Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыратпӑр (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ чӗнмен вӗсене, хӑнана пыратпӑр тесе хӑйсем ҫулӑхрӗҫ вӗсем, киле халех кӗме тӑчӗҫ, каҫчен кӗтме аран-аран ӳкӗте кӗртрӗм.

— Не я их приглашал, они сами навязались в гости и норовили зараз же пройти в дом, насилу уговорил их подождать до вечера.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пыратпӑр ҫапла, унччен те пулмин, велосипедпа вӑркӑштарса, кам тейӗр ӗнтӗ эсир, Коваленко пыра парать, ун хыҫӗнчен тата Варенька, вӑл та велосипедпа, хӗп-хӗрлӗ, ӗшеннӗ, ҫапах савӑнчӑклӑ, хаваслӑ.

Идем, и вдруг, можете себе представить, катит на велосипеде Коваленко, а за ним Варенька, тоже на велосипеде, красная, заморенная, но веселая, радостная.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Хӳмерен тыткаласа пыратпӑр.

Пошли, толкая забор.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Анчах вӑл манран лайӑх пӗлнӗ, — эпир, хамӑра тӑрантаракан киммӗмӗр ҫумне шуйттан мӑйракисем пек ҫыпҫӑннӑ та, ун айккипе ҫапӑна-ҫапӑна лӳчӗркеннӗскерсем, халтан кайса чылаях шӑнса хытнӑскерсем, тусем пек ҫӳлӗ хумсем хушшипе ярӑнса пыратпӑр.

Но он лучше меня знал дело, — мы неслись среди гор воды, присосавшись, точно улитки, к нашей кормилице, порядочно избитые об нее, уже обессиленные и онемевшие.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хуллен пыратпӑр, амӑшӗ хушӑран чарӑнса тӑрать те, вӑрӑммӑн сывласа, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклет, йӗри-тавралла — тинӗс, вӑрман, тусем ҫинелле пӑхкалать, унтан ывӑлӗн питне тинкерсе пӑхать — унӑн асап куҫҫулӗпе витӗрех ҫуса тасалнӑ куҫӗсем каллех тӗлӗнмелле таса, каллех йӑлкӑшаҫҫӗ, вӗсенче иксӗлми юрату кӑвак ҫутӑпа ҫиҫсе тӑрать.

Шли — тихонько, иногда мать останавливалась, глубоко вздыхая, вскидывала голову вверх, оглядывалась по сторонам, на море, на лес и горы, и потом заглядывала в лицо сына — глаза ее, насквозь промытые слезами страданий, снова были изумительно ясны, снова цвели и горели синим огнем неисчерпаемой любви.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ҫӗрле, паллах, шӑппӑн пыратпӑр хамӑр.

Ночью, конечно, потихоньку идем себе.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Пӗринче ҫапла, ҫыр хӗррипе пыратпӑр, вӑл мана ҫав тери кӳрентерекен сӑмах каларӗ.

Раз как-то шли мы по берегу реки, и вот он сказал мне гордое, обидное слово.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Апла пулсан, эпир те сирӗнпе пӗрлех пыратпӑр! — Машӑпа Федя Санькӑпа Никитка хыҫӗнчен чупрӗҫ.

— Тогда и мы с тобой! — И Маша с Федей побежали вслед за Санькой и Никиткой.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗнле ҫанталӑк пулассине каласа пыратпӑр.

— Мы погоду будем предсказывать.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сан сӑмахна ҫырса пыратпӑр.

Ваши советы записываем.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…

— Потом, надев просторный сюртук или куртку какую-нибудь, обняв жену за талью, углубиться с ней в бесконечную, темную аллею; идти тихо, задумчиво, молча или думать вслух, мечтать, считать минуты счастья, как биение пульса; слушать, как сердце бьется и замирает; искать в природе сочувствия… и незаметно выйти к речке, к полю…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пӗри вилет, тепри ҫуралать, виҫҫӗмӗшӗ авланать, эпир акӑ ватӑлсах пыратпӑр: ҫулталӑкпа ҫулталӑк хушши мар, кунпа кун хушши те пӗр пек пурӑнаймастпӑр!

 — Один умирает, другой родится, третий женится, а мы вот всё стареемся: не то что год на год, день на день не приходится!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кулса тӑракан ҫак чӗрӗ легенда хушшипе, хамӑр телейӗмӗрпе вӑрманӑн чуна пырса тивекен шӑплӑхӗ вӑйлӑ пуснӑран, пӗр сӑмах чӗнмесӗр пыратпӑр эпир, ыталаннӑскерсем.

И мы шли, обнявшись, среди этой улыбающейся живой легенды, без единого слова, подавленные своим счастьем и жутким безмолвием леса.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

«Эпир тахҫантанпах кунта пурӑнатпӑр, тӗрӗс тӳлесе пыратпӑр», тесчӗ.

«Мы, дескать, живем давно, платим исправно».

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сехетре ҫӗр ҫирӗм ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пыратпӑр вӗт эпир, — ӑнлантарчӗ Женя спидометр ҫине пӑхса.

У меня скорость сто двадцать километров в час, — поглядев на спидометр, объяснила Женя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ваттисене курма пыратпӑр тесе Полярнӑйранах Петя патне ҫырса ярсаттӑмӑр, ҫак вӑхӑталла Петя та отпуск илмешкӗн май килтернӗ.

Ещё из Полярного мы писали Пете, что приедем навестить стариков, и он рассчитывал подогнать к этому времени давно обещанный отпуск.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Малтан Кӗҫӗн Фонтан патне пыратпӑр, унта пӗр ҫынна лартатпӑр та, вара маёвкӑна пуҫлӑпӑр, — терӗ Терентий.

— Сначала подъедем до Малого Фонтана — заберем одного человека, а там и маевку будем начинать, — сказал Терентий.

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ пыратпӑр ӗнтӗ эпир сивӗрен те ӗшеннинчен урӑх нимӗн сисмесӗр, хытнӑ вилле те хисеплеми пулатпӑр.

Вот мы идём, не чувствуя ничего, кроме холода, усталости и нелюбви к окостеневшему трупу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нивушлӗ эпир чунпа, чӗрепе хытса пыратпӑр?

Куҫарса пулӑш

Вашаватлӑх – ҫитменлӗх-и? // Вера ШУМИЛОВА. Тӑван Ен, 2017.04.17

Ӗнтӗ сехет ытла пыратпӑр, нимӗҫсем ҫапах та Ленинградран инҫе иккен.

Мы ехали уже больше часу, и я удивлялась, что немцы всё-таки ещё далеко от Ленинграда.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех