алексевна вӗт ку, анчах ырӑ кӑмӑллӑскер! Епле 45-рех шуранка вӑл, халтан кайса ҫитнӗ, асапланса пӗтнӗ! Кравать патӗнче пӗр 18 ҫула ҫитнӗ хӗр тӑрать, ара ку эпӗ хам, Верочка-ҫке, анчах мӗнле вӗреннӗ ҫын пулам-ха эпӗ? Ара мӗне пӗлтерет-ха ку? Ман сӑн-сӑпат та темле сарӑхнӑ, пит-куҫ та хитре мар, пӳлӗм те тата епле начар! Сӗтел-пукан ҫукпа пӗрех. — «Верочка, тусӑмҫӑм, пирӗштийӗм — тет Марья Алексевна, — выртса кансамччӗ, ылтӑнӑм, ну, мӗн пӑхмалли ҫак ман ҫине, эпӗ ахаль те выртатӑп. Виҫҫӗмӗш каҫ куҫ хупмастӑн ӗнтӗ эсӗ».

— Нимех те мар, аннеҫӗм, ывӑнман эпӗ, — тет Верочка.

— Мана, Верочка, пӗртте ҫӑмӑл мар: епле мансӑр тӑрса юлӑн-ши ӗнтӗ эсӗ? Аҫун шалу пысӑк мар, хӑй те вӑл сана нумаях пулӑшас ҫук. Эсӗ хитре хӗр; ҫӗр ҫинче усал ҫынсем нумай. Сана никам та асӑрхаттаракан пулмӗ. Хӑратӑп эпӗ саншӑн. — Верочка йӗрет.

— Савнӑ хӗрӗм, ан кӳрен, кӑна эпӗ сана ӳпкелесе мар, малтанах асӑрхаттарас тесе калатӑп: эпӗ чирлесе ӳкиччен пӗр кун малтан, эрнекун, мӗншӗн килтен тухса кайнӑ эсӗ? — Верочка йӗрет.

— Улталӗ вӑл сана, Верочка, пӑрах эс ӑна.

— Ҫук, анне, улталамасть.

Икӗ уйӑх. Епле-ха пӗр минут хушшинчех икӗ уйӑх иртсе кайрӗ? Офицер ларать. Сӗтел ҫинче, офицер умӗнче — бутылка. Офицер чӗркуҫҫийӗ ҫинче вӑл, Верочка.

Пӗр минут хушшинчех тата икӗ уйӑх иртсе кайрӗ.

Барыня ларать. Барыня умӗнче вӑл, Верочка, тӑрать.

— Якатма пӗлетӗн-и, хӗрӗм?

— Пӗлетӗп.

— Мӗнле хӗр эсӗ, тусӑм? Крепосла хӗр-и е ирӗклӗскер-и?

— Атте чиновник манӑн.

— Апла пулсан, хӗрӗм, лайӑх ҫемьерен пулатӑн-и-ха? Капла эпӗ сана тара тытма пултараймастӑп. Мӗнле тарҫӑ пулӗ-ши санран? Каях, савнӑ хӗрӗм, пултараймастӑп илме.

Верочка урампа пырать.

— Мамзель, а мамзель, — тет темӗнле хӗрӗнкӗрех йӗкӗт, — ӑҫта каятӑр эсир? Эпӗ сире ӑсатса яратӑп. — Верочка Нева хӗрринелле чупать.

— Ну, мӗнле, савнӑ хӗрӗм, ырӑ аннӳ патӗнче ху епле пулнине курса тӑрантӑн-и? — тет малтанхи, чӑн-чӑн Марья Алексевна. — Тухатма ӑста-и эпӗ? Е палласа илеймерӗн-и? Мӗн чӗнместӗн? Чӗлхӳ ҫӗтрӗ-им? Калаҫтаратӑп-ха эпӗ сана; пӑх-ха ӑна, епле чӗнми пулнӑ вӑл! Магазинсем тӑрӑх ҫӳрерӗн-и?

— Ҫӳрерӗм, — тет Верочка, хӑй чӗтрет.

— Куртӑн-и? Илтрӗн-и?

— Куртӑм.

— Аван пурӑнаҫҫӗ-и вӗсем? Вӗреннӗ ҫынсем-и вӗсем? Ҫынсене ырӑ тӑвас теҫҫӗ-и, кӗнекесем вулаҫҫӗ-и, сирӗн ҫӗнӗ йӗркесем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ-и? Шухӑшлаҫҫӗ-и, шухӑшламаҫҫӗ-и, — кала!

Верочка чӗнмест, тӑр-тӑр ҫеҫ чӗтресе илет.

— Пӑх-ха, чӗлхи ҫӗтнӗ ун. Аван пурӑнаҫҫӗ-и вӗсем? — тетӗп.

Верочка чӗнмест, сиксе ҫеҫ чӗтрет хӑй.

— Чӗлхӳ ҫӗтрӗ-им санӑн? Аван пурӑнаҫҫӗ-и вӗсем? — тетӗп; лайӑх ҫынсем-и вӗсем! — тетӗп; вӗсем пек пулас килет-и санӑн? — Чӗнместӗн! Манран пӑрӑнатӑн! — Итле-ха эсӗ, Верочка, эпӗ мӗн каланине. Эсӗ вӗреннӗ ҫын — эпӗ вӑрласа тупнӑ укҫапа вӗреннӗ эсӗ. Эсӗ ырӑ тӑвасси ҫинчен шухӑшлатӑн, анчах эпӗ усал пулман пулсан, ырӑ япала тесе мӗне каланине те пӗлес ҫукчӗ эсӗ. Ӑнлантӑн-и? Пурте, хӗрӗм, манран килет, ӑнлантӑн-и эсӗ? Эпӗ сан аннӳ.

Верочка чӗтресе йӗрет, сехӗрленет.

— Аннеҫӗм, мӗн кирлӗ сире манран? Юратма пултараймастӑп эпӗ сире.

— Юратма хушатӑп-и вара эпӗ?

— Манӑн, кирек мӗн пулсан та, сире хисеплес килнӗ пулӗччӗ, анчах эпӗ хисеплеме те пултараймастӑп.

— Эсӗ хисеплени кирлӗ-и вара мана?

— Мӗн кирлӗ-ха сире, аннеҫӗм? Мӗншӗн кун пек хӑрушла калаҫма килтӗр эсир ман пата? Мӗн кирлӗ сире манран?

— Тав тума пӗлместӗн эсӗ, пӗлес пулать. Ан юрат, ан хисепле. Эпӗ усал ҫын: мӗн юратмалли пур мана? Эпӗ хаяр: мӗн хисеплемелли пур мана? Анчах эсӗ, Верка, ҫакна ӑнлан: эпӗ ҫакӑн пек пулман пулсан, эсӗ ху та кун пек пулас ҫукчӗ. Эпӗ лайӑх мар пулсан та — эсӗ лайӑх пултӑн; эпӗ усал пулсан та — эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн. Ӑнлан, Верка, тав тума ан ман нихҫан та.

— Кайӑр, Марья Алексевна, халӗ эпӗ аппапа калаҫатӑп.

Марья Алексевна куҫран ҫухалать.

Хӑйӗн каччисен ҫураҫнӑ хӗрӗ, хӑйӗн йӑмӑкӗсен аппӑшӗ Верочкӑна алӑран тытать. — Верочка, эпӗ санпа яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшрӑм, ырӑ кӑмӑллӑ вӗт эсӗ, эпӗ вара хампа калаҫакан ҫын мӗнле, ҫавӑн пек. Анчах халӗ эсӗ салху — куратӑн-и, эпӗ те салху; пӑх-ха: салху чухне лайӑх-и эпӗ?

— Пурпӗр тӗнчере пуринчен те лайӑхрах.

— Чупту мана, Верочка, пире пӗрле кӳрентерчӗҫ. Сав аннӳ тӗрӗс каларӗ вӗт. Эпӗ сан аннӳне юратмастӑп, анчах вӑл мана кирлӗ.

— Унсӑрӑн юрамасть-и вара сире?

— Кайран, ҫынсем усал пулма пӑрахсан, унсӑрӑн та юрать… Халӗ юрамасть-ха. Куратӑн-и, ырӑ кӑмӑллисем хӑйсем тӗллӗн ура ҫине тӑма пултараймаҫҫӗ, усаллисем вӑйлӑ, усаллисем чее. Анчах куратӑн-и, Верочка, усаллисем вӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: пӗрисене тӗнчере пурнӑҫ начарланни кирлӗ, теприсене, вӗсем те усаллисемех, пурнӑҫ лайӑхланни кирлӗ: ҫавӑн пек пулсан, вӗсене усӑллӑ пулать. Куратӑн-и, сан аннӳне эсӗ вӗренни кирлӗ пулнӑ: вӑл санран эсӗ уроксемшӗн илнӗ укҫана илнӗ вӗт-ха; эсӗ ун валли пуян кӗрӳ ҫаклатасса кӗтнӗ вӑл, ҫавӑнпа унӑн сана вӗрентмелле пулнӑ. Куратӑн-и, ун шухӑшӗсем лайӑх мар пулин те, вӗсенчен ҫынна усӑ пулнӑ: сана усӑ пулнӑ вӗт?! Ытти усал ҫынсен ун пек мар. Анна Петровна сан аннӳ пулнӑ пулсан, ӑста пӗлекен, ырлӑх мӗннине пӗлекен, ӑна юратакан ҫын пулмалӑх вӗреннӗ пулӑттӑнччӗ-и эсӗ? Ҫук, сана мӗн те пулин лайӑххине пӗлтермен пулӗччӗҫ, санран пукане тунӑ пулӗччӗҫ, — ҫапла-и? Ун пек амӑшне пукане-хӗр кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те пукане, вӑл пуканесемпе пуканелле вылять. Сан аннӳ вара — лайӑх мар ҫын, ҫапах та вӑл ҫынах, вӑл санран пукане тӑвасшӑн пулман. Куратӑн-и, усал ҫынсем епле тӗрлӗрен пулаҫҫӗ? Вӗсенчен пӗрисем мана чӑрмантараҫҫӗ: манӑн ҫынсенчен ҫынсемех тӑвас килет, вӗсен вара ҫынсенчен пуканесем тӑвас килет. Ытти усал ҫынсем мана пулӑшаҫҫӗ, — вӗсем мана пулӑшасшӑн мар, анчах вӗсем ҫынсене ҫынсем пулма ирӗк параҫҫӗ, вӗсем ҫынсене ҫынсем пулма пулӑшакан майсем пухаҫҫӗ. Мана урӑх нимӗн те мар, ҫакӑ кӑна кирлӗ. Ҫапла, Верочка, халӗ ман ытти усал ҫынсене хирӗҫ пыракан усал ҫынсемсӗр пурӑнма юрамасть ӗнтӗ.

Манӑн усал ҫынсем — усал, анчах вӗсен усал алли айӗнче ырри ӳссе ҫитӗнет. Ҫапла, Верочка, тав ту хӑвӑн аннӳне Ан юрат эсӗ ӑна, вӑл усал, анчах пурне те сана вӑл туса панӑ, вӑл пулман пулсан, эсӗ те пулас ҫукчӗ, пӗл эсӗ ҫакна.

— Яланах ҫапла пулать-и? Ҫук-и, ун пек пулмасть-и?

— Ҫук, Верочка, кайран ун пек пулмасть. Ырӑ ҫынсем вӑйлӑ пулнӑ чухне мана усаллисем кирлӗ пулмӗҫ. Ку вӑл, Верочка, часах пулӗ. Ун чухне усаллисем вӗсен усал пулма юраманнине курӗҫ; вара усал ҫынсем ырӑ ҫынсем пулса тӑрӗҫ: вӗсем ырӑ пулни вӗсене сиенлӗ пулнӑ пулӗччӗ, вӗсем ҫавӑнпа кӑна усал пулнӑ та ӗнтӗ, анчах вӗсем ырри усаллинчен лайӑхраххине пӗлеҫҫӗ, ыррине юратнӑшӑн сиен пулман вӑхӑт ҫитсессӗн, вӗсем ырра юратса пӑрахӗҫ.

— Пукане пулнӑ усал ҫынсене мӗн пулать ун чух? Эпӗ вӗсене те хӗрхенетӗп.

— Вӗсем урӑх пуканесем пулса вылӗҫ, анчах вӑл пуканесем сиенсӗр пулӗҫ. Вӗсен ачисем хӑйсем пек пулмӗҫ: манӑн ҫынсем пурте ҫынсем пулӗҫ; эпӗ вӗсен ачисене пуканесем пулма мар, ҫынсем пулма вӗрентсе ӳстерӗп.

— Ах, епле лайӑх пулать вӑл!

— Ҫапла, анчах халӗ те лайӑх, мӗншӗн тесен ҫав лайӑххи хатӗрленсе пырать; кирек мӗнле пулсан та, ҫавна хатӗрлекенсене халех лайӑх. Эсӗ, Верочка, кухаркӑна апат пӗҫерме пулӑшнӑ чухне, кухньӑра пӑчӑ, тӗттӗм пулсан та, сана лайӑх, кӑмӑллӑ, эсӗ кухньӑра пӑчӑ та тӗттӗм пулни ҫинчен шутламастӑн та вӗт? Сӗтел хушшинче ларма пурне те аван, анчах апат пӗҫерме пулӑшнӑ ҫынна пуринчен те лайӑхрах: апат уншӑн икӗ хут тутлӑрах. Эсӗ пылак япаласем ҫиме юрататӑн вӗт, Верочка, — тӗрӗс-и?

— Тӗрӗс, — тет те Верочка йӑл кулать, мӗншӗн тесен вӑл чӑнах та пылак печенисем ҫиме, вӗсене кухньӑра хатӗрлеме юратать.

— Мӗншӗн тунсӑхлас-ха? Эсӗ халӗ тунсӑхламастӑн вӗт ӗнтӗ.

— Епле ырӑ кӑмӑллӑ эсир!

— Тата хаваслӑ, Верочка, эпӗ яланах хаваслӑ, салху чухне те яланах хавас. Ҫапла-и?

— Ҫапла, эпӗ салху чухне, эсир те салху килетӗр, анчах яланах салхулӑха сирсе яратӑр; савӑнӑҫлӑ, питӗ савӑнӑҫлӑ сирӗнпе.

— Манӑн don vivons юррӑма астӑватӑн-и эсӗ?

— Астӑватӑп-ҫке.

— Тавай юрлатпӑр.

— Тавай.

— Верочка! Эпӗ вӑратрӑм-и сана? Юрӗ-ҫке ӗнтӗ, чей хатӗр акӑ. Эпӗ хӑраса ӳкнӗччӗ: илтетӗп, эсӗ йынӑшатӑн, кӗтӗм те — эсӗ юрлатӑн иккен.

— Ҫук, савнӑ тусӑм, эсӗ вӑратмарӑн мана, эпӗ хамах вӑраннӑ пулӑттӑм. Епле тӗлӗк куртӑм эпӗ, савнӑ тусӑм, эпӗ ӑна сана чей ӗҫнӗ чухне каласа парӑп. Каях, эпӗ тӑхӑнас тетӗп. Дмитрий Сергеич, епле эсир ыйтмасӑрах ман пӳлӗме кӗме хӑйрӑр-ха? Эсир манса каятӑр. Маншӑн хӑраса ӳкрӗн-им, савнӑ тусӑм? Кил-ха, эпӗ сана чуптӑвам уншӑн. Чуптурӗ; кай ӗнтӗ, кай, тумланмалла манӑн.

— Мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ, тавай эпӗ горничнӑй вырӑнне пулам та сана тумлантарам.

— Ну, юрӗ, савнӑ тусӑм; анчах ытла та намӑс-ҫке капла!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех