Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялсенче (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӗркунне пахча ҫимӗҫ йӳнӗ. Мана хӗл каҫма 3 михӗ ҫӗр улми, 1 витре кишӗр, тепӗр витре сухан, 4-5 пуҫ купӑста пулсан ҫитет. Мӗн, вӗсене туянаймастӑп-и?» — ҫапла калаҫнине ялсенче час-часах илтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Йышлах мар пулин те тӗл пулаҫҫӗ-ха унашкал ҫынсем ялсенче.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗрпӳсем иртнӗ ҫул 5-10 ҫухрӑмри ялсенче пыл аван пухса илнине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

Петербургра, тата таврари ялсенче те, усал тухакан кашни пӳртех пӗренешерӗн сӳтсе пӑрахрӗҫ.

В Петербурге и окрестных поселках разобрали доска за доской все дома, где было «нечисто».

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нимӗҫ хӑш ялсенче тӑнине те чухлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Хуҫалӑхри ӗҫ хатӗрӗсене, чӳрече рамисене Марк Тимофеевич пек ӑсталама пултаракан таврари ялсенче те ҫукчӗ, ун патне пулӑшу ыйтма пыратчӗҫ.

И в близлежащих деревнях никто не мог мастерить хозяйственные принадлежности, оконные рамы так, как Марк Тимофеевич, к нему приходили за помощью.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Пӗвесем ялсенче те, вӑрмансенче те пулччӑр.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Ӑна пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ пӗрремӗш ҫулах ҫакна тепӗр хут кӑтартса пачӗ: пирӗн ялсенче тӑван тӑрӑха тивӗҫлӗн аталантарас ӗҫе тухӑҫлӑн хутшӑнма хатӗр харсӑр та хастар чунлӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Первый же год его выполнения превзошел наши ожидания: в республике действительно живут активные и неравнодушные люди, готовые деятельно участвовать в развитии своих деревень и сел.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

– Юлашки ҫулсенче Шӑмӑршӑра та, ялсенче те ҫӗнӗ ҫуртсем нумай ӳссе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Таврари ялсенче пурӑнакан ветерансем те унта хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Николай Степановича ҫуралнӑ ялта кӑна мар, таврари ялсенче те пӗлнӗ-хисепленӗ.

Николая Степановича знали и уважали не только в родной деревне, то и в деревнях округи.

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Халӗ ялсенче манашкал пурӑнакан нумайланса кайрӗ.

Сейчас в деревнях живут много таких, как я.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хальхи вӑхӑтра ялсенче тӗнче шайӗнчи выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсем уҫӑлаҫҫӗ, вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатаҫҫӗ, ӗҫлекенсем валли канмалли пӳлӗмсем уйӑраҫҫӗ.

В данное время в деревнях открываются животноводческие комплексы по международным стандартам, их обогащают новыми оборудованиями, для работников выделяют комнаты для отдыха.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Паянхи кун шӑпах ҫакӑ — 35 ҫула ҫитменнисем ялсенче юлманни — чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать.

На сегодняшний день как раз это - не стремление оставаться в деревнях молодёжи до 35 лет - становиться одним из главных вопросов.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Тирпей-илем ыйтӑвӗ те, право йӗркине пӑсакансемпе кӗрешесси те халӗ ялсенче ҫивӗч пулни каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Хамӑр тӑрӑхри ялсенче чылай ҫул хушши уявсем ирттернӗрен вӗсен йӗркине те майӗпен хӑнӑхса ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Ялсенче колхозсем йӗркелеме пуҫларӗҫ.

В деревнях начали организовывать колхозы.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Район центрӗнче — пӗр хуйхӑ, ялсенче тирпей тӑвасси — тата пысӑкрах нуша.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Халӗ ялсенче пурте тенӗ пекех газпа усӑ кураҫҫӗ.

Сейчас в деревнях почти все пользуются с газом.

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ялсенче ӗлӗкрех килӗрен колхоз валли кӗл пуҫтарнине аслӑ ҫулсенчисем лайӑх астӑваҫҫӗ-ха.

Пожилые люди хорошо помнят, как раньше для колхоза в деревнях ходили по домам и собирали золу.

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех