Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Асаилӳ чуна ҫӗклет

Автор: Вениамин ИВАНОВ

Ҫӑлкуҫ: http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Хушнӑ: 2019.03.28 14:15

Пуплевӗш: 85; Сӑмах: 849

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Ҫуралнӑ, ачалӑхпа ҫамрӑклӑхаирттернӗ вырӑн пуриншӗн те чи хакли. Маншӑн та Вӑрнар ра-йонӗнчи Уйкас Кипекрен ҫывӑххи ҫук. Хамӑр ял-йыш ялан асӑмра. Вӗсем ҫемҫе, япшар кӑмӑллӑ, пурне те ырлӑх сунакансем. Ҫавӑнпах унталла чун туртӑнать.

Ял историне аса илес пулсан, ҫакӑ та интереслӗ. 1930 ҫулта пирӗн ялтан вунҫичӗ ҫемье уйрӑлса, вӗсен шутӗнче Иван Герасимов, Иван Яковлев, Владимир Иванов ҫемйисем, Талхир ялне йӗркеленӗ. Каярахпа ҫав ял самаях пысӑкланнӑччӗ. Халь вара ҫук.

Колхоз ҫирӗпленсе ҫитнӗ ҫулсенче пирӗн ял кӗрлесе, шавласа тӑратчӗ% уй-хирте машинӑсемпе тракторсем, фермӑсенче ӗне сумалли агрегатсем кӗрлени, сыснасемпе ытти выльӑх сасси чуна хавхалантаратчӗ. Техника юсавӗн мастерскойӗнче нумай енлӗ ӑстаҫӑсем валли ӗҫ яланах пурччӗ.

Паллах, халь техника прогресӗ ҫӳлтен-ҫӳле хӑпарса пынӑ чух, кӗреҫепе-сенӗкпе, ҫава-кӗреплепе ӗҫе нумай малалла яраймӑн. Ҫӳллӗ шайлӑ специалистсем хӑватлӑ техникӑпа пур ӗҫе те хӑвӑрт та тухӑҫлӑ тӑваҫҫӗ.

Вӑйлӑ «Звезда» колхоз саланчӗ. Юрать-ха, Вячеслав Ижелеевпа Виталий Яковлев уй-хирпе те, ферма ҫурчӗсемпе те пӗлсе усӑ кураҫҫӗ, тыр-пул, выльӑх-чӗрлӗх ҫитӗнтереҫҫӗ. Ӳркенменнисем валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑнатех.

Ку ялта клуб та хупӑ тӑмасть. Анчах унӑн ӗҫне ҫӳлелле ҫӗклеме кашни килте телевизор пурри, унпа тем те пӗр курса пӗлме май пурри чӑрмантаратех пулас.

Ҫак кунсенче ҫитмӗлтен иртнӗ Людмила йӑмӑкпа шухӑшпа Уйкас Кипекӗн вӑрӑм урамӗсем тӑрӑх утса кашни киле кӗрсе тухрӑмӑр. Пӗтӗмӗшле илсен ҫакӑ паллӑ пулчӗ: юлашки ҫулсенче пирӗн ялӑн ӳлӗмри шӑпи ытти ялсенчен чылай уйрӑлса тӑмасть.

Акӑ, пурӑнмалли пӳртсен хисепӗ ӗлӗк те, 30–40 ҫул каялла та, халь те пӗр евӗрлех – 161 кил хуҫалӑхӗ. Анчах никам пурӑнман, пушанса юлнӑ пӳртсен шучӗ ҫулсерен ӳсет. Хӗллехи тапхӑрта 80 пӳрт патне никам йӗр тӑвакан ҫук – ку вӑл мӗнпур ҫуртран шӑп та лӑп ҫурри. Ҫулла урӑхларах – хулара пурӑнакан хуҫисем, ачисемпе мӑнукӗсем пыркаласа ҫӳреҫҫӗ, анкартисемпе усӑ кураҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ашшӗпе амӑшӗн халалне тимлӗ пурнӑҫласа пӳртне-ҫуртне юсать, ҫӗнетет.

Вӑтӑр ҫул каялла пирӗн ялта 470 ҫын пурӑннӑ пулсан, халӗ 162 ҫын ҫеҫ. Нумайӑшӗ – утмӑлтан иртнисем. Чылайӑшӗн ҫемйисем пӗччен-иккӗнлисем. Йышлӑрах ҫемьесем Сергей Никифоровпа Николай Шоркинӑн: пӗринче ҫиччӗн, тепринче пиллӗкӗн. Вӗсенчен пӗчӗкрех ҫемьесем Виталий Яковлевпа Василий Даниловӑн тата Олег Шоркинӑн. Ял-йыш сахалланнипех пуль, килте усракан выльӑх-чӗрлӗх шучӗ те чакса пырать. Ҫак кӑтартусем ял-йыша та, ял тӑрӑхӗн администрацине те пӑшӑрхантараҫҫӗ. Капла пулсан кӗҫех шкул та хупӑнӗ.

Манашкаллисене, ялтан хулана куҫнисене, хальхи лару-тӑрӑва хурлама, критиклеме ҫӑмӑл. Республикӑпа ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем ял хуҫалӑхне ҫӗклес, унта пурӑнакансен хисепне ӳстерес тӗлӗшпе нумай енлӗ меслетсем шыраҫҫӗ, йышӑнусем кӑлараҫҫӗ. Анчах хальлӗхе ӳсӗмсем палӑрсах каймаҫҫӗ пек туйӑнать.

Пирӗн кунта ҫуралнӑ, мухтавлӑ ӗҫпе ялшӑн чунӗ-чӗрипе тӑрӑшнисене манас марччӗ. Акӑ, Аверкий Ижелеев. Колхоз йӗркелӳҫин хастарӗ, бригадир та пулнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенче алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫӗршыва тӑшмансенчен хӳтӗленӗ. Халь унӑн мӑнукӗ Вячеслав Ижелеев – районӗпе паллӑ ял хуҫалӑх ертӳҫи.

Марк Тимофеев пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинчен йывӑр аманса хӑрах алсӑр, инвалид пулса таврӑннӑччӗ. Пӗлӳ илме те май пулман унӑн. Анчах хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе, ӑс-тӑнӗпе чылай ҫӳлте тӑнӑ% хаҫат-журнал ҫырӑнса илсе унти усӑллӑ канашсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Хуҫалӑхри ӗҫ хатӗрӗсене, чӳрече рамисене Марк Тимофеевич пек ӑсталама пултаракан таврари ялсенче те ҫукчӗ, ун патне пулӑшу ыйтма пыратчӗҫ. Ун килӗнчи мастерскойӗнче ҫӗрле икӗ-виҫӗ сехетрех краҫҫин лампин ҫути курӑнма тытӑнатчӗ% хӑрах алпах йывӑҫа тататчӗ, ҫуратчӗ, саваласа якататчӗ, ҫыпӑҫтаратчӗ. Пӗтӗм ял-йыш тӗлӗнетчӗ унӑн ӑсталӑхӗнчен, заказ панӑ япаласене вӑхӑтра тӑватчӗ. Кун ҫути килнӗ-килмен колхоз садне васкатчӗ. Вӑрҫӑ чарӑнсанах вӑл ҫине тӑнипе ялтан ҫухрӑм ҫурӑри тӑмлӑ, ҫырмаллӑ, тыр-пул ӳсмен тӑвайкиллӗ пысӑк лаптӑкра сад пахчи ҫитӗнтерме тытӑнать. Малтанах колхоз ертӳҫисем килӗшмен Марк Тимофеев шухӑшӗпе, пысӑк тӑкаксем пуласран хӑранӑ. Анчах вӑл парӑнман, садра ӗҫлеме бригада уйӑрттарать. Каярахпа сад пахчи колхоз тупӑшне палӑрмаллах пысӑклататчӗ.

Николай Трофимов вӑрҫӑри паттӑрлӑхшӑн чылай орденпа медале тивӗҫнӗ. Яла таврӑнсанах, ҫитмӗл ҫул каялла, мотоцикл туянса урамсем тӑрӑх чупнине пӗрремӗш хут курнӑ. Вӑлах ялта пӗрремӗш холодильник туянакан пулнӑ. Ӗмӗрӗпех шкулта учительте тӑрӑшнӑ, ача-пӑчана ҫирӗп ӑс-тӑн панӑ. 90 ҫул ытла мухтавлӑ пурӑнса ырӑ йӗр хӑварчӗ вӑл ял-йыш асӗнче.

Василий Кузьмин вӑрҫӑран хӑрах урасӑр таврӑннӑччӗ. Апла пулин те колхоз ӗҫӗнчен аякра тӑман. Ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫинче вӑл мӑлатукпа чанклаттарни кунӗпех илтӗнетчӗ% колхоз техникине юсавлӑ тытма тимӗр-тӑмӑртан темӗн те пӗр ӑсталама лекнӗ унӑн. Ял-йыша та нумай пулӑшнӑ.

Ялта пӗрремӗш шофер Миккуш пулнӑ. Унӑн тӗрӗс ятне-шывне пӗлекенсем халь пур-ши? Кивӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсемпе чупса ҫӗмӗрӗлнӗ грузовика хута яма пайтах вӑй хунӑ вӑл. Кайран Канаша куҫса унти автопредприятире механикра тимлетчӗ.

Сухаллӑ Мӑя мучи те асӑмра. Вӑл ҫутҫанталӑка питӗ юратнӑ, ӑна илемлетессишӗн ӗмӗрӗпех тӑрӑшнӑ. Ялтан чылай аякри ҫырмара ҫурхи шыв ансан ҫулсерен шыв сиккийӗ тарӑнланса, анлӑланса пыратчӗ, ҫывӑхрах тыр-пул аниччӗ. Мӑя мучи ун тавралӑхне кашни ҫуркунне йӑмрасем лартатчӗ. Вӗсем кашни ҫул тымарланса пычӗҫ. Вӑл лартнӑ йӑмрасем халь те кашласа лараҫҫӗ, тавралӑха илем кӳреҫҫӗ. Ахальтен мар ҫав вырӑна пирӗн халӑх «Мӑя сикки» тет.

Андрей Михайлов (чылайӑш ӑна Кайӑк тетчӗҫ) фронтран таврӑнсан бригадир, колхоз председателӗ пулнӑччӗ. Патшалӑхӑн нумай наградисем хушшинче Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ те пурччӗ. Ялта пӗрремӗш кирпӗч пӳрт лартнӑччӗ.

Валентин Емельянов вара ялти чи ватӑ ҫын. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл Ленинград хулине тӑшмансенчен сыхланӑ, унти ҫапӑҫура йывӑр аманса тӑнне ҫухатнӑ. Вӑл вилнӗ текен хыпар та килнӗ. Юрать-ха, ҫав хурлӑхлӑ хыпар каярахпа йӑнӑш пулни палӑрать. Паттӑр халь те пурӑнать, кӑҫал 96 ҫул тултарать. Туҫи Ҫармӑсра унӑн тантӑшӗ Харитон Петров пурӑнатчӗ, анчах халь унӑн шӑпине пӗлместӗп. Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗн сӑлтавне Валентин Емельянович ӗҫе юратнипе, пирус нихҫан туртманнипе, сӑра-эрехпе туслашманнипе, ырӑ кӑмӑллӑ Валерий ывӑлӗпе тата ҫемҫе чӗреллӗ Галя кинӗпе пӗрле килӗштерсе пурӑннипе ҫыхӑнтарать.

Астӑвӑм кӗнекисем, энциклопедисем ҫутта тухни питӗ лайӑх. Анчах унта кашни ҫинчен, пӗчӗкрех событисене кӗртме май ҫукки паллӑ. Ку енӗпе, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Шӑхальти Иван Смирнов, Ҫӗньял Нурӑсри Николай Ефимов хастар. Вӗсем ял историйӗпе ӗҫлени лайӑх тӗслӗх пек туйӑнать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех