Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫитӗнӳ хамӑртан килет

Автор: Валентина БАГАДЕРОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хушнӑ: 2016.05.22 18:46

Пуплевӗш: 62; Сӑмах: 535

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Вӑрнар районӗнчи «Санар» хуҫалӑхра ҫураки вӗҫленнӗпе пӗрех, апла пулин те ӗҫ шавӗ лӑпланман-ха.

Халӗ ҫӗрулми лартатпӑр, — юлашки кунсенчи ӗҫ-хӗлпе тата малашлӑхри тӗллевсемпе паллаштарнӑ май пӗлтерчӗ хуҫалӑх ертӳҫи Роберт Петров. — Кӑҫал 85 гектартан кая мар лартасшӑн. Эпир «Гала», «Белороза», «Ред Соня», «Невский» сортсене килӗштеретпӗр. Кӑштах «Удача» та лартасшӑн. Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑран хуратул акаймарӑмӑр-ха. Вӑл 17 гектар йышӑнмалла. Ҫӗр пиҫсе ҫитеймен вырӑнсем те пур. Унта сар пӑрӑҫ /горчица/ акатпӑр. 76 гектар пулӗ вӑл.

Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхра 97 гектар ҫурхи тулӑ, 101 гектар урпа, 70 гектар пӑрҫа, 97 гектар вика, 8 гектар йӳҫ кӑшман, 4 гектар соя акса хӑварнӑ. «Санарсем» ҫӗнӗ культурӑсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес тӗлӗшпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмахран, кӑҫал пӗрремӗш хут йӗтӗн акнӑ.

— 35 гектар йышӑнать вӑл. Вӑрлӑх туса сутасшӑн. Ҫав вӑхӑтрах йӗтӗнпе промышленноҫра тӗрлӗ тӗллевпе усӑ кураҫҫӗ. Ӑна аптекӑсем те ыйтаҫҫӗ, вӑл резина тума та каять. Ӑнӑҫлӑ ӳстерсе пухса илсен пирӗн продукци аван сутӑнать пулӗ тесе шухӑшлатпӑр, — терӗ Роберт Игнатьевич.

Хуҫалӑх малтанхи ҫулсенче те хуратул акса ӳстернӗ. Анчах юлашки вӑхӑтра ӑна ыйтакансем пулманран пӑрахӑҫланӑ. Вӑхӑт иртнӗ май хуратулӑн хисепӗ те, сумӗ те таврӑннӑ: вӑрлӑхне те, кӗрпине те ыйтаҫҫӗ.

— Тӳрремӗн акнине пула хуратул пусӑ ҫаврӑнӑшӗнче питӗ кирлӗ. Йӳҫ кӑшман та ҫӗре лайӑхлатать. Унӑн вӑрлӑхне туса илсе хуҫалӑхра ытларах акасшӑн. Пӑрҫа йышши культурӑсен хыҫҫӑн кӗрхисем лайӑх ӳсеҫҫӗ, аван хӗл каҫаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра удобренисем питӗ хакланса кайрӗҫ. Эпир кашни ҫулах кӗрхи культурӑсем валли омофос туяннӑ. Халӗ вӑл 30 тенкӗ ытла тӑрать. Хаксем «ҫыртаҫҫӗ». Ҫавӑнпа та пусӑ ҫаврӑнӑшне тӗрӗс йӗркелесен химипе усӑ курасси те чакать, перекет те ытларах пулать, — пӗлтерчӗ Р.Петров.

Тӳрремӗн акмалли меслетпе республикӑри сахал хуҫалӑх усӑ курать. «Санар» агрофирма ӑна пӗрремӗшсен шутӗнче алла илнӗ. Кӑҫал сеялкӑпа тӳрремӗн 184 гектар ҫинче акса хӑварнӑ. Ҫак меслетпе акнӑ кӗрхи тулӑ 370 гектар йышӑнать. Роберт Игнатьевич палӑртнӑ тӑрӑх — вӗсем аван хӗл каҫнӑ, 35 гектар ҫинчи ыраш та хитре.

Чӑнах та, калчасем пӗр тикӗс шӑтса тухнӑ, ҫирӗп, парка.

— Пӑхӑр-ха, — кӗрхи пусӑ хӗррипе иртсе пынӑ май чарӑнса тӑрсах сӑмах пуҫарчӗ Роберт Игнатьевич, — ку лаптӑкри калчасем тӗттӗм симӗс тӗслӗ, юнашарах — ҫутӑ симӗс. Мӗншӗн?

Пуҫ ҫӗмӗрсе шухӑшласан та кирлӗ хурав тупӑнмарӗ. Апла та, капла та ӑнлантарма тиврӗ — кӑлӑхах. Тупсӑмне хӑех пӗлтерчӗ вара:
— Ку енчисене чир-чӗртен, сиенлӗ тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑран им-ҫамланӑ.
Сывӑ ҫитӗнеҫҫӗ вӗсем. Шуранка курӑнаканнисене пӑрҫа тапӑннӑ. Нумай ҫулхи опыт кӑтартнӑ тӑрӑх — ҫав лаптӑксенчен тухӑҫ тӑватӑ-пилӗк центнер сахалрах тухать.

«Санар» хуҫалӑх вӑрлӑх туса илессипе ӗҫлет, выльӑх-чӗрлӗх тытмасть. Апла пулин те кунта хӗл каҫипе те ӗҫ пӗтмест. Йыш пысӑках мар, 44 ҫын. Вӗсем хӗл каҫиччен вӑрлӑх хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗрулми суйлаҫҫӗ. Ҫурхи, кӗрхи ӗҫсен вӑхӑтӗнче вара кӳршӗ ялсенче пурӑнакансем валли те ӗҫ тупӑнать. Пурте тӑрӑшуллӑ, маттур! Ҫапла пысӑк хак пачӗ хуҫалӑх ертӳҫи Роберт Петров.

— Хуҫалӑхӑн 1600 гектар ҫӗрӗ ҫинче 11 механизатор ӗҫлесе ӗлкӗрсе пырать. — А.Шашков, А.Яковлев, О.Яковлев, Г.Васильев, Л.Харитонов, В.Крипчаков механизаторсем пултаруллӑ. В.Ильин утарта та ӗҫлет, тракторпа та ҫӳрет. Унӑн мӑнукӗ Коля та лайӑх ӗҫлекенсен шутӗнче. КамАЗ водителӗ А.Петров, манипуляторпа вӑрлӑх, удобрени тиекен А.Харитонов, вӑрлӑх турттаракан В.Николаев хӑйсен тивӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. В.Гаврилов ирхине УАЗпа ҫынсене ӗҫе илсе килет, кӑнтӑрла хире ҫӗрулми турттарать.

Роберт Игнатьевичӑн ывӑлӗсем те ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ҫынсем, иккӗшӗ те тӑван хуҫалӑхра вӑй хураҫҫӗ. Андрей — тӗп инженер, Александр — тӗп агроном. А.Федорова бригадир ертсе пыракан ушкӑн та — унта 24 ҫын — харсӑр. Хӗрӳ ӗҫҫи вӑхӑтӗнче бухгалтерсем те кантурта лармаҫҫӗ, вӑрлӑх хатӗрлеме, ҫӗрулми касма хутшӑнаҫҫӗ. О.Давыдова тата З.Федорова поварсем ӗҫлекен халӑха тутлӑ апатпа сӑйлама тӑрӑшаҫҫӗ. Кунне икӗ хутчен пӗҫереҫҫӗ вӗсем. Хире ӗҫлекенсем патне те вӗри апат ӑсатаҫҫӗ.

— Ҫынсем тӑрӑшса ӗҫленӗрен аталанатпӑр, ҫитӗнӳсем тӑватпӑр, — калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ Роберт Петров.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех