Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялсенче (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та хӑш-пӗр ялсенче кӗҫнерникунах ҫимӗк тӑвакансем пур, тӗслӗхрен, Чӑваш Киштекре.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Акӑ 2012 ҫултанпа пирӗн регионта ҫӗнӗ ача сачӗ нумай уҫӑлчӗ, ҫавна май ялсенче те шкулчченхи учреждение ҫӳрекенсен шучӗ нумай ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Кадрсем ялсенче ҫитменнин сӑлтавӗсене чылай шутласа кайрӗ Андрей Евгеньевич /шалу пӗчӗкки, пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ…/.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

1929-1930 ҫулсенче ялсенче колхозсем чӑмӑртанма тытӑннӑ.

В 1929-1930 годы в деревнях стали организоваться колхозы.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Анчах вӗсем те, ялсенче пушшех те, эрех ӗҫме хӑнӑхаҫҫӗ.

Но и они, особенно в деревнях, привязываются к алкоголю.

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Таврари ялсенче те укҫа пухса пачӗҫ, миххи-миххипе ҫи-пуҫ, ӗне валли ҫӑнӑх, ытти апат йӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ялсенче шыв уҫлакан насус чӑхӑмлама, пӑрӑх шӑтма пултарать.

В деревнях могут заглохнуть водонапорные насосы, выйти из строя водопроводы.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Строительство министрӗн заместителӗ Сергей Безруков ялсенче инженери инфратытӑмӗ хывасси ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Заместитель министра строительства Сергей Безруков остановился на вопросах строительства инженерной инфраструктуры села.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗ Сергей Димитриев ҫапла каларӗ: — Патшалӑх ялсенче пурӑнакан 140 пин ытла ҫынна пулӑшать.

Сергей Димитриев, министр труда и социальной защиты ЧР, сказал так: — Государство помогает более чем 140 тысячам живущих в сельской местности людям.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӗрӳ тапхӑрта хуҫалӑх ӗҫне кӳршӗ ялсенче пурӑнакансене те явӑҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ялсенче ку ӗҫе йышпа йӗркелесен «Коопзаготпром» транспортпа тивӗҫтерме хатӗр.

Если в деревнях организовать эту работу группами, то "Коопзаготпром" готов предоставить транспорт.

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Халӗ центр хула пек ӳсет, ялсенче те хӑтлӑ ҫуртсем чылай.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ялсенче улӑм витнӗ ҫуртсем йӗркипех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ытти ялсенче ӗҫлекен почтальонсемпе пирӗн ял ӗҫченӗ туслӑ пурӑнать, вӗсем пӗр-пӗринчен вӗренсе, хисеплесе ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

- Пирӗн районта шкулсенче лайӑх йӗркеленӗ истори управҫисем пур, вӗсене пултаруллӑ вӗрентекенсем ертсе пыраҫҫӗ, хӑш-пӗр ялсенче те музейсем шутланса тӑраҫҫӗ, шел, хальхи вӑхӑтра вӗсенчи ӗҫ-пуҫа йӗркелесе пыма (тӳлевсӗрех!) патриотсем тупӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсен алӑкӗсене ҫӑра хураллать тесен тӗрӗсех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫурхи, кӗрхи ӗҫсен вӑхӑтӗнче вара кӳршӗ ялсенче пурӑнакансем валли те ӗҫ тупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

«Пӗрремӗш — хуҫалӑхӑн укҫа ҫаврӑнӑшӗ пӗчӗкки, — терӗ. — Таса тупӑша ӳстерессишӗн сӑвакан ӗне кӗтӗвне пысӑклатасшӑн. Анчах ҫывӑхри ялсенче дояркӑра ӗҫлес текен ҫук. Паянах иккӗ кирлӗ. Машинӑпа ӗне сӑвакансене кашни уйӑхра 18-шар пин тенкӗ тӳлетӗп. Апла пулин те фермӑра вӑй хума килӗшмеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Партин XVIII съезчӗ виҫҫӗмӗш пятилеткӑра хулара пурне те вунӑ ҫул вӗрентессине, ялсенче тата нациллӗ республикӑсенче пурне те 7 ҫул вӗрентессине пурнӑҫа кӗртсе ҫитерес задачӑна кӑларса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Паха продукцие ялсенче кӗтеҫҫӗ, кӑмӑлласа туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Районта ҫамрӑксемпе аслӑ ӑрурисене хоккейла выляма пӗтӗм услови пур, ялсенче хоккей площадкисем хатӗрлеҫҫӗ.

Для молодежи и взрослых в районе есть все условия для игры в хоккей, в деревнях организуют хоккейные площадки.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех