Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялсенче (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи вӑхӑтра ялсенче тӗнче шайӗнчи выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсем уҫӑлаҫҫӗ, вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе пуянлатаҫҫӗ, ӗҫлекенсем валли канмалли пӳлӗмсем уйӑраҫҫӗ.

В данное время в деревнях открываются животноводческие комплексы по международным стандартам, их обогащают новыми оборудованиями, для работников выделяют комнаты для отдыха.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Паянхи кун шӑпах ҫакӑ — 35 ҫула ҫитменнисем ялсенче юлманни — чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать.

На сегодняшний день как раз это - не стремление оставаться в деревнях молодёжи до 35 лет - становиться одним из главных вопросов.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Тирпей-илем ыйтӑвӗ те, право йӗркине пӑсакансемпе кӗрешесси те халӗ ялсенче ҫивӗч пулни каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Хамӑр тӑрӑхри ялсенче чылай ҫул хушши уявсем ирттернӗрен вӗсен йӗркине те майӗпен хӑнӑхса ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Ялсенче колхозсем йӗркелеме пуҫларӗҫ.

В деревнях начали организовывать колхозы.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Район центрӗнче — пӗр хуйхӑ, ялсенче тирпей тӑвасси — тата пысӑкрах нуша.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Халӗ ялсенче пурте тенӗ пекех газпа усӑ кураҫҫӗ.

Сейчас в деревнях почти все пользуются с газом.

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Ялсенче ӗлӗкрех килӗрен колхоз валли кӗл пуҫтарнине аслӑ ҫулсенчисем лайӑх астӑваҫҫӗ-ха.

Пожилые люди хорошо помнят, как раньше для колхоза в деревнях ходили по домам и собирали золу.

Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

…Ҫак тапхӑрта Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ ялсенче ҫуралса ӳснӗ тата пӗлӳ илнӗ нумай яшпа хӗр Иван Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ялсенче ӗҫлеҫҫӗ, ҫӑкӑр тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ялсенче тата ытларах предприяти уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Инвесторсене явӑҫтарса ҫӗнӗ предприятисем уҫмалла, ҫак компанисене ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем те вырнаҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Халӗ ялсенче ватӑ ҫынсен йышӗ ӳсет.

Сейчас в деревнях растет число старых людей.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Пӑва тӑрӑхӗнчи ялсенче те ҫак кунсенче Акатуйсем иртрӗҫ.

В этот день Акатуй прошел и в Буинских краях.

Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Нумай пулмасть хутлӑха кӗрекен ялсенче пурӗ 12 контейнер лартрӑмӑр.

Недавно в деревнях, входящих в сельский совет, поставили 12 контейнеров .

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

– Ҫарӑмсан районӗ соцкультбыт объекчӗсем енчен лайӑх аталаннӑ район темелле, кунта ял инфраструктурине ҫӗнетеҫҫӗ, пӗчӗк ялсенче те клубсем тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ялсенче пурӑнакан ҫамрӑксене ҫак программӑпа ҫурт лартма самай ҫӑмӑлрах пулӗ.

Сельской молодежи по этим программам строиться будет легче.

Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ялсенче ӗҫсӗр, ӳсӗр ҫӳрекенсем пирки те, килте эрехпе суту-илӳ тӑвакансем пирки те «о2» службӑна шӑнкӑравласа пӗлтермеллех – ларӑва хутшӑнакансем ҫакнашкал шухӑш патне килсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 75 ҫул ҫитнине асра тытса июнӗн 22-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршыври пекех, Елчӗкре, районти ялсенче те хурланупа асӑну митингӗ иртнӗ.

В честь 75-летия начала Великой Отечественной войны 22 июня, как и повсеместно, в Яльчиках, населенных пунктах района прошли митинги скорби и памяти.

Хӑрушӑ пулнӑ вӑрҫӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Ялсенче ӗҫ вырӑнӗ ҫукки канӑҫ памасть.

- Не даёт покоя, то, что в деревнях нет рабочих мест.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех