Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть…

Автор: Н.Архипова

Ҫӑлкуҫ: «Каҫал Ен», 2016.04.22

Хушнӑ: 2016.04.23 13:12

Пуплевӗш: 26; Сӑмах: 328

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Спорт

«Хоккейла чӑн-чӑн арҫынсем выляҫҫӗ...», «Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть» сӑмахсем Комсомольски хоккеисчӗсен чӗрисене пӑлхатса тӑма пӑрахмаҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ хоккей вӑййи кашни ҫулах нумайрах та нумайрах спортсмена хӑйӗн ытамне пуҫтарать.

Районти хоккеистсен «Кӗтне» команди тӗрлӗ чемпионатсене хастар хутшӑнать, хутшӑнать ҫеҫ мар, ҫӗнтерӳҫӗ ята та пӗрре мар тивӗҫнӗ. Кунта вара уйрӑмах Владислав Васильев, Павел Романов, Сергей Тимофеев хоккеистсен тӳпи пысӑк. Вӗсем вӑййа кӑмӑллакансене пӗр ушкӑна пуҫтараҫҫӗ. «Кӗтне» команда тренерсӑрах вӑйӑ техникине хӑнӑхса район чысне республикӑра ҫӳллӗ шайра хӳтӗлет. Акӑ нумаях пулмасть вӗсем «Урожай» физкультурӑпа спорт обществин Кубокне ҫӗнсе илессишӗн республикӑри командӑсем хушшинче тупӑшнӑ. Зонӑри турнирта Елчӗк (1:0), Патӑрьел (3:3), Шӑмӑршӑ (5:0) командисене ҫӗнтерсе финала тухнӑ. Финал «Чебоксары-Арена» пӑр керменӗнче иртнӗ. Унта Йӗпреҫ, Етӗрне, Шупашкар районӗсен командисемпе хӗрӳ тупӑшса «Кӗтне» команда 3-мӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Спортсменсем асӑннӑ вӑййа хутшӑнма пулӑшу кӳнӗшӗн район администрацийӗн пуҫлӑхне А.Самаркина тав тӑваҫҫӗ.

Ҫавӑнпа пӗрлех 40 ҫултан иртнӗ хоккеистсем «Сельский» дивизионта профессионаллӑ мар хоккей лигинче те выляҫҫӗ, пысӑк ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлаҫҫӗ. Паянхи куна асӑннӑ лигӑра плей-офф вӑййисене выляҫҫӗ, вӗсем Вӑрнарти «Кристалл» пӑр керменӗнче иртеҫҫӗ. Пирӗн спортсменсем кунта Ҫӗмӗрле, Вӑрнар командисене ҫӗнтерсе мала тухнӑ. Ҫитес вӑхӑтрах акӑ Йӗпреҫ, Патӑрьел, Етӗрне тата Комсомольски командисем мала тухассишӗн тупӑшӗҫ. Хоккей вӑйҫисене те палӑртса хӑвармалла: В.Дмитриев, В.Кошкин, Е.Михайлов, А.Самарин, С.Воробьев, О.Воробьев, И.Индюков, Д.Можаев (вратарь). Пӗлтӗр Сергей Тимофеев ертсе кайнипе «Кӗтне» команда Елчӗкри хоккей турнирӗнчен кубокпа таврӑнни те пысӑк ҫитӗнӳ. Унсӑр пуҫне Владислав Васильевпа Павел Романов хуласем хушшинче йӗркелекен ӑмӑртура Канаш хулин «Локо-олимп» командишӗн каҫхи хоккей лигинче выляҫҫӗ. Лигӑра команда виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Сергей Тимофеев, Владислав Васильев, Павел Романов шкулта вӗреннӗ чухнех хоккейла выляса ӳснӗ. Унтанпа 20 ҫул ытла иртнӗ пулин те, виҫӗ тус хоккей вӑййи районта аталантӑр тесе тӑрӑшать, район чысне республика шайӗнче хӳтӗлет.

Районта ҫамрӑксемпе аслӑ ӑрурисене хоккейла выляма пӗтӗм услови пур, ялсенче хоккей площадкисем хатӗрлеҫҫӗ. Сӑмахран, «Кӗтне» команда хӗлле Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи каток ҫинче тренировкӑсем ытларах ирттерет. Кунта Саша Иванова, Олег Платонова, Анатолий Волкова асӑнса хӑвармасӑр май ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем каток хатӗрлеҫҫӗ, ӑна тасатса, якатса тӑраҫҫӗ.

Апла пулсассӑн районта хоккей вӑййи ҫулран-ҫул аталанса пытӑр, аслисем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулччӑр. «Кӗтне» командӑна вӑйӑсенче ҫӗнтерме ӑнӑҫу сунатпӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех