Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм

Автор: Марина ЛЕОНТЬЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Хушнӑ: 2016.08.02 10:20

Пуплевӗш: 49; Сӑмах: 438

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Юнтапа ял тӑрӑхне кӗрекен Сатлайка ялӗнче пурӑнакансем иртнӗ шӑматкун, июлӗн 30-мӗшӗнче, ял уявне паллӑ турӗҫ. Юлашки ҫулсенче Сатлайкӑсем кун пек йышпа хӑна-вӗрле пухни пулманччӗ-ха. Ҫамрӑксен пуҫарӑвне ырласа аслӑ ӑрурисем уява тахҫан 6 арман тытнӑ Мостовсен йӑхӗ пурӑннӑ вырӑнта – халӗ кунта уҫӑ лапам – ирттерме палӑртрӗҫ.

Хамӑр тӑрӑхри ялсенче чылай ҫул хушши уявсем ирттернӗрен вӗсен йӗркине те майӗпен хӑнӑхса ҫитрӗмӗр. Малтан савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӗҫре малта пыракансене саламлатпӑр, кайран - концерт. Халӗ те ҫаплах пулать пулӗ тенӗччӗ. Ҫук иккен. Сатлайкӑсем чи малтанах уява пухӑннисене темиҫе теҫетке каяллахи пурнӑҫа тавӑрчӗҫ. Шурӑ кӗпе ҫийӗн тӗрлӗ тӗслӗ саппун ҫакнӑ хӗрарӑмсемпе пикесем тӑван уй-хире илсе ҫитерчӗҫ тейӗн. Кӗреплепе типнӗ утта тавӑраҫҫӗ иккен. Инҫех те мар пысӑках мар сӗвекрен чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ арҫынсем утӑ ҫулса анаҫҫӗ. Кӑшт аяккарах вӗтӗр-шакӑр - пурте чӑваш тумӗпе - вӑйӑ вылять. Кинемей пӗчӗкскерсене кучченеҫпе сӑйлать. Юнашарах, ҫӑл патӗнчен, чӑваш пикипе яшӗ картлампа шыв ӑсса килет. Умлӑн-хыҫлӑн пулса иртекен ӗҫсем хыҫҫӑн пурте пӗр ҫӗре пухӑнса сцена умӗнче вӑйӑ карти йӗркелерӗҫ. Ҫакӑн пек кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулне халалланӑ театрализациленӗ представлени хыҫҫӑн уяв пуҫланчӗ.

Ял уявӗ ячӗпе пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Эдуард Николаев, Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Ананьев, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Иванов саламларӗҫ. Эдуард Владимирович кӑҫал районта Республика кунне ирттерме пулӑшнисене Хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Ҫакна Сатлайка ялӗнче пурӑнакан Александр Ерофеев, Геннадийпе Дина Николаевсем, Александрпа Юрий Борисовсем, Лариса Евдокимова, Елена Алексеева, Светлана Мукина тивӗҫрӗҫ.

Кирек мӗнле ялта та ҫемьене ҫӗнӗ кайӑк вӗҫсе килсен савӑнаҫҫӗ, ача-пӑчана ватта хисеплеме хӑнӑхтарса ҫитӗнтереҫҫӗ. Сатлайка ялӗнче те ҫак йӑлана ҫирӗп пӑхӑнса пыраҫҫӗ. Ку ялта чи кӗҫӗнни Сергейпа Наталья Ивановсен ҫемйинчи пӗчӗк Тимофей. Вӑл икӗ ҫулта. Ялти чи ватӑ кинемей - Матрена Яковлевна Яковлева - 98 ҫула пусӑмланӑ. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнакан ҫемьесене палӑртма та манмарӗҫ уявра. Вӗсем Ильяпа Дина Грачковсем тата Николайпа Раиса Павловсем.

Хӑмла тутиллӗ кӑпӑклӑ сӑрапа, техӗмлӗ шӳhпепе йыхравларӗҫ кӗрекене. Уява пухӑннисене йывӑҫ сулхӑнӗнче вырнаҫтарнӑ сӑн ӳкерчӗксем умӗнче вӑрахччен тӑнине сӑнама тӳр килчӗ. Кунта иртнипе паянхи ҫыхӑннӑ тейӗн. Малашне ку курава татах та анлӑлатма калаҫса татӑлчӗҫ. Спорт лапамӗнче ӑмӑртусем хӗрӳ иртрӗҫ. Сцена ҫинчен юрӑ-кӗвӗ самантлӑха та чарӑнмарӗ. Вырӑс Сурӑм клуб-библиотеки ҫумӗнчи «Варкӑш» тата Тавӑтри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Тавӑт ен» ансамбльсен кашни номерне куракансем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ.

Василий Яковлев, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ:

— Паянхи уява хамӑн уяв пек йышӑнатӑп. Ял пурнӑҫӗ пӗтӗмпех куҫ умӗнче пулса иртрӗ. Темиҫе ӗмӗр каялла ҫакӑнта Сатлай ятлӑ ҫын пӗрремӗш кил-ҫурт ҫавӑрнӑ. Миҫемӗш ӗмӗрти, хӑш ҫулти паллӑ мар. Энциклопедисенче ҫакна тӗрӗс палӑртмаҫҫӗ. Ялӗ вара пурӑнать. Ҫакӑнта пурӑнма пире ҫӳлти Турри вӑй-хӑват парса тӑрать. Эп астӑвасса, ял халӑх яланах пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑннӑ. Халӗ те ҫаплах. Пултаруллӑ ҫынсем те пулнӑ ялта. Вӗсен ячӗсене таврара пӗлсе тӑнӑ. Михаил Иванович Мостов акӑ 6 арман тытнӑ. Вӗсен йӑхӗ ӗҫченлӗхпе палӑрса тӑнӑ. Ҫакӑн пек ырӑ ята тивӗҫнисем кашни урамрах пур. Вӗсем пуррипе пурӑнать те ял.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех