Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать

Автор: Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хушнӑ: 2016.07.23 16:01

Пуплевӗш: 137; Сӑмах: 1267

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин пиллӗкмӗш суйлаври Патшалӑх Канашӗн полномочийӗсен вӑхӑчӗ вӗҫленсе пырать. Эппин, парламентӑн 5 ҫула яхӑн тапхӑрти ӗҫ-хӗлӗн малтанхи кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетме юрать. Депутатсен корпусӗн ӗҫне Юрий ПОПОВ Председатель мӗнлерех хаклать-ха? Мӗн палӑртса хунине йӑлтах пурнӑҫлама май килнӗ-и? Мӗн туса ҫитереймен? Ҫак самантсене сӳтсе явнипе пӗрлех спикерӑн ҫемйипе, чун туртӑмӗпе тата ыттипе кӑсӑклантӑмӑр.

Кашни саккун пӗлтерӗшлӗ

— Асӑннӑ созыв лайӑх ӗҫленине палӑртас килет. Ҫак йышра пуҫаруллӑ, стратегилле шухӑшлама пултаракан тата ӳркенмен депутат йышлӑ, — терӗ Юрий Алексеевич. — ЧР пиллӗкмӗш суйлаври Патшалӑх Канашӗн полномочийӗсен срокӗ вӗҫленмен-ха, ҫавна май 6-мӗш созыв йӗркеленичченех ӗҫлӗпӗр. Хамӑр умри тӗллевсенчен нумайӑшне пурнӑҫланӑ, ҫӗнӗ саккун чылай йышӑннӑ, ҫапах тумалли-ӗҫлемелли татах та пур. Пурнӑҫ аталанса пырать-ҫке, ҫавна май ҫӗнӗ норма-право акчӗсем кирлӗ.

— Парламентӑн 38-мӗш сессийӗнче эсир депутатсем йышӑннӑ пӗр саккуна та республика Пуҫлӑхӗ алӑ пусмасӑр каялла тавӑрса паманнине — ЧР Конституцийӗпе килӗшӳллӗн унӑн ҫакнашкал ирӗк пур пулин те — пӗлтертӗр. Ҫакӑ халӑх суйланӑ ҫынсем проектсене тӗплӗн тишкернипе-сӳтсе явнипе ҫыхӑннӑ-и?

— Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ саккунсен проекчӗсемпе питӗ тӗплӗн ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Вӑл е ку проекта сессие кӑлариччен малтан комитетсенче, ӗҫ ушкӑнӗсенче тишкереҫҫӗ. Кирек мӗнле саккуна та ырличчен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑҫтан укҫа тупасси ҫинчен те шухӑшламалла, бюджетра нухрат ҫук тӑк вӑл хут ҫинче ҫеҫ юлӗ. Паллах, экономика мӗнле аталанса пынине яланах шута илмелле. Тӗслӗхрен, шкулсене юсасси, ҫӗнӗ ача сачӗсем, фельдшер-акушер пункчӗсем хӑпартасси тата ытти пирки йышӑну тӑвиччен эпир малтан финанс пайне тӗплӗн тишкернӗ. Ҫак ыйтусене республика Правительствипе те сӳтсе явнӑ. Ҫапла тӗплӗн ӗҫленӗренех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗр саккуна та алӑ пусмасӑр тавӑрса паман. Иккӗмӗшӗнчен, ҫакӑ влаҫӑн икӗ сыпӑкӗ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленине ҫирӗплетет.

— Правительство сехечӗсем, парламент тата халӑх итлевӗсем ирттеретӗр. Вӗсен усси-витӗмӗ пур-и?

— Ҫакнашкал мероприятисен витӗмӗ пысӑк. Вӗсем эпир проектсене обществӑпа, халӑхпа сӳтсе явнине ҫирӗплетеҫҫӗ, пӗр шухӑш патне пырса тухма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Правительство сехечӗсем те, итлевсем те кирлӗ.

— Эсир ертсе пыракан созыври депутатсем 422 саккун йышӑннӑ. Ҫавсенчен чи асра юлнисем, пӗлтерӗшлӗреххисем хӑшӗсем?

— Вӗсем пурте питӗ кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ. Ҫак саккунсем тӗрлӗ сферӑна пырса тивеҫҫӗ. Чылай проекта общество тата пурнӑҫ ыйтнӑран хатӗрленӗ. Кашниех республика тӑнӑҫлӑ аталантӑр, экономикӑри япӑх пулӑмсене чӑтса ирттерер, хамӑрӑн граждансене социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерер тенипе ҫыхӑннӑ. Парламент ӗҫӗнче социаллӑ блока, чи малтан — ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пулӑшассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене саккун тӗлӗшӗнчен йӗркелесе тӑрассине, пӗлтерӗшлӗ вырӑн уйӑрнӑ. Малашне те ҫаплах пуласса шанатӑп. Республикӑри амӑшӗн капиталне пани, виҫҫӗмӗшпе ун хыҫҫӑнхи пепкесем ҫуралсан ҫӗр лаптӑкӗпе тивӗҫтерни — йӑлтах ачаллӑ ҫемьесем валли. Тӑлӑхсене ҫемьесене вырнаҫтарассине лайӑх йӗркеленине те асӑнса хӑварас килет. Усрава илнӗ кашни ывӑл-хӗршӗн — 300 пин, сусӑр пепкешӗн 375 пин тенкӗ пама йышӑнни тата ытти мера ырӑ витӗм кӳчӗ. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнисен 95% ҫемьесенче воспитани илет. Ҫакӑ республикӑри ача ҫурчӗсен шутне чакарма май пачӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне хупрӗҫ. Паянхи кун ачасем валли уҫнӑ 7 учрежденире 133 воспитанник. Ку — Раҫҫейри чи лайӑх кӑтартусенчен пӗри.

— Пӗлтӗр — РФ Патшалӑх Думинче, унтан та маларах Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем иртрӗҫ. Ҫав мероприятисем сирӗншӗн мӗнпе асра юлчӗҫ?

— Кун пек мероприятисем питӗ кирлӗ. Пӗрремӗшӗнчен, эпир хамӑр республикӑна Раҫҫей шайӗнче кӑтартатпӑр: мӗнле ӗҫленипе, малашлӑх плансемпе паллаштаратпӑр. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та, эпӗ те тухса калаҫрӑмӑр. Иккӗмӗшӗнчен, эпир ЧР кунӗсенче федераци центрӗнчен региона мӗнле пулӑшу кирлине те пӗлтеретпӗр. Унта Патшалӑх Думин депутачӗсем те, Федераци Канашӗн членӗсем те хутшӑнаҫҫӗ-ҫке, вӗсем эпир тӑратнӑ проектсемпе малалла ӗҫлеме майсем шыраҫҫӗ. Танлаштарма: предприятисем хӑйсен ӗҫӗпе куравсенче паллаштараҫҫӗ, эпир вара Правительство тата парламент ӗҫӗ ҫинчен ҫакнашкал мероприятисенче каласа кӑтартатпӑр, пулӑшу та ыйтатпӑр.

Опыт пурри питӗ лайӑх

— Эсир ытти регионти ӗҫтешӗрсемпе те ҫыхӑну тытатӑр. Ҫак тапхӑрта камсен опычӗ ытларах килӗшрӗ тата унпа хӑвӑр ӗҫре усӑ курма планламастӑр-и?

— Федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсен патшалӑх влаҫӗн саккун кӑларакан органӗсен ассоциацийӗнче пулнӑ май асӑннӑ тӑрӑхри ӗҫтешсемпе тӑтӑшах тӗл пулатпӑр. Ассоциаци ларӑвне Шупашкарта 2012 ҫулта ирттерчӗҫ. Эпир пӗр-пӗрин опычӗпе саккун ҫырас-йышӑнас ӗҫре ҫеҫ мар, производствӑрипе те, экономикӑрипе те паллашатпӑр. Политика экономикӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ-ҫке. Вӑл е ку проекта сӳтсе явнӑ вӑхӑтра ытти регион ҫак енӗпе мӗн тунипе кӑсӑкланатпӑр. Эпир ҫеҫ мар, пирӗн опытпа та ыттисем усӑ кураҫҫӗ. Савӑнмалли-мухтанмалли тӗслӗхсенчен пӗри — 2014 ҫулта Раҫҫейпе пӗрлешнӗ Крым Республикин Конституцине хатӗрленӗ чухне Чӑваш Республикин Конституцийӗпе усӑ курни.

— Пиллӗкмӗш суйлаври депутатсенчен ытларахӑшӗ предприятисен директорӗсем, управленецсем пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Вӗсен саккун ҫырас-хатӗрлес ӗҫ валли вӑхӑт юлать-и?

— Питӗ лайӑх та тӗрӗс ыйту. Депутатсен хушшинче тӗрлӗ сфера представителӗсем пулмалла. Ял хуҫалӑхӗпе, промышленноҫпа, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗренӳпе е урӑх сферӑпа ҫыхӑннӑ саккунсем йышӑннӑ чухне ҫак специалистсем пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Вӗсем пӗтӗм ыйтӑва лайӑх ӑнланаҫҫӗ, мӗншӗн тесен кашнинпе тенӗ пекех хӑйсем ӗҫлесе курнӑ. Коллектива ертсе пыни, йывӑрлӑхсене татса пани — чӑнласах та паха опыт-ҫке. Ниҫта та вӑй хуман ҫын мӗн тӑваять? Популистла калаҫусем ирттерме, халӑха суя шантарусем параять пулӗ-ха вӑл. Тӗслӗхрен: «Пурне те тӳлевсӗр хваттерсем памалла», «Пенси укҫин виҫине виҫӗ хут ӳстермелле», — темешкӗн. Хӑйсене халӑх умӗнче кӑтартас тесе ҫапла калаҫаҫҫӗ, ҫакӑн валли укҫа ӑҫтан тупма май пуррине асӑнмаҫҫӗ. Директорсем вара хӑйсемшӗн мар — вӗсен ахаль те мӗн кирли йӑлтах пур, халӑхшӑн, республика аталанӑвӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмах май, депутатсенчен нумайӑшӗ пуҫлӑх пулни чылай регионта пур. Эпӗ унта нимӗн япӑххине те курмастӑп.

— Эсир хӑвӑр та политикӑна пысӑк предприятирен — «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» агрохолдингран — килнӗ. Сирӗншӗн политика е хуҫалӑх ӗҫӗ ҫывӑхарах-и?

— «Предприятин лайӑх ертӳҫи политикӑна каймасть тӗк — политика хӑй ун патне килет», — тенине илтнӗ-и эсир? Эпӗ хам пирки политик пулатӑп тесе нихӑҫан та шухӑшламан, ҫапах вӗсен йышне кӗмех тиврӗ. Малтан пухнӑ опыт мана халӗ пулӑшса пырать. Халӑх шанса суйланӑ тӑк — унӑн шанӑҫне тӳрре кӑлармаллах, ҫынсен тата пӗтӗм республика ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле. Патшалӑх Канашӗн Председателӗ пулнӑ май чылай ыйтӑва федерацин влаҫ органӗсен шайӗнче татса пама, Чӑваш Ен интересӗсене хӳтӗлеме тивет.

— Юлашки ҫулсенче ялти пурнӑҫа хӑтлӑлатас тӗллевпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ: ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, ҫӗнӗ ҫулсем сарнӑ, фельдшер-акушер пункчӗсем, ача сачӗсем хӑпартнӑ… Ҫапах ҫамрӑксем яла юласшӑнах мар. Вӗсене илӗртес тесе тата мӗн тумалла?

— Чуна пырса тивекен ыйту ку. Чӑн та, халӗ ялти условисем питӗ лайӑх, тӑрӑшсан хуларинчен те чаплӑрах пурӑнма пулать. Ҫапах ҫамрӑксем ӗҫ ҫукран хулана куҫаҫҫӗ. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем тӑвасси пирки тӗплӗн шухӑшламалла. Инвесторсене явӑҫтарса ҫӗнӗ предприятисем уҫмалла, ҫак компанисене ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем те вырнаҫӗҫ. Ун пек тӗслӗхсем районсенче пур. Хам ертсе пынӑ Вӑрнарти аш-какай комбинатнех илер. Вӑл юлашки ҫулсенче ҫӗнӗ йышши комплекссем уҫрӗ, унта 10 километр радиусри ялсенчен ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Ку енӗпе «Ядринмолоко», Тӑвайри «Акконд-Агро», Комсомольскинчи «Тав» фирмӑсен опытне ырӑ енчен палӑртас килет. Николай Угаслов Красноармейскинче «Кетра» завод уҫрӗ. Пурте Европӑри пек хальхи йышши ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелерӗҫ. Анчах ҫакӑ ҫителӗксӗр. Ялсенче тата ытларах предприяти уҫмалла.

Ҫемьепе юлташсем хавхалантараҫҫӗ

— Ял тенӗрен, ҫуралса ӳснӗ тӑрӑха тӑтӑшах кайса ҫӳретӗр-и?

— Ҫуралса ӳснӗ яла — Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпана — манмастӑп, вӑхӑт тупса кайса ҫӳреме тӑрӑшатӑп, шел, тӑтӑшах май килмест. Унта манӑн анне пурӑнать, 93 ҫулта ӗнтӗ вӑл. Хӑй те ман пата хӑнана килет, паян ав эпӗ ӗҫе тухса киличченех ҫитрӗ. Тӑван ял пирки калас тӑк — Лаш Таяпара чиркӳ тума пуҫлани ял халӑхне пӗр чӑмӑра пухать. Ӑна хӑпартас ӗҫе ҫамрӑксем те, ватӑсем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Сӑваплӑ ҫак ӗҫ ҫынсене ырӑ енне улӑштарни сисӗнет.

— Юрий Алексеевич, вӑй-хал ҫӑлкуҫӗ сирӗншӗн мӗн?

— Чи малтан, паллах, ҫемье. Килте лайӑх тӑк йӑлтах йӗркеллӗ пулать. Юлташсем те вӑй-хал парса тӑраҫҫӗ, йывӑр чухне пулӑшаҫҫӗ.

— Ачӑрсем сирӗн ҫула суйламан-и?

— Аслӑ ывӑл Саратоври юридици академине пӗтерчӗ. Иккӗмӗшӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне тарӑнлатрӗ, халӗ — Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ертӳҫи. Кӗҫӗнни Дарья — студентка, вӑл ют чӗлхесене вӗренет. Хӗрӗм спорт гимнастики енӗпе спорт мастерӗ.

— Эсир те спортпа туслине пӗлетпӗр. Пушӑ вӑхӑтра тата мӗн тума юрататӑр?

— Ҫут ҫанталӑка юрататӑп. Унпа хӗлле те, ҫулла та киленетӗп. Ӗҫрен таврӑнсан тӳрех пахчана тухатӑп. Халӗ хӑмла ҫырли пиҫсе ҫитнӗ, хурлӑхан та — куҫ тулли. Хӑяр-помидор та хамӑрӑнах. Ырлӑх! Унтан вӗллесем патне пыратӑп, пыл хурчӗсем мӗнле тӑрӑшса ӗҫленине чылайччен сӑнатӑп. Питӗ кӑсӑклӑ! Вӗсене пӑхса канатӑп. Юлташсемпе пӗрле квадроциклпа ярӑнатӑп, юрашанпа /снегоход\ ҫӳретӗп. Кун пек самантсенче пӗтӗм йывӑрлӑх манӑҫать. Сунар та килӗшет, анчах унта кайма вӑхӑт ҫитеймест.

— Мӗнле шухӑшлатӑр: паянхи депутатӑн мӗнле пулмалла?

— Тӳрӗ кӑмӑллӑ та тӗрӗслӗхе юратакан ҫын. Унӑн халӑхшӑн тӑрӑшмалла, ӑна улталамалла мар. Депутатӑн республикӑра, ҫӗршывра, тӗнчере мӗн пулса иртнине лайӑх пӗлсе тӑмалла, тӗрлӗ енлӗн шухӑшлама пултармалла.

— Этемре хӑш пахалӑхсене уйрӑмах хаклатӑр?

— Тӳрӗ кӑмӑллӑха, йӗркелӗхе, ыттисене ырӑ тума ӑнтӑлнине. Юттине хапсӑнмалла мар, каланӑ сӑмаха пурнӑҫламалла.

— «Хыпар» вулаканӗсене мӗн сунас килет?

— Сирӗн пӗр аллӑрта яланах — пурлӑх, тепринче ырлӑх пултӑр, вӗсене тытса тӑма сывлӑх пултӑр!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех